Урăхларах çутă...

13 Çурла, 2020

2017 çулхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче республикăри Хĕрарăмсен союзне ертсе пынă Ольга Зайцева пурнăçран яланлăхах уйрăлчĕ. Украина çĕрĕнче çут тĕнчене килнĕ, çитĕнсен шăпа пÿрнипе Чăваш Енре тĕпленнĕ тĕлĕнмелле пултаруллă та уçă чунлă хĕрарăма, общество ĕçĕн хастарне, политика деятельне халалласа Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн çуртĕнче çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче асăну каçĕ иртрĕ.
«Хĕр тусăмсем», — республикăри общество чи пысăк организацине 2009 çултанпа ертсе пынă Ольга Юрьевна хамăр тăрăхра пурăнакан мĕн пур хĕр- хĕрарăма çакăн пек чĕнме хăнăхнăччĕ. Ăна аса илсе каламалли, паллах, Союз кашни хастарĕн, унпа çума-çумăн вăй хунă кашни ĕçтешĕ-пĕлĕшĕн пур. Пуçарăвĕсем çинчен те, хăйĕн пирки те. Çапах та чи малтан республика пурнăçне лайăхлатассишĕн чĕрипе çунса тăнă хĕрарăма халалланă каçра унăн çывăх тăванĕсем сăмах илчĕç.
— Оля, юратнă хĕрĕм, ача чухнех маттурччĕ. Пĕр вăхăт цирк арени çине тухма ĕмĕтленетчĕ. Чăн та, клубра пĕрремĕш утăмсем тума хăтланатчĕ. Çемье, тăван юн туйăмĕ вăйлăччĕ унăн, — амăшĕ Светлана Александровна тĕпренчĕкне çапла аса илчĕ.
Йăмăкĕ Елена аппăшĕ çуккине халĕ те ĕненмест:
— Вăл, пĕр вăхăтрах ачаш та вăйлăскер, урăхларах çутăпа çутатать кăна. Час-час тĕлĕке килет. Хăй ĕмĕтленни-палăртнине çывăх çыннисен урлă вĕçне çитересшĕн тейĕн... Оля пире туслă, пĕр-пĕрин хул пуççине туйса пурăнма вĕрентрĕ, — палăртрĕ вăл.
Мăшăрĕ Сергей Валентинович, Ольга Юрьевнăпа 32 çул шăкăл-шăкăл пурăннă кил хуçи, шухăшĕпе çамрăклăхне таврăнчĕ. Юратнă арăмне пĕрре курсах савни, вăл килте çитменни тавра чунне уçрĕ:
— Сарă, çурăмĕ çинче хĕрлĕ чĕре ÿкернĕ кĕпеллĕ çÿллĕ мар кăна чиперкке... Пĕрремĕш тĕл пулуран çапла сăнарпа асра юлчĕ. Пирĕн халĕ — икĕ мăнук. Кĕçĕнни мăшăрăма çав тери аса илтерет.
Хĕрарăмсен союзĕ 2014 çултанпа тĕрлĕ 24 проект хута янă. Шăпах — Ольга Зайцева пуçарăвĕпе. Вĕсенчен чылайăшне общество пĕрлешĕвĕ паян та малалла тăсать. Пĕрне, онкологи чирĕсемпе кĕрешме хавхалантаракан «Пурнăçшăн» проекта, хальхи вăхăтра хĕрĕ Юлия пурнăçа кĕртсе пырать.
— Вуннăмĕш класра экономика енĕпе вĕренме каясси çинчен шухăшлаттăм. Пĕрре çапла анне мана: «Урăхларах професси алла илес килмест-и? Тен, медицинăна каймалла санăн?» — терĕ. Паянхи кун та тав тăватăп юратнă чи çывăх çыннăма: хирург-онколог ĕçне çав тери килĕштеретĕп. Пациентсем час-часах тав тăваççĕ. Вĕсен пархатарлă сăмахне шухăшăмпа анне патне çитеретĕп. Унăн ырă пуçарăвĕсене малалла тăсасси хамăн тивĕç тесе шухăшлатăп, — аллине чĕри тĕлне хурса каларĕ Юля.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатĕнче ĕçленĕ çулсенче Ольга Юрьевна хăй политикăра çирĕп кăмăллă пулнине ĕнентернĕ. Уйрăмах çемьесене, ача-пăчана тĕревлекен саккунсем кăларассипе çине тăнă. Çакăн çинчен асăну каçĕнче парламентăн паянхи ертÿçи Альбина Егорова аса илчĕ.
Алевтина Федорова республикăри хĕрарăмсен пуçаруллă лидерĕ хыççăн пысăк пĕрлешĕве ертсе пыма çăмăлах пулманни çинче чарăнса тăчĕ. Çак лава туртма кÿлĕнсен пултаруллă, харсăр, ăслă-тăнлă нумай хĕрарăмпа паллашса туслашни хăйĕншĕн те пысăк хаклăх пулнине палăртрĕ. Общество пĕрлешĕвне нумаях пулмасть ертсе пыма пуçланă Наталья Николаева Ольга Юрьевнăна ырăпа асăнчĕ:
— Чăваш хĕрарăмĕсене граждан позицине хăюллăн палăртма хăнăхтарни, республикăри пурнăçа витĕм кÿрессинче хăйсен пултарулăхне, вăйне шанма хавхалантарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсенче пуçарулăх туйăмĕ чĕртме пултарнăшăн тавах Ольга Юрьевнăна. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина ПУШКИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.