- Чăвашла верси
- Русская версия
Юпа уйăхĕ çитрĕ - шкулсем уçăлаймаççĕ
Анчах строительствăпа юсав ĕçĕсен çивĕч ыйтăвĕ çакăнпа вĕçленмерĕ-ха — вĕрентӳ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Захаров шкулсемпе садиксен ыйтăвĕпе сăмах илчĕ, чылай объектра ĕçсем вăхăтра пурнăçланманнине пăшăрханса палăртрĕ. Муркаш районĕнчи Кашмашри çĕнĕ шкул тĕлĕшпе строительство ĕçĕсем вĕçленнĕ, территорие хăтлăлатмалли ĕçсем пыраççĕ — вĕренӳ çулĕн иккĕмĕш чĕрĕкĕнче шкул ачасене йышăнатех. Элĕкри ача садне оборудованипе тивĕçтерес ĕç пырать — вăраха каймалла мар.
Шупашкарти «Благовещенский» микрорайонти ача сачĕн проектпа смета документацине улăштарма тивнĕ, çавна май ĕçсене 50% кăна пурнăçланă, раштавăн 30-мĕшĕнче вĕçлеме шантараççĕ. Йĕпреç районĕнчи икĕ шкул тата садик юсавĕ юпа уйăхĕнче вĕçленет. Пăрачкав районĕнчи Напольнăйри шкул, çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнчех хута каймалла пулнăскер, çак эрне вĕçĕнче тинех алăкĕсене уçĕ. Çĕрпӳ районĕнчи Первомайскинчи шкул та çак кунсенче ĕçлесе каймалла, Шупашкар районĕнчи Апашри шкул, райадминистраци шантарнă тăрăх, юпа уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне уçăлмалла.
Етĕрне районĕнче те темиçе вĕрентӳ организацийĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Райцентрти 3-мĕш шкул тĕлĕшпе пушшех ыйту нумай. Ĕçсен калăпăшĕ те пысăк: тăрăран пуçласа фасад таран юсама палăртнă. Темиçе организаци ĕçлет, тăрă юсанă çĕрте вара, министр каланă тăрăх, никам та çук иккен. Вырăнти ертӳлĕх çакăн сăлтавне уçăмлатрĕ — хурлăхлă истори пĕлтерчĕ. Тăрра юсама Чулхула тăрăхĕнчи пĕр компанипе контракт тунă. Ĕçсемшĕн укçан пĕр пайне куçарса та панă. Çакăн хыççăн вара подрядчик çухалнă — «тупаймастпăр…»
Ку хыпар Олег Николаевшăн та кĕтменлĕх пулчĕ ахăр, вăл райадминистраци ертӳлĕхне çакăн çинчен вăхăтра пĕлтерменшĕн ӳпкелерĕ, ыттисене кунашкал тĕслĕхсем тĕлĕшпе пĕр тăхтамасăр чан çапмалли пирки асăрхаттарчĕ. Финанс министрĕ Михаил Ноздряков енчен те асăрхаттару пулчĕ. Стройматериалсем хакланнине, ытти сăлтава пула хăш-пĕр объект валли хушма укçа кирлĕ. Сăмахран, Кашмашри шкул валли. Укçа уйăрма ыйтассипе çыхăннă хутсене хатĕрлессине вăл çак кунсенчех пурнăçлама сĕнчĕ.
Комментари хушас