- Чăвашла верси
- Русская версия
Хресчен сасси 13 (2952) № 05.04.2023
Уй-хир трактор кĕрлевĕпе тулчĕ
Хĕвеллĕ çанталăкра уй-хир хăвăрт типет. Республикăри чылай хуçалăхра çурхи ĕçсем пуçланнă ĕнтĕ: кĕрхисене апатлантараççĕ, акма çĕр хатĕрлеççĕ. РФ сенаторĕ Николай Владимиров, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов апрелĕн 3-мĕшĕнче Шупашкар, Çĕрпÿ округĕсенче пулса аграрисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.
«Чăваш бройлерĕ» кайăк-кĕшĕкпе тулать
Шупашкар округĕнчи «Чăваш бройлерĕ» чăх-чĕп фабрики пилĕк çул пушă ларнă хыççăн тинех кайăк-кĕшĕкпе тулма тытăннă. Çĕрпÿ округĕнчи «Воддорстрой» пĕрлешÿ ăна хăйĕн хÿттине илсе çĕнĕ сывлăш вĕрсе кĕртнĕ. Ертÿçĕсем халăхра анлă сарăлнă «Чăваш бройлерĕ» бренда упраса хăварнă. Хальлĕхе пĕр цеха 50,5 пин чăх чĕппипе тултарнă. Сап-сарă шип-шипсем 28-30 градус ăшă, çутă, типĕ çĕрте вăй илсе ÿт хушма тытăннă ĕнтĕ. Çывăх вăхăтра татах 123 пин чĕпĕ хушăнмалла.
«Паянхи куна пирĕн тĕллев — халăха бройлер чĕппипе тивĕçтересси. Икĕ-виçĕ уйăхра 400 пин пуç сутма палăртатпăр. Хыççăн аш туса илме тытăнăпăр.Çулталăк вĕçленнĕ тĕле 2 пин тоннăран кая мар пулмалла», — ăнлантарчĕ «Воддорстрой» пĕрлешÿ директорĕн тивĕçне пурнăçлакан Алексей Самаркин.
Цехсем вăрах вăхăт пушă ларни тÿнтерле витĕм кÿнĕ: оборудовани кивелнĕ, витесем юхăннă. Вĕсене çĕнетме укçа-тенкĕ самай кирлĕ. Производствăна хута яма патшалăх пулăшăвĕпе усă курасшăн. Çывăх вăхăтра тепĕр 5 цеха йĕркене кĕртесшĕн. Малашне пусмалли уйрăм, ытти цеха хута яма палăртаççĕ. Апат вырăнта хатĕрлеме тытăнни тăкака чакарать, чĕпсене унпа çителĕклĕ тивĕçтерме май парать.
Хальхи вăхăтра фабрикăра 36 çын вăй хурать. Ертÿçĕсем палăртнă тăрăх, унччен кунта тăрăшнисем каялла таврăнма тытăннă-мĕн. Вĕсемпе вара ĕçлеме те çăмăлрах. Производствăна анлăлатнă май тата 100 çынна йышăнмалла. Çакă çывăхри ялсенче пурăнакансене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме пулăшĕ. Сергей Артамонов сăмахĕпе, апат цехне юсанăшăн тăкакăн 30% республика хыснинчен саплаштарĕç. Инкубаци çăмартине туяннăшăн та тăкака тавăрма май пур. Унсăр пуçне предприяти ытти пулăшупа та усă курма пултарĕ. <...>
Лариса НИКИТИНА
♦ ♦ ♦
Сĕт мĕншĕн йÿнелет?
Иртнĕ эрнекун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев «тÿрĕ линие» тухрĕ. Икĕ сехете яхăн тăсăлнă трансляцире çынсен 30 ыйтăвне хуравларĕ. Пĕтĕмĕшле вара республика ертÿçи патне пĕр пин ытла ыйту килнĕ.
Ял çыннине пăшăрхантаракан ыйтусенчен пĕри — сĕт йÿнелни. «Сĕт хакĕ мĕнрен килет? Ăна йÿнĕпе туяннăран çынсем ĕне усрама пăрахмĕç-и? Пирĕн ялта ахаль те чылай хушма хуçалăхра ĕне тытмаççĕ», — ыйту панă регион ертÿçине Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Утаркасси ялĕнче пурăнакан Надежда Михатайкина. Вăрнар округĕнчи Вăрманкас ялĕнче пурăнакансем те сĕт хакĕпе кăмăлсăр пулнине пытарман. «Сĕт сутнипе ял çыннин кĕсйине кулленех чĕрĕ укçа кĕрет. Нумайăшĕшĕн вăл — тупăш илмелли пĕртенпĕр çăл куç. Лавккара сĕт хакĕ чакмасть-çке. Мĕншĕн халăхран сĕте 18 тенкĕпе пухаççĕ, пĕлтĕр унăн хакĕ 20 тенкĕ пулнă. Çулла вăл тата ытларах чакать пуль?» — палăртнă вĕсем чун ыратăвне.
Олег Николаев ял çыннисен ыйтăвне хуравсăр хăварман.
— Сĕт хакĕ рынок конћюнктурине пула хытă чакать. Раççейре пĕтĕмĕшле темиçе регионта та сĕт ытлашшипех туса илеççĕ, ăна ниçта хума пĕлмеççĕ. Чăваш Енре те çакăн пек лару-тăру. Республика тулашне кайнă сĕтĕн пĕр пайĕ, вăл шăпах халăхран пухаканни, паянхи куна урăх региона кирлĕ мар, мĕншĕн тесен вĕсен хăйсен те ытлашши. Çавна пулах сĕт пухакансем хака чакарчĕç. Эпир ку лару-тăрăва пĕлетпĕр, ăна татса парас тесе ĕçлетпĕр. Ял хуçалăх министерстви çынсене пулăшас тĕллевпе округсен администрацийĕсен ертÿçисемпе, сĕт туянакансемпе, тирпейлекен предприятисемпе лару-тăрăва сÿтсе явнă. Влаç органĕсем енчен çынсене пулăшас тесе пĕтĕмпех тăватпăр, — тенĕ вăл.
Халăхран сĕте йÿнĕпе пухнине, çак лару-тăруран мĕнле тухмаллине темиçе кун маларах ЧР Ял хуçалăх министерствинче те сÿтсе явнă. Вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пынă тĕлпулăва муниципалитет округĕсен ертÿçисем, ĕне выльăх тытакансем, сĕт пухакансем, тирпейлекенсем хутшăннă. Пĕр уйăхра килти хушма хуçалăхсенчен пухакан сĕт хакĕ 18 тенкĕ те 80 пус таран /пĕлтĕрхипе танлаштарсан 21% сахалрах/, сĕт тирпейлекен заводсен хакĕ 10% /26 тенкĕ те 6 пус таран/ чакнă. Чăваш Енре кăна мар, пур регионта та лару-тăру çапларах. Сăлтавĕ темиçе те. 2022 çул пĕтĕмлетĕвĕпе, çĕршывра пурăнакансем сĕте апат-çимĕç валли сахалрах усă курма тытăннă. Çав вăхăтрах Раççейре сĕт туса илесси ÿснĕ, юлашки 5 çулта 2,2 млн тонна ытларах суса илме пуçланă. Чăваш Енре пĕлтĕр 461,7 пин тонна сĕт суса илнĕ, 2018 çулта çак виçе 411,8 пин тоннăпа танлашнă. Санкцисене пула сĕт экспорта сахалрах кайма пуçланă. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
♦ ♦ ♦
Аграрисене — субсиди
Ял хуçалăхĕнчи çĕрсен пулăхне аталантармалли мероприятисем валли республикăра 9 миллион тенкĕ субсиди хатĕрлесе хунă.
Мелиораци комплексне аталантармалли патшалăх программине РФ ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев регионсемпе онлайн мелпе ирттернĕ канашлура сÿтсе явнă. Вăл 2024 çулта çакăн валли федераци бюджетĕнчен мĕн чухлĕ укçа уйăрасси регионăн ĕç калăпăшĕнчен килессине палăртнă.
Чăваш Енре 2022 çулта мелиорацин икĕ проектне пурнăçланă. «Сарабай» пĕрлешÿ 50,1 гектар çинче çĕр пулăхне ÿстермелли ĕçсем тунăшăн 375,7 пин тенкĕ субсиди илнĕ. А.Смирновăн фермер хуçалăхĕ 12,23 гектара мелиорациленĕ, ăна патшалăх 380,9 пин тенкĕлĕх пулăшу кÿнĕ. Федерацирен уйăрнă укçапа аграрисем туллин усă курнă. <...>
Елена ЛУКИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас