- Чăвашла верси
- Русская версия
Йăл кулсамччĕ, капитан...
Хăйне ас тума тытăннăранпах ишекен пăрахутсене, теплоходсене сăнама юратать вăл. Атăл шывĕн сулахай енче вырнаçнă хутлăхра, Мари Эл тăрăхĕн Звенигово районĕнчи Сидельниково ялĕнче, çуралнăскер ача чухне пысăк мар каçă патне сахал чупнă-и? Пĕр-пĕр капитана е матроса тĕрлĕ ыйтупа сайра-хутра çулăхнă-и?
Вăхăт хăйĕн еккипе шунă. Мĕн пĕчĕкрен юхан шыв транспортне çӳретме ĕмĕтленекен Миша та çитĕнсе хăйĕн çулне суйланă. Ятарлă пĕлӳ, ĕçри хăнăху капитана илсе çитнĕ. Мари каччине шăпа Шупашкара илсе çитернĕ те — 43 çул акă çак хулари юхан шыв портĕнче вăй хурать. «Чăваш Ен» теплоходăн тĕп капитанĕ профессие çĕнĕрен суйлама ирĕк пулас тăк пур пĕрех хăйĕн ĕçнех пикенессе çирĕплетет. Нумаях пулмасть, утă уйăхĕн пĕрремĕш вырсарни кунĕнче, вăл чылай юлташĕ пекех черетлĕ хутчен юхан шыв ĕçченĕсен кунне кĕтсе илнĕ.
Пысăк ĕмĕт йĕрĕпе
— Йăх-ратнере манашкал туртăмли пулнине ас тумастăп. Çемье йышлăччĕ — улттăн пĕртăван эпир. Аттепе анне — Леонид Васильевичпа Зоя Николаевна — иккĕшĕ те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Анне — радистка, атте пулеметчик пулса вăрçă вутлă хирĕ тăрăх утнă. Мирлĕ вăхăтра атте бригадирччĕ. Анне те тивĕçлĕ канăва тухичченех колхозра тăрмашнă. Ман умĕн — виçĕ аппа. Порт енне иленни — эпĕ çеç. Шкулта сочиненисенче эсир те кам пулма ĕмĕтленнине пĕрре мар çырнă- тăр? Ун чухнех ман пуçра пĕртен-пĕр тĕллевччĕ. Пĕр 10 çулта чухне капитансем патне пырса вĕсем пекех штурвал умне ларма ĕмĕтленни çинчен сăмах хускататтăм. Ăçта вĕренмелли, мĕнле предметсем çине пусăм тумаллине тĕпчесе пĕлеттĕм. Сакăр класс хыççăн Звениговăри юхан шыв училищине çул тытрăм. 4 çул пĕлӳ илтĕм. Питĕ килĕшетчĕ мана унта. Рулевой-моториста вĕренсе тухнăскере хĕсмете тăма ят тухсанах карап çине çирĕплетрĕç. Разведка тĕллевне пурнăçлаканскер çинче рулевойсен отделенийĕн командирĕн тивĕçĕсене пурнăçларăм. Çарти 3 çул юхан шыв транспорчĕпе çӳремешкĕн опыт пухма чухах пулчĕ. Çавăнпа та 1978 çулта Шупашкарти порта ĕçе вырнаçма тăрсан пĕр чăрмав та сиксе тухмарĕ. Чăн та, пурăнмалли кĕтес çавăрас тĕлĕшпе лару-тăру йывăртарахчĕ. Пуçлăхсем: «Хăвна кăтартсан — пурăна-киле ыйтăва татса парăпăр», — терĕç. Рулевой-моторист ĕçне кăмăлпа пикентĕм çапла, — хăйĕнпе çывăхрах паллаштарма ыйтсан ăшшăн каласа кăтартма пуçларĕ Михаил Леонидович.
Капитан пакунĕсене тивĕçиччен кӳршĕллĕ республика каччи Чулхулари юхан шыв техникумĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă. Техник-судоводитель дипломне алла илнĕ. Ун хыççăн рабочи дипломне хӳтĕлеме хатĕрленнĕ. Техникăна пĕлнине, экипажа çирĕп тытма пултарнине, пассажирсен хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе яваплăха туйнине ĕнентерсен штурвал умĕнчи тĕп çын пулса тăнă.
Ĕç каçалăкĕнче тĕрлĕ юхан шывра /Атăлсăр пуçне — Кама, Ветлуга, Дон, Бела/ ишме тӳр килнĕ. Кашнин юхăмне, тарăнăш-сарлакăшне пĕлсе çитнĕ. Хăвăрт çӳрекен метеорпа пассажирсене хуларан хулана илсе çитернĕ-и, Сĕнтĕрвăрринчен Кокшайска паромпа машинăсене илсе каçарнă-и е Çĕнĕ Шупашкарта ГЭС хута кайиччен Атăл сулахай çыранĕ тĕлне МО-30 теплоходпа хутланă — хăйне ялан кирлĕ вырăнта пек туйнă.
— «Транзит» çинче ĕçленипе танлаштарсан халĕ эпĕ чылай ирĕклĕрех: каçсерен ĕç хыççăн киле таврăнатăп. Пысăк пăрахутсене иштерекен экипаж вара çуркунне ĕçе пикенет те кĕркуннехи сивĕ кунсем пуçланиччен шыв çинчех пурăнать. Ун пек çĕрте ытларахăшĕ çемйипех пăрахут çинче вăй хураççĕ, — ĕç хăйне евĕрлĕхне уçса парать Михаил Леонидович.
Династие ывăлĕ тăсать
Çемье тенĕрен, капитана тĕслĕх кил-йыш пуçĕ темелле. Савнă мăшăр пулма вăл никама та мар, пĕр ялта, пĕр урамра кӳршĕллĕ пурăннă, пĕрле выляса çитĕннĕ хĕре суйланă. Лидия Евграфовна ашшĕ — чăваш, Куславкка районĕнчен. Çуллахи вăхăтра хĕрача асламăшĕ патĕнче пурăннă май чăвашла шăкăлтаттарсах калаçма вĕреннĕ. Шупашкарта пир-авăр комбинатĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскер халĕ хăй те мăнукĕсемшĕн — юратнă асанне. Михаил Леонидовичпа икĕ пăхаттире ура çине тăратнă вĕсем.
— Асли Сергей пĕчĕклех пристане килетчĕ, шыв транспорчĕ епле майпа çӳренипе кăсăкланатчĕ. Ывăлсене чĕрçине лартса штурвал умĕнче ярăнтараттăм паллах. Сергей ман çулах суйларĕ. Халĕ вăл хăй те — теплоход командирĕ. Артем та яваплă ĕçре вăй хурать: Шупашкарта пушар-çăлав чаçĕнче аслă сержант званийĕпе тăрăшать. Ывăлсемпе кинсем пире, аслисене, сума суни, мăнуксем ăшшипе савăнтарни яваплă ĕçре хавхалантарса пырать. /Сăмах май, тен, иккĕри мăнукăм Иван та аслашшĕн сукмакĕпе утас тейĕ?/ Акă вахта вĕçлесенех, пĕлсех тăратăп, çăмăл машинăна тапратса йышпа тăван ялăмри — 30 çухрăмра анчах — дачăна вĕçтерĕпĕр. Унта вара — тепĕр тĕрлĕ çăтмах! Çĕр ĕçне мăшăрпа иксĕмĕр те юрататпăр, сад-пахча ĕрчетесси — пĕрлехи чун киленĕçĕ. Темĕн тĕрлĕ че-чек акса-лартса хамăрăн лаптăка илем кӳретпĕр. Арăмăн килĕ пулнă вырăнта хамăр валли кĕтес хăтларăмăр. Çĕнĕ çурт çĕклерĕмĕр, мунча та, ытти хуралтă та пур. Атăл юнашарри ĕçпе канăва пĕрлештерме май парать. Тепĕр чухне çемйипе пулла каятпăр. Пысăк мар уланкă çакланать-и унта е çупах-и — пĕлтерĕшлĕ мар. Чи кирли — çут çанталăкпа килĕшӳре пулни, — чунне уçать утмăл пиллĕке çывхаракан арçын.
Якубовичран кая мар
Сăнатăп та, хăйĕн ӳсĕмĕшĕн капитан питĕ правур. Тĕрĕссипе, техникăшăн, экипажшăн, пасса-жирсемшĕн яваплă çын урăхла пулаймасть. Михаил Мохаткин — çитĕнекен ăрушăн та тĕслĕх-çке. Ку таранччен Шупашкарти, Сĕнтĕрвăрри хулинчи юнгăсен шкулĕсен мĕн чухлĕ хастарне пуян опычĕпе паллаштарман-ши? Хăйĕн профессине юхан шыв- тинĕспех çыхăнтарма шухăш тытнă курсантсем Михаил Леонидовича тав туни, капитан сăмахĕпе, темле чыславран та хаклă. Малалла вулас...
Комментари хушас