«Чăваш хĕрарăмĕ» 50 (1227) № 23.12.2021

23 Раштав, 2021

Тăманлă Выçли хĕрĕ

Ача çулĕсенче ирхи ăшă тĕлĕкĕнче те тĕлленмен пулĕ Вера çитĕнсен Çĕпĕр çĕрне çитсе унта тĕпленсе пурăнасса. Мĕнех тăвăн, чылай чухне хамăр мар, шăпамăр пирĕнпе хуçаланать. Омск тăрăхĕнче 30 çул ĕçленĕ çак тĕлĕнмелле хĕрарăмăн ачалăхне куç умне кăларар-ха.

Комсомольски районĕнчи Тăманлă Выçлире çуралнă Вера Краснова. Ылтăн кĕркунне, ĕççи тапхăрĕнчи авăн уйăхĕн 9-мĕш кунĕнче, çут тĕнчене килнĕ вăл. Турри ăна ĕçченлĕхпе тараватлăхне туллин парнеленĕ.

Ашшĕпе амăшĕ, Василий Ефимовичпа Антонина Николаевна, пĕр вĕçĕмсĕр колхозра вăй хунăскерсем, ачасене питĕ юратнă. Вун пĕрĕн çитĕннĕ вĕсем йышлă çемьере. Пĕр-пĕрне курса ĕçе хăнăхнă. Ара, мĕнле шăллĕ-йăмăкĕн пиччĕш-аппăшĕнчен кая юлас килтĕр? Юрла-юрла кашнийĕшĕ хăйĕн вырăнĕнче тăрăшнă.

— Ушкăнпа ĕçлеме кăмăллаттăмăр. Çурт хыçĕнчи çĕр улми анине çур кун хушшинчех çум курăкран иртсе тап-таса тунинчен кӳршĕсем те тĕлĕнетчĕç, — аса илет çав çулсене Вера Васильевна.

Вăхăт çитсен хĕрача ялти вăтам шкулта вĕренме пуçлать. Мĕнле ăмсанса пăхнă пулĕ кĕçĕннисем сумка çакнă аппăшĕ ирсерен шкул еннелле утнине курса? Уроксем хыççăн вĕреннине каласа пама йăлăннă. Çапла шкулла вылясси йăлана кĕнĕ. Тен, çак самантсенче тĕвĕленнĕ те пулĕ Вера чунĕнче вĕрентекен пулас ĕмĕт.

Хăш предмета мала хурасси вара физикăпа пĕлӳ паракан Николай Потаповран куçнă. Темăсене ăнланмалла чĕлхепе сăнарлăн каласа кăтартнине, йывăр ыйтусене ушкăнпа тишкерсе хуравне тупса хак панине Вера Васильевна паянхи кун та манмасть. 1980 çулта вăтам шкула лайăх паллăсемпе вĕçленĕ хыççăн Вера Краснова пĕр иккĕленмесĕрех Шупашкарти И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕрет. Сăмах май, Нинăпа Надя пĕртăванĕсем те учитель профессине кăмăлласа И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлӳ илнĕ. Çемьери ытти ача та хăйсене килĕшекен специальноçсем тупнă. Вĕсен йышĕнче — строительсем, энергетик, газовиксем, механик-водитель… — пурте чăваш çĕрĕнче тĕпленсе вăй хураççĕ.

Верăпа пĕрле шкулта пултаруллă ачасем вĕреннĕ. Пилĕк тантăшĕ аслă шкулта ăс пухма вăй çитернĕ. Ялта тарăн пĕлӳ илни В.Красновăна хăй суйланă факультетра лайăх вĕренсе диплом илме май панă. Ачаран спортпа туслă пулнипе тата общество ĕçне хастар хутшăннипе Тăманлă Выçли хĕрĕ институтра хăй çинчен ырă ят хăварнă.

Алла диплом илсен Вера Красновăна аякри Омск тăрăхне ĕçе вырнаçма хут параççĕ. Шăп 36 çул каялла, 1985 çулхи авăн уйăхĕнче, Вера Васильевна пĕрремĕш хут унти вăтам шкул алăкне уçать. Çакăнтан пуçланать уншăн яваплă та интереслĕ ĕç. Ачасен умĕнче хисеп çĕнсе илме предметсене тарăн пĕлни, вĕренекенсемпе хăвăрт туслашма пултарни, вĕсене çепĕç чĕлхепе, тараватлăхĕпе тыткăна илни тата, паллах, çамрăклăхĕ пулăшнă. Вăхăт иртнĕçемĕн физикăпа математика кружокĕсене çӳрекенсен йышĕ пысăкланать, вĕсем хулари олимпиадăсенче сумлă вырăнсем йышăнма пуçлаççĕ. Вĕренекенĕсемпе пĕрле спортăн тĕрлĕ ăмăртăвне хутшăнни ачасемпе çывăхрах туслашма çул уçать.

Шкулти ĕç кунĕсем хăйсен йĕрĕпе çул хыççăн çул малалла куçаççĕ. Вера пурнăçĕнче те улшăну пулса иртет. Сăвăçсем калашле, юрату асамĕ чăвашра çеç мар, кирлех пулсан аякри уçлăхра та хăй çинчен аса илтерет, тыткăна илет. Вера Краснова та Омск каччипе Леонид Евстигнеевпа тĕл пулать. Туслăх часах юратăва куçать. 1987 çулта çĕнĕ çемье чăмăртанать, кăштахран хĕр пĕрчи Антонида çуралать. Кăмăла каякан ĕç, килĕштерсе пурăнакан çемье, вун-вун çул хушшинче çывăхланнă ула, йышлă тус-юлташ, коллективри хисеп — телейлисен йышĕнче курма тата мĕн кирлĕ?

«Турри парать, шуйттанĕ туртса илет» тени тĕрĕсех пулĕ çав. Кĕтмен çĕртен Верăпа Антонида телейĕ хăрах çунатлă кайăка çаврăнать. Водительте ĕçленĕ кил хуçи çывăх çыннисенчен вăхăтсăр уйрăлать. Упăшки юнашар пулсан Верăн пурнăçĕ Çĕпĕр çĕрĕ çинчех ĕмĕрленетчĕ те… <...>

Илья ЖУРАВЛЕВ.

♦   ♦   


Ял туризмĕ мĕнпе илĕртет?

Ача чухне Юграра пурăннă Аня аслă пĕлӳ Чулхулара илнĕ. Вĕренсе тухсан пысăк çак хуларах ĕçлеме тытăннă. Пулас мăшăрĕпе паллашсан шăпа ăна Чăваш Ене илсе çитернĕ. Шăпах пирĕн тăрăхра килти чĕр чунсене - ĕнене, сурăха, качакана - пуçласа курнине, тин суса илнĕ сĕте пирвайхи хут кунта ĕçнине асра тытать çамрăк хĕрарăм. Хăйĕншĕн ялти пурнăç чăн-чăн экзотика вырăнĕнче пулнăран мегаполисра пурăнакансемшĕн вăл чăннипех кăсăклă тесе шухăшлать.

Юлашки вăхăтра çĕршывра агротуризма аталантарасшăн тăрăшни сисĕнет. Ахальтен мар Раççей Патшалăх Думинче кăçал çĕртме уйăхĕнче саккун та йышăнчĕç кун пирки. Фермерсене хăйсем туса илекен апат-çимĕçе сутса тупăш курма та, пысăк хуласенче тĕпленнĕ çынсене вăхăтлăха ялти пурнăçпа кун кунлама та май парассипе илĕртӳллĕ çакăн евĕр туризм. Канаш районĕнче, тĕслĕхрен, хитре вырăн чылай. Сухайкасси тăрăхĕнче Сергей Прокопьев хресченсен пурнăçĕн ырлăхне туйса курмашкăн самай хăтлă кĕтес йĕркеленĕ. Килти чĕр чуна, кайăк-кĕшĕке курса киленме те, апатлантармашкăн пулăшма та май пур кунта. Пĕвере пулă тытас килет тĕк — тархасшăн. Хĕллехи вăхăтра чăваш ялĕнче мĕн тума пулать-ха? Çут çанталăк ытамĕнче йĕлтĕр-коньки сырса ярăнма, Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне илемлетнĕ йăлтăр-ялтăр хунарсен асамĕпе киленме, камин умĕнче вутă еплерех çуннине сăнама… Турист кăмăлне çĕклемешкĕн меслетне тупатех ӳркенмен хресчен çемйи. Мал ĕмĕтлĕ кил хуçи каланă тăрăх, хăнасем тĕрлĕ çĕртен килеççĕ. Ют çĕршывран та, Германирен, çитсе курнă. Дюссельдорф çыннисем килĕштернĕ вырăна татах килесшĕн-мĕн.

2014 çулта Чăваш Енре ялти туризма аталантарас тĕллевпе йышăннă концепци хăйĕн малтанхи «çимĕçĕсене» панă теме пулать. Хăш-пĕр объект, çав шутра «Ясна» этнокомплекс, хăйĕн çинчен республика тулашĕнче те пĕлтерме ĕлкĕрчĕ. 2017 çулта Чăваш Ен ялти туризма аталантарассипе çĕршыври чи лайăх 10 регион йышне кĕчĕ. Çапах та ку тĕлĕшпе пысăкрах комплекссен, çут çанталăк заповедникĕсен тӳпи пĕлтерĕшлĕ. Уйрăм хăна çурчĕсене хальлĕхе пӳрне хуçлатса шутласа тухма та ансат. Çийĕнчен çакна та асăнмалла: ку таранччен турист анлă картти çинче республикăри илемлĕ, хăнасемшĕн илĕртӳллĕ шутланакан пур вырăна кĕртмен те. Çывăх вăхăтра çак йăнăша тӳрлетес шанчăк пур. Кăçал çулла «Раççейĕн чи илемлĕ пĕчĕк хулисемпе ялĕсем» ассоциаци Чăваш Ене экспедицие çитнĕ. Куславкка, Вăрмар, Çĕрпӳ, Етĕрне, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕсенче кăчăк туртакан вырăнсене курса çаврăннă.

Агротуризм республика Ял хуçалăх министерствишĕн çивĕч ыйту шутланать. Нумаях пулмасть ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов РФ Патшалăх Думин депутачĕпе Алла Салаевăпа, çĕршыври Регионсен ял хуçалăх производителĕсен ассоциацийĕн ертӳçипе Сергей Архинпа, асăннă пĕрлешĕвĕн «Ял туризмне аталантарасси» ыйтăва тытса пыракан Анна Пончищевăпа пĕрле Чăваш Енре симĕс çутă памалли маршрутсене сӳтсе явнă. Агротытăм министрĕ регион çинчен ытларах пĕлччĕр, унăн ячĕ сарăлтăр тесен хăнасене наци йăла-йĕркине, апат-çимĕçне, культурине, кулленхи пурнăçне кăтартмаллине палăртнă. Агромаршрутсене палăртнă чухне çакнашкал самантсене шута илмелли çинче чарăнса тăнă. «Пирĕншĕн агротуризм чи малтанах ял хуçалăхне аталанма пулăшассипе паха. Фермерсен çемйисене çĕкленме те тĕрев патăр вăл, ял тăрăхĕсене çирĕпленме те витĕм кӳтĕр», — тенĕ Сергей Геннадьевич. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Амăшĕшĕн… пĕрер кашăк пăтă çиеççĕ

«Мана кĕçĕннисемпе ĕçлеме уйрăмах килĕшет. Вĕсем садик ĕçченне амăшĕ вырăнне йышăнаççĕ», — палăртать Раççейри чи лайăх няня. Вăл ăнлантарнă тăрăх, ачасем хура тул пăтти çиесшĕнех мар. Çак апат усăллă пулни тавра вăрах калаçма кирлех-ши? «Атьăр, йăмăкшăн, шăллăмшăн, аннешĕн, аттешĕн, кушакшăн, йытăшăн... пĕрер кашăк пăтă çийĕпĕр», — сăмах пуçарнă Наталья Вячеславовна. Пĕчĕкскерсем ку шухăша ырласа йышăннă. Вăййа хутшăннă май çывăх тăванĕсене кăна мар, кӳршисене те, пĕлĕшĕсене те аса илнĕ. Пăтта йăлтах çисе янă. «Ачасем пĕр-пĕрне евĕрлесе аталанаççĕ. Килте туман ĕçе те садикре кăмăлтанах пурнăçлаççĕ», — пĕчĕккисене кăсăклантарма пĕлнине çирĕплетет Наталья Разгудаева.

Тепрехинче пĕр арçын ача кăнтăрлахи апат хыççăн ниепле те çывăрайман. Хайхискер енчен енне çаврăннă. «Ыйхă килтĕр тесе кĕлĕ сăмахĕсене юрласа патăм. Çурăмĕнчен ачашларăм. Халăхра анлă сарăлнă юрăпа унăн кăмăлне шырарăм. Хăш мелĕ пулăшрĕ-ши — çакна хам та калаймастăп. Вăхăт нумай иртрĕ-и, сахал-и — пепке çывăрса кайрĕ. Ахăртнех, тутлă тĕлĕк курчĕ», — аса илет ача садĕнчи тĕпренчĕксемшĕн амăшĕ вырăнĕнчи хĕрарăм. «Турра ĕненетĕр-и?» — ыйтмасăр чăтаймарăм унран. «Паллах», — пулчĕ хурав.

Федераци шайĕнче йĕркеленĕ конкурса хутшăнниех пуласлăха ырă витĕм кӳнине палăртать Наталья Вячеславовна. Тĕрлĕ тăрăхран килнĕ 17 няня ĕç опычĕпе паллаштарнă. Çавна май итлекен-кураканран кашниех çĕннине ăса хывни куç кĕрет. Унсăр пуçне жюри йышĕн пысăк пайне вĕрентекенсене çирĕплетнĕ. Вĕсем ăсталăх класĕсем йĕркеленĕ, тĕрлĕ мел çинчен каласа кăтартнă. «Медицина пĕрремĕш пулăшăвне пама вĕрентрĕç. Çакна, манăн шухăшпа, кашни çыннăн пĕлмелле. Ара, пурнăçра тĕрлĕ лару-тăру сиксе тухма пултарать вĕт», — тăсăлать калаçу. Конкурса хутшăннисене няня ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене ăса хывнине çирĕплетекен сертификат панă. Сăмах май, вĕсем онлайн мелĕпе çур çул вĕреннине палăртса хăвармалла. Çакна проектпа килĕшӳллĕн йĕркеленĕ. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


Тĕнче шайне çĕкленме çăмăл-и?

Раштав уйăхĕн 1-20-мĕшĕсенче Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ онлайн форматпа иртрĕ. Ăна пиллĕкмĕш хут йĕркелерĕç. Кинофестиваль вăхăтĕнче конкурс программине кĕртнисене кăна мар, ытти ĕçе те курма май пулчĕ. Юрий Сергеев режиссерăн «Тайна древней Волги» фильмĕ Гран-прие тивĕçрĕ.

Ку хутĕнче жюри йышне тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче — Раççейре, Турцире, Кăркăсстанра, Молдовăра — тĕпленнисене кĕртнине палăртас килет. Йăхташăмăрсем хăйсен тăрăхĕнче чăвашлăха аталантарма тăрăшаççĕ. Вĕсенчен пĕри — Стамбулти тĕрĕк çамрăкĕсен халăхсен хушшинчи пĕрлĕхĕн ĕç тăвакан комитетне ертсе пыракан чăваш хĕрĕ Надина Джавадова. Хаçатра ăна сăмах паратпăр: «Асам» кинфестивальте жюри йышĕнче ĕçлеме çăмăлах пулманнине пăхмасăр кăмăллă юлтăм. Паллах, тĕп жюри вăл — халăх, фильмсене пин-пин çын кĕрсе курни, ĕçсене тивĕçлĕ хак пани фестиваль пĕлтерĕшне ӳстерет.

«Асам» кинофестивалĕн ĕçĕ чылай анлăрах. Вăл — чăвашсен тĕнче курăмĕ, халăх культури, наци ирĕкĕ, тĕнчери пулăмсене ăнланас тени, пурнăçпа тан утма ăнтăлни.

Çакна та каласа хăвармалла: нацисемпе, çут çанталăкпа тата çут тĕнчепе килĕшӳллĕ пурăнса халăхăн историйĕпе кăсăкланни, пулни-иртнине ӳкерме пултарни чăвашăн пуласлăхĕпе çыхăннă. Конкурса хутшăннă 37 фильм хăех фестивалĕн пĕлтерĕшĕ çулсерен ӳссе пынине кăтартать, чунран савăнтарать, ĕçлеме хавхалантарать.

Пĕтĕмлетсе каласан, чăваш киновĕ аталанса пыни палăрать. Чăваш Енре çак ĕçре ăста режиссерсемпе сценаристсем, операторсем, тĕлĕнмелле маттур артистсем пур. Анчах хамăрăн кино шкулĕ, пысăк ăсталăхлă кадрсем кирлех. Хĕрарăм рольне вылякан киноактрисăсем сахал пулни кулянтарать. Тани Юн пек сисĕмтуйăмлă, драмăра та, камитре те выляма пултаракан çамрăк хĕрсем çук-и вара пирĕн? Апла тăк çĕнĕ ăру çитĕнтермелле. «Хĕрарăм сăнарне чи лайăх калăплакан» номинацире «Рассвет» фильмра тĕп сăнара калăпланă Марина Засухина мала тухрĕ. Чăнах, тивĕçлĕ. Вăйлă вылять. Çапах ку номинацире ытларах актрисăн ĕçне пăхса тухас килетчĕ. Суйламалăх пултăрччĕ. <...>

Марина ГРИГОРЬЕВА хатĕрленĕ.

♦   ♦   ♦


Алли — ылтăн, ăсĕ — çивĕч

Раштавăн 27-мĕшĕнче Раççей çăлавçисем професси уявне паллă тăваççĕ. Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишек каччи Юрий Семенов çăлав службинче тăрăшма тытăнсанах çул-йĕр çинчи инкек пулнă вырăна кайнине асĕнчен кăлараймасть. Кашни вак-тĕвек халĕ те куçĕ умĕнче. Шупашкар хулин Кăнтăр-хĕвел анăç районĕнче икĕ машина хире-хирĕç çапăннă. Çăмăл машина рулĕ умĕнче ларнă арçынна, вилнĕскерне, тимĕр «урхамаха» касса кăларма тивнĕ. Кăмăлĕ хускалнăран ĕçе пурнăçланă хыççăн служба вырнаçнă çурта таврăнсан та тӳрех лăпланайман арçын. Ĕçтешĕ нерв тытăмне йĕркене кĕртме пулăшнă хыççăн тин пулни-иртни куçа курăнма пăрахнă. Çапах та пирвайхи опыт халĕ те манăçман. Шупашкар хулин гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен управленийĕн 1-мĕш класс çăлавçи вăхăт иртнĕ май вышкайсăр пысăк хăрушлăха лекнĕ, тинкерсе пăхма хăрамалла çынна сăнран тĕсемесĕр, чуна хытарса ĕçлеме хăнăхса пынă.

— Патăрьел шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Хусанти ветеринари институтне çул тытрăм. Ун чухне, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, Тутарстан тĕп хулинче пурнăç лăпках марччĕ. Хама хӳтĕлемелĕх вăй пухас килнине туяттăм. Çапла аслă пĕлӳ илме ĕлкĕричченех салтака кайрăм. Хĕсметре, Архангельск облаçĕнчи ракета çарĕнче, отделени командирне çирĕплетрĕç. Икĕ çултан аслă сержант званийĕпе тăван тăрăха таврăнтăм. Çар служби мана, чăн та, илĕртрĕ. Çав енĕпе вĕренме каймашкăн кăмăл пурччĕ — аннене ку шухăш килĕшмерĕ. Çапла ведомство тулашĕнчи хуралта ĕçлеме тытăнтăм. Пĕр класра вĕреннĕ хĕр, республикăри çăлав службинче канцелярире ĕçлекенскер, комитетра спортра шăпах манашкал хастар çамрăксем кирлине пĕлтерчĕ. Сĕнĕве йышăнса спорт енĕпе тĕрĕслев витĕр тухрăм. Пĕтĕм енĕпе норматива «питĕ лайăх» паллăлăх тултартăм. Çапла вĕренӳ центрĕнче хатĕрленӳ курсĕнче вĕренме тытăнтăм. Çăлавçа кирлĕ пулакан тĕрлĕ профессие алла илнĕ хыççăн ĕçе пуçăнтăм. 2003 çулта республикипе пурĕ те 14-ăн çеçчĕ эпир, çăлавçăсем, — çапла пуçларĕ хăйĕн çинчен каласа памашкăн Юрий Михайлович.

Çăлавçă… Тĕрлĕ енĕпе çаврăнăçуллă, правур пулма ыйтакан ĕçре темĕнле лару-тăрăва лекнĕ çынна та пулăшма васкамалла. Хваттер алăкĕ питĕрĕнсе ларнă-и, ăна уçма тăнă аран çӳрекен ватă çын тăрук тӳнсе кайнă-и, чĕр чун е пĕчĕк ача пăтăрмаха лекнĕ-и, çул çинчи хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманран синкер сиксе тухнă-и, çын шыва е шурлăха путма пуçланă-и… — ăнсăртран килсе тухнă инкекре шар куракансене пулăшма пур çĕре те ĕлкĕрмелле.

— Кун каçа 12-14 çĕре çитме тиветчĕ. Халĕ — кăшт сахалрах. Чи хăрушши — çул-йĕр çинчи синкер. Питĕ вăйлă аманнисем, çав шутра — ачасем пулаççĕ-çке-ха. Вĕсем питĕ вăйлă хăранипе, ыратнипе кăшкăрма пултараççĕ. Тăнне çухатаççĕ. Çавăнпа кун пек çĕрте чи малтанхи тĕллев — çынсене вĕсене хăтарма тăрăшнине ĕнентересси. Тухтăрсемпе пĕрле килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени нимрен пĕлтерĕшлĕ. Вăйлă аварире металл кукăрăлса-авăнса пĕтет. Çавна май инкекри çынна тăруках унăн «танатинчен» кăларма та йывăр. Меслетсем тĕрлĕрен. Хăш-пĕр чухне питĕ хăвăрт кăлармалла. Аманнă çын алăра вилсе кайнине пысăк инкек пек йышăнатпăр. Кун пек чухне айăп хăвăнта пулмасан та чунра ырă мар туйăм юлать, — яваплă ĕçĕн хăйне евĕрлĕхĕ çинчен уççăн каласа кăтартать 2007 çулта — регионри професси ăмăртăвĕнче «Чи лайăх çăлавçă» ята, 2016 çулта Шупашкар хулинче тĕрлĕ професси чи лайăх специалисчĕсене халăх сасăлавĕпе палăртнă тупăшура «Ылтăн алă ăсти» ята çĕнсе илнĕскер.

Ачасемпе çыхăннă пăтăрмахсене те çăлавçăсен час-часах хутшăнма тивет. Çул çитменнисем хăрушсăрлăхпа çыхăннă мерăсене пăхăнманнипе тĕрлĕ синкерлĕх сиксе тухать. Çӳхе пăр çине тухни, шыва кĕме юраман çĕрте чăпăл туни, шел, чылай чухне ырăпа вĕçленмест…

— Вăрмар районĕнче Çавал çинче çуркунне пулнăччĕ ку. Çиччĕсенчи арçын ача пăр айнех анса кайнă. Манăн ăна шырама кĕмелле пулчĕ. Водолаз хатĕр-хĕтĕрĕпе анма хатĕрлентĕм. Шыв хытă юхнăран ятарлă икĕ тиев çаклатма тиврĕ. Кăштах вăхăт иртсен юхăм пилĕкрен авма пуçларĕ. Туятăп: йывăр. Ĕçтешсем туртса кăларчĕç. Каярах шывра çиеле тухнă ача виллине вырăнти çынсемпе полиции ĕçченĕсем асăрханă. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Вăр-вăр! çаврăнать йĕке, савнине кĕтет пике

Чăваш халăхĕн культури питĕ пуян. Мĕн тĕрлĕ йăла-йĕрке, уяв çук унăн. Шел те, халĕ çак пуянлăх йăлтах манăçа тухса пырать. «Эпир мар тăк — кам?» — терĕç Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕн хастарĕсем. Вулакансем ас тăваççĕ-тĕр, малтанах вĕсемпе пĕрле хушпу, тухья тата хĕр е арăм тăхăнмалли ытти япала çинчен сăмах хускатнăччĕ. Тухьяна 60-70-тисем те тăхăнни, чăнах, кулăшла. Çав вăхăтрах шăтса кăна тухнă хĕр пĕрчисен çамкисем çине масмак хурса вĕсем ĕнтĕ арăм пулнине çирĕплетнине курсан йĕрес килет тупата. Йăла-йĕркене манăçа кăларас мар, çитес ăрусем валли упраса хăварас тĕллевпе ĕçе пикенчĕç те хĕрарăмсем.

Çак вăхăтра мĕнпе аппаланнă чăваш? Кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ, выльăх-чĕрлĕх картара… Шăп çак тапхăрта хĕр-хĕрарăм ытларах ал ĕçĕпе тăрмашнă. Ушкăнпа пĕрле кирек мĕнле ĕç те ăнăçать. Çавăнпа аслăраххисем пĕр-пĕрин патне лармана çӳренĕ, кашни хăйне май тăрăшнă хушăра ял хыпарĕсене сӳтсе явнă. Çамрăксем вара улаха пуçтарăннă. «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет пайташĕсем те çак кунсенче улах йăли-йĕркине аса илчĕç, хăйсем те кĕнчелеççи тытса ĕç майне килтерчĕç. Йĕке йăпăр-йăпăр çаврăннă май халăх юррисене шăрантарчĕç. Унтан, ĕлĕкхине аса илсе, вăйă картине те тăчĕç.

«Кĕрхи каçсенче çамрăксем улаха пушă киле пуçтарăннă, кам патне пухăнассине малтанах палăртнă. Хăшĕн ашшĕ-амăшĕ хăнана каять е тата урăх сăлтавпа çула тухать — шăпах унта йыхравланă çамрăк кил хуçи, — пуçларĕ калаçăва комитет ертӳçи Юлия Мареева. — Анчах та хĕрсем хăйсем ăçта пухăнассине каччăсене каламан, вĕсенчен вăрттăн пуçтарăннă. Шыраса ан тупчăр тесе ытлашши шавламан та. Анчах та йĕкĕтсем, паллах, савнийĕсем ăçта пухăннине пур пĕр тĕшмĕртнĕ. Чăркăш, куштан каччăсенчен вара улах вырăнне пурте вăрттăнлăхра тытма тăрăшнă. Çакă та кăсăклă — каччăсем те, паллах, пурте мар, хĕрсен çумне ларса алă ĕçĕпе аппаланнă».

Зинаида Чернова улаха ятарласа килнĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнче пурăнаканскер пухăннисене хăйĕн куравĕпе паллаштарчĕ — мĕн тĕрлĕ масмак çук унăн пухмачĕнче! Вăл та ыттисемпе пĕрлех çăм арларĕ. Калаçнă-кулнă вăхăтра унăн йĕки тулса та çитрĕ. Унтан Зинаида Михайловна хĕрарăмсене шăпланма, йĕке кĕввине итлеме ыйтрĕ. Лайăх ĕçчен, пултаруллă ал ăсти аллинче юрлать иккен çак хатĕр. Йĕке юрри… Халиччен те илтмен ун çинчен. Шăплăхра вăр та вăр çавăрчĕ йĕкине хĕрарăм. Вăт тĕлĕнтермĕш! Кăлтăртатса тухать йĕке кĕвви. Урăх никам та юрлаттараймарĕ хăйĕн йĕкине. Апла пулсан хĕрарăмсен хăйсен пултарулăхне татах та малалла аталантармалла-ха. <...>

Рита АРТИ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.