- Чăвашла верси
- Русская версия
Хресчен сасси 21 (3011) № 05.06.2024
«Вăрманта хама килти пекех туятăп»
«Çут çанталăкăн кирек хăш вăхăтне те юрататăп. Хĕлле-и, çулла-и, кĕркуне-и е çуркунне-и — вăрмана кĕрсен сехечĕ-сехечĕпе çӳреме пултаратăп. Кунти кашни ӳсен-тăран, йывăç-тĕм, чĕр-чун маншăн хаклă та çывăх», — тет ЧР тава тивĕçлĕ экологĕ, биологи наукисен кандидачĕ Александр Димитриев. «Çут çанталăкăн кирек хăш вăхăтне те юрататăп. Хĕлле-и, çулла-и, кĕркунне-и е çуркунне-и — вăрмана кĕрсен сехечĕ-сехечĕпе çӳреме пултаратăп. Кунти кашни ӳсен-тăран, йывăç-тĕм, чĕр чун маншăн хаклă та çывăх», — тет ЧР тава тивĕçлĕ экологĕ, биологи наукисен кандидачĕ Александр Димитриев.
«Çут çанталăка юратма мана кукаçи Федот Титов вĕрентнĕ. Вăл Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăхĕнче лесникра ĕçленĕ. Эпĕ ун патĕнче хăнара хутран-ситрен пулкалаттăм. Шкулта çут çанталăкпа интересленнине биологи учителĕ асăрхарĕ, ырларĕ. 9-мĕш класра чухне биологи предмечĕпе республикăри олимпиадăна хутшăнса мала тухсан Мускава кайнăччĕ. «Юный натуралист» журналпа тачă çыхăну тытнă. Унта шкул ачисем валли кашнинчех тĕрлĕ хăнăхтару кăларатчĕç. Вĕсене тăрăшсах пурнăçлаттăм. Кашни çул малти вырăнсем йышăнаттăм. Ученăй-биолог, çыравçă Игорь Акимушкин хăйĕн кĕнекисене автографпа ярса панисем те асăмрах. Пĕчĕккĕлех мана вăрман илĕртнĕ. Унăн шăрши, кайăксен чĕвĕл-чĕвĕл юрри, ӳсен-тăрансем… Нăрă, гербари пуçтараттăм. Эх, аннен вĕренӳ кĕнеки хушшине мĕн чухлĕ ӳсен-тăран типĕтме хуман-ши? Кĕнекене час-часах уçса тăманран пăнтăхса, çĕрсе кайнисем те пайтах пулнă. Анчах анне нихăçан та вăрçмастчĕ», — ачалăхне аса илчĕ çут çанталăк хӳтĕлевçи. Александр Вениаминович Вăрмар округĕнчи Пăвакассинче çуралнă. Ашшĕ Вениамин Дмитриевич колхозра-совхозра ĕçленĕ, амăшĕ Пелагея Федотовна шкулта кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Çемьере иккĕн çитĕннĕ. Йăмăкĕ Альбина пур. Александр Димитриев Хусанти патшалăх университетĕнче çут çанталăка сыхламалли кафедра уçăлсан тăхтамасăрах унта вĕренме кайнă. Конкурс пысăк пулнă, пĕр вырăншăн 18 çын тупăшнă. Пĕрремĕш курсра çамрăка çăмăл килмен. Кунта урăх программа: лекцисем, практикăсем. «Студент çулĕсем хаваслă иртрĕç. Пирĕн университетра çут çанталăка хӳтĕлессипе ĕçлекен дружина пурчĕ. Канмалли кунсенче эпир браконьерсене тытма çӳреттĕмĕр. Манăн Байкал çывăхĕнчи заповедникра лесникра икĕ уйăх ĕçлеме тӳр килчĕ. Тавралăха сиен кӳрекенсенчен сыхланă. Çак хушăра 7 пушар сӳнтернĕ, 200 ытла браконьер тытнă. Тăрăшса, хавхаланса ĕçленĕ. Пĕр çулхине тата юлташăмпа пĕрле Мари Эл вăрманĕнче икĕ уйăх ниçта тухмасăр пурăнтăмăр. Туристсем çут çанталăка мĕнле сăтăр кӳнине сăнанă, вĕсене тытнă та. Кăвайт чĕртекен, кӳлĕсене варалакан пайтах пулнă. Эпир палаткăра пурăннă, кӳлĕре шыва кĕнĕ, апатне те урамра пĕçернĕ. Çут çанталăкпа çывăхланнă», — каласа кăтартрĕ Александр Димитриев. Диплом ĕçĕнче çут çанталăк пулăмĕсене, халăх сăнанине тĕпе хурса çырнă. Чăваш халăхĕ ĕлĕкренех çĕрпе ĕçленĕ, тухăç туса илес тесе тăрăшнă, çут çанталăкри улшăнусене сăнанă, шута илнĕ. Калăпăр, пилеш нумай пулсан хĕл сивĕ пулать тенĕ. Ĕлĕкех халăх сăнанисем чăнлăхпа пĕр килнĕ. Халĕ улшăну чылай. Çут çанталăка тĕпчеме тата сăнама Александр Вениаминовича биологи учителĕ Зоя Тарантина, Хусанти патшалăх университетĕнчи кафедра заведующийĕ Виктор Попов, биологи наукисен кандидачĕсем Валериан Гаранинпа Татьяна Водолажская нумай вĕрентнĕ, тĕрĕс çул çине тăма пулăшнă. Диссертаци çырнă чухне Александр Никольский вĕрентекен нумай сĕнӳ-канаш панă пулас эколога. Алла диплом илсен вăл Шупашкарти Гидрохимилабораторире инспекторта ĕçлеме пуçланă. Шыв пахалăхне тĕрĕслесе республикăри тĕрлĕ яла çитме тивнĕ унăн. Колхозсенче выльăх-чĕрлĕх нумай тытнă, уй-хирте удобрени сапнă, пысăк комплекссем, заводсем ĕçленĕ. Таса мар шывсем юхан шывсене юхса тухса варлани самай пулнă. Вĕсене тĕрĕслесе предписанисем панă. Халĕ кун йышши варалакан предприятисем çук, вырăнта каяшсене тасатакан сооруженисем ĕçлеççĕ. Хыççăн Александр Вениаминович 9 çул Республикăри çут çанталăка сыхлассипе ĕçлекен патшалăх комитетĕнче вăй хунă. «Присурский» заповедникра — 18 \çул, Ботаника сачĕн Шупашкарти филиалĕнче 5 çул тăрăшнă. Паян вăл И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче студентсене пĕлӳ парать. Çамрăксемпе пĕрле тăтăшах вăрмана, питомника тухать, çамрăк ăрăва экологи культурине хăнăхтарать. Александр Димитриев — «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ, «Присурский» заповедник тата «Заволжье» çут çанталăк паркне йĕркелесе яракансенчен пĕри. Паянхи кун та çак уйрăм сыхланакан территорисен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсе тăрать вăл. Унсăр пуçне Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекисене, энциклопедийĕсене, çут çанталăкпа çыхăннă кĕнекесене хатĕрлеме пĕрре мар хутшăннă. «Кĕнеке çырас, кăларас ĕмĕт çамрăк чухнех пулнă. Хусанта вĕреннĕ вăхăтра çут çанталăк çинчен çырнă кĕнекесемпе интересленеттĕм. Вĕсене хамăн мĕн пур стипенди укçипе туянаттăм. Хĕрлĕ кĕнекене кăлариччен хастарсемпе пĕрле малтанах каталог кăлартăмăр. 2001 çулта пĕрремĕш Хĕрлĕ кĕнеке кун çути курчĕ. Пĕрремĕш кăларăмра — ӳсентăрансемпе кăмпасем, иккĕмĕшĕнче — чĕр чунсем. Çĕнетсе те кăларма тивет. Хăш-пĕр чĕр чуна кăлармалла, теприсене хушмалла. Ку — çут çанталăк саккунĕ. Сăмахран, хăй вăхăтĕнче Хĕрлĕ кĕнекене хир качакисене кĕртнĕччĕ. Йышĕ хутшăннăран вĕсене кăларма тиврĕ. Ĕмĕтсем пысăк. Çĕр пахалăхне халалланă пичет кăларăмне хатĕрлесчĕ, заповедникăн тепĕр лаптăкне йĕркелесчĕ…» — шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕ эколог. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Агротуризма аталантармалли майсем шырарĕç
«Ялта чи лайăххисем» слет çамрăксене Тăвай тăрăхĕнчи «Упа кĕтесĕ» кану базинче виççĕмĕш хут пухрĕ. Унта республикăн мĕн пур округĕнчен те ял хуçалăхĕнче, вĕрентӳре, культурăра, сывлăх сыхлавĕнче, муниципалитетпа влаç тытăмĕнче тăрăшакан 1500 ытла çын çитрĕ. Кăçал çанталăк та савăнтарчĕ, хутшăнакансен кăмăлне çĕклерĕ.
Слетра 5 дискусси лапамĕ ĕçлерĕ: «Агротуризм», «Кадрсем», «Патшалăх ĕçĕ», «Çемье» тата «Экологи». Унта экспертсем, Чăваш Ен Правительствин ĕçченĕсем, округ пуçлăхĕсем çамрăксемпе хутшăнчĕç, ыйтусене хуравларĕç. Агротуризм секцийĕн ĕçĕ-хĕлне Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева хутшăнчĕ. Уçă калаçу вăхăтĕнче çамрăксем ыйтусене хăюллăн та хастаррăн пачĕç. Вĕсене канăçсăрлантараканни, шухăша яраканни самай пулчĕ. Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн директорĕн çумĕ Наталья Бородавина пухăннисене «Фермер шкулĕн» ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартрĕ. Тăватă çулта 6 специальноçпа 130 вĕренекен пĕлӳ илнĕ. Кăçал фермерсем «Хăмла туса илесси» тата «Пахча çимĕç çитĕнтересси» специальноçсемпе пĕрле «Агротуризм» енĕпе пĕлӳ пухĕç. Палăртмалла: занятисем 2 уйăха тăсăлаççĕ. «Агротуризм» енĕпе вĕренекенсем туризм, маркетинг, тараватлăх индустрийĕ енĕпе пĕлӳ илеççĕ, экскурсисенче пулаççĕ, пĕр-пĕрин опытне ăса илеççĕ. Хыççăн кашни фермер бизнес-планпа паллаштарать, алла патшалăх документне илсе хăйĕн ĕçне йĕркелеме пултарать. «Фермерсен шкулĕнче» пĕлӳ илнисем çĕнĕ производствăсем уçаççĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ, çĕнĕ ял хуçалăх продукцине хута яраççĕ. Çапла майпа регион аталанăвне пысăк тӳпе хываççĕ. «Фермер шкулĕнче» вĕренсе 39 çын хăйсен ĕçне аталантарма 254 миллион тенкĕлĕх грант илнĕ. Ку шутра — «Перспектива» гранта — 32 çын, «Агростартапа» — 5 çын, 2-шĕ çемье фермине аталантарма тивĕçнĕ. Наталья Бородавина Раççей ял хуçалăх банкĕн «Свое За городом» проекчĕ пирки каласа кăтартрĕ. Ăна 2021 çулта йĕркеленĕ. Уйăхсерен унпа 100 пин çын усă курать. Ку — ял туризмне аталантаракан тата çак енĕпе ĕçлекенсене пулăшакан платформа. Унта кашни фермер регистрациленме пултарать. Паянхи кун платформăра 2 пин тур тупма пулать. Онлайн-платформа урлă кĕрсе çынсем пĕр е темиçе кунлăх турсем туянаççĕ. Ун шайĕнче фермер ăсталăх класĕсем, дегустаци ирттерет, ял хуçалăх продукцине мĕнле туса илни пирки калать. Урăхла каласан, çемьепе, ачасемпе уçă сывлăшра пулмалли лайх мел. Сертификат туянма та, кирек кама та парнелеме те пулать. Чăваш Енрен паянхи кун тĕлне «Ясна» этнокомплекс туристсем валли 6 тур йĕркеленĕ. Фермерсем федераци платформине тӳлевсĕрех регистрациленеççĕ. Çапла майпа хăйсен турĕсене сутма пултараççĕ. Ку агротуризма аталантарма шут тытакансем валли ансат, усăллă мел. Кашниех çак платформăпа усă курса хамăр çыршыври кирек епле тура та туянма пултарать. Малашне унта çĕнĕлĕхсем кĕртме палăртаççĕ. «Ивушка» питомник ертӳçи Вероника Беликова «Ягодная тропа» проект пирки каласа кăтартрĕ. Кунта экскурсисем ирттереççĕ, хăнасене улма-çырларан хатĕрленĕ продукцие тутанса пăхма сĕнеççĕ. «Çырла фестивалĕ» — агротуризма аталантармалли ăнăçлă мел. Кунта хутшăну, суту-илӳ, çĕнĕ партнерсем. Чи кирли — хăнасене кĕтсе илме вĕренесси», — терĕ вăл. «Мелилотус» предприяти ертӳçи Николай Николаев предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе çынсем кăсăкланнине пĕлтерчĕ. Иртнĕ çул кăна предприятире 2 пин ытла çын пулса курнă. Предприятие аталантарма 40 миллион тенкĕ грант çĕнсе илнĕ хыççăн унта чей, пыл, квас кăларма пуçланă. Çынсем интересленеççĕ: «Мĕнрен тăваççĕ? Мĕнле хушма ингредиентсем яраççĕ?» Производствăра пулса курнисем продукцие туянаççĕ, ыттисене каласа кăтартаççĕ. Информацие ытти туянакан патне çитереççĕ. Аслисем те, ачасем те пулаççĕ. Вĕсем производствăра кăна мар, утарта пыл мĕнле юхтарнине те кураççĕ, Кăçалтан тата сунара илсе каясшăн. Хăнасене вырăнти культура çуртĕнче чăвашсен йăли-йĕркипе те паллаштараççĕ. Çавăн пекех ăвăсран çурта тăваççĕ. Ăсталăх класĕсем ирттереççĕ. Хăш-пĕр йывăрлăх та пур. Çынсене йышăнма чăрмавлă, продукципе сăйлама уйрăм çурт кирлĕ. Çавăн пекех пуласлăхра çăкăрпа пыл музейне уçасшăн. Кадрсем çитменни сисĕнет. Кăçал грант илме палăртаççĕ. Çапла майпа туристсене кĕрсе çӳремелли лаптăка хăтлăлатасшăн, кану вырăнĕ йĕркелесшĕн, студентсемпе ăсталăх класĕсем, лекцисем ирттерме лаптăк хатĕрлесшĕн предприяти ертӳçи. «Маншăн усăллă калаçу пулчĕ. Кирлĕ информаци чылай. Хам та «Фермер шкулĕнче» агротуризм енĕпе пĕлӳ илетĕп», — терĕ Артем Саблин фермер. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев кăçал агромаркет уçасси пирки пĕлтерчĕ. Çакă ял хуçалăх продукцийĕпе суту-илӳ тумалли лаптăк пулĕ. Чăн та, агрослет Чăваш Енре туризма ăнăçлă аталантармалли вырăн пулса тăчĕ. «Паян çак лапамра çамрăксене пухни, пурте пĕрле пуçтарăнни питех те пĕлтерĕшлĕ. Мĕн чухлĕ ыйту, мĕн чухлĕ хурав. Эпир ĕçлеме пултаратпăр, çакна пирĕн кăтартма çеç пĕлмелле. Хăнасем килеççĕ, парнесем туянаççĕ, укçа-тенкĕ хăвараççĕ. Ку — хушма тупăш», — терĕ «ЧР муниципалитетсен пĕрлешĕвĕн канашĕ» ассоциаци ертӳçи Александр Кузнецов. Çавăн пекех «Ялта чи лайăххисем» агрослетăн ĕçлĕ программи шайĕнче Раççейри ял çамрăкĕсен союзĕн регионти уйрăмĕ тата Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕ тачă çыхăнса ĕçлесси пирки килĕшӳ çирĕплетрĕç. Унпа килĕшӳллĕн çамрăксен политикине пурнăçлама, çĕнĕ ăрăвăн социаллă пурнăçĕнчи, пултарулăхри тата предпринимательлĕхри пуçарăвĕсене пулăшу кӳме, ял территорийĕсене аталантарма тĕллев лартнă. «Раççей ял хуçалăх банкĕ çамрăксен проекчĕсене аталантарма хушма пулăшу панишĕн хĕпĕртетпĕр», — терĕ Раççейри ял çамрăкĕсен союзĕн регионти уйрăмĕн председателĕ Анна Никитина. «Ял çамрăкĕсене пурăнма, ĕçлеме тата тăван çĕр çинче çемье çавăрма майсем туса парасси — пирĕн тĕллев. Эпир пĕрле нумай усăллă та кирлĕ ĕç тăвасса шанатпăр. Хальхи çамрăксем хăйсен хастарлăхĕпе тата тĕллеве пурнăçа кĕртессипе палăрса тăнăран чылай ĕç тума пулать», — палăртрĕ Раççей ял хуçалăх банкĕн регионти филиалĕн директор çумĕ Светлана Павлова. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Куç чирĕсене тĕпченĕ
Святослав Федоров — паллă куç тухтăрĕ, политик, профессор. Ача чухне Святослав Николаевич ашшĕ пекех çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ, летчик пулас тенĕ. Аттестат илнĕ хыççăн артиллеристсен ятарлă шкулне вĕренме кĕмешкĕн документсем панă. Вăхăт иртсен авиаци енĕпе пĕлӳ паракан тепĕр шкула куçнă. Анчах шăпа урăхла килсе тухнă.
1945 çулхи март уйăхĕнче çамрăк курсантăн сулахай ури трамвай айне кĕрсе кайнă, ура лаппине ампутацилеме тивнĕ. 18 çулти яшăн летчик пулас ĕмĕт татăлнă. Хулленмайĕпен вăл протезпа утма вĕренсе çитнĕ. Çапах хуçăлман. Çирĕп кăмăлпа палăрнă. Малалла вĕренмешкĕн Ростоври патшалăх медицина институтне суйланă. Вăтам шкула кĕмĕл медальпе пĕтернĕ хыççăн мединститута вĕренме кĕнĕ. Анчах мĕнле специальноç суйласа илесси пирки самай шухăшланă: рентгенолог е хирург? Хыççăн ăна офтальмологи интереслентерме пуçланă. Интернатурăра чухне вăл пĕрремĕш операци ирттернĕ. Рабочи куçне сыхласа хăварнă. Институт хыççăн распределенипе Ростов облаçне лекнĕ. Шăпах кунта, Вешенск станцийĕнче, унăн медицинăри пĕрремĕш утăмсем пуçланнă. 1958 çулта кандидат диссертацине ăнăçлă хӳтĕленĕ хыççăн мал ĕмĕтлĕ çамрăка куç чирĕсене сиплекен Мускаври институчĕн Шупашкарти филиалне ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Святослав Федоров уйрăм ертӳçи пулнă, çав вăхăтрах Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче лекци вуланă. Наука ĕçĕпе тата экспериментпа нумай ĕçленĕ. Калăпăр, кроликсене искусственнăй хрусталик вырнаçтарнă. СССРта историре пĕрремĕш хут катарактăпа чирлĕ хĕрĕн хрусталикне улăштарнă. Коллектива тата ертӳлĕхе ку сиплев мелĕ килĕшмен. Ăна должноçран хăтарнă. Сывлăх сыхлавĕн министерствин ученăйсен канашĕнче тухса вуланă доклад хыççăн унăн шухăшне ырланă. 1961 çулта Святослав Николаевич ĕçрен кайса Архангельска çул тытнă. Унта патшалăх медицина институчĕн куç чирĕсен кафедрине тата офтальмологи лабораторине ертсе пынă. Тепĕр çултан Валерий Захаров хирургофтальмологпа «Линза Федорова-Захарова» пĕрлехи ĕçе вĕçленĕ. 1967 çулта Святослав Николаевич Мускава куçнă. Кунта наукăпа тата тухтăр ĕçĕпе ырми-канми ĕçленĕ. Унăн ятне Совет Союзĕнче кăна мар, унăн тулашĕнче те лайăх пĕлме пуçланă. Тухтăр глаукома чирне малтанхи тапхăрта сиплес ĕçе нумай тĕпченĕ. Вăл — кун йышши операци ирттернĕ тĕнчери пĕртен-пĕр офтальмолог. Паянхи кун ку меслетпе хамăр çĕршывра та, ют патшалăхсенче те анлă усă кураççĕ. 1974 çулта Совет Правительстви йышăннипе «Куç микрохирургийĕ» наукăпа тĕпчев институчĕн строительстви пуçланнă. Святослав Федорова директор тивĕçне шаннă. Святослав Николаевич талантлă, пултаруллă тухтăр пулнă. Часах тĕрлĕ хулара МНТК филиалĕсем уçăлнă. Регионсене тухса çӳренĕ, куç чирĕсене сиплемелли çĕнĕ меслетсене вĕрентнĕ. «Операци — пултарулăх процесĕ. Икĕ пĕр пек операци нихăçан та пулмасть», — тенĕ сиплевçĕ. 1987 çулта Святослав Федоров Социализм Ĕçĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ. Темиçе хут Патшалăх Канашĕн депутатне суйланнă. Вăл пурнăçра темиçе хутчен те аварие лекнĕ. Юлашки хутĕнче унăн пурнăçĕ татăлнă. Ку инкек 2000 çулхи июнĕн 2-мĕшĕнче Тамбовран конференцирен Мускава вертолетпа вĕçнĕ чухне пулнă. Святослав Федоров ячĕпе «Куç микрохирургийĕ» МНТК тата нумай профильлĕ центр хисепленеççĕ. Мускавра тата СанктПетербургра унăн ячĕпе парк, сквер пур. Филиалсем ĕçлекен хуласенче офтальмолог бюстне вырнаçтарнă. Мускавра, Дон çинчи Ростовра, Шупашкарта тата Калуга хулинче урамсем унăн ячĕпе хисепленеççĕ, асăну хăмисем вырнаçтарнă. Вера КИРИЛЛОВА. cap.ru Святослав Федоров — паллă куç тухтăрĕ, политик, профессор. Ача чухне Святослав Николаевич ашшĕ пекех çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ, летчик пулас тенĕ. Аттестат илнĕ хыççăн артиллеристсен ятарлă шкулне вĕренме кĕмешкĕн документсем панă. Вăхăт иртсен авиаци енĕпе пĕлӳ паракан тепĕр шкула куçнă. Анчах шăпа урăхла килсе тухнă. Хула хутлăхне хăтлăлатаçç. «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» регион проекчĕ Канаш тата Сĕнтĕрвăрри хулисенче те вăй илет. Сĕнтĕрвăрринче çуртсен таврашĕнчи картишсенче урамран пырса кĕмелли çула асфальт сараççĕ, унта-кунта автомашина лартма вырăн тăваççĕ, тротуар, архитектурăн пĕчĕк форми, вăрăм сак, хытă каяш пухмачĕ, электрохунар вырнаçтараççĕ. Ĕçсене кăçалхи утă уйăхĕнче вĕçлеме палăртнă. Кашнин проектне çынсен сĕнĕвĕсене шута илсе хатĕрленĕ. Строительство епле пынине хула администрацийĕ тĕрĕслесе тăрать. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Парашютпа 40 хут сикнĕ
1960 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче Андриян Николаева 11 çар летчикĕпе пĕрле ВВС космонавтсен 1-мĕш отрядне йышăннă.
Апрель уйăхĕнче пулас космонавтсене Энгельс хулине тренировкăна илсе кайнă. Космонавтсене хатĕрлекен Центршăн тренировка ирттермелли методика паллă пулман. Ку ĕçе пуçласа йĕркеленĕ. Космонавтсен 1-мĕш отрячĕн командирĕ Николай Каманин аса илĕвĕнчен: «Космонавта хатĕрлесси çынна тĕрлĕ алăк витĕр кăларнипе танах. Сарлака алăкран вун-вун çын кĕрсе тухма пултарать, хыççăн урăх алăксем, хĕсĕкреххисем, уçăлаççĕ. Ун витĕр кашниех тухаймĕ. «Çăлтăр карапĕн» командирĕ пулма космонавтăн çӳлелле картлашка хыççăн картлашка хăпармалла». Хатĕрленӳ вăхăтĕнче чылай çамрăк тепĕр тапхăра лекеймен. Чи вăйлисем, чи çирĕпписем кăна юлнă. Николаевшăн чи кăткăс тĕрĕслев сурдобарокамера пулнă. Унта тулашри тĕнчепе çыхăну пачах пулман. Пулас космонавтăн унта 10 талăк ирттерме тивнĕ. Вăл никама та курман, никама та илтмен. Тĕп хатĕрленӳ занятийĕсенчен пĕри парашют спорчĕ пулнă. Отряд тĕрлĕ çӳллĕшрен çĕр çине тата шыва сикнĕ. Çĕрлехи вăхăтра космонавтăн йывăрлăхран тухма пĕлмелле пулнă. Чи интересли çакна: йăлтах скафандрпа пурнăçланă. Вĕçме палăртнă вăхăт тĕлне Андриян Николаев парашютпа 40 хут сикнĕ. Вăл пĕрмай хатĕрленнĕ. Ĕçе яваплă пурнăçламанни инкек-синкек патне илсе çитерме пултарнине лайăх ăнланнă. Тăрăшулăхне кура 1960 çулхи кĕркунне Андрияна уçлăха тухма хатĕрлекен пĕрремĕш 6 космонавт йышне илнĕ. 1961 çулхи август уйăхĕнче Андриян Григорьевич — Герман Титов дублерĕ. «Эпир пĕрле хатĕрленнĕ. Андриян çав тери лăпкă, сăпайлă, анлă тавра курăмлă çынччĕ. Тепĕр чухне Алексей Маресьев летчика аса илтеретчĕ. Сăмах парсан яланах пурнăçлатчĕ», — аса илет ун пирки иккĕмĕш совет космонавчĕ Герман Титов. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас