- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чăваш хĕрарăмĕ» 50 (1175) № 17.12.2020
Чи кирли – тăнăçлăх, сывлăх...
Раштавăн 19-мĕшĕ — Чухăнсене пулăшмалли пĕтĕм тĕнчери кун. Ăна ПНО 1995 çулта çирĕплетнĕ. Асăннă организаци «чухăнлăх» ăнлава «вăтам шайри пурнăçа вăрах вăхăт йĕркелейменни» тесе ăнлантарать. Тĕнчери экспертсен кăтартăвĕпе, иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче планета çинчи халăхăн чĕрĕкĕ чухăн шутланнă. Тĕпчевсене тишкерес тĕк çакă палăрать: 1999-2007 çулсенче чухăнлăха пула 300 миллион çын вилнĕ. Çак кăтарту тĕнче икĕ вăрçинче çухатнă йышран та пысăкрах.
Чухăнсемпе кĕрешмелли куна палăртнăранпа лару-тăрăва лайăхлатмалли тĕрлĕ программа хута кайнă. Хальхи вăхăтра тĕнче экономики питĕ хăвăрт аталанать пулин те пурлăх тĕлĕшĕнчен нушаллă пурăнакан сахал мар. Чухăнлăх укçа-тенкĕ кăна мар, ĕç, пурăнмалли кĕтес, вĕренме е сывлăха сиплеме услови çуккипе те çыхăнма пултарать. Çавнашкал япăх лару-тăруран тухмашкăн çул-йĕр мĕнле тупмалла? Паян тулли пурнăçпа пурăнма мĕн чухлĕ ĕçлесе илмел-ле? Çак ыйтусемпе вулакансене чăрмантартăмăр.
ВЛАДИМИР, 47 çулта, Комсомольски районĕ:
— Чухăнлăхран хăпмашкăн чи кирли — тăнăçлăх. Хаксем космосри хăвăртлăхпа хăпармасан, укçа-тенкĕ хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасан йывăр лару-тăруран майĕпен тухма май килет-тĕр. Ĕмĕр иккĕ килмест, çавăнпа пурин те халĕ, çак вырăнта хăйне хăтлă туяс килет. Паян Чăваш Енре ытлă-çитлĕ пурăнма çемьере çитĕннĕ кашни çыннăн 50 пинрен кая мар ĕçлесе илмелле тесе шухăшлатăп. Шел, çакнашкал шалу çинчен чылайăшĕ ĕмĕтленет кăна. Çавăнпах çемье пуçĕсенчен нумайăшĕ аякка кайса ĕçлет.
ЛАРИСА, 56 çулта, Шупашкар районĕ:
— Пурнăç çителĕклĕхĕ, ман шухăшпа, укçа-тенкĕ виçипе кăна çыхăнман. Чи кирли — сывлăх. Çакна тухтăр пулнипе те çирĕплетсех калатăп. Сывă çын хăйне, çемйине тăрантарма-усрама май тупатех. Эпир, ялта тĕпленнисем, хушма хуçалăхра пилĕк авса тупăш илме тăрă¬шатпăр. Хамăн кил-йыша илес тĕк, 50 сотка çĕр çинче пахча çимĕç, улма-çырла çитĕнтеретпĕр. Ытлашши çимĕçе сутса пайта куратпăр. Çав нухрат хуçалăхра кирлине туянма, кил-çурта юсама-илемлетме чухах. Мăшăрпа иксĕмĕр те ĕç каçалăкĕнчен кайман-ха. Ир тăрсан тутă пуласса ĕненетпĕр те — çамрăк чухнехи хастарлăха çухатас килмест.
Ирина ИВАНОВА, Марина ТУМАЛАНОВА хатĕрленĕ.
Лайăх пурнăç шыраса…
Австралири Раштав утравĕ çинче тепĕр чухне çулсене те хупма тивет иккен. Çакă хĕрлĕ крабсем çăмарта хума вăхăт çитсен шыв хĕррине туртăннипе çыхăннă. Тинĕс хĕрне çĕршер миллион чĕр чун пухăнать. Çавăнпах çак пулăма хăй тĕллĕн куçакан хĕрлĕ кавирпе танлаштараççĕ.
Тинĕсре пурăнакан тимĕр шапасем те çăмартине ятарлă вырăнсенче çеç хураççĕ. Атлантикăра пурăнакан ридлея, сăмахран, çăмартине Мексика пĕр утравĕ çинче кăна хурать. Çуллен вун-вун пин тимĕр шапа пухăнать унта.
Чĕр чунсем пĕр вырăнтан теприне куçни çут çанталăкăн хăйне евĕр илемĕ кăна мар, пирĕн тавралăх пурнăçĕ те. Ураллисем, çунатлисем, шывра ишекенсем, çĕр тăрăх чупакансем çулталăкăн тĕрлĕ тапхăрĕнче вăрăм çула тухнин сăлтавĕсем те расна. Пĕрисем пурăнма лайăхрах вырăн шыраççĕ. Теприсене çакă, çӳлерех асăннă тĕслĕхри пек, йăха тăсма кирлĕ.
Миграци ăнлав çынпа та тачă çыхăннă. Африкăра пулса кайнă этемлĕх вăхăт иртнĕ май пĕтĕм çĕр тăрăх саланнă шутланать. 16-17-мĕш ĕмĕрсенче Европăри халăх Америкăна, Кăнтăр Африкăна тата Австралие куçнă. Кунта çĕр ирĕклĕ пулни илĕртнĕ вĕсене. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи хыççăн лару-тăру пач улшăннă: халăх аталаннă çĕршывсене куçма тытăннă.
Ялтан — хулана, пĕр регионран — теприне, тăван çĕршывран юттине суйлаççĕ çынсем. Паллах, çакă чи малтан ырăрах, лайăхрах пурнăç шыранипе çыхăннă. Тупăшлăрах ĕç вырăнĕ илĕртнипе, пурăнмалли кĕтес ыйтăвне татса парассипе, пурнăç майне улăштарнипе сăлтавламалла пĕтĕмпех. Кĕсьере кĕмĕл пултăр тесех ял çынни те паян пысăкрах хулана туртăнать. Мĕн чухлĕ кил хуçи кӳршĕ регионсене çул тытать! Арçынпа танах хĕрарăм та вăрăм çула тухать.
Раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче Мигрантсен пĕтĕм тĕнчери кунне паллă тăваççĕ. 1990 çулта ПНО Ассамблейи ĕçлекен мигрантсемпе вĕсен çемйисен прависене хӳтĕлес тĕллевпе Пĕтĕм тĕнчери конвенцие йышăннă. 10 çултан, 2000-мĕшĕнче, ятарлă уяв та çирĕплетнĕ. Пĕр енчен çакă юлашки çулсенче ют çĕре туртăнакансен шучĕ ӳснипе çыхăннă. Тепĕр енчен пăхсан унăн шăнăрĕ — çын прави, мигрантсен ирĕкĕ пирки тĕплĕнрех ăнлантарасси.
Урăх, лайăхрах пурнăç шыракансем пулнă та, пулĕç те. Вырăнтан-вырăна куçакансене кашни расна йышăнать. Хăй те таçта та пĕр çитсе курни тепри тивĕçтерекен ĕç, унран та ытла шалу-тăр, шыранине ăнланĕ. Виççĕмĕшĕсем вара çакна йышăнасшăн мар: ăçта çуралнă — çавăнтах пурăнмалла-мĕн. Çавăнпах «хăнасене» хăяккăн пăхакан та тупăнать.
Экспертсен кăтартăвне шута илес тĕк, ют çĕре куçнисен шучĕ ӳссех пырать. 2000 çулта пĕтĕм тĕнчипе 175 милли¬он мигрант пулнă тăк, 2015 çулта вĕсен йышĕ 244-па танлашнă. Çĕр çинчи кашни 35-мĕш çын ют тăрăхра ĕçлесе пурăнать. Мигрантсенчен кашни вуннăмĕш — 15 çултан çамрăкрах.
Татьяна НАУМОВА.
Мода кĕвви историе сăнлать
Чăваш наци музейĕнче мода историкĕн Александр Васильевăн «Мода кĕвви» куравĕ пуçласа уçăлчĕ. Ку ĕç — регионсен хушшинчи наци çи-пуçĕн «Ĕмĕрсен ытарайми ахахĕ» фестивалĕн юлашки тапхăрĕ. Аса илтеретпĕр, ăна Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă.
Кăкăр тĕлĕнче — арăслан пуçĕ
Александр Васильев «Мода кĕвви» курав çĕршывăн тĕрлĕ хулине çитнине, çакăнти капăр çи-пуç хăйне евĕрлĕхĕпе пин-пин çынна тыткăнланине палăртрĕ. Кураври тумтире тĕнче шайĕнче ят-сум çĕнсе илнĕ сцена ăстисем — Алла Пугачева, Тамара Гвердцители, Аида Ведищева, Валентина Толкунова, Лайма Вайкуле, Лолита Милявская, Вера Брежнева, Ани Лорак, Кристина Орбакайте, Анна Нетребко, Елена Образцова, Людмила Гурченко... — валли ятарласа çĕленĕ. Çакăнтах пултарулăхĕпе тыткăнланисен сумкине, пушмакне, писевне, тĕрлĕ капăрлăхне кăтартнă. Ку япаласем мода историйĕнче йĕр хăварни куç кĕрет.
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çак курав Чăваш Ен çыннисемшĕн парне пулни çине пусăм турĕ. Илем хавхалантарнине, йывăрлăхсене парăнтарма, çĕнтерме пулăшнине каларĕ. Чăваш çи-пуçĕнче наци тĕрри-эрешĕпе усă курнине, шăпах çакă ĕлĕкхипе хальхине çыхăнтарнине палăртрĕ.
Александр Васильев Чăваш Ене виççĕмĕш хут килчĕ. Ăна кураври япаласене пухма пĕрре те çăмăл пулман. Чылайăшĕ тумтирпе яланлăхах сыв пуллашма килĕшмен. Хăшĕ-пĕри, тĕслĕхрен, хăйне ятăн музей йĕркелеме тĕв тунă.
Александр Александрович экскурси пуçланă май унăн фондĕнче 500 пин хатĕр упраннине каларĕ. Вĕсене хамăр çĕршывра кăна мар, чикĕ леш енче те /Австралире, Америкăра, Японире, Турци¬ре, Францире.../ кăтартаççĕ. Курав яланах ăнăçлă иртет.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче, тĕслĕхрен, кримплен тата синтетика модăна кĕнĕ. Тĕнче уçлăхне парăнтарнă халăх çăлтăр çулне сăнлакан тĕссенчен çи-пуç ăсталанă. Татьяна Шмыгăн шăлаварлă костюмĕ çакна çирĕплетет. Ăна юрлакан актриса «Голубой огонек» кăларăма хутшăннă чухне тăхăннă.
«Где-то на белом свете» юрра шăрантаракан Аида Ведищева АПШра тĕпленнĕ. Мода историне тĕпчекенсем унăн çи-пуçне илмешкĕн ятарласах Калифорние çул тытнă.
«Долго будет Карелия сниться» юрăпа асра юлнă Мария Пахоменкăн кĕпине песец çухапа илемлетнĕ. Кивелнĕ çак хатĕре йĕркене кĕртмешкĕн май килниех хăпартлантарать Александр Александровича.
Лариса Мондрусăн «Проснись и пой», «Синий клен» юррисем халăхра анлă сарăлнă. Вăл Муслим Магомаевпа пĕрле те сцена çине тухнă. «Лариса Мондрус Германире пурăнать. Телее, эпир унпа туслă. Вăл янтарь тĕслĕ кримплен кĕпине упраса хăварнă», — калаçăва тăсать Александр Васильев.
Алена Апинăн кăкăр тĕлĕнче арăслан пуçĕпе илемлетнĕ тумтирĕ патĕнчен чарăнмасăр иртеймĕн. Унашкалли тӳрех куçа туртать. Ахăртнех, ку çи-пуç арçынсене астарать.
Алиса Фрейндлих иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче хăйне килĕшекен тумтир илеймен. Ара, ун чухне капăр хатĕр-хĕтĕре тупса туянма çăмăлах пулман. «Служебный роман» фильм та /Калугина рольне шăпах Алиса Фрейндлих вылять/ çак вăхăта сăнлать. Апла пулин те актриса майне тупнă: ылтăн вăчăра çăмхи туяннă та унпа хура кĕпене эрешлесе хăйне евĕрлетнĕ.
Алла Пугачевăн шалпар тумтирне /балахон/ кирек кам та уйăрса илет. Сăмах май, юрăç фонда хăех 16 кĕпе пырса панă. Пĕррехинче вара Алла Борисовнăн çи-пуçне унăн пултарулăхне сума сăвакансем машинăран вăрланă. Сцена ăстин ирĕксĕрех çавнашкал тепĕр кĕпе çĕлеттерме тивнĕ. Шăпах çавна куравра кăтартнă.
Лолита Милявская вара кĕлеткине çат тытакан тумтирпе сцена çине тухать. Сăмах май, вăл кĕпе айĕнчен нимĕн те тăхăнманнине калаççĕ.
Александр Васильев мода фончĕн экспоначĕсене Шупашкара илсе киличчен Калининградри ӳнер музейĕнче кăтартнине аса илчĕ. Çав тăрăхри хĕрарăмсем Ирина Понаровская юрăçăн кĕпине уйрăмах пысăк хак панине пытармарĕ. Ахальтен мар ку экспонат патĕнче нумаййăн сăн ӳкерĕннĕ.
Мода историкĕ каланă тăрăх, Эдита Пьехăн дачинче 400 кĕпе упранать. Вăл хăй музей уçма ĕмĕтленет, çавăнпах çи-пуçа никама та парасшăн мар. «Екатерина Рождественская художник /Роберт Рождественский сăвăçăн хĕрĕ/ хăйĕн студине пушатнă май мана темиçе курупка кĕпе пачĕ. Иккĕшĕ камăн пулнине ниепле те палăртаймарăмăр. «Ăна аннен юлташĕ тăхăннă. Хам пĕчĕк пулнăран ятне ас тумастăп», — тет. Надежда Бабкинăран пулăшу ыйтрăм. Унăн шухăшĕпе, çав тумтир Эдита Пьехăн пулнă. Çакна çирĕплетес тесе Эдита Станиславовнăн клипĕсене çĕнĕрен пăхрăмăр.
Марина ТУМАЛАНОВА.
«Мĕн чухлĕ ырă çереме пăсрăмăр пуль…»
Окоп чавнă çĕрте ĕçленĕ çынсем юлманпа пĕрех халĕ. Пĕр вунă-вун пилĕк çул маларах вĕсен аса илĕвĕсене çырса илмелле пулнă та... Вăрçă вăхăтĕнче нуша курнисене каласа парасшăнах марччĕ çав вĕсем. Хуйхăпа аманнă чĕрисене хускатасран, куçран куççуль кăларасран асăрханатчĕç.
— Эпир ялти хĕрсемпе Саланчăк патĕнче шоссе çулĕ тăваттăмăр. Яшсем лашасемпе хăйăр турттаратчĕç, вăрмантан кăларнă йывăçсене саратчĕç, хĕрсем чулпа хăйăра сарса пыратчĕç. «Вăрçă пуçланнă», — терĕç. Кĕçех пирĕн çулпа салтаксем кайма тытăнчĕç, ĕçлекен йыш сахаллансах пычĕ. Каярах çак çулпа эпир те тырă леçме çӳрерĕмĕр, — çапла аса илетчĕ 92 çул пурăннă Зинаида Манина.
Зинаида Федоровна хастар ĕçленĕшĕн медаль илме тивĕçлĕ пулнă çынсенчен пĕри. Вăрçă пуçланнă çул вăл 18 çулта пулнă. Ашшĕне фронта малтанхи тапхăртах илсе каяççĕ, амăшĕ виçĕ хĕрпе тата пĕр ывăлпа тăрса юлнă.
Хаяр тăшман тапăнса кĕнĕ çул колхоз тырă валеçмен. Районти хăш-пĕр хуçалăх халăха çăкăр пама ĕлкĕрнĕ-ха, Штанашра йăлтах фронта ăсатнă.
— «Вăрçă» тесенех чĕре çурăлать, куçран куççуль тухать. Ытла та выçса çитнĕрен сурăх-сысна виллине те çиме тивнĕ-çке. Вăл та пурне те лекмен, ăна та вăрттăн илнĕ. Вĕретсен шăршă кăштах сирĕлет, пур-çук сĕтпе хутăштарса çиетĕн. Вилĕ лаша ашĕ тирне сĕвекенсене çеç тиветчĕ, тепĕр чух ура шăммисем леккелетчĕç, унăн шӳрпи те тутлăччĕ. Выçă хырăма çапларах лăплантараттăмăр. Çуркунне кăчкă тухасса еплерех кĕтеттĕмĕр, ăçтан та пулин крахмал тупсан пиртен телейлĕ çын та çукчĕ. Тăваттăри шăллăм выçăпах вилчĕ. Вăл çав тери çăкăр çиесшĕнччĕ. «Атте çăкăр илсе килетех, хăçан килет-ши?» — тесех вилсе кайрĕ, – куççульпе аса илетчĕ кинемей.
Ашшĕ амансан сипленме вăхăтлăха, чăнах та, киле таврăнать, сывалсан каллех фронта тухса каять. Çинккана тус-тантăшĕпе Сăр хĕррине окоп чавнă çĕре илсе каяççĕ.
— Чи малтан икшер метр çӳллĕш чăнкă çырансем турăмăр, йĕрки-йĕркипе тӳрĕ стена хăпартрăмăр, çаврака шăтăксем ăсталарăмăр. Мĕн чухлĕ ырă çереме-çĕре пăсрăмăр пуль! – чунĕ ыратнипе куççульне шăла-шăла калаçатчĕ кинемей.
Урара — çăпата. Малтанах ӳплесенче пурăннă, ăна кăвайт чĕртсе ăшăтнă. Пĕррехинче кăвайтшăн яваплă Петюк, те вутне ытларах хунă, те çывăрса кайнă — хӳшше вут хыпса илчĕ. Çывăраканскерсем чутах çунса кайман, аран-аран çăлăнса юлнă. Кун хыççăн вĕсене Шулю ялне хваттере вырнаçтарнă.
— Çиччĕн-саккăрăн çемьепе пĕрле нушаланса пурăнтăмăр. Кунĕпе лумпа-кĕреçепе ĕçлемеллеччĕ. Шартлама сивĕре шăннă çĕре лумпа тăваткалласа касаттăмăр та хирсе кăлараттăмăр. Çĕре ăшăтма кăвайт чĕртме те тиветчĕ. Шăна такка-такка вăйран каяттăмăр, ал-ура ыратать, шăм-шак каçсерен сурса сăрăлтатать. Манăн темшĕн алă çав тери хытă шăнатчĕ. Юнашар тăрмашакан Утюк /Евдокия/ мана шеллесе хăйĕн алсишне паратчĕ, алă ăшăнсан ăна каялла тыттараттăм, тепĕртакран каллех алă шăнса хытатчĕ, каллех Утюк хăйĕн алсишне тăсатчĕ...
Ĕçлекенсене çитерме ятарласа пысăк хуран çакнăччĕ, апат пĕçерекенсем ытларах чухне кăнтăрла тулă пăтти çитеретчĕç. Ал-урана тăм илетчĕ, тĕрлĕ чир-чĕр алхаснăран нумайăшĕ больницăна лекетчĕ, — Зинаида Федоровна çапларах каласа панисем асрах.
Манăн хуняма Фекла Зотова /Антонова/ /1923-2002 çç./ — Кивĕ Атикасси хĕрĕ. Вăл та окоп чавма хутшăннă, тифпа чирлесе больницăна лекнĕ, вилĕмрен аран хăтăлнă.
Вăрманкасра çуралнă, Штанаш ялĕнче пурăннă Фекла Майорова та/1921-2009 çç./ окоп чавассинчен хăтăлса юлайман. Вăрçă пуçланнă çул вăл 20 тултарнă. Вĕсем те темиçен Шулю ялĕнче çĕр каçнă.
— Шăла пир йĕмсем кун каçипе йĕпенетчĕç, пĕрне типме хурса хăвараттăмăр, типпине тăхăнса каяттăмăр. Кил хуçи пирĕн çи-пуçа типĕтетчĕ. Эпир тĕттĕмленсен леçникрен вут-шанкă вăрттăн пухса килсе параттăмăр ăна. Саккунсем ытла та çирĕпчĕ вăрçă вăхăтĕнче. Вăрман хуçи курас-тăвас пулсан çунашкана туртса илет, тăрăшса пухнă вут-шанка та тăктарать, — Хветле аппа кил хуçине ырласа çапла калаçатчĕ.
Галина ЗОТОВА.
Хĕрлĕ Чутай районĕ.
Шуртан
Çак рубрикăра çамрăксене сăмах парас терĕмĕр. Телее тăван тăрăхра туптамалла-и е ăна килтен аякра шыраса пăхма хăрамалла мар-и? Эсир мĕнле шухăшлатăр? Тен, хăвăрăн тĕслĕхĕрсемпе паллаштаратăр? Паян вара «Чăваш хĕрарăмĕн» хăни — Мускава шутсăр юратакан чăваш каччи Евгений Степанов.
«Парсан — парать, чарсан — чарать!
Кама — мăйăр, кама — йӳçĕ йĕкел!»
Евгений Степанов Чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн пултарулăхне кăмăллани куç кĕрет. Тепĕр тесен, унăнне кăна та мар. Тăван тăрăхпа 10 çул каялла сыв пуллашса çĕршывăн тĕп хулинче тĕпленнĕ каччă чăваш чĕлхинче упранса юлнă ваттисен сăмахĕсене, каларăшсене пулеметран пенĕ пек шатăртаттарать кăна. Хăйĕн те чĕлхи тĕлĕнмелле сĕтеклĕ, пуян. Калаçура вăл, шухăшне вăйлатас-çирĕплетес тĕллевпе, тăтăшах «Тилли юррисен», ытти сăвă сыпăкне кĕрте-кĕрте хурать. Чуна вырнаçакан кун пек калаçу тахçанах никампа та сыпăнманччĕ-ха. Нумай чухне ялтан Шупашкара куçса килсенех анне чĕлхине манăçа кăларатпăр-çке. «Канашран иртме кăна кирлĕскерĕн», шел те, хисепĕ чаксах пырать халăхра. Мускавран килсе çитнĕ хăна вара çак шухăша хăйĕн тĕслĕхĕпе хирĕçлет. Кирлĕ-ха чăваш чĕлхи. Канашран иртсен те кирлĕ. Ан тĕлĕнĕр те, чăваш тăрăхĕнче кăна мар, Раççейĕн тĕп хулинче те кирлĕ. Шăпах çакна çирĕплетет Шупашкар районĕнчи Çĕньялта çуралса ӳснĕ Евгений Степанов. Тĕрĕссипе, хастар каччăпа вăл Мускава мĕнле парăнтарни пирки калаçма тĕв тунăччĕ. Сăмах вара хăй тĕллĕнех тăван чĕлхе çине куçрĕ. Паян ăна çăкăр çимешкĕн чăваш чĕлхи пачах та кирлĕ мар. Эпĕ тĕшмĕртнĕ тăрăх, вăл сахалтан та тăватă чĕлхепе калаçса такама та сутса яма пултарать. Çапах та, хăй каланă тăрăх, Женя тĕлĕкĕсене чăвашлах курать. Çĕршывăн тĕп хулинчи национальноçсен çуртĕнче вăл чăваш чĕлхин курсĕсене йĕркеленĕ. Çав самантра унăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнине çирĕплетекен «хĕрлĕ дипломсăр» пуçне урăх нимĕн те пулман. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ют çĕршыв чĕлхисен факультетĕнчен вĕренсе тухнине çирĕплетекен тепĕр «хĕрлĕ дипломсăр» пуçне. Вĕрентӳ меслечĕсене вăл хăй хатĕрленĕ. Каярахпа, чăн та, Галина Абрамова учебникĕсем çине таяннă. Çук-ха, «Мускавра чăваш чĕлхи мĕн тума кирлĕ?» ыйту хуравне тупма пулăшмасть ку, ыйту хальлĕнех юлать. Унăн хуравне Евгений хăй уçăмлатать: чăвашлăх, юнпа та, чунпа та куçаканскер, ДНКра сыхланса юлнăскер, йăх тымарĕсемпе çыхăну тытма пулăшать. Çак çыхăну татăлсан нимĕнле ăнăçу çинчен те калаçма та кирлĕ мар.
Мускав çулĕ ăçтан пуçланать?
Ваттисен сăмахĕсене тăтăшах асăннипе каччă, ахăр¬тнех, аслă çулти тăванĕсемпе тачă çыхăнура пулĕ терĕм те – йăнăшмарăм. Кукамăшĕпе Галина Андреевнăпа тата асламăшĕпе Раиса Васильевнăпа /апай тесе чĕнет ăна вăл/ «пĕр хум çинче» Евгений. Унсăр пуçне ăна чăвашлăха çул хывма шкулта вĕрентнĕ Галина Кузьмина пулăш¬нă. Истори тата чăваш чĕлхи енĕпе иртекен олимпиадăсенчен Евгений, хăй каланă тăрăх, тухма та пĕлмен. Çакă малашлăхри çула палăртнă.
Г.Лебедев ячĕллĕ лицейра вĕреннисенчен чылайăшĕ паян пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утнине палăртмалла. Пултаруллисене, мал ĕмĕтлисене тупса татах та хăватлăрах аталанма пулăшатчĕç унта. Ялтан тухнă чăваш ачисемшĕн çутă пуласлăха алăк уçакан шкул евĕрехчĕ вăл.
«Хăвăн пеккисен хушшинче малта пулма пĕрре те çăмăл мар, — çивĕч чĕлхеллĕ Евгений хăйĕнчен тăрăхласа илме те ĕлкĕрет. — Шкулта яланах малта пулма хăнăхнăскер лицейра… çухалса кайрăм эпĕ. Пĕрремĕш чĕрĕке начар паллăсемпе вĕçлерĕм. Хама пур пĕр алла илме пултартăм. Туртăнтăм. Унта, тĕрĕссипе, вĕренме кĕреймессинчен те шикленнĕччĕ-ха. Лекеймесен совхоз- техникума кайма тĕллев лартнăччĕ. Турă пур темелле- ши? «Ку ачана илмеллех», — палăртнă Римма Альбертовна вĕрентекен. Çакăн çинчен вăл нумай çул иртсен каласа кăтартрĕ. Хусанкай сăввине çавăн чухне пĕтĕмлетрĕм — мăйăрах пӳрнĕ мана».
Евгений ачаран çĕр ĕçĕпе туслă пулнине палăртать. Çемье, ĕçченлĕхĕпе палăрса тăраканскер, парник- теплица нумай çĕкленĕ. Студент çулĕсенче те зачетсем хыççăн колхоз пасарне калча сутма чупнă Евгений. Совхоз-техникума каймашкăн ĕмĕт çапла пушă вырăнта çуралман. Каярах, лицейран вĕренсе тухнă хыççăн та, саппас çул каллех ял хуçалăхĕпе çыхăннă. «Журналист мар тăк — ял хуçалăх ĕçченĕ пулăп…» Те шăпа çак çулпа уттарнă, те каччă хăй çине тăма хăнăхнă — çĕр ĕçĕ саппасрах юлнă. Çакă каярахпа, Мускавра, кирлĕ пуласса кам шухăшланă?
Алла диплом илсен Шупашкартах ĕçленĕ-ха вăл. Малтан хулари «5-мĕш каналта» тимленĕ, унтан — чăваш те¬лекуравĕнче. /«5 каналта» мĕнле тустарчĕç!» «Вырăсла çырман!» — тесе вăрçатчĕç редакторсем. Эпĕ вырăс редакцийĕнче ĕçлеме пачах хатĕр пулман вĕт. Сăмах май, халĕ эпĕ, чăваш ачи, Мускавра ĕçлекенсене çапла вăрçатăп: «Куна вырăсла çырман!»/. Чăваш шайĕнчи çăлтăр пулса та юлма пултарнă вăл. Анчах пуррипе çырлахма хăнăхманскерне ĕмĕт малаллах йыхăрнă. Евгений университетра вĕреннĕ чухнех ятарлă программăна хутшăнма май тупнă, ятарлă грант çĕнсе илнĕ. Унпа килĕшӳллĕн Берлинра çулталăк вĕренме май пулнă. Паллах, лара-тăра пĕлменскер кун пеккине çухатма пултарать-и вара? Ют çĕртре, ют çынсем, ют саккунсем… Вулакана ун çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартса йăлăхтармăпăр. Çăмăл пулманни паллă. Калăпăр, университета лекес тесессĕн унăн ертӳлĕхне вĕренӳшĕн тӳлемешкĕн хăвăн укçа-тенкĕ çителĕклине ĕнентермелле. Нимĕçсен йĕрке çирĕп. Чăваш каччи пуçне усман, пур йывăрлăха парăнтарса, ятарлă пĕлӳ илсе тăван тăрăха таврăннă. Çавăн пекех Америкăра уйăха яхăн ăс-тăнне туптанă вăл.
Чим, ют çĕршывра илнĕ пĕлӳпе пĕчĕк республикăра усă курма май пур-и? Ирĕклĕ вĕçев хыççăн тăвăр мар-и, çуната хăватлăн сарма лаптăк çителĕклĕ-и? Энергетика тытăмĕнче пресс-службăра тăрăшаканскер хăйне анлăрах инçĕшсем чĕннине сиссе Евгений телейне Мускавра шыраса пăхма тĕв тăвать. Ара, çунат сарса таврăннă вĕт. Чаплă пĕлӳ илнĕ. Апла — тĕнчене парăнтарма та хăват çитĕ. Мускава кăна мар. Çакăн пек шухăшсемпе çула тухать чăваш каччи.
Мускав… Вăл куççуле ĕненменнине пурте пĕлетпĕр… Çамрăкла чăрсăрлăхпа авăрланнă чăваш каччине парăнма шухăшламан та тĕп хула… «Сан пеккисем унта — миллион та пĕр штук. Кашни кун пыраççĕ. Самолетпа, пуйăспа… Кашниех унран пултаруллăраххи çук тесе шухăшлать. Кашниннех тĕллевĕ вышкайсăр, кăмăлĕ çирĕп…» — аса илет иртнине Евгений.
Халĕ калама та юрать пулĕ. Çывăх çыннисем ăна килтен ярасшăн пулман. Ара, ĕçĕ пур, лайăхскер — тата мĕн кирлĕ? Вĕсене кулянтарасшăн пулманнипех каччă чăн лару-тăру çинчен пĕлтермест. «Ан кулянăр, манăн пурте лайăх, ăнăçлă, ĕçлетĕп… Мана Мускава ĕçлеме чĕнсех илчĕç вĕт». Хăй вара çав вăхăтра… «Доширак» çисе пурăнать. Укçа чаксах пырать. Кунсем иртеççĕ. Эрне хыççăн — эрне, уйăх хыççăн — уйăх. Йĕркеллĕ ĕçе вырнаçма вара ниепле те май килмест. Евгений кадр агентствинчен пулăшу ыйтать. Рублевкăри пуян пĕр хуçалăха пахчаçă кирлине пĕлсен пĕр шухăшласа тăмасăр килĕшет. Асăрхарăр-и? Тĕп сăмах — Рублевка. Унта пули-пулмине ĕçе илменни каламасăрах паллă. Çавăнпа малтан тĕрĕслеççĕ, çĕрпе, пахчапа çыхăннă ыйтусем параççĕ. Калăпăр, кĕл чечек çĕрĕк чирĕпе аптрасан мĕн тумалла? Çакна илтсен чăваш каччи чалт! сикменни çеç. Савăннипе. Вулакан ас тăвать-тĕр, Евгений унта-кунта вĕренме кĕреймесен саппас çул яланах ял хуçалăхне палăртнă. Ӳсен-тăран вăл е ку чирпе аптрасан мĕнпе сиплемеллине Женя мĕн ачаран пĕлсе ӳснĕ! Çавăнпа хăйне панă ыйту хуравне каччă хутлав таблици евĕрех пĕлнĕ: «Паллах, Бордосс шĕвекĕпе сиплемелле! Тĕрĕссипе, халĕ çĕнĕ йышши препарат та нумай». «Юрать, кирлĕ çĕре эпĕ сире хамах илсе кайăп», — пулнă хурав. Малтанхи вăхăтра çакă тытăнкаласа тăма, чуна усрамалăх ĕçлесе илмешкĕн май панă.
Ытти вара, ытти — йăлтах кайран. Чăваш каччи Мускав мэрĕн Лужковăн шутланакан канала корреспондента ĕçе вырнаçма мехел çитернĕ. Унта çур çул ĕçлесен ăна НТВ йыхравланă. Сумлă телеканал… Камăн унта ĕçлесе курас килмĕ? Анчах та пуçлăхсене хăй каясса систерсен лешсем ăна карьера картлашкипе хăпартма шантарнă, шеф-редактор пуканне сĕннĕ. Çапла парăнма пуçланă Мускав… Мĕн пӳрнĕ шăпа? Каллех шухăша каять Евгений. Çук, йĕкел мар, мăйăрах, мăйăрах…
Анчах çул яланах такăр пулмасть çав.
Рита АРТИ хатĕрленĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас