Чăваш хĕрарăмĕ 45 (1324) № 16.11.2023

16 Чÿк, 2023

Ача чухнехи сăн ÿкерчĕк шăпине палăртнă

Пирĕн редакцин черетлĕ хăни — Маргарита Миненко хоккеистка. Спорта чунпа парăннă тĕлĕнмелле çын вăл. Хăй вăхăтĕнче Раççейри хĕрарăмсен футболĕнче пысăк çитĕнÿ тунăскер хальхи вăхăтра «Шупашкар амазонкисем» хоккей командинче пирĕн республика чысне хÿтĕлет.

«Амазонкăсен» йышĕнче Новосибирск хулинче çуралса ÿснĕ спортсменкăна Чăваш Енпе хоккей çеç çыхăнтармасть. Хăй вăхăтĕнче вăл Шупашкарти «Волжанка» футбол командинче те вылянă, çав тапхăрта 4 çул тĕп хулара пурăннă. Асăннă спорт вăййисенче арçынсем тупăшни — хăнăхнă пулăм, унпа никама та тĕлĕнтереймĕн. Стадионра мечĕк тапакан е клюшка тытса шайба хăвалакан хĕрарăма вара çынсем асăрхамасăр хăвармаççех. «Мĕншĕн арçынсен вăййине суйларăн?» — пĕрмай кăсăкланаççĕ Маргарита Владимировнăран пĕлĕшĕсем. «Ача чухнехи пĕр сăн ÿкерчĕк маншăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Вăл малашнехи шăпана палăртрĕ темелле-ши? Унта эпĕ, халат тăхăннăскер, футбол хапхинче тăратăп. Алăра — пичче ăмăртусене тăхăнакан бутсă. Ăна атте çуралса ÿснĕ Алтай тăрăхĕнче ÿкернĕччĕ. Эпĕ хăш çулпа утасси мĕн пĕчĕкренех паллă пулнă çав. Спорта атте юратма вĕрентрĕ. Йывăр тăпри çăмăл пултăр, ку тĕнчерен ытла ир уйрăлса кайрĕ вăл. Футболпа хоккея вара пиччесене кура кăмăлларăм. Эпĕ нумай çул хĕрарăмсен тĕрлĕ футбол командинче вылярăм, халĕ пăр çинче çитĕнÿ патне ăнтăлатăп. Ку маншăн ĕмĕт пурнăçланнипе танах ĕнтĕ», — калаçăва пуçарчĕ Раççей спорт мастерĕ. Малтанах вăл Мускав çывăхĕнчи Раменское хулин командинче вылянă, каярахпа чылай çул Мускаври хĕрарăмсен пĕрлештернĕ футбол ушкăнĕнче тупăшнă. Унтан Чăвашри «Волжанка» йышĕнче çитĕнÿсем тунă. Спорта юратни ăна ют çĕршыва та илсе çитернĕ. Маргарита Владимировна пĕр вăхăт Нидерландри хĕрарăмсен футбол ушкăнĕнче тăнă, тĕрлĕ çĕршыв командисемпе вăй виçнĕ. Ăмăртăва кирек хăш хулана е çĕршыва кайсан та спортсменкăн чунĕ тăван тăрăхаллах туртăнать. Çавна май ăна 3 çул каялла «амазонкăсен» ретне тăма йыхравласан хаваспах килĕшнĕ. Чемпионка юратнă спорт тĕсĕ пирки кун каçипех калаçма пултарать. Анчах карьера пирки кăна мар, хăй çинчен те ытларах пĕлес килет-çке-ха. Уйрăмах спортсменкăн ÿсĕмĕ кăсăклантарчĕ. Ку ыйтăва вăл вăрттăнлăхра хăварасшăнччĕ, кайран вара çавах пĕлтерчĕ: нумаях пулмасть 56 çул тултарнă. Калаçу çăмхи мĕн чухлĕ вăрăмрах сÿтĕлчĕ — тĕлĕнмелли çавăн чухлĕ ытларах тупăнса пычĕ. <...>

Нина ЦАРЫГИНА

«Ку маншăн – чи пысăк награда»

2013 çулта РФ Правительстви вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçлекенсене çуллен вунă преми пама йышăннă. Кăçал ку чыса Чăваш Енри икĕ педагог тивĕçнĕ. Нумаях пулмасть вĕсемпе Михаил Мишустин вице-премьер тĕл пулнă. Вĕсенчен пĕринпе, педагогика наукисен кандидачĕпе, ЧР Вĕрентÿ институчĕн шкул çулне çитмен тата пуçламăш классене пĕлÿ памалли методикин кафедрин доценчĕпе, ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Нина Черновăпа вăл Раççейĕн тĕп хулинчен вĕçсе килсенех тĕл пултăмăр.

Медучилищĕрен — педучилищĕне

— Нина Николаевна, Мускав мĕнле кĕтсе илчĕ?

— Питĕ лайăх. Шупашкартан пĕчченех çула тухрăм. Мускав облаçĕнчен тепĕр чăваш учительници Людмила Николаева пычĕ. Конкурса хула шкулĕсенче пуçламăш классенче тăван чĕлхене вĕрентмелли тăватă кĕнекене, методика кăтартăвĕсене, ĕç тетрачĕсене тăратрăмăр. Вĕсене хамăр хатĕрленĕ. Преми илнипе кăмăллă. Пирĕн ĕçе çавăн пек хакланăшăн хĕпĕртетĕп. Маншăн ку — чи пысăк награда. ЧР Вĕрентÿ институтĕнче 44 çул ĕçленин кăтартăвĕ вăл. Манăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 49 çул.

— Ачалăхпа çамрăклăх çулĕсене таврăнар-и?

— Эпĕ Елчĕк районĕнчи Кушкă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Канашри педучилищĕре вĕреннĕ. Шкулта ăс пухнă чухне математикăна юрататтăм. Аттепе анне колхозра ĕçленĕ. Çемьере 9 ачаччĕ. Эпĕ — асли. Шăллăмсемпе йăмăксем Шупашкара вĕренме килсен ман патра пурăнатчĕç. Эпĕ вĕсемшĕн иккĕмĕш амăшĕ вырăнĕнчеччĕ. Шел, пĕр шăллăм пурнăçран уйрăлчĕ. Эпĕ пĕчĕк чухнех тăрăшуллă ача пулнă. Малти пÿрте кĕрсе уроксем тăваттăмччĕ, вĕренеттĕмччĕ. «Çитет ĕнтĕ, тух, ачасене пăхмалла. Ĕç нумай», — тетчĕ анне. Хальхи ачасем ун пек мар. Ирĕксĕр лартса вĕрентетпĕр. Ун чухне вĕренесчĕ тесе пÿлĕмре питĕрĕнсе лараттăмччĕ. Каярах аттепе анне эпĕ вĕреннĕ çын пулнипе мухтанатчĕç. Анчах аслă хĕрĕ ăçта-ăçта вĕреннине веçех пĕлмен. Вĕсен кун пирки шухăшлама вăхăт пулман, ман хыççăн тата 8 ача-çке-ха. Чи кĕçĕнни манран 18 çул кĕçĕнрех. Вăл 50 çул тултарчĕ. Шăллăм ялта хуçалăха тытса тăрать. Шкул хыççăн эпĕ документсене Канашри медучилищĕне кайса патăм. Çывăх тусăм Галина Рыбкина педучилищĕне каяссине пĕлтерчĕ. Эпĕ те унпа пĕрле пулас тесе документсене илсе педучилищĕне çул тытрăм. Иксĕмĕр те пуçламăш класс учительне вĕрентĕмĕр. 4-мĕш курсра чухне пирĕн пата пединститутран преподавательсем килчĕç. Математикăна лайăх пĕлекен студентсене института куçăн мар майпа вĕренме илессине пĕлтерчĕç. Экзамен тытмалла пулмарĕ. Çапла, пединститутра физикăпа математика факультетне пĕтертĕм. 1974 çулта, педучилище хыççăн, Елчĕк тăрăхĕнчи Исемпелти шкулта кĕçĕн классене вĕрентрĕм. Физмат пĕтерсен, 1979 çулта, ЧР Вĕрентÿ институтне ĕçлеме вырнаçрăм. Эпĕ унта чи çамрăккиччĕ. Малтан шкул çулне çитмен тата пуçламăш классен методика пÿлĕмĕн ертÿçи пултăм. Методистра та ĕçлерĕм. Ун чухне Леонид Сергеев профессор, йывăр тăпри çăмăл пултăр, çапла каларĕ: «Нина Николаевна, эсир — кафедра хуçи. Чăвашла кĕнекесем çырмалла». Çапла мана чăваш чĕлхине вĕрентессине шанса пачĕç. Пÿлĕмре чăвашла калаçаканни эпĕ кăначчĕ та-ха. Манăн ятарлă пĕлÿ çукчĕ. Леонид Павлович пединститута педагогика тата кĕçĕн классен методикин факультетне вĕренме кĕмешкĕн сĕнчĕ. Каллех куçăн мар майпа ăс пухрăм. 4 çултан вĕренсе пĕтертĕм те аспирантурăна кайрăм. 1998 çулта «Пуçламăш классенчи вĕренÿ хатĕрĕсем» диссертаци хÿтĕлерĕм. Ун хыççăн доцент пулса тăтăм. Кайран аслă преподавательте ĕçлерĕм. Учительсемпе курссем ирттереттĕм. Лекцисем вулаттăм.

Роза ВЛАСОВА

Таролог патне хăйсен йăнăшĕсене ăнланнă арçынсем килеççĕ

Татьяна Устиновăна çынсем вăрттăнлăхне пĕлтереççĕ, унпа канашлаççĕ, ăна итлеççĕ, шанаççĕ, тав тăваççĕ. Тухтăр та, юмăç та мар вăл. Татьяна — таролог. Асамлă картсене сĕтел çине хурсанах çын шăпине витĕм кÿме пултарать.

Пушкин та эзотерикăпа кăсăкланнă

Татьяна, тарологипе хăçан кăсăкланма пуçларăн?

— Çулталăк çурă каялла мăшăрпа Питĕр хулине кайнăччĕ. Уçăлса çÿренĕ май эзотерика лавккине кĕтĕмĕр те тÿрех Таро карчĕсем куçа тăрăнчĕç. Çав самантрах вĕсене туянма вăйлă туртăм çуралчĕ. Кăмăла хирĕç каймарăм. Ăна упăшка туянса парнелерĕ. Таро карчĕсем тем тĕрлĕ те пулаççĕ. Эпир туяннă картсем çинче — тискер чĕр чунсемпе тĕлĕнтермĕш сăнарсем. Вĕсене хăйне евĕр сăнланă, кашнин пĕлтерĕшĕ расна. Ку картсен пĕлтерĕшĕ философиллĕ пулнăран, пурнăç тĕшши пирки шухăшлама хистенĕрен уйрăмах килĕшеççĕ мана. Чи анлă сарăлнă Таро карчĕсем Артур Уэйт ячĕпе паллă. Ăна Уэйт Таровĕ е урăхла классикăллă Таро теççĕ. Манăн виçĕ тĕрлĕ карт пуххи. Колодăри кашни картăн пĕлтерĕшĕ тĕрлĕрен, çавна май пĕр-пĕр ыйтăва уçăмлатас чухне малтан лару-тăрăва хакламалла.

— Çынсем сана юмăç вырăнне хумаççĕ-и?

— Эпĕ юмăç мар. Таро карчĕсен вăрттăнлăхне ăса хывма ятарласа вĕрентĕм, халĕ те онлайн мелпе пĕлĕве тарăнлататăп. Çакна çирĕплетекен диплом пур. Тарологи эзотерикăпа кăна мар, психологипе те тачă çыхăннă. Пурнăçри хамăр тĕллеве, тĕнче тытăмне тата кăткăс та кăсăклă ытти ыйтăва ăнланма пулăшать вăл.

— Эсĕ чун киленĕçне тарологире тупнă эппин?

— Вăл мана йывăр депрессирен тухма пулăшрĕ. Иккĕмĕш пепкене çуратнă хыççăн сывлăх хытă хавшарĕ. Ача 10 кунра чухне больницăна лекрĕм, çур çул сиплентĕм, кайран организма йĕркене кĕртме те вăхăт чылай кирлĕ пулчĕ. Çав тапхăрта шăпах ятарлă çар операцийĕ пуçланнăччĕ. Мăшăрăн унта кайма тивесрен питĕ пăшăрхантăм. Йывăрлăхсем мана çапса хуçрĕç темелле.

— «Чун сиплевçисенчен» пулăшу ыйтмарăн-и?

— Паллах, психолог патне те кайса килтĕм. Вăл манăн депресси пулнине пĕлтерчĕ. Халĕ вара эпĕ хамшăн хам психолог /кулать/.

— Нумерологипе гороскопа та ĕненетĕн-и?

— Ĕненмесĕр! Эзотерика наукисене кăмăллатăп-çке, уйрăмах астрологипе нумерологи кăсăклантараççĕ. Тĕрĕссипе, ку мана ача чухнех илĕртнĕ. Ятарлă тетраде цифрăсемпе зодиак паллин пĕлтерĕшĕсене çырса пыраттăм. — Поэзи те чунна çывăх пулнине пĕлетĕп. — Сăвăсем хайлатăп-ха, анчах пичетленмен. Сăмах май, паллă поэтсенчен нумайăшĕ, çав шутра Александр Пушкин та, Сергей Есенин та, эзотерикăпа кăсăкланнă, ăна ĕненнĕ. Талисмансем те пулнă вĕсен. — Санăн вара пур-и? — Паллах. Хура агатпа капăрлатнă кĕмĕл çĕрĕ тата сулă — манăн сыхлавçăсем.

— Тĕшмĕше ĕненетĕн-и?

— Хăçан – мĕнле. Лару-тăруран килет. Эпĕ — Турра ĕненекен çын, тăтăшах турăшсем туянатăп. <...>

Нина ЦАРЫГИНА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.