- Чăвашла верси
- Русская версия
«Хресчен сасси» 17 (2905) № 04.05.2022
Çĕр ырлăхне курас тесессĕн…
Кăçал çуркунне кая юлса килчĕ. Çавна май республикăри аграрисем те ака-сухана иртнĕ çулхинчен каярах тухрĕç.
Уй-хир юртан тасалса типме пуçласанах Елчĕк районĕнче кĕрхи культурăсене, нумай çул ӳсекен курăксене апатлантарма тухнă. Халĕ ĕçченсем çурхи культурăсене акаççĕ. «Яманчурино» пĕрлешĕвĕн агрономĕ Николай Романов пĕлтернĕ тăрăх, тăпрара нӳрĕк çителĕклех. Çакă вăрлăха шăтса тухма, çирĕпленме пулăшĕ. Ĕççине вăхăтра ирттерме çынсем, техника çителĕклех. Икĕ пин гектара вăраха ямасăр «шуратса» хăварасса иккĕленмеççĕ вĕсем.
«Прогресс» пĕрлешӳре те çанталăк йĕркеленсенех çĕртме, нумай çул ӳсекен курăксене сӳрелеме пуçланă. Хир техника кĕрлевĕпе тулнă. Яваплă ĕçе Сергей Муллина, Петр Колсанова, Виталий Дмитриева, Валерий Охотина, Геннадий Куприянова, Александр Николаева, Владимир Маркова шанса панă. Çавăн пекех ытти хуçалăхра та çур аки вăй илсех пырать. Кăçал Елчĕк районĕнче акнă-лартнă лаптăксем 39 пин гектар йышăнмалла.
Аграрисем çурхи ĕçсене хатĕрленнĕ май удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, им-çам çителĕклех туяннă. Вăрлăх та кирлинчен ытларах хывнă, вăл йăлтах кондицие ларнă. Ку тăрăхра юлашки вăхăтра машина-трактор паркĕ те палăрмаллах пуянланнă. Хуçалăхсем 162 çĕнĕ техника илнĕ, çав шутра тракторсем, культиваторсем, сеялкăсем, акмалли комплекссем. Çакă та ака-суха ĕçне хăвăртлатать. Пăрачкав районĕнчи аграрисем те иртен пуçласа каçченех хирте вăй хураççĕ. Кĕске хушăра 368 гектар çинче çурхисем акнă. Ку палăртнин 3,3% пулать.
Акма-лартма 3254 гектар çĕр хатĕрленĕ. Кĕрхисем 6110 гектар йышăннă. Малтанлăха палăртнă тăрăх, вĕсем хĕл лайăх каçнă. Апла тухăç та самай тухмалла. Ĕçченсем кĕрхисен 1368 гектарне апатлантарнă. «ОПХ «Простор», «Россы Поречье», «Заветы Ильича», Н.Пчеляков фермер хуçалăхĕсенче çак ĕçе вĕçленĕ. Патăрьел тăрăхĕнче çур акине чи малтан «Красное Знамя» тата Камил Салихов фермер хуçалăхĕсенче пуçăннă. Вĕсем 100 гектара яхăн тулăпа урпа акнă. Кăçал Патăрьелсен çурхисене 29790 гектар çинче акмалла, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене — 14290 гектар. Хальхи вăхăтра аграрисем кĕрхи культурăсене апатлантараççĕ, çĕртме, нумай çул ӳсекен курăксене сӳрелеççĕ. Çак кунсенче вара Çĕрпӳ тăрăхĕнче те ака-суха пуçланнă. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Çамрăклăх фермăра иртрĕ
Андрей Данилов Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» ЯХПКра ĕне выльăх комплексĕнче вăтăр çул ытла вăй хурать. Алла диплом илсен Андрей Геннадьевич тăван тăрăха Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тарапай ялне таврăннă, вырăнти хуçалăха ĕçе вырнаçнă.
— Аслă шкул хыççăн ытти çамрăк пек хуларах юлас ĕмĕтсем пулман-и? — ыйтрăм унран.
— Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне «Коминтерн» хуçалăхран тĕллевлĕ вĕренме ячĕç. Çав тапхăрта мана стипенди тӳлесе тăчĕç. Çавăнпа ăçта вырнаçасси, пурăнасси пирки ыйту пулман. Çитменнине, эпĕ институтран вĕренсе тухнă вăхăтра çĕршывра рынок тапхăрĕ пуçланчĕ. Лавккасенчи вăрăм черет, ĕçсĕрлĕх, халăх хĕвĕшĕвĕ хуларан сивĕтрĕ пулас. Диплом илсен савăнсах яла таврăнтăм. Кунтах лайăх, лăпкă, ирĕклĕ. Хула хăтлăхĕ яла та çитрĕ: газ, шыв, такăр çул, транспорт… Пĕр сăмахпа каласан, урам тăрăх троллейбус кăна çӳремест, — хуравларĕ вăл.
Çамрăк специалиста «Коминтерн» ЯХПКн комплекслă бригадăн бригадирне лартнă. Андрей Данилов уй-хирте, выльăх-чĕрлĕх ферминче вăй хунă. Шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Хуçалăх ертӳçисем каччă тăрăшнине кура зоотехник-селекционера куçарнă. Çулталăкран пултаруллă специалиста тĕп зоотехник тивĕçне шаннă. Яваплă ĕçре 16 çул вăй хунă вăл. Предприятире çĕнĕ витесем хута янă, ĕне кĕтĕвĕ пысăкланнă май Андрей Геннадьевича выльăх-чĕрлĕх комплексĕн пуçлăхне лартнă.
Пысăк комплекса ертсе пынă май ир-ирех ĕçе васкать вăл. Икĕ пин ытла ĕне выльăхшăн, вĕсене пăхакансемшĕн яваплă. Ĕç вăхăчĕ хушăран каçченех тăсăлать. Çапах палăртнине вĕçлемесĕр комплексран пăрахса каймасть. Ĕçчен çынна награда, парне сахал мар парса чысланă. Общество ĕçĕнчен те юлмасть, мероприятисене яланах хастар хутшăнать.
— Шăпама ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнăранпа 30 çул та иртрĕ. Маншăн вара виçĕ кун пек кăна туйăнать. Килĕшнĕ ĕçре, туслă коллективра вăхăт иртни те сисĕнмест. Çамрăклăх выльăх-чĕрлĕх ферминчех иртрĕ темелле, — палăртрĕ вăл. Андрей Геннадьевичпа Раиса Николаевна икĕ ачана пурнăç парнеленĕ. Вĕсем шкулта вĕренеççĕ. Мăшăрĕ Атнарти шкулта педагог. <...>
Лариса НИКИТИНА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас