- Чăвашла верси
- Русская версия
«Хресчен сасси» 13 (2851) № 07.04.2021
Сĕт мĕншĕн йÿнĕ?
Çуркунне çитнĕ май сĕт хакĕ чакма тытăнни ял çыннине пăшăрхантарать.
Çивĕч ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен планеркăра хускатнă.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, республикăра хальхи вăхăтра 86,4 пин ĕне. Çав шутра 60 проценчĕ хушма хуçалăхсенче шутланать. Иртнĕ çул вĕсене субсиди пани кĕтĕве упраса хăварма пулăшнă. Унччен республикăра çулсерен ĕне хисепĕ 3,5 процента яхăн чакса пынă тăк, пĕлтĕр çак кăтарту 1 процентран та пĕчĕкрех пулнă.
— Юлашки çичĕ çулта хушма хуçалăхсенче сĕт туса илесси 66-ран 55 процент чакнă. Çав хушăрах предприятисемпе фермер хуçалăхĕсенче кăтарту ӳснĕ. Тĕллев — хушма хуçалăхсенче выльăх йышне, ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче производствăна упраса хăварасси, — палăртнă Сергей Геннадьевич.
Çуркунне енне çĕршывĕпех, çав шутра федерацин Атăлçи округĕнче те çулсерен сĕт йӳнелни паллă. Федерацин Атăлçи округĕнче ĕне выльăх йышлă усранă май /31%/ чĕр тавар хакĕ ытларах та чакать.
Хальхи вăхăтра Чăваш Енри хушма хуçалăхсенчен усламçăсем туянакан хаксем федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи субъектсенчи вăтам кăтартупа килĕшсе тăраççĕ. Республикăра пурăнакансенчен 1 л сĕте вăтамран 19,6 тенкĕпе йышăнаççĕ. Ку иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 8,3 процент пысăкрах.
Министр сăмахĕпе çур енне ĕнесем йышлă пăруланăран сĕт ытларах туса илме тытăнни, ял аякра вырнаçни, сĕт калăпăшĕ, пахалăхĕ те хака витĕм кӳреççĕ. Рынокра чĕр тавар нумай пулсан вăл йӳнелет.<...>
Лариса АРСЕНТЬЕВА.
♦ ♦ ♦
«Чи кирли – ĕçлеме хавхалану пурри»
ЧР «Агро-Инновацисем» хысна унитари предприятийĕнче пĕчĕк формăллă хуçалăхсене пулăшассипе семинар иртрĕ.
Предприятире ял бизнесне йĕркелекенсене пулăшмашкăн ятарлă семинарсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Специалистсем районсене те час-часах кайса çӳреççĕ.
ЧР «Агро-Инновацисем» хысна унитари предприятийĕн информатикăпа тишкерӳ пай пуçлăхĕ Андрей Петров пулас фермерсене, ял хуçалăх кооперацийĕ йĕркелес кăмăллисене «Агропрогресс», «Агростартап», «Çемье ферми» программăсемпе, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Çакна палăртмалла: 2012 çултанпа 458 фермерпа 14 ял хуçалăх кооперативĕ патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ.
Кăçалтан «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăна пăрахăçланă. Ун вырăнне «Агропрогресс» хута кайнă. Ăна ял хуçалăх таварне туса илекен предприяти-организаци валли /фермер тата хушма хуçалăхсене, уйрăм пайтаçăсене, ял хуçалăх кооперативĕсене памаççĕ/ йышăннă. Грантăн чи пысăк хисепĕ 10 млн тенкĕ. Вăл проект тăкакĕн 25 процентне саплаштарĕ. Укçапа проекта пурнăçа кĕртмешкĕн илнĕ кредитăн процентне тӳлеме, производство обћекчĕсем тума, техника, ятарлă транспорт илме юрать.
Тепĕр çĕнĕлĕх — «Перспектива» проект. Хальлĕхе документа йышăнман-ха. Вăл вара республикăшăн, çĕршывшăн малашлăхĕ пысăк отрасльсене — çырла туса илессине, теплицăра пахча çимĕç çитĕнтерессине, çĕнĕ технологипе сыр хатĕрлессине — вăй илме пулăшмалла. Çырла тата теплица хуçалăхне аталантарма — 5 млн, сыр хатĕрлессине йĕркелеме 10 млн тенкĕ таран грант илме май пур. Кооператив членĕн грант виçин 20-рен пуçласа 40 проценчĕ таран пайланман фонда хывмалла. Сăмах май, асăннă специальноçсене кăçал уçăлнă «Фермер шкулĕнче» те тĕплĕрех алла илме пулăшаççĕ. Хальхи вăхăтра унта 22 çын вĕренет. Апла вĕсене конкурсра çĕнтерме, грант илме çăмăлрах пулĕ.
Укçапа «Перспектива» проекта пурнăçа кĕртмешкĕн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр, хунав, вăрлăх, техника туянма, производство объектне тума пулать. Сыр хатĕрлекенсен бизнес-планпа килĕшӳллĕн грант илнĕ хыççăн 5 çул вĕçленнĕ тĕле 40 ĕнерен кая мар пулмалла, çулталăкра 20 тонна продукци туса сутмалла. Çырла çитĕнтерекенсен те яваплăх пысăк: çак тапхăрта лаптăк 8 гектара çитмелле, çулталăкра 20 тонна пылак çимĕç туса илмелле. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Отрасле аталантарма техника кирлĕ
ЧР Ял хуçалăх министерствинче республикăра хăмла çитĕнтерекенсен канашлăвĕ иртрĕ. Унта отрасле аталантарассипе çивĕч ыйтусене сӳтсе яврĕç.
Чĕр тавар туса илекенсене отрасле аталантарма тĕрлĕ енлĕ пулăшу параççĕ. Çав шутра хунав лартма, пăхса тăма тата ыт.те. Чăваш ял хуçалăхĕн ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн директорĕ Андрей Фадеев субсиди хисепне чакарса патшалăх пулăшăвĕ парассине ансатлатма ыйтрĕ.
Республикăра хăмла отраслĕнче усă куракан техника, оборудовани тахçанах кивелнĕ. Вĕсене тимĕр-тăмăра яма та вăхăт темелле. Çĕннине туянма укçа çителĕксĕртен ирĕксĕрех вĕсемпех усă курма тивет. Ку вара чĕр тавар пахалăхне чакарать, тăкака ӳстерет. Чăн та, чĕр тавара типĕтме оборудование ЧР Ял хуçалăх министерстви, чукун çул техникин «41 центральный завод» АО /Люберцы хули/ тата Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ çирĕплетнĕ килĕшӳпе хатĕрленĕ. Ăна кĕске вăхăтра пуçтарнă. Унпа усă курма тытăннă ĕнтĕ. Вăл ют çĕршыврипе танлаштарсан энерги тĕлĕшĕнчен тухăçлăрах пулнине те палăртаççĕ. Шел, çĕршывра хăмла татса пуçтаракан йĕркеллĕ комбайн халĕ те хатĕрлесе кăларайман-ха. Апла ирĕксĕрех ют çĕршывран туянмалла. Вăл вара хаклă. «Чикĕ леш енчен илнĕ хăмла комбайнне те субсидилемелле», — сĕнчĕ Андрей Фадеев. Унпа «Чувашхмельпром» обществăн ертӳçи Нина Горланова та килĕшрĕ. Предприяти кăçал хăмла лаптăкне татах ӳстересшĕн. Çавăнпа чĕр тавара татса пуçтарма тепĕр комбайн кирлех. Тăкакăн пĕр пайне патшалăх саплаштарни çĕклеме çăмăллатĕ. <...>
Лариса АРСЕНТЬЕВА.
♦ ♦ ♦
Вĕри чунлă ватă
Муркаш районĕнчи Хурăнкасси ялĕнчи Илья Яковлев чылай çул «Хресчен сасси» хаçатпа çыхăну тытать. Çак кунсенче вăл редакци тĕпелĕнче пулчĕ.
— 20 çул каяллах «Хресчен сасси» хаçата материал ярса панăччĕ. Вăл пичетленсе тухнине кӳршĕ-аршă пĕлтерчĕ. Киле хаçат килменрен вĕсем патне васкарăм. Кун хыççăн ăна яланах çырăнса илме, кашни номерне сиктермесĕр вулама тытăнтăм, — пĕлтерчĕ вăл. — Унтанпа вăхăт самай иртрĕ. «Хресчен сассипе» туслăх çирĕпленчĕ. Ял хуçалăхĕ, уйрăм çынсем çинчен çырнă материалсене, калавсем вулама килĕштеретĕп, хам та çырсах тăратăп.
Илья Яковлевич сакăр теçеткене çывхарать пулин те, вăш-ваш çӳрет, çирĕп. Вăрттăнлăхĕ — вăрманпа юнашар, чи илемлĕ те таса, уçă сывлăшра тарăн тымар яни, ачаран ĕçпе пиçĕхсе ӳсни. Вăл «Ударник» совхозра çирĕм çул ытла уй-хир бригадирĕнче тăрăшнă. 9 çулта чухнех çĕрле лашасем пăхнине халĕ те манаймасть.
— Темиçе çул каялла ялти утарçăран хурт çемйи туянтăм. Анчах вĕсене тĕрĕс мар апатлантарнипе ыттисем тапăнса пĕтерчĕç. Ун чухне хам та 26-ра кăна пулнă, хурт-хăмăра йĕркеллĕ пăхма пĕлмен-тĕр. Каярахпа вăрмантан çăвăр хурт тытса килтĕмĕр. Майĕпен вĕренсе хăнăхса пытăмăр. Çак ĕçе Василий ывăла та явăçтартăм. Йывăрлăхĕ те тупăнсах пычĕ. Сакăр çул каялла варроатоз чирĕ ернĕрен хуртсен 40 проценчĕ пĕтрĕ. Тепĕр хут туянса хунаттарса ятăмăр. Халĕ çемйипех утарта тăрăшатпăр. Унсăр пуçне 3 ĕне тытатпăр. Ялта алă усса, кахалланса ларма вăхăт çук, — терĕ вăл. Илья Яковлев ял пушанса, ватăлса пынишĕн пăшăрханчĕ. Хусахсем сахал мар, анчах çемье çавăрма хĕрсем çук-мĕн. <...>
Лариса АРСЕНТЬЕВА.
♦ ♦ ♦
Пархатарлă йăх
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа кăçал 80 çул çитет.
Тăватă çула тăсăлнă вăрçă ытла та хăрушă, тискер пулнă. Фронтра та, тылра та тӳсме çук йывăр тивнĕ халăха. Анчах вăл пуç усман, мĕнпур вăйран тăрăшса çĕнтерĕве çывхартнă. Вулакансене эпĕ хаяр вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи асаплă çулсене тӳссе ирттернĕ Малышевсен çемйипе Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль ялĕ паллаштарасшăн.
Вут-çулăм хирĕнчен таврăнайман
Кукаçи Егор Малышев ăста çĕвĕçĕ пулнă. Ăна таврари ялсенче çеç мар, районта та лайăх пĕлнĕ. Ун патне тум-тир /тăлăп, кĕрĕк, пальто/ çĕлеттерме тĕрлĕ çĕртен пынă. Урапаллă çĕвĕ машини пĕр кун та пушă ларман. Ĕçчен çыннăн кил-çурчĕ те пысăк, хăтлă пулнă. Вăрçă пуçланиччен маларах çĕнĕ пӳрт лартнă. Пĕр сăмахпа каласан, Малышевсем çителĕклĕ пурнăçпа пурăннă. Кукаçи фронта кайнă чухне: «Халĕ ял çыннине кĕпе-тумтир кам çĕлесе тăхăнтартĕ-ши?» — тесе куляннă. Шел, вăл вут-çулăм хирĕнчен таврăнайман. 1942 çулта Орел облаçĕнчи Брынь хулине нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнă чухне пуç хунă.
Петя кукка /кукаçин ывăлĕ/ вăрçăччен Кармалти ял советĕнче секретарьте ĕçленĕ. Вăл та вут-çулăм хирĕнчен таврăнайман. Разведчик пулнăскер тĕрлĕ задание çӳренĕ. Пĕр çапăçура командирне вилĕмрен çăлса хăварнă, хăй вара йывăр аманнă. 23 çулти каччă яланлăхах куçне хупнă. Асăну кĕнекинче Петр Малышева Калуга облаçĕнчи Дзержинский районĕнчи Копылово ялĕн масарне пытарнине палăртнă. Анчах извещени хучĕ çине кукка 1942 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче Смоленск облаçĕн Износковский районĕнчи Копылово ялĕнче тăшмансемпе çапăçса вилнине, ăна çакăнтах пытарнине çырнă.
Окоп та чавнă, вăрман та каснă…
Анне Анфиса Малышева /Петрова/ вăрçă пуçланнă чухне 17 çулта пулнă. Ял çыннипе пĕрле колхозра вăй хунă. Кĕркунне ăна та ытти çынпа пĕрле Ула тăрти 4-мĕш участока окоп чавма илсе кайнă. Ĕçе вĕсем Сăр шывĕ урлă каçса çӳренĕ. «Пăр авăнса шатăртатнăран юхан шыв урлă каçнă чухне питĕ хăраттăмăрччĕ», — аса илетчĕ анне. <...>
Мария ПЕТРОВА. Тăвай районĕ, Ишпуç ялĕ.
♦ ♦ ♦
Чăваш ятне ямасть
Иван Миронов — Санкт-Петербургри Чăваш культура обществин ертӳçин заместителĕ. Вăл тăрăшнипе асăннă хулара спорт уявĕсем, спартакиадăсем, ăмăртусем, кану каçĕсем иртеççĕ.
Иван Дмитриевич ачаранах хут купăспа туслă пулнă. Вăл унпа хăй тĕллĕнех калама вĕреннĕ. Халĕ «Парне» ансамбле çӳрет, хулара иртекен мероприятисенче Алиса Шарпаевăпа пĕрле юрлать. Унсăр пуçне вĕсем тĕнче шайĕнчи фестивальсене те хутшăнаççĕ. Сăмахран, «Добровидение» фестивале. Иван Дмитриевич чăваш юрри-кĕввине çав тери кăмăллать. Çитменнине, чăваш тумтирне хăех çĕлет. Çавăн пекех вăл спортпа та туслă. Иван Миронов Элĕк районĕнчи Питĕшкасси ялĕнче колхозник çемйинче çуралнă. Ашшĕ Дмитрий Миронович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, темиçе хутчен те суранланнă. Çавна май 52 çултах пурнăçран уйрăлнă. Амăшĕ Феврония Николаевна 87 çула çитиччен пурăннă. Хăйĕн ĕмĕрĕнче 10 хутчен çеç больницăра пулнă: тăхăр хутчен ача çуратмалли çуртра, тепринче аппендицит аптăратсан.
Туслă çемьере 6 хĕрпе 3 ывăл çитĕннĕ. Мироновсен ачисем пĕчĕкренех ĕçпе ӳснĕ: кил тĕрĕшре вăй хунă, колхоз уй-хирĕнче те тăрăшнă. «Аттепе анне пахча çимĕç çитĕнтернĕ, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă, эпир вĕсене яланах пулăшнă. Çемье аш-какайран, сĕт юр-варĕнчен татăк пурăнман», — аса илет иртнине Иван Дмитриевич. <...>
Светлана ФРОЛОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас