Хресчен сасси 1(2940) № 11.01.2023

11 Кăрлач, 2023

Ĕне выльăх ытларах

Пĕтĕм Раççейри Ял хуçалăх çыравĕ юлашки хут 2016 çулта пулнă. Унтанпа çĕршывра, АПК отраслĕнче пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Çакă 2021 çулхи микроçыравра та палăрнă.

Асăннă тапхăрта фермер хуçалăхĕсем палăрмаллах пысăкланнă. Чăн та, юлашки пилĕк çулта фермерсен йышĕ икĕ хут чакнă. Çав хушăрах хуçалăх пуçне тивекен пулăхлă çĕр лаптăкĕ, кайăк-кĕшĕк йышĕ — 2, мăйракаллă шултра выльăх хисепĕ 2 хут ÿснĕ. Кăтарту çак категорири агробизнес вăй илсе пынине çирĕплетет.

Унччен республикăра юхăнса выртакан хирсем пайтах пулнă. Юлашки çулсенче аграрисем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе тухăçлă усă курма тытăнни палăрать. Фермерсен усă курман пулăхлă çĕрсем — 2, ял хуçалăх организацийĕсен 6 процент юлнă. Юлашки тапхăрта ял хуçалăх ĕç-хĕлне тытса пыракан фермерсен тÿпи 43 процента яхăн ÿснĕ. Фермерсен, уйрăм пайтаçăсен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен, культура акнă лаптăксен, мăйракаллă шултра выльăхсен, кайăк-кĕшĕк йышĕ ÿссе пыни палăрать.

Хирсенче тырă, техника культурисем пысăк лаптăк йышăнаççĕ. Çав хушăрах çĕр улми анисем пĕчĕкленнĕ. Ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсем тырă культурисем ытларах çитĕнтерме тытăннă. Лару-тăру улшăнни çĕр улми хакĕ йÿнелнипе, ăна кăларса пуçтарма техника, çынсем çителĕксĕррипе те çыхăннă. Хушма хуçалăхсенче вара выльăх апачĕн лаптăкĕ 73-рен /2016 çулта/ 69 процента яхăн /2021 çулта/ чакнă. Тырă, пăрçа йышши культурăсен вара 11 процент пысăкланнă.

Хальхи вăхăтра хушма хуçалăхсенче ытларах çĕр улми çитĕнтереççĕ. 2021 çулта ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсем «иккĕмĕш çăкăра» 2,5 пин гектар çинче туса илнĕ пулсан хушма хуçалăхсенче унăн лаптăкĕ 10 пин гектар йышăнать. Кăтарту икĕ хут пысăкрах. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче çĕнĕлĕхсем сахал мар. Ял хуçалăх организацийĕсем — сысна, кайăккĕшĕк, фермерсем вара мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетеççĕ. Фермер хуçалăхĕсенче мăйракаллă шултра выльăх /2016 çулта — 12,8 пин, 2021 çулта 22,4 пин пуç/ тата кайăк-кĕшĕк /2016 çулта — 120 пин, 2021 çулта 166,8 пин пуç/ йышĕ ÿссех пырать. Пилĕк çулта ял хуçалăх организацийĕсенче сысна шучĕ — 16%, фермерсенче пилĕк хут чакнă. Предприятисенче кайăк-кĕшĕк нумайланнă, 2181,6 пинрен /2006 çулта/ 3727,6 пин пуçа /2016 çулта/ çитнĕ. 2021 çулхи микроçырав тăрăх кайăк-кĕшĕк йышĕ кăштах хушăнни курăнать — 3 761,7 пин пуç. Хушма хуçалăхсенче вара чăх, хур-кăвакал сахалланса пыни палăрать: 1542 пин пуçран /2016 çулта/ 1150,3 пин /2021 çулта/ юлнă. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Асрах иртнĕ пурнăç

Вăрçă ачисен пурнăçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Шкулта сивĕччĕ, классене вутăпа хутса ăшăтатчĕç. Çутă та çукчĕ.

Патшалăхăн вĕсене çĕнетме паянхи пек программа пулман. Вăрçăпа юхăннă çĕршывăн нухрачĕ çитсе пыман. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕ хыççăн пурнăç лайăх еннелле улшăнма пуçларĕ. Вăл вăхăтра патшалăх ял çыннисене тĕрлĕ налукран хăтарчĕ. Хресченсем колхозра ĕçлесех çурчĕсене çĕнетме пуçларĕç. Пире, вăрçă ачисене, хуçалăх, социаллă учреждени ертÿçисене суйласа лартма тытăнчĕç. Тĕслĕхрен, 1960 çул пуçламăшĕнче Геннадий Михайлова ялти 7 çул вĕренмелли шкул директорне суйларĕç. Вăл пуçарнипе 1962 çулта вĕрентекенсен ушкăнĕ çĕнĕ шкул çурчĕ хăпартма шухăшланă. Паллах, çакă ансат мар. Ун чухне шкул тума патшалăх нухрат уйăрман. Директор Çут ĕç министерствине кайса 4 класс вĕренмелли шкул çурчĕн проектне тупса килнĕ.

Асăннă çулсенче пирĕн тăрăх Красноармейски районне кĕнĕ. Эпĕ Мичурин ячĕллĕ колхозра бригадирта ĕçлеттĕм. Çурхи шыв чаксан шкул çурчĕн никĕсне яма Шур ялĕн çырминче вĕрентекенсемпе ачасем вак чул пуçтарнă. Ăна тиесе килмешкĕн директор трактор ыйтма кантура темиçе те кайнă, анчах тивĕçеймен. Пĕррехинче вăл ман пата киле пычĕ. Сĕтел çине çур литр шурă эрех кăларса лартрĕ, хăйĕн чун ыратăвне каласа кăтартрĕ. Ачасем каникула кайиччен вак чула лашапа турттарса парасса шанса килнĕ Геннадий Михайлов. Эпĕ ăна пулăшма шантартăм. Çав кунах ял çыннисемпе калаçрăм. Тепĕр кунне чула 20 лашапа çырмаран турттарса пĕтертĕмĕр. Анчах вăл никĕс яма çитмерĕ. Çавна май Пăрăнтăк çырминчен пуçтартăмăр, тракторпа илсе килтĕмĕр. Ун чухне пур ĕçе те алă вĕççĕн пурнăçланă. Хăйăр та çитмерĕ. Каллех бригада çыннисемпе кÿршĕ Анаткас ялĕ çывăхĕнчен тракторпа тиесе килтĕмĕр. 1967 çул тĕлне шкула витсе лартрĕç. <...>

Вениамин АРХИПОВ.

♦   ♦   


Уйăхри шалу ÿснĕ

Чăваш Енри агропромышленноç комплексĕнче ĕçлекенсен уйăхри шалăвĕ 35,3 пин тенке çитнĕ.

Чăвашстат кăтартăвĕпе иртнĕ çулхи вунă уйăхра АПКра вăй хуракансен уйăхри вăтам ĕç укçи 35,2 пин тенкĕпе танлашнă е 2021 çулхи çак вăхăтрипе пăхсан 117,7%. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен шалăвĕ — 32,3 пин, апат-çимĕç производствинче 37,7 пин тенкĕ пулнă.

Росстат кăтартăвĕпе Чăваш Ен ял хуçалăх отраслĕнчи шалу виçипе федерацин Атăлçи округĕнче 10-мĕш вырăн йышăнать. Ку енĕпе республика Оренбург, Чулхула, Ульяновск облаçĕсемпе Пермь крайĕнчен те иртме пултарнă. 2022 çул пуçламăшĕнче вара регион 11-мĕш вырăнта пулнă. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, республикăра АПК отрасльне пулăшасси палăрмаллах ÿснĕ. 2022 çулта кăна 5,5 млрд тенкĕ уйăрнă. Çакă производствăна çĕнетме май панă, фермер, хушма хуçалăхсене аталанма пулăшнă. Пахча çимĕç, çĕр улми управĕсем тунăшăн та патшалăх пулăшăвне тивĕçеççĕ. <...>

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.