«Чăваш хĕрарăмĕ» 45 (1222) № 18.11.2021

18 Чÿк, 2021

«Ĕмĕтĕмрен вăтанаттăм…»

«Пĕчĕк чухнех мана Мускав хăш енче вырнаçнине кăтартнă. Уй-хире тухса шухăш авăрне лекеттĕм. Шкултан вĕренсе тухсанах Мускава каяс килетчĕ. Çав вăхăтра кам пуласси питех кăсăклантарман», — калаçу пуçларĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Наталия Сергеева.

Çиçĕм çиçнĕ пекех туйăннă

Çапах таçта шалта артист пулас ĕмĕт хĕмленнĕ. Аслă классенче ку туртăм вăйланни пĕрре те тĕлĕнтермест. «Хама хитре хĕрачасен йышне кĕртмен. Чиперрисен кăна артистра ĕçлемелле теттĕм. Çавăнпах хамăн ĕмĕтрен вăтаннă», — аса илĕвĕнче Шупашкар районĕнчи Шинер Тăрăнра иртнĕ ачалăха таврăнать хĕрарăм.

Çав вăхăтрах тăван тăрăха чунран юратнине палăртать вăл. Йывăçсен хушшинче çӳресен, тăван ял çырми урлă каçсан, çĕр çинче ĕçлесен вăй кĕнине пы-тармасть.

Наталия Сергеева шкулта пĕрле пĕлӳ илнĕ каччăпа çемье çавăрнă. Ун чухне Красноармейски районĕнчи Пикшике вĕренме кайнă вăл. «Пулас упăшкана курсан çиçĕм çиçнĕ пекех туйăнчĕ. Унăн чĕринче те юрату кăвайчĕ чĕрĕлнĕ. Çапах вăл чунне уçса калаçма тăхтанă. Эпĕ те вăтаннă. Ăна хĕсмете ăсатма вăхăт çитрĕ. Хамăр туйăмсене урăх пытармарăмăр. Салтакран кĕтсе илтĕм», — тăсăлать калаçу.

Сергей Сергеев Саратоври çар чаçĕнче хĕсметре тăнă. Ун чухне Наталия Мускаври М.Щепкин ячĕллĕ Театр аслă училищинче артиста вĕреннĕ. Салтак савнийĕпе тĕл пулмашкăн самолетпа вĕçсе пынă. Ахăртнех, кашни тĕл пулмассерен çамрăксен юратăвĕ вăйланнă.

Шинер Тăрăнти шкулти пĕрремĕш вĕрентекен Антонина Трофимовна Ефремова хăйне юратнине, тĕрев панине калать Наталия Сергеева. Мускавра пĕлӳ илнĕ вăхăтра та унпа çыру çӳретнĕ. Педагог, паллах, хăйĕн вĕренекенĕпе мухтаннă. Вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенне Антонина Захаровна Ефимовăна та ырăпа аса илет сцена ăсти. Хĕрарăм артист пултарулăхĕпе, çырас ăсталăхĕпе палăртнă. Шкул ачисем унран тĕслĕх илме ăнтăлни иккĕлентермест.

«Артист ăсталăхĕ Ишек шкулĕнче тапса тухрĕ. Çавăнпах пуласлăха сценăпа çыхăнтармашкăн тĕв турăм. Пикшикри вăтам шкулта вĕрентекенсем те артиста вĕренме каймашкăн сĕнчĕç», — пурнăç çулне суйлама пулăшакансене аса илет Наталия Сергеева.

Ачисем те — сцена çинче

Сергейпе Наталия Сергеевсем икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Пĕрремĕшĕ Мускавра, амăшĕ артиста вĕреннĕ вăхăтра çут тĕнчене килнĕ. «Хам та ача вырăнĕнче пулнă. Юрать, юлашки курсра пĕлӳ илнĕ май яла килтĕмĕр. Атте-анне пепкене пăхма пулăшрĕç. Тĕрĕссипе, пĕчĕкскерне сиен кӳресрен алла тытма та шикленнĕ. Иккĕмĕшне каярах, вăтăра çитсен, çуратрăм. Çавăн чухне тин ача Пӳлĕхçĕ парни пулнине, йыш хушни савăнăç кӳнине ăнлантăм. Декрет отпускĕ хыççăн театра пырсанах ĕçтешĕмсем хитреленнине каларĕç», — тет Наталия Алексеевна.

Çемье тата артист пурнăçне мĕнле шайлаштармалла? «Маларах гастрольте вăрах çӳренĕ. Халĕ апла мар, çавăнпа артистсене çăмăлрах. Упăшка çак тытăмра ĕçлемесен килте ăнланманлăх сиксе тухма пултарать. Çапах кăткăслăха сирме тăрăшнă. Пĕтĕмĕшле илсен, мăшăрăм — ырă кăмăллă çын. Çавăнпах унпа пĕр чĕлхе тупма пулатех», — чунне уçать сцена ăсти.

Вăл каланă тăрăх, артисткăшăн 20-пе 30 çулхи тапхăрта уйрăмах йывăр. Çав вăхăтра çемье çавăрмалла, ача-пăча çуратса çитĕнтермелле. Сцена çинче пĕр сăнар хыççăн теприне калăпламалла. Унсăр пуçне çĕнĕ коллектива хăнăхма çăмăл маррине палăртать вăл.

Артистсен ачисем спектакльте выляни — хăнăхнă пулăм. Сергейпе Наталия Сергеевсен ывăлĕсем те К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çине пĕрре мар тухнă. Асли Алексей, сăмахран, «Турă пӳрмен юрату» драмăра, кĕçĕнни Дмитрий «Хурлăхлă хурама сасси» ĕçре ача ролĕсене калăпланă. Çавăнпах артистсен тĕпренчĕкĕсем хăйсен пĕлтерĕшне туйса «Пирĕн театр» теççĕ. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


Çемье тĕрекĕ çирĕп пултăр

Сĕтел-пукан цехĕнче ĕçлекен ашшĕ ĕçрен часах таврăнайманнине хăнăхнă ĕнтĕ Кирилл. Çавăнпа çиччĕмĕш класри арçын ача физикăпа килте тумашкăн панă кăткăс задачăна шутласа кăларма тепĕр хутчен хăех хăтланчĕ. Шăп та лăп 1 сехет те 35 минут ларчĕ вăл — çавăн хыççăн кĕнекен юлашки страницисенчен пĕринче кăтартнă хурав патне çитрĕ-çитрех! «Уффф! Халĕ апат çисен те юрать», — çапларах хăйĕнпе хăй калаçса ашшĕ ирхине ăшаласа хăварнă çĕр улмине çатмаран турилккене хучĕ. Апата микрохумлă кăмакана лартрĕ кăна — хваттер алăкне тул енчен уçăпа чакăртаттарни илтĕнчĕ — Сергей Петрович ĕçрен таврăнчĕ. Ывăлĕпе ашшĕ пĕр-пĕрне курсан ăшшăн йăл кулни вĕсем кун каçипе тунсăхланине палăртрĕ. Малтан — кĕçĕнни, унтан асли кун мĕнле иртнине каласа кăтартрĕ. Кирилл киле панă ĕçсем тĕлĕшпе ыйту пулманнине, йывăр задачăна чылай тапаçланнă хыççăн хăй тĕллĕнех ăнланнине пĕлтерчĕ.

Иккĕшех пурăнаççĕ вĕсем. Пĕр çул кăна та мар, Кирилл садике çӳренĕ тапхăртанпах. Чулхула облаçĕнче çуралса ӳснĕ арçын Чăваш Енре ĕçлеме пуçласан кунтах мăшăр тупнă. Шел, çемье никĕсĕ çирĕпех пулайман — уйрăлнă вĕсем. «Кирюша манпа юласси сӳтсе явмасăрах паллăччĕ. Ывăл мĕн пĕчĕкрен амăшĕнчен ытла ман паталла туртăнатчĕ, — çапла каласа кăтартнăччĕ сĕтел-пукан пуçтаракан ăста темиçе çул каялла. — Çавăн чухнех хама сăмах патăм: выçă ларам — ывăлăма ура çине пур пĕрех тăратăп, ăна тивĕçлĕ пĕлӳпе воспитани парăпах». Сергей Петровичăн Кирилшăн пит хĕретме тивменнине темшĕн ĕненес килет. Хăйĕн тивĕçне аван пурнăçласа пыракан арçын шкулти ашшĕ-амăшĕн комитечĕн хастарĕ пулнăран та-и, унăн ачи «4» тата «5» паллăсемпе вĕреннĕрен те-и тен? Чи пĕлтерĕшли — ашшĕ хăйĕн пепкишĕн яваплăха яланах туйни. Сергей Петрович, ĕçтешĕ çирĕплетнĕ тăрăх, килте мар чухне те çул çитмен çамрăка тимлĕхрен вĕçертмест, уроксем вĕçленнĕ хыççăн вăл мĕнпе аппаланнине шăнкăравласа ыйтсах тăрать.

Чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕ — Арçын пĕтĕм тĕнчери кунĕ. 60 ытла çĕршывра паллă тăваççĕ ăна. Çакнашкал куна уйăрмашкăн Вест- Инди университетĕнчи Джероме Тилуксингх сĕннĕ. Чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче шăпах унăн ашшĕ, çемьешĕн чăн тĕслĕх шайĕнчи çын, çуралнă. Çак куна календаре кĕртесси арçынсен çемьери, ачасене воспитани парас ĕçри витĕмне палăртас тĕллевпе çыхăннă. Учредительсем арçынсемпе арçын ачасен сывлăхне сыхлассине те тимлĕхре тытнине палăртмалла. Этемлĕхĕн вăйпа палăракан представителĕсен социаллă тата харпăр хăйĕн кăмăл- туйăмĕ çинчен те аса илтересшĕн пулнă паллах. Йĕркелӳçĕсем çакнашкал кун пурри арсене хăйсем обществăн тĕрекĕ пулнине çирĕплетсе пымашкăн хистенине те пуçра тытнă. Обществăра кашни харпăр хăйĕн вырăнне кирлĕ пек туйсан пурнăçра килĕшӳ, çураçулăх хуçаланасси иккĕлентермест. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Ырă ĕçсен шкулĕ

Шупашкарти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан, уйрăм предмета тарăннăн вĕрентекен 53-мĕш шкула çитсен кĕмешкĕн çăмăлах пулмарĕ. Хăнасене кĕтсе алăка яри! уçса хумаççĕ кунта. Юлашки вăхăтри пулăмсене асра тытса хăрушсăрлăха мала хураççĕ. Çавăнпа шăнкăрав тӳмине пуссан кăна уçăлчĕ алăк. Ăçта, кам патне, мĕнле ыйтупа килнине ыйтса пĕлсен кăна директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ патне — эпир Татьяна Михайловăпа тĕл пулу пирки малтанах калаçса татăлнăччĕ — иртме ирĕк пачĕç.

…Такам пырса пăлхатнă вĕлле пек сĕрлет шкул. Калама кăна ансат — кунта икĕ сменăпа 1723 ача вĕренет. Анчах çак сĕрлевре те йĕрке пур — ăна тытса тăмашкăн кадет тумне тăхăннă çамрăксем пулăшаççĕ. Сăмах май, мана та кирлĕ çĕре вĕсемех ăсатрĕç. Кадет класĕсем кашни параллельтех пур. Чи маттуррисене йышăнаççĕ унта.

Шкул тени чи малтанах вĕрентӳ ĕçĕпе çыхăннă. 53-мĕш шкулта вăй хуракансем вара воспитани пирки те манмаççĕ. Ачалăхра панă ăс — ĕмĕрлĕхе. Паянхи саманара ӳсекен ăрăва пушшех те тĕрĕс çул кăтартакан кирлĕ. Çак тĕллеве вĕрентекенсем тивĕçлипех пурнăçлаççĕ темелле. Ĕçченлĕх, анлă тавра курăм, чунлăх — çак принципсем малти вырăнта шкулта. Çавăнпах ырă ĕçсен пухмачĕ тулсах пырать.

Татьяна Сергеевна пушаниччен шкулти лару-тăрупа мана Алина Леонидовна паллаштарчĕ.

— Маларах, пандеми пуçланиччен, тĕрлĕ уяв питĕ савăнăçлă иртетчĕ пирĕн. Аслă ăрăва хăнана чĕнеттĕмĕр те хапăл тусах йышăнатчĕç йыхрава. Вĕсен ячĕпе концерт хатĕрлеттĕмĕр, пĕрле чей ĕçеттĕмĕр. Амăшĕн кунне чун-чĕрене хумхантармалла йĕркелетчĕç. Халĕ, паллах, йышлăн пухăнса, пушшех те, аслисене чĕнсе, уявра савăнма май çук. Анчах çакă вăхăтлăха кăна иккенне питĕ шанатпăр.

Çапах та вăхăта кура пуç усса лармаççĕ шкулта — ырă ĕçсен хăйне евĕрлĕ графикне те йĕркеленĕ. Калăпăр, вĕренӳ çулĕ пуçланнă-пуçланманах, авăн уйăхĕ-нче, «Ырăлăх эрнине» хутшăнса «Юлташ сумккине» пухма пулăшаççĕ. Муниципалитет шайĕпе иртекен акци сахал тупăшлă çемьере ӳсекен ачасене шкула пуçтарăнма пулăшать. Ытларах канцеляри таварĕпе вĕренӳре кирлĕ пулма пултаракан ытти япала илсе пыраççĕ ачасем. «Юлташ сумккинче» мĕн пухăнса пынине Лидия Васильева вĕрентекен тĕрĕслесе тăрать.
Сивĕсем çывхарас умĕн каллех ĕç тупăнать ачасем валли. Юпа уйăхĕнче вĕсем шкулти Ашшĕсен канашĕпе пĕрле çунатлă тусĕсем валли сырăшсем хатĕрлеççĕ. Пирĕн тăрăхра яланах тенĕ пек юр нумай çуса лартать. Хĕллехи тапхăрта кайăксене ытла та йывăр. Апат тупма та хĕн. Хăйсен пулăшăвĕ вĕсемшĕн питех те пĕлтерĕшлине ăнланса тăрăшаççĕ ачасем. Юр ирĕлме пуçласанах сиенлĕ тĕрлĕ кăпшанкă тапса тухать. Шăпах вĕсене пĕтерме пулăшаççĕ те ятарлă «Кайăксен столовăйĕнче» апатланса пурăннă çунатлă туссем. Ку ĕçе Валентина Михайловăпа Вадим Андреев йĕркелесе пыраççĕ.

Çанталăк сивĕтсех пынăçемĕн çут çанталăк тусĕсен татах ĕç хушăнать — вĕсем «Хуçасăр йытăсем валли апат пуçтар» акцие хутшăнаççĕ. Ку мероприяти ачасен чунне чи хускатаканни ахăр. Нумай чухне хăшĕ-пĕрин унтан таврăннă май куçĕ шывланать. Шкул ачисем приютри чĕр чунсем валли ай сарăм, апат пухаççĕ. Чĕлхесĕр янаварсем те туйăмлă иккенне, вĕсем те тунсăхланине асра тытса çавăн пекех теттесем те пуçтараççĕ вĕренекенсем, витаминсем пирки те манмаççĕ. Мĕн пухнине кирлĕ çĕре хăйсемех илсе çитереççĕ. Вăхăтĕнче килте усранă, унтан урама кăларса пенĕ чĕр чунсене шеллеме пĕлекен çамрăксем ырă чунлă çынсемех пулса ӳсессе ĕненес килет. Çак енĕпе тăрăшаççĕ Лилия Бесингалиева тата Валентина Арсентьева. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

♦   ♦   


Хупă тĕнче те уçăлĕ

«Шел те, сирĕн ачан — йăхран куçнă йывăр чир. Çийĕнчен ăна сиплеме те май çук», — тухтăр пӳлĕмĕнче çакнашкал сăмахсене илтме мĕн тери йывăррине çавăн пеккине тӳссе ирттернисем кăна пĕлеççĕ ахăр. Судри чи çирĕп приговор пек янăраканскерсем хыççăн та ывăл-хĕрĕн пурнăçне тăсассишĕн, май пур таран тĕрлĕ енлĕ тăвассишĕн тăрăшакан ашшĕ-амăшĕ — чăтăмлăхпа юратăва палăртакан чи çутă тĕслĕх. Паттăрсемпе танлаштарма пулать вĕсене. Анчах… паттăрсем те пĕр-пĕр йывăрлăха парăнтараймасса пултараççĕ. Вăйлисен те хăш-пĕр ыйтăва татса памашкăн мехел çитменни пулать. Ун пек чухне кирек мĕнле пулăшу та пĕлтерĕшлĕ.

Аня Чижова ячĕллĕ ыр кăмăллăх фончĕ Чăваш Енре пурăнакан çынсене пархатарлă çакнашкал ĕçе хутшăнас енĕпе пĕрлештерет те. Сыватма май çук, хевтесĕр ачасене тĕрев парасси теплере пĕрре пулакан ĕçпе кăна чикĕленмелле мар. Кунашкал пепкесене паллиативлă — медицина, психологи, социаллă — пулăшу кирлĕ. Пĕрисене сывлама, апатланма, куçса çӳреме май паракан хатĕр кирлĕ, теприсене — ятарлă сиплев. Вĕсене аслисен тимлĕхĕсĕр хăварма çук. Çав вăхăтрах вĕсен те вĕренмелле, кĕлеткене хускатса çирĕплетмелле, тавра курăма аталантармалла, уçăлма тухмалла…

Нуша çывăхлатать

Шупашкарта пурăнакан Мария Петровна Егор çуралсанах унăн сайра тĕл пулакан чир пулнине пĕлмен. Телейлĕ амăшĕ пепкен кашни çĕнĕ утăмне сăнанă- кĕтнĕ. Пĕр вăхăтра çăмăлланнă хĕрарăмсем тĕпренчĕкĕ ларма пуçланине савăнса сӳтсе явнă. Егор вара васкаман. Çынсен шă-пăрланĕсем пĕрремĕш утăмсем тума тытăнсан та пĕчĕкскер ура çинче çирĕп тăрайман.

— Тухтăрта ĕçлекен пĕлĕшĕм, Егора мĕнле чир аптратнине тĕрĕс палăртайманнине кура, республикăн Сывлăх сыхлав министерствине кайса пепкене тĕрĕслеттермешкĕн Мускаври сыватмăша направлени ыйтма сĕнчĕ. Çапла çĕршывăн тĕп хулинчи тухтăрсем патне лекме, тĕрлĕ-тĕрлĕ тĕпчев витĕр тухма тиврĕ. Ывăлăн генетика амакĕ — тĕртĕмсем çителĕклĕ аталанайманни — çиеле тухрĕ. Дюшенн дистрофийĕнчен сипленме май çук, ăна питĕ хытă аталанасран чарма кăна пулать, — йывăр пулин те хĕрарăм хăйсен çемйине пырса çыпăçнă амак çинчен уççăнах каласа кăтартрĕ.

Апла-и, капла-и — тӳрех хуçăлса ӳкмен пепкине пĕччен çитĕнтерекен хĕрарăм. Кирлĕ эмел, тĕрлĕ процедура ачана кӳмене лартма тивекен вăхăта тăруках çитме памасса шаннă. Çапла ача сачĕпе тантăшĕсемпе пĕр вăхăтра сыв пуллашнă, шкула кайнă Егор. Пĕрремĕш класс хыççăн — иккĕмĕшне. Утти йывăрланса, пусма тăрăх хăпарма кăткăсланса пынă. Виççĕмĕш çул пĕлӳ çуртне сукмак такăрлатма вăхăт çитсен арçын ача шкула тăтăш кайман. Пиллĕкмĕш класран пуçласа вара шăпăрлан килте пĕлӳ илме тытăннă.

— Çавăн чухне ачан кăмăл- туйăмĕ улшăнчĕ. Вăл тус- юлташĕпе, пĕрле вĕренекенсемпе хутшăнма чарăнчĕ. Сайра тĕл пулакан чир тыткăнне лекнĕшĕн пĕтĕм тĕнчене кӳренчĕ тейĕн — лăпкăн калаçми пулчĕ. Нимĕнпе те кăсăклантарма çукчĕ — аптрамаллаччĕ. Çакнашкал лару- тăрура мана, ăна çутă кун парнеленĕ çынна, пушшех йывăрччĕ. Психологсемпе те канашларăм — уссине питех туймарăм. Чăн та, вĕсем кун пек лару-тăрура улшăнăва тӳрех кĕтсе илме çукки çинчен асăрхаттаратчĕç, — тин паллашнă çынпа малалла тăсăлчĕ сăмах.

2019 çулта Мария Петровна Аня Чижова ячĕллĕ фонд çинчен, вăл чирлĕ ачасене çитĕнтерекен çемьесене пулăшни пир ки илтнĕ. Çапла хăйсен нуши çинчен каласа кăтартнă. Малтанлăха психологи пулăшăвĕ çинчен ĕмĕтленнине пĕлтернĕ вăл. Вăрах кĕтмен — фонд явăçтарнă специалист Егорпа курнăçмашкăн килсе çӳреме те тытăннă. Тĕрлĕ вăйă пуçарни, ĕçе иленсе сăнав-тĕпчев ирттерни /куршака акнă ӳсен-тăрана сăнани, сăмахран/ хăйĕн ырă «çимĕçне» кӳме тытăннă. <...>

Ирина ИВАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.