- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чăваш хĕрарăмĕ» 49 (1226) № 16.12.2021
Тимĕр «урхамах» хăех утă çулать
…Уй варринче вырнаçнă трактор кабининче çын çук. Апла пулин те вăл ĕçлесе каять те хыçала çакса янă ятарлă агрегат çитĕннĕ ешĕл курăка çулма пуçлать. Фантастика фильмĕн кадрĕ мар ку — чăн пурнăçри самант! Кăçалхи утă уйăхĕнче республикăри «Уй кунне» Çĕрпӳ районĕнче пухăннисен çакнашкал ӳкерчĕке сăнама май килнĕ. Ахăртнех, кун пеккине пĕр 20-30 çул каялла курас тăк тĕлĕннипе такамăн та куçĕ чарăлса кайĕччĕ.
Пилотсăр техника йăнăшсăр ĕç-пуçĕ ăслăлăх тата производство пĕр вырăнта тăманнине çирĕп ĕненме май парать. Управлени пультне алла тытса техникăна «ташлаттарасси» ача-пăча робочĕсен кăна мар, тĕрлĕ Улăп-машина тĕнчинче те вăй илнине сăнатпăр. Паллах, наука кашни мал утăмĕ çын ӳркенменлĕхĕпе, ăс-тăнпа алă-ура çивĕчлĕхĕпе çыхăннине кашниех ăнланма тивĕç. И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн машиностроени, электротехникăпа энергетика факультечĕсен вĕрентекенĕсемпе студенчĕсен ушкăнне шăпах çавăн пек пахалăхсем республикăри пилотсăр пирвайхи тракторсене хута ямашкăн май панă та. Ăна ăсталанă хастарсем трактора Мускавра çуллен иртекен «Ылтăн кĕркунне» куравра та кăтартнă.
Икĕ тусăн — пĕр шухăш
— Ĕмĕт-шухăш пач ăнсăртран йăтăнса анмасть паллах. Университета ĕçлеме киличчен, 2018 çулччен, Шупашкарти тракторсем тăвакан заводра вăй хума тӳр килчĕ. Шкул саккипе сыв пуллашсан ял хуçалăх аслă шкулĕнче вĕрентĕм, каярах ăслăлăх кандидачĕн диссертацине хӳтĕлерĕм. Доктор ĕçне çырма пуçăнсан производствăна ĕçлеме кӳлĕнтĕм. Ятарласа тунă утăм пулчĕ ку. Шăпах ĕç вĕрекен çĕрте тăрăшсан кăна тĕрлĕ çĕнĕ япала ăсласа кăларма май килет. Заводра пĕр шухăшлă çынсен ушкăнĕ чăмăртаннăччĕ темелле. Анчах эпир ĕмĕтленнине пурнăçлама ăнтăлнă вăхăтра концерн панкрута тухас патне çитнĕччĕ. Эпĕ ЧПУ машиностроени факультетне килтĕм. Ĕçтешĕм Сергей Семенов Ростов облаçне тухса кайрĕ. Чи кăсăкли — пĕр вăхăталла пĕрешкел проектпах пуçа çĕмĕрнĕ-мĕн эпир. Дон çинчи Ростовра пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче пилотсăр комбайн кăларчĕç, эпир вара электронлă управленипе çӳремелли трактора чӳк уйăхĕнче ĕçлеттерсе пăхрăмăр, — ЧПУн ăслăлăха тĕревлекен фончĕн гранчĕпе /1 миллион тенкĕ/ хута янă çĕнĕ технологи çинчен каласа кăтартать патент илнĕ ушкăнăн ăслăлăх ертӳçи, прикладной механикăпа графика кафедрин пуçлăхĕ Сергей Васильев.
Ĕçе 2019 пуçăннă. Командăри 10 çын — аспирант, магистрантсем, студентсем — техника ăслăлăхĕсен докторĕ Сергей Анатольевич ертсе пынипе кашни утăм валли программа çырнă, унпа килĕшӳллĕн электронлă пралуксене çыхăнтарнă. Сцеплени пусмалли, тормоз лартмалли, айккинелле пăрăнмалли тата ытти механизма епле ĕçлеттерессине чылай сӳтсе явнă.
— Кашни кун тенĕ пекех машина лабораторийĕнче пурте пĕрле модельсем калăплаттăмăр. Студентсем хатĕр схемăпа каçхине 3D-принтерпа кирлĕ пая шăратса кăларатчĕç, — ушкăнра пурте тăрăшуллине, çĕнни патне туртăннине палăртнă май каласа хăварать Сергей Анатольевич.
Кулибин тĕслĕхĕпе
Никĕс вырăнне паянхи «Кулибинсем» аслă шкулăн ЛТЗ-120Б тракторне илнĕ. Липецкра 25 çул каялла кăларнă техника хатĕрĕ /халĕ çав сери производствăра çук/ ахалех ларнă. Палăртни вырăнлă: малтанах механика меслечĕпе ĕçлекен трактора радиоуправлени урлă — тĕп агрегатсен мехатрон привочĕсемпе — çӳреме «вĕрентесси» пулнă. Çак тĕллеве пурнăçланă хыççăн вара сăнава анлăлатма тĕв тунă: тимĕр «урхамаха» ял хуçалăх тĕрлĕ агрегачĕпе ĕçлемешкĕн хăнăхтарма хăтланса пăхас тенĕ.
— Чăваш Енри тĕрлĕ техникăпа ĕçлекен предприяти пуçлăхĕ Владимир Жирнов пире утă çулакан агрегат пачĕ. Ăна çакса ятăмăр та ЛТЗна аслă шкулăн «Т» корпусĕн футбол лапамĕнче /мечĕк тапакансен юратнă вырăнĕнче юлашки çулсенче транспорт хатĕрĕсем лартнине кăна кураттăмăр/ курăк çулма хăнăхтармашкăн тытăнтăмăр. Çапла ку ĕçе ăнăçтарма вĕренсе çитсен руль умне çын лартмасăр ĕçлеттерме май килекен техникăна ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене кăтартас кăмăл çуралчĕ, — калаçăва хутшăнчĕ «Уй кунĕнче» управлени пультне алра тытнă Сергей Мишин, студентсен «Робототехника» конструктор бюровĕн ертӳçи. <...>
Ирина ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Алла алă çăвать те…
Суд тенкелĕ çине çитерет
«Анне, кур-ха, çав пиччен аллине çыхса хунă», — чарăнура транспорт кĕтнĕ май коррупцие хирĕçлесе сăнлакан пĕр плакат çине тĕллет пĕчĕк арçын ача. «Вăл усал-им?» — тĕпчеме пăрахмасть хайхи. Амăшĕ унпа килĕшсе пуçне сĕлтнипе кăна çырлахмасть пĕчĕкки. Унăн пĕтĕмпех пĕлес килет. Анчах асли кĕçĕннине вăл е ку ĕçе ăнăçтарас тесе пĕрисем теприсене саккуна пăсса укçа мĕншĕн панине ăнлантарма сăмах тупаймасть. Çăмăл мар ку ăнлав. Ача-пăча тĕнчишĕн пач ют. Çавăнпах ывăлĕ çулпа иртсе пыракан йывăр тиевлĕ пысăк машинăна сăнама тытăнни уншăн чухах. Ӳсерехпе «коррупци» сăмах мĕне пĕлтернине, уншăн тĕрмене те хупнине ахалех те тавçăрма вĕренĕ ывăлĕ.
Пурнăçра пĕр-пĕрне укçалла юрама тăрăшакан сахал мар. Хăть те мĕнле ыйтăва та кĕмĕлпе татса пама пулнине шанаканĕненекен пуртан сарăлса пырать те усал йăла. Сĕтев пулăшăвĕпе тĕрлĕ ыйтăва татса пама хăтланать халăх.
РФ следстви комитечĕн республикăри ĕçченĕсем Канашра пурăнакан 56 çулти хĕрарăм тĕлĕшпе пуçарнă ĕçе тишкерсе пĕтернĕ. Уголовлă материала ĕненес тĕк, 2019-2020 çулсенче хĕрарăм тупăш илес шухăшпа финанс пĕр проектне 8 миллион та 800 пин тенкĕ хывнă. Каярах ку пурлăха каялла кăларас тесе шухăшласан ĕçе ăнăçтарайман вăл. Пĕлĕшĕ пулăшма шантарнă, пурлăха тавăрас тĕллевпе Федераци службин хăрушсăрлăх управленийĕн ĕçченне 1,5 млн тенкĕ пама сĕннĕ. Унпа лайăх хутшăнура пулнине ĕнентернĕ. Пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче хĕрарăм укçан пĕр пайне — 400 пин тенке — хайхи пĕлĕшне куçарса панă. Анчах та арçын кĕмĕле «кирлĕ» вырăна çитерме шухăшламан та — унпа хăй пĕлнĕ пек усă курнă. Следовательсем ку тĕслĕхе çителĕклĕ тишкернĕ ĕнтĕ. Ĕçе Канаш район сучĕ пăхса тухĕ. Çакна та палăртмалла: пулăшма шантарнă арçынна улталанăшăн айăпланă.
Улатăр районĕнче полицире вăй хунă арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе пĕтернĕ. Следстви версийĕ тăрăх, айăпланакан службăран пăрăнмалли сăлтав çуккине пăхмасăрах больницăна кайнă. Тухтăр 2 пин тенкĕлле икĕ эрнелĕхе ĕçрен хăтармашкăн хут çырса панă. Пакунпа çӳренĕскер тĕлĕшпе приговора район сучĕ палăртĕ. Суя справка çырса панă тухтăрăн та пĕчĕк взятка илнĕшĕн уголовлă явап тытма тивĕ.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи 38 çулти арçын ÇÇХПИ инспекторĕн кăмăлне çавăрма хăтланнă. Руль умне ӳсĕрле ларнăскер айăпран 5 пин тенкĕпе хăтăласшăн пулнă.
Нумай-и, сахал-и кунашкал тĕслĕхсем… Анчах — пур. «Коррупци» ăнлав ахальтен çуралман. Кăçал кăна республикăри прокуратура ĕçченĕсем коррупцие хирĕç калакан саккуна пăснă 4 пин яхăн тĕслĕхе тупса палăртнă. Ку йĕркесĕрлĕхе сирес тĕллевпе 1170 представлени çырнă, суда 57 ыйту тăратнă, 847 акта хирĕçленĕ. Саккун хуралçисен витĕмĕпе должноçри 1204 çынна дисциплинарлă явап тыттарнă, 97-шне административлă майпа айăпланă. 21 тĕслĕх уголовлă явап тыттарассипе çыхăннă. Прокурорсем должноçри 14 çынна ĕçрен хăтарни лешсем ку тĕлĕшпе шанчăкран тухнипе çыхăннă. <...>
Татьяна НАУМОВА.
♦ ♦ ♦
Шуçлак çул çинчен пăрăнма çăмăл-и?
Саккуна пăснă çул çитмен çамрăксене вăхăтлăх хупмалли центрта — хăйне уйрăм йĕрке. Унта ирĕк ыйтмасăр кĕрсе тухаймăн. Хальхи вăхăтра, коронавирус сарăлнине пула, ашшĕ-амăшне те чараççĕ. Центрта 25 вырăн хатĕрленĕ. Халĕ çакăнта суд йышăнăвĕпе 2 ача пурăнать. Вĕсем 30 талăкра ăса кĕрсен тем пекехчĕ.
Унсăр пуçне административлă йĕркене пăснисене центра илсе килеççĕ. Вĕсене 48 сехет хушшинче çывăх çыннисене тавăрса памалла. Çапах кулленхи пурнăçра тĕрлĕ лару-тăру сиксе тухма пултарать. Улатăртан килнĕ çул çитмен çамрăк Шупашкарта техникумра вĕренет тейĕпĕр. Унăн ашшĕ-амăшĕ республика тулашне тухса кайнă.
Çавăнпах вĕсем ачине илмешкĕн центра часах çитеймеççĕ. Ун пек чухне, паллах, çамрăка çакăнта 2 талăкран ытларах тытма тивет. Е çывăх çыннисем укçа çитменрен тĕпренчĕкне илме килеймеççĕ. Хăйсем, сăмахран, Мускавра тĕпленнĕ. Йĕрке хуралçисем çул çитмен çамрăка ашшĕ-амăшне леçсе панă тĕслĕхсем те пулнă. Центра суд урлă вырнаçтарни çине пусăм тăвас килет. Паллах, йĕркене пĕрре пăсакансене уйăхлăх хупса хумаççĕ. Алăран вĕçерĕннисене тĕрлĕ служба специалисчĕсем, çав шутра çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторсем те, пăхса-сăнаса тăраççĕ. Вĕсен пурнăçне ырă енне улăштарма тăрăшаççĕ. Апла пулин те саккуна пăхăнманнисен шăпине судья татса парать.
«Çакăнта лекекен ачасенчен ытларахăшĕ тулли мар çемьере çитĕнет. Çав вăхăтрах амăшĕ эрех черкки еннелле туртăнать. Хĕрарăм тĕпренчĕкĕ шкултан киле панă ĕçсене пурнăçланине тĕрĕслемест. Ачи-пăчи валли апат пĕçермест. Ахăртнех, килте çимелли пулманран вĕсен ывăл-хĕрĕ вăрлама пуçлать. Сăмахран, ачасем ют çыннăн банк карттипе лавккара тавар туянаççĕ», — калаçу пуçларĕ саккуна пăснă çул çитмен çамрăксене вăхăтлăх хупмалли центр пуçлăхĕ Василий Павлов.
Вĕсем велосипед, самокат, телефон... вăрлаççĕ. Хăшĕ-пĕри, тен, çакна преступлени вырăнне йышăнмасть? Çын япалине тытаççĕ те ăна каялла тавăрмаççĕ. Мĕншĕн пĕрне илсе панă, теприн унашкал хатĕр нихăçан та пулман? Çак ыйтăвăн хуравне ача çăмăллăн тупĕ-и?
Улталанă тĕслĕхсене те палăртмасăр иртеймĕн. Сăмахран, çамрăксем ют çыннăн банк картине вăхăтлăх илеççĕ те унпа хăйсене кирлĕ пек усă кураççĕ. Е наркотик сутнăшăн йĕрке хуралçисен аллине лекеççĕ.
«Кунта лайăххипе япăххине уйăрма вĕрентетпĕр. Анчах килте ашшĕ-амăшĕ пăхса çитерейменнине пула ача каллех саккун чикки урлă каçас хăрушлăх пур», — çул çитмен çамрăксем центра темиçе хут лекнине çапла сăлтавлать Василий Витальевич. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
♦ ♦ ♦
Тракторпа ĕçленĕ Анюта
Шупашкар районĕнчи Ишекрен, Ункă шывĕ урлă каçсан, Хураçырма ялне çитсе тухатăн. Ялăн аялти урамĕнче, вăл улăх хĕррипе тăсăлать, йăмрасем, тирексем, çăкасем кашласа лараççĕ. Çуллахи вăхăтра çак йывăçсен хушшинчи пӳртсемпе хуралтăсене асăрхама та çук. Хураçырма ялĕ çырмасен хушшинче ларать. Унăн хăйне май илемĕ, пурнăçĕ…
«Анюта-и, ав унта, сăрт хĕрринче шурă кирпĕчпе купаланă çуртпа юшанар ларакан йывăç пӳртре, пурăнать», — ăнлантарать мана çул çинче тĕл пулнă юлташ.
Кил хуçи Анна Антоновна, вăтам пӳллĕ хĕрарăм, алăкран шаккаса кĕрсенех пукан çине ларма сĕнчĕ. Унăн калаçăвне итленĕ май сăпайлă та çирĕп кăмăллă ĕçчен хĕрарăм кун-çулĕпе пурнăçĕ куç умне тухса тăчĕ.
«Эпĕ çак вырăнта анне кун çути парнеленĕ кунран пуçласах, 1925 çултанпах, пурăнатăп, — пуçларĕ хăйĕн сăмахне ĕç ветеранĕ. — Вăрçă тухнă çул пире, 15 çулти хĕрачасене, Сăр юхан шывĕ хĕррине тăшманран хӳтĕленме хӳтлĕхсем тума пуçтарса кайрĕç. Пирĕнпе пĕрле арçын ачасем те чылаййăнччĕ. Анчах вĕсене унта нумай тытса тăмарĕç, вăрçă ĕçне хăнăхтарма хĕсмете илсе кайрĕç. Паллах, тăван çĕршывăмăр вутра çуннине кура никам та лăпкăн чăтса ларман. Часах, 1942 çулхи çурхи уй-хир ĕçĕсенче, арçын алли çителĕксĕрри сисĕнчĕ. Вăл вăхăтра нумай хĕр техника вăрттăнлăхне алла илме пуçларĕ. Эпĕ те çав çулсенче прицепщикре ĕçлеме пуçларăм.
1943 çулта кĕркунне Ишлейри МТСа тракторпа çӳреме вĕренмешĕн ячĕç. 114 çамрăк хушшинче пурĕ те 2 йĕкĕт кăначчĕ. Курса ăнăçлă вĕçлесен СТЗ, ХТЗ маркăллă тракторпа ĕçлесе йывăрлăхсене нумай тӳссе ирттерме тиврĕ. ДТ-54 йышши килме пуçласан кăна ĕç çăмăлланчĕ — ку техника чылай ансатрахчĕ.
Ас тăватăп-ха, пĕр çулхине Çатра Маркана авăн çапма илсе кайрĕç. Ĕççи аванах пычĕ, анчах пĕр вăхăтран трактор чăхăмларĕ. Ăна Ишлей МТСне ăсатма хушрĕç. Пайăн-пайăн сӳтнĕ трактора ултă лав çине тиерĕмĕр. Ака-сухана тĕпрен юсанă техникăпа тухрăмăр. Юрăхсăра тухнă пайсене пуйăспа Канаша кайса çĕнететтĕмĕр е улăштарса килеттĕмĕр. Юлашки çулсенче мĕн пенсие тухичченех Т-25 йышши тракторпа ĕçлерĕм. Кăмăла кайрĕ вăл. Урапаллă ку техника пире, хĕрарăмсене, валли ятарласа кăларнăнах туйăнатчĕ. Унпа ял хуçалăхĕнчи пур ĕçе те пурнăçлама май пур: суха ту, тырă ак, курăк çул, утă пуçтар тата ытти те. <...>
Михаил ИГНАТЬЕВ. Шупашкар районĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас