- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 44 (1374) № 14.11.2024
Ĕненÿ те, Шанчăк та, Юрату та юнашар
Иртнĕ вырсарникун РФ Шалти Ĕçсен Министерствин тытăмĕнче тăрăшакан нумай ачаллă çемьесене чысланă. Мероприятие 28 ашшĕ-амăшĕпе 80 ача хутшăннă. Палăртма кăмăллă: Шупашкарти Наумовсем те РФ шалти ĕçсен министрĕн Владимир Колокольцевăн Грамотипе Çемье сертификатне тивĕçнĕ. Пултаруллă çемьепе тĕплĕнрех паллашар-ха.
Икĕ хутчен — йĕкĕреш
Наумовсен çемйи урамра уçăлса çÿренĕ чухне иртен-çÿрен вĕсене асăрхамасăр иртмест. Çаврăнса пăхакан та пур. Тăватă ача амăшне Надеждăна шăпа икĕ хут тĕлĕнтернĕ — икĕ мăшăр йĕкĕреш парнеленĕ. Сергейпе Надежда Наумовсем Шалти ĕçсен министерствин вĕренÿ центрĕнче паллашнă. Иккĕшĕ те йĕрке хуралĕн тытăмĕнче ĕçлеме хатĕрленнĕ. Пĕр шухăш-ĕмĕтлĕ каччăпа хĕр пĕрпĕрне килĕштернине туйнă. Çулталăкран вĕсем пĕрлешнĕ. Вĕренÿ вĕçленсен Сергей те, Надя та çул çитменнисемпе ĕçлекен уйрăма вырнаçнă. Сăмах май, иккĕшĕн те алăра педагог дипломĕ пулнă. Хĕр хулари шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, йĕкĕт — физкультурник. Надежда ĕçленĕ вăхăтра куçăн мар майпа юридици енĕпе пĕлÿ илсе ĕç вырăнне улăштарнă. Вăл Шупашкарти 6-мĕш полици уйрăмĕнче административлă ĕçсене тишкерекен аслă инспекторта вăй хурать, мăшăрĕ — 5-мĕш уйрăмри уголовлă шырав уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ. Маларах тăватă ача амăшĕ аслă дознавательте тăрăшнă. Ĕçĕ çăмăл мар. Канмалли кунсемпе уявсем те ĕçре иртеççĕ вĕсен. Çемье уяв сĕтелĕ хушшине пĕрле пуçтарăнни питĕ сайра пулать. Çавна май ачасем кăмăлсăрланни те пулнă: «Анне, пăрах-ха çак ĕçе. Урăх çĕре вырнаç, вара киле иртерех таврăнатăн», — тесе амăшне пĕрре мар каланă вĕсем. Надежда пĕрремĕш ачана кĕтнĕ чухне йĕкĕреш çуралма пултарасса пĕлнĕ. Çамрăк хĕрарăмăн тăванĕсен йышĕнче харăсах икĕ пепке çут тĕнчене килнĕ тĕслĕх темиçе те. Унăн амăшĕ те хăйпе пĕр сăнлă аппăшĕпе çитĕннĕ. УЗИ варта икĕ чун тĕвĕленнине палăртсан Надя савăннипе куççульленĕ, хыпара пулас кукамăшĕпе пайланă. Тивĕçлĕ канурискер шикленсе ÿкнĕ, çапах хĕрне хавхалантарма кирлĕ сăмах тупнах. Çăмăлланнă кун çеç çамрăк хĕрарăм йĕкĕреш хĕр пĕрчисене ят панă — Верăпа Люба. Çемье пуçĕ хăйне пуринчен телейлĕрех туйнă. Ĕненÿ те, Шанчăк та, Юрату та юнашар-çке. Амăшĕн ятне илтсен Надьăн пурнăçĕ тĕпрен улшăннă. Куç хупман каçсем, пепке çитĕнтерессипе çыхăннă йывăрлăх сахал мар пулнă. «Кăкăр сĕчĕ икĕ ачана тăрантмашкăн çителĕксĕрччĕ, ятарлă хутăшпа апатлантартăм. Вăл вара часах пĕтетчĕ. Мăшăрăн ĕçрен таврăннă чухне кашни каç лавккана е аптекăна ăна-кăна туянма кĕме тивнĕ. Пĕрмай телефонпа шăнкăравласа мĕн кирлине калаттăм. Икĕ вырăнлă кÿмепе уçăлма тухаттăм. Лавккана кĕрсе тухасси шутсăр кансĕрччĕ, алăкĕсем ансăр. Ачасене астума хуралçа ыйтаттăм та апат-çимĕç патне чупаттăм. Тепĕр чухне Верăпа Люба йĕме пуçлатчĕç. «Амăшĕ, ачусем макăраççĕ», — асăрхаттаратчĕç çынсем. Туянмалли япаласене кассăра пăрахса васкаса тухса кайни те пулкаланă. Лавккара ачапа лăпкăн çÿреме ĕмĕтленеттĕм», — чунне уçрĕ полици ĕçченĕ. Декрет отпускĕ вĕçленнĕ хыççăн йывăрлăх тата хушăннă. — Уйăхсерен тăватă-пилĕк хутчен дежурство лекетчĕ. Ачасене килте никампа хăварма çук. Вĕсене аппана пăхма ыйтаттăм. Уголовлă ĕçе тишкернĕ тапхăрта кирек хăш вăхăтра ĕçе тухса кайнă. Преступлени тума пултарнă çынна тытса чарсан вĕсемпе тĕпчев ирттермелле. Мана та, мăшăра та кĕтмен çĕртен ĕçе чĕнсе илме пултараççĕ. Эпир общежитири пысăк пÿлĕмре пурăнаттăмăр, йыш хушăнсан ипотекăпа хваттер туянтăмăр. Упăшкан шалăвĕн пысăк пайĕ уншăн тÿлеме каятчĕ. Халĕ йывăрлăхсем хыçра. Йĕкĕрешсен çуралнă кунне акан 27-мĕшĕнче паллă тăватпăр та тепĕр куннех тăван яла Патăрьел районĕнчи Тикеше каятпăр. Ачасем çăвĕпе кукашшĕпе кукамăшĕн тимлĕхĕнче темелле». <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
«Амăшĕ пулма йывăр мар»
Унăн хушамачĕ хăй пекех илемлĕ те хÿхĕм — Романовская. Шăпах çак чиперккене чĕнтĕмĕр те хаçат тĕпелне. Галина пирки тăватă ача амăшĕ тесе калаймăн, кĕлетки çамрăк хĕрĕнни евĕрех-çке. Çавăнпа вăл «Чăваш Ен масс-медиа илемĕ» конкурса хутшăнни вуçех тĕлĕнтермерĕ.
«Тимĕр пике»
— Эпĕ Шупашкар округĕнчи Ишлей салинчи хресчен çемйинче çуралса çитĕннĕ. Аттепе анне юратăвĕнче. Эпĕ çемьере чи кĕçĕнни, анне мана 45 çулта кун çути кăтартнă. Халĕ аннем 87-ре, ÿсĕмне кура мар хастарскер вăл, хăех пахчара тăрмашать, кил-çурта та тирпейре тытать. Çамрăк чухне шкулта пионервожатăйра ĕçленĕ, кайран райпо лавккинче тăрăшрĕ. Эпĕ çитĕннĕ чухне аттепе анне пĕрле пурăнмастчĕç, атте килсе çÿретчĕ çеç. Çапах та унăн тимлĕхĕ çителĕклĕ пулнă маншăн. Шкулпа сыв пуллашсан Мускаври «Ĕçлĕ карьера институчĕн» коммерциллĕ мар организацин Шупашкарти филиалĕнче куçăн мар майпа маркетолога вĕрентĕм. Çак професси мĕнпе илĕртрĕ-ши? Ун чухне, 2000 çулсен пуçламăшĕнче, вăл анлă сарăлнăранах пулĕ. Вăхăт нумаях та иртмерĕ — çемье çавăртăм. 19 çулта мăшăр тата амăшĕ пулса тăтăм. Ывăл çуралсан эпĕ пуçĕпех амăшĕн рольне путрăм. Халĕ Роман çитĕннĕ ĕнтĕ, уйрăм пурăнать. Декретра нумай лармарăм, ĕçе тухрăм. Малтан тĕрлĕ металпа ĕçлекен организацире менеджерта тăрăшрăм. Мана çамрăкскере, илемлĕскере, ларма-тăма пĕлменскере пĕлĕшсем «тимĕр пике» тесе чĕнетчĕç. Вăхăт сисĕнмесĕрех иртрĕ. Шел те, çемьеллĕ пурнăç кĕске пулчĕ, сакăр çултан упăшкапа уйрăлтăмăр. Çапах та ăна аван йышăнатăп, ÿпкелешместĕп, кÿренместĕп. Вăл маншăн вĕрентекен пекех пулнă. Кунсăр пуçне вăл аслă ывăлăн ашшĕ те. Кайран пурнăçа страхлакан компанире, унтан гипермаркетра маркетологра тăрăшнă. Тепĕртакран иккĕмĕш мăшăра Сашăна тĕл пултăм. Ĕçре паллашрăмăр. Вăл вырăс çынни. Унăн тымарĕсем — Ростов облаçĕнчен. Хăй вара Мари Элта пурăннă хыççăн Шупашкара куçса килнĕ. Манăн ывăл пуррине лăпкăнах йышăнчĕ Саша. Рома 14 çулта чухне иккĕмĕш ачана çуратрăм. Саша ят хутăмăр, ăна мăшăр пачĕ. Сăмах май, çемьере пирĕн Александр Александрович асли тата Александр Александрович кĕçĕнни пур. Пĕри — упăшка, тепри — ывăл. Халĕ виçĕ пепкене воспитани паратпăр. Мăшăр хăй нумай ачаллă ашшĕ пуласси пирки нихăçан та шухăшламан. Халĕ вара телейлĕ арçын. Декрет отпускĕ вĕçленсен ĕçе тухмарăм — кил-тĕрĕше тытса пыратăп, ачасене тимлетĕп. Кунсăр пуçне социаллă сетьре хамăн «Паянхи кунпа пурăн» ятлă блога йĕркелерĕм, ăна кунсеренех çĕнĕ постсемпе пуянлататăп. Вĕсем философиллĕ шухăшсемпе çыхăннă. Пурнăçри самантсене хаклама, хамăрпа кăмăллă пулма вĕрентеççĕ постсем. Ачасене тимленипе çеç лăпланас килмест. Вĕсемшĕн тус, тĕрев пуласчĕ. Çав вăхăтрах тĕрлĕ енлĕн аталанма майсем тупни паха. Çемьене упăшка тăрантарать, вăл — производство пуçлăхĕ. Чăнах та ăста алăллăскер. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
Тÿпе, курăк тĕсне ача чухне астуса юлнă
Хура куçлăх тăхăнсан тата алла шурă туя тытсан çеç Олеся Гавриленкăн куçĕ курманни палăрать. Çак япаласемсĕр вăл ытти çынран нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Кунсерен ĕçе çÿрет, киле таврăнсан хăех апат хатĕрлет, пÿлĕмсене тирпейлет. Пĕр сăмахпа, вăл тулли пурнăçпа пурăнать.
Куç çивĕчлĕхĕ таврăнман
Олесьăн ашшĕ — Украинăра, амăшĕ Алтай тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ. Кукашшĕне Шупашкара ĕçлеме ярсан хулара хваттерпе тивĕçтернĕ, çамрăк мăшăр Чăваша куçса килсе кунтах тĕпленнĕ. Аякри тăванĕсем патне пĕчĕк чухне хăнана çÿренине астăвать Олеся. Хĕр — çемьери пĕрремĕш ача, вăл ашшĕамăшĕ пĕрлешнĕ çул юпан 9-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Пĕчĕкскерĕн куçĕ йĕркеллĕ курманнине асăрхасан çывăх çыннисем ăна тухтăрсене кăтартма васканă. Шурă халатлисем диагноз лартнă: катаракта. Олесьăна тĕрлĕ хулари специалистсем тĕрĕсленĕ, унăн операци сĕтелĕ çине темиçе хут выртма тивнĕ. Анчах кăлăхах... Куç çивĕчлĕхĕ таврăнман, шкула çÿренĕ чухне тата ытларах япăхланнă. «Малтан — ятарлă ача садне, унтан япăх куракансен тата суккăрсен интернат шкулне çÿрерĕм. Пичет шрифчĕпе çырма пултараттăм эпĕ, куç кăштах куратчĕ. Пирĕн тетрадь шултра тăваткалсемлĕччĕ тата шултра йăрăмлăччĕ. Халĕ ручка тытсан алă пусма пултаратăп. Манăн ятарлă штамп та пур, эпĕ алă пуснă евĕр пичет çапать. Шкулта грифель валеçсен тетраде çырма хăтлантăм, анчах ĕç тухмарĕ. Унпа листа çинче шăтăк туса сас паллисем шăрçаламалла-мĕн. Çапла Брайль шрифчĕпе паллашрăм», — калаçăва пуçларĕ 38-ти хĕрарăм. Хăй каланă тăрăх, вăл шухă çитĕннĕ, йывăрлăхсем пулман. Хăй тĕллĕнех картише выляма тухнă, шкул инçе вырнаçнăран унта аслисен леçме тивнĕ. Лайăх вĕреннĕскер экзаменсене ăнăçлă тытса И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн управленипе право тата истори факультетне вĕренме кĕнĕ, юриспруденци тата истори енĕпе специальноç илнĕ. «Факультетра ман пек студент урăх пулман. Куç курман çамрăксенчен ытларахăшĕ истори енĕпе пĕлÿ илет, кайран вĕсем педагогикăра вăй хураççĕ. Ку дисциплина маншăн та çывăх пулчĕ. Вĕренÿ ансат мар паллах. Практикăсене хутшăнмалла-çке. Тĕслĕхрен, археологи предмечĕпе истори пĕлтерĕшлĕ вырăна тĕпчеме каймалла. Эпĕ ытти çамрăкпа унашкал мероприятие тухса çÿреймерĕм, ун вырăнне реферат хатĕрлерĕм. Преподавани енĕпе вара хамăн шкулта ачасене вĕрентрĕм. Мана икĕ класс уйăрса пачĕç. 4-мĕш курса пурте, çав шутра эпĕ те, университетра уçă урок йĕркелерĕмĕр. Диплом илсен философи кафедрине аспирантурăна кĕтĕм», — сăмах çăмхине сÿтрĕ Олеся. Компьютерпа та ĕçлет Вĕренÿ хыçа юлсан хĕр ĕçе ăçта тата епле вырнаçасси тавра пуç ватнă. Куç курманнисене ку тĕлĕшпе çăмăл мар. Вăл Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри организацине шăнкăравланă. Вăхăт иртсен ăна савăнтарнă — ваканси пур-мĕн. Олеся çав организацире 2014 çултанпа тăрăшать. Аслă пĕлÿ илнĕ, компьютерпа аван усă курма пĕлекен хĕре хапăлласах йышăннă. Унăн тивĕçĕ — куç курманнисене спорта тата социаллă культура ĕçне явăçтарасси, реабилитаци енĕпе пулăшасси. Олесьăна, I ушкăн инваличĕ пулнă май, ятарлă программăпа ĕçе илнĕ. Вăл вырнаçнă кун организацире уяв пекех иртнĕ — телекурав ун пирки сюжет ÿкернĕ, ăна саламланă. Çамрăк специалиста пÿлĕм уйăрса панă, пуклак кĕтеслĕ сĕтелпе /тăрăнса аманасран/, компьютерпа тата ытти хатĕрпе тивĕçтернĕ. Паллах, чи кирлĕ ĕç хатĕрĕ — компьютер. Унпа Олеся ятарласа, пурнăçра кирлĕ пулĕ тесе туслашнă. Вăл шухăшланă пекех пулса тухнă. Техникăпа тата гаджетпа усă курма вĕрентекен курссене çÿренĕ вăл. Шкулта 12 çул пĕлÿ илнĕ, информатика та пулнă, анчах хĕршĕн ку çеç çителĕксĕр пек туйăннă. Тепĕр тесен, пĕлÿ кирек камшăн та ытлашши мар. Олеся клавиатура çинче ăçта мĕнле паллăсем вырнаçнине лайăх пĕлет, хăвăрт пичетлет. Документсемпе файлсене хатĕрлеме ăна куç курманнисем валли хута янă программа пулăшать. Кашни палла сасăпа калать. Смартфонпа та çаплах ĕçлет Олеся. Гаджетсемпе усă курас ăсталăха вăл ятарлă курссенче ÿстерет. Пике тĕрлĕ конкурса хутшăнать. 2020 çулта, сăмахран, Чулхулари куç курманнисен центрĕ ирттерекен тупăшура компьютер пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. «Хамăн ĕçе юрататăп. Пултарулăха тата ăсталăха аталантарма, тĕрлĕ хулана командировкăна тухса çÿреме, тавра курăма анлăлатма майсем пур, çынпа хутшăнма та хăнăхатăп. Пирĕн организаци коммерциллĕ мар, çавăнпа спонсорсем шырама тивет. Унсăр пуçне конкурссемпе форумсене хутшăнатăп. Тепĕр чухне хампа мăнаçланатăп. Çак ĕç пулăшнипе социаллă проектсем çырма вĕрентĕм. 2016 çулта çамрăксен «Иволга» форумĕнче хамăн проекта пурнăçлама 200 пин тенкĕ грант çĕнсе илтĕм. Кайран пирĕн организацире куç курманнипе нушаланакансемпе ятарлă форум иртрĕ. Çулталăкран «Çамрăксен калейдоскопĕ» проектпа РФ Президенчĕн грантне тивĕçрĕм. Нумай мероприяти, экскурси, тĕлпулу ирттеретпĕр. Сăмах май, нумаях пулмасть регионсен хушшинчи куç курманнисен форумне хутшăнтăм. Вăл Саранск хулинче иртрĕ. Пĕр-пĕрин опычĕпе ылмашăнтăмăр, реабилитаци программисемпе паллашрăмăр. Хулари куç курманнисен организацине çитсе куртăмăр. Эрзя музейне çитсе ятарлă, алăпа тытса «курмалли» картинăсемпе паллашрăмăр. Программа питĕ пуян пулчĕ. Кунсăр пуçне кăçал пирĕн организаци, партнерсем пулăшнипе, пысăк ушкăнпа Санкт-Петербург хулине кайса килтĕмĕр. Эрмитажра, Петергофра, Кронштадтра пулма май килчĕ. Кăçал пирĕн организаци Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерствин грантне çĕнсе илчĕ — 900 пин тенкĕ ытла. 2025 çул Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин Чăваш Енри уйрăмĕшĕн пĕлтерĕшлĕ — вăл йĕркеленнĕренпе 95 çул çитет. Кунсăр пуçне Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа — 80 çул. Çакна шута хурса ятарлă проект хатĕрлерĕмĕр, ăна пурнăçламашкăн грант çĕнсе илтĕмĕр. Проектпа килĕшÿллĕн экскурсиллĕ икĕ çул çÿрев пулмалла. Севастополь тата Чулхула хулисене çитсе килме палăртрăмăр. Кунсăр пуçне форум йĕркелесшĕн», — каласа кăтартрĕ Олеся. Вăл организаци сайчĕ валли статьясем те хатĕрлет, Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен «Диалог» пĕрлешĕвĕн радиожурналĕн корреспонденчĕн тивĕçĕсене те пурнăçлать. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас