- Чăвашла верси
- Русская версия
«Хресчен сасси» 15 (2903) № 20.04.2022
Аграрисене – пулăшу
Шупашкарта «Раççей ял хуçалăх банкĕ» АОн Чăваш Енри филиалĕн черетлĕ офисне савăнăçлă лару-тăрура уçма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, банкăн правлени председателĕ Денис Константинов, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хутшăнчĕç.
Грант бизнеса çул уçать
Раççей ял хуçалăх банкĕ агропромышленноç комплексĕшĕн, хушма хуçалăхсемшĕн, халăхшăн курăмлă тĕрев шутланать. Финанс учрежденийĕ пулăшнипе аграрисем инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртеççĕ, ака-сухана хатĕрленеççĕ, ял-хулара пурăнакансем çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатаççĕ тата ыт.те. Хальхи вăхăтра банкăн Чăваш Енри филиалĕн çăмăллăхĕпе134 пин предприяти-организаци, уйрăм çын усă курать. Çак тапхăрта вĕсене 90 млрд тенкĕлĕх кредит панă, çав шутра АПК секторне 60 млрд тенкĕлĕх инвестициленĕ.
— Банк ĕç-хĕлĕ анлă. Вăл республика никĕсне — ял хуçалăхĕпе агропромышленноç комплексне — аталантарма курăмлă тÿпе хывать. Мĕншĕн тесен халăх ытларах ялта пурăнать, — палăртрĕ банк филиалĕн директорĕ Ирина Письменская. Раççей ял хуçалăх банкĕпе Чăваш Ен Правительстви вăрах вăхăт ĕçлĕ çыхăну тытаççĕ.
— Хулара е ялта пурăннине пăхмасăр çынсене финанс çăмăллăхĕпе тивĕçтерни пĕлтерĕшлĕ. Çĕнĕ стандартпа йĕркеленĕ офиссем, çавăн пекех 24/7 йĕркепе ĕçлекен мобильлĕ приложени е интернет-банк çак ыйтусене татса пама пулăшĕ, — терĕ Раççей ял хуçалăх банкĕн правлени председателĕн заместителĕ Денис Константинов.<...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Елчĕксем çур акине тухнă
Кăнтăр тăрăхĕнчи районсенче юр маларах кайнăран çĕр те хăвăртрах пиçсе çитет. Çавна май хуçалăхсем те çурхи ĕçсене маларах тытăнаççĕ. Елчĕкри хуçалăхсенче кĕрхи культурăсем 3,3 пин гектар йышăннă.
Çĕр типнĕ май хуçалăхсем вĕсен лаптăкĕсене апатлантарма тытăннă ĕнтĕ. Çак ĕçе 17 агрегат пурнăçламалла. Нумай çул ÿсекен курăксем 3 пин гектар ытла. Лаптăка 18 агрегат кăларма палăртнă. Çурхи ĕçсене чи малтан «Прогресс» хуçалăх тытăннă, 50 гектар ытла культурăсене апатлантарнă. Анчах çумăрлă çанталăк ĕçе тăсма чăрмантарать. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Ял пурнăçне хулапа улăштармастăп
«Ялта ĕçлесе пурăнма килĕшет мана. Тăван енре, çывăх çынсемпе юнашар хама ирĕклĕ, çăмăл туятăп», — терĕ Шупашкар районĕнчи Атăльялти Алексей Андреев. «Фермер шкулĕнчен» вĕренсе тухнăскер тăрăшсах ял бизнесне аталантарать.
Сĕт, услам çу, сыр…
Атăльял илемлĕ вырăнта вырнаçнă: юнашарах Атăл, вăрман… Шел, пĕчĕк ялта ĕç çукран çамрăксем хулана туртăнаççĕ. Çакна кура Алексей Андреев çине тăрса тăван енре ял бизнесне аталантарать, ĕç вырăнĕсем йĕркелет.
— Ачаран ака-суха вăхăтĕнче уйран кĕме пĕлмен эпĕ. Атте Владимир Анатольевич ĕмĕрĕпех хуçалăхра механизаторта вăй хунă. Хĕрÿ тапхăрта хирте машина-трактор кĕрленине, çынсем кар тăрса ĕçленине сăнама килĕштереттĕм. Çуркунне тавралăх чĕрĕлни, симĕс курăк шăрши, кайăк юрлани, çурхи ака-суха, калча шăтса тухни… — чĕрене яланлăх кĕрсе вырнаçрĕ. Çакна хулари пурнăçпа мĕнле улăштарăн? Вырма вăхăтĕнче хире пĕрремĕш комбайн тухасса чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр. Ялта трактор сасси илтĕнсенех хирĕç чупнă, атте пире кабинăна лартса анатчĕ. Ача-пăчашăн çакă пысăк савăнăç пулнă. Ăна кура манăн та техникăпа çÿрес килетчĕ, — аса илчĕ Алексей Андреев.
Аслăрах классенче вĕреннĕ чухне ашшĕпе ака-сухана та хутшăннă вăл. Пĕррехинче вĕсем çĕрле вăрман çывăхĕнчи хире сухаланă. Çур çĕр çитеспе сасартăк трактор сÿнса ларнă.
— Атте тĕплĕ тĕрĕслесен те кăлтăк тупайманран пăшăрханчĕ. Çур çĕр иртсен трактор хăй тĕллĕнех ĕçлесе кайрĕ, текех çĕмĕрĕлмерĕ. Тĕлĕнмелле, пăтăрмахлă лару-тăрăва çакăнта кайран та çаклантăмăр. Ĕлĕк ваттисене асăнмалли вырăн пулнă-ши унта? — пĕтĕмлетрĕ вăл.
Ачаранах ашшĕн çулĕпе утма ĕмĕтленнĕскер Сĕнтĕрвăрринчи училищĕре механизатора вĕреннĕ. Хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче инженер-механик специальноçне алла илнĕ.
— Практикăна яланах хуçалăхра ирттернĕ, опытлă çынсенчен вĕренсе юлма тăрăшнă. Пĕррехинче ЯХПКна практикăна ытти студент та килчĕ. «Ку — электрощит, ăна тĕкĕнме юрамасть, унсăрăн фермăна çутăсăр хăваратăр», — ăнлантарнă вĕсене ферма заведующийĕ. Çамрăксемпе калаçнă май хайхискер электрощита асăрхамасăр сÿнтерсе çĕмĕрсе те хунă… Çутăсăр талăк лартăмăр, — аса илчĕ йĕкĕт студент çулĕсене.
2013 çулта диплом илнĕ каччă умри çул-йĕрне ниепле суйласа илеймен: хăй тĕллĕн ĕçлеме пуçăнмалла е урăх çĕре вырнаçмалла. Вăл иккĕленнине кура пĕлĕшĕ фермер хуçалăхĕ йĕркелеме сĕннĕ: «Сирĕн выльăх-чĕрлĕх нумай. «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăпа грант илсен малалла аталанма çăмăлрах пулĕ», — тенă ăна. Çакă çамрăка та кăсăклантарнă, çĕнĕлĕхпе паллашнă май ял бизнесне аталантарас шухăш çирĕпленнĕ. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Фермерсем сахалланнă
2021 çулта Чăваш Енре микроçырав иртнĕ. Çак тапхăрта 343 ял хуçалăх организацине, 1415 хресчен-фермер хуçалăхне, уйрăм пайтаçа, 237 пин ытла кил хуçалăхне, 753 коммерциллĕ мар сад-пахча пĕрлешĕвĕсене тĕрĕсленĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх, 2016 çулхи Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕнчи кăтартусемпе танлаштарсан республикăра ял хуçалăх организацийĕсен хисепĕ 8% чакнă. Çав хушăрах усă куракан çĕрсен лаптăкĕ 17% хушăннă.
Чăваш Енре фермерсен хисепĕ 45% сахалланнă, пĕр хуçалăх пуçне усă куракан çĕр 3 хутчен ÿснĕ. Хушма хуçалăхсен йышĕ те 0,3% пĕчĕкленнĕ. Пĕр кил хуçалăха тивекен пулăхлă çĕр 10% пысăкланнă, 0,6 гектара çитнĕ. Коммерциллĕ мар сад-пахча юлташлăхĕсем 1% хушăннă. Вĕсем Шупашкар районĕнче, Шупашкар хула округĕнче, Пăрачкав, Елчĕк районĕсенче уйрăмах нумай. Элĕк, Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă тăрăхĕсенче вара çук. <...>
Лариса АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
«Тăван тăрăха - çĕнтерÿпе»
Чăваш Ен иртнĕ эрнере «кĕмĕл саслă» çамрăк юрăçсене пухрĕ. Фестиваль-конкурса Чăваш чĕлхи кунне тата Паллă ентешсен çулталăкне халалларĕç. Кăçалхипе вăл 23-мĕш хут иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — тăван культурăна, чĕлхене упрасси, аталантарасси, çамрăк юрăçсене тупса палăртасси. Форума Чăваш Енсĕр пуçне Пушкăртстанран, Тутарстанран, Чĕмпĕр, Пенза, Оренбург облаçĕсенчен тата Питĕр хулинчен хутшăнчĕç. Сцена çине тупăшма 29 çамрăк тухрĕ.
Жюри пайташĕсем палăртнă тăрăх, фестиваль-конкурс шайĕ çултан-çул ÿссе пырать. Республика тулашĕнчен килекенсен ăсталăхĕ вăйланни савăнтарать. Çакă гала-концертра та сисĕнчĕ. Чăн та, «Кĕмĕл сасă — 2022» конкурса хутшăннă çамрăксен пултарулăхĕ сцена çине тухакан хăш-пĕр эстрада юрăçисенчен чылай вăйлăрах пек туйăнчĕ.
Гала-концертра «кĕмĕл саслă» çамрăксене чысларĕç. Çакна та асăнма кăмăллă: конкурса хутшăннă кашни çынна дипломсемпе, парнесемпе хавхалантарчĕç. Ушкăнпа юрланă юрăçсене уйрăммăн палăртрĕç: пĕрремĕш вырăна Диана Макеевăпа Екатерина Суслова /Пушкăртстан/ тивĕçрĕç, иккĕмĕшне — Людмила Засыпкинăпа Сергей Иванов /Элĕк районĕ/, виççĕмĕшне — «Мерчен» ушкăн /Чĕмпĕр хули/.
Паллах, хăть мĕнле конкурсра та çĕнтерÿçе палăртаççĕ. Кăçалхи фестиваль-конкурсра Георгий Смирнов /Елчĕк районĕ/ çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăна Лев Плотников /Йĕпреç районĕ/ тухрĕ. Виççĕмĕш вырăна вара виçĕ хĕр пайларĕ: Мария Ямщикова /Чĕмпĕр хули/, Диана Молярова /Шупашкар хули/, Ангелина Антонова /Канаш районĕ/. Çакна та асăнса хăварас килет: Ангелина Çеçпĕл Мишшин «Чăваш ачине» сăвви тăрăх Валентина Кузнецова кĕвĕленĕ юрра шăрантарчĕ. Хăйне евĕр мăнаçлă илтĕнет вăл.
Гран-прие Кристина Суслова /Пушкăртстан/ тивĕçрĕ. Сăмах май, Кристина Çтерлĕри «Сарпи» ансамбльте юрлать. Çак йышра çĕнĕ çын вăл. Эппин, унăн малашлăхĕ пурах. Çĕнтерÿçе «ылтăн микрофон» парнелерĕç. Унсăр пуçне хăй тĕллĕн концерт ирттерме ирĕк паракан сертификата пачĕç. Ăна Лев Плотников тата «Элĕк ен» ушкăн та тивĕçрĕç. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Юрă-кĕвĕ халăха пĕрлештерет
Çĕнĕ Шупашкарта «Химик» культура çуртĕнче «Çĕнĕ Шупашкар — халăх пĕрлĕхĕн тата культурин хули» фестиваль иртрĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ.
Фестивале Çĕнĕ Шупашкарсем çулсерен йышлăн хутшăнаççĕ. Чăваш, тутар, вырăс, азербайджан… — тĕрлĕ халăхпа пуян хула. Мероприяти вĕсен йăли-йĕркипе, культурипе, наци кухнипе паллаштарма, туслăх кĕперне çирĕплетме пулăшать. Фойе капăр тумлă çынсемпе, илемлĕ юрă-кĕвĕпе тулчĕ. Вăрăм сĕтелсем тутлă апат-çимĕçпе авăнчĕç. Алă ăстисем курав йĕркеленĕ. Вĕсен ĕçĕсене çынсем тĕлĕнсе те савăнса сăнарĕç. Чăваш тĕрри умĕнчен халăх татăлма пĕлмерĕ. Ăстасем кăмăл тăвакансене çăм арлама, нуски çыхма, тĕрлеме те вĕрентрĕç.
Кăçал мероприятие Донецк халăх республикин «Донбасс» юрăпа ташă ансамблĕ те пуянлатрĕ. Ăна 1937 çулта Зиновий Дунаевский композитор йĕркеленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче бригада фронтра концертсем кăтартнă, салтаксен кăмăлне çĕкленĕ. Ансамбле медальсемпе чысланă. Вăл тĕнчери фестивальсенче темиçе хутчен те лауреат пулса тăнă. 1966 çулта хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра ансамбль Раççейри хуласем тăрăх «Эпир пĕрле» культура проекчĕпе çÿрет.
— Артистсемшĕн чи кирли — сцена. Эпир Раççейре тĕрлĕ халăхпа, пĕр-пĕрин йăли-йĕркипе, культурипе паллашатпăр. Пире пулăшнăшăн, ăшшăн кĕтсе илнишĕн тав тăватпăр, — терĕ «Донбасс» юрăпа ташă ансамблĕн ертÿçи Ольга Горячева.
Коллектив кăçал 85 çул тултарать. Программăна ытларах вырăс ташши юррине кĕртнĕ. Çакă ытти халăхшăн та çывăх пулнипе çыхăннă. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Тăхăр ача хÿттинче
Тамара Анисимова — ялти чи хисеплĕ ватă. Ырă кăмăллă, сăпайлă хĕрарăм кашни кунах тĕп урамра уçăлса çÿрет. Тепĕр чухне унпа юнашар ларса чылай вăхăт калаçатăп. Тăхăр теçетке çула çитнĕ пулсан та ыратни пирки нихăçан та шарламасть. «Мĕн пулчĕ мана? Вăй пĕтрĕ», — тет çеç. Тамара Тихоновна Мартынкасси ялĕнче вĕрентекенсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ — Шупашкарта, амăшĕ Чĕмпĕрте аслă пĕлÿ илнĕ. Вăл вырăнти 7 класс вĕренмелли шкулта вырăс чĕлхи вĕрентнĕ. Тамара, аппăшĕпе пĕрле иртерех вулама, çырма хăнăхнăскер, 6 çултах амăшĕпе пĕрле шкула кайнă. Унтан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă хыççăн Муркаш районĕнчи Тивĕшри вăтам шкула çÿреме тытăннă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ачасем те ял çыннисемпе танах уй-хирте ĕçленĕ: тыр-пул пухса кĕртнĕ, выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрленĕ. Ун чухне пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă. Лашапа сухаланă, тырра алăпа акнă, тĕшĕленĕ, тасатнă. Çак ĕçсене тума ачасем те явăçнă. Халĕ Тамара Тихоновна çав самантсене час-часах аса илет. Алла аттестат илсен хастар хĕр пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе Чăваш педагогика институтне çул тытнă, математика факультетне вĕренме кĕнĕ. Каярахпа Элĕк районĕнчи Вырăс Сурăм шкулĕнче ĕçлеме тытăннă, ачасене математика, физика вĕрентнĕ. Ун чухне çăмăл машина, асфальт çул пулман. Мартынкассинчен Вырăс Сурăмне çитме унăн 5 çухрăм вăрман витĕр утма тивнĕ. Йĕпе-сапана, сивве, çил-тăмана пурне те тÿснĕ. Мартынкассинчи шкулта вырăн пушансан унта ĕçлеме тытăннă, тивĕçлĕ канăва тухичченех ачасене математика вĕрентнĕ.
Тамара Тихоновна 1953 çулта Петр Павловпа çемье çавăрнă, вунă ачана кун çути парнеленĕ. Анчах ун чухне медицина хавшакрах пулнипе пĕр ачи вилнĕ. Пурнăç çăмăл мар пулсан та 9 тĕпренчĕкне тĕрĕс-тĕкел çитĕнтернĕ, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Ывăлĕ Александр — техника наукисен, Петр истори наукисен кандидачĕсем. Ачисем халĕ пурте пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утаççĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тăрăшаççĕ. Паллах, амăшĕ вĕсемпе мăнаçланать. Паян вăл 20 мăнукĕпе, 7 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать. Яла хăнана килсен вĕсене выляма хăйĕн шучĕпе ача-пăча лапамĕ ăсталанă Тамара Тихоновна. <...>
Вениамин АРХИПОВ,
ĕç ветеранĕ.
Элĕк районĕ.
♦ ♦ ♦
«Пĕр чĕлĕ çăкăрпа кун каçнă»
Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿртри Елизавета Шикировашăн Краснова пурнăç кустăрми тикĕс кусман. Вăрçă кÿнĕ терт-нушана ачаллах тÿсме тивнĕ. Çĕнтерÿ хыççăн та пурнăç çăмăлах пулман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул вăл 11 çулта пулнă. «Эпир улттăн пĕртăван. Атте, тете фронта кайсан пире анне пăхнă. Çимелли пулман. Çĕр каçма юлса тырă выраттăмăр. Хăш чухне киле таврăнаттăмăр. Курăк шÿрпи сыпса çăпатасене салтмасăрах урайне çывăрма выртаттăмăр. Ирех ĕçе каяттăмăр. Кашкăрсем куçĕсене ялтăртаттарса ĕне фермине анатчĕç. Çутăлмасăрах тырă вырма утнă. Кăнтăрла ыраш кĕрпи яшки илсе килетчĕç. Эпир çав тери асаппа ÿсрĕмĕр», — аса илет иртнĕ пурнăçне Елизавета Матвеевна. Ашшĕ, вăрçа кайиччен, Анаткасра хурт-хăмăр ăсти пулнă, сад ĕрчетнĕ. «Атте вăрманĕ халĕ те ашкăрса ларать, çынсене усă парать, — малалла сыпăнчĕ калаçу. — Вăрçă вăхăтĕнче эпир торф кăларма та кайнă. Шупашкарта 8-9 уйăх вăй хунă. Кайран Мускав тăрăхне çул тытнă. Унта ĕçлесе хĕл каçнă. Асăннă тăрăхран таврăнсан вăрман касма яратчĕç. Пире Николай Краснов бригадир илсе кайнă. Пĕррехинче Киререн аран килтĕмĕр, çăпатасем çĕтĕлнĕрен чăлха вĕççĕн çитрĕмĕр. Ĕçленĕшĕн пĕрер центнер тырă пачĕç. Пăлакасси вĕçĕнче кĕлет пурччĕ. Унăн тăрри хавшанăран тулă çине çумăр тата юр шывĕ аннă. Çавна май вăл кăвакарнăччĕ. Ăна çăва-çăва кĕрпе авăртса çирĕмĕр. Тепĕр çул тырă аван пулчĕ. Ун чухне вара колхоз тырă памарĕ. Вăрман касма миçе çул кайнă?! Хырăм таран юр ашнă. Чирлĕ ĕнесене пусса ашпа тивĕçтеретчĕ колхоз. Пĕр чĕлĕ çăкăрпа ĕçленĕ кунсем те пулнă. Пире Турă вăй-хăват панă. <...>
Николай ЕЛЛИН.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас