Чăваш хĕрарăмĕ 45 (1273) № 17.11.2022

17 Чÿк, 2022

Питре йăл кулă çуралать

Шупашкарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта пурнăç вĕресе кăна тăрать. Кунта çÿрекен ватăсемпе сусăрсем валли специалистсем мĕн тĕрлĕ кăна киленĕç шухăшласа тупмаççĕ пулĕ! Юрлас-ташлас килет-и — тархасшăн. Капăр япала тума ăста-и — ыттисене вĕрентме май пур. Алла йĕппе çип тытса алса-нуски çыхса е тĕрĕ тĕрлесе курманнисене те ку ĕçе туххăмрах хăнăхтараççĕ. Кулленхи пурнăçра спорт пысăк вырăн йышăнмаллине те манмаççĕ. Ахальтен-и тивĕçлĕ канурисемпе хускану та тăваççĕ, уçă сывлăша тухса скандинавсен мелĕпе те утаççĕ.

Тепĕр тесен, алла патак тытса утни кăна мар, уçă сывлăшра пулни те сывлăхшăн усăллă. Урамра çÿренĕ май кăмăла çĕклемелли самантсем тупăнсан — уйрăмах. Çакна шута илсех комплекслă центра çÿрекенсемпе пĕрле уçăлмашкăн профессионал фотограф тухнă. Асанне-кукамая çут çанталăк ытамĕнче асăнмалăх сăн ÿкерни çав тери хăпартлантарнă.

Ирина Вершинская психолог каланă тăрăх, фототерапи кăмăл хуçăлнине, çын хăйне япăх туйнине, вăтаннине ирттерме пулăшать. Куç йăл çиçме тытăнать, питре йăл кулă çуралать.

Татьяна НАУМОВА.

Асаннепе асатте патĕнче — хăнара

Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕн Раççей Федерацийĕн грантне тивĕçнĕ проекчĕ шăпах çакăн ятлă. ЧР Экономика аталанăвĕн министерствин пулăшăвĕпе тухать вăл. Тĕллевĕ — истори ас тăвăмне сыхласа хăварасси.

Чăваш наци йăли-йĕркине сыхласа хăварса амăшĕнчен — хĕрне, ашшĕнчен ывăлне куçарса пырас ĕç хĕрарăмсен пĕрлĕхĕнче малтан та аван пурнăçланса пыратчĕ. Халĕ, укçа-тенкĕ енчен тĕревленĕ май, паллах, проект анлăшĕ, пĕлтерĕшĕ татах та ÿсет. Çамрăк çемьесен фестивалĕпе тÿр килекенскерне, сăмах май, вăл виççĕмĕш хут иртет, Етĕрне районĕнчи Ачакри «19-мĕш ĕмĕрти чăваш хресченĕн хуçалăхĕн музейĕнче» йĕркелеççĕ.

Паянхи кун республикăра хĕрарăмсен канашĕсен çумĕнче 26 «Çамрăк çемьесен клубĕ» ĕçлет. Вĕсем 500 ытла çамрăка пĕрлештерсе тăраççĕ. Проекта пурнăçланă май «Çамрăк çемьесен клубĕсен» фестивальне ача-пăча пурнăçра аслашшĕасламăшĕпе хутшăннă пек йĕркелеме палăртнă. Тĕл пулусем ялта, чăваш йăлийĕркипе килĕшÿллĕн, иртмелле. Çавна май вĕсене 1000 ытла шкул ачи, кашни муниципалитетри çамрăк çемьесем хутшăнĕç. Малашне проектпа туристсене кĕтсе илнĕ май усă курĕç. Çак тĕллевпе видеороликсем, сюжетсем хатĕрлĕç.

Рита АРТИ.

«Эпĕ — арçын…»

«Кашни ир вăранатăп та куçа уçичченех кĕлĕ вулама пуçлатăп», — тет Элĕк салинче пурăнакан Фаина Лазарева. Паян, тепĕр тесен, пур чăваш хĕрарăмĕ те куна турăран пулăшу, хÿтлĕх ыйтнинчен пуçлать-тĕр. Урăх мĕнпе пулăшайтăр хĕрарăм ятарлă операцие кĕç-вĕç хутшăнма хатĕрленекен ачине, мăнукне, кÿршĕ ывăлне? Амăшĕн кĕлли ачине тинĕс тĕпĕнчен те кăларать теççĕ вĕт. Асламăшĕн-кукамăшĕн те çавах-тăр…

«Ачасене çапларах воспитани парса ÿстернĕ те, — хаштах сывлать Фаина Юрьевна чĕтрекен сассине пытараймасăр. — Тĕрĕссипе, мăнука вăхăтĕнче çара та илесшĕн марччĕ — кĕлетке йывăрăшĕ тăватă килограмм çитместчĕ. Çине тăрса апат çирĕ-çирĕ… Салтак атти пур пĕр тăхăнчĕ.

Хальхинче те пире тÿрех асăрхаттарса хучĕ: «Эпĕ — арçын. Эпĕ каймасан, тепри каймасан çĕршыв ирĕклĕхне кам хÿтĕлĕ? Пеме пĕлетĕп эпĕ. Броньлĕ машинăна çÿретме те пултаратăп».

Лазаревсен çемйинче ывăлсем ялйыш умĕнче хисепре ÿснĕ. Çирĕм тăватă çулти Никитăн çирĕп йышăнăвне кура юлташĕсем те унран юлас темен. Вĕсен хушшинче çемьеллисем те пур. Алексей Никитин та, икĕ ача ашшĕ, ятарлă çар операцине хăйĕн ирĕкĕпе хутшăнма тĕв тунă. Юлташĕсемпе Алексей Гордеев та çула тухнă. Татмăш ялĕнчи Сергей Сапожникова та мăшăрĕпе икĕ ачи тăван киле чĕрĕсывă таврăнасса кĕтеççĕ.

Рита АРТИ.

Мускав çунат хушма пулăшрĕ

Статьяри сăнарсен йĕрĕпе Статьяри сăнарсен шăпи мĕнешкел çаврăнса тухни маншăн кăна мар, хаçат вулаканĕсемшĕн те кăсăклă пулни иккĕлентермест. Çырни патне таврăнмашкăн шăпах сăлтав тупăнчĕ. «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра пичетленнĕ статьясемпе çĕршыв шайĕнчи «Çемье тата Раççей пуласлăхĕ» конкурса хутшăннăччĕ. Конкурс йĕркелÿçи — Андрей Первозванный апостол фончĕ — мана, çак йĕркесен авторне, финалист дипломĕпе хавхалантарчĕ. Çавăнпах жюри членĕсем хак панă ĕçсем тавра сăмах пуçарни ытлашши пулмĕ.

«Пĕччен юлсан...» статьяри Шупашкарта пурăнакан Владимир Григорьевăн кун-çулĕ тахçантанпах канăç памарĕ. Ас тăватăр-и, пĕлтĕр инкеке лекнĕччĕ вăл. Арçын сиплев курсĕ вĕçленмесĕрех больницăран тарма шухăш тытнă. Килте йытăсем кĕтнĕрен чунĕ вырăнта пулман-тăр унăн. Хайхискер чÿречерен тухма тăрсан ăнăçсăр ÿкнĕ. Урине гипс хума лекнĕ. Юрать, кÿршисем хваттерте хуçаланакан йытăсене пулăшма май тупнă. Тĕрлĕ инстанцие шăнкăравланă хыççăн вĕсене ятарлă приюта вырнаçтарнă. Хваттер хуçи киле таврăннине никамах та асăрхаман. Тивĕçлĕ канури пĕччен арçын вара лавккана хăй тĕллĕн тухайман. Çавăнпах çăкăрпа пулăшма ыйтса пĕлтерÿ çырнă вăл. Ăна чÿречерен кăларса çакнă... Çавăн хыççăн социаллă ĕçченсемпе пĕрле çитсе кĕнĕччĕ унăн килне. Арçын ырă кăмăлĕпе палăрни тÿрех сисĕнчĕ. Пире тĕпеле иртме чĕнчĕ, хăйĕн çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартрĕ. Çав çын урамри йытăсемшĕн хăйĕн ăшшине шеллеменни пĕрре те тĕлĕнтермерĕ.

Владимир Григорьевпа тепĕр хут тĕл пулас шухăш тĕвĕленнĕччĕ. Ăна ура çинче çирĕп тăнине курас килетчĕ. Ку хутĕнче унпа курнăçма май пулмарĕ. Çапах унăн пурнăçĕ лайăх енне улшăннине Шупашкарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрăн ĕçченĕсенчен пĕлтĕм. Вĕсем каланă тăрăх, арçын лайăхах утать, хăех кил-çурта тасатать, апат пĕçерет. Арçын вăй илни, паллах, савăнтарчĕ. Хăй тĕллĕн пурăнма хăнăхнăскерне юлашки вăхăтра социаллă ĕçченĕн пулăшăвĕ кирлĕ пулман. Тепĕр тесен, çакă — унăн ирĕкĕ. Апла пулин те социаллă ĕçчен унпа çыхăнăва татмасть. Меллĕ самантпа усă курса унпа тĕл пулса калаçать, пулăшу сĕнет. Владимир Григорьев хуçасăр йытăсене каллех хăйĕн хÿттине илнĕ-мĕн. Вĕсемпе малтанхи пекех уçăлса çÿрет. Ахăртнех, çăкăр чĕллине те тăватă ураллă шанчăклă тусĕсемпе пайлать.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.