Хресчен сасси 2 (2992) № 17.01.2024

17 Кăрлач, 2024

Пулăшу малашне те пулĕ

ЧР Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, паян республикăра пĕчĕк хуçалăхсене 4 енлĕ пулăшу килет. 2023 çулта фермерсемпе кооперативсене 63 грант панă. Патшалăхран килнĕ укçа калăпăшĕ — 372 миллион тенкĕ. Пĕр пайĕ — федераци, тепĕр пайĕ республика бюджетĕнчен.

Пуçлакан фермерсене паракан чи анлă сарăлнă грантсенчен пĕри — «Агростартап». Ку пулăшу «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн килет. Конкурс комиссийĕ 36 çĕнтерÿçе палăртнă. Вĕсен бизнес-проекчĕсене пурнăçа кĕртме 120 миллион тенкĕ уйăрнă. «Пуçлакан фермерсен хушшинче конкуренци пысăк. Маларах пĕр гранта илме 6-7 заявка тăратнă, укçа-тенкĕ çитсе пыман. 2022 çулта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев йышăннипе федераци пулăшăвĕ çумне республикăран пулăшу уйăрнă. Çапла майпа хăй ĕçне йĕркелекенсен йышне ÿстерме май тунă», — пĕлтернĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Фермерсене ура çине тăмашкăн пулăшакан тепĕр грант — «Перспектива». Ку – регионти пулăшу. Пĕлтĕр ăна 21 фермер тивĕçнĕ. Çĕр çырли çитĕнтерекенсем — 8 çын, сурăх ĕрчетекенсем — 7 çын, аквакультурăна аталантаракансем 6 çын пулнă. Пĕтĕмпе 99,8 миллион тенкĕ тăкакланнă. Республика шайĕнче ĕçлекен «Перспектива» гранта кăçалтан тата икĕ ен хутшăннă: ял туризмĕ тата пахча çимĕç. Çемье фермисене тата ял хуçалăх потребкооперативĕсене паракан пулăшу федераци бюджетĕнчен анчах куçать. Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, ăна 5 çемье фермипе 2 кооператив илнĕ. Вырăнта фермер хуçалăхĕ аталанни ял тăрăхне вăй илме май парать. Пĕчĕк агробизнеса пулăшакан мера 2012 çулта хута кайнă. Çак хушăра республикăри фермерсене 2,85 миллиард тенкĕ куçарнă. Вĕсем çĕнĕ техника туяннă, ферма хута янă, 2 пине яхăн ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Кăçал Раççей Правительстви çĕр ĕçченĕсене пулăшма 8 миллиард тенке яхăн уйăрма тĕллевлĕ. Çав хушăрах кăçалтан хăш-пĕр гранта илмелли йĕрке улшăнать. Кун пирки премьер-министр Михаил Мишустин пĕлтернĕ. Пĕлтĕр фермерсене пулăшма 6 миллиард тенкĕ ытла тăкакланă. <...>

Вера МИХАЙЛОВА

♦   ♦   


Cойăн çĕнĕ сорчĕсене кăларнă

ЧР Ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Маргарита Фадеева селекци ĕçне 40 çул халалланă. Паянхи кун та юратнă ĕçне пăрахмасть вăл. Тивĕçлĕ канура пулсан та сĕнÿ-канашпа пулăшать, çĕнĕ сорт кăларассипе тимлет. Уншăн юратнă культура — соя.

— Маргарита Филипповна, мĕншĕн соя? Ăçтан пуçланса кайрĕха ку культурăпа ĕçлесси?

— Соя – кăнтăр енчи ăшша, çутта, нÿрĕке килĕштерекен культура. Ытларах Кăнтăр округĕнче анлă сарăлнă. Çак культура çĕре азотпа тата органика япалисемпе пуянлатать, çĕр тухăçлăхне ÿстерет. Сойăпа ăнсăртран интересленме пуçларăм. Унччен ку культура пирки пĕлмен те. Пĕррехинче командировкăна кайсан соя ÿснине куртăм. 5-6 сорт çырăнса илтĕм те акса пăхас терĕм. Çав çул, июнь уйăхĕнче, тăм ÿкрĕ. Соя ăшша юратакан культура пулнине пăхмасăр хăйĕн чăтăмлăхĕпе палăрчĕ. Куккурус шанчĕ. Кун хыççăн çак культурăна хисеплеме пуçларăм. Унпа ĕçлеме тытăнтăм. Тĕрлĕ институтпа çыхăну тытрăм, сортсем çырăнса илтĕм. Новосибирск, Саратов, Краснодар тăрăхĕсенче пулса куртăм. Мĕншĕн сойăна пирĕн тăрăхра та çитĕнтерес мар-ха? Пилĕк çул çак культурăна тишкернĕ хыççăн селекци ĕçне алла илтĕм. Чĕр чунсене белок çитменнине час-часах илтетпĕр. Çак культурăра вара белок виçи 33-40 процент. Маларах унăн агротехника енĕсене тĕпчеме тиврĕ: мĕнле çитĕнтермелле, ку культура валли мĕнле условисем кирлĕ, ÿсен-тăран мĕнле чир-чĕрпе чирлет... Калăпăр, пирĕн кун тăршшĕ вăрăм пулсан вăл ÿсекен вырăнта 13-14 сехет кăна. Шутларăмăр-шутларăмăр та хамăр тăрăхра ÿсекен сортсене кăларасси патне çитрĕмĕр. 1989 çултан пуçласа Ял хуçалăх наукăпа тĕпчев институтĕнче çак культурăн паха енĕсене тĕпчессипе ĕçлеме пуçларăмăр.

— Пирĕн регион валли юрăхлă сорт кăларма май килчĕ-и?

— Чи пĕрремĕш сорт — «Чера-1». Унтан «Памяти Фадеева», «Мерчен», «Люмария», «Цивиль» тата ыттисем те. Паянхи кун тĕлне 7 сорт кăларнă. Вĕсем пурте ир пулакан, çурçĕр экотиплă сортсем. Юлашки сорчĕ — «Цепкая» — тĕрĕслевре. Эпир кăларакан сортсен 30-60 хут ытла таран пăрçа хутаççи пулать. Вĕсем пурте ир пулакансерсем. Пĕр-пĕринчен çулçипе, тунипе, пăрçипе уйрăлса тăраççĕ. Август уйăхĕнчех тухăç пуçтарса илмелли сортсенчен пĕри — «Цивиль». Пирĕн сортсем Раççейĕпех саланнă. Липецк, Орлов, Томбов облаçĕсенче, Краснодар крайĕнче, Узбекистанра çитĕнтереççĕ. Пур культура пекех ăна та пăхмалла, унпа ĕçлемелле. Тухăçĕ аван. Чăваш Енре ку культурăна кăçал 1146 гектар çинче акнă. Ăна 14 хуçалăх çитĕнтерет. Патăрьел тата Шăмăршă округĕсенче – чи пысăк лаптăксем. Кăçал, сăмахран, çанталăк тем тĕрлĕ те вылярĕ. Апла пулин те пĕр гектартан 16-20 центнер соя илтĕмĕр. Пирĕн сортсем Н.В.Рудницкий ячĕллĕ премине тивĕçнĕ. Унта виçĕ автора палăртнă: эпĕ, Любовь Воробьева тата Андрей Фадеев. Унсăр пуçне хаçат-журналта çак ĕçе халалласа 200-е яхăн статья пичетленнĕ. — Маргарита Филипповна, эсир çĕре ачаранах юратни сисĕнет. Çак туртăм камран куçнă? — Эпĕ Шупашкар районĕнчи Ункăпуç ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере 6 ача пулнă. Эпĕ — чи асли. Ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. Ирхине 4 сехетре çум çумлама кăларнине, выльăх-чĕрлĕх пăхнине астăватăп-ха. Пур ĕçе те пурнăçланă, ÿркенсе тăман. Асли пулнăран кĕçĕннисене те пăхмалла пулнă. Пĕррехинче пÿрнене каснăччĕ. Анне мана: «Ĕçлес килменрен эсĕ юри кастарнă пуль», — тесе каланине лайăх астăватăп. Атте Филипп Степанович садпахча ăсти пулнă, анне Лидия Ивановна теплицăра ĕçленĕ. Вĕсенчен вĕренсе пынă çĕр ĕçне юратма, хисеплеме. Атте: «Агроном пулсан выçă вилместĕн», — тесе калатчĕ. Уй-хир ĕçне питĕ кăмăллатăп. Кашни ÿсен-тăранпа калаçма тăрăшатăп. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


Яла аталантарма майсем çителĕклĕ

Иртнĕ çул пирĕн ял çыннисемшĕн савăнмалли паллăрах пулăмсенчен пĕри ял хушшинчи çулсене вак чул сарни пулчĕ. Маларах шыв башнине улăштарчĕç. Ĕмĕтленни пурнăçланчĕ. Хулара пурăнакан икĕ çамрăк çемье яла куçас тĕллевпе пÿрт лартрĕ. Çурт хăпартас текенсем татах пур. Унччен 4 çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатрĕ. Ял пурнăçне кăмăллакансем пурри, паллах, савăнтарать. Кăçал палăртнă ĕçсем — çырмасенчи хуçăлнă йывăçсене пуçтарасси тата юшкăнпа тулнă пĕвене тасатасси. Эпир пурăнакан ялăн аслă урамĕ кукри-макрине шута илсен тăршшĕ пĕр çухрăм ытларах та пулать. Урамра пĕтĕмпе — 42 кил, хĕлле 11 килте 17 çын пурăнать. Çăва тухсан хуларан пахчара ĕçлеме килеççĕ. Пирĕн урамра çамрăк ăрăва хута вĕрентес ĕçре нумай çул вăй хунă, 90 çултан иртнĕ чи ватă хисеплĕ те сăпайлă кинемей пурăнать. Вăл çулла-и е хĕлле-и — кашни кунах сывлăхне çирĕплетес тесе урам вĕçне çитичченех çуран утать. Хăй çуралнă кил тĕлне çитсен канать те каялла таврăнать. Урампа иртекен кашни çынна курсан чарăнса тăрса сăмах хушать. Туятăп, çынпа калаçса чунне уçас килет-тĕр унăн. Калаçура вăл яланах: «Ял пĕтнĕшĕн чун ыратать, макăрас килет», — тесе хăй куляннине пĕлтерет. Мĕншĕн çамрăксем ялтан тухса кайса пĕтрĕç? Мĕншĕн çĕрпе ĕçлесшĕн мар? Ĕлĕкхи йăла-йĕркепе кĕçĕннисен тĕп киле юлмалла. Хăш-пĕр пÿрт вара пушă ларать. Ялти хăш-пĕр çын ĕне тытма та пăрахрĕ. Пирĕн çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин ялсене аталантарма патшалăх енчен пулăшу кирлине пĕрмай палăртать. Çав тĕллевпе çĕр ĕçĕпе аппаланакансене тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене субсиди параççĕ, техника туянсан 40 процентне патшалăх саплаштарать. Ялсене аталантарма пуçаруллă бюджет программи пулăшать. Паянхи пурнăçа япăх тесе калама çук. Ялсене аталантарма майсем çителĕклĕ. <...>

Вениамин АРХИПОВ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.