«Хресчен сасси» 24 (2912) № 22.06.2022

22 Çĕртме, 2022

Чи тутлă хуплупа хуран кукли

Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрте Чăвашпотребсоюзĕн «Чăваш апат-çимĕçĕ» республикăри фестивалĕн иккĕмĕш тапхăрĕ иртрĕ. Кăнтăр тĕлне Мăн Сĕнтĕр капăр тумлă çынсемпе, хаваслă шавпа тулчĕ. Таврана техĕмлĕ, ырă шăршă сарăлнă.

Ретĕн-ретĕн вырнаçтарнă, чăваш тĕррипе илемлетнĕ палаткăсенчи сĕтелсем тутлă апат-çимĕçпе авăннă: шăрттан, пӳремеч, хуран кукли, хуплу, сĕт юр-варĕ… Муркаш районĕ Атăл хĕрринче вырнаçнăран-ши — пулăран хатĕрленĕ çимĕç те туллиех. Палăртнă тăрăх, пуллине хăйсемех тытнă. Муркаш райповĕн ĕçченĕсем хăнасене, уява пынисене сăра та тутанса пăхма сĕнчĕç. Елена Максимова сăмахĕпе, Юнкăри Салдакеевсен çемйинче ĕлĕкрен сăрана арçынсем вĕретеççĕ. Çакă ăруран ăрăва куçса пырать. Ялта уявсем ирттернĕ чухне те яваплă ĕçе вĕсене шанса параççĕ.

Çуйăн кукăльне тутанса пăхнă-и? Кавăнран вĕретнĕ компота тата? Фестивальмарафонра вара вĕсене астивме пултарчĕç. Жюри членĕсен кăмăлне те кайрĕ вăл.

Тутлă апат-çимĕç хуçисем сумлă хăнасене, уява пуçтарăннисене юрă-ташăпа хăйсем патне йыхравларĕç, кукăльпӳремече, шăрттана астивсе пăхма сĕнчĕç.

Етĕрне райповĕн «Сăр» команди те пулăран, аш-какайран çимĕç самай хатĕрленĕ. Ку тăрăхра пĕçерекен шăрттана регион тулашĕнче те кăмăллаççĕ. Элĕк райповĕн «Элĕк ен» командин сĕтелĕ те тĕрлĕ продукципе пуян. Хуран кукли кăна тăватă тĕрлĕ: тăпăрчăран, упа сарринчен, симĕс суханран, чие çырлинчен. Жюри членĕсене, çынсене упа сарринчен хатĕрлени уйрăмах килĕшрĕ: пысăк савăт самантрах пушанчĕ.

Хальхи çимĕçпе пĕрлех ĕлĕкрен чăваш сĕтелĕ çинчен татăлман чăкăта, хуплупа çĕр улми икерчине кăмăлласах çирĕç. Хĕрлĕ Чутайсен те фестивале хутшăнакансене тĕлĕнтермелли тупăнчĕ. Ку тăрăхра ĕлĕкхи çимĕçе — çупа улмана — халĕ те манăçа кăлармаççĕ.
«Чутайсен çимĕçĕ вăл. Услам çупа е салăпа сухан ăшаламалла, хуппинчен тасатса чăмăрла пĕçернĕ çĕр улмипе пуçса çимелле. Ĕлĕкрен ăна Чутайсем кăмăлланă, халĕ те манăçа кăлармастпăр», — терĕ Ольга Медведева кăсăкланакансене хуравланă май. Вĕсен хура çăкăрпа пӳремечĕ те чи тутли шутланать. Чăвашсем авалтан уяв тĕлне сăра вĕретсе хатĕрленĕ. Чутайсем те фестивале сăрапа пынă. Ишлей райповĕн ĕçченĕсем хуран кукли мĕнле пĕçермеллине кăтартса пачĕç.

— Пирĕн районта пĕлтерĕшлĕ мероприяти иртни савăнтарать. Райпосен общество апатлану предприятийĕсем çĕнĕ апат-çимĕçпе пĕрлех ĕлĕкхисене те хатĕрлеççĕ. Муркаш райповĕн кафинче саккаспа 1 метр тăршшĕ кукăль пĕçерсе параççĕ.

Авалтан кăмакара пысăк кукăльсем пĕçернĕ. Çакă çемьесем йышлă пулнипе те çыхăннă. Пĕчĕккине кама çитермелле? Чăваш йăлине пăрахăçа кăларасшăн мар эпир, — терĕ Муркаш райповĕн ертӳçи Борис Андреев. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Ешерет уй-хир

Ăшă, çумăрлă çанталăкра калча куç умĕнчех вăй илсе çирĕпленчĕ, уй-хир симĕс кавирпе витĕнчĕ. Çур аки вĕçленнĕ май ĕç-хĕле пĕтĕмлетесси, акнă-лартнă уйсене тĕрĕслесси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Çак кунсенче чылай районта çĕр ĕçченĕсем, специалистсем уй-хире хакларĕç.

Вăрнар районĕнчи ертӳçĕсемпе специалистсем акнă-лартнă лаптăксене çитсе калча вăй илнипе, тикĕс шăтса тухнипе кăсăкланчĕç. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов та хутшăнчĕ. Хирсене пăхса çаврăннипе пĕрлех ертӳçĕсем, специалистсем çĕр ĕçĕн технологийĕпе, ял хуçалăх культурине туса илес ĕçри опытпа паллашаççĕ. Калча тикĕс те çăра шăтса тухнă хуçалăхсене палăртаççĕ.

Кăçал Вăрнар районĕнче çурхи культурăсене 12131 гектар акнă. Кĕрхисене шута илсен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пурĕ — 19043 гектар. Лаптăксен 62% пĕрчĕллĕ культурăсем йышăнаççĕ, выльăх апачĕн культури — 32, çĕр улми — 1, техника культурисем 5 процент. Юлашки çулсенче хуçалăхсенче пусă çаврăнăшне рапс, соя, йĕтĕн, горчица, хура тул, шăпкан та кĕртеççĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе уй-хир тĕрĕслевĕ «Агрохмель» хуçалăхăн лаптăкĕсене пăхнинчен пуçланчĕ те «Броневик» ЯХПКн хирĕсенче вĕçленчĕ. Ĕçлĕ çул çӳревре комисси, специалистсем кашни предприятин уйĕсене çитрĕç. Культура тикĕс те çăра шăтни, таса пулни, вăрлăх пахалăхĕ, калчасене пăхса тăни… — йăлтах шута илме тăрăшрĕ комисси. Кăçал çĕр ĕçченĕсем уйрăмах тăрăшса вăй хунине те палăртрĕç мероприятие хутшăннисем. Хирсене пăхса тухнă хыççăн комисси 3 хуçалăхăн лаптăкĕсене чи лайăххисен шутне кĕртрĕ. Пĕрремĕш вырăна «Мураты» хуçалăх йышăнчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Вăрнарти аш-какай комбиначĕпе «Санары» агрофирма.

Раççей ял хуçалăх центрĕн регионти филиалĕн районсен хушшинчи пай пуçлăхĕ Вячеслав Алексеев çанталăк условийĕсене кура тырă чирлеме пултарассине палăртрĕ, лаптăксене куллен мониторинг тума, фунгицидпа усă курма сĕнчĕ. «Пĕтĕмĕшле илсен районта калчасем лайăх вăй илсе пыраççĕ. Кĕрхи культурăсем пĕтнĕ лаптăксене тепĕр хутчен акса хăварнă. Çумăр хыççăн çанталăк ăшăтни ӳсен-тăрана çитĕнме условисем туса пачĕ. Çак тапхăрта вĕсене азот удобренийĕпе апатлантармалла. Вăрнарти аш-какай комбиначĕ виçĕ хутчен удобрени хывнăран калча çирĕп, çăра, кăвакрах симĕс тĕслĕ. «Мураты», «Санары» хуçалăхсенче те технологие çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ. Вĕсенче те культура аван вăй илнĕ. Хальхи вăхăтри тĕп ĕç — акни-лартнине сăтăрçăсенчен, чир-чĕртен сыхласси. Çуркунне çанталăк ăшăтсанах кĕрхи калчана вĕт пăрçа тапăнчĕ. Телее, сивĕ, çумăрлă кунсем пуçланнăран сарăлаймарĕç. Анчах çакă лăпланмаллине пĕлтермест, курăк пыйти, ытти сăтăрçă та тухма тытăнаççĕ. Çуркунне вăрлăха им-çамласа сапнă культура çирĕпрех. Пучах тухма пуçланă вăхăтра культурăсене имçамламалла. Ертӳçĕсене, специалистсене хирсене тĕрĕслеме, сăтăрçăсене асăрхасан вăхăтра мерăсем йышăнма сĕнесшĕн», — палăртрĕ вăл. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Шалкăм çумăр кăмăла хуçмарĕ

«Сĕнтĕрвăрри — тĕнче варри тесе ахальтен каламан», — терĕ Александр Васильев юрăç ентешĕсене уявпа саламласа. Шăматкун Сĕнтĕрвăрринче Акатуй иртрĕ.

Çĕр ĕçченĕсен уявне кашни çул çĕнĕлĕх кĕртме, пухăннисене тĕлĕнтерме тăрăшаççĕ. Ял тăрăхĕсем хăйне евĕрлĕ куравсем йĕркеленĕ. Карапашсем тĕнчипе палăрнă ăстасен тĕрĕ-эрешĕпе паллаштарчĕç. Татьянăпа Ирина Ефимовăсем чăваш халăхĕн йăли-йĕркине упраççĕ, сӳнме памаççĕ. Октябрьски ял тăрăхĕн куравĕнче Олимп вăййисен чемпионкин Елена Николаевăн япалисемпе паллашма тӳр килчĕ. Чи хисеплĕ вырăнта — 2003 çулта Парижра иртнĕ Пĕтĕм тĕнче чемпионатĕнче тăхăннă кроссовкă. Унта Елена Николаевна пьедесталăн чи çӳлти картлашки çине хăпарнăччĕ. Шĕнерпуç ял тăрăхĕн куравĕнче Китай халăхĕн савăт-сапи ахальтен мар — кăçал паллă ентеше Никита Бичурина халалласа пысăк проект пурнăçлаççĕ.

Ăсчах ялĕнчи парка грант пулăшăвĕпе çĕнетеççĕ, сăн-сăпатне улăштараççĕ. Уява ЧР Пуçлăхĕн администрацийĕн ертӳçин пĕрремĕш çумĕ Владимир Степанов, ЧР промышленноçпа энергетика министерствин ертӳçин заместителĕ Борис Марковцов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Лидерман, Сĕнтĕрвăрри район пуçлăхĕ Владимир Петровпа Сĕнтĕрвăрри районĕн пуçлăхĕн тивĕç ĕсене пурнăçлакан Сергей Мастьянов çитрĕç. Акатуй авалхи йăла-йĕркерен пуçланчĕ. Тӳпе çĕр ĕçченĕсен кĕлĕ сăмахĕсене илтрĕ-ши — çур сехетренех хĕвеле кăн-кăвак пĕлĕтсем карса илчĕç, шалкăм çумăр çуса ячĕ. Анчах вăл пухăннисен кăмăлне хуçмарĕ. Паллă ентешсен парачĕ иртрĕ, район аталанăвĕшĕн нумай çул тăрăшса палăрнисене чысларĕç. «Сĕнтĕрвăрри районĕн чи лайăх ветеринарĕ» ята Инесса Смирнова тивĕçрĕ. «Мана çакăн пек чыс туни тĕлĕнмелле хавхалантарать», — терĕ Октябрьскинчи участокра ĕçлекенскер. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   ♦


Сумлă кăтартусем

Питĕрте тĕнче шайĕнче иртнĕ экономика форумĕ вĕçленнĕ. Ăна кăçал «Çĕнĕ тĕнче — çĕнĕ майсем» ятпа йĕркеленĕ. Вăл 4 куна тăсăлнă.

Форума Чăваш Республикин делегацийĕ те хутшăннă. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă. Чăваш Ен делегацийĕшĕн вăл тухăçлă иртнĕ, темиçе миллиард тенкĕлĕх вун виçĕ килĕшӳ алă пуснă. Ĕçлĕ çыхăнусене Шупашкарти экономика форумĕнче çирĕплетме палăртнă.

Питĕрти форумра ют çĕршывра кăларакан продукцие хамăр тăрăхрипе улăштарасси пирки чылай калаçнă. Çавна май пирĕн республикăра та пĕлтерĕшлĕ производство хута ярассине палăртнă.

Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» заводра водород перекиçĕ туса кăларакан производство пуçарасси çинчен калаçса татăлнă. Çакна çирĕплетсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев РФ промышленноçпа суту-илӳ министрĕпе Денис Мантуровпа тата «Волжская перекись» пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕпе Ярослав Кузнецовпа, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕпе Дмитрий Пулатовпа килĕшӳ алă пуснă.

Проект пурнăçлансан республика водород перекиçĕпе çĕршыва туллин тивĕçтерме пултарĕ. Хальхи вăхăтра ăна ют çĕршывран илсе килеççĕ. <...>

♦   ♦   ♦


«Вăл хресчен ачи пулнă»

Шупашкарта патшалăхăн тата обществăн паллă ĕçченне Анатолий Леонтьева сума суса Асăну хăми уçрĕç. Ăна Афанасьев урамĕнчи 9-мĕш çурт стени çине вырнаçтарнă.

Анатолий Михайлович Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вăтам шкул хыççăн пĕлĕвне малалла Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче аталантарнă. Пĕр вăхăт ВЛКСМ Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче вăй хунă, каярахпа КПСС Куславкка райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче, унтан — КПСС обкомĕн уйрăмĕн ертӳçинче. 1976 çулта ăна КПСС Чăваш обкомĕн секретарьне, 1988 çулта Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Председательне, 1990 çулта вара Чăваш АССР Аслă Канашĕн Председательне суйланă.

Пĕлтерĕшлĕ пулăма хутшăннисен йышĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Алексей Шурчанов, Шупашкар хулин администраци пуçлăхĕн заместителĕ Ольга Чепрасова, Анатолий Михайловичăн ĕçтешĕсем, юлташĕсем, мăшăрĕ Тамара Сергеевна тата хĕрĕсем Оксанăпа Ирина пулчĕç. Ăна пурте ырăпа аса илчĕç. «Эпĕ ун чухне фермăра ĕçлеттĕм. Анатолий Михайлович пире яланах алă парса сывлăх сунатчĕ. Хăйне шеллеме пĕлместчĕ. Ирхине 4 сехетре фермăна çитетчĕ, сăвăмпа кăсăкланатчĕ. Ĕнесем сĕт чакарни пăшăрхантаратчĕ ăна. Пуçлăхсенчен çирĕп ыйтатчĕ», — иртнине куç умне кăларчĕ ЧР Агропромышленноç ветеранĕсен союзĕн Куславкка районĕн ертӳçи Нина Иванова. Дояркăсене çеç мар, механизаторсене те ашшĕ ячĕпе чĕннĕ вăл. Çынна çапла хисепленĕ. Ырă кăмăллă, пултаруллă ертӳçе Куславккасем паян та лайăхпа аса илеççĕ.

Вăл Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетне пĕтернĕ. Çавна май уй-хире питĕ юратнине палăртрĕ мăшăрĕ Тамара Сергеевна. «Хир çумĕпе иртсе пынă май чунĕ чăтмастчĕ, машинăна чаратчĕ. «Епле аван çитĕнет тыр-пул!» — тесе савăнатчĕ. Çынсем çывăрса тăнă вăхăта уй-хир курса çаврăнатчĕ. Вăл нихăçан та водителе кĕтсе ларман, руль умне ларатчĕ те çула тухатчĕ. Талăкри 24 сехет уншăн сахалрах пулнине калатчĕ. Вăл 4 хутчен çерем çĕр уçма кайнă. Унта вĕсем чăваш совхозне йĕркеленине те пĕлтернĕччĕ. Ĕçлеме ӳркенмен вăл. Ашшĕпе пиччĕшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунăран хăйĕн вăй-хăватне, ăс-тăнне çеç шанса малалла утнă, пысăк ӳсĕмсем тунă. Шел, 70 çултах пиртен уйрăлчĕ», — терĕ вăл. <...>

Валентина МАКСИМОВА.

♦   ♦   


«Катюша» вут-çулăмĕ

Ракетчик-минометчиксем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕрремĕш çулĕнчи чи йывăр вăхăтра çапăçăва кĕнĕ.

Реактивлă артиллерин пĕрремĕш батарейине Иван Флеров капитан ертсе пынă. Çак хĕç-пăшал питĕ хăватлă пулнине çапăçусенче çирĕплетсе панă. 1941 çулхи сентябрь уйăхĕнче уйрăм миномет полкĕсем йĕркеленĕ. Кашнийĕнче — 3 дивизион. Пĕрне реактивлă установка вырнаçтарнă 12 машина кĕрет. Шăпах çак полксенчен пĕрне лекнĕ те ĕнтĕ Порфирий Яргунин. Вăрçă пуçланиччен вăл Вуспӳрт Чурачăк ялĕнче Войков ячĕпе хисепленекен колхоза ертсе пынă. Çуракине ăнăçлă вĕçленĕшĕн вăл та колхозниксемпе савăннă, çĕнĕ тыр-пула пĕрле пухса кĕртме хатĕрленнĕ. Анчах фашистсем пирĕн çĕршыва тапăнни çурла вырăнне алла хĕç-пăшал тытма хушнă.

Вăрçă пуçлансан тепĕр куннех Порфирий Спиридонович фронта тухса кайнă. Арăмĕ Мария çулталăкри ачипе тата йывăр çын пулса юлнă. Кайран унăн тепĕр хĕрача çуралнине арçын фронтра çыру урлă кăна пĕлнĕ. Порфирий Яргунин малтан Мускав патĕнче минометчиксен уйрăм полкне йĕркеленĕ çĕре лекнĕ, ăна водителе çирĕплетнĕ.

— Мĕнле хĕç-пăшал-ши ку? — тĕлĕннĕ малтанах арçын. Тупă пулма кĕпçи çук, тимĕртен тунă рамăсем кăна. Командирсем каланă тăрăх, ку вăл питĕ хăватлă хĕç-пăшал иккен. Ахальтен мар ăна пирĕн салтаксем хисеплесе «катюша» ят панă.

Мускава кăнтăр енчен хӳтĕленĕ çĕре реактивлă минометчиксен полкне те янă. Пирĕн çарсем тăшмана Тула хули патĕнче тытса чарнă. Вĕсен дивизийĕ чи малтан çакăнта усă курнă хăватлă хĕç-пăшалпа. Пирĕн икĕ дивизи хушшинче наступление кĕме тăшман танксем тата пысăк вăй пухса хатĕрленĕ. Ракетчиксем ăна тĕп тума приказ илнĕ. Акă установкăсене тĕллесе тăратнă. Пĕр харăс икĕ залп панă хыççăн вут-çулăм ялкăшнă, тĕтĕм мăкăрланнă. Нимĕçсем çак тĕлтен эрне ытла атакăлама хăяйман.

Ракетчиксем вара хăвăртрах хăйсен позицине улăштарнă. Фашистсем «катюшăсем» тăнă вырăна татти-сыпписĕр тупăран пенĕ, бомбăсем пăрахнă. Анчах пурте вĕсем пушă вырăна ӳкнĕ. Ракетчиксем урăх вырăнта каллех залп пама хатĕрленнĕ. Водительсен ĕçĕ те кунта чи яваплисенчен пĕри пулнă. Автомашинăна яланах юсавлă тытмалла, кирек мĕнле япăх çулпа та ăна кирлĕ çĕре илсе çитермелле. Фронтри йывăр вăхăтсенче водительсем кабинăрах çывăрнă. Приказ илсенех машинăсене тапратнă. <...>

Михаил ВОЛКОВ. Шупашкар районĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.