«Çакăн пек ăру пулсан Раççей пĕтмест»

8 Чÿк, 2023

Сăмахпа пурте паттăр пулаяççĕ, чăн-чăн паттăр кам иккенне вара лару-тăру кăтартать. Çак сăмахсем пĕлтерĕшне нихăçан та çухатмĕç. Пур-ха пирĕн паттăрсем, паян вĕсем Тăван çĕршыва тăшманран хӳтĕлеççĕ. Çăлавçăсен ĕçĕ-хĕлĕ те паттăрла — кашни кун мĕн чухлĕ çынна инкекрен хăтараççĕ! Çакна мĕн ачаран ăнланса ӳсни пурнăçра тĕрĕс утăм тума пулăшĕ. Ахальтен мар республикăра Паттăрлăх урокĕсем тăтăш иртеççĕ. Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче те çавнашкал мероприяти пулчĕ.

Пушар хăрушсăрлăхĕн ĕçне вĕренекен студентсемпе тĕл пулма федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи ветерансемпе çăлавçăсен канашĕн председателĕ Петр Третьяков генерал-лейтенант килсе çитрĕ. Çавăн пекех тĕлпулăва отставкăри генерал-майор Станислав Антонов, Пĕтĕм Раççейри ыр кăмăллăх пушар обществин Чăваш Енри уйрăмĕн Канашĕн председателĕ Светлана Сергеева, ЧР ветерансен общество организацийĕсен регионти уйрăмĕн председателĕ, отставкăри полковник Валерий Алексеев, Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ветерансен канашĕн председателĕн çумĕ Василий Нягин, шалти службăн отставкăри полковникĕ Андрей Барабанов, Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн кадрсен пайĕн ертӳçи Александр Швед хутшăнчĕç.

Малтанах колледж директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Кирилл Лукин студентсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Çамрăксем шырав ĕçĕсене хастар хутшăнаççĕ, сăн ӳкерчĕксем пухса Астăвăм кĕнеки те хатĕрленĕ. Хăнасем вĕсен ĕçĕсемпе паллашрĕç.

Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ветерансен канашĕн председателĕн çумĕ Василий Нягин сăмах илнĕ май Петр Третьяков генерал-лейтенант паттăрлăхĕнчен пуçларĕ. Чернобыльти атом электростанцийĕнче авари пулсан Петр Андреевич унпа кĕрешме хутшăннă. Çавăн пекех Василий Николаевич пирĕн республикăри инкексем çинчен те аса илтерчĕ: 1996 çулта Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Мисчĕ поселокĕ çывăхĕнче пуйăс вакунĕсем рельсран тухса кайни, хăрушă шĕвеклĕ 17 цистерна çунни… Çакнашкал пысăк аварисем мĕне пула тухаççĕ? Чи малтанах, хăйсен тивĕçне çирĕппĕн пăхăнман специалистсем айăплă пулнине палăртрĕ Василий Нягин. Ун пек инкек тек ан тухтăр тесен хăйсен пурнăçне çăлав ĕçĕпе çыхăнтарма тĕллев тытнă çамрăксене вăл яланах тимлĕ пулмаллине, йĕркене çирĕп пăхăнмаллине аса илтерчĕ.

Петр Третьяков çамрăксене паттăрлăхăн икĕ тĕслĕхĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Пĕри тĕнчипех паллă — Муса Джалиль поэт. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вăл тăшманпа хăюллăн çапăçнă. Тепри — ахаль тракторист, анчах вăрçăра вăл та пысăк паттăрлăх кăтартнă. Çамрăксем вĕсенчен тĕслĕх илсе ӳссен пирĕн çĕршывăн пуласлăхĕшĕн те кулянмалла мар.

Çавăн пекех Паттăрлăх урокне пухăннисем экономикăпа технологи колледжĕнчен вĕренсе тухнă Данир Ямалиев çинчен видеосюжет курчĕç. Каччă ятарлă çар операцине хăйĕн ирĕкĕпе хутшăннă, тăшманăн танкне тĕп тунă, тапăнса килме паман. Çапăçу вăхăтĕнче урасăр юлнă. Данир Ямалиева Жуков медалĕпе тата Паттăрлăх орденĕпе чысланă.

— Эпĕ Атăл тăрăхĕнчи субћектсенче час-часах пулатăп. Кашнинчех сирĕн пек ачасемпе тĕл пулатăп. Чăваш Енре те пĕр тĕлпулу кăна мар иртрĕ. Пĕлетĕр-и, пирĕн çакăн пек ăру пур чухне Раççей пĕтмест, — терĕ Петр Третьяков генерал-лейтенант.

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.