- Чăвашла верси
- Русская версия
«Хресчен сасси» 11 (2899) № 23.03.2022
«Эпĕ - ял ачи»
«Хамăн ĕçе питĕ юрататăп, — пуçларĕ калаçăвне «Коминтерн» ЯХПК ĕçченĕ Александр Пушкин. — Çуркуннехи, çуллахи вăхăтра кунĕпех уй-хирте эпĕ. Апла пулсан та ывăннине туймастăп. Мĕншĕн тесен кăмăлланă ĕç нихăçан та йăлăхтармасть, ывăнтармасть. Чи кирли — техника юсавлă пулни, вăл малтан мала чупни».
Муркаш районĕнчи Мулкачкасси ялĕнче çуралса ӳснĕ çамрăк Хĕрлĕ Чутай тăрăхне епле çакланнă-ши? Пĕлтĕр çемйипех куçса килнĕ иккен. Тӳрех хуçалăха ĕçлеме вырнаçнă. Маттур, хастар арçынна хуçалăх ертӳçи Альбина Новикова та асăрханă. Ун пирки вăл лайăхпа çеç асăнчĕ. Ахальтен мар Александр Владимировича хĕлле те, çулла та ĕçпе тивĕçтереççĕ. Эппин, шанаççĕ ăна. Тракторсене вăл улăштарса çеç тăрать. Хĕлле выльăхсене апат панă çĕрте «ДжиСиБи» тракторпа ĕçлет, çулла — Т-150-па, тепĕр чухне «Бюлер» трактора ларать.
«Вăл питĕ пысăк техника. Унпа ĕçлеме пĕлмелле. Паллах, малтан хăнăхмашкăн руль умне иккĕн лартăмăр. Унта пĕтĕм услови пур: юрласа ĕçлеме пулать», — малалла сыпăнчĕ калаçу. Сăмах май, асăннă хуçалăх иртнĕ çул энерги ресурсне перекетлекен хăватлă техника ытларах туянма тăрăшнă: тырă акма çĕнĕ комплекс — «Амазони» сеялкăпа 420 лаша вăйĕллĕ «Бюлер» трактор илнĕ. Унпа кĕрхи культурăсем акнă. Çак ĕçсене пурнăçлама унччен 3-4 трактор хутшăннă. «Бюлер» вара пĕчченех парăнтарнă. Пĕтĕмлетсе каласан, асăннă хуçалăх 2021 çулта техника паркне çĕнетме 70 млн тенкĕ тăкакланă. Александр Пушкин калашле, трактор юсавлă пулсан кăмăл-туйăм та савăк, ĕç те ӳсĕмлĕ. Ахальтен мар вăл кĕрхи çĕртме ăмăртăвĕнче пĕлтĕр районта иккĕмĕш вырăн йышăннă. Пушкинсен çемйи халĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Ишеккасси ялĕнче тĕпленнĕ. Александр Владимировичăн мăшăрĕ районти тĕп больницăн хирурги уйрăмĕнче медсестрара ĕçлет, виçĕ ачи Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕренеççĕ. Кил хуçи вара кашни кунах Атнар ялне ĕçе васкать. «Хуçалăх пурри çав тери лайăх, — тет вăл. — Унсăрăн мĕн ĕçлемелле ялта? Мускава каяс килмест. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Шемшер «çеçпĕлĕсем»
Шупашкар районĕнчи Шорчекасси ял клубĕ çумĕнчи ача-пăча тата аслă çултисен «Çеçпĕл» ансамблĕсем куракансемшĕн яланах кĕтнĕ хăнасем. Çирĕм çул каялла йĕркеленнĕскерсене Валерий Никитин ертсе пырать.
Çемйипех хут купăспа туслă
Валерий Петрович Шорчекассинче йышлă çемьере çуралса ӳснĕ. Ачаран юрă-кĕвĕ тĕнчи тыткăнланă ăна. Ашшĕ Петр Никитич хут купăс ăста каланă. Уявсенче илемлĕ кĕвĕпе халăха савăнтарнă.
— Аттен пиччĕшĕ Егор Никитич пултаруллă купăсçă пулнине калаççĕ. Шел, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман, çамрăклах вилнĕ вăл. Пиччесем те пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕн хут купăспа калатчĕç. Вĕсенчен манăн та юлас килмерĕ, ăсталăха туптарăм. Шкулта музыка учителĕ пулманран аслă классенче мероприятисене хут купăспа хутшăнаттăм. Тен, çакă та пулас профессие суйлама хавхалантарчĕ-ши? — аса илчĕ вăл.
Шкул хыççăн Валерий Никитин Çĕрпӳри культурăпа çут ĕç училищине вĕренме кĕнĕ. 1992 çулта аккомпаниатор-баянист, клуб ĕçченĕ специальноçа алла илнĕ. Совет çарĕнчен таврăнсан тăван ялтах тымар ярса тĕпленнĕ. Шорчекасси ял клубĕнче хормейстер пулса ĕçлеме тытăннă. Çав хушăрах шкулта музыка урокĕсене ертсе пынă.
— Ачасемпе ĕçленĕ май вĕсем юрра-кĕвве, сцена çине тухма килĕштернине ăнланса илтĕм. Çапла майпа 2002 çулта «Çеçпĕл» фольклор ансамбльне йĕркелерĕм. Йăлайĕркене, ташша-юрра манăçа кăларас килмест, халăх пуянлăхĕ ăруран ăрăва куçса пытăр, — палăртрĕ Валерий Петрович.
Кĕçĕннисем ансамбле хаваспах çӳреме тытăннă, вĕсен ăсталăхĕ ӳссе пынă. Пултарулăх ушкăнне куракансем ăшшăн йышăннă. Малтанхи тапхăрта сцена костюмĕсене, музыка инструменчĕсене хăйсен вăйĕпе ăсталанă, çав шутра параппана та. Майĕпен пĕчĕк артистсем ял клубĕнче кăна мар, пысăк сцена çине те тухма тытăннă. Районти, республикăри конкурссемпе фестивальсенче палăрма, илемлĕ ташши-юррипе çынсене тĕлĕнтерме, савăнтарма тытăннă. 2005 çулта Мускавра иртнĕ Пĕтĕм чăваш Акатуйне хутшăннă.
— Унччен ачасем инçе çула тухсах çӳремен. Мускава кайма ирирех тухрăмăр. Çавăнпа нумайăшĕ йĕркеллĕ çывăрайман, çапах вăрăм çул пулсан та куç хупмарĕç. Автобус чӳречинчен тавралăха тĕлĕнсе сăнаса пычĕç. Куç тĕлне лекнĕ кашни ял-хулапа кăсăкланчĕç. Тĕп хулара экскурсире пулни асра юлчĕ вĕсемшĕн. Ачасем уяв сĕтелĕ çинче халиччен тытса курман çĕçĕ-вилкăна асăрхасан çухалса кайрĕç. Кĕçĕннисем ăна апла та капла çавăрчĕç. Унтан тĕлĕнтермĕш япалана айккине илсе хучĕç те хăнăхнă йăлапа кашăк ярса тытрĕç, — кулса аса илет çав самантсене арçын.
Мероприятисене хутшăннă май пăтăрмахсем те пулнах. Пĕррехинче, çу кунĕнче, сцена çине тухма черет çитессе кĕтсе вăрманта кун каçнă. Каç енне тин сцена çине тухнă. Аслисем самай ывăннă пулсан ача-пăчана ирĕкре, уçă сывлăшра канма тӳр килни савăнтарнă кăна. <...>
Лариса АРСЕНТЬЕВА.
♦ ♦ ♦
Хут купăса алăран ямасть
Республикăри ватă çынсемпе сусăрсем çулсерен «Вега» санаторинче сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ. Вăл Шупашкар районĕнчи Вăрманкас çывăхĕнчи илемлĕ вырăнта, вăрманта, вырнаçнă. Экологи тĕлĕшпе таса та хăтлă çĕрте сывлăш уçă, хăвна ирĕклĕ туятăн.
Кăçал мана та унта канма тӳр килчĕ. Санаторире вăй хуракансем 100 çынна ăшшăн кĕтсе илчĕç. Куллен сывлăхĕсене тĕрĕслерĕç, сиплерĕç. Каннă вăхăтра тĕлĕнмелле çынсемпе паллашрăм. «Чĕлхе таçта та илсе çитерет», — тенĕ халăхра. Калаçнă май кашниех хăйĕн шăпине, кун-çулне куç умне кăларчĕ. Мана Трифон Сергеев пурнăçĕ уйрăмах кăсăклантарчĕ. Унпа хаçат вулаканĕсене те паллаштарасшăн.
Трифон Сергеевич Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкассинче 1939 çулта çуралнă. Унăн ачалăхĕ йывăр çулсенче иртнĕ. Вăрçă тата ун хыççăнхи выçлăх çулĕсене халĕ те хурланса аса илет. Аслисемпе ачаранах пĕрле çурлапа тырă вырнă, конюхра ĕçленĕ. Шкул хыççăн вăл водителе вĕренсе тухнă. Кĕçех йĕкĕте Совет çарне илсе кайнă. Трифон Сергеев виçĕ çул çарта пулнă. Таврăнсан тăван тăрăхрах тĕпленнĕ. Кĕçех Галина Михайловнăпа çемье çавăрнă. Пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăннă вĕсем. Пĕр сукмакпа 40 çул утнă. Мăшăр 8 ачана кун çути парнеленĕ. Шел, вĕсенчен иккĕшĕн пурнăçĕ кĕске пулнă. 2006 çулта арăмĕ те пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă.
Юратнă мăшăрĕнчен тăлăха юлнă хыççăн пĕр хушă пĕчченех пурăннă. Унтан Валентина Шемякинăпа пĕрлешнĕ. Ватлăхра калаçса чуна йăпатма, йывăр вăхăтра пулăшма çывăх çын тупăннăшăн савăнать вăл. Унтанпа 12 çул иртнĕ ĕнтĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Трифон Сергеев тивĕçлĕ канăва тухсан та вăрах вăхăт пушар хуралĕнче тăрăшнă. Тунсăхласа ларма вăхăт çук вĕсен. Ара, кил хуçи юрра-кĕвве килĕштерет, хут купăс калать, юрлать. Ватăсене савăнмалăх халĕ вунă мăнук çитĕнет. <...>
Илья ЯКОВЛЕВ.
Муркаш районĕ, Хурăнкасси ялĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас