«Чăваш хĕрарăмĕ» 42 (1167) № 22.10.2020

22 Юпа, 2020

Арçын мĕншĕн усал?

Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Поварсен пĕтĕм тĕнчери кунне паллă тунă. Асăннă професси пурнăçра кашни хĕрарăмшăн, чылай арçыншăн çывăх: хырăм кашниннех куллен выçать, çемьене тăрантармаллах. Халăхра анлă сарăлнă каларăш арçын чĕри патне апат пĕçерсе çул тупма сĕнет. Çакă чăна килет-ши? Апат-çимĕç янтăлассипе ятарлă пĕлÿ илнисен шухăшĕ мĕнлерех? Тен, вĕсем пирĕн вулакансене арçынсене килĕшмелли рецептпа пал-лаштарĕç?

Марина СЕЙФУЛЛИНА, Вăрмар районĕ, апатлану предприятийĕн ертÿçи:

— Хусанти коопераци аслă шкулĕнче технолога вĕрентĕм. Качча кайсанах мăшăрăма тутлă апатпа савăнтарас килетчĕ. Пĕррехинче çапла тăрăшса хуплу пĕçертĕм. Питне эрешлесе хитрелетрĕм. Ĕçрен таврăнсан упăшка курчĕ те: «Ку — курава тăратмаллискер, касса çиме те алă çĕкленмест. Тен, техĕмлĕ кучченеçпе хăнана каяр?» — терĕ. Çапла шухăшламан-туман çĕртен пĕлĕшсем патне тухса утрăмăр. Арçын кăмăлне юрамалли темĕнле апат та янтăлама пулать. Чи кирли — какай хушмалла, çавăн пеккине ытларах хаклаççĕ вĕсем.

Галина ЕРМОЛАЕВА, Сĕнтĕрвăрри районĕ, тивĕçлĕ канури повар:

— Пирĕн тăрăхра шÿрпесĕр пысăк пĕр уяв та иртмест, анчах урăх хутлăхра пурăнакан выльăх-чĕрлĕх ăш-чиккинчен хатĕрленĕскере кăмăлламасан та пултарать. Çĕр улми, купăста куклине юратмастăп тенине пĕр арçынран та илтмен. Этемлĕхĕн вăйлă çуррине аш-какай апачĕ илĕртет. Чи ансат ре-цептсенчен эскалоп хатĕрлемеллине сĕнме пултаратăп. Какая çÿхе лаптак касăксем çине пайламалла. Повар мăлатукĕпе çапса çемçетмелле. Тăвар, пăрăç сапмалла та тип çу янă çатмара икĕ енĕпе ăшаламалла. Ылтăн тĕс çапнă хыççăн вĕтетнĕ сухан, теркăланă кишĕр хушмалла. Кăштах шыв ярса пăшăхламалла, техĕмлĕх сапмалла.

Мариэтта ФЕДОТОВА, Комсомольски районĕ, технолог:

— Арçын кăмăлне тупас тесен пĕçерме пĕлмеллех. Килте тутлă апат кĕтнĕ чух ĕç хыççăн айккинелле каймастех вăл. Выçă арçын усал тени тĕрĕсе килет чылай чухне.

Кил ăшшине упраканăн повар ăсталăхне алла илмеллех. Çемьере пурте çиекен вĕри апат пулмалла. «Алă айĕнчи çимĕçренех тутлă хатĕрлетĕн», — мăшăр çапла калани хавхалантарать.

Ирина ПУШКИНА ыйтса пĕлнĕ.


Ĕçлекен укçа хакне пĕлет

Эпир, кĕçĕн класра пĕлÿ илекенсем, «ĕç» сăмахпа çыхăннă ваттисен сăмахĕсене аса илетпĕр. «Ĕçле, ĕçле, ĕçле, çи, ĕçлемесен ан та çи», «Ĕçчен алă валли ĕç тупăнать», «Ăсти епле, ĕçĕ çапла»... — шкул ачисем пĕр-пĕринпе ăмăртса калаççĕ. Ахăртнех, кашниех вĕсен пĕлтерĕшне, тарăн шухăшне ăнланать. Унран та ытла, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенчи ачасен пулăшăвĕпе, тĕревĕпе çыхăннă тĕслĕхсене ăса хывса çитĕнтĕмĕр. Ватă çынсем шăпăрлансемпе чуна уçса калаçма юратаççĕ вĕт. Вĕсем, паллах, хăйсен ĕçченлĕхĕпе хисеп, ят-сум çĕнсе илнĕ.

Пире те, çĕн йĕркелÿ тапхăрĕччен шкултан вĕренсе тухнисене, пĕчĕккĕллех ĕçе явăçтарнă. Класс урайне хамăрах çăваттăмăр, колхоз хирĕнче çĕр улми пуçтараттăмăр... Çакăншăн ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те ÿпкелешмен.

Халĕ урăхларах ÿкерчĕк. Шкулти тĕрлĕ ĕçе пурнăçламашкăн ашшĕ-амăшне чĕнеççĕ. Сăмах-ран, вĕсен чÿрече çыпăçтармалла, тĕпренчĕкĕсем шыв ĕçнĕ хыççăн стакан çумалла, тусан шăлмалла... Тепрехинче хĕрарăмсем вĕрентекене парнеленĕ чечек çыххи шывне улăштарнине асăрхарăм. Çакăншăн ятарласах ирхине пынă вĕсем. Чим, учителĕн хăйĕн вăхăт çук-ши? Ăна вĕренекенсем те пулăшма пултараççĕ. Çук вĕт, йĕрке тăрăх ачасене ĕçлеттерме юрамасть. «Хăйсем хыççăн та пулин пуçтарма хăнăхтармалла», — ахальтен мар кăмăлсăрланать ашшĕ-амăшĕ.

Вун тăватă çултан иртнисем паспорт илчĕç. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче черетлĕ тепĕр документ алă пусма ыйтрĕç. Хальхи йĕркепе вĕренекене класра, шкулта де-журнăй пулма çирĕплетмешкĕн, тирпейлес ĕçе явăçтармашкăн çывăх çыннисен ирĕк памалла. Ахăртнех, хĕрарăмсем тинех хаш! сывларĕç.

Асăрханă-и, социаллă сетьсенче чирлĕ амăшне пăхакан пĕчĕк пепкене сăнлакан видео чи нумай «класс» пухать. Шкул çулне çитичченех хăйне яваплă туяканскерне ырă сăмахпа хавхалантараççĕ. Тем тесен те, ĕç кирек хăш ÿсĕмри çынна илем кÿрет.

Паспорт илнĕ çамрăксен укçа ĕçлесе илме май пур. Çакă, чи малтанах, çемье бюджетне пысăклатма пулăшать. Вĕсене ку енĕпе патшалăх тĕревлет. Кăçал, сăмахран, çул çитмен çамрăксене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтермешкĕн республикăри организаци-предприятипе 498 килĕшÿ алă пуснă. Çавна май 9000 вырăн хатĕрленĕ. 8102 çамрăк ĕçе вырнаçнă. Вĕсенчен 3465-шĕ — сахал тупăшлă çемьерен, 638-шĕ — нумай ачаллă кил-йышран. 259-шĕ ашшĕпе е амăшĕпе çитĕнет. 79-шне çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси шута илнĕ.

2020 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне республикăн тĕп хулинчи ĕçпе тивĕçтерекен центр çул çитменнисене пулăшас тĕллевпе Шупашкарти 76 организаципе килĕшÿ тунă. Çавна май 2199 çамрăк вăхăтлăх ĕçе вырнаçнă. Çак йышран ытларахăшĕ — 2 пине яхăн — сахал тупăшлă çемьерен пулнине палăртса хăвармалла.

Çул çитмен çамрăксене мĕнле ĕç шанни те кăсăклă. Вĕсем, тĕслĕхрен, çĕленĕ хатĕрсене склада вырнаçтараççĕ. Хулана хăтлăх кĕртнĕ çĕре хутшăнаççĕ. Ывăл-хĕрĕн курьерта вăхăтлăх тăрăшма та май пур.

Марина ТУМАЛАНОВА.


Вĕсем арçын тивĕçне чыслăн пурнăçланă

Кăçалхи çурла уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин ятарлă тĕллевлĕ 101-мĕш бригади йĕркеленнĕренпе 25 çул çитнĕ май салтаксен пĕр ушкăнне юбилей медалĕпе наградăлани çинчен хаçатра çырнăччĕ. Аса илтеретĕп, çак йыш Чечня Республикинче йĕрке тăвассишĕн яваплă шутланнă. Вĕсем Грозный хулинче вырнаçса тăнă. Бригадăра чăвашсем нумаййăн пулнă.

Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнчи тĕл пулăва çав мероприятин тăсăмĕ тесен те юрать. Хальхинче 1995 çулта малтанхисен йышĕнче Чечня Республикине илсе кайнă салтаксене йыхравланă. «Çакнашкал чысласса кĕтмен. Тав пире хисеп тунăшăн», — терĕç ял-хуларан пухăннă чăваш каччисем.

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков салтак атти тăхăннисем хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçланине, тăнăçлăхшăн пуç хунисен паттăрлăхне асра тытнине палăртрĕ. «Ывăлĕсене хĕсметрен кĕтсе илеймен амăшĕсен, çĕршыв интересĕсене хÿтĕленĕ салтаксен, офицерсен умĕнче пуç таятăп. Паянхи тĕл пулу савăнăçлă та, хурлăхлă та. Салтаксене мухтав!» — терĕ Анатолий Геннадьевич.

ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕн заместителĕ Александр Колесников вăрçа хутшăннисене тивĕçекен çăмăллăхсем çинче чарăнса тăчĕ. «Юлашки виçĕ çулта уйрăмах чылай ĕç пурнăçланă. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, 93-шне, кăçал хальлĕхе 71 çынна çурт-йĕр сертификачĕ панă. Унсăр пуçне патшалăх укçа уйăрать. Ветерансене пулăшасси — влаç тытăмĕн тивĕçĕ», — палăртрĕ вăл.

Шупашкар хула пуçлăхĕн заместителĕ Виктор Горбунов кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмана çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине, паттăр салтаксен хальхи ăрăвĕ Çурçĕр Кавказра Конституци йĕркине сыхласа хăварнине каларĕ, çĕршыв чăн-чăн хÿтĕлевçисене çитĕнтернĕшĕн амăшĕсене тав турĕ.

101-мĕш бригада командирĕ генерал лейтенант Юрий Завизионов Чечня Республикинче хĕсметре тăнă чăваш салтакĕсемпе курнăçмашкăн, иртнине пĕрле аса илмешкĕн ятарласах çула тухнă.

«8000 ытла салтака, сержанта, прапорщике, 916 офицера пĕрлештерекен бригада хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçларĕ. Çавăнпах хальхи Грозный Нью- Йорка аса илтерет. Унта хитре, хăтлă. Хула палламалла мар улшăнчĕ. Çакă йăлтах çĕршыв хÿтĕлевçисем Çурçĕр Кавказра Конституци йĕркине сыхласа хăварма пултарнипе çыхăннă. Тăнăçлăхшăн пуç хунисене асран кăлармăпăр. Киле чĕрĕ-сывă таврăннисене çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатăп. Чуна уçса калас тăк — 101-мĕш бригадăн тĕп йышĕнче чăваш салтакĕсем пулнă. Вĕсем пурте — чăваш-и, вырăс-и е урăх халăх çынни-и — республика чысне çĕре ÿкермерĕç. Хăйсен тивĕçне паттăррăн пурнăçларĕç. Чăваш салтакĕсем КППран никама та ирттермерĕç. Ывăлĕсене упраса хăварайманшăн амăшĕсенчен каçару ыйтатăп. Çапла пулса тухрĕ...» — терĕ Мускав хăни.

Пукрав-Татиана соборĕн протоирейĕ Александр атте тинтерех Пукрав уявне паллă тунине, Турă амăшĕ ыттисемшĕн тĕслĕх пулнине, хĕрарăм ачи-пăчипе çыхăннă ыратăва чĕри витĕр кăларнине ка-ланинчен пуçларĕ хăйĕн сăмахне. Унтан хĕсметре пуç хунисен ячĕпе кĕлĕ ирттерчĕ. Çакăн хыççăн тĕл пулăва пухăннисем çĕршыва хÿтĕлесе çĕре кĕнисене асăнса хăпартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Уява малалла тăснă май ятарлă тĕллевлĕ 101-мĕш бригада командирĕпе Юрий Завизионовпа Чăваш Республикин çар комиссарĕ Бахтиер Холиков Çурçĕр Кавказра хăйсен тивĕçне пурнăçланă салтаксене юбилей медалĕпе чысларĕç. Ывăлĕсене кĕтсе илеймен амăшĕсем çак наградăна куççульленсе илчĕç.

«Хаклă ачасем /эсир пирĕншĕн, амăшĕсемшĕн, яланах ача вырăнĕнче/, юбилей медалĕ — ахаль награда мар. Çакă сирĕн витĕмпе историн çĕнĕ страници çырăннине çирĕплетет. Эсир çине тăнипе Раççей хăйĕн пĕрлĕхне сыхласа хăварнă. Чăваш салтакĕсем — Чапаев йăхĕн тăсăмĕсем. Туслă пурăнăр, йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшăр», — пĕтĕмлетрĕ республикăри Салтак амăшĕсен комитечĕн малтанхи ертÿçи Надежда Котькова.

Марина ТУМАЛАНОВА.


Ыр ут юртать — çул юлать…

Тĕнчипе паллă тюрколог, чаплă чĕлхеçĕ, СССР Ăслăлăх академийĕн член-корреспонденчĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Николай Ашмарин çуралнăранпа 150 çул çитрĕ.

«Чăваш университетчĕ»

Чăваш мар вăл, вырăс. Чăваш Енре çуралнăскер, мĕн пур вăй-халĕпе пултарулăхне чăваш халăхне халалланăскер. Ĕмĕр тăршшĕпех ăна чăваш чĕлхин вăрттăнлăхĕсем кăсăклантарнă, шухăшĕ те унăн яланах чăваш пурнăçĕ, йăли-йĕрки, юрри-сăвви, юмахĕ-халапĕ тавра çаврăннă. Мĕн кăна тĕпчемен вăл! Пĕр вăхăтрах фонетист та, грамматист та, лексиколог-лексикограф та, диалекто-лог та, этнограф та, чĕлхе историкĕ те пулнă. Чăваш ăслăлăхĕ, тĕпрен илсен, Николай Ивановичран пуçланать. Ахальтен мар ăна профессорсем «чăваш университечĕпе» танлаштараççĕ.

«Манăн кулленхи ĕç тĕллевĕ — чăваш халăх пурнăçне тĕплĕн вĕренесси. Ăслăлăх интересĕсемсĕр пуçне эпĕ яланах ку халăха культура шайне хăпартма пулăшас тесе ĕçлетĕп. Хам вырăс пулин те, чăваш халăхĕн шăпи манăн чĕреме тăван вырăс халăхĕн шăпи пекех çывăх», — çырнă Ашмарин 1919 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнче Национальноçсен халăх комитечĕн Хусанти чăваш пайне янă çырăвĕнче.

Словарь çукки чăрмав кÿнĕ

Николай Иванович 1870 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Етĕрне хулинче кун çути курнă. Ашшĕ пуянах мар купса шутланнă. «Асатте Владимир кĕпĕрнийĕнчи хресчен, крепостной пулнă. Анне — Чĕмпĕр кĕпĕрнийĕнчи хресчен хĕрĕ. Эпĕ çуралсан пирĕн çемье часах Кăрмăша, кукамай çуртне куçнă. Çавăнпах çак хулана тăван кĕтес пек йышăнатăп та», — çырнă Ашмарин.

Кил хуçи уес училищин курсĕнчен вĕренсе тухнă. Унта ăса хывнине ашшĕ çав тери аван ас тунине палăртнă ывăлĕ. Амăшĕ вара килте вĕреннĕ. Çав шутра кăштах музыкăна та пĕлнĕ — «модăран юлас мар тесе, ахăрнех», вырăс çыравçисене вуланă. «Манра аннен сарăхса кайнă темиçе тетрачĕ халĕ те упранать. Унта вăл хăй аллипе Некрасовăн сăввисене çырнă».

Ашшĕ ачисене вĕрентме тăрăшнă. Малтан пĕр ывăлне, хулари училищĕрен вĕренсе тухнăскерне, Чулхулари гимназие ăсатнă /шел, вăл çамрăклах çĕре кĕнĕ. — Авт./. Каярах Николая та çак çул кĕтнĕ.

«Чĕлхе вĕренес туртăм питех те ир вăранчĕ манра. Чи малтан — чăваш сăмахлăхне. Кунăн сăлтавĕ — чăвашсемпе тĕл пулни. Кăрмăша хушăран пырса каятчĕç вĕсем. Вырăс халăхĕ хушшинче уйрăлса тăратчĕç. Анчах мана чăвашла вĕрентекен никам та çукчĕ. Кĕнекесем тухма ĕлкĕрнине эпĕ ун чухне пачах тавçăрман. Тĕрлĕ сăлтава пула чăваш чĕлхипе кăсăкланассине пĕр вăхăта манма тиврĕ. Интерес тени тепĕр хутчен кăшт каярах вăранчĕ.

Пичче Василий, гимназин аслă класĕнче вĕренекенскер, Хусантан Добролюбовăн «Чăваш чĕлхин фонетикине» тата Иоанн Евангелине, вăл та чăвашлаччĕ, çырăнса илчĕ. Çĕнĕ сăмахлăх ман ума чылай йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Ăнланман кĕнекене алăран темиçе хутчен те пăрахнă. Анчах палăртнă тĕллеве пурнăçлас ĕмĕтпе ку ĕçе çĕнĕрен кÿлĕнеттĕм. Ăнланман самантсене уçăмлатма пулăшакан çитместчĕ. Словарь çукки те чăрмав кÿретчĕ. Золотницкий словарьне каярах тупрăм эпĕ. Ку мана питех те савăнтарчĕ. Анчах кулянмалли те пулчĕ. Вырăс сас паллийĕсемпе çырнăран чылай сăмах пач урăхла илтĕнетчĕ. Хутран-ситрен тĕл пулакан чăвашсемпе хутшăнни унта тÿрлетÿсем кĕртме май пачĕ», — çырнă Николай Иванович аса илĕвĕнче.

Çĕнĕ тĕнче

Чăваш чĕлхин вăрттăнлăхĕсене уçма Ашмарин ытти нумай чĕлхене тишкернĕ. Тутар сăмахлăхĕпе паллашни ăна тĕрлĕ диалект пуррине тавçăрма май панă. Гимназире вĕреннĕ чухне вăл хăй тĕллĕн араб, перс, осман сăмахĕсене шĕкĕлченĕ. /Хăш-пĕр çăл куç палăртнине ĕненсен, Николай Иванович 65 тĕрлĕ чĕлхе пĕлнĕ. — Авт./. 1891 çулта Ашмарин Мускаври Лазаревсен Хĕвел тухăç чĕлхисен ин-ститутне çул тытнă. Кунта ăна турккă /осман/ чĕлхи ытларах илĕртнĕ. Вăл чăваш чĕлхипе пĕр тымартан шутланать-çке.

Институтра чухнех вăл пысăках мар пĕрремĕш ĕçне пичетлет. «Очерк народной поэзии у чуваш» статйи «Этнографическое обозрение» журналта кун çути курать. Иван Юркин Ашмарин валли çырса илнĕ халăх темиçе юрри выртнă унăн никĕсĕнче.

«Çак пухха вулани ман умра поэзин хăйне евĕр çĕнĕ тĕнчине уçрĕ. Эпĕ халиччен пĕлнĕ халăх пултарулăхĕнчен пач урăхскерне. Çак юрăсемех эпĕ чăвашла пач пĕлменнине систерчĕç. Пичет кăларăмĕсенче тупакан материалсем чăваш чĕлхин морфологи, синтаксис, лексика пуянлăхне кăтартса параймаççĕ иккен», — палăртнă тĕпчевçĕ.

Институтăн юлашки курсĕнче вĕреннĕ чухне вăл фонетикăпа морфологи тĕлĕшпе материал пухма тытăнать. Хусана ĕçлеме куçсан çулĕ уçăлать. Кунта, паллах, чăвашсемпе хутшăнма та, чăвашла çырнисене вулама та майсем пулнă. Çакă пĕлĕвне тарăнлатма май панă.

Ăслăлăх — ĕçрен пушансан

1895-1919 çулсенче Хусанта Н.Ильминский уçнă учительсем хатĕрлекен семинарире вĕрентнĕ Ашмарин. 1901-17 çулсенче чăвашла тата тутарла тухса тăракан кĕнеке-хаçата тĕрĕслесе тăракан цензор ĕçне туса пынă. 1917 çулта Çурçĕр хĕвел тухăç археологипе этнографи институтĕнче вăй хунă. 1919 çулта ăна Институтăн ăслăлăх канашĕн тĕрĕк чĕлхисен кафедрин профессорĕ пулма çирĕплетнĕ. 1920-23 çулсенче тĕпчевçĕ Чăвашсен Чĕмпĕрти халăха вĕрентес ĕç институтĕнче пулас учительсене чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. 1923-26 çулсенче Азербайджан патшалăх университетĕнче тюркологи кафедрине ертсе пынă. 1925 çултанпа — тюркологи докторĕ. Хусанта Хĕвел тухăç халăхĕсен педагогика институтне уçсан Чăваш АССР правительстви чĕннипе Ашмарин 1926 çулта Бакуран кунти чăваш уйрăмне ĕçлеме куçнă. Аслă шкулта вăл 1931 çулчченех /пенсие тухнă вăхăт/ чăваш чĕлхи вĕрентнĕ.

Ашмарин нумай енлĕ, пысăк тавра курăмлă тĕпчевçĕ пулнине вăл çырнă ĕçсем кăтартса параççĕ. Николай Ивановичăн ăслăлăхпа çине тăрса ĕçлеме ерçÿ те пулман. Халăха вĕрентессипе çыхăннăскер наука статйисене кăшт пушăрах вăхăтсенче кăна çырма май тупнă.

Хусанта ĕçленĕ чухне, 1898 çулта, Николай Иванович грамматикăпа çыхăннă ĕçне, «Материалы для исследования чувашского языка» кĕнекине пичетленĕ.

Иван Яковлев педагогика урокĕ вăхăтĕнче училищĕри аслă классенче вĕренекенсене Ашмаринран тин илнĕ кĕнекине кăтартнă та çапла каланă: «Курăр-ха, мĕн тери пысăк та хаклă парне кÿчĕ пире, чăвашсене, вырăс тĕпчевçи! Кун пек кĕнеке пирĕн халиччен пулман-ха. Автор ĕçне сăпайлăн «материалсем» тенĕ, анчах та ку чăваш чĕлхине тĕпчемелли чăн-чăн наука пособийĕ», — палăртнă аслă вĕрентекенĕмĕр.

17 том

Тĕпчевçĕн чи пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ — чăваш сăмахĕсен 17 томлă словарĕ. Унта 40 пин сăмаха яхăн кĕнĕ. Хăй каланă тăрăх, çак словарь валли кирлĕ материал çирĕм çул пухнă вăл /30 çул текен те пур. — Авт./. Çичĕ томне хăй кăларма ĕлкĕрнĕ, пиллĕкĕшне аллине тытса курнă. Пархатарлă ĕçне вăл вилсен вĕренекенĕсем вĕçленĕ. Словарĕн юлашки 17-мĕш томĕ Ашмарин вилнĕ хыççăн 17 çултан тин тухнă.

Словарь хатĕрлес ĕçе Николай Иванович 1896 çулта пикенет. «Çак тĕллевпе эпĕ малтан чăвашсем çинчен тăван чĕлхепе çырнă мĕн пур материала тишкертĕм. Кун хыççăн И.Яковлевпа Ф.Никифоров тата ыттисем панă ал çырăвĕсемпе паллашрăм. Ялти вĕрентекенсем, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренекенсем пухнă халăх сăмахлăхĕ пуянччĕ, тĕрлĕ енлĕччĕ. Вĕсенче сăмахсем те, сăмах çаврăнăшĕсем те йышлăччĕ. Пурне те словаре кĕртрĕм», — çырнă паллă чĕлхеçĕ. Халăх сăмахлăхне хăй те сахал мар пухнă Ашмарин.

Йывăрлăхсем, чăрмавсем…

Тĕрлĕ йывăрлăх сахал мар тĕл пулнă тĕпчевçĕ пурнăçĕнче. «Асатте атте Мускавра Лазаревсен институтĕ-нче вĕреннĕ чухне вилнĕ. Вунă ача юлнă: çичĕ ывăлпа виçĕ хĕр. Асли пулнă май атте шăллĕсемпе йăмăкĕсене те, ама çури амăшне те пулăшнă. Йывăр самантсене çĕнтерме, чăваш, тутар тата ытти халăх валли пĕлтерĕшлĕ ĕç тума ăна капашсăр пысăк ĕçченлĕхĕ çеç пулăшнă», — çырнă ывăлĕ Виктор ашшĕ çинчен.

Учительсен семинарийĕнче ĕçленĕ чухне авланнă Ашмарин. Арăм тума вăл фабрикăра ĕçлекен ахаль рабочие Ксения Гришинăна суйланă. Пилĕк çултах тăлăха юлнăскерне халăх çитĕнтернĕ. 10 çулта чухне Хусанти пĕр фабрикăна вĕренме янă хĕрачана. Çитĕннĕскер Николай Ивановичăн хваттерне тасатма-тирпейлеме çÿренĕ. Революцичченхи Раççейри йĕрке иккĕшне пĕрлешме ирĕк паман. Çавăнпах пĕр-пĕрне савакансем уйрăм пурăннă. Арçын тăванĕсене арăмĕ пирки пĕлтернĕ чухне хĕрарăмăн тăватă ача пулнă ĕнтĕ. Ывăл-хĕрне питех те юратнă Николай Иванович, вĕсемпе уйрăм пурăнма тивни унăн чунне çинĕ. Пуçлăхсем те арçынна мăшăрланма ирĕк паман. Халĕ тата тăванĕсем те Николая кунашкал ăссăрла хăтлануран чарма тăнă. «Вĕренменскер, фабрикăра ĕçлекенскер» тесе тиркенĕ. Ашмаринсем те крепостнойсенчен тухнине часах маннă вĕсем.

Хусанти вĕрентÿ округĕн попечителĕ те Николай Иванович фабрикăра ĕçлекен прачкăна качча илнине «конфуз» пек хакланă. Ку тĕлĕшпе ăнлантарни çыртарнă, вето хунă. Мăшăр венчете вăрттăн тăнă.

Татьяна НАУМОВА хатĕрленĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.