«Чăваш хĕрарăмĕ» 45 (1170) № 12.11.2020

12 Чÿк, 2020

Йывăрлăхсене çĕнтерсе

Халĕ те куç умĕнче: чаршав уçăлать те сцена çине çӳçне хитре пуçтарса çыхнă, çĕмĕрт куçлă, йăрăс пӳллĕ çамрăк хĕр тухать. Пĕрре сăвă е кулăш каласа савăнтарать, тепре юрă-кĕвĕ шăрантарса пурне те пĕрле юрлаттарать. Акăш евĕр ташăра чуна хускатать. Куракансем пирĕн Майя Павловнăна, Красноармейски районĕнчи Туçи Чуракассинчи Павел Николаевич вĕрентекенпе Анна Степановна медсестра хĕрне, ура çине тăрсах алă çупаççĕ.

Ашшĕне пединститут хыççăнах ачасене математика вĕрентме Челябинск облаçĕнчи Частоозерск районĕнчи Лиханово салине ĕçлеме янă. 1939 çулхи чӳк уйăхĕнче кун çути курать хĕр пĕрчи. Аслисем хăйсен ĕçĕпе тăрăшнă, Майя та малаллах аталаннă. Икĕ çултан çемье тăван тăрăха отпуска килнĕ. Хăрушă хыпар килсе çапнă — вăрçă тухни çинчен пĕлтернĕ. Ашшĕ тӳрех фронта каять. Шел, каялла таврăнаймасть. Унăн, Кавказ фронтĕнче тăшмана хирĕç çапăçнăскерĕн, вил тăпри — Райхт станцинчи тăванла масарта. Хĕрĕпе ывăлĕ каярахпа унта темиçе хут та кайса килнĕ.

Майя ялти пуçламăш шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Шупуçĕнче, унтан Упире вĕренсе сакăр класс пĕтерни çинчен документ илнĕ хыççăн мал ĕмĕтлĕ хĕр Вăрнарти ял хуçалăх техникумне çул тытать. Диплом илсен ял хуçалăх инспекцийĕнче Тăрăнти «Ильич çулĕпе» колхоза зоотехникра ĕçлеме яраççĕ. Выльăх-чĕрлĕхе пит юратаканскер, сăмах май, халĕ те картиш тулли тытать.

Çаврăнăçуллă зоотехник яш-кĕрĕмпе часах пĕр чĕлхе тупать. Ăна тӳрех комсомол организацийĕн секретарьне суйлаççĕ. Пухусем ирттересси, çамрăксене общество ĕçне хутшăнтарасси, ĕç хыççăн репетицисене пуçтарăнса концертсем йĕркелесси мал курăмлă ертӳçĕшĕн — шăл çемми. Тӳрĕ чунлă, анлă тавра курăмлă хĕр ферма ĕçченĕсене çур сăмахранах ăнланать, каланă сăмаха çын умĕнче ӳкермест.

Анаткас йĕкĕчĕпе Николай Павловпа Енĕшкассине концертпа кайсан паллашать Майя. Каччă ялти шкулта ачасене физикăпа математика вĕрентнĕ, вĕсене килне пырса çӳреме те чарман: урокра ĕлкĕрейменнине çапла майпа вĕçне çитернĕ хисепе тивĕçлĕскер. Ачасен ашшĕ-амăшĕпе те тачă çыхăну тытнă. Каччă партком секретарĕнче тăрăшнă, кану каçĕсене йĕркелеме хутшăннă. Хĕр ăна сăпайлăхĕпе тыткăнланă. Вĕсен пĕр-пĕрин еннелле туртăнмасăр май та пулман тейĕн: иккĕшĕ те халăхпа çыхăннă, татса памалли ыйтăвĕсем те пĕрешкел пулнă. Çапла вĕсем 1962 çулта çемье çавăраççĕ.

Çулталăк иртсен ывăл Александр çуралать. Часах Павловсен çемйине иккĕмĕш пепке Валерий хушăнать. Кил хуçине, саппасри офицера, Чехословакие ярасшăн пулнă, темиçе хутчен те чĕнтернĕ. Çемьере икĕ пĕчĕк ача пулнипе кĕçех повесткăсем килме чарăннă.
Антонина ЕФИМОВА.
Красноармейски районĕ.

 


Вăрçăри кунсемпе çĕрсем

Гермоген Бархонов 1925 çулхи раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Тăманлă Выçли ялĕнче çуралнă. 17 çула çитсен вăрçа тухса кайнă. Гороховец лагерĕнче миномет наводчикне вĕреннĕ. Минометчиксен 618-мĕш полкĕнче çапăçнă. Ржев, Псков, Рига хулисене, Эстони, Латви, Польша çĕршывĕсене ирĕке кăларас, Ленинграда хӳтĕлес çапăçусене хутшăннă. Паттăр салтак тивĕçнĕ орден-медаль йышĕнче II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕ, «Паттăрлăхшăн» медаль пур. Вăрçă хыççăн тăван «Заря» колхозра хуралçăра, платникре тăрăшнă вăл. 63 çула çитиччен пурăннă.
Гермоген Иванович вăрçăра курнисене аса илсе хулăн тетраде çырса хăварнă. Паттăр салтак ал çырăвне пичетлетпĕр.

Ванюшсем

Эпĕ 1942 çулхи раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче вăрçа тухса кайрăм. Малтанхи кунсенче пире, 1925 çулта çуралнăскерсене, Гороховец лагерне илсе кайрĕç. Кăштах кансассăн мунча кĕртрĕç те кивĕ тумтир пачĕç. Гимнастеркăсем ытла пысăккипе хыçалтан пĕрсе çĕлеме, шинельсене аялтан касма хушрĕç. Хӳресĕр автан пекех çӳреттĕмĕр.

Мĕн хушаççĕ — çавна тунă. Акула ялĕнче кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче присяга тытрăмăр. Кун хыççăн пире, çамрăксене, пиçĕхтерме тытăнчĕç. Ирхине 28-30 градус сивĕре аялти кĕпесене хывса юрпа çăвăнма хире илсе тухаççĕ. Апат пирки каламалли те çук паллах. Ун чухне эпир стрелоксен 92-мĕш полкĕнче шутланаттăмăр-ха. Пĕр хушăран минометчиксен 618-мĕш полкне туса хучĕç.
Пĕр хушăран мана наводчика вĕренме куçарчĕç. Миномет çăмăл пулман — 480 килограмм. Расчетра — 6 çын. Хатĕре куллен 6-7 çухрăм туртаттăмăр. Çар ĕçне вĕреннĕ чухне ял çыннисемпе тĕл пулмашкăн тӳр килетчĕ. Пуриншĕн те вырăс Ванюшĕччĕ эпир. Ытла та ачапчалла курăнаттăмăр пулмалла — куççульленетчĕç аппасем.

Мурома куçарчĕç. Порт хули темелле ăна. Тата çирĕпрех вĕрентме тытăнчĕç. Тусем çине хăпарма хăнăхтараççĕ. Çурăм хыçне çур пăт хăйăр, йывăр граната, противогаз тата винтовка хурса 14 çухрăм, тепĕр чухне ытларах та, утма тиветчĕ. Таврăнсан тӳрех полигона васкаттăмăр. Хутран- ситрен нимĕçсем бомба пăрахатчĕç, пулеметран перетчĕç. Пĕр кун асăмрах. Часовойччĕ-ха эпĕ ун чухне. Çулла. Часах çутăлчĕ. Вырсарни кун. Пĕр ватă хĕрарăм иртсе пыратчĕ. Мана курсан çаврăнчĕ вăл. Эпĕ хуралта-çке, çывхарма юрамасть. Вăл йĕрсе ячĕ. «Ачам, эсĕ миçе çулта?» — тет. 17-е кайнине пĕлтеретĕп. Çĕр улми икерчи кăларчĕ те йĕре-йĕре тыттарчĕ: «Ман ача та сан пекех. Таçта аякра вăл. Те çакăн пекех хуралта тăрать ĕнтĕ, те шăтăкра… Мĕн курма тӳр килĕ сире, ачамсем?» — çаврăнса утиччен питрен чăпăрт! тутарчĕ. «Аçу-аннӳне курмалла пултăр», — пуçран ачашласа хăварчĕ. Ним калама пĕлмесĕр юпа пек хытса тăрса юлтăм.

«Тыл пурнăçĕ вĕçленчĕ»

Владимир хулине куçарчĕç. Вăл вăхăтра хамăр ял çыннипе Яков Мурзаевпа пĕрлеччĕ эпир. Пире стрелоксен вĕренӳ лагерьне йĕркелеме вăрмана вырнаçтарчĕç: 2,5 метр тарăнăш çĕр чаватпăр, сарлакăшĕ — 6 метр ытла. Тата пĕр тĕслĕх аса килчĕ. Ку шăп апат вăхăтĕнче пулчĕ. Тревога пачĕç. Çамрăксене илсе пынăччĕ çав кун. Вĕсем апат çимесĕрех вĕçтерчĕç. Эпир, кун пеккине куркаланисем, вырăнтан ху¬скалма васкамарăмăр-ха. Хамăр савăтсемпе пĕрле çамрăксенне те пушатрăмăр. Вара тин каланă çĕре чупрăмăр. Халĕ шухăшлатăп та: яшкине мĕн тесе çисе янă-ши? Вĕсем те хамăр пекех нуша курнă-çке.

Çурла уйăхĕ çитсен колхозсем тăрăх салатрĕç. Пире, 12 ачана, пĕр пĕчĕк яла вырнаçтарчĕç. Пуян пулнă ку тăрăх. Лагерьтен 60 çухрăмраччĕ вăл. Çитсенех пурте варпа аптрарăмăр. Ку, паллах, тăрук нумай çинипе. Колхоз апат аван çитеретчĕ. Тепĕр чухне пыл та лекетчĕ. Пирĕн хваттер хуçи пĕччен хĕрарăмччĕ, ачи вăрçăраччĕ. Фронта ăсатасса пĕлсе тăраканскер пĕрер кутмакка сухари хатĕрлесе пачĕ. Пĕр кунхине, чăн та, васкатса мунча кĕртрĕç, çĕнĕ тум тăхăнтартрĕç те станцăна илсе кайрĕç. 1925 çулта çуралнисем тылра пурăнасси çакăнпа вĕçленчĕ. Ку вăл 1943 çулхи авăн уйăхĕ пулчĕ. Халĕ хатĕрсем те вĕренмеллисем мар — чăн-чăннисем.

Минометсене машина çинчен антартăмăр та пире пĕр пысăках мар вăрман пеккине илсе кĕчĕç. Малтан тĕтĕм шашкисем хучĕç, сĕрĕм ăшăнче шала кĕрсе кайрăмăр. Тупă сасси чĕрене шарт! сиктеретчĕ. Ку вăхăтра Ржева тăшманран хăтарнăччĕ ĕнтĕ. Хулана пырса кĕтĕмĕр. Ăна пысăк вар икĕ пая уйăрса тăратчĕ. Çырма хĕррипе шăтăк — çĕр пӳрт темелле — чаврăмăр. Кунта пире текех вĕрентмеççĕ ĕнтĕ. Хушнине пурнăçлатпăр-ха, шăпăрт кăна пурăнатпăр. «Çĕннисене» склада кайма та ирĕк памаççĕ. 2-3 кун иртсен Çĕнĕ Мăрат ачине Аркадий Зайцева: «Хула хĕрринче госпиталь пур тенине илтрĕм. Атя кайса килетпĕр. Тен, хамăр енчисем пур», — терĕм. Килĕшрĕ. Пĕр çырма урлă каçрăмăр, теприне хыçа хăвартăмăр — барак пек çурт тĕлне çитсе тухрăмăр. Шала кĕтĕмĕр. Сивĕрех кунта. Пĕр 100 çын майлă выртать. Чăвашсем пуррипе кăсăклантăмăр. Аран-аран сас паракан тупăнчĕ. Ун патнелле утрăмăр. «Илле пичче!» — кăшкăрчĕ Аркаш. Пĕчĕк ача пек йĕрсе ячĕ. Эпĕ ним чĕнме пĕлмесĕр тăтăм. Аманнă салтак эпĕ Наçтук шăллĕ иккенне тавçăрчĕ. Пĕрле вĕреннине пĕлтерчĕ.

Татьяна НАУМОВА.

 


Мăшăрĕ ун ячĕпе сăвă çырнă

«Пирĕн йăх Çитта ятлă арçынран пуçланса кайнă. Вăл ялта хисеп çĕнсе илнĕ. Мускавра театр институтĕнче вĕреннĕ вăхăтра мана «Çитта» хушма ят йышăнма сĕнчĕç. Эпĕ ăна Турă вырăнĕнче йышăннăран хăяймарăм. Халĕ шухăшлатăп та: мĕскĕнленмелле пулман», — калаçу пуçларĕ РФ тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артистки Валентина Ситова. Нумаях пулмасть К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче унăн юбилей каçĕ иртрĕ. Театр ертӳлĕхĕ сцена ăстин ĕçлес туртăмне палăртрĕ, сăнарĕсене аса илтерчĕ.

— Валентина Петровна, эсир ĕçпе туптанса çитĕннĕ. Кĕçĕннисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Ачалăхри çутă самантсене аса илсемĕр.

— Асаттепе асанне ытлă-çитлĕ пурăннă. Вĕсен çемйинче 13 ача çут тĕнчене килнĕ. Пысăк çак йышран 5-шĕ чĕрĕ юлнă. Манăн атте Петр Иванович пулас мăшăрне Евдокия Федоровнăна вăрласа кĕнĕ. Ситовсен çемйинче 6 ача çуралнă. Атте — трактористра, анне фермăра вăй хунă.

Эпĕ, асли, кĕçĕннисене пăхма пулăшаттăм. Шăллăмсене сăпкара сиктереттĕм. Килте ĕçлеттĕм, пĕçереттĕм. Асанне тĕрĕслесе, вĕрентсе тăратчĕ.

Спортпа туслă пулнă. Йĕлтĕрпе чупасси, велосипедпа ярăнасси кăсăклантаратчĕ.

«Аслинчен кĕçĕннисем тĕслĕх илеççĕ. Сана пăхса ĕçе хăнăхаççĕ», — ăса вĕрентетчĕ асанне. Унпа çывăх пулнă. Асаннепе çывăрса çитĕннĕ тесен те юрать. Вăл юман кравать çинче выртса тăратчĕ. Ирхине пуçтарса тирпейлесен унăн вырăнĕ çинче выляттăмăр.

«Ытлашши ан калаç, çын çинчен сăмах ан сар. Итлеме, ăнланма пĕл», — тетчĕ асанне. Вăрăм çӳçе кастармалла марри çинчен калатчĕ. Унăн çӳçне çивĕтлеттĕм. Çивĕте чăваш саппунĕ çумне çыхатчĕ.

Апата çӳçе пуçтарса пĕçерме, пӳрт урайне кĕтесрен пуçласа таса çума, кĕсел хатĕрлеме вĕрентетчĕ.

Пахчари йăрансене çум курăкран вăхăтра тасатнă. Çаплипех çĕр ĕçне юрататăп. Хваттерте те, гримернăйра та чечек нумай. Дачăра та тĕрлĕ ӳсен-тăран — иçĕм çырли, кĕл чечек... — çитĕнтеретĕп. Яла 85-ри анне патне кашни эрнере кайма тăрăшатăп.

— Хăвăр ӳсĕмрен чылай çамрăкрах курăнатăр. Илем вăрттăнлăхне уçсамăр.

— Эпĕ хăяр сĕткенне шăнтса хуратăп. Унпа кашни ир пите çăватăп. Унсăр пуçне ӳте маска тăватăп. Косметологи салонне çӳрессине йăлана кĕртнĕ.

— Эсир пĕрле вĕреннĕ Николай Булаткинпа çемье çавăрнă. Вăл çут тĕнчерен уйрăлса кайнă ĕнтĕ. Унăн тăванĕсемпе хутшăнатăр-и?

— Шкул хыççăн пир-авăр комбинатĕнче 10 уйăх ĕçлесен театр институтне вĕренме кĕтĕм. Студент çулĕсенче Николай Булаткинпа мăшăрлантăмăр. Каярах унпа уйрăлтăмăр пулин те тăванĕсемпе çыхăнăва татмарăм.

Кăçал виççĕмĕш упăшка Анатолий Большаков 82 çула çитсе çĕре кĕчĕ. Унпа 17 çул килĕштерсе пурăнтăмăр.

— Çамрăк арăм юнашар пулни Анатолий Кузьмича хавхалантарнă-тăр. Çакна мĕнле палăртнă-ши вăл?

— Сăвă çыратчĕ. Унăн архивĕ питĕ пысăк. Хăш-пĕр кĕнекине мăшăрăн çуралнă тăрăхне — Етĕрне районĕнчи Ирçе библиотекине — леçрĕм.

Вăл кашни артиста сăвă халалланă. Ман ятпа çырни питĕ нумай.

К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче артистра, труппа ертӳçинче, режиссер пулăшуçинче ĕçленĕ Анатолий Кузьмич манăн юбилей каçне кĕтетчĕ. Мăшăрăм пурнăçран уйрăлнине кура уяв йĕркелес шухăша пăрахăçласшăнччĕ. Аннерен, упăшкан тăванĕсенчен канаш ыйтрăм. Вĕсен шухăшне тĕпе хурса пултарулăха сума сăвакансене театра чĕнтĕм.

«Авланатăп эпĕ, авланатăп» камите /Борис Дрозд/ Анатолий Большаков вырăсларан чăвашла куçарнă. Çавăнпах çак ĕçе мăшăра асăнса, хисеп туса юбилей каçĕн программине кĕртрĕмĕр.

Пурнăç малалла шăвать. Анне калашле, 60 çул каялла çаврăнса килмест.

— Эсир кĕнеке кăларас шухăш тытнине пĕлтĕм.

— Халĕ тăванăн, асаттен шăллĕн Федор Ситовăн /Хветĕр Çитта/ ал çырăвĕсене пичетлес ĕмĕтпе çунатланатăп. Сăмах май, вăл сăвăç, çар журналисчĕ пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă.

Анатолий Кузьмичăн ĕçĕсене те кĕнекене кĕртес килет. Унăн хăй çырнă, куçарнă пьеса та чылай.

- Интернетпа усă курни пурнăç уттипе тан утма пулăшнине никам та хирĕçлеймĕ.

— Ачасен витĕмĕпе тĕнче тетелĕнче хама хăтлă, ирĕклĕ туятăп. Социаллă сетьсенчи страницăсене çĕнĕ хыпарсемпе пуянлататăп. Хальхи технологисене алла илни аякри пĕлĕшсемпе çыхăну тытма май парать.

Сăмахран, институтри вĕрентекенпе Наталья Петровăпа, пире пĕлӳ панă педагогсем патĕнче вĕреннĕ Анатолий Гущин актерпа çыру урлă хутшăнатпăр. Театр институтĕнче пирĕн хыççăн диплом илнĕ тĕрлĕ наци артисчĕсемпе те туслă.

Марина ТУМАЛАНОВА.


Пĕчĕк-пĕчĕк пукане капăрлатрĕ ман анне

«Сăвва чиперех вĕреннĕ ача сцена çине тухрĕ те… çухалса кайрĕ. Ун чухлĕ куракан пуласса шухăшламан-çке вăл. Пушшех те, микрофонпа калаçмалла тата. Тепри вара, ыттисене кура, хăй сцена çине талпăнать.

Сăввине йĕркеллĕ пĕлменни те хăратмасть ăна. Ашшĕ кăшкăрать залран, амăшĕ кăшкăрать — пулăшасшăн. Ачи илтмест. Эпĕ вара, ачашăн хăйĕнчен те ытларах хумханаканскер, унăн сăввине ниепле те аса илейместĕп…» — Шупашкар районĕнчи Кăрмăш ялĕнчи «Палан» ача садĕнче 34 /!/ çул ĕçлекен Регина Чернова шăпăрланĕсем çинчен сехечĕ-сехечĕпе калаçма пултарать. Юратнă ĕçре вăй хуракан çынран телейлĕреххи çук-тăр. Шкултах район хаçачĕпе çыхăну тытнăскер, «журналист» хушма ятпа çӳренĕскер, паллах, пурнăçне, хаçат-журналпа çыхăнтарасшăн пулнă. Ĕмĕтне пурнăçа кĕртме пĕрремĕш утăмсем те тунă вăл — шкул хыççăн И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхи уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Анчах пурнăç çулĕ урăхла çаврăнса тухнă. Телее, хĕрарăм çакăншăн пачах ӳпкелемест шăпине. Ачасен хушшинче телейне тупнă вăл. Пултарулăхне аталантарма, чунне киленӳ кӳме вара юрă-кĕвĕ пулăшать. Пĕр вăхăт Регина Витальевна ялти клубăн илемлĕх ертӳçинче те вăй хунă. Халĕ, унтан кайнă хыççăн, пур пĕрех сцена çине тухма вăхăт тупать.

Ĕмĕт çулĕ — çавра

Çӳлерех асăннăччĕ ĕнтĕ, вăтам шкул хыççăнах хĕрача университет алăкне хăюллăн пырса уçать. Шел, нумаях тытăнса тăмасть унта. Çапла, шăпах «тăмасть», «тăраймасть» мар. Нумайăшĕ çак утăма йывăрлăха парăннă пек хаклать. Анчах Регина — тӳрех парăнаканнисен йышĕнчен мар. Ял хĕрачине… физкультура такăнтарать. Кĕлеткипе туллирехскер турник çинче ыттисемпе тан туртăнаймасть, норматива та пурнăçлаймасть. Çакăншăн вăтанса докуменчĕсене пуçтарать те университетран тухса каять. Чăн та, çав çулах педагогика училищине вĕренме кĕрет — куçăмсăр майпа. Хăй çав вăхăтрах ача садĕнче ĕçлеме пуçлать. Паян кунчченех пĕр çĕрте тăрăшать вăл. Çав хушăра çемье çавăрса, икĕ хĕр çуратса ĕлкĕрет. Çамрăк чухнехи ĕмĕтне те пурнăçлать икĕ ача амăшĕ — университет студентки пулса тăрать. Филолог, журналист дипломне алла илет. Республикăра тухса тăракан хаçат-журналпа çыхăну йĕркелет. «Регина Яхонт» тесе алă пуснине «Чăваш хĕрарăмĕн» вулаканĕсем те ас тăваççĕ-тĕр.

Виçĕ ăру — тухьяпа

Тĕлĕнмелле çын вăл — Регина Чернова. Ларма-тăма пĕлменскер. Чунне пĕр канăç кăтартманскер. Хăй лăпкăлăх çинчен манни юрĕ-ха, çумĕнче ыттисен те унпа танах тĕпĕртетсе тăма тивни пачах пăшăрхантармасть ăна. Сăлтавĕ ансат — ĕçтешĕ-пуçлăхĕ те палăртнине пурнăçа кĕртессишĕн хăйĕн пекех çунса тăраççĕ. Ача сачĕн заведующийĕ Эльвира Солдатова — чăвашлăха чунне парса тăрăшакан ертӳçĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса-пулăшса ĕçлени ӳсĕм çулĕпе утма хавхалантарать те.

Кăçал пандеми вăхăтĕнче, калăпăр, чылайăшĕ ĕçсĕр аптрарĕ. Анчах — Регина Чернова мар. Канăçсăр хĕрарăм тахçан пуçарнă ĕçе малалла тăсма шухăшланă. Ку вара пуканесемпе çыхăннă. Районта иртекен Акатуй валли ял тăрăхĕсене хăйсем хатĕрленĕ япаласен куравне хатĕрлеме хушнă — конкурс мелĕпе. Кăрмăшсем пуканесене тумтир тăхăнтартма тĕв тунă. Анчах чăвашла кăна мар, пирĕн тăрăхра пурăнакан нацисен çи-пуçне виçсе пăхнă теттесем. Кайнă вара. Ăçта кăна çитмен, кама кăна савăнтарман, мĕнле кăна çĕнтерӳпе таврăнман пуканесем киле!

«Ун чухне пĕр харăс 12 пуканене тумлантартăм, — аса илет Регина Витальевна. — Халĕ вара шутне те пĕлместĕп. Сутма ыйтаççĕ те – шел пек. Çак ĕç питĕ килĕшсе кайрĕ. Пуканесен шутне ӳстерсех пыратпăр — ара, пирĕн республикăра пурăнакан халăх йышĕ пысăк вĕт. Анчах та çĕтĕк пукане пуçтарса ывăнтăм — халĕ тумтир-эрешне кăна мар, кӳлеписене те хамах çĕлетĕп. Сăнĕсене «кăларма» кăна хăнăхаймарăм- ха. Тепĕр тесен, нумаях пулмасть Мускавран пĕр михĕ пукане çĕклесе килчĕç — апла, çывăх вăхăтра ĕçлемелĕх пур».

Илем тĕнчине хĕрарăм пуçĕпех путнă темелле. Куракан умне тухмалли тума йăлтах хăй янтăлать. Çак туртăм ăçтан, хăçан, мĕнле майпа пуçланни пирки кăсăклантăм та: «Мĕн ачаран юрлама-ташлама юратнă. Чун киленĕçĕ ку. Юрласа яратăн та, япăххи пирки пуçĕпех манатăн, чун ярăнать, уçăлать, малалла пурăнма хăват хушăнать», — пулчĕ хурав. Çак самантра вăл хăй те пачах улшăннине палăртаççĕ пĕлĕшĕсем: куçĕ çиçет, тавралăха савăнăçлă хĕлхем сапалать. Юлашки вăхăтра сцена çине Сергей Порфирьевпа пĕрле тухаççĕ. Çак дуэта куракан уйрăмах ăшшăн йышăнать.

Эрешсем янтăласси те сценăпах çыхăннă. Клубра ĕçленĕ май Светлана Калишова заведующипе пĕрле, сăмах май, пĕр михĕ пукане илсе килекенни шăпах унăн шăллĕ Сергей Моисеев, пĕчĕк тата пысăк артистсем валли масмак, тухья, костюмсем çĕленĕ. Садике çӳрекенсем те тĕрлĕ мероприятие чăваш тумĕпе хутшăнасси ырă йăлана çаврăннă: сахалтан та виçĕ ăру Регина Чернова капăрлатнă тухьяна чăнкăртаттарса утнă.

Маргарита ИЛЬИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.