Чăвашла верси
Русская версия
Хресчен сасси 19 (3059) № 21.05.2025
Станок умĕнче вун икĕ сехет тăнă
«Çав кун халĕ те куç умĕнче. Ирхине ман пата юлташ хĕрача килчĕ. Унпа пĕрле шкула консультацие кайма калаçса татăлнăччĕ. Çав вăхăтра радио янăраса кайрĕ, Левитан вăрçă пуçланни çинчен пĕлтерчĕ. Ăна итлесе пĕтернĕ хыççăн эпир урама тухрăмăр, хулан тĕп лапамне чупрăмăр. Унта халăх пуçтарăннăччĕ, пурте радио итлеççĕ. Çав кунах арçынсемпе яшсем çар комиссариатне утма тытăнчĕç», — аса илчĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнине Çĕрпӳ округĕнчи Сăнав поселокĕнче пурăнакан Нина Иванова. Кăçал вăл 101 çул тултарнă.
Заводра ĕçленĕ
Нина Николаевна Шупашкар йышне кĕнĕ Кнутиха çывăхĕнчи пĕр ялта çуралса ӳснĕ. Кузьминсен 5 ача пулнă. Ашшĕ репрессие лекнĕ, вăл Улатăрти тĕрмерен таврăнайман. Кил хуçи кунĕн- çĕрĕн ĕçлесе капмар çурт çĕклеме вăй çитернĕ, ăна большевиксем куç хывнă. «Атте Совет влаçĕпе кăмăлсăр пулнă теççĕ. Çавăнпа арестленĕ. Килтен кăларса ярсан эпир пĕр вăхăт мунчара пурăнтăмăр, кайран тăвансем патĕнче хӳтлĕх тупрăмăр. Хăнăхнă йăлапа эпĕ хамăр урама кӳршĕ ачисем патне выляма каяттăм. Пирĕн килте качака пурччĕ, ăна кĕтĕве яраттăмăр. Атăл хĕрринче утă хатĕрлеттĕмĕр. Качака сĕчĕ ĕçсех ӳсрĕмĕр, вăл питĕ усăллă тетчĕç. Унпа тĕрлĕ чиртен сиплетчĕç», — иртнĕ вăхăт ахрăмне путрĕ хĕрарăм. Вăрçă пуçланнă çул Кузьминсен аслă ывăлĕ Михаил /1919 çулта çуралнăскер/ салтакра пулнă, çĕршыв чиккине хуралланă. Унтанах фронта лекнĕ. Вăл «киле хăвăртрах çитес килет, анчах чикĕ хĕрринче лăпкă мар» тесе çырнă. Вăрçă хыççăн Шупашкарта пурăннă, сĕтел-пукан тăвакан заводра ĕçленĕ. 1941 çулта Нина Кузьмина 9-мĕш класра вĕреннĕ, тепĕр çул шкул пĕтерсен вăл 654-мĕш /халĕ — электроаппарат/ заводне ĕçлеме кайнă. «Самолетсем валли саппас пайсем тăваттăмăр. Кашни кун станок умĕнче 12-шер сехет тăнă, çĕрле те ĕç чарăнман. Хăш-пĕр чухне икĕ сменăна та юлма тиветчĕ. Ĕçе кая юлса килсен штрафлатчĕç. Станока хамах юсаттăм, слесаре кĕтсе тăман. Заводра ытларах çамрăксемччĕ. Унта Украинăран, Польшăран тата ытти çĕртен эвакуаципе килнисем, ял çыннисем вăй хуратчĕç. Апат енĕпе хĕсĕкрехчĕ, хăш-пĕр чухне кăнтăрла çимелли те çукчĕ. Яшка питĕ шĕвĕ пулатчĕ, анне çимĕçсене хĕрхенсе сахал яратчĕ. Йĕтĕн çăвĕ кăштах тумлататчĕ. Сайра хутра какай лекетчĕ, хушăран салă туянаттăмăр. Çимĕçсене килти пĕчĕк пахчара ӳстереттĕмĕр, тăвансем те пулăшатчĕç. Заводра апат-çимĕçе карточкăсемпе паратчĕç. Ялтисем сĕт юр-варĕпе хăналатчĕç. Сивĕ те нӳрĕк пулнипе час-час чирлеттĕм. Çăпан, куç çине урпа тухнипе аптăраттăм. Çапах ĕçленĕ, ӳркенсе ларман. Çамрăк пулнă та чăтнă», — терĕ Нина Николаевна. Тăрăшуллă хĕрĕн сăн ӳкерчĕкне Хисеп хăми çине çакнă. Аслă Çĕнтерĕве заводрах кĕтсе илнĕ. ВДНХна çитнĕ Вăрçă хыççăн Нина Кузьмина ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Унта пулас упăшкипе, Çĕрпӳ районĕнчи Староселка ялĕн каччипе Николай Ивановпа, паллашнă. Вĕсем пĕр курсра зоотехника вĕреннĕ. Диплом илсен çамрăк мăшăра Канаш районĕнчи Шăхасанти хуçалăха ĕçлеме янă. «Унта пурăнмалли услови япăхчĕ. Пĕчĕк пӳртре икĕ çемье хĕсĕнкелесе пурăнтăмăр. Пире пӳлĕм уйăрса панăччĕ. Лешсем выльăх-чĕрлĕх тытатчĕç те, пăрăвĕпе путеккисене хĕлле пӳртрех усратчĕç. 1,5 çулта 4-5 çурт улăштарма тиврĕ. Пирĕн пĕрер чăматан кăначчĕ, урăх нимĕн те пулман», — калаçăва малалла тăсрĕ кинемей. 1952 çултанпа Ивановсем Çĕрпӳ районĕнчи Сăнав станцийĕнче ĕçленĕ. Ăратлă сыснасем, хур-кăвакал, ĕнепăру ӳстерес енĕпе тăрăшнă. «Сĕт пахалăхне тĕрĕслеттĕмĕр, выльăхсем епле ӳснине сăнаттăмăр. Сыснисем тем пысăкăш пулатчĕç. Колхозсенчен тухма пĕлмен, унтах çĕр каçаттăмăр. Анчах хуçалăхсене çӳреме машина та, лаша та çукчĕ. Яков Лукьяненко директор çирĕп ыйтатчĕ», — сăмах çăмхине сӳтрĕ Нина Иванова. Ăратлă выльăхсене Мускаври ВДНХра та паллаштарнă. Сăнав станцийĕ ун чухне сĕт, аш-какай туса илессипе чи лайăх хуçалăхсенчен пĕри пулнă, малти вырăнсене тухнă. Николай Иванов вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă. Артиллери училищинче вĕреннĕскер взвод командирĕ пулнă. Кĕçĕн лейтенант тăшманпа Украина фронтĕнче çапăçнă. Днепр çывăхĕнче аманнă, контузи пулнă. Вăл хуçалăх ертӳçин тивĕçĕсене те пурнăçланă. Ăна министр должноçне те сĕннĕ, анчах кайман. ЧАССР тава тивĕçлĕ зоотехникĕн награда сахал мар: «Хисеп Палли», Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсем, Жуков медалĕ... Вăл — социализм ăмăртăвĕсен çĕнтерӳçи, социализм ĕçĕн ударникĕ. Нина Николаевна — тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ. Унăн та награда нумай: тĕрлĕ медале, хисеп хучĕсемпе тав çырăвĕсене тирпейлĕн упрать. Ивановсем ĕçре кăна мар, пултарулăхра та малта пулнă. Вĕсем хора çӳренĕ, пĕччен те, дуэтпа та юрланă. Концертсенче илемлĕ сассисемпе тыткăнланă. Поселок клубĕнче кăна мар, районти культура çурчĕн сцени çине те тухнă. Ивановсем икĕ ачана пурнăç парнеленĕ. Ывăлĕ Сăнав поселокĕнче энергетикра тăрăшнă. Хĕрĕ Наталья музыка шкулĕнче вĕрентет. Тивĕçлĕ канăва тухсан Ивановсем мăнукĕсене пăхма пулăшнă. Нина Николаевна ал ĕçĕн ăсти те пулнă. Вăл çыхнă, çĕленĕ. Хăйĕн валли кăна мар, ачисемпе мăнукĕсене тĕрлĕ тум çĕлесе тăхăнтартнă. Ватă çын халĕ те хăй ăсталанă кĕпесемпех çӳрет-мĕн. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Салтак кутамкки
Тăван халăхăмăр мĕн авалтан тăрăшуллă та хастар пулнă. Çĕр ĕçне лайăх пĕлнĕ, суха тунă, тыр-пул акса çитĕнтернĕ, выльăх-чĕрлĕх усранă. Халăхра ăста çын нумай пулнă. Вĕсем вăрман касса пураланă, кил-çурт çавăрнă, эрешлĕ чӳречесемпе арчасем тунă.
Чăваш хĕрарăмĕ уйрăмах хăйĕн ĕçченлĕхĕпе палăрнă. Пир тĕртме, арлама, çĕлеме, çыхма, тĕрлеме мĕн ачаран хăнăхнă. Асламăшĕ, амăшĕ е аппăшĕ хĕрачана пир тĕртмелли станокпа ĕçлеме вĕрентнĕ. Хĕрарăмсем илемлĕ тĕрĕллĕ кĕпесем хатĕрленĕ. Амăшĕ пепке япалисене тĕрĕ-эрешпе капăрлатни куç ӳкесрен е усал ересрен упрать тесе ĕненнĕ. Качча каяс хĕр пулас упăшки валли кĕрӳ тутăрĕ тĕрленĕ, кил-çурт валли сĕтел çитти, ал шăллисем ăсталанă. Вĕсене упăшкин тăванĕсене парнелесе ĕçчен те тирпейлĕ пулнине кăтартнă. Ал ĕçне пĕлмен хĕр-упраç лайăх çынсен шутне кĕреймен. Аслисем хĕрачана тĕрĕ-эреш пĕлтерĕшĕсене ăнлантарнă, тĕрлемелли пирпе çипсене суйлама вĕрентнĕ. Мĕн ачаран ал ĕçне хăнăхнисен илем туйăмĕ аталаннă, ăсталăхĕ ӳснĕ. Арçын ачасем çитĕнсен салтак ячĕ тухнă. Хĕрсем вĕсем валли ал тутрисен кĕтесĕсене тĕрлесе капăрлатнă, хĕррисене чĕнтĕрленĕ. Çак ал тутрине хĕр хăй килĕштернĕ качча парнеленĕ. Хăюллăраххисем çав ал тутрисене туртса илсе хĕре савнине систернĕ. Вараланнă ал тутрине каччă çав хĕрех çума панă. Çапла вĕсен хушшинче юрату çирĕпленнĕ. Çар ретне тăма хатĕрленекен каччă юлташĕсемпе пĕрле ял урамĕсемпе салтак юррисем шăрантарса, тутăрсемпе сулласа çӳренĕ: Атте пӳрчĕ — аслă пӳрт, Çавах тухса каятпăр. Эй, тăвансем, ял-йышсем, Сывă пулăр, пур пулăр. Тăванĕсем киле салтак кĕртнĕ, апат-çимĕçпе хăналанă, купăс каласа ташлаттарнă. Пулас салтак хулпуççи урлă тĕрленĕ ал шăлли çыхса янă. Çав ал шăллисене килте упранă, вĕсемпе усă курма юраман. Савнă хĕрĕ парнеленĕ ал тутрине каччă кăкăр çывăхне чиксе çӳренĕ. Çар службине каякан салтак урин йĕррисем çине шăллĕсем пуснă. Ку йăла вĕсем те салтака юрăхлă пулассине пĕлтернĕ. Ывăлне ашшĕ-амăшĕ пил парса ăсатнă. Салтак тивĕçне чыслăн пурнăçлама, Тăван çĕршыва сыхлама ырă суннă. Çул çинче апатланма ĕçме-çиме парса янă. Çартан таврăнсан та салтак хулпуççинчен ал шăлли çыхнă. Вăл юлташĕсемпе пĕрле тăванĕсене салтак курма чĕннĕ. Ăна ал шăллине вĕлкĕштерсе ташлаттарнă. Çак кун хыççăн салтак кулленхи ĕçе кӳлĕннĕ. Ывăлĕн шинельне амăшĕ тирпейлесе çакнă, пурттенккисене арчара усранă. Унăн ывăл çуралсан çав пурттенккесемпе чĕркесе вырттарнă. Ку йăла ача сывлăхлă çитĕнессе, ашшĕ пекех салтака юрăхлă пуласса шантарнă. 1975 çулччен салтак служби темиçе çула тăсăлнă. Хăш-пĕр çемьере ывăлĕсене пĕрин хыççăн теприне çара ăсатма тивнĕ. Асли таврăнсан кĕçĕннин салтака каймалли вăхăт та çитнĕ. Ĕлĕк вăрçа е салтака каякансене пĕтĕм ял-йыш ăсатнă. Вĕсене çынсем тĕрлĕ япала парса янă: алсишнуски, ал шăллисем, ал тутрисем, махорка енчĕкĕсем тата ытти. Салтака ăсатма каякан лашасене тĕрĕллĕ капăрлăхсемпе илемлетнĕ. Тăван çĕр тăприне енчĕке тултарса парса янă. Ăна каялла илсе килмелле пулнă. Вăрçа каякансене шур сухаллă ватăсем пил панă, тăшмана çĕнтерсе таврăнма суннă. «Килес çулăр такăр пултăр», — тенĕ. Салтак ячĕпе выльăх пусса кăмакара шăрттан, чăкăт, хуплу-кукăль пĕçернĕ, сăра вĕретнĕ. <...>
Елена КОНДРАТЬЕВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Шупашкар хули.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас