Чăваш хĕрарăмĕ 49 (1277) № 15.12.2022

15 Раштав, 2022

Пĕçернĕ апата тиркемесен...

«Халĕ старикпе мар, çак лашапа çывăратăп», — тесе кĕтсе илчĕ пире Красноармейски районĕнчи Янмурçинра пурăнакан Татьяна Михайлова. 89 çулти Татьяна Васильевна туйине лаша тет. Кил хуçи хĕрарăмĕ икĕ ятпа çÿрет. Паспортне пăхсан Дария вăл. Ашшĕпе амăшĕ Татьяна тесе чĕннĕ те — колхозра ĕçленĕ вăхăтра хутсем çине те Татьяна тесе çыртарнă.

Картлампа йăтнă

Татьяна Михайлова Красноармейски районĕнчи Тусайра çуралса ÿснĕ. Виçĕ хĕр — Татьяна, Тамара тата Лилия — çитĕннĕ вĕсем. Мĕн пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхнĕ. 22 çулта чухне Янмурçин каччине Егор Михайлова качча тухнă. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе 67 çул пурăнаççĕ вĕсем. «Пĕр-пĕрин çинчен пĕлменни нимĕн те юлмарĕ. Упăшка Егор Михайлович — 92-ре. Мăшăрăм çав тери ырă кăмăллă. Аттепе анне вашават, сăпайлă пулнипе палăратчĕç. Ĕлĕк халăх ĕçлеме юратнă. Хаваслă пурăннă. Çулталăк иртсен ĕçкĕ-çикĕ ирттернĕ. Тусайсем ĕçке купăспа килнĕ», — хăйсем çинчен каласа кăтартнă май кĕрекене чĕнчĕ Татьяна Васильевна. Чейпе сăйланă май иртнине аса илчĕ. Çамрăк чухнехине куç умне кăларчĕ… Михайловсем — хăйне евĕрлĕ çынсем. Егор Михайлов арăмне Татьяна Васильевна тесе чĕнет. Кил хуçи хĕрарăмĕ ăна Егор Михайлович тет. Пĕр-пĕрне юратса çапла хисеплеççĕ вĕсем. «Турă çырнисем тупăннă», — теççĕ Михайловсем пирки Янмурçинсем. Егор Михайловичсен çемйи пысăк пулнă. Ашшĕпе амăшĕ 11 ача çуратнă. Анчах вĕсен тĕпренчĕкĕсем тиф чирне пула пĕрин хыççăн тепри вилнĕ. Егорпа пиччĕшĕ Илья кăна юлнă. Илья та виçĕ çул каялла пурнăçран уйрăлнă. «Егор Михайловичăн ашшĕ колхозра конюхра ĕçленĕ. Ывăлĕ ун патне пулăшма çÿренĕ. Вăрман касма та кайнă. Фермăра вăкăрсене, лашасене пăхнă, арман авăртнă. Егор Михайловича качча тухсан пĕрле вăй хума тытăнтăмăр. Кайран ĕнесем патĕнче те тăрăшнă. Çав вăхăтрах упăшка Карай ялĕнчен çăкăр турттаратчĕ. Килтен ирхине 3 сехетре тухса каятчĕ те каçхи 8-та таврăнатчĕ. Ĕçлемесĕр пĕр кун та пурăнман. Вăкăрсем валли апата картлампа йăтаттăмăр. Тислĕке хальхи пек техникăпа тасатман, кĕреçепе ĕçленĕ. Килте те выльăх-чĕрлĕх чылай пулнă. Ĕне, сыснасем, сурăхсем, чăх-чĕп йышлă тытнă. Колхозра çĕр улми, купăста, кăшман пайĕсем уйăрса панă. Пенсие кайсан та ĕçленĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ Татьяна Васильевна. Михайловсем тăватă ача пăхса ÿстернĕ. Икĕ ывăлпа икĕ хĕр: Лена, Коля, Рита, Витя. Лена Янмурçин йĕкĕтне качча тухнă. Рита мăшăрĕпе Трак тăрăхĕнчи Анаткасра пурăнать. Коля Свердловск облаçĕнче тĕпленнĕ. Витя 38-та чухне аварие лексе тăрук вилнĕ. Татьяна Васильевнăпа Егор Михайлович паян иккĕшех пурăнаççĕ. Вĕсене яла юлнă аслă хĕрĕ пăхать. Вăл ашшĕпе амăшĕ патне кашни кунах килсе каять. Ватăсен сывлăхĕпе кăсăкланать, юр тасатса парать. Пушă алăпа çÿремест. Кукăль, икерчĕ пĕçерсе килет. Ритăпа мăшăрĕ те кашни эрнерех ватăсене çитсе курма васкаççĕ. Ĕне усранă май ашшĕпе амăшне сĕт-турăхпа тивĕçтереççĕ. Çу, тăпăрчă, хăйма илсе килеççĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Ĕçе чунтан пурнăçлани паха

Кашни çынах çут тĕнчене килсен малтан выляса-чупса çитĕнет, ăс пухса пĕлÿ илет, çитĕнсен çемье çавăрать, кăмăла каякан ĕç тупать, пурнăçра хăйĕн вырăнне шыраса телейлĕ пулма ăнтăлать.

Вăрнар районĕнчи Чалăм Кăкшăм ялĕнче çуралнă Галина Родионова Комсомольски районĕ тăванран та тăван пулса тăрасса, хăйĕн пурнăçне вĕренÿ, библиотека тытăмĕсемпе çыхăнтарасса, тен, ача чухне шухăшлама та пултарайман. Çапах шăпах çакăнта вăл хăйĕн телейне тупнă. Вăрнар хĕрĕ шкул хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ют чĕлхесен факультетĕнче ăс пухнă. Дипломлă специалиста шăпа Комсомольски районне илсе çитернĕ. Маттур хĕр Вăрманхĕрри Чурачăк шкулĕнче ăс пухакансене нимĕç чĕлхи вĕрентме пуçланă. Нумай çул çак ĕçре тăрăшнă вăл, хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă. Çавна май çамрăк специалиста директорăн вĕренÿ тата воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма шаннă, каярахпа вăл шкул директорĕнче те ĕçленĕ. 2005-2011 çулсенче Хырхĕрри тĕп шкулĕнче вăй хунă. Пĕр вунă çул каялла шкулсенче нимĕç чĕлхи вĕрентме пăрахрĕç, акăлчан чĕлхине ытларах тимлĕх уйăрма пуçларĕç. Çавăнпа та Галина Николаевна урăх специальноç алла илме шухăшланă. Мĕн пĕчĕкрен кĕнекесемпе туслă пулнăскер библиотекăпа информаци ĕçĕ енĕпе пĕлÿ илсе 2011 çулта библиотека тытăмĕнче вăй хума пикеннĕ. Унтанпа паянхи кунчченех анлă тавра курăмлă, пур енĕпе те пултаруллă ĕçчен Аслă Çĕрпÿел ял библиотекинче тăрăшать. — Библиотекарь ĕçĕ тÿрех кăмăла кайрĕ. Кунта тăрăшасси — кĕнеке валеçсе каялла илни çеç мар. Эпир ялти хастарсемпе кашни уяв тĕлне тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе ирттеретпĕр, общество пурнăçĕнчен аякра тăрса юлмастпăр, пур çĕре те хутшăнма тăрăшатпăр. Паллă кунсем валли тематика куравĕсем йĕркелесе ял çыннисене интереслĕ кĕнекесемпе паллаштаратăп. Вĕсене вулас текенсем йышлăн пулсан кăмăл хăпартланать, — паллаштарать ĕçĕпе Галина Родионова. Кашни килекене ырă кăмăлпа, ăшă йăл кулăпа кĕтсе илет библиотекарь. Çавăнпа та халăх культура вучахнелле туртăнать, çитĕннисем те, ачасем те кунта час-часах кĕрсе тухма, тĕрлĕ кĕнекепе паллашма вăхăт тупмашкăн тăрăшаççĕ. 2014 çулта библиотека «Муниципалитет чи лайăх культура учрежденийĕ» конкурсра мала тухса 100 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçнĕ. Çак укçа-тенкĕпе библиотекăна юсас тата компьютер техникине çĕнетес çĕрте усă курнă. Конкурсра мала тухнинче, паллах, библиотекарĕн тÿпи питĕ пысăк. Вăл тăрăшмасан çакăн пек çитĕнÿ тума май килмĕччĕ. Галина Николаевна пĕр самант та ĕçсĕр ларма хăнăхман. Вăл художество пултарулăхĕнче те, спортра та маттур, район, республика, Раççей шайĕнче иртекен конкурссемпе акцисене хаваспах хутшăнать, пĕрре мар малти вырăнсене те тивĕçнĕ. Сăмахран, 2015 çулта вăл республикăн икĕ конкурсĕнче мала тухма пултарнă: «Литературăллă Чăваш Ен: чи лайăх вуланакан кĕнеке» конкурсра «Чи лайăх конкурс организаторĕ» номинацире, «XXI ĕмĕр библиотеки» IV республика смотр-конкурсĕнче «Ял библиотеки» номинацире çĕнтернĕ. Профессире тунă çитĕнÿсемшĕн тата обществăшăн усăллă ĕçшĕн Галина Николаевнăна нумай хутчен культура ĕçченĕсен профсоюзĕн, наци библиотекин, ача-пăча библиотекин, ял тăрăхĕн администрацийĕн, район администрацийĕн культура пайĕн Хисеп грамотисемпе тата Тав хучĕсемпе чысланă. ЧР Культура национальноçсен тата архив ĕçĕн министерстви панă Хисеп хучĕ те пур унăн. <...>

Наталья МЕДВЕДЕВА.

«Каçал ен».

♦   ♦   ♦


Сад юлташлăхĕ ял тăрăхĕпе танлашĕ-и?

Диетологсем пахча çимĕç тата улма-çырла куллен çимеллине палăртаççĕ. Организма витаминсемпе, микроэлементсемпе тивĕçтерни пурнăçа тăсать. Ял çыннисен ăна-кăна ÿстерме май çителĕклех. Сад е пахча юлташлăхĕсенче епле-ши лару-тăру?

Кăçал ытларах кĕртнĕ

Çак йĕркесен авторĕ, çуркунне-çулла хуларан яла кашни эрнерех каяканскер, çемйипе пĕрле пахча çимĕç хĕл каçмалăх çитĕнтерет. Кăçал улма-çырла та лайăх пулчĕ. Ялта ÿсен-тăрана шăварма шыв çитет. Унта Шупашкартан автобус кунне темиçе хут çÿрет, асфальт çул пÿрт умĕпех иртет, электричество, газ пур. Кĕскен: ÿстерме, упрама, хулана турттарса кайма условисем лайăх. РФ Президенчĕ Владимир Путин «Раççей Федерацийĕн аталанăвĕн 2024 çулчченхи наци тĕллевĕсем тата стратеги задачисем çинчен» Указ кăларса Правительствăна çĕршывра пурăнакансен йышне 2024 çулччен палăрмаллах ÿстерме, пурнăç тăршшĕне вăтамран — 78, 2030 çул тĕлне 80 çула çитермешкĕн тивĕçлĕ майсем тума хушрĕ. Çакăн патне çитес тесен сывлăха упранипе, вăхăтра сипленнипе тата тулăх апатланнипе, физкультурăпа туслашнипе пĕрлех пахча çимĕçпе улма-çырла та организма кирлинчен кая мар çимелле. Республикăра вĕсене кашни çынна кирлĕ чухлĕ çитĕнтереетпĕрши? ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре 2021 çулта туса илнĕ çĕр улмипе хамăра кирлинчен — 1,8 хут, пахча çимĕçпе 110,3% тивĕçтернĕ. Кăçал иккĕшне те пĕлтĕрхинчен чылай ытларах пухса кĕртрĕç. Республика тулашĕнчен те илсе килеççĕ. Хуласенче пурăнакансемшĕн вăл çителĕклех темелле. Анчах тупăш сахал илекен çемьесем ăна, чылай чухне хаклăскере, кирлĕ чухлĕ туянаймаççĕ, çавăнпа юлташлăхсенче çитĕнтереççĕ. Суту-илÿре пахча çимĕç пенсионерсемшĕн те хаклă ан пултăр тесен республикăри уçă лаптăксенче ăна хальхинчен ытларах туса илмелле. Анчах та ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем унпа питех аппаланасшăн мар. Купăста, хĕрлĕ кăшман, кишĕр ÿстерекенсем пур-ха, анчах нумаях мар. Вĕсене тата ытти пахча çимĕçе акма, пăхса çитĕнтерме, пухса кĕртме, упрама ятарлă тĕрлĕ техникăпа оборудовани, сивĕре хĕл каçарма управ кирлĕ. Пахча çимĕçĕн хăй хаклăхĕ, тĕш тырă культурисеннипе танлаштарсан, пысăкрах, ăна туса илме ытларах тăкакланма тивет. Тырра кĕлетре лайăх упрасан пахăлăхне темиçе çул çухатмасть. Пахча çимĕç вара нумай вăхăтлăха мар, сивĕре шăнать, çуркунне çĕрет. «Ăна лавккана е пасара вырнаçтарма йывăр, хăй хаклăхне саплаштармалăх та тупăш илейместпĕр, çавăнпа акмастпăр», — теççĕ хуçалăхсен ертÿçисем. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Чăвашлăх çулĕпе — 30 çул

Раштавăн 10-мĕшĕнче Шупашкарти филармонире Чăваш наци конгресĕн Мăн канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна общество организацийĕ йĕркеленнĕренпе 30 çул çитнине халалларĕç. Шупашкара тĕрлĕ регионти чăвашсен наци культура автономийĕсен представителĕсем пуçтарăнчĕç.

Пурте алла-аллăн тытăнсан Чи малтан Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев юлашки çулсенче туса ирттернĕ ĕçсем çинчен каласа кăтартрĕ. 12 комитет хастарĕсем пуçарнипе çулсерен вун-вун мероприяти иртет. «Чăваш хĕрарăмĕ», «Чăваш ялĕ», çамрăксен, вĕренÿ комитечĕсем уйрăмах тухăçлă ĕçлеççĕ. Пархатарлă ĕçре культура комитечĕн тÿпи те пысăк. Вăл «тăван енри халăхсемпе ытти регионти чăвашсемшĕн культура вучахĕ» пулса тăнă. 25 хулапа районта конгресăн уйрăмĕсем йĕркеленĕ. Муркаш, Çĕнĕ Шупашкар, Красноармейски тăрăхĕнчисем уйрăмах аван ĕçлеççĕ. Вĕсене парнесемпе хавхалантарчĕç. «Кĕмĕл сасă», «Чăваш пики» конкурссем анлăн иртеççĕ. «Çĕнетсе ирттерме тытăннă Акатуй пĕлтерĕшĕ те ÿсрĕ. Вăл мĕн пур чăваша пĕрлештерекен уява çаврăнчĕ. Ăна пирĕн республикăра кăна мар, ытти регионта та йĕркелеççĕ. Регион ертÿçисемпе вырăнти пуçлăхсем наци культура автономийĕсене пулăшса пыни савăнтарать. Уявсем çÿллĕ шайра иртеççĕ», — терĕ конгресс ертÿçи. Сăмах май, конгресс хастарĕсем те инçе çула пăхмасăр çав уявсене хутшăнаççĕ. Конгресс делегацийĕ кăçал Крымра та пулнă. ЧНК çарăн ятарлă операцине хутшăнакансемпе мобилизациленнисене пулăшассипе çыхăннă ыр кăмăллăх акцийĕнчен те айккинче юлман. Акă хĕрарăмсен комитечĕн пуçарăвĕпе салтаксем валли чăлха-нуски çыхнă, районсенчи уйрăмсем тĕрлĕ япала пуçтарнă, Оренбургри наци автономийĕн хастарĕсем çар полигонне çитсе килнĕ. Çавăн пекех чăваш артисчĕсем «Атăл» батальонĕнче служба тивĕçне пурнăçлакансене юрăкĕвĕпе савăнтарнă, тĕрлĕ тăрăхра ыр кăмăллăх концерчĕсем ирттернĕ. — Пирĕн пуянлăх — регионсенче пурăнакан чăвашсем. Наци культура автономийĕсем чăваш культурипе чĕлхине упрас тата аталантарас енĕпе сахал мар ĕç тăваççĕ. Юлашки çулсенче Карелири, Кабарда-Балкар Республикинчи чăвашсен пĕрлĕхĕсем чăмăртаннине ырласа йышăнтăмăр. Америкăра пурăнакан ентешĕмĕрсен пĕрлĕхĕпе те çыхăну тытатпăр, — сăмахне тăсрĕ Валерий Леонидович. Санкт-Петербургри, Ленинград облаçĕнчи наци автономийĕсем те курăмлă ĕçсем тунине палăртрĕ. Валерий Клементьев ытти регионти автономисене пур енĕпе те пулăшайманнине асăнчĕ. Унти шкулсене чăваш кĕнекисемпе тивĕçтерейменнине, вĕсем пĕчĕк тиражпа тухнине пĕлтерчĕ. Конгресс ертÿçи чăваш ачисем валли автономисен çумĕнче вырсарни шкулĕсем уçма сĕнчĕ. Çавăн пекех конгресс чăваш халăхĕпе çыхăннă, историшĕн пĕлтерĕшлĕ вырăнсене çитсе курма майсем туса парасшăн, çав тĕллевпех конгресăн туризм комитетне туса хунă. «Иртнисĕр пуласлăх çук» каларăшăн пĕлтерĕшне асра тытса ытти регионти чăвашсем патне кайса çÿремеллине палăртрĕ. — Пирĕн тĕллев — чăваш ятне çĕклесси, тăван халăхăн пуян культурипе йăли-йĕркине тĕпчесе çынсем патне çитересси, ытти регионти йăхташсен хутшăнăвĕсене çирĕплетесси. Чăваш çĕршывне юратни, авалхи халăх пулнипе мăнаçланни пире паян та, малашне те пĕрлештерсе тăтăр. Тĕнче тăрăх саланнă чăвашсемпе çыхăнăва татас марччĕ, — пĕтĕмлетрĕ конгресс президенчĕ. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Яланах савăнса вулатăп

Сĕтел çинче — «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат. Ĕçрен таврăнсассăн яланах сĕтел хушшине ларатăп та çак хаçата вулама тытăнатăп. Тем тĕрлĕ материал та пур кунта. Çавсене вуласа савăнатăп. Ытларах — чăваш хĕрарăмĕ çинчен. Халăх пурнăçĕнче хĕрарăм мĕнле пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнни çинчен. Çакă мана пуринчен те ытла килĕшет. Ара, чăнласах та хĕрарăм чăваш халăх пурнăçĕнче яланах питĕ пысăк вырăн йышăннă.

Эпĕ — истори темипе ĕçлекен çыравçă, тĕпчевçĕ. Ку темăпа нумай хайлав çырнă. Авалхи сăмах-юмаха та лайăх тĕпченĕ. Акă авалхи чăваш юмахĕсене илер-ха. «Пулнă-пурăннă пĕр карчăкпа старик», — пуçланать юмах. Карчăк яланах малта. Авалхи юмахсенчи паттăр кĕрешÿ хирне кайнă чухне яланах амăшĕнчен пехил илет. Ытти халăх юмахĕсенче апла мар: «Жили-были старик со старухой» теççĕ. Яланах старик малта. Тата шухăша кайса ларатăп: «Арăм» сăмаха аса илетĕп. Мĕне пĕлтерет-ха çак сăмах? Ар — паттăр çын, ăм /ум/. Арăм — ар умĕнче тăраканĕ. Хĕрарăм — арăм умĕнчи хĕр, çамрăк хĕр пĕлтерĕшĕ чăвашшăн тата та пысăкрах. Чăваш паттăрĕсене тăшманпа е аçтахасемпе çапăçма яланах амăшĕн пехилĕ пулăшать. Тата шухăша кайса ларатăп: чи йывăр чухне, пулăшу шыранă чухне, пуринчен те малтан кама аса илетпĕр-ха эпир? Аннене! Савăнмалла чухне те чи малтан кама аса илетпĕр? Паллах, аннене, ăна чи малтан савăнтарас килет. Акă Шупашкарта «Амазони» парк уçрăмăр. Мĕне пĕлтерет-ха çакă? Амазонка — ама çын, ама мĕн иккенне пурте пĕлетпĕр, çын — авалхи сăмах, китай чĕлхинче те пур, вăрçă паттăрĕ тенине пĕлтерет. Ама çын — амазонка — ама вăрçă паттăрĕ. Ама çынсем çинчен калани пирĕн халăх пултарулăхĕнче нумай. Чăнлав та сахал мар. Чăваш ама çынсем 1224 çулта, Субедей ертсе пыракан монгол хурахĕсене çĕмĕрсе тăкнă чухне те палăрнă. Ку çапăçу Атăлăн сулахай çыранĕнче, хальхи Мелекес хули таврашĕнче пулнă. Ама çынсем каярах, тĕрлĕ сăлтава пула, Атăлăн сылтăм енне куçса килсе вырнаçнă. Хĕвел анăç енчи çĕршывсенчен ку енне килсе çÿренĕ çынсен çырăвĕнче Шупашкар таврашĕнчи çĕре «Амазони» тесе çырни пур. Куратпăр ĕнтĕ, Шупашкарта ахальтен мар, эппин, «Амазони» парк пур. Çаксене пула, хĕрарăма мĕн авалран хисепленипе ĕнтĕ, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленсессĕн Шупашкарта «Ĕç хĕрарăмĕ» журнал тухма тытăнчĕ. <...>

Юхма Мишши, Чăваш халăх писателĕ, академик, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.