Хресчен сасси 13 (3003) № 03.04.2024

3 Ака, 2024

Çанталăк уй-хире йыхравлать

Республикăри хуçалăхсем çур аки ирттерме хатĕр. Палăртнă ĕçсене вĕçлесе пыраççĕ. Çĕр ĕçченĕсем уй-хирте юр каясса кĕтеççĕ.

Улатăр округĕнче çурхи акана 31 пин ытла гектар çинче ирттермелле. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 22 пин гектар йышăнĕç, ку шутра 14 пин ытла гектар — çурхисем. Унсăр пуçне техника тата выльăх апачĕлĕх культурăсем, пахча çимĕçпе çĕр улми лаптăкĕсем пăхса хăварнă. Кĕрхисене округра 7,6 пин гектар çинче акнă. Вăрлăх кирлинчен 100 процент хатĕрленĕ, тыр-пул шăтаслăхне тĕрĕсленĕ, ӳсен-тăрана хӳтĕлемелли хатĕрсем туянма килĕшӳсем тунă, хуçалăхсенче минерал удобренийĕ туяннă. Халĕ çурхи хĕвел ăшшипе усă курса ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче техникăна юсаççĕ. Уй-хир ĕçне 59 трактора, 29 культиватора, 31 ака-суха тумалли агрегата явăçтармалла. Техника хатĕрлĕхĕ — 94 процент. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене çитменнине кура каярах тата туянĕç-ха. Хуçалăхсенче алă вăйĕ çителĕклĕ. Ака-суха ирттерме хушма ĕç вырăнĕ йĕркелеме палăртаççĕ. Комсомольски округĕнчи «Рассвет» хуçалăхра уй-хире юсавлă техника кăларассипе Сергей Пыркин, Николай Киселев, Денис Киселев, Владимир Коноплев, Максим Никитин, Анатолий Викторов, Александр Хурасев тата Николай Ульдин тĕп инженер тимлеççĕ. Кăçал акана 803 гектар çинче ирттерме палăртнă каçалсем. 49 проценчĕ — пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 334 гектар — выльăх апачĕлĕх культурăсем, 80 гектар çĕр улми йышăнать. Красноармейскисем те палăртнă ĕçсене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме тĕллев лартнă. Юсавлă техника ĕç тухăçлăхне витĕм кӳнине лайăх ăнланаççĕ аграрисем. Çавна май çулсерен ял хуçалăх техника тĕрĕслев витĕр тухать. Акă «Красное Сормово» хуçалăхра Патшалăх технадзорăн инспекторĕ Юрий Иванов 28 ял хуçалăх техникине – 22 тракторпа 6 прицепа — хак панă. Техника тĕрĕстĕкел ĕçленипе пĕрлех ĕçлекенсен хăрушсăрлăх йĕркине тимлемелли çинчен те манмалла мар. Тĕслĕхрен, салонра яланах пушар сӳнтермелли хатĕрсем, аптечка, авари чарăнăвĕ çинчен пĕлтерекен паллă пулмалла. Хуçалăхăн тĕп инженерĕ Валерий Кузьмин пĕлтернĕ тăрăх, уя тухма асăннă хуçалăх 100 проценчĕпех хатĕр. Вăрнар округĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕнче те техника тĕрĕслевĕ пырать. Инспекторсем хуçалăхсене графикпа килĕшӳллĕн çитме тăрăшаççĕ. Ку хутĕнче «Победа» тата «Янгорчино» хуçалăхсенче пулнă. «Документпа агрегат тĕрĕслев витĕр тухни — пĕрре, ĕç хăрушсăрлăхĕ тĕп вырăнта пулмалла», — асăрхаттараççĕ инспекторсем. Шанса панă ĕçе механизаторсем яваплăн пурнăçлаççĕ. Етĕрне округĕнче техника тĕрĕслевĕ апрель уйăхĕнчен пуçласа июнĕн 10-мĕшĕччен пырать. Техникăна тĕрĕслев витĕр кăларма Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче заявка памалла, хыççăн вырăнта çитменлĕхсем тупмасан инспекторсем свидетельство параççĕ. Ку тăрăхра 671 техникăна регистрациленĕ. Сĕнтĕрвăрри округĕн администрацийĕн ял хуçалăхпа экологи пайĕн пуçлăхĕ Фарад Зейнетдинов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал уй-хир ĕçĕсене 12 пин те 760 гектар çинче ирттермелле. Аграрисем вăрлăхсемпе, минерал удобренийĕсемпе, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе, ака-суха техникипе хăйсене йăлтах тивĕçтернĕ. Акана 14 трактор тухмалла. Пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессишĕн те тăрăшаççĕ. 2023 çулта, сăмахран, 403,5 гектар пушă выртакан çĕрпе усă курнă. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Юратупа килĕшÿре пурăннине мĕн çитĕ?

Красноармейски округĕнчи Красноармейски салинче пурăнакан Николайпа Галина Михайловсем çур ĕмĕр пĕрле. Нумаях пулмасть вĕсем ылтăн туйне паллă турĕç.

Галина Ивановна Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче пĕлӳ илнĕ хыççăн направленипе Красноармейски тăрăхне ĕçлеме килнĕ. Ун чухне Николай Аркадьевич Çĕнĕ Шупашкарти «Химпромра» ĕçленĕ. Ют ялта хĕр пĕр ватă патĕнче пӳлĕм тара илсе пурăннă. Юнашарах — Николай çурчĕ. Канмалли кунсенче яш тăван яла килсе çӳренĕ. Пĕррехинче каччă хĕре асăрханă та пĕрре курсах юратса пăрахнă, канăçа çухатнă. Галинăна профсоюз Кавказа кайма путевка панă. Инçе çула вăл пуйăспа тухнă. Купери кӳршĕ хĕрарăм, юмăç пăхма пĕлнĕскер, пике алли çине пăхса: «Часах сана çураçма икĕ арçын килĕ. Çитес вăхăтра эсĕ качча тухатăн», — тенĕ. Пулни-иртнине хĕр маннă. Анчах пĕррехинче ун килне Николайпа ашшĕ килсе тăрсан шартах сикнĕ. Юмăç калани пурнăçланнă. 1974 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче çамрăксем çырăннă. Май уйăхĕнче туй тунă. Михайловсен ывăлпа хĕр, 3 мăнук. Палăртмалла: мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Галина Ивановна «Красноармейски» совхозра ветеринари фельдшерĕнче тăрăшнă. Николай Аркадьевич 10 çул «Химпромра» ĕçленĕ хыççăн тăван тăрăха таврăннă. Малтанах — «Сельхозмонтаж» организацире, унтан — комбикорм кăларакан предприятире, каярах «Уют-Монтажра» тăрăшнă. Тивĕçлĕ канура пулсан та Михайловсем ĕçсĕр лармаççĕ. Çемье пуçлăхĕ — сад-пахча ăсти. Уйрăмах иçĕм çырлине тимлĕх уйăрать. Галина Ивановна – ал ăсти. Вăл хĕресле тĕрлеме кăмăллать. Килти стенасем çинче — унăн ĕçĕсем. Кил-çуртри тирпейлĕхпе тасалăха пĕрле тытса пыраççĕ, ашшĕпе амăшне ачисем, мăнукĕсем пулăшаççĕ. Юратупа килĕшӳре нумай çул пурăннине мĕн çитĕ-ха? Кун йышши тĕслĕхлĕ çемьесем татах та пур. Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Тралькассинче пурăнакан Николай Андреевичпа Тамара Васильевна Катейкинсем — нумай ачаллă çемье. Вĕсем 52 çул пĕрле. 2020 çулта «Юратупа шанчăклăхшăн» медале тивĕçнĕ. <...>

Вера МИХАЙЛОВА.

♦   ♦   


«Тĕп тĕллев - çынна улăштарасси»

Аслă типĕ вăхăчĕ пырать. Типĕ тытни мĕне пĕлтеретха? Çав тапхăрта мĕнле йĕркене пăхăнмалла? Мĕн тума юрать? Мĕн юрамасть? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне тупма Çĕнĕ Шупашкарти Ксения Петербургская çветтуй ячĕллĕ храмăн настоятелĕ Андрей Архипов иерей пулăшрĕ.

— Андрей атте, типĕ тытни мĕне пĕлтерет вăл?

— Аслă типĕ – хăйне уйрăм ăс-хакăл вăхăчĕ. Питĕ пĕлтерĕшлĕ вăхăт. Этем пурнăçĕн тапхăрĕ, ун чухне кашни çыннăн пурнăç тĕллевĕ çинчен шухăшламалла, хăйĕн чунне асăрхамалла. Çветтуй преподобнăй Дорофей çапла çырнă: «Саккунра çапла çырнă: Турă Израиль ывăлĕсене кашни çул хăйсем мĕн туяннин вуннăмĕш пайне пама хушнă, çапла туса вĕсем хăйсен пур ĕçĕнче те пиллĕх илнĕ. Çакна пĕлсе, святой апостолсем пире пурнăç кунĕсенчен вуннăмĕш пайне уйăрма, ăна Турра халаллама хушрĕç, çапла майпа пире те пур ĕçĕмĕрсенче пиллĕх илччĕр, çулталăк хушшинче тунă çылăхсенчен çулсерен тасалччăр терĕç. Çапла шухăшласа вĕсем пире 40 кун тасалăх тивлечĕ кӳчĕç». Хĕрĕх кун пирĕн пурнăçăн вуннăмĕш пайĕ пулса тăрать, ăна пирĕн Турра халалламалла. Евангели пире яланах, уйрăмах типĕ тытнă чухне, çывăх çынсене тимлĕх уйăрмаллине, çынсене юратмаллине, вĕсене усал тума юраманнине аса илтерет. Мĕншĕн тесен эпир ытти çынна мĕнле пăхатпăр, пире те çав виçепех виçĕç. Иоанн Златоуст çапла каланă: «Эсĕ типĕ тытатăн-и? Выçă çынсене çитер, шывсăр антăхакансене ĕçтер, чирлисем патне кай, тĕрмере ларакансене ан ман. Кулянакансене те, макăракансене те лăплантар, ырă та тӳрĕ кăмăллă, йăваш, лăпкă, тӳсĕмлĕ, таса пул. Турă эсĕ типĕ тытнине йышăнтăр, ӳкĕнӳ çимĕçне ытлă-çитлĕ патăр». Çавăн пекех типĕ тытнин тĕп тĕллевĕ — çынна лайăх енне улăштарасси.

— Мĕнле çимĕçсем çиме юрамасть типĕ вăхăтĕнче?

— Аш-пăш, çăмарта, сĕт-турăх, пулă ăша ямалла мар. Аслă типĕре пулă икĕ кун кăна çиме юрать: Пăлхавăшнире тата Кăчкă праçникĕнче. Мĕншĕн тесен çак тапхăрта хамăрпа ĕçлемелле. Çын тутлă апатсене тăраниччен çисен кĕлĕ тума та, ĕçлеме те, вĕренме те наянланать. Çывăрас, канас килет унăн. Апат сахал çини пире ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл енчен аталанма пулăшать. Паянхи вăхăтра типĕ тытма йывăрах мар. Мĕншĕн тесен супермаркетсемпе пасарсенче темĕн тĕрлĕ апат-çимĕç те пур.

— Калăр-ха, кальмар, креветка, миди тата ытти çакăн евĕрлĕ тинĕс çимĕçĕсене çиме юрать-и типĕ тытнă вăхăтра?

— Паллах, вĕсене çиме юрать. Вĕсен çурăм шăмми çук. Анчах çакна ăнланмалла. Креветкăпа кальмара пенсионерсем туянаймаççĕ. Хаклă япаласем вĕсем. Типĕ тытнă вăхăтра хаклă çимĕçсене ăша яни килĕшӳллех мар. Преподобнăй Серафим Саровский акă мĕн каланă: «Типĕ вăхăтĕнче сахалрах çинипе укçа-тенке перекетлетпĕр. Перекетленĕ укçана чухăнсене пайласа паратпăр». Креветка çисен типĕ хакла ларать. Çавăнпа типĕ вăхăтĕнче апат-çимĕç енчен те сăпайлăх пулмалла.

— Камăн типĕ тытмасан та юрать?

— Аслă типпе чирлĕ çынсем, калăпăр сахăр диабечĕпе е чĕре чирĕпе аптăракансем, пăхăнмасан та пултараççĕ. Вĕсен типĕ вăхăтĕнче кĕлĕ ытларах вуламалла. Ырă ĕçсем нумайрах тума тăрăшмалла. Ача кĕтекен хĕрарăмсемпе ачасен те типĕ йĕркине пăхăнмасан та юрать. Çарта тăракансемпе ачасем те типĕ тытаймаççĕ. Ман шутпа, ачасене 12-15 çулсенчен типĕ тытма пĕчĕккĕн хăнăхтармалла. Çакă мĕншĕн кирлине ăнланма пулăшмалла. Ырă ĕçсем ытларах тумалли çинчен каламалла. Чирлисем, ватăсем патне çитмелле. Пурнăç тĕшши, мĕншĕн пурăнни çинчен шухăшламалла. Чиркĕве каймалла. Çылăхсене каçарттармалла тата сыпмалла. Кӳрентерекенсене каçармалла, вĕсене тарăхса çӳремелле мар.

— Калăр-ха, сирĕн чиркӳре службăсем вырăсла кăна иртеççĕ-и?

— Ытларах вырăсла ирттеретпĕр. Чăвашла та юрлатпăр. Чăвашла кăна калаçакан ватăсем пуррине шута илетпĕр. Вĕсем мĕн ыйтнине чăвашлах каласа ăнлантарма тăрăшатпăр.

— Храм çумĕнче вырсарни шкулне йĕркеленĕ-и?

— Пулас вырсарни шкулĕн никĕсне янă эпир. Турă парсан çулла чиркӳпе юнашар икĕ хутлă пысăк çурт пулĕ. Вырсарни шкулне хальлĕхе йĕркелемен. Çапах та храма 15 ача çӳрет. Эпир вĕсемпе калаçусем ирттеретпĕр. Раштавра вĕсем сценкăсем кăтартаççĕ, концерт лартаççĕ. Эпĕ хам хĕрарăмсен колонине çӳретĕп. Вĕсемпе калаçусем ирттеретĕп. Колонири хĕрарăмсем пирĕн пата çылăх каçарттарма, сыпма пыраççĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА калаçнă.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.