Хресчен сасси 2(2941) № 18.01.2023

18 Кăрлач, 2023

Выльăх-чĕрлĕх картиш илемĕ

Чăваш халăхĕ мĕн авалтан выльăх-чĕрлĕх тытнă. Çителĕклĕ пурнăçпа пурăнакансем ĕне, лаша, сурăх, чăх-чĕп усранă. Япăхраххисем вĕсем пек ĕне выльăх, лаша тытайман.

2010 çулхи шăрăх шар кăтартрĕ

Пуян чăвашсем 18-мĕш ĕмĕртех 3-5 ĕнеллĕ, 5-9 лашаллă пулнă. Тата та пуянраххисем вара 15 ут тытнă. Хăшне-пĕрне Акатуйра ăмăртма усранă. Вăтам хресчен 2-4 лашапа çырлахнине палăртаççĕ. Чухăнăн 1 ут пулнă е вуçех те пулман. Çĕр ĕçне е кил хуçалăхĕнчи ытти ĕçе тракторпа пурнăçлама тытăнсан лаша йышĕ чакма тытăннă. Хальхи вăхăтра çак выльăха ытларах Елчĕк, Етĕрне, Вăрнар, Шăмăршă тата Патăрьел районĕсенче усраççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи реформа вăхăтĕнче Раççейре выльăх-чĕрлĕх йышĕ самай чакнă. Çĕршывра асăннă тапхăрта ĕне выльăх пуçĕ виçĕ хут сахалланнă — 38 млн пуç /67%/. Паллах, тӳнтерле пулăм Чăваш Ене те пырса тивнĕ. Ял хуçалăх производствин тата выльăх продукцин калăпăшĕсем чакнă. Çак çулсенче хуçалăхсем панкрута тухнăран, саланнăран тĕрлĕ выльăх йышĕ сахалланнă. Хушма хуçалăхсенче вăл ӳснĕ. Акă 1991-1995 çулсенче Чăваш Енри мĕн пур категориллĕ хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх — 18%, сысна — 31%, сурăх — 28% чакнă. Хушма хуçалăхра вара ĕне выльăх — 13%, сысна — 52%, лаша 7,3 хут ӳснĕ. 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри мĕн пур категориллĕ хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх 201,1 пин пуç /çак шутрах хуçалăхсенче — 65,2 пин/, сурăх тата качака 179,8 пин пуç шутланнă. Сурăх-качака шучĕ самай ӳсни палăрать. Мĕншĕн тесен 2010 çулхи шăрăх çанталăк хыççăн чылай хресчен ĕне выльăх йышне чакарнă. Çакă ун чухне выльăх апачĕ хакланнипе, ăна хĕл каçарма çителĕклĕ хатĕрлейменнипе те çыхăннă. Çакна палăртма «Хресчен сасси» хаçатăн 2010 çулхи августăн 4-мĕшĕнче пичетленнĕ «Алă усма васкар мар» материалти йĕркесене илсе кăтартас килет: «…Кăçал республикăра выльăх апачĕ çителĕксĕр янтăланă. Хушма хуçалăхсенче лару-тăру йывăр. Нумайăшĕ курăка пĕр хут кăна çулса илме пултарнă. Улăм çук, тырă сахал, çĕр улми хамăра хĕл каçмалăх тухĕ-и?.. Хуçалăхсем, уйрăм çынсем ытлашши выльăх-чĕрлĕхрен хăпма тăрăшни сисĕнет. 2010 çулхи июль тĕлне республикăри мĕн пур категорири хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 2,5 /çав шутра ĕне — 4,4/, сурăх-качака — 0,9, чăх-чĕп 14,5% чакнă. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе пăхсан, сысна йышĕ 4% ӳснĕ. Çакă республикăра сысна комплексĕсем хута кайнипе çыхăннă… Пĕр машина утă ĕнерен те хаклăрах, 17 пин тенкĕ тăрать. Хывăх, тырă та илсе çитерме йывăр. Виçĕ ĕне суни те тăкаксене саплаштараймасть… Ăратлă ĕнесене 12-15 пин тенкĕллех сутаççĕ. Çапах илес текен сахал». Асăннă çулта колхозсенче ĕне выльăх шайне упраса хăварма тăрăшнă пулсан хушма хуçалăхсенче вăл палăрмаллах чакнă. Сăмахран, Елчĕк районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсенче унăн хисепĕ 2% ӳсме пултарнă, ял çынни вара ăна 6% чакарнă. Улатăр, Муркаш, Çĕрпӳ, Вăрмар, Шупашкар, Етĕрне районĕсенче лару-тăру çивĕч пулнă. ЧР Министрсен Кабинечĕ ун чухне хуçалăхсене выльăх апачĕ туянма 250 млн тенкĕ хушма пулăшу пама палăртнă. Çак йĕркесене вуланă хыççăн 2010 çулхи шăрăх çанталăк куç умне тухса тăчĕ-тĕр. Хушма хуçалăхсенче ĕне шутне чакарнă хыççăн тӳрех ӳстереймĕн çав. Шăпах çак çулсенче кил хуçалăхсенче «Сталин ĕнине» /сăмах качака пирки/ ытларах тытма тытăннă. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Малалла-ха пурнăç, малалла…

Иртнĕ эрнере «Шупашкар-Арена» пăр керменте Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене уявланă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене тав тунă май: «Професси пĕлĕвне тĕпе хурса ĕçлени кăна çителĕксĕр, кашни çыннăн кăмăлтуйăмне пĕлмелле сирĕн, вĕсем мĕн калас шухăша ăнкармалла. Çакă вара кăткăс та пĕлтерĕшлĕ», — тенĕ. Вăл наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕн пурнăçланакан обћектсем пирки журналистсем хыпарсене вăхăтра халăх патне илсе çитернине ырланă. Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансен çитĕнĕвĕсем пирки тата малашлăхри тĕллевсем çинчен ЧР цифра министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Екатерина Грабко каласа кăтартнă. Вăл журналистсем пирки: «Клавиатура, смартфон, планшет акулисем», — тенĕ. Ара, паянхи калем ăстисем чылай технологие алла илеççĕ. Информацие халăх патне хăвăрт çитерес тĕллевпе вĕсен тĕрлĕ мелпе усă курма тивет. Мĕн калăн, пурнăç малаллах çав. Çакна та асăнма кăмăллă: кăçал ачасемпе çамрăксен медиа тытăмĕнче ĕçлекенсен «МедиаВзлет» фестивалĕ иртмелле. Тĕрлĕ регионти арçын ачасемпе хĕрачасем Шупашкарта пухăнса пĕр-пĕрин опычĕпе паллашĕç, ăсталăх класĕсене хутшăнĕç. Фестивале Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ ячĕпе йĕркелĕç. Уявра хисепе тивĕçнĕ журналистсене патшалăх наградисемпе чысланă. Çак йышра ĕçтешсем пурри те савăнтарать: «Хыпар» Издательство çурчĕн директорне-тĕп редакторне Татьяна Вашуркинăна — РФ Цифра аталанăвĕн министерствин Хисеп хучĕпе, «Хыпар» хаçатăн ятарлă корреспондентне Валентина Багадеровăна тата Василий Кузьмин фотокорреспондента — Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тавĕпе тата алла çыхмалли сехечĕпе, Сĕнтĕрвăррисен «Пирĕн сăмах» хаçачĕн редакторне Ольга Калитовăна — ЧР Цифра министерствин Хисеп хучĕпе, «Хыпар» хаçатăн тишкерӳçине Елена Лукинана тата пай редакторне Андрей Михайлова ЧР Патшалăх Канашĕн Тав хучĕпе чысланă. Республикăри журналистсен Леонид Ильин ячĕллĕ премине ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ Елена Атаманова тивĕçнĕ. <...>

Валентина НИКОЛАЕВА.

♦   ♦   ♦


Ĕмĕр сакки сарлака

Пурăнан пурнăçра темĕн те курма тивет. Тĕрлĕ пăтăрмаха та çакланатăн.

Эпĕ çăлавçă мар, анчах çынсене вилĕмрен сахал мар хăтарнă хамăн ĕмĕрте. Инкек-синкек вăхăтĕнче çухалса кайман, татăклă утăм тунă. Çын пурнăçне, патшалăх пурлăхне сыхласа хăварассишĕн пĕрре мар вут-çулăма кĕнĕ, пăрлă шыва та сикнĕ. Хăш-пĕр тĕслĕхпе вулакансене те паллаштарасшăн. Кунта мăнаçланса çырни нимĕн те çук, пĕтĕмпех чăн пурнăçран илнĕ тĕслĕхсем. Синкерлĕ самантсенче мана Турă пулăшнă. Сăмахран, 1956 çулхи апрель уйăхĕнче пăрлă шыва сиксе колхоз пурлăхне çăлса хăвартăм. Инкек çамрăк пĕр ача айăпĕпе пулнăччĕ. 1962 çулхи декабрь уйăхĕнче Железногорск хулинче ирех ĕçе васкатăп. Çанталăк питĕ сивĕ. Эпĕ çуха ăшне пытаннă, чупнă евĕр утатăп. Сасартăк пăхрăм та тĕлĕнтĕм: мана хирĕç «ЗИЛ-585» машина анаталла анать. Кабинăра никам та çук. Чупса çитсе «подножка» çине хăпартăм, алăка уçма хăтлантăм, анчах халăпĕ çук. Чӳречене çапса çĕмĕртĕм те кабинăна кĕтĕм, машинăна чартăм. Часах 3-4 шофер чупса çитрĕç, мана чунтанах тав турĕç. 1979 çулхи май уйăхĕнче çанталăк шăрăх тăратчĕ. «ПМ-130» машинăпа Канаша каятпăр, туллиех шыв тултарнă. Пăхатпăр: вĕр çĕнĕ «ЗИЛ-135» çунать. Ун йĕритавра пуçтарăннă çынсем нимĕн те тăваймаççĕ. Эпир вара ăна хăтарма пултартăмăр. <...>

Александр ЛЕОНТЬЕВ. Патăрьел округĕ, Патăрьел ялĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.