- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 46 (1325) № 23.11.2023
Республика конкурсĕнче çемье хаклăхне кăтартнă
Хĕрарăма палăрмаллах мĕн улăштарма пултарать? Паллах, амăшĕ пулса тăни. 6 ачана кун çути парнеленĕ Наталия Клементьева çак шухăша çирĕплетрĕ: «Алла ача тытсан хĕрарăмăн кăмăлĕ çирĕпленет, çав вăхăтрах йăвашлăхпа çепĕçлĕх, ăшăлăхпа ачашлăх чунра вырăн тупаççĕ».
Вăй-хал, Шанăç, Юрату...
Наталийăпа Алексей Клементьевсем иккĕшĕ те йышлă çемьере çитĕннĕ. Çавăнпа хăйсем те мăшăрлансан ултă пепкене пурнăç парнеленинчен тĕлĕнмелли çук. Вĕсем Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Алешкин Саплăк ялĕнче кун кунлаççĕ. Икĕ аслă ывăлĕ, Женьăпа Дима, çитĕнсе тăван килтен тухса кайнă ĕнтĕ. Тăваттăшĕ шкулта вĕренет. Ачисем ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илеççĕ: пурте хастар та пултаруллă. Нумаях пулмасть Клементьевсем Тутарстанра çемьесен хушшинче иртекен «Нечкэбил» конкурса хутшăннă. Вăл вĕçленмен-ха, финал чӳкĕн 26-мĕшĕнче, шăпах Амăшĕн кунĕнче, пулĕ. «Мана конкурса хутшăнма сĕнсен тӳрех килĕшрĕм. Ăна-кăна тĕпчемесĕрех. Унта темĕн те тума тиврĕ: çемье пирки презентаци хатĕрлессинчен пуçласа апат хатĕрлесси, сочинени çырасси таранах. Конкурс кăçалхи çу уйăхĕнче пуçланчĕ. Эпир виçĕ тапхăрта çĕнтерме пултартăмăр. Пĕрремĕш тапхăр хыççăн малалла тата йывăртарах пуласса пĕлсен те чарăнмарăм. Пуçланине вĕçне çитермеллех — çакă манăн çирĕп йăла. Унсăрăн лăпкă пурăнаймăттăм», — каласа кăтартрĕ кил вучахĕн управçи. Ялти культура çурчĕн заведующийĕнче вăй хуракан Наталия Николаевна алă усса ларма хăнăхман. Вăл чăннипех пултарулăх çынни. Сăвă шăрçалама та, юрра-ташша та, статья çырма та ăста. Çапах чи юратнă чун киленĕçĕ уншăн — амăшĕн тивĕçĕсене пурнăçласси. Наталия Николаевна кашни тĕпренчĕкне, унăн кăмăлне кура, хăйне май хушма ятсем парса тухнă. Асли Женя — Ăсхакăл, иккĕмĕш ывăлĕ Дима — Сапăрлăх, вăл сăмах ваклама юратмасть. Кăçал çу уйăхĕнче хĕсметрен таврăннăскер Мускавра ĕçлет, Коля — Хавхалану, унра ăшăлăхпа ырăлăх палăраççĕ. Тăххăрмĕш класра вĕренекенскер программист профессине алла илесшĕн. Çиччĕмĕш класри Кирилл — Вăй-хал, ăна ашшĕнчен юрăхсăра тухнă нумай япалана юсас ăсталăх куçнă. Мария — Шанăç, ăна пиллĕкмĕш тĕпренчĕкĕ хĕр пуласса шанса çуратнă амăшĕ. Халĕ вăл тăваттăмĕш класра вĕренет, сăвă илемлĕ вулас енĕпе палăраканскер тăтăшах Хисеп хучĕсем çĕнсе илет. Давид вара — Юрату. Вăл 8 çулта. Унра йăлтах пур: пултарулăх та, вĕренӳре çитĕнӳ тăвасси те, ырă кăмăл та... Тĕпренчĕкĕсене «Аптраман тавраш» кăларăмри юрра юрласа çывăрттарнине те каласа кăтартрĕ пултаруллă амăшĕ. «Нечкэбил» конкурсра çемье йăли-йĕркине кăтартмаллаччĕ. Эпĕ «Ачана ят пани» йăлана суйларăм. Ăна кăтартса памашкăн пире «Çĕпрел» фольклор ушкăнĕ пулăшрĕ. Юратнă сăпка юррине шăрантартăм. Мана амăшĕ пулмашкăн шăпа пӳрнĕ-тĕр. Концерт-спектакльте, ытти мероприятире кашнинчех анне сăнарне калăплатăп. Тĕпренчĕксем çитĕнчĕç пулин те сăпка юррине халĕ те сцена çинче юрлама тивет», — йăл кулчĕ Наталия Николаевна. Финала хатĕрленнĕ май Клементьевсем ташă вĕреннĕ. Çемье пуçне Алексей Николаевича тупăшăва хутшăнма тивни уйрăмах пăшăрхантарнă. Вăл вуçех пултарулăхпа çыхăнман-ха та. Мăшăрĕ ӳкĕтленĕрен, хавхалантарнăран çеç кăмăлĕ çаврăннă. «Пире сăнаççĕ, тимлеççĕ, пĕтĕм республика курать. Пирĕн тĕслĕх кăтартмалла», — тенĕ Наталия Николаевна. «Нечкэбил» сăмах мĕне пĕлтерет-ха? Вăл «çинçе пилĕк» тени пулать-мĕн. Анчах тупăшура йăрăс кĕлетке пачах пĕлтерĕшлĕ мар. Чи малта — çемье туслăхĕпе хаклăхĕ. Клементьевсем вара çемйине кăна мар, чăваш халăх культурине те, тумне те, илемне те кăтартнă. Ăмăртакансенчен чылайăшĕ — тутар çемйисем. Чăвашсем пĕртен-пĕр çемье кăна. Вĕсен тумĕпе пурте киленнĕ, асăрханă. «Чăвашсем яланах тĕлĕнтереççĕ: çăмăллăн юрласа ташлаканскерсем çĕнтерӳçĕ ятне те çаплах тивĕçеççĕ. Питĕ хаваслă эсир. Сирĕн пултарулăхăр кăмăла кайнăран телефон çине видео ӳкерсе тусăма ярса патăм. Вăл — чăваш. Ан тив, савăнтăр», — хавхалантарнă тупăшма килнĕ пĕр хĕрарăм Наталия Николаевнăна. «Нумай чухне йышлă çемьере ачасене тимлĕх сахал уйăраççĕ текен шухăш анлă сарăлнă. Эпир ăна сирме тăрăшрăмăр. Ачасене таса-тирпейлĕ, тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерме май пуррине кăтартасшăн», — терĕ 44-ри кил хуçи арăмĕ. Палламан çынсем Наталия Николаевна ултă ача амăшĕ пулнине пĕлсен яланах тĕлĕнеççĕ. Ара, вăл хăва пек йăрăс пӳллĕ- çке. Кăмăла пусаракан самантсене хăвăртрах сирме тăрăшаканскер ыррине, Турра ĕненсе пурăнать. Çакă малалла ăнтăлма, çитĕнӳ тума вăй-хăват парать. Паллах, çемьерен те нумай килет. Хĕрарăм унта телейлĕ тĕк ытти енĕпе те йăлтах ăнать. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
Мастера халалласа
Вăл юрлассине, пултарулăха яланах мала хунă. Çакă ăна тăван республикăна Атăлçи тăрăхĕнче кăна мар, Раççейре академи юррин центрне çавăрма пулăшнă. Чăваш Енре наци академи професси вокал шкулне йĕркелес ĕçе шăпах Станислав Кондратьев пуçарнă.
Станислав мĕн пĕчĕкрен ĕмĕтленме юратнă. Анчах кунпа кăна çырлахман — вĕренме ăнтăлнă. Унăн пултарулăхне çĕршыври паллă профессионалсем асăрханă. Чăваш Ен çӳллĕ шайра юрлатăр — çак тĕллевне пурнăçа кĕртес ĕмĕтпе вăл тăрăшсах пултаруллă çамрăксене шыранă. Чăваш Енре вокал ăсталăхĕ енĕпе Пĕтĕм Союзри ăслăлăх-практика конференцийĕсене ирттернĕ, унта Совет Союзĕнчи тĕп консерваторисемпе институтсем хутшăннă. Станислав Алексеевич республикăна паллă юрăçсене чĕннĕ. Абитуриентсене професси тĕлĕшпе аталантарас енĕпе çĕршыври паллă аслă шкулсене вĕренме кĕме пулăшнă. Каярахпа Чăваш Енре те вокал кафедрисем уçма пуçланă. Кĕçех Станислав Алексеевич Раççейре вокал ăсталăхне вĕрентекенсен хушшинче чи хисеплисенчен пĕри пулса тăнă. Ун патне ытти аслă шкулта студентсене вĕрентекен ĕçтешĕсем канаш ыйтма пынă. Юрлама вĕренес тĕллевлĕ çамрăксем Чăваш Енрен кăна мар, Мускавран, Чулхуларан, Пермьрен, Хусантан, Йошкар-Оларан, Чĕмпĕртен килнĕ. «Мастер», — çапла юратса та хисеплесе чĕнеççĕ ăна ĕçтешĕсемпе вĕренекенĕсем. Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн профессорĕ Станислав Кондратьев пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнăранпа 3 çул çитрĕ. Вăл юлашки сывлăшĕ тухичченех тенĕ пек чунран юратнă ĕçне парăнса пурăннă. Çур ĕмĕрте профессор класĕ витĕр 200 ытла юрăç тухнă. Станислав Кондратьев 1938 çулхи чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Туктамăш ялĕнче çуралнă. 1957 çулта Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕнĕ. Пĕрремĕш курс хыççăн Хусана куçнă – унти консерваторире хатĕрленӳ курсĕнче пĕлĕвне туптанă. Унтан 1965 çулта вĕренсе тухнă. Дипломлă çамрăк специалист Чăваш музыка театрĕнче опера тĕп партийĕсене юрлама пуçланă. Çав вăхăтрах республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те концертсем йĕркелеме тытăннă. 1970 çулта Хусан консерваторине вĕренме кĕнĕ — вокал кафедрин пĕрремĕш студенчĕ пулса тăнă. Алла хĕрлĕ диплом илсен ăна училищĕн вокал уйрăмĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме шаннă. 2002 çулта Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче вĕрентме тытăннă. Станислав Алексеевичăн вĕренекенĕсем Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн тата Чăваш патшалăх академи симфони капеллин солисчĕсем пулса тăнă: Костантин Москалев, Илья Гурьев, Владислав Леухин... Хăшĕ-пĕри — чикĕ леш енче. Сăмахран, Андрей Ланцова, Хусанта, Будапештра, Дюссельдорфра, Миланра алă çупнă. Алексей Дубенко — Мускав филармонийĕнче, каярахпа Аргентинăри оперăпа балет театрĕнче юрланă. Михаил Наумов — Чулхулари, Алексей Петров Сыктывкарти оперăпа балет театрĕсен солисчĕсем. Çавăн пекех вĕрентекен ĕçне кӳлĕннисем те пур. Станислав Кондратьевăн вĕренекенĕсенчен чылайăшĕ республика, çĕршыв шайĕнчи, халăхсен хушшинчи вокалистсен конкурсĕсен лауреачĕсем пулса тăнă, ЧР тата Раççей хисеплĕ ячĕсене тивĕçнĕ. <...>
Маргарита МИХАЙЛОВА.
♦ ♦ ♦
Чей бизнесне аталантарма çур гектар çĕр уйăрнă
Çĕнĕ кун Елена Ивановăшăн сиплĕ те техĕмлĕ чейрен пуçланать. Сар çип утинчен, хăмла çулçипе çырлинчн, пыл курăкĕнчен… — суйламалăх пур. Паха чей курăкне хăех хатĕрлет, ыттисене тивĕçтерет.
Пурнăçланман ĕмĕт
— Ачалăхăм Йĕпреç тăрăхĕнчи Березовкăпа Чăрăшкассинче иртрĕ. Ялсем вăрманпа юнашарах вырнаçнăран унтан тухма пĕлмен. Кукамай Нина Николаевна биолог пулнă май килте çут çанталăкпа çыхăннă литература туллиехчĕ. Кĕнекери ӳкерчĕксене, сиплĕ курăксене кăсăкланса сăнаттăм. Ытларах пĕлес килнĕрен 4 çултах вулама вĕрентĕм. Çитĕнерехпе вăрманта, улăхра чей тата сиплĕ курăксем пуçтараттăм. Ир тухса кайнă та каçхине çаврăнса çитнĕ. Çитменнине, тăр пĕччен çӳренĕ, хăрама та пĕлмен. Туп тулли михĕ çĕклесе таврăннă. Чĕр тавара маччаран çакса типĕтнĕ. Кукамай сиплĕ курăка хатĕрлев кантурĕнче укçалла йышăннине пĕлтерсен тата тăрăшарах ĕçлерĕм. Мана час-часах укçа парса савăнтаратчĕ е пылак çимĕçпе сăйлатчĕ. «Курăк сутса тунă укçа ку», — ăнлантаратчĕ вăл. Тĕрĕсси каярахпа çиеле тухрĕ: эпĕ пуçтарса типĕтнĕ курăка кукамай хĕлле ĕнене çитернĕ иккен. Эпĕ тăрăшнине кура çапла хавхалантарнă, — сăмахне пуçларĕ Елена Иванова.
Çут çанталăка, тăван тăрăха юратнине пăхмасăр чунчĕри ăна хуланах туртнă. Ялти йывăрлăх хăратнăран-ши — малашлăха хулапа çыхăнтарма палăртнă хĕр. Аслă шкул хыççăн Мускаври пĕр-пĕр банка ĕçе вырнаçма тĕллев лартнă. Ĕмĕте пурнăçа кĕртме экономиста тата банк ĕçне вĕреннĕ. Анчах диплом илнĕ тĕле çут тĕнчене пепке килни шăпине тĕпрен улăштарнă. Пĕчĕкскере кама шанса хăварăн? Çемье тĕп вырăнта пулнăран ĕмĕт ĕмĕтпех юлнă. — 2019 çулта Краснодар крайĕнче канма тӳр килчĕ. Сутуилӳ вырăнĕнче чей курăкне асăрхасан тӳрех туянтăм — таврана техĕмлĕ шăрши сарăлни илĕртрĕ пулас. Чĕркемре вырăнти курăкпа пĕрлех сар çип утине курсан тĕлĕнтĕм. Вăл Чăваш Енре те çитĕнет-çке. Çакă мана çĕнĕ ĕмĕт-шухăшпа хавхалантарчĕ: чун киленĕçне бизнеса куçармалла мар-ши? Отрасле, рынока тĕплĕ тишкерме тытăнтăм. Пысăк поставщикпа çыхăнса тĕрлĕ чей курăкне пĕрер килограмм туянтăм. Симĕс е хура Китай чейне тĕрлĕ курăкпа хутăш сутни тĕлĕнтерчĕ. Хутаçра сар çип ути, матрӳшке курăкĕ, чапăр курăкĕ те туллиех иккен. Сиплĕ курăк хура чейпе хутăш лайăхрах пек туйăнчĕ маншăн. Бизнеса аталантарма план та хатĕрлерĕм. Шупашкарти суту-илӳ центрĕнче тавар сутма вырăн, сĕтел-пукан шырама пикентĕм. Анчах палăртни каллех ĕмĕтпех юлчĕ — ковид сарăлнăран лавккасене хупрĕç. Бизнес пирки вăхăтлăха манма тиврĕ, — калаçăва тăсрĕ Елена Владимировна. Хваттерте хупăнса ларас мар тесе вăл ачипе Йĕпреç тăрăхне таврăннă. Кăткăс лару-тăрăва пăхмасăр ăна бизнес пуçарас шухăш канăç паман. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
«Ашмаринăн 17 томлă словарĕ алă айĕнчех пулмалла»
Шупашкарти тĕрлĕ культура керменĕнче концерт ирттерекен Раиса Казакова-Сэйт Мускавра кун кунлакан, пурнăçне юрă-кĕвĕпе кăна çыхăнтарнă çын тесе шутлаттăм. Нумаях пулмасть унăн концертне Наци телевиденийĕпе курма тӳр килчĕ. Юрăç хăйне мĕнле тытни килĕшрĕ. Чылай чухне артистсем юрланинчен ытларах залри халăха хавхалантарассишĕн: «Сулахайрисем! Эсир алă çупнине курмастăп! Сылтăммисем!..» — тесе кăшкăраççĕ. Раиса хăйне кăтартассишĕн мар, курма килнисен чунне тасалăхпа, илемлĕхпе, çутăлăхпа, ырăлăхпа тултарма тăрăшни палăрчĕ. Вăл Шупашкарти ачасене вырăс тата чăваш литературине чылай çул вĕрентнине пĕлсен питĕ тĕлĕнтĕм.
Артист мар, педагог
Тĕл пулсан «Мускавра юрăç профессийĕпе ĕçлесе пурăнакана салам!» — терĕм те Раиса Ивановна кулса ячĕ. — Çук, çук! Эпĕ, чăнахах та педагог, артист мар. Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Малтан тĕп хулари 28-мĕш шкулта ачасене вырăс литературипе паллаштартăм. Каярах 45-мĕш шкулта директорăн вĕрентӳпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ пултăм. Унсăр пуçне 9—10-мĕш классенче чăваш литературин урокĕсене ертсе пытăм. Ку шкулта 10 çул ĕçлерĕм. Вăл вăхăтра та хулари шкулсенче чăвашла вĕрентетчĕç, анчах сайра. Ачасем мĕнле кăмăлпа вĕренни ытларах педагогран килет. Чăн-чăн учитель пулас тесен хăвăн ытларах вĕренмелле, пĕлмелле. Тавра курăма, пĕлĕве ӳстерме темĕн тĕрлĕ кĕнеке вуламалла. Эпĕ словарь нумай туянаттăм: антоним, омоним, синоним, фразеологи, вырăсла-чăвашла, чăвашла-вырăсла, Н.И.Ашмаринăн 17 томлă, Ожеговăн словарĕсем, ăнлантару сăмахĕсен кĕнеки... Вĕсен яланах алă айĕнче пулмалла. Кашни сăмаха шĕкĕлчесе, хальччен пĕлсех кайман сăмахсене çыра-çыра илеттĕм. Вĕрентекенĕн пурнăçран юлма юрамасть. Политикăпа та кăсăкланмалла. Илемлĕ литература маншăн яланах тĕп вырăнта пулнă. Професси шайне ӳстерес тесе ялан çĕннине шыраттăм. Йывăрлăхĕ мĕнреччĕ? Пирĕн программăсем, методика пособийĕсем пулман. Вĕренӳ кĕнекисем те çити-çитми кăначчĕ. Вĕсене хамăр çырса хатĕрленĕ. Эпĕ ачасен культурине аталантарас, чăвашла калаçма хăнăхтарас тесе тăрăшнă. Уроксенче дидактика материалĕсемпе анлă усă кураттăм. Ачасен шухăшлавне, калаçăвĕпе çыру чĕлхине аталантарас тесе тĕрĕслев ĕçĕсем тăтăш ирттереттĕм. Усси пулнă тесе шутлатăп. Эпĕ пĕлӳ панă чылай ача манпа халĕ те çыхăну тытать, манăн концертсене çӳрет. Ку, паллах, савăнтарать», — палăртрĕ Раиса Ивановна. Пирĕн калаçăва тĕлпулăва пынă Любовь Федорова та хутшăнчĕ. Вăл тĕп хулари 1-мĕш гимназире ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Педагог Раиса Казаковăпа ĕçленĕ вăхăта аса илчĕ: — Раиса Ивановна чылай çул Шупашкарти Мускав районĕнчи вĕренӳ управленийĕн методика кабинетĕнче ĕçлерĕ. Эпир, хулари шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, ун патне хамăра пăшăрхантаракан ыйтусемпе, пулăшу ыйтма час-часах çӳренĕ. Раиса Ивановна пире яланах ăшă кăмăлпа кĕтсе илетчĕ. Вăл — çав тери тарават çын. Нумай пулăшнă. Шкулсене уçă уроксем итлеме илсе çӳретчĕ. Чылай шкулта чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентекенсем патĕнче пулнă. Кайран пĕр-пĕрин опычĕпе паллашса малашнехи ĕçсем пирки калаçаттăмăр. Ку пире çав тери кирлĕ пулнă. Тĕрлĕ проектпа ĕçленĕ. — Проект тенĕрен… Акă пĕр тĕслĕх: пуçламăш класс ачисен шкул программинче «Вăрман» тема пысăк вырăн йышăнать. Унсăрăн епле-ха? Вăрман тĕнчи аслă. Вĕренекенсен умне юри ятарласа «Вăрман пире нимĕн тума та кирлĕ мар», — тесе проблема лартарха, — Раиса Ивановна вĕренӳ управленийĕн методисчĕн профессине «таврăнчĕ». — Проектăн тĕп тĕллевĕ — ачасене вăрман илемĕпе пуянлăхне, унăн кирлĕлĕхне, уссине ăнланса илсе ăша хывтарасси, вăрмана хаклама вĕрентесси. Проекта пурнăçлас тесен малтан информаци илмелле, эппин, интернета кĕмелле. Энциклопедисене пăхни те пысăк пулăшу парĕ тесе шутлатăп. Вĕренӳ кабинетĕнче стена çине çулталăкри тăватă тапхăрпа — çуркунне, çулла, кĕркунне, хĕлле — çыхăннă ӳкерчĕкĕсене çакмалла, иллюстрациллĕ кĕнекесем пулмалла. Ку проект пĕр е икĕ урокрах пурнăçламалли ĕç мар, çавăнпа ачасене килте вулама уçăмлă литература списокне сĕнмелле. Вĕренекенсене урок пуçланиччен ушкăнсем çине уйăрса партăсем хушшине лартмалла. Ушкăнсенче, калăпăр, 4-5 ача пултăр. Пĕр ушкăнне тăван республикăра ăçта мĕнле вăрман пуррине пĕлме-тишкерме сĕннĕ пулăттăм. Вĕсем мĕн чухлĕ лаптăк йышăнаççĕ? Республикăн пĕтĕм çĕрĕн миçе проценчĕ пулать ку? Çак тата ытти ыйтăва парăттăм. Иккĕмĕш ушкăна йывăç ячĕсене çырма ĕç хушăттăм. Виççĕмĕш ушкăнăн вăрманта пурăнакан чĕр чунсемпе кайăксене, кăмпа-çырлана асăнмалла, йывăçсемпе ăçта мĕнле усă курнине тишкермелле. Малалли уроксенче ачасене сăмах майлашăвĕсем йĕркелеме хăнăхтармалла. Сăвă е пĕчĕк калав çырма хăтланса пăхмалла, — сăмах çăмхине сӳтрĕ Раиса Ивановна. Унăн шухăшĕпе, учителĕн ачасен пĕлĕвне класри чи лайăх вĕренекеннипе танлаштармасăр хакламалла, кашнин хăйĕн шухăшлавĕ, çул-йĕрĕ, ӳсĕмĕ пулнине асра тытмалла. <...>
Арсений ТАРАСОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас