«Чăваш хĕрарăмĕ» 9 (1239) № 10.03.2022

10 Пуш, 2022

«Эсĕ манăн ачалăха сăнланă»

1997 çулта тăмран илемлĕ япаласем ăсталакан Валентина Поповăна Чăваш наци музейĕ хăйсем патĕнче курав уçма сĕнет. Тĕрлĕ вак-тĕвек сувенирсем кăна мар, самай пысăк композицисем витринăра вырăн тупаççĕ. Купăсçă сăнарĕ-и, ялти кĕтӳ-и, ачине пăхакан амăшĕ-и — кашни скульптурăра — чун ăшши. Çакна килен-çӳрен асăрхамасть-и вара? Музей ĕçченĕсенчен «Валентина, санăн ĕçӳ Америкăна çул тытрĕ» е «Хальхинче Францие вĕçрĕ» тенине илтмессерен ӳнер анлăшĕнче харпăр йĕрне шыракан çын еплерех хĕпĕртенине хăй кăна пĕлет. Шухăшланă тăрăх, вăл ăсталанă япала нумай çĕршыва çитнĕ. Етĕрне тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ ӳнерçĕ Республика кунĕнче хăнăхнă йăлапа иртекен «Руç ăстисем» конкурса 7 хутчен хутшăнса кашнинчех малти вырăна йышăнни ахальтен мар паллах: пур унра çут çанталăк панă, хăй туптанă тарăн пултарулăх.

«Попович генерал» хĕрĕ

— Ачалăхăм Етĕрне районĕнчи Вăрманкас Асламасра иртрĕ. Ялсенче халăх йышлăн та туслăн пурăннă вăхăтра, тăван кĕтес сĕтекĕпе çитĕнтĕмĕр. Урамĕпе 30-40 шăпăрлан — пурте пĕрле выляттăмăр. Çемьере — пилĕк ача, тăватă хĕрпе пĕр ывăл. Атте Иван Николаевич Ирçе ялĕнчи артельре кирпĕч çапма вĕреннĕскер хамăр ялти заводра çур ĕмĕр ĕçлерĕ. Асламассен строительство хатĕрĕ таçта та саланатчĕ — пахалăхĕ çӳллĕ шайра пулнă унăн. Тăмран кӳлепесем ăсталасси, ахăртнех, ача чухне вăраннă туртăм. Атте патне каяттăмăр та ĕçе — тăмран кукăль, çăкăр янтăласа айкашаттăмăр. Хăма çурнă çĕрте те тăрăшрĕ вăл пĕр хушă. Мĕн чухлĕ йывăçран мĕнле хăма миçе тухассине тĕлĕнмелле тĕрĕс чухлатчĕ. Алли ăстаччĕ тата унăн: карçинкка çыхатчĕ, пӳрте кантăк эрешĕсемпе, карнис тĕррисемпе мĕн тĕрлĕ кăна илемлетместчĕ-ши! Çĕнĕ йăва çавăракансем ăна саккас паратчĕç. Музыкăна ăнланаканскерччĕ. Кĕвĕ нумай инструменчĕпе хитре калатчĕ. Ăна ялта «Попович генерал» тетчĕç. Ăслă пулнăран çапла каланă-ши: шкулта ăна виççĕмĕш класран тӳрех пиллĕкмĕшне куçарнă.

Анне Антонина Афанасьевна атте купăс-баян каланă май юрлатчĕ. Ĕçкĕ-çикĕре унăн янăравлă сасси ялăн тепĕр вĕçне илтĕнсе тăратчĕ. Çывăх çыннăмсем никампа вăрçса курман, килте те ятлаçман. Хамăра кӳрентерес пулсан та тавăрас шухăшпа аташма хушмастчĕç. «Çын куççулĕ çĕре ӳкмест вăл», — тетчĕ анне.

Юрлама пурте юрататпăр. Йăмăксенчен пĕри Калерия Муркаш районĕнче пултарулăх икĕ коллективне ертсе пырать, шкулта музыка вĕрентет. Аппа Зоя та купăс аван калать. Совхозра чылай çул хастар ĕçленĕ хыççăн ăна хисеплесе купăс парнеленĕччĕ — питĕ хытă хĕпĕртенĕччĕ вăл, — Валентина Ивановнăпа çывăхрах паллашма пуçларăмăр.

Шкул саккипе сыв пуллашнă хыççăн Валя Попова Шупашкарта ача садĕнче ĕçлеме пуçланă, пĕр вăхăтрах педучилищĕре куçăн мар майпа вĕреннĕ. Хăй каланă тăрăх, тăмпа аппаланас тĕп тапхăр шăпах професси пĕлĕвĕ паракан шкулта пуçланă.

— Пĕррехинче «Кӳлепесем ăсталасси» предметпа киле ĕç пачĕç. 14 темăран пĕрне суйласа илмелле. Эпĕ пакша ăсталас тесе шухăшларăм. Çак чĕр чуна ӳкернĕ открыткăсем туянтăм, журналсенче ӳкерчĕксем тупрăм. Тăмран кӳлепине турăм, çиелтен сăрларăм. Аквареле çăмарта саррипе хутăш-тарсан сăрă лайăх ларать, йăлтăртатать. Çапла пакша аванах хитре «пиçсе тухрĕ». Кайса патăм хайхискере. Хама мĕнле паллă лартассине пĕлмерĕм-ха. Сесси пуçланчĕ, вĕренме çӳретпĕр. Хайхи кӳлепесем ăсталас ĕç пӳлĕмĕнче ларатпăр. Тăхтавра студентсен ăнăçлă ĕçĕсене тĕслĕх вырăнне упракан шкап енне куçа ывăтрăм. Тĕлĕнсе-киленсе ларатăп. Унччен те пулмарĕ — пĕр сентре çинче хамăн пакшана курах кайрăм. Хĕпĕртенĕскер хĕр тусăмсене те кăтартрăм. Çав кун вĕренӳрен пушансан хулари Протопопиха шывĕ хĕррине антăм та хутаçа нӳрĕрех тăм тултартăм. Çапла Дымково майрине ăсталарăм. Сарлака шлепке «тăхăнтартрăм» ăна, ун çине страусăнне аса илтерекен хур-кăвакалăн лапсака тĕкне лартрăм. Ман ĕçе ача садĕнче шутсăр килĕштерчĕç. Ертӳçĕ Надежда Федосеева тӳрех курава лартрĕ. Çакнашкал хакланипе хавхалантăм пулас — чĕр чунсем, теттесем ăсталама пуçларăм. Майĕпен ачасемпе заняти ирттерме меллĕ пурлăх пуянлансах пычĕ, — Валентина Ивановна хăйĕн ĕçне юратни сисĕнет. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   


Халăх пĕлĕвĕ — пуянлăх

Çуркуннехи тапхăра, тĕнчере мĕнле-тĕр пăлхав иртнине пăхмасăр, кирек кам та çĕкленӳллĕ кăмăлпа кĕтнĕн туйăнать. Тумла юхать-и, йывăçсен сĕткенпе тулакан папки сывлăша ырă шăршă сапалать-и, курак хăй кăнтăртан çитнине систерсе кранклатать-и — çакă пĕтĕмпех чĕрере хавхалану çуратать. Çакнашкал туйăм тыткăнĕнче чылайăшĕ çуркуннене календарьти кăмăл-туйăма пуринчен ытла çĕклекен вăхăт пек хаклама та пулать-и тен? Йăхташсем авал Çĕнĕ çула çуркунне паллă тунă. Пуç тавра шухăшласа пăхсан çакă питех те вырăнлă, тĕрĕс пулнă пек туйăнать.

Календарь тенĕрен, ăслă çак япалана çынсем çут çанталăка сăнаса 6 пин çул каяллах шухăш-ласа кăларни, унпа усă курни паллă. Пирĕн йăхташсем ăс-тăн, сăнав тĕлĕшпе ытти халăхран кая пулманнине вĕсем ĕлĕкех «Чăваш халăх календарĕ» никĕслени çирĕплетет. Мĕнлерех вăл, çулталăк çаврăнăшне мĕне тĕпе хурса хатĕрленĕскер? Çакна хальхи вăхăтра, пытармăпăр, çитĕннисенчен те чылайăшĕ пĕлмеççĕ. Çамрăк ăру вара — пушшех.

Ăруран ăрăва куçса пымалли ăс-тăн еткерлĕхне çухатмалла мар. Телее, çакна Чăваш Енри пĕлӳ, культура учрежденийĕсем, тавра пĕлӳ пĕрлешĕвĕсем асра тытни сисĕнет. Сăмахран, Республикăри ача-пăчапа çамрăксен библиотекинче пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ «Çамрăк тавра пĕлӳçĕ» клубăн черетлĕ занятине чăвашсем авал усă курнă календарьсене халалланă. Шупашкарти 28-мĕш шкулта 9-мĕш класра вĕренекенсем вулавăш ĕçченĕ Татьяна Захарова хатĕрленĕ презентаципе тимлĕн паллашнă. Хĕвел, Уйăх тата Хĕвелпе Уйăх календарĕсем пуррине пĕлнĕ-ши вĕсем хальччен? Чăвашсем çулталăка çуркуннерен пуçлани, ăна ял хуçалăх ĕçĕсемпе çыхăнтарса йĕркелени çинчен илтнĕ-ши тата? Ахăртнех, чăвашсен календарĕнче виçĕ çулта пĕр хутчен 13 уйăх тухни чылайăшне тĕлĕнтернĕ. «Ытлашши» пĕр тапхăрлă çулсенче кăрлач тата мăн кăрлач уйăхĕсем пулни те, чăннипех, кăсăклантарнă-тăр. Ас тăвасса, И.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕрсен преподаватель кун пирки каласа панине эпир, пĕрремĕш курс студенчĕсем, çăвар карсах итленĕччĕ.

Наци календарĕ çинчен сăмах хускатнă май çакна палăртмалла: унра халăхăн тĕрлĕ хутлăхри пĕлĕвĕ палăрать. Математикăна, историе, астрономие, географие, çĕр ĕçне, медицинăна чухламасăр кăткăс çав япалана йĕркелеймен пулĕччĕ йăх- несĕлĕмĕр. Вăл чăннипех ăслăлăх пуянлăхĕпе танлашнине хальхи вăхăтри ăсчахсем те палăртаççĕ.

Ĕмĕрсем иртсе пынă май халăхăн пурнăçĕ те, тавра курăмĕ те, культури те улшăнса пырать. Хальхи вăхăтра пирĕн çĕршыв Григориан календарĕпе пурăнать. Ăна 1918 çулта çирĕплетнĕ. Çавăнтанпа çĕршыври тĕрлĕ халăх вăхăта пĕр йĕркепе шутлать. Апла пулин те историе упрас тĕллевпе халăхăмăрăн авалхи календарьне те манас марччĕ. Вăл та — пирĕн несĕл культурине кăтартакан «палăк»-çке. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Хĕрÿ артистка пулатех»

«Юлташ хĕрсемпе пĕрле спектакльсем кăтартма юрататтăмăр. Пахча хыçĕнче шыв башни вырнаçтарнăччĕ. Çав лапама уçă тӳпе айĕнчи театра çавăрнăччĕ эпир. Тутăрсенчен чаршав ăсталанăччĕ. Куракансене пухаттăмăр. Пирĕн пултарулăха ял-йыш хак паратчĕ. Хамăра, пĕчĕк пулнине пăхмасăр, артист вырăнĕнче туяттăмăр. Е тепĕр самантра манекещицăсене евĕрлесе ватти-вĕттине мода тĕнчине çавăтса кĕртеттĕмĕр», — Канаш районĕнчи Кивĕ Шелттемре иртнĕ ачалăха таврăнать ЧР тава тивĕçлĕ артистки Татьяна Зайцева-Ильина.

Аса илӳ çăмхине сӳтнĕ май ашшĕн Алексей Зайцевăн юмахĕсене палăртмасăр иртмерĕ вăл. Унăн ĕçĕсемпе шкулти пуканеçĕсен кружокĕнче спектакльсем хатĕрленĕ. 5-10 минут тăсăлакан юмахсене клубра кăтартнă. Хăш чухне халăх пухăнса çитиччен спектакль вĕçленнĕ те. Унтан ачасем концерт программипе куракансен кăмăлне тупнă. Сăмах май, Çамрăксен театрĕ Алексей Зайцевăн пьесисем тăрăх «Мăкăньăм, чунăм, савниçĕм, е Каснă чĕлĕ çыпăçмасть», «Çунатлисем ӳкмеççĕ», «Пĕртăвансем» спектакльсем лартнă.

Çăкăр пĕçернĕ

Канаш районĕн 3 хĕрĕ, çак йышра Татьяна Зайцева та, 7-мĕш класс хыççăн Герман Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейне тухса кайнă. Йĕрке тăрăх, пĕлӳ çуртне çав ӳсĕмрисене йышăнман. Пултаруллă ачасемшĕн чăрмав пур-и вара? Татьяна Зайцева, сăмахран, ӳкерес ăсталăхĕпе вĕрентекенсене тыткăнланă.

Çамрăксем килшĕн тунсăхланă. Кашни эрнере яла çӳренĕ. «Каллех килтĕн-и?» — пăшăрханса кĕтсе илнĕ амăшĕ. «Манăн сире курас килмест-и?» — куççульне чарайман хĕрĕ.
Шкулта пĕрле вĕреннĕ каччăсем хĕрсем валли класра партăсем лартса хунă ĕнтĕ. Вĕсем тантăшĕсем яла таврăнма ĕмĕтленнине сиснĕ пулинех.

Татьяна Зайцевăпа пĕрле килнĕ хĕрсем уйăхранах каялла таврăннă. Пĕччен юлсан уйрăмах тунсăх пуснă ăна. «Эпĕ кайса янă, эсĕ илсе кил», — чунне хытарса арăмне хушнă мăшăрĕ. Тăрăшуллă хĕре лицейрен киле ярасшăн пулман. Ӳкĕтлесе те пăхнă. «Ĕне хӳри пăрма каях эппин», — ĕç тухманнине кура çапла çавăрса хунă. Çунат хушса яла каякан хĕр çакăншăн пĕр чĕптĕм те кӳренмен.

Çуркунне шкула кайма тухсан пĕр арçынна тĕл пулать вăл. «Алексей Зайцев ăçта пурăнать-ши?» — кăсăкланать хăна. Татьяна хăйĕнпе паллаштарса çул кăтартса ярать ăна. Киле таврăнсан тин çав çын РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ Геннадий Терентьев пулнине пĕлет. Вăл Алексей Зайцевпа туслашнă. «Хĕрӳ артистка пулатех», — малашлăха тинкерсе каланă сцена ăсти. Геннадий Терентьев хăнана килсен ашшĕ купăс каланине аса илет Татьяна.

Çапах Геннадий Терентьевич тусĕн хĕрне артист çулне суйлама сĕнмен. Çакна гастроль вăраха тăсăлнипе, çав вăхăта çемьерен уйрăм пурăнма тивнипе çыхăнтарнă. Тепĕр тесен, Татьяна Зайцева хăй те артиста вĕренме ăнтăлман. Çапах шăпа ăна театрах илсе çитернĕ.

Конкурс витĕр ăнăçлă тухнăскерне Мускава артиста вĕренме каякан чăваш студенчĕсен йышне кĕртнĕ. Анчах... Татьяна Зайцева шухăшне улăштарса яла таврăннă. Хĕр-тантăшĕсемпе пĕрле Ухтана тухса кайнă. Унта пекарньăра ĕçленĕ. Пĕррехинче çăкăр пĕçерекенсем патне журналистсем пырса тухнă. Хĕрсен ĕмĕт-тĕллевĕ тавра сăмах пуçарнă. Ахăртех, Татьяна Зайцева мастера вĕренме шухăш тытнине илтесшĕн пулнă вĕсем. Чăваш хĕрĕ артисткăна вырнаçма ĕмĕтленнине пытарман.

Çулталăкран Чăваш Ене таврăнсан тантăшĕпе пĕр шухăшлă пулса Улатăрти техникума юриста вĕренме кайнă. «Общежитире сăрă шăрши сарăлнăччĕ. Пӳлĕмри чӳречерен курăнакан тĕксĕм тĕнче чуна пăлхатрĕ, çӳçентерчĕ», — иртнине куçĕ умне кăларать вăл. Çапах юриста вĕренме пӳрмен ăна. Хĕрсем документсене илсе техникумпа сыв пуллашнă.

Шупашкара килсен Юхма Мишши ертсе пыракан чăвашсен культура центрне ĕçе вырнаçнă. Спектакльсем лартнă.

Конкурса черетлĕ хут хутшăнниех артиста вĕренес туртăм çирĕпленсе йăл илнине кăтартать. Çапах Санкт-Петербургри театр ӳнерĕн академине тухса кайиччен каллех иккĕленӳ çуралнă: тĕрĕс çулах суйлать-и вăл? «Ăçта та пулсан вĕренмеллех», — тинех çакнашкал шухăш тытнă хĕр. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.