- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чăваш хĕрарăмĕ» 44 (116978) № 05.11.2020
«Чăваш хĕрарăмĕн телейĕ мĕнре?» — тесе ыйтсан Çĕмĕрле районĕнчи Юманайра пурăнакан Инна Тимофеева хуравне нумай шухăшласа тăмарĕ. «Ачасем сывă пулни, мăнуксем савăнтарни, савнă мăшăрпа пĕр çăвартан пурăнни — тата мĕн кирлĕ тулли телей валли? — шатăртаттарчĕ вăл. — Ытти вара йăлтах çакăнтан тухать. Телейлĕ пулма, чăн та, сахалах кирлĕ мар. Юратнă ĕç пулсан, сĕтел çинчен çăкăр-тăвар татăлмасан… Ĕçĕ пур, сĕтел çине лартмалли вара ял хĕрарăмĕн, ÿркенмесен, тупăнатех. Пахчана çуркунне шуратса хăварсан кĕр мăнтăрĕпе савăнтарать. Выльăх-чĕрлĕх — карта тулли. Чи кирли — мăнуксем кунсерен тенĕ пек аталанса пыраççĕ, «кукамай» тесе савăнтараççĕ. Вĕсем чĕвĕлтетнине пăхса малалла пурăнас та пурăнас килет…»
Çак районтах, Янташ ялĕнче, çуралса тăватă ачаллă çемьере ÿснĕ хĕр. /Шел, пиччĕшĕсенчен пĕри хĕсметрен Герма-нирен таврăнайман. Виçĕ пĕртăван халĕ пĕр-пĕринпе туслă пурăнать/. Ялти шкулта пуçламăш классенче ăс пухнă хыççăн кÿршĕри Хутара утма, кунсерен унталла- кунталла сакăр çухрăм хыçа хăварма тивнĕ Янташсен. Юрă-ташăпа туслă хĕрача кĕçех кĕвĕ тĕнчине те парăнтарма шухăш тытнă — унта Саланчăкри музыка шкулĕн филиалĕ пулнă. Уроксем хыççăн юлма тивнине кура интернатра çĕр каçнисене аса илет паян Инна Геннадьевна.
Паллă ĕнтĕ, çак туртăм пушă вырăнта çуралман. «Çывăх çыннăмсем юрă-кĕвĕпе туслă пулнă. Тĕрĕссипе, атте Геннадий Васильевич купăс ăста каланă. Анчах эпир çуралсан юрă-кĕвĕпе питех аппаланман. Çавăнпа та вăл ура тапса купăс каланине пĕрремĕш хут курсан питĕ тĕлĕннĕччĕ эпĕ. Юрлас пултарулăх вара, ахăртнех, аннерен Галия Романовнăран куçнă. Урамра, уявра, хăнара-мĕнре пирĕн аннен сасси кăначчĕ. Янраса кăна тăратчĕ. Тĕлĕнмелле уçă та вăйлă сасăллăччĕ вăл. Вĕсем çемьере пилĕк хĕр ÿснĕ. Пиллĕкĕшĕ те хитре юрланă», — чи çывăх çыннисемпе ĕмĕрлĕхех сыв пуллашма тивнипе Инна Геннадьевна сассинче тунсăх палăрать. Çакăн пек ашшĕ-амăшĕн пепкисем юрламасăр пултарнă-и вара? Ун чухне ача-пăча телевизор çумне çыпăçса ларман, «компьютер чирĕ» те ерсе ĕлкĕреймен шăпăрлансене. Тĕрлĕ уявра концертпа савăнтарнă ял çыннисене. Ытти тăрăха çитме те ÿркенмен.
Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн малашлăхне палăртса нумай шухăшлама тивмен хĕрачан. Дмитрий Кудаков, Инна Якеева /хĕр чухнехи хушамачĕ/ пултарулăхне шкултах асăрханăскер, ăна Шупашкарти музыка училищине çавăтсах илсе килнĕ. «Шел, эпир вĕренме кĕнĕ чухне фольклор уйрăмĕ çукчĕ-ха, çавăнпа хор дирижерĕ енĕпе пултарулăха аталантарма тиврĕ», — иртнине куçĕ умне кăларать вăл.
Çамрăклăх çулĕсем… Вăй вĕрет, пултарулăх тапса тăрать, ĕçчен чăваш хĕрĕсем пур çĕре те ĕлкĕреççĕ. Вĕсем вĕренÿре те малта, общество ĕçĕнче те хастар. Училищĕре вĕрентекен Илья Сакмаров, Чăваш патшалăх университетĕнче студентсем йĕркеленĕ «Мерчен» ушкăнăн илемлĕх ертÿçи, музыка енĕпе ятарлă пĕлÿ илекен çамрăксене унта чĕнет. Çапла пултарулăха пĕрлештерсе «Мерчен» ятне тата çÿле çĕклеççĕ çамрăксем. Юрă-кĕвĕпе туслă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм республикăри тĕрлĕ района çитсе куракана чăваш халăх юрри-ташшипе савăнтарать, çулсерен «Студентсен çуркуннине» хутшăнать. Ку кăна та мар, регионсен хушшинче иртекен студентсен фестивалĕсенче те палăрать ушкăн. Саранска, Чулхулана çитеççĕ вĕсем. «Мерчен» юрланине ятарласа телекурав çырса илет. Хĕрсемпе каччăсем салтака ăсатнине сăнлаççĕ.
Анчах çулсем хăвăрт иртеççĕ. Акă алăра — диплом. Ун чухне çамрăк специалистсем хальхи пек ĕç шыраса хăшкăлман, вĕсене вырăнта кĕтсе тăнă, кирлĕ çĕре направлени панă. Çапла Инна Якеева тăван районти Саланчăкри музыка шкулне вырнаçать. Тĕрĕссипе, пултаруллă хĕре унта кĕтсех тăнă, директор ăна ыйтсах илнĕ темелле. Кайнă вара… Кун хыççăн кун, уйăх хыççăн — уйăх… Вăтăр çул мĕнле иртнине Инна Геннадьевна хăй те сиссе те юлайман. Çак тапхăрта вăл качча тухса Александр Георгиевичпа çемье çавăрма та, ывăлпа хĕр çуратма та, кукамай ятне илтме те ĕлкĕрнĕ. Унăн ĕç кĕнекинче те пĕртен-пĕр йĕрке кăна — Саланчăкри музыка шкулĕ…
Халĕ те çамрăк чухнехи чиперлĕхне, йăрăслăхне, сăпайлăхне, вашаватлăхне, чи кирли — ĕçченлĕхĕпе пултарулăхне, çухатман Инна Тимофеева. Картиш тулли выльăх усрать çемье. Гектарĕ-гектарĕпе çĕр сухаласа тырă акать, пахча çимĕç ÿстерет. Йăхран йăха куçакан пултарулăх та йăл илсе аслисенчен çамрăк ăрăва куçать — ывăлĕ малтан Шупашкарти «Юрлакан чĕресем» ушкăнра пултарулăхне аталантарнă, халĕ ялти клубра илемлĕх ертÿçинче тăрăшать. Владимир та районти уявсене тăтăшах хутшăнать. 2019 çулта республикăра иртнĕ «Чи çамрăк культура ĕçченĕ» конкурсра çĕнтернĕ. Ытти нумай конкурса хутшăнса лауреат ятне тивĕçнĕ. Инна Геннадьевна хăй те яланхиллех маттур — пултарулăх анине тăрăшсах сухалать. Шкулта музыка урокĕсене йĕркелесе пынипе кăна çырлахмасть хĕрарăм, ялта «Мерчен» ятпах йĕркеленнĕ, Зоя Николаева ертсе пыракан ушкăна çÿрекенсене тĕрĕс юрлама вĕрентет. «Шанчăк» ушкăн хастарĕсем /Якуртушкăнь ялĕ/ пулăшу ыйтсассăн та хирĕçлемест вăл, музыка енĕпе сĕнÿсем памашкăн та, пĕрле юрламашкăн та яланах тупать вăхăт. Чун киленĕçĕ вара пур кăткăслăха, йывăрлăха парăнтарма вăй-хал хушать. Чун юрланă чух ĕç те ăнăçать. «Шанчăкпа» пĕрле тăтăшах çула тухать Инна Геннадьевна. Регионсен хушшинчи фестивальсене, конкурссене хутшăнаççĕ. 2017 çулта Севастопольте кĕрленĕ Акатуйра хăйсен пултарулăхне кăтартнă вĕсем. 2018-19 çулсенче Крымра Алушта хулинче иртнĕ «Вырăс купăсĕ» конкурсра палăрнă. Ял, район чысне çакăн евĕр пултарулăх тупăшăвĕсенче тăтăшах хÿтĕлеме тивет Инна Тимофеевăн.
Маргарита ИЛЬИНА.
Тĕрмерен тарнă
Çĕрпÿ районĕнче вырнаçнă тĕрмерен тухса тарнăскер тĕлĕшпе приговор йышăннă.
ЧР Прокуратури пĕлтернĕ тăрăх, Çĕрпÿ район сучĕ 32 çулти арçынна тĕрмерен тарнă тесе çирĕплетнĕ. Çакă паллă: уйрăмах йывăр преступлени тунăшăн 2010 çултанпа Çĕрпÿри тĕрмере ларнă вăл. Суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи çу уйăхĕнче ăна çирĕп режимлă колонирен поселение куçарнă. Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче ял хуçалăх ĕçĕсем пурнăçланă чухне арçын тарма шухăш тытнă. Çак тĕллевпех саккунпа килĕшÿллĕн явап тытакан кĕтÿçсене апат çитермешкĕн кайма ирĕк илсе хуçалăх территорийĕнчен тухнă. Çул çинче пĕр автомашинăна чарса Патăрьеле çитнĕ, унтан республика ту-лашне çул тытнă. Çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче ăна Волгоградра ярса тытнă.
Вĕçленмен тата çĕнĕ айăплав пуррине шута илсен ăна тата 5 çул та 6 уйăхлăха çирĕп режимлă колоние ăсатма йышăннă.
Татьяна НАУМОВА.
Чир-чĕр шала каясран
Коронавирус чирĕ сарăлнине пула диспансеризаципе медицина профилактика тĕрĕслевĕсене чарса лартнăччĕ. Чăваш Енре 2020 çулхи çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа çакнашкал ĕçсене ирттерме чарăва сирнĕ. Хăрушă амакпа чирлес хăрушлăх пур чухне асăннă йĕркепе иртекен тĕрĕслевсенче мĕн улшăннă? Çакăн çинчен Чăваш Ен Сывлăх сыхлав министерствин медицина профилактики енĕпе ĕçлекен штатра тăман тĕп специалисчĕ Елена НАУМОВА каласа кăтартрĕ.
— Елена Анатольевна, чи малтанах «диспансеризаци» тени мĕне пĕлтернине, вăл мĕнле тĕллевпе пулса пынине уçăмлатма ыйтатпăр.
— Çын тĕрлĕ ÿсĕмĕнче унăн организмĕ ку е вăл чир пурри-çуккине палăртас тĕллевпе тĕрĕслев ирттересси йăлана кĕнĕ. Хăшĕ-пĕри аталанма пуçланă хăш-пĕр чир çинчен пĕлмессе те пултарать. Профилактика сăнавĕ çакна уçăмлатма, унран вăхăтра сипленме май парать. Пуринчен ытла сисчĕвлентерекеннисем — юн çаврăнăш тытăмĕн чирĕ, усал шыçă, сахăр шайĕ пысăкланни, ÿпке шала кайнă чирĕ... Çаксем çынна сусăрсен йышне кĕртме хистекен тăрăма çитерме пултараççĕ. Юн пусăмĕ пысăкки, холестерин тата глюкоза юнра нумаййи, çын пирус туртни е эрех-сăра ĕçни, тĕрĕс мар апатланни, сахал хускални, ытлашши самăр пулни... — сисчĕвлентерекен кăтартусем. Диспансеризацин тепĕр тĕллевĕ — çынсене хăйсен сывлăхĕшĕн яваплăха ÿстерме хистесси.
— Тĕрĕслев хăш ÿсĕмри çынсене пырса тивет?
— 19-39 çултисен кашни виçĕ çулта диспансеризаци иртмелле. 40 çултан иртнисене çулленех явăçтараççĕ. Флюорографи кашни 2 çулта пĕрре тухмалла. Онкологи чирĕсене тĕпчесси те яланах мар, уйрăм ÿсĕмсенче пулса иртет. Сăмахран, хĕрарăмсен амалăх умĕнчи лăймакана 18-64 çулсенче 3 çулта пĕрре тĕрĕслеççĕ. Кăкăра — 2 çулта пĕрре. Арçын сывлăхне тĕпчес тĕлĕшпе те тимлĕ. 40, 50, 55, 60, 64 çултисен ар парĕсен сывлăхĕ çинчен пĕлме ПСА /ар парĕнчи антоген/ анализне илеççĕ.
Мĕн пур кăтарту тăрăх сывлăх тăрăмне терапевт пĕтĕмлетет. Шала кайнă чир паллине асăрхасан е унпа чирлес хăрушлăх пур пек туйăнсан хушма тĕрĕслев палăртать.
— Коронавирус сарăлни çÿлерех палăртнă ĕç-пуçа хăнăхнă йăлапа ирттерме чармасть-и?
— Чир ерес хăрушлăха пĕчĕклетме процедурăсене малтан çырăнса хурса ирттерме ыйтаççĕ. Çапла майпа пациентсене ушкăнлама пулать. Диспансеризацие килнисене тухтăр патне çитнĕ чирлисемпе пĕр çулпа çÿреттерес мар тесе тăрăшаççĕ медицина организацийĕсенче. Паллах, пандеми вăхăтĕнче сыватмăша кĕнĕ чухне сыхлăх мерисене пурнăçлаççĕ. Ÿт температури пысăк пулсан е вирус ин-фекцийĕн урăх паллине асăрхасан больницăна кĕртмеççĕ. Чир ернĕ çынпа хутшăннă тăк диспансеризацие каярахри вăхăта куçарма тивет. Хăрушсăрлăх йĕркине пурин те пăхăнмалла: маскăсăр çÿреме юраманни, çынсен хушшинче пулнă чухне социаллă дистанци тытмалли куç кĕрет.
— Тĕрĕслев витĕр тухас тĕлĕшпе чарусем пур-и?
— 65 çултан иртнисем, ÿпке-пыр, чĕре, апат ирĕлтерекен тытăмăн шала кайнă чирĕсемпе аптракансене диспансеризацие килте иртме сĕнеççĕ. COVID-19 витĕмне лекнĕ çынсем тĕрĕслеве тĕппипе сывалса çитсен, коронавирус çуккине çирĕплетекен икĕ тест пĕтĕмлетĕвĕ хыççăн хутшăнма пултараççĕ.
— Тĕрлĕ çын тĕрлĕ тытăмра ĕçлет. Поликлиникăна кайма вăхăт тупасси хăшĕ-пĕриншĕн чăннипех хĕн. Ĕçри ертÿлĕхе больницăна чăннипех кирлипе кайнине мĕнле çирĕплетмелле?
— Администрацие диспансеризаци ĕç-пуçне хутшăнмалли çинчен маларах систермелле, çак тĕллевпе канмашкăн пĕр кун ыйтма ирĕк пур. Ĕç кунĕнче чăннипех сыватмăшра пулнине ĕнентерекен справка ыйтма пултарать ертÿлĕх. Ун пеккине терапевт çырса пама пултарать.
Асăрхаттарни вырăнлă: диспансеризаци тухасси пирки харпăр хăй пурăнакан вырăнти поликлиникăра е пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн офисĕнче ыйтса пĕлмелле. Ял-салара пурăнакансем тĕрĕслевĕн малтанхи тапхăрне фельдшер-акушер пунктĕнче иртме пултараççĕ.
Антонина ТАБАРДАК хатĕрленĕ.
Сунарçăсем тискер чĕр чуна апатлантараççĕ
Кăçалхи «Чăваш Ен сунарçисем» конкурс фестивале Вăрнар, Пăрачкав, Шупашкар, Елчĕк, Патăрьел, Муркаш, Тăвай, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă, Йĕпреç районĕсенче, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕрпÿ хулисенче пурăнакансем хастар хутшăннă. Çавнашкалах Буряти, Мари, Карели республикисенче, Чулхула, Тверь, Владимир, Самар облаçĕсенче, Красноярск крайĕнче, Ямал- ненец автономи округĕнче тĕпленнисем сăн ÿкерчĕксем, видеоматериалсем ярса панă.
Жюри членĕсем çут çанталăка юратнине, сунар ĕçĕ чун киленĕçне çаврăннине сăнлакан 140 ĕçе хак панă.
Тасатма та, пĕçерме те пĕлмелле
«Мистер сунарçă» номинацире çĕнтернĕ Сергей Мясников Пăрачкав район вăрманĕнче хăйне хăтлă туять. Иртнĕ эрнере хир сысни тытма кайсассăн унăн сунар йыттисем çухалнă. «Темле шырасан та тупаймарăмăр- ха. Çапах вĕсене киле тавăрас шанăçа çухатмастпăр», — палăртать арçын. Тен, лайка ăрат йыттисем хаçат вулаканĕсен куçĕ тĕлне лекĕç? Тупма пулăшсан тем пекехчĕ. Сăмах май, Сергей Мясников çак конкурсра «Тăватă ураллă тус» номинацире те малтисен йышне кĕнĕ.
Ку тăрăхра йытă çухалнă тĕслĕх ытти çул та пулнă. Хăш-пĕр чухне тăватă ураллă туссем киле таврăнайман.
Сунара лаша утланса çÿрессине йăлана кĕртнĕ вăл. Малтан çак выльăха хăй усранă. Халĕ урхамахсене сутнă ĕнтĕ. Апла пулин те унăн лаша заводĕнчен ăйăр е кĕсре ыйтмашкăн май пур.
Сергей Александровичăн çемйи пăши, хир сысни, мулкач какайĕпе çуллен тенĕ пекех сăйланать. «Кăçал пĕр сăвăр тытма ирĕк пачĕç. Унăн çăвĕ паха. Вăл ÿслĕке хăвăрт ирттерет. Сăвăр çăвĕ ачасемшĕн те, мăн çынсемшĕн те усăллă», — калаçăва тăсать сунарçă.
Сергей Мясников тилĕ ял çыннисене шар кăтартни тавра та сăмах пуçарчĕ. Сунарçăсем çак чĕр чун йышне пĕчĕклетме пулăшаççĕ. «Пĕлтĕр 2 тилĕ тытнăччĕ», — тет вăл. Унăн тирне сутма пулать.
Сунарçăсем пăши е хир сысни тытмашкăн бригадăпа каяççĕ. Тĕл перекене чĕр чун пуçне, ăш чиккине параççĕ. 2001 çултанпа сунара çÿрекен Сергей Мясников çак чыса пĕрре мар тивĕçнĕ.
«Пăши е сысна амине пеместпĕр», — ăнлантарать сунарçă. Вĕсен йыш хушмалла, чĕр чун тĕнчине пуянлатмалла.
Сергей Мясников ашшĕн сунар ăсталăхне ăса хывнă тесен те юрать. Унăн çывăх çынни вĕшле йытăсем усранă. Халĕ вуннăри ывăлĕ те ашшĕпе пĕрле сунара çÿрет. Ăшă çанталăкра çут çанталăк илемĕпе киленет, тискер чĕр чун пурнăçĕпе интересленет. Вăл та çывăх тăванĕсем пекех сунарçă çулне суйласси иккĕлентермест.
«Эпир, сунарçăсем, вăрман чĕр чунне апатлантаратпăр. Тырă çитеретпĕр. Хир качаки валли милĕк çыхатпăр. Шăв-шав илтсен чĕр чун апат патне пымасть. Çавăнпах вĕсен тыткаларăшне ятарлă вырăнтан сăнатпăр», — тăсăлать калаçу.
Сергей Мясников хир сысни ашне тĕтĕмлесе çиме хăнăхнă. Çав вăхăтрах унăн килĕнче тискер чĕр чун какайĕнчен яшка та, шаркку та хатĕрлеççĕ.
Сунарçă кайăк хур тытмашкăн ятарласах Сарă ту, Чулхула облаçĕсене çул тытнине палăртать. Кăçал, тĕслĕхрен, кайăк кăвакал чылай персе антарнă. «Ăна ыхра, тăвар, пăрăç сĕрсе духовкăна лартатпăр. Айккине çĕр улми хума юрать. Какайпа пĕрле чĕлхене çăтса ярăн», — апата тутлă пĕçернине çирĕплетет арçын.
Сунарçăсенчен ытларахăшĕ пулла çÿрени çине пусăм тăвать Сергей Александрович. «Пĕррехинче Сăр юхан шывĕнче 32 килограмм таякан çуйăн тытрăм», — пытармасть вăл. Хăй, ахăртнех, çак самантра пысăк пулла кимме хунине куçĕ умне кăларать.
Сергей Мясников пулă тасатас яваплăха та хăйĕн çине илнĕ. Пĕлсе ĕçленĕрен пулă хуппи те айккине сирпĕнмест-тĕр.
Кашкăр çинчен юрлать
Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа культура керменĕн ертÿçи Юрий Петухов «Йăла-йĕрке» номинацире иккĕмĕш вырăн йышăннă.
«Вĕшле йытăсен «Акар» питомник хуçипе Леонид Князевпа туслă эпир. Пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлетпĕр. «Акар» питомникре йĕркелекен ăмăртусен видеоматериалне конкурса янăччĕ. Шăпах çакă малтисен йышне кĕме май пачĕ. Сăмах май, ăмăртура республикăри кăна мар, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи сунарçăсем хăйсен ăсталăхне кăтартаççĕ. Пĕрре чикĕ леш енчен те килнĕччĕ», — палăртать Юрий Валерьевич.
«Акар» питомникре кашкăр ĕрчетнине те каласа хăвармалла. Çавăнпах тискер çак чĕр чунăн пурнăçĕ ал тупанĕ çинчи пекех курăнать. Юрий Петухов ун çинчен юрă та шăрантарать. Çавăнпах Кашкăр хушма ят суйланă вăл.
Елчĕк районĕнче иртекен сунарçăсен биатлонĕнче тĕрлĕ енлĕ пултарулăха кăтартма май пур. Пăшалтан переççĕ, йытăпа чупаççĕ, кире пуканне пуç урлă ывăтаççĕ... Унсăр пуçне «Юрлакан сунарçă» номинаци те кĕртнĕ.
«Чĕр чун тытни, паллах, лайăх. Çав вăхăтрах сунарта çут çанталăкпа калаçма май пурри нимрен хаклă», — тенĕччĕ пĕр сунарçă. Çавăнпах вĕсене романтиксемпе танлаштаратăп. Çак йышра юрлаканнисем те пур», — чунне уçать Юрий Кашкăр.
Чăваш юрри-кĕввипе тĕрлĕ регионран килекен сунарçăсен кăмăлне тупнине те каларĕ вăл. Вырăнти халăх кĕтнĕ тĕл пулăва уяв сĕмĕ кĕртет.
Юрий Петухов ĕлĕк-авалах чăвашсене «Кашкăр» ятпа чĕнни тавра сăмах пуçарчĕ. Йăх-несĕле хисепленине палăртнă май виççĕмĕш пепкине — тинтерех çуралнă ывăлне — Тайман ят панине каларĕ. Тайăлман çын тенине пĕлтерет вăл. Ашшĕ-амăшĕ, паллах, тĕпренчĕк çут çанталăк тусĕ пуласса ĕненет.
«Сунарçăсен кĕске çырăвĕсем» номинацире малтисен йышĕнчи Михаил Павловăн /Петрозаводск/ аса илĕвĕ çинче чарăнса тăрас килет.
Марина ТУМАЛАНОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас