Чăваш хĕрарăмĕ 9 (1288) № 09.03.2023

9 Пуш, 2023

Хăватлă та, мăнаçлă та…

«Хура çӳçлĕ, хăмăр куçлă хитре хĕрача…» — юрă йĕркисем тăтăшах асăма килчĕç унпа калаçса ларнă вăхăтра. Талпăнуллă та пултаруллă хĕрарăмран хăватлă, çав вăхăтрах ăшă вăй-хал тапса тăни сисĕнчĕ. Сăмахăм ЧР физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ, Спорт аэробикин республикăри федерацийĕн президенчĕ, Раççей шайлă судья, ЧР Спорт министерстви çумĕнчи Общество канашĕн председателĕн çумĕ, Раççейри спорт федерацийĕн президиумĕн тата методика канашĕн членĕ Оксана Дьячук пирки. Хальхине «Чăваш хĕрарăмĕн» тĕпелне шăпах ăна йыхравларăмăр.

Чĕпĕрен — акăш

— Оксана Сергеевна, тренер тивĕçне пурнăçланипе пĕрлех общество ĕçне те хастар хутшăнатăр эсир. Вăхăт епле тупатăр?

— Эпĕ хамăн ĕçе «ĕç» теместĕп. Ку — манăн пурнăç. Ачасем сывă, тĕрĕс-тĕкел çитĕнччĕр тесе тăрăшатăп. Çакă манăн тĕп тĕллев пулса пырать. Эпĕ Совет Союзĕнче çитĕннĕ. Патриотизм туйăмне, спортри ăнтăлăва шăпах унтан илмелле тесе шухăшлатăп. Пирĕнтен воспитани тĕлĕшĕнчен çирĕпрех ыйтнă, аслисене, йăла-йĕркене хисеплеме пĕлнĕ. Çакă вара питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кирек епле ĕçе те хаклама вĕрентнĕ пире. Ман пата çӳрекен ачасене те çакнах хăнăхтаратăп. Воспитани тĕрĕс чухне республика та вăйлă, çĕршыв та çирĕп. Чăн та, нумай ĕç пурнăçлама тивет. Тĕрлĕ шайра иртекен фестиваль чылай. Тепĕр чухне уйăхра икĕ ăмăрту та йĕркелеме тивет. Нумаях пулмасть кăна-ха, нарăс уйăхĕн 25-26-мĕшĕсенче, тӳрех тăватă мероприяти ирттертĕмĕр. Республикăн, Шупашкар хулин чемпионачĕсем, «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн республика шайĕнчи турнир тата регионсен хушшинчи «Хыпар» фестиваль. Çакă питĕ пысăк ĕç. Килсе куракан, паллах, илеме кăна курать. Пĕтĕмпех тикĕс те кăлтăксăр ирттĕр тесе мĕн чухлĕ вăй хунине кашниех тавçăраймасть. Паллах, тĕрлĕ ĕç пурнăçлама тивет. Пуринчен ытла вара мана тренер тивĕçĕ киленĕç кӳрет. Чăннипех те манăн пурнăç çакă. 3 çулти ачасем килеççĕ те куç умĕнче пĕчĕккĕн çитĕнсе пыраççĕ. Юмахри пек — чĕпĕрен илемлĕ акăша çаврăнаççĕ вĕсем. Спорт мастерĕсем, чемпионсем, тĕрлĕ ăмăрту çĕнтерӳçисем çитĕнсе пыраççĕ. Ӳсĕм тума 4-шар, 5-шер сехет те ĕçлеме тивет, тепĕр чухне ытларах та. Кунашкаллисем пирĕнпе спортзалта пурăнаççĕ тесен те йăнăш мар. Вĕсенчен чăннипех те пултаруллă çынсем çитĕннине курсан чун савăнать. Çитĕнсе пынă май тĕрлĕ должноç йышăнаççĕ вĕсем, медицина ĕçченĕсем пулса тăраççĕ, тренер çулне суйлаççĕ, çар çыннисем Тăван çĕршыва чыслăн хӳтĕлеççĕ — вĕсем чăн-чăн этем пулса тăни пĕлтерĕшлĕ.

— Шанăçа тӳрре кăларманнисем те пулаççĕ-и?

— Темĕн чухлех. Паян — пушшех. Йывăрлăха чăтайманни кăна та мар ку. Çитĕнекен ăру тĕрлĕ гаджетра, телефонра, планшетра ларма кăмăллать. Хăйсене ниçта кайса кĕрейми сăн ӳкерме пуçлаççĕ — пурнăç хаклăхĕ урăхла. Паллах, кирлĕ япала та нумай интернет анлăшĕнче. Интереслĕ статьясем вуласа тавра курăма аталантарма май пур. Анчах та ачасем пачах урăх программăсемпе кăсăкланаççĕ вĕт. Çавăнпах суйласа илнисем кăна — çирĕп кăмăллисем, йывăрлăха чăтма пултаракансем — тăрса юлаççĕ. Спорт аэробикине йывăр тĕссен йышне кĕртмелле. Шухăшламалла кунта. Гимнастика, акробатика элеменчĕсене тума пĕлнисĕр пуçне хореографи туйăмĕ пулмалла, артист ăсталăхĕ те кирлĕ. Кашни номер, ăна пĕччен, иккĕн, виççĕн е ушкăнпа лартнине пăхмасăр, пĕчĕк спектакль пулмалла. Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ — пирĕн пата вăтам тупăшлă çемьесенче çитĕнекенсем çӳреççĕ. Ĕçченлĕхпе палăраççĕ вĕсем. Кунта тăрăшмалла кăна мар, çичĕ хут тар кăлармалла. Тепĕр чухне алă пĕр хусканăвĕпе кăна пилĕк сехет ĕçлеме тивет. Хăшне-пĕрне вара уйăхшар та вĕренме тивет. 7-ре те, 77-ре те…

— Спорт тата сывлăха çирĕплетекен аэробикăн федерацийĕ мĕнле ӳсĕмри миçе çынна пĕрлештерет паян?

— Чăн та, массăллă, сывлăха çирĕплетекен тĕссене те анлă саратпăр. Фестивальсем ирттеретпĕр. 3 çулти ачасенчен пуçласа 70-тен иртнисем пин ытла çын та хутшăнать унта. Спорт аэробикипе туслисен йышĕ вара самай пысăкрах. Тĕрлĕ флешмоб ирттернĕ май ашшĕ-амăшĕ те, кукашшĕсемпе кукамăшĕсем те ачасемпе юнашар тăраççĕ — кун пек чухне йыш тата пысăкрах. Чи кирли — эпир сывă пурнăç йĕркишĕн. Ăмăртусенче кĕçĕннисемпе пĕлех 50-ран, 60-тан, 70-тен иртнисен ушкăнĕсем пурри те хăпартлантарать. Эппин, эпир сывă пурнăç йĕркине пропагандăлани сая каймасть. Профессиллĕ шайра вара аэробика спортсменĕсем вăтамран 30 çулччен тытăнса тăраççĕ. Паянхи кун ку тĕлĕшпе республикăра чи ăста та чи вăйлă спортсмен — Алексей Германов. 28 çулта пулин те кăçал Раççей чемпионатĕнче пĕччен ăмăртса бронза медале, ушкăнпа икĕ хутчен «ылтăна» тивĕçрĕ.

— Проект хыççăн проект çырнипе те палăратăр.

— «Аэробика — пит çăмăл, 4-ран 90 таран», «Сывлăхлă пул — 100 çулччен пурăн» ятлăччĕ юлашки вăхăтра пурнăçланисем. Халĕ акă Çĕнĕ Шупашкарти Тĕкĕрç ращинче 80-ран иртнисемпе ĕçлеме пуçлатпăр. Проектсем малтан та пулнă. Вĕсен тĕп тĕллевĕ спорта аталантарасси мар, сывă пурнăç йĕркипе туслисен йышне ӳстересси. Спортсменсемпе тренерсен хушшинче те волонтерсем йышлă. Спорт аэробикипе ялсенче те кăсăкланни савăнтарать. Çĕмĕрле тăрăхĕ ку тĕлĕшпе уйрăмах хастар. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   ♦


Телей тени — мĕн тени?

Телейлĕ ачалăх… Мĕн тусан, мĕнле лару-тăрура, хăçан, кам çумĕнче ача хăйне телейлĕ туять? Аслисен мĕнле тӳпе хывмалла ачалăха? Çак ыйтусен хуравне шыракан хĕрарăмăн шухăш çăмхине кĕтмен çĕртен хыттăн янăраса кайнă телефон сасси татнă. Лини тепĕр вĕçĕнче пăлханчăк сасă илтĕнсе кайнă.

— Ывăлăм пирки пăшăрханатăп… — арçын, малалла мĕн каламаллине пĕлмесĕр-ши, пĕр тапхăр шăпланнă. Республикăри ача прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй та сăмах чĕнме васкаман — арçын шăпах Алевтина Федорова патне шăнкăравланă.

Пĕр тапхăртан çакă уçăмланнă — арçын хăйĕн çул çитмен ывăлĕ хĕрачана чуптунине ăнсăртран пĕлнĕ. Çухалса кайнă. Пĕр тесен, çакă пурнăç саккунне хирĕçлени тееймĕн. Халĕ ача садĕнчех «авланаççĕкачча тухаççĕ» те шăпăрлансем. Интернет самани… Телекурав та темĕн те çавăрттарать. Ача-пăча пĕтĕмпех курать-асăрхать вĕт. Вĕсен хăйсен йăлт тутанса пăхмалла. Анчах арçынна çапла калаймăн-çке… — Эсир ачăрпа юлашки хут хăçан юнашар ларса калаçнине ас тăватăр-и? — сăмахсене суйлама пуçланă Алевтина Николаевна. — Умра уяв — канмалли кунсене мĕнле ирттересшĕн? Вăт-вăт, ачăрпа, çемйĕрпе пĕрле ярăнма кайăр. Пулă тытма юрататăр-и? Ывăлăра та пĕрле илĕр. Каçхине чей пĕрле ĕçĕр е шашлăк ăшалăр… Çакăн евĕр шăнкăравсем уполномоченнăй патне кашни кунах мар та, анчах та тăтăшах килеççĕ. Пулăшу, тĕрев ыйтса, юлашки шанăçпа телефона алла илеттĕр хăшĕ-пĕри. Телее, республикăри ача прависене хӳтĕлекен патне шăнкăравласа вĕсем питех те тĕрĕс тăваççĕ. …Çул çитмен хĕрачан, хăйĕн варĕнче чун тĕвĕленнине пĕлсен, канашламалли çын çумра никам та пулман. Ашшĕ те, амăшĕ те юнашар мар. Пулас ашшĕпе вара вăл интернет урлă паллашнă. Юрату вăййи мĕнле çимĕçпе вĕçленессе, ахăртнех, çамрăкскер шухăшламан та пулĕ. Юрать-ха информаци стенчĕ çинче уполномоченнăй телефонне асăрханă. Çакăнтан пуçланнă та çуралма та ĕлкĕреймен çĕнĕ чуншăн кĕрешӳ. — Нумай асаплантăмăр, — йăл кулăпа аса илет халĕ иртнине Алевтина Николаевна. — Темĕн витĕр те тухма тиврĕ. Темĕн те чăтрăмăр пĕрле. Иксĕмĕр юнашар ларса макăрни те пулнă. Халĕ вăл — тĕслĕх шайĕнчи амăшĕ. Шкулта вĕренĕве малалла тăсать, лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать. Малашлăх пирки ĕмĕтленет. Кăмăллă тепĕр пулăм — унăн амăшĕ те халĕ хĕрĕ çумĕнче. Аслă çулти хĕрарăма мухтас килет. Ăна пурнăç хуçнă-авнă — халĕ хĕрарăм çĕнĕрен пурăнма вĕренсе пырать. Хĕрĕпе мăнукĕшĕн вăл шанчăклă тĕрев пулатех. Çамрăк амăшĕ-и? «Эсир манăн çул çинче тĕл пулнăшăн турра тав тăватăп», — терĕ вăл. Уполномоченнăй аппаратне ачасенчен, ашшĕ-амăшĕнчен çыру та нумай килет. Кашнин историйĕпех тĕплĕн паллашаççĕ. Çапах та инкек сиксе тухиччен ăна асăрхаттармалла — çак принципа тĕпе хурса ĕçлеççĕ кунта. Çавăнпах профилактика мероприятийĕ нумай ирттереççĕ. Çавăн пекех Раççей шайĕпе Ĕç карттине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе, вăл, паллах, ача правине хӳтĕлессипе çыхăннă, тăрăшаççĕ. Ку енĕпе Чăваш Республикинчи Ача прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй аппарачĕ çĕршыври чи лайăх пилĕк регион йышне кĕнĕ. Кăçал республикăра Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ иртет. Çавăнпах Алевтина Федорова ашшĕ-амăшĕпе ытларах калаçмалли çине пусăм тăвать. — Пепкесемшĕн çапах та тĕп вырăнта укçа-тенкĕ мар, чи çывăх çыннисемпе пĕрле пуласси. Çав вăхăтрах ашшĕамăшĕ пĕрне пĕри хисепленине курас килет ачасен. Çамрăксемпе нумай тĕл пулса калаçатпăр. Ачасен общество канашĕ пур ман çумра. Кашни муниципалитетрах унăн представителĕ пур. Ĕç планне шăпах вĕсемпе канашласа палăртатпăр. Нумаях пулмасть ачасене анкета ыйтăвĕсене хуравлама ыйтрăмăр. Республикăри икĕ пин ытларах ача хутшăнчĕ унта. «Эсир хăçан хăвăра телейлĕ туятăр?» ыйтăва пурте пĕр саслăн тенĕ пек хуравларĕç — çемьере килĕшӳ хуçалансан тата атте-анне çумра пулсан. Çавăнпа та манăн аслисене калас килет — хамăр, аслисем, мăшăрсемпе шăкăл-шăкăл калаçни, ачасен ыйтăвĕсене пĕлсе пурăнни кирлĕ шăпăрлансене. Эпĕ ĕмĕр тăршшĕпех ачасемпе ĕçлетĕп. Малтан шкулта, унтан вĕрентӳ министерствинче, халĕ кунта… Яланах çапла ыйтатăп: пирĕн ачан пуласлăхĕ, телейĕ камран килет? Ашшĕ-амăшĕнчен. Çемьере тĕрĕс воспитани параççĕ пулсан — ун пек килйышра ача хăйне телейлĕ туять, анчах — ашшĕ-амăшĕ çумĕнче кăна. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

♦   ♦   


Тĕрĕ ăстисем

Пинпӳ майрин пин саплăк, çĕрпӳ майрин çĕр саплăк тет чăваш. Вонпӳ, çĕрпӳ, пинпӳ, ĕмпӳ сăмахсем авалтанах пыраççĕ. Халăхран парăм пухма уйăрса лартнă çынсем пулнă вĕсем.

«Ваттисем каланă тăрăх, малтан çак вырăна вонпӳ килсе ларнă. Çавăнтан пуçланса кайнă та ял ячĕ\— Вонпӳкасси. Чиркӳ лартнă хыççăн чиркӳллĕ\ял теме пуçланă», — тесе каласа панă В.Троицкий шкулта вĕренекен ачасене. В.Троицкий ХIХ ĕмĕр вĕçĕнче çуралнă. Чиркӳре регент пулса ĕçленĕ, шкулта та вĕрентнĕ. Йывăç чиркӳ çумне кирпĕчрен çĕннине 1907 çулта тума пуçланă. Ăна çĕклеме пуçланă Самар вырăсĕсем чиркӳ купалама ял тăрăх чăх çăмартисем пуçтарса çӳренĕ. 1917-20 çулсенче шкулта вĕреннĕ Мария Семенова каласа панинчен. «Валентин Троицкий пире тăтăшах чиркĕве юрлама илсе каятчĕ.\Унта питĕ\илемлĕччĕ, мана килĕшетчĕ. Аппа Агриппина та унта юрлатчĕ. 1896 çулта çуралнăскер йывăç чиркӳ çил вĕрнипе силленсе чĕриклетсе ларни çинчен каласа паратчĕ. Пирĕн асатте Кузьма Федорович çав йывăç чиркӳре мытарь пулса ĕçленĕ, çынсенчен укçа пуçтарнă. Вырăс чĕлхи вĕрентекен Василий Васильевич манран: «Плуг чăвашла мĕнле пулать?» — тесе ыйтрĕ. Эпĕ\тăратăп. Пĕлместĕп. Ака пуçĕ тени пулнă вăл. Эпĕ лайăх илтмен. «Така пуçĕ», — тесе ятăм. Ачасем кулаççĕ. Эпĕ ним ăнланмасăр тăратăп. Тепĕр хут каларĕ\вара Василий Васильевич. Çакăн пек кулăшла самантсене эпĕ Микулая каласа параттăм. Вăл вĕсене çырса пыратчĕ. Каярах пĕчĕк пьесăсем çырма пуçларĕ. Çамрăксене пуçтарса спектакльсем лартатчĕ. Пĕррехинче çыравçăсен сћездне кайрĕ те Айзман хушма ят тупса килчĕ. Унăн ашшĕпе манăн атте — пĕртăвансем. Тăваттăмĕш класс хыççăн эпĕ малалла вĕренме каясшăнччĕ. Анчах май пулмарĕ. 1921 çулта артеле тĕрĕ\тĕрлеме кĕтĕм. Артель пире выçлăхран хăтарса хăварчĕ. Тĕрленĕшĕн çăнăх паратчĕç. Кашни килте тенĕ\пекех тĕрлетчĕç». Артеле пуçарса яракан А.Матькова каласа панинчен. «Пирĕн Алькеш ялĕ çумĕнче «Кустарничество» пĕрлешӳ пурччĕ. Унта шашка-шахмат, пукан тунă, чăпта çапнă… Кайран вĕсене хупса хучĕç. Манăн шăллăм Константин, унта ĕçленĕскер, нимсĕр-мĕнсĕр тăрса юлчĕ. Эпĕ\вара ăна хĕрхеннĕрен союза /Чăвашпромсоюз/ Василий Васильевич патне кайрăм. Çемьене пулăшма ĕç те тупрăм: шурă пирпе çип илсе килтĕм союзран. Çипне сухан тата юман хуппипе сăрларăм та ялти пĕр ултă-çичĕ çынна тĕрлеме салатса тухрăм. Тĕррисене хамах шухăшласа тупаттăм. Хăш чух пĕр кун та иртсе каятчĕ шухăшласа тупиччен. Леçме хулана пĕчченех каяттăм. Союза кайса панишĕн мана кашниех 50 пус паратчĕ. Пĕррехинче вĕсем хушшинче тавлашу пуçланса кайнă та артель уçма хушрĕç. Эпĕ тĕрĕ йăтса çӳренинчен пуçланса кайрĕ те артель. Унта халĕ\те эпĕ шухăшласа тупнă тĕрĕсемех». /1975/. Артель уçăлсан В.Троицкий унта инструктор-снабженец пулса\ĕçлеме кĕрет. Агафья Матьковăпа пĕрле вĕсем алла-аллăн ĕçлеççĕ. Агафья Константиновна тĕрĕ эрешĕсене туса парать, мĕнле тĕрлемеллине кăтартать, паха сĕнӳсем парать. Валентин Васильевич тĕрлеттерет, ĕçе йĕркелесе пырать, каярах тĕрлекенсен ăсталăхне ӳстерме курссем те уçать. Малтан артель «Токарь и игла» ятлă пулнă. 1923 çулта — «Кустарь-художник». 1929 çулта — «Паха тĕрĕ». 1923 çулта Валентин Троицкий ăста ĕçлекенсене ВДНХна илсе каять. Елизавета Никитична, Агриппина Семеновна, Мария Семеновна тата ыттисем тĕрлемеллисене, Константин Константинович хăй ăсталанă токарь станокне илсе каять. Кавир тĕртекен Лука Ильич хăйĕн икĕ\ енĕ\ те пĕрешкел кавирне илет. «Унта эпир кашниех хамăр ĕçе кăтартрăмăр. Пысăк театрта «Линкка-линкка авкаланма» тата ытти чăваш халăх юррине те янраттартăмăр. Пире курма М.И.Калинин та пынăччĕ. Ленин чирлĕ терĕç. Мускавра тата ытти çĕре те юрлама илсе çӳрерĕ пире Валентин Васильевич. Кĕвĕ калама Агафья Константиновнăн мучăшĕ\Матьки пынăччĕ. Унăн куçĕ курмастчĕ. Вăл сĕм суккăрччĕ. Анчах хут купăс ăста каласа пурне те тĕлĕнтерчĕ. Вăл хитре кĕвĕ каланине кинопленка çине те ӳкерсе илчĕç. Пире Мускавра лайăх йышăнчĕç, дипломсем пачĕç». /М.Семенова, 1968/. 1923 çултах ял канашĕнче\ĕçлекенсемпе артелĕн пĕрлешӳллĕ\пухăвĕ иртет. Унта артель уставне йышăнаççĕ. Фабрикăн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ, унта хĕрĕх виçĕ çула яхăн ĕçленĕ\Т.Матвеева каласа панинчен. «Артеле эпĕ\1931 çулта кайма пуçланă. Пирĕн апай М.Семенова унта виççĕмĕш хутра тĕрĕ тĕрлесе ларатчĕ. Вĕсене тĕрлеттерекен В.Троицкий те унтахчĕ. Вăл яштака кĕлеткеллĕ, çырă çӳçлĕ, хитре арçынччĕ. Манпа йăваш калаçатчĕ. Аттепе апай пĕрне-пĕри хисеплетчĕç. «Эс\тĕрле, яшкине хамах пĕçеретĕп», – тетчĕ\ атте. Апая вăл Марья Семеновна тесе чĕнетчĕ. Атте М.Алексеев артель япалисене лашапа промсоюза турттаратчĕ. Пекарня валли çăнăх миххисем илсе килетчĕ. Пĕр кун тĕрленĕшĕн 1 килограмм çăкăр панă. Микита çăкăр пĕçеретчĕ. Терентти ăна пулăшса тăратчĕ. Çавра çăкăр пысăкчĕ, 3 килограмм таятчĕ. Кĕркури çăкăра ĕçлекенсене касса паратчĕ. Артель çурчĕн пĕрремĕш хутĕнче кавир тĕртнĕ. Иккĕмĕш хутра пукансем тунă. Çав хутрах атă-пушмак çĕленĕ. Виççĕмĕш хута чупса хăпарса каяттăм апай патне. Унта тĕрĕ тĕрленĕ, çĕленĕ. <...>

Çырса илекенĕ Роза КУДРЯШОВА. Шупашкар округĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.