Хресчен сасси 11 (3001) № 20.03.2024

20 Пуш, 2024

Пушă выртакан çĕрсене çаврăнăша кĕртесшĕн

ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăра акана 546 пин гектар çинче ирттермелле. Вĕсен йышĕнчен çурри ытларахăшне тĕш тырă культурисем йышăнĕç. Ку шутра çурхисем — 209 пин гектар, кĕрхисем — 92 пин гектар.

Техника культурисен лаптăкне пĕлтĕрхи шайра хăварма йышăннă. Ку культура валли пĕтĕмпе 35 пин гектар уйăрнă. Çу кăларакан культурăсем – 32 пин гектар, пахча çимĕç — 3,5 пин гектар, çĕр улми — 18 пин гектар, выльăх-чĕрлĕх апачĕлĕх культурăсем 187 пин гектар. Халĕ аграрисем вăрлăх, минерал удобренийĕ, çунтармалли-сĕрмелли материал туянаççĕ. Патшалăхран килекен тĕрлĕ субсидипе усă кураççĕ. Ку енĕпе Чăваш Енре 78 тĕрлĕ субсиди пăхса хăварнă, бюджетран 4,1 миллиард тенкĕ уйăрнă. Вăрмарсем те уй-хире тухма хатĕрленеççĕ. Округра 9 ял хуçалăх предприятийĕ, 70 хресчен-фермер хуçалăхĕ тата икĕ кооператив ĕçлет. Округ администрацийĕн ял хуçалăхпа экологи пайĕн пуçлăхĕ Иван Иванов пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çул ака ирттерме 23 пин гектар çĕре усă курнă. Кĕрхисене 5 пин гектар çинче акса хăварнă. «Кĕрхисем аталанасса, лайăх вăй илессе шанас килет», — терĕ вăл. Кăçал вырăнти аграрисен умĕнчи тĕп тĕллев – пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси. Кун йышши лаптăксем округра пур-ха. Халĕ вырăнти çĕр ĕçченĕсем вăрлăхсене кондицие лартассипе тимлеççĕ. Çак ĕç вĕçленсе пырать. Ака-суха ĕçĕсем ирттерме 170 тонна элита вăрлăхне туяннă. Ку шутра — 90 тонна урпа, 80 тонна тулă. Çĕр улми енĕпе лару-тăру йывăртарах. Тухăçĕ аван пулин те вырăнти аграрисене хакĕ шухăша янăран лаптăксем чакса пыраççĕ. Çав-çавах мĕн пуррине сыхласа хăварасшăн. Округра çĕр улмипе ĕçлекен чи пысăк хуçалăхсенчен пĕри — Геннадий Ямуков хресчен-фермер хуçалăхĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» вăл 200 гектар çинче лартса ÿстерет. Ку тăрăхра рапспа ĕçлекенсем те пур. Çур акине пахалăхлă ирттерме çĕр ĕçченне ял хуçалăх техники пысăк тĕрев парать. Çĕнĕ техника хăйне ака-сухара та, вырмара та лайăх енчен çеç кăтартать. Ĕçе кĕске хушăра тата пысăк хăвăртлăхпа пурнăçлама май парать. Акă, сăмахран, 2023 çулта Вăрмар тăрăхĕнчи хуçалăхсем 21 техника, пурĕ 91 миллион тенкĕлĕх, туяннă. Кăçал та техникăна çĕнетес тĕллевсем пур-ха вĕсен. Çитес вăхăтра 35 миллион тенкĕлĕх çĕр улмине шăвармалли техника килмелле. Çавăн пекех фермерсем трактор, тĕрлĕ агрегат туянаççĕ. Харпăр хăйсен укçи-тенкипе те, патшалăх пулăшăвĕпе те усă кураççĕ. Палăртмалла: Чăваш Енре патшалăх пулăшнипе фермерсемпе хăй тĕллĕн ĕçлекенсем техника туянса тăкакланă укçа-тенке 50 процент таран тавăрма пултараççĕ. Хăмла ÿстерекенсене ятарлă техника туянмашкăн тăкакланă укçан çуррине саплаштараççĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене, çавăн пекех çĕр улмипе тата ытти пахча çимĕçпе ĕçлекен хуçалăхсене – 45 процент, ÿсен-тăран енĕпе ĕçлекен аграрисене 35 процент компенсаци параççĕ. Вăрмар тăрăхĕнче грант пулăшăвĕпе усă куракансем те пур. Акă Владимир Иванов хресчен-фермер хуçалăх ертÿçи патшалăх пулăшăвне 3 хутчен илме тивĕç пулнă. Малтанах — 5 миллион тенкĕ, унтан 10 тата 15 миллион тенкĕ илнĕ. «Çырла ĕрчетесси» енĕпе ĕçлес текенсем те пур. Кăçал Вăрмар каччи ку енĕпе пĕлÿ илесшĕн.

Ирина ПАРГЕЕВА

Ку çемьере юратупа килĕшÿ хуçаланать

«Пĕрле пулни – пысăк телей. Çемье, юрату тата шанчăклăх пурнăç никĕсĕ пулса тăраççĕ. Çемье ура çине çирĕп тăма пулăшать, юрату пĕр-пĕринпе çыхăнтарать, шанчăклăх вара хамăр таврари çынсен ĕненĕвне çирĕплетет», — теççĕ Елчĕк округĕнчи Кĕçĕн Таяпара пурăнакан, 53 çул пурнăç çулĕпе алла-аллăн утакан Германпа Зинаида Герасимовсем.

Герман Петрович – купăс калама ăста. Паянхи кун та тунсăхлама памасть вăл. Пĕрпĕр пысăк ĕçе йышпа пурнăçласанах купăс тăсса ярать. Çемье пуçлăхĕ Чкалов ячĕллĕ колхозра механизаторта ĕçленĕ. 1975 çулта Елчĕк салинче баянистсен курсĕнчен вĕренсе тухсан Кĕçĕн Таяпари культура çуртĕнче илемлĕх ертÿçинче вăй хунă. Вырăнти ача садĕнче тата ялти вăтам шкулта музыка урокĕсене те ертсе пынă. Мăшăрĕ Зинаида Никандровна ĕмĕр тăршшĕпех бухгалтерта тимленĕ. Малтан — Перекет банкĕнче, унтан тивĕçлĕ канăва тухичченех Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпари ял канашĕнче. Ырми-канми нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн иккĕшĕ те чылай Хисеп хутне тивĕçнĕ. Герасимовсен виçĕ хĕр: Надежда, Рената тата Люба. Иккĕшĕ — медицинăра, кĕçĕнни педагогикăра тăрмашать. «Ача чухнех аттепе анне юратăвне курса ÿснĕ. Нихăçан та пирĕн умра хирĕçнине, хытă каланине курман-илтмен. Паянхи кун та килĕштерсе пурăнаççĕ, пĕр-пĕриншĕн тăрăшаççĕ. Юлашки çулсенче анне сывлăхĕ кăштах хавшарĕ. Апла пулин те атте пуç усма памасть. Пĕрмаях унпа юнашар, пĕрле», — теççĕ хĕрĕсем. Ĕçе ачаранах хăнăхтарнă. Кам кăмака хутнă, кам çурта тирпей-илем кĕртнĕ, апат пĕçернĕ. Çăва тухсассăн уйхире ĕçлеме, пай тума çÿренĕ. Тирпейлĕ пулма хăнăхтарнă, çын çинчен япăх, усал сăмах калаçма вĕрентмен. «Çемье ăшши — пĕр-пĕрне ăнланнинче, шаннинче, ĕçре те, килте те пĕр-пĕрне пулăшса пынинче», — теççĕ Герасимовсем. Çулĕсене пăхмасăр выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Хăй вăхăтĕнче Зинаида Никандровна ЗАГС пайĕнче мăшăрсене çырăнтарнă, Герман Петрович вара сăн ÿкерчĕксем ÿкернĕ. «Анне мăшăрлану вăхăтĕнче мĕн каланине, хăйне мĕнлерех тытнине сăнаттăм. Сасси те хитреччĕ унăн.

Ирина ПАРГЕЕВА

Лайăх тум çынна юсать, çĕтĕк пăсать

Кÿршĕри Людăпа эпир пĕр çултисемех. Пĕр шкулта, пĕр класра вĕреннĕ. Вăл ир качча тухрĕ, вун саккăрта. Ашшĕамăшĕнчен ирĕклĕрех пурăнас килчĕ-ши унăн? Елчĕк каччипе Петĕрпе пĕрлешрĕç. Ку тăрăхрисем питĕ хытă ĕçлеççĕ. Кăткăсем евĕрех. Ир пуçласа каçченех уй-хирте тăрмашаççĕ. Хирĕ-хирĕпе севок сухан, кишĕр акаççĕ, çĕр улми лартаççĕ, хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Ан ÿркен, ĕçле кăна. Хуняма кил-çуртне ура ярса пуссанах ĕçе пикенчĕ Люда. Çиччас кĕпе-йĕмне çуса çакать, выльăх-чĕрлĕх пăхма тухать, йăрансене те çумлама вăхăт тупать. Пур çĕре те ĕлкĕрет! Вăй-хал мĕнле çитет-ши? Маттур кин! Çатма çинчи пăрçа пек сиккелесе çÿрет. Кăштах сывлăш çавăрса яринччĕ. Уйрăмах çуркуннепе кĕркунне çанă тавăрса ĕçлет. Кăвак çутăпах тăрать те куç йĕп курми пулсан тин пÿрте кĕрет. Ăшă вырăн патне аран-аран упаленсе çитет те вут пуленки пек шанк! тÿнет. Савнă мăшăр ăшшине, унăн хĕрÿ\юратăвне туйма та вăхăт юлмасть. Эх, мăнтарăн пурнăçĕ! «Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр», — тенĕ ваттисем. Люда кирек мĕнле ĕçе те пултарать. Турткаланса, кутăнлашса тăмасть. Мĕн хушаççĕ — йăлтах пурнăçлать. Хирĕç сăмах чĕнмест, сасă хăпартмасть. Качча мар, чурана килнĕ тейĕн. Ытлашшипе çемçе кăмăллă пулнипех усă кураççĕ унпа. «Ĕç çынна илем кÿрет», — тенĕ. Люда çине пăхатăн та хĕрарăмăн тĕп тивĕçĕ плита умĕнче апат пĕçересси-ши, тарлă хура кĕпейĕм çăвасси-ши теме те пулать. Хăйне хăй илем кĕртме, шукăль çи-пуç тăхăнма тахçанах маннă вăл. Хăш ĕмĕрте çÿллĕ кĕлеллĕ туфлипе пурçăн кĕпе тăхăннине те астумасть хĕрарăм. Алла мĕн лекет: арçын шăлаварĕ-и, хуняçа кĕпи-и, резина атă-и — тиркемесĕрех тăхăнать. «Ара, ялта ман çине кам пăхать?» — тет кашнинчех. Шутласан вăл та ытти хĕрарăмран нимпе те уйрăлса тăмасть. Тинкерсе пăхсан Греци мифологийĕнчи пĕр-пĕр Турра та аса илтерет теме пулать. Мĕн-ма эпир, хĕрарăмсем, тепĕр чухне хамăр валли вăхăт тупмастпăр е укçа-тенкĕ шеллетпĕр? Упăшка, ачасем, çемье тетпĕр. Тен, тĕрĕсех те пулĕ. Анчах çамрăк ĕмĕр те çаплах иртет.

Василиса ВЛАДИМИРОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.