- Чăвашла верси
- Русская версия
«Хресчен сасси» 13 (2901) № 06.04.2022
Паха, йÿнĕ çимĕç туянма - ярмарккăна
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе апрелĕн 2-мĕшĕнчен канмалли кунсенче республикăри хула-районсенче ял хуçалăх ярмăрккисем йĕркелеме йышăннă.
Юлашки вăхăтра суту-илÿре ял хуçалăх продукчĕсем хакланни çынсен кĕсйине самай пушатать. Вырăнта экологи тĕлĕшпе таса пахча çимĕç туса илекен, чĕр тавара тирпейлекен сахал мар. Ярмăрккăсем çынсене тавара йÿнĕрехпе туянма, аграрисене вара ытлашши продукцие вырнаçтарма пулăшĕç.
Канмалли кунсенче республикăри район-хулара 39 ярмăрккă ĕçленĕ. Фермерсене, хушма хуçалăхсене, ял хуçалăх таварне туса илекенсене суту-илÿ вырăнне тÿлевсĕр уйăрнă.
Шăматкун çанталăк йĕпе-сапаллă тăнине пăхмасăр «Шупашкар» универмаг çумĕнчи тĕп лапама халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Ял хуçалăх ярмăрккине уçма ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Сергей Фролов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Денис Спирин, Калинин районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Яков Михайлов хутшăнчĕç. Вĕсем суту-илĕве тăратнă тавара, пахалăхне хакларĕç, хаксене тишкерчĕç.
Ял хуçалăх ярмăрккинче суту-илÿ хĕрсех пычĕ. Чăвашпотребсоюз предприятийĕсем, Патăрьел, Куславкка, Муркаш, Çĕрпÿ, Элĕк, Вăрнар районĕсенчи хресчен-фермер, хушма хуçалăхсем, уйрăм пайтаçăсем, ЧР Апат-çимĕç фончĕ, «Ольдеевская» агрофирма, «Чăвашçăкăрпродукчĕ», «Крестьянка» пĕрлешÿсем, «Ял картишĕ» СППОК таварĕсене çынсем хапăлласах туянчĕç. Мĕн кăна çук-тăр кунта: сухан, кишĕр, кăшман, купăста, помидор, хăяр, пыл,пулă, аш-какай, кăлпасси, сыр, сĕткен, пылак апат-çимĕç, сĕт юр-варĕ тата ытти те. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Çырла туса илеççĕ
Унччен улма-çырла ют çĕршывран турттарнă пулсан малашне сентре çинче вырăнта туса илни ытларах пулĕ.
Республикăра та улма-çырла лаптăкĕсем ÿссех пыраççĕ. Акă Муркаш районĕнчи Владимир Федоров фермер та тырă, пахча çимĕç туса илнипе пĕрлех çĕнĕ ĕçе — çырла туса илессине — алла илнĕ. Вăл çĕр çырли çитĕнтерет. Сĕтеклĕ те тутлă çимĕçе халăх хапăлласах туянать. Фермер палăртнă тăрăх, малашне сиплĕ те тутлă çимĕçĕн лаптăкне пысăклатса ытларах сутма тытăнасшăн. Çакна валли условисем çителĕклех. Отрасле аталантарма патшалăх та пулăшать. Чăваш Енре çĕр çырли сутлăх туса илекенсен йышĕ ÿссе пыни те импорта хамăр çырлапа улăштарас шанăç кÿрет.
♦ ♦ ♦
Тулă йÿнелет
Раççейре тырă рынокĕнче лару-тăру улшăнсах тăрать.
Мартăн юлашки эрнинче тулăн вăтам хакĕ йÿнелнине палăртаççĕ: 725-775 тенке яхăн. Пĕр тонни 16,9-17,07 пин тенкĕ. Тулă йÿнелнин сăлтавне Раççей укçин çирĕплĕхĕ вăхăтлăха ÿснипе çыхăнтараççĕ. Çитменнине, пысăк экспортерсем сезон вĕçленичченех тырра кирлĕ чухлĕ туянса хунă. Специалистсем çĕршывра унăн хакĕ ытлашши улшăнмасса пĕлтереççĕ. Мартăн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 16,645 млн тонна саппас хатĕрлесе хунă. Ку иртнĕ çулхинчен 3,4% ытларах. Çав шутра тулă — 10,052 млн тонна /8,6% нумайрах/.
♦ ♦ ♦
Малашлăха çул уçать
2021 çулта Чăваш Енре «Фермер шкулĕ» вĕрентÿ проекчĕ хута кайрĕ. Çак тапхăрта республикăри фермер ĕçне пуçăнакансем пĕлĕвне ÿстерчĕç, çĕнĕ специальноçа алла илчĕç. Нумайăшĕ патшалăх пулăшăвĕпе ял бизнесне йĕркелерĕ. Кун пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикинчи «Агро-Инновацисем» унитари предприятийĕн директорĕ Николай ВАСИЛЬЕВ паллаштарать.
«Вĕренме нихăçан та кая мар»
— Николай Иванович, çĕнĕлĕхе, Чăваш Енре «Фермер шкулĕ» вĕрентÿ проекчĕ хута кайнине мĕнле йышăнтăр?
— «Фермер шкулĕ» пĕлĕве ÿстерме,тăкаксене чакарса ĕçе тупăшлă йĕркелеме, çĕнĕ производство уçма май парать. «Фермер шкулĕ» Раççей ял хуçалăх министерствин, регионсен, аслă шкулсен, пысăк бизнеспа фермерсен АПК валли кадрсем хатĕрлемелли майсене пĕрлештермелли пĕрремĕш площадка шутланать. Чăваш Ен пилотлă проекта хутшăнни — отрасле аталантарассипе курăмлă утăм туни. Виçĕ уйăхлăх курсра Раççейре ял бизнесне аталантаракансем 17 специальноçпа пĕлĕвĕсене ÿстерме пултарнă: кайăк-кĕшĕк, пыл хурчĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси, теплицăра пахча çимĕç туса илесси, сыр хатĕрлесе кăларасси, ÿсен-тăран çитĕнтересси тата ыт.те. Ăна кашни регионти АПКри лару-тăрăва кура суйласа илнĕ. Вĕрентÿ проектне республикăра пурнăçа кĕртме ЧР Ял хуçалăх министерстви, «Раççей ял хуçалăх» банкĕ АО, Чăваш патшалăх аграри университечĕ хутшăннă.
Чăваш Енре «Фермер шкулĕнче» пĕрремĕш тапхăрта /2021 çулхи февраль-апрель/ 26 çын пĕлĕвне ÿстерчĕ. Вĕсем «Çĕнĕ технологипе сыр хатĕрлес», «Çырла туса илес», «Теплицăри пахча çимĕç» вăрттăнлăхĕсене алла илчĕç, ял бизнесне йĕркелесе тухăçлă тытса пыма хăнăхрĕç. Сăмах май, вĕрентÿ программине «Теплицăри пахча çимĕçе» РФ Ял хуçалăх министерстви сĕннипе кĕртнĕ. Иккĕмĕш тапхăрта /2021 çулхи сентябрь-ноябрь/ «Çĕнĕ технологипе сыр хатĕрлесси», «Аквакультура» енĕпе 26-ăн вĕренме кăмăл тунă.
Ман шухăшпа, хальхи вăхăтра кирлĕ те вырăнлă проект. Вăл агропромышленноç комплексне çĕнĕ сывлăш кĕртессе шанатăп.
— Проект ял хуçалăхĕнчи лару-тăрăва, кадрсем çитменнине улăштарма пултарайĕ-ши?
— Паллах, агропромышленноç комплексĕнче кадрсен ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Аслă шкул хыççăн çамрăксем яла каясшăн мар. «Фермер шкулĕ» пурнăçа, ĕç-хĕле ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă çынсене малалла çирĕп утма шанăç кÿчĕ. Проекта хутшăннисене конкурспа суйласа илнĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ ял бизнесĕнче опыт пухма та ĕлкĕрнĕ. Тупăшлă ĕçлесе пыма пĕлÿ çителĕксĕрри малалла вĕренме хистенĕ. Çамрăксемпе пĕрлех аслăрах çултисем те парта хушшине ларчĕç. Вĕренме вара нихăçан та кая мар. Пурнăçпа тан пыни, тавра курăма аталантарни бизнеса тупăшлă тытса пыма, рынокра хăйсен вырăнне тупма пулăшать.
Тепĕр самант. Ял хуçалăхĕнче чĕр тавара тирпейлесси те çивĕч-ха. Вырăнта тирпейлесе сутни тупăшлăха ÿстерет. «Фермер шкулĕнче» вара продукци туса илме кăна мар, ăна тирпейлеме те вĕрентеççĕ. Çакă хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытакансемшĕн, пахча çимĕç çитĕнтерекенсемшĕн те аван. Вĕсем чĕр тавара фермерсене сутма пултараççĕ.<...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Техника çур акине хатĕр-и?
Çур аки çывхарать. Çавна май ятарлă комисси ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче «хурçă утсен», прицепсен тата кăкарса çÿремелли ытти хатĕрсен юсавлăхне тĕрĕслет. Тĕрĕслев апрелĕн 20-мĕшĕччен пырать. Çурхи ĕçсене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерсе ярасси техникăран нумай килет-çке.
Юлашки икĕ çулта республикăри ял хуçалăх предприятийĕсем, хресчен-фермер хуçалăхĕсем техника туянсан 40% каялла тавăрса памалли субсидие пула парксене самай çĕнетрĕç. Иртнĕ çул 845 çĕнĕ тракторпа комбайн туяннă. Вĕсен йышĕнче 102 лаша вăйĕллисем те пур. Малтанхи çулсенче вара 75 лаша вăйĕллисене илнĕ.
Çав вăхăтрах хуçалăхсем кивĕ техникăна та юсама тăрăшаççĕ. Вĕсене те хатĕр тытаççĕ. Ĕççи вăхăтĕнче çĕмĕрĕлсен улăштарма кирлине шута илеççĕ. Паллах, çĕннисемпе ĕçлеме перекетлĕ. Вĕсем топливо сахалрах тăкаклаççĕ. Унсăр пуçне ĕçе те хăвăртрах пурнăçлама май пур. Юлашки вăхăтра хуçалăхсем ют çĕршывра кăларнă тракторсем те чылай илнĕ. ЧР хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсене тата ытти техникăна пăхса тăрас енĕпе ĕçлекен патшалăх инспекцийĕн ертÿçи Владимир Димитриев палăртнă тăрăх, республикăра хамăр çĕршывра тата Беларуçра кăларнă тракторсен шучĕ — 72%, тепĕр 28% вара ют çĕршыв техники. Паллах, «хурçă утсем» те çĕмĕрĕлеççĕ. Маларах саппас пайĕсемпе дилерсем вăхăтра тивĕçтерсе тăнă пулсан халĕ, çĕршыва хирĕç санкцисем кĕртнĕ май, ку çăмăллăх çухалать. Ют çĕршывра кăларнă техникăсен саппас пайĕсем çук. Çавăнпа кивĕ техникăна та юсавлă тытмаллине лайăх ăнланаççĕ çĕр ĕçченĕсем. Ара, пурнăçра катăк пуртă та кирлĕ пулать-çке. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Асăрханнине нимĕн те çитмĕ
Чăваш Енре эпидемиологи тĕлĕшпе лару-тăру лайăхланнă. Çапах çакă лăпланмаллине, асăрхану мерисене пăрахăçламаллине пĕлтермест.
ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, коронавирус тепĕр хутчен çаклатас хăрушлăх пур, лару-тăру кирек хăш вăхăтра та улшăнма пултарĕ. Хальхи вăхăтра чирлисем валли ирĕклĕ койка-вырăнсем пур, чирлисен йышĕ сахалланнă. Сывалакансем нумайланнă май больницăсене яланхи йĕркепе ĕçлеме куçараççĕ. Çавăн пекех усал амакран вилекенсен шучĕ те чакнă. Амбулатори мелĕпе 625 çын сипленет, çав шутра 60 çултан иртнисем 13% ытла.
Чăваш Енре чылай чару мерисене пăрахăçланă пулин те маскăпа çÿресси вăйрах. Мĕншĕн тесен ковида çĕнтернĕ теме иртерех. Асăрханма пăрахсанах вăл тепĕр хутчен вăй илме тытăнĕ, чирлекенсен йышĕ каллех нумайланĕ. Хальхи вăхăтра куллен ковид çаклатнă 60-70 çынна шута илеççĕ. <...>
Лариса АРСЕНТЬЕВА.
♦ ♦ ♦
Телейлĕ мăшăр
«Ăçта çуралса ÿснĕ — çавăнта кирлĕ пулнă», — теççĕ халăхра. Çак каларăш Куславкка районĕнчи Услăх ялĕнче пурăнакан Александрпа Людмила Максимовсем çинчен тесе калас килет.
Кил хуçи Александр хăй вăхăтĕнче Туркменистанра хĕсметре пулнă. Тавçăруллă, хастар чăваш каччине чаç командованийĕ Тав хучĕпе пĕрре мар чысланă. Салтакран килсен кун-çулне вăл шофер ĕçĕпе çыхăнтарнă. Куславккари «Сельхозхимия» пĕрлешĕвĕнче 16 çул вăй хунă. Каярахпа «Родина» совхозра тăрăшнă. Мăшăрĕ Людмила та ял-йышра сумлă çын. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнăскер выльăх тухтăрĕнче ĕçленĕ. Выльăх-чĕрлĕхе ачаранах юратнăран çак профессие суйласа илнĕ вăл. Кунер ял тăрăхĕнчи тăхăр ялта пурăнакан çынсен выльăхĕсене тĕрĕслесе тăнă, чирлисене сипленĕ. Çак тĕлĕшпе ял-йыша пысăк пулăшу панă. Мĕншĕн тесен ял çыннишĕн выльăх-чĕрлĕх питĕ пĕлтерĕшлĕ. Людмила Николаевна 35 çул ветеринарта тăрăшнă. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна та тĕрлĕ Хисеп хучĕпе, парнепе чысланă.
Туслă мăшăр кун-çул сукмакĕпе 40 çула яхăн пĕрле утаççĕ. Вĕсем икĕ ача çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ывăлĕпе хĕрĕ иккĕшĕ те И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ илнĕ. Сергей — строительте, Алена экономистра ĕçлет.<...>
Вячеслав ПЕРОВ.
♦ ♦ ♦
Чăваш каччипе вырăс хĕрĕ
Кашни çыннăн пурнăç сукмакĕ тĕрлĕрен. Ăна мăшăрпа пĕрле утса тухнине мĕн çиттĕр?
Николайпа Тамара Николаевсем 54 çул пĕрле пурăннă. Вĕсем Питĕрти пĕр общежитире тĕл пулнă. Икĕ çул туслăха çирĕплетнĕ хыççăн чăваш каччипе вырăс хĕрĕ çакăнтах туй кĕрлеттернĕ. Тамара Колосова Псков облаçĕнчи Гарицы ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вырăнти шкулта сакăр çул вĕреннĕ хыççăн Ленинградри пĕр ПТУра штукатур-маляр ĕçне алла илнĕ, «Северный пресс» заводра 36 çул гальваникра вăй хунă. Общество ĕçне те хастар хутшăннă, цехра профсоюз организацине чылай çул ертсе пынă. Унсăр пуçне вăл Санкт-Петербургри «Раздолье», «Юрату»ансамбльсене çÿрет, пултарулăхĕпе куракана савăнтарать. Асăннă хулара çулсеренех купăсçăсен фестивалĕ иртет. Тамара мăшăрĕпе Николайпа пĕрле унта хутшăнса «Питĕр хулин халăх купăсçи» ята та илме тивĕçнĕ. Сăмах май, Николай Леонидович 7 çултах ашшĕпе пĕрле сĕрме купăспа каланă. Çĕрпÿ районĕнчи Çĕньял ялĕнчи 8 çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн пĕр вăхăт выльăх-чĕрлĕх ферминче ĕçленĕ, каярахпа вара Шупашкарти стройкăра вăй хунă. Çамрăк каччăн темшĕн чунĕ Ленинград хулине туртнă. Унта вăл юратнă профессие алла илнĕ, тăрăшса ĕçленĕ. Ахальтен мар ăна Санкт-Петербург хули 300 çулне уявланă чухне медальпе чысланă.<...>
Светлана ФРОЛОВА, Роза ПАВЛОВА, РФ педагогика ĕçĕн ветеранĕсем.
♦ ♦ ♦
Союз ял ĕçченĕсемпе пĕрле
Мартăн 29-мĕшĕнче Канаш районĕн культура çуртĕнче Чăваш Республикин Агропромышленноç ветеранĕсен союзĕн VI отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ.
Унта 85 делегат тата хăнасем хутшăнчĕç. Правленин 2020-2021 çулсенчи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен союз председателĕ Александр Самылкин доклад турĕ. Организаци членĕсем «Пĕрле-Вместе» чĕнÿпе чăмăртанса ЧР Пуçлăхĕпе РФ Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕсене хастар хутшăннине, Сăрпа Хусан хÿтĕлев тăрăхĕсене тума пуçланăранпа 80 çул çитнĕ май строительствăна хутшăннисене асăннине палăртрĕ. Кăçал халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отрасльне уйрăмах пысăк тÿпе хывнă, халĕ çитĕнÿ тăвакан ентешсене чыслаççĕ.
Мартăн 26-мĕшĕнче союза туса хунăранпа 10 çул çитнĕ. Çав хушăра вăл республикăри чи хисеплĕ общество организацийĕсенчен пĕри пулса тăнă. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев 2020 тата 2021 çулсенче, Ял хуçалăх ĕçченĕн кунĕ умĕн, союз членĕсемпе тĕл пулса АПКна, ялсене аталантарас, çутçанталăка упрас, ял çыннисене медпулăшу парас, вĕрентес, агропрома кадрсемпе тивĕçтерес ĕçсене сÿтсе явнă, ветерансен сĕнĕвĕсене итленĕ. Вăл ЧР Патшалăх Канашне Çыру яма хатĕрленсе союз çĕкленĕ ыйтусене татса памашкăн патшалăх органĕсене ярса парать. Çырăва пурнăçлама АПК ветеранĕсем те тÿпе хываççĕ.
Правлени ларăвне Шупашкар, Елчĕк, Красноармейски, Куславкка районĕсенче, «Чăвашçăкăрпродукчĕ» обществăра, «Нива» вĕрентÿ центрĕнче йĕркеленĕ. Кăçалхи январь-март уйăхĕсенче союз уйрăмĕсен отчетпа суйлав пухăвĕсене ирттернĕ, вĕсене президиумран Александр Самылкин, Валериан Соловьев, Иван Аверьянов, Иван Козин хутшăннă.<...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Председателе асăнса
Канаш районĕнчи Шăхасан ялĕнче РФ ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне, Канаш районĕн хисеплĕ гражданинне Николай Андреева сума суса Асăну хăми уçрĕç.
Николай Степанович Киров ячĕллĕ хуçалăха 37 çул ертсе пынă, çав хушăра ĕç коллективĕ производствăпа пурлăх никĕсне хывнă. Унпа халĕ те усă курать. «Çĕршывра колхозсене пĕтернĕ çулсенче Николай Степанович хуçалăха салатма памарĕ, рынок тапхăрĕнче çирĕплетме пултарчĕ», — терĕ ЧР Агропромышленноç ветеранĕсен союзĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Валерий Долгов.
«Николай Степановичпа эпĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи колхоз председателĕ пулнă, вăл районти «Сельхозтехника» тата «Сельхозхимия» предприятисене ертсе пынă çулсенче тĕл пулса производство ыйтăвĕсене татса панă, — аса илчĕ союз председателĕ Александр Самылкин. — Николай Андреев ял хуçалăхне аталантарас ыйтупа район тата республика семинарĕ чылай ирттерчĕ. Кунти производствăпа социаллă пурнăç объекчĕсем халĕ ăна аса илтерекен палăксем пек туйăнаççĕ. Вăл союз ĕçне те хутшăнчĕ. Çивĕч ыйтусене татса пама сĕнÿсем пачĕ, хăш-пĕр чухне критиклетчĕ". <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
Комментари хушас