Хресчен сасси 16 (3006) № 24.04.2024

24 Ака, 2024

Ÿсĕмсем савăнтараççĕ

Чăваш Енре РФ ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă, республикăри хăш-пĕр агропредприятие çитсе курнă, патшалăхран килекен пулăшусене сÿтсе явнă.

Малтанах Республика Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕлпулу иртнĕ. Агропромышленноç комплексĕ республика экономикинче тĕп вырăн йышăнать. «Чăваш Ен 2023 çула ял хуçалăх производствин лайăх ÿсĕм индексĕпе вĕçленĕ. Кăçал та çак ÿсĕм индексне çирĕплетессе кĕтетпĕр. Аграрисене патшалăхран пулăшу пама тата ял хуçалăх территорийĕсене аталантарма кăçал региона 1,2 миллиард тенкĕ куçĕ», — тенĕ Дмитрий Патрушев. Республикăра уй-хир ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр тыр-пул пухса кĕртессипе ял хуçалăхĕсем рекорд кăтартнă. Хăмла туса илессипе те регион малти ретре. Кăçал хăмла лаптăкĕ пĕлтĕрхи шайрах пулĕ. «Симĕс ылтăн» лаптăкĕ 134 гектар йышăнать. Хăмла лаптăкĕсене ÿстерсен техника паркне те пуянлатмалла. Ку шутра хăмла пуçтаракан комбайнсем, типĕтмелли агрегатсем кирлĕ. Компетенци центрĕ çĕршыва пахалăхлă материалпа тивĕçтерĕ. Çитес çул 30 гектар çĕнĕ плантаци йĕркелесшĕн. Çулталăк вĕçлениччен лаборатори центрĕ аккредитацине анлăлатать. Çакă хăмла паспортизацине ирттерме пулăшать. Республикăра аш-какай тата сĕт туса илес енĕпе те кăтартусем аван. Иртнĕ çул выльăх-чĕрлĕх тата чăхчĕп производстви — 1,5 процент, сĕт 3 процент ÿснĕ. Ял территорийĕсене аталантарма кăçал 371 миллион тенкĕ куçмалла. Федераци бюджетĕнчен уйăрнă укçапа ялсене аталантарассипе ĕçлеççĕ. Отрасль çитĕнĕвĕ пахалăхлă кадрсенчен нумай килет. Ку енĕпе Чăваш патшалăх аграри университечĕ пысăк тĕрев парать. Хальхи вăхăтра унта 4 пине яхăн студент пĕлÿ илет. Унсăр пуçне аслă шкул никĕсĕнче Россельхозбанкпа пĕрле «Фермер шкулĕ» проект ĕçлет. Унта 120 ытла фермер пĕлÿ илнĕ те. Халĕ пиллĕкмĕш ушкăн вĕренет. Кадрсем хатĕрлес ĕçе ача-пăча садĕнчен пуçлаççĕ. Республикăри хресчен фермер хуçалăхĕсем пулăшнипе муниципалитетсенче агролабораторисем уçăлаççĕ. Вĕсен шучĕ 140 çитнĕ. Шкулсенче агроклассем ĕçлеççĕ. Дмитрий Патрушев аслă шкулăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май хăмла производствин компетенци центрĕн лабораторийĕнче те пулнă, хальхи йышши оборудованипе паллашнă, специалистсен ĕçне курса хакланă. Унтан бройлер чăх ашĕ туса илекен «Мега Юрма» предприятине çитнĕ. Компание аталанма патшалăх пулăшать. Канаш округĕнчи «Мелилотус» кооператив 5 тĕрлĕ пыл, тĕрлĕ курăкран хатĕрленĕ ĕçмелли шывсем, пыл квасĕ тата алкогольсĕр шыв кăларать. 2022-2023 çулсенче предприятин укçа-тенкĕ çаврăнăшĕ — 5 хут, таса тупăш 20 хут ÿснĕ. 2026 çулта çĕнĕ цех хута яма палăртнă. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


«Пĕр-пĕрне ăнланса пурăнни лайăх»

— Чи кирли пурнăçра — юратни. Çак туйăм сÿнмесен пурăнма пулать. Паллах, пĕр-пĕрне ăнланмасан çемьере килĕшÿпе тату хуçаланаймĕç. Эпир мăшăрпа 37 çул пĕр сукмакпа утнине ĕненес те килмест. Çывăх çынпа тем тесен те çăмăлрах. Çакна çулсем иртнĕçемĕн пушшех те аван туятпăр, – терĕ Мăн Вылă ялĕнчи Ирина Тихонова.

– Иксĕмĕр те ачаранах ĕçре пиçĕхнĕ. Мăшăрпа пилĕк ачана кун çути парнелерĕмĕр, тăваттăшне пурнăçăн анлă çулĕ çине кăлартăмăр. Халĕ кĕçĕнни Татьяна çеç пирĕнпе пĕрле, Мăн Вылă шкулĕнче тăххăрмĕш класра вĕренет. Вăл та кăçал хулана каяс шухăшлă. Килте вара иксĕмĕрех юлатпăр. Эпир пĕр-пĕриншĕн тĕрек. Çавăнпах савăнăçне те, хуйхине те пĕрле пайлатпăр. Çемьери ăшă хутшăнусене паянхи кун та упраса пурăнатпăр, – калаçăва хутшăнчĕ çемье пуçĕВладимирЮрьевич. Пĕр-пĕрне ăнланса тата хисеплесе пурăнакан мăшăрсен килĕнче килĕшÿпе çураçулăх хуçаланать. Тихоновсем пурнăçăн кашни самантне тивĕçлипе хаклаççĕ, пĕр-пĕрне каçарма пĕлеççĕ. Владимирпа Ирина пĕр-пĕрне Вăрнарта ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ чухне тĕл пулнă. Каччă хĕре тÿрех куç хывнă. – Владимир хитре те яштака каччăччĕ. Малтанах ун çине пăхма та вăтанаттăм. Çавах та занятисем хыççăн унпа тĕл пулма хирĕçлемен. Калаçнă, çÿренĕ. Чĕресенче вара юрату хĕлхемĕ ялкăшнă. Туйăмсене икĕ-виçĕ уйăх тĕрĕсленĕ хыççăн çемье çавăртăмăр. Эпĕ ун чухне 19-та, мăшăр вара 20-ре пулнă, – пĕлтерчĕ Ирина Германовна. Иккĕшĕ те ĕçе юратнă. Ирина Вăрнар районĕнчи Авшак Элмен ялĕнче кун çути курнă. Ярмушка шкулĕнче пĕлÿ пухнă. Ачаллах ĕçпе туслашнă. Уроксем хыççăн амăшне пулăшас тĕллевпе ялан фермăна васканă, ĕнесем сунă. Килти хуçалăхри ĕçсене те пурнăçланă: мĕн хушнă — çавна яланах тĕплĕ тунă. Çав вăхăтрах вĕренĕве те хыçа хăварман, лайăх паллăсем кăна илме тăрăшнă. Çĕр ĕçне юратнăран агроном пулма шутланă. Владимир Юрьевич вара Мăн Вылăра çуралнă. Шкул хыççăн Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илнĕ хыççăн Ульянов ячĕллĕ хуçалăха ĕçе вырнаçнă, бригадир тивĕçне пурнăçлама тытăннă. Кайран агронома куçнă. Кирек хăш ĕçре те тăрăшулăхпа палăрнă. – Уй-хирте ĕçленĕ самантсем халĕ те куç умĕнчен каймаççĕ. Хĕрÿ тапхăрта кил пирки маннă: мĕншĕн тесен ĕç малти вырăна тухса тăнă. Кун каçа ăçта кăна çитмен-ши? Кампа кăна курса калаçман-ши? Кашнинпе пĕр чĕлхе тупма пултарнă. Пур çĕрте те ĕç пирки калаçнă, – каласа кăтартрĕ Владимир Тихонов. Çемье кичемлĕх мĕнне пĕлмен, нихăçан та ĕçсĕр ларман, килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх сахал мар усранă. Халĕ те виçĕ ĕне тытаççĕ, патшалăха куллен сĕт параççĕ. Çавăн пекех пăрусем те пур. Хулара пурăнакан ачисем ашшĕпе амăшне манмаççĕ, килсех тăраççĕ, çу кунĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçре пысăк тимлĕх кăтартаççĕ. Тихоновсем трактор та, кăкарса çÿремелли агрегатсем те пур, çавăн пекех мотоблок та туяннă. Çавăнпа та чылай ĕçе техника вăйĕпе пурнăçлаççĕ. Килти хушма хуçалăхра тытакан выльăхсене хĕл каçарма апат ытлă-çитлĕ хатĕрлеççĕ. <...>

Юрий КОРНИЛОВ

♦   ♦   


Музейра чуччупа та ярăнтараççĕ

«Музея кĕрсенех куç умне асаттеасаннесен авалхи пурнăçĕ тухса тăрать. Тепĕр чухне экспонатсене тытса макăрни те пулкалать. Кунта пулни пурнăçа, шухăш-кăмăла улăштарать, тавра курăма анлăлатать, мĕн пуррине упрама вĕрентет», — тет Етĕрне округĕнчи Чăваш хресченĕн музейĕн заведующийĕ Людмила Петрова.

Людмила Витальевна музейра 20 çул вăй хурать. Кашни япалапа хатĕр-хĕтĕр историне, унăн шăпине лайăх пĕлет. Тури Ачак ялĕнче вырнаçнă музея 1983 çулта «Ленинская искра» колхоз председателĕ, РФ тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ Аркадий Айдак пуçарнипе йĕркеленĕ. Ку вырăнта пушă уй пулнă. Халĕ — 1 гектар çĕр лаптăкĕнче — хура пÿрт, вите, кĕлет, лаç, пахча пур. Чăваш кил-çурчĕн уйрăмлăхĕ – йывăçран тунă кÿлепесем. Вĕсем ырлăхпа тулăх пурнăçа пĕлтереççĕ, сыхлавçăсем шутланаççĕ. Юнашарах тыр-пул акнă ана вырнаçнă. Кил-карти территорийĕнче 18-19- мĕш ĕмĕрти чăваш хресченĕсен ĕç тата йăла-йĕрке хатĕрĕсене курма пулать. Авалхи пÿртре çăкăр пĕçерес, сăра вĕретес, пир-авăр тĕртес ăсталăха алла илме те, чăваш наци апатне тутанса пăхма май пур. Чăваш хресченĕн хуçалăх музейĕнче куравсем, халăх пултарулăхĕн фестивалĕсем тăтăш иртеççĕ. Туристсен ушкăнне чăваш тумĕ тăхăннă «Вирьял» тата «Ачак ен» коллективсем кĕтсе илеççĕ. «Экспонатсене пуянлататпăр. Кашни çулах 15-20 экспонат хушăнать. «Çунтарса яриччен, тухса пăрахиччен музея парăр-ха», — тетĕп çынсене. «Экспонатсем 1 пин ытла. Чи хаклисенчен — тăрантас. Хăй вăхăтĕнче унпа лаша кÿлсе Аркадий Айдак çÿренĕ, колхоз уйĕсене пăхса çаврăннă. Халĕ ăна самай çĕнетнĕ. Суха, йывăç алтăр, 1890 çулхи чăматан та хаклă экспонатсен шутĕнче. Кашни япала пĕлтерĕшлĕ. Таврари çынсем те хастар. «Вирьял» ансамбле çÿрекен пултаруллă купăсçă Михаил Михайлов, тĕслĕхрен, хăйĕн тракторĕпе вун-вун экспонат тиесе килсе пачĕ. Япаласем ытлашши пулни те чăрмавлă. Вĕсене пăхмалла, тирпейлемелле, упрамалли вырăнĕ те кирлĕ. Шăши е кĕве çиме те пултарать», — каласа кăтартрĕ музей заведующийĕ. Музея округран та пулăшаççĕ. Пĕлтĕр, акă сăмахран, хура пÿрте, кĕлетпе лаç тăррисене, хапха юписене улăштарма май килнĕ, беседкăна юсаса çĕнетнĕ, экскурсовод штатне уйăрса панă. Станислав Ильин экскурсовод хăй вăхăтĕнче «Ленинская искра» колхозра инженер-строительте ĕçленĕ. Алли-ури маçтăр унăн. Тăрантассене, урапасене юсанă. Халĕ хатĕрсене алăпа тытса пăхма кăна мар, кил картинче усă курма та пулать. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.