- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 48 (1327) № 07.12.2023
«Хĕрарăмсене хавхалантарма илем конкурсне хутшăнатăп»
Асанне е кукамай тесен куç умне мĕнлерех ӳкерчĕк тухса тăрать-ха? Вăл алсиш-нуски çыхать е тĕпелте кăштăртатса кукăль тавраш янтăлать… Анчах пачах тепĕр тĕрлĕ асаннесем те пулаççĕ. Вĕсем хастар та пултаруллă, яштака та илĕртӳллĕ, илем конкурсĕсене хутшăнса подиум тăрăх утаççĕ. Шупашкарти Наталья Баронкина та çак йышранах. Тăватă ача амăшĕ, асанне ятне илтнĕскер кăçал «Чăваш Ен миссисĕ» тупăшура ăмăртса «Пур енĕпе те илемлĕ пике» номинацире çĕнтернĕ. Тĕрĕссипе, 48 çултискер асламăшĕ пулнине ĕненме те йывăр.
— Наталья, эсир тăватă ача амăшĕ пулнăран тӳрех çакнашкал ыйту çуралчĕ: хăвăр та пысăк çемьере çитĕннĕ-и?
— Çапла. Эпĕ Шупашкарта, виçĕ ачаллă çемьере ӳссе çитĕнтĕм. Атте анлă тавра курăмлă, ăслă çынччĕ, интеллигентчĕ. Мана питĕ тимлетчĕ вăл. Шахматла выляма хăнăхтарчĕ, математикăна ăса хывма пулăшрĕ, музыка шкулĕнче те пĕлӳ илтĕм. Пĕчĕк чухне атте-аннепе вăрмана тăтăш çӳренĕрен çут çанталăка питĕ юрататăп.
— Сцена çине тухас ĕмĕт çукчĕ-и?
— Вăл мана ачаранах илĕртетчĕ. Мĕншĕн тесен садикре те, шкулта та мероприятисенче тĕп рольсене мана шанса паратчĕç. Юрлама, халăх умĕнче пултарулăха кăтартма кăмăллаттăм. Эпĕ çынсемпе хутшăнма килĕштеретĕп. Ку йăлтах ачаранах пыракан япала. Аттене Николай Германовича тав сăмахĕ калатăп — вăл мана хăй пекех анлă тавра курăмлă тăвасшăн, аталантарасшăн çунатчĕ. Анне те, Людмила Константиновна, пире тивĕçлĕ çынсем тăвассишĕн ăнтăлчĕ. Вĕсем тăрăшни харама каймарĕ паллах. Ачана пĕчĕк чухне мĕн пани çитĕнсен питĕ аван палăрать. Эпĕ те атте-анне пекех хамăн ачасене тĕрлĕ енлĕн аталантарма, тĕрĕс воспитани пама, ăс-тăнне пуянлатма тăрăшатăп. Мăшăрпа виçĕ ывăлпа пĕр хĕрачана ура çине тăрататпăр. Аслă ывăлсем Мускавра пурăнаççĕ. Чи аслин çемйи виçĕ çул каялла пире мăнукпа савăнтарчĕ. Кĕçĕнни, пĕртен-пĕр хĕр пĕрчи, 8 çулта. Эпĕ ăна 40-ре çуратрăм. Анне ачасене пăхма питĕ нумай пулăшать.
— Мăшăрăр вара?
— Вăл водительте ĕçленĕрен киле час таврăнаймасть. Çемьешĕн тăрăшаканскер питĕ нумай ĕçлет. Ывăнать, паллах. Çавна май кил-тĕрĕшри ĕçсем — ман çинче.
— Илем конкурсĕсене хутшăнмашкăн вăхăт тата вăй-хал мĕнле тупса çитеретĕр?
— Пурнăçа питĕ юрататăп эпĕ. Илеме хаклатăп. Илем конкурсĕсем йышши мероприятисем хавхалантараççĕ. Ытти çынна тимлесе çĕннине ăса хыватăп. Пĕрле тупăшакансемпе те хутшăнатăп. Конкурса хатĕрленнĕ чухне хореографсемпе ĕçлетпĕр, дефиле утма, хамăра тытма, калаçма вĕрентеççĕ. Çакă йăлтах маншăн çĕнĕлĕх — ку килĕшет мана. Модель пек халăх умне тухни кăна мар, хама аталантарни те паха. Хăть хăш конкурса хутшăнсан та веçех илемлĕ те килĕшӳллĕ пултăр тесе тăрăшатăп. Кашни вак-тĕвек маншăн пĕлтерĕшлĕ. Эпĕ — яваплă çын. Çавна май мĕн пур япалана тĕплĕн пурнăçлатăп. Тăватăп тăк — 100 проценчĕпех тумалла. Кăмăла каякан ĕç валли вăхăт та, вăй та яланах тупăнать. Мана, асанне ятне илтнĕскере, илем конкурсĕнче курнă хĕрарăмсем çыраççĕ, шăнкăравлаççĕ. «Пирĕн те сирĕн пек пулас килет», — тесе хавхалантараççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан хĕрарăмсем килте пусăрăнса лараççĕ, пурнăç кăсăклăхĕ пăчланнăн туйăнать вĕсемшĕн. Тĕрĕссипе, пирĕн хĕлхем пур-ха. Хамăн тĕслĕхпе ытти хĕрарăмри хĕлхеме те чĕртес килет. Кирек хăш ӳсĕмре те илемлĕ, хастар пулма май пур. Алă усмалла мар. Эпир кирек мĕнле лару-тăрăва та парăнтараятпăр. Турă пире эпир чăтма пултаракан йывăрлăхсем витĕр кăларать теççĕ-çке. Çавăнпа пуç усмалла мар, талпăнмалла.
— Пурнăçăрти хăш самант тĕрĕслев пек пулчĕ?
— Тав Турра, манăн ăраскал пур-тăр. Хальлĕхе хуçăлмалли йывăрлăхсене чăтса ирттерме тивмерĕ. Атте пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлни чуна амантрĕ. Анчах вăл хăйĕнче мĕн лайăххи пур, йăлтах мана парса хăварнă. Çавăнпа хама хуçăлма памарăм. Маншăн вăл халĕ те чĕрĕ пек. Вăл манра пурăнать, унăн юнĕ манра чупать, чунра — ырăлăхĕ, вăйĕ, воспитанийĕ. — Аçăрпа аннĕр сире тĕрĕс воспитани парса çитĕнтерни тӳрех палăрать. — Ку чăннипех та çапла. Эпĕ эрех-сăра вуçех ĕçместĕп. Уявра та тутанмастăп ăна. Чей, салтак тӳми вĕретсе ĕçетĕп. Пирус туртмастăп. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
«Эпир мар пулсан – кам?»
«Хĕрарăм ĕрĕхнĕ лашана та чараять, çунакан пӳрте те кĕрсе тухаять», — тени ахаль мар. Арçынпа юнашар тăрса йывăрлăха парăнтаракан та — хĕрарăм. Чăвашсем хушшинче те унашкаллисем пур. Паянхи лару-тăрура ятарлă çар операцине хутшăнакансем те. Вĕсен йышĕнче — чăваш медикĕсем. Çула тухиччен вĕсем чиркĕве кĕрсе кĕлĕре тăнă, пачăшкăран пил илнĕ. Чипер йĕркеллĕ таврăнсан Линăна ашшĕ Валерий Егорович ыталаса илнĕ те: «Санпа мăнаçланатăп», — тесех ыталаса куççульленнĕ. Хĕрĕ ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăна тата кайма шухăшлани çинчен пĕлтерсен çапла каланă: «Шухăшна ырлатăп: каймалла. Пурте хăрасан тăшман парăнмĕ».
Тӳрех килĕшнĕ
С.Н.Федоров академик ячĕллĕ Куç микрохирургийĕн Шупашкарти филиалĕнче ĕçлекен Лина Кушмановăпа Валентина Порядкова медсестрасем çулталăк пуçламăшĕнче Луганск халăх республикинче командировкăра пулнă. Госпитальти аманнă салтаксене пулăшма чун ыйтнипе тухса кайнă вĕсем. «Анне çамрăк чухне медицина енĕпе вĕренме шухăшланă, анчах темĕнле сăлтава пула бухгалтер профессине алла илнĕ. Хăйĕн ĕмĕтне вăл мана пилленĕ. Çавăнпа аннен кăмăлне тивĕçтерес тесе те, шурă халатлă ĕçченсем хама килĕшнипе те шкул хыççăн Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕтĕм», — хăйĕнпе паллаштарчĕ Лина Валерьевна. Етĕрне районĕнчи Пушкăрт ялĕнче çуралса ӳснĕскер малтан урăх больницăра хирурги уйрăмĕнче чылай çул ĕçленĕ. Валентина Порядкова — Елчĕк тăрăхĕн хĕрĕ. Хăвăлçырма ялĕнче çуралса ӳснĕскер 9-мĕш класран вĕренсе тухсан Канашри медучилищĕре пĕлӳ илнĕ. «Çурла уйăхĕнче пирĕн больницăра Украинăри çар операцийĕнче аманнă салтаксене пулăшма каймашкăн кăмăл тăвакансем пуррипе интересленчĕç. Эпир чи малтан алă çĕклекенсем пултăмăр. Медиксен пулăшăвĕ кирлĕ чухне айккинче юлас темерĕмĕр. Унта пирĕн юлташсем, тăвансем, пĕр класра вĕреннисем пур-çке. Çавăнпа пирĕн каяс марри пирки иккĕленӳ пĕртте пулман. Тӳрех килĕшрĕмĕр», — хуравларĕç медсестрасем. Чарăнури ӳкерчĕксем… Паллах, шикленмесĕр пулман. Ăçта каймалла, мĕн курмалла?.. «Малтанах нимĕн пирки те шухăшлама пĕлмерĕмĕр. Ĕçлеме каятпăр терĕмĕр. Кăрлачăн 10-мĕшĕнче инçе çула тухнă май тĕрлĕ шухăш сисчĕвлентерчĕ. Уйрăмах пуйăс Воронеж хулине çывхарнă чухне чун шикленчĕ. Чӳречерен салтаксем, аманнисем, çар техники нумай курсан пуçа урăх шухăшсем килчĕç. Кашни чарăнура çак ӳкерчĕк, вăл халĕ те куç умĕнчен каймасть», — аса илчĕ Валентина Порядкова.
«Чăваш Енрен эпир пĕрремĕш медсестрасем пултăмăр. Дон çинчи Ростова çитсен перрон çине тухрăмăр та çар тумĕллĕ арçынсене, костыльпе çӳрекенсене, бинт çыхнисене курсан чунра патриотлăх туйăмĕ тата вăйланчĕ. Çынсене пултарнă таран пулăшас килчĕ», — каласа кăтартрĕ Лина Кушманова. Ыттисенчен çирĕпрех пулмалла Медицина енĕпе вĕренекенсем дипломпа пĕрле çар билечĕллĕ те пулаççĕ. Лина Валерьевнăпа Валентина Витальевна вĕреннĕ вăхăтра хăçан та пулсан çарти госпитальте ĕçлеме тивесси çинчен шухăшланăши? «Диплом илсенех çар билечĕ пачĕç. Ăна алла тытиччен çар çинчен урăхла шухăшлаттăм. Çавăн чухне кăмăл улшăнчĕ. Патриотлăх чуна тыткăнларĕ. Самар хулинчи çар госпитальне ĕçлеме каймашкăн ĕмĕтлентĕм, анчах атте мана, 19-ти хĕрне, ямарĕ. «Унта кайсан таврăнмастăн, çавăнтах качча тухатăн. Хамăр патрах юнашар пулмалла», — терĕ», — каласа кăтартрĕ Валентина Витальевна. «Çар билетне илсен яваплăх тата пысăкраххине туйрăм. Апла пулсан манăн ытти хĕрарăмран çирĕпрех пулмалла. Хĕç-пăшал сассиллĕ лару-тăрура салтаксене пулăшма тивесси пирки çамрăк чухне шухăшламан паллах», — терĕ Лина Валерьевна. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
«Ачасем пурри пуç усма памарĕ»
Александра Никифоровăпа мана Чăн тĕншĕн асапланса вилнĕ святойсене асăнса Шупашкарта лартнă чиркĕве çӳрекен Валентина Петрова паллаштарчĕ. Санюк аппа 89 çулта. Кăмăлĕпе те, сăнĕпе те илемлĕ вăл. Александра Никифоровна шӳтлеме те ăста, çав вăхăтрах пурнăçра мĕн тӳссе ирттернине аса илсе тĕплĕн пуплеме те пултарать.
Тĕп хулари «Солнечный» микрорайонти çĕнĕ хваттерте пурăнакан Санюк аппапа паллашсан питĕ тĕлĕнтĕм. Епле вăйлă çын вăл! Пурăнас хăвачĕ питĕ пысăк. Çакăн пек пулма ытларах чухне пысăк йывăрлăхсем, вĕсене чăтса ирттерни хистеççĕ. Александра Никифоровнăн икĕ ури çук, аллисене чавси таран татнă. Веçех хытă аптăранă, чир шала кайнă хыççăн пуçланнă. Ку 29 çул каялла пулнă. Гангренăна кайсан тухтăрсен пĕртен-пĕр çул юлнă: алли-уррине татмаллах. Хĕрарăм çакна мĕнле чăтса ирттернине пысăк чунлă çынна та ăнланма йывăр... Çăлăнăç çулĕ çав тери йывăр. Александра Никифоровнăна çав çулсене куç умне кăларма çăмăл пулмарĕ. Хăйне операци мĕнле тунине, каярахпа протезпа мĕнле çӳреме хăнăхнине аса илчĕ. Ман умра ларакан сăпайлă чăваш хĕрамĕ йывăрлăхсене епле çĕнтерни тĕлĕнтерчĕ.
— Чи кирли — çак çĕр çинче, çак хĕвел айĕнче юратнă ачасем пурри, çитĕнсе çитнĕ пулсан та, вĕсене амăшĕ кирлĕ пулни. Çакă мана пуç усма памарĕ. Турă çуралса пурăнма пил панă пулсан манăн Вăл панă кунсене малашне те йĕркеллех ирттермелле. Ыттине пурнăç хăех кăтартĕ, йĕркелĕ. Шанăç пĕтмен-ха. Çак тата ытти шухăша пухса, тĕпе хурса хама алла илтĕм, — каласа кăтартрĕ Александра Никифоровна. — Протезпа çӳреме çăмăлах мар, çапах чăтмаллах. Чиркĕве çӳретĕп, унта каймасан чунра лăпкă мар.
Валентина Петрова Александра Никифоровнăпа мĕнле паллашнине аса илчĕ.
— Ку 20 çул ытла каялла чиркӳре пулса иртнĕччĕ. Пĕррехинче подсвечниксене тасатнă чухне мана пĕр çын пилĕкрен тĕртрĕ. Çурта лартма ыйтрĕ. Ун çине пăхсан тĕлĕнтĕм. Ман хыçра урисене чĕркуççи таран татнă, калуш тăхăннă çамрăк мар хĕрарăм иккен. Çав кунранпа Санюк аппапа чăн-чăн туссем пулса тăтăмăр. Кашни кун тенĕ пек телефонпа калаçатпăр, пĕр-пĕрин ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсех тăратпăр. Питĕ чăтăмлă, питĕ йĕркеллĕ хĕрарăм, — пĕлтерчĕ Валентина Павловна. Александра Никифоровна хăех апат çиет, хăех çăвăнатьтирпейленет. Тĕрлет те! Кирлĕ пулсан алла йĕппе-çип тытса саплăк та лартать. Эпĕ вăл ку ĕçсене туни çинчен иккĕленнине кура-ши: «Ĕненместĕр пулсан халех хĕвел çаврăнăш çисе кăтартатăп», — терĕ. Чавсине йĕпетрĕ те хăй хыçĕнче выртакан хĕвел çаврăнăш хутаçне сĕтел çине илсе хучĕ, хĕвел çаврăнăша чавса вĕçĕпе илсе шĕкĕлчерĕ, çисе те ячĕ. — Эпĕ çăвĕпе ялта пурăнатăп. Икĕ теплица пирĕн. Пахча çимĕç туса илетпĕр, чăхсем ӳстеретпĕр. Ĕçсĕр лармастăп. Протезсене хывса, калуш тăхăнса тăрмашатăп. Çĕр çинче вăй хурса хам тунă ӳсĕмсемшĕн савăнатăп. Çамрăк чухне питĕ кулянаттăм. Ларса макăрни те пĕрре мар пулнă. Шăпам телейлĕ пулмарĕ тесе мĕн чухлĕ шутламан-ши? — чунне уçрĕ Санюк аппа. — Йывăр чирличчен анне 30 çула яхăн Шупашкар районĕнчи вĕренӳ хуçалăхĕнче, стройкăра ĕçленĕ. Вăл тума пĕлмен ĕç çук. Аттепе пĕрле вăйлă хуçалăх çавăрнă, пире те çĕршыва юрăхлă çын пулма вĕрентнĕ. Эпĕ те вăтăр çул ытла крановщикра ĕçленĕ. Мухтанмастăп, анчах та ку тĕрĕс: хамăн тĕллеве яланах лайăх пурнăçлама тăрăшнă. Чун-чĕререн ĕçленĕ, — терĕ Санюк аппан хĕрĕ Калиса Никифорова. Икĕ çул каялла вĕсем питĕ илемлĕ, çĕнĕ хваттер туяннă. Кунта вырăн пурин валли те çитет. Çаксене йăлтах Калиса хăйĕн вăйĕпе тунă. Унăн ачисем — Дениспа Саша — лайăх ачасем, вĕреннĕ, ура çине тăнă. Кукамăшне епле юратаççĕ вĕсем! Май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ. <...>
Вера САВЕЛЬЕВА.
♦ ♦ ♦
Улаха пухăнса алсиш-нуски çыхаççĕ
Улатăрта пурăнакан 60 çулти Зоя Бусоргина ĕçе çитес тесе кашни кун 7 çухрăм хыçа хăварса çуран утнă. Вăл чылай çул Стемасри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта физкультура вĕрентекенĕнче тăрăшнă. Халĕ Зоя Витальевна — «кĕмĕл» волонтер.
Омск облаçĕнче çуралса ӳснĕскер 1972 çулта ашшĕ-амăшĕпе пĕрле Чăваш Республикине куçса килнĕ, çемье Улатăрта тĕпленнĕ. Зоя Витальевна мĕн ачаранпах правур. ГТО нормативĕсене пурнăçласа икĕ ылтăн значока тивĕçнĕ вăл. Хĕрарăм хăйне универсал волонтер тет. Зоя Бусоргина ачасемпе экологи акцийĕсене хутшăнать, кашни çул çĕр-çĕр хунав лартать. Çĕнтерӳ кунне халалланă мероприятисенчен те юлмасть. Палăк таврашĕнче тирпейлет, вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем патне çитет. «Ыр кăмăллăхçă пулма çăмăл-и?» — ыйтаççĕ манран. Волонтер пурнăçĕ хăйне евĕр. Паян ырă ĕç тăвăп та ыран канăп теейместпĕр-çке. 2017 çулта çамрăксемпе студентсен Пĕтĕм тĕнчери фестивальне çитсе куртăм. 2019 çулта Красноярскра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи Универсиадăра волонтер пулса ĕçлерĕм», — пĕлтерчĕ ыр кăмăллăхçă. Пысăк шайри мероприятие лекме тĕрĕслев витĕр тухмалла. Малтанах скайп урлă калаçу йĕркелеççĕ. Унтан вĕренӳ тапхăрĕ пуçланать. Çулталăкран тин телей çырăвĕ çитет. Красноярскра иртнĕ Универсиадăна Чăваш Енре пурăнакан икĕ «кĕмĕл» волонтер çеç хутшăннă. Зоя Витальевна унта мĕн курни халĕ те манăçманнине палăртать. Унăн свитерĕ çине «Чунпа çамрăк» тесе çырнă. Вăл çулсем иртнĕшĕн кулянса лармасть. «2015 çулта «Çĕнтерӳ волонтерĕсен» юхăмне кĕтĕм, шкул ачисен патриотизм туйăмне çĕклекен чылай мероприяти йĕркелерĕм. Паттăрлăх урокĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене чĕнтĕм, класс сехечĕсем ирттертĕм. «Георгий хăйăвĕ», «Вилĕмсĕр полк», «Астăвăм çурти», «Блокада çăкăрĕ» акцисем те ирттертĕм», — каласа кăтартрĕ Зоя Бусоргина. Унăн аслашшĕ Игнатий Бусоргин медицина службин капитанĕ, çар хирургĕ пулнă. Вăл Граждан тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçисене хутшăннă. «Игнатий Яковлевич кăмăлĕпе çирĕпчĕ. Çапах вăл çынна ăнланма, каçарма пĕлетчĕ. Тĕрĕс сăмахсем тупса хавхалантаратчĕ. Совет Союзне нимĕç çарĕ тапăннине пĕлсенех вăл Улатăрти çар комиссариатне çитнĕ, фронта тухса кайнă. Асатте Мускава хӳтĕленĕ, Карели фронтĕнче çапăçнă. Паттăрскер миçе салтака вилĕмрен çăлнăши? Медицина ĕçченĕсемпе занятисем ирттернĕ, суранланнă салтаксене сывалма пулăшнă. Вăл çăмăл пурнăç шыраман, хăрушă самантсенче çурăм хыçĕнче пытанман», — пĕлтерчĕ тăванĕ пирки волонтер. Ашшĕн пĕртăванĕн пурнăçĕ пирки вăл Çĕнтерӳ волонтерĕсен юхăмне кĕрсен çеç пĕлме пултарнă. «Лев Игнатьевич — Бусоргинсен спорт династине никĕслекенĕ. Вăрçă пуçланиччен Улатăрти 5-мĕш вăтам шкулта пĕлӳ пухнă. Акробатикăпа кăсăкланнăскер Мускаври цирк училищине вĕренме кĕме ĕмĕтленнĕ. 1943 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче ăна фронта илсе кайнă. Тăванăм Ленинграда ирĕке кăларма пулăшнă. Çĕнтерӳ хыççăн Мускаври Хĕрлĕ тӳремре физкультурниксен пĕрремĕш парадне хутшăннă. 1947 çулта Улатăра таврăннă, ачасемпе ĕçлеме пуçланă, Етĕрнери педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. 1951 çулта вăл республикăри спорт гимнастикин чемпионĕ пулса тăнă. Манăн аттепе анне те — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем. Эпĕ вĕсемпе пуринпе те мăнаçланатăп», — пĕлтерчĕ Зоя Витальевна. Пĕлтĕр вăл Мускаври Хĕрлĕ тӳремре иртнĕ «Вилĕмсĕр полк» акцие ирттерме пулăшнă. Зоя Бусоргина «Çĕнтерӳ пуйăсĕнче» волонтер пулнă, кăçал «Çĕнтерӳ диктанчĕ» çырнă. <...>
Ольга КАЛИТОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас