«Чăваш хĕрарăмĕ» 41 (1166) № 15.10.2020

15 Юпа, 2020

Пуçа алă-урапа туслаштармалла

ЫЙТĂМ

Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Ял хĕрарăмĕн пĕтĕм тĕнчери кунне паллă тăваççĕ. Çулталăк календарьне кунашкал уяв кĕртес шухăша 1995 çулта НПО Пĕтĕм тĕнчери конференцийĕнче хускатнă. Официаллă майпа ку шухăша 2008 çулхи нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Кăçалхипе уява 13-мĕш хутчен паллă тăватпăр.

Мĕнле кăна тивĕç выртмасть-çке хĕрарăм хулĕ çине! Ялта тĕпленнисен ĕçĕ пушшех нумай: ачине пăхмалла, ĕнине сумалла, кил-çуртне, пахчине тирпейлемелле, ĕçе те вăхăтра çитмелле. Пурне те ĕлкĕрет вăл. Миçе алă-ши унăн? Çак ыйту хуравне шыраса ялта тĕпленнĕ вулаканăмăрсене чăрмантартăмăр.

Ирина ОБЛИНОВА, ЧР хĕрарăмсен союзĕн Етĕрне районĕнчи уйрăмĕн ертӳçи:

— Уяв тĕлне хамăр тăрăхра çуллен Ял хĕрарăмĕн фестивальне ирттересси йăлана кĕчĕ. Хальхи вăхăтра ял-сала этемлĕхĕн черчен çурри çинче тытăнса тăнине палăртас шухăшпа пуçартăмăр çак ĕçе. Вăй питти арçынсенчен чылайăшĕ çемьене тăрантарма ĕçлесе илес тесе аякка туха-туха каять, çавна май хуçалăха мăшăрĕсен тытса пыма тивет. Яла тирпей-илем кĕртмелле-и, уяв ирттермелле-и — ытларах хĕрарăмсем тăрмашаççĕ. Çапла общество ĕçĕнче хастарлăх кăтартнăран депутат вырăнĕсенче те йышлăн вĕсем.

Юлашки суйлав та кăтартса пачĕ çакна.

Иккĕпе май килмест, виçĕ алăллах пулмалла çав ял хĕрарăмĕн. Кил ăшшин управçин тиевне пăхмасăр 10-15 ĕне тытакан, пыл хурчĕсем ĕрчетекен, хăйсен хресчен хуçалăхне йĕркелекен хастарсем пур районта — çавсене чыслатпăр та фестивальте.

Елена НИКОЛАЕВА, Комсомольски районĕ, вĕрентекен:

— Вăхăтпа пĕлсе усă курмасан 100 алă пулсассăн та нимĕн те ĕлкĕреймĕн. Тĕрĕссипе вара, иккĕшĕнпе те темĕн тума та май пур, пĕр ĕçе пурнăçланă чухне ун хыççăн мĕн тăвасса тӳрех палăртмалла кăна. Пушансан тин «халĕ тата мĕн тытас-ши» тесе саркалансан, паллах, ĕлкĕрме çук. Пĕрешкел кун йĕркипе пурăнма та яланах май килмест-ха. Кĕтмен ĕçсем те тупăнаççĕ вĕт. Е сысни чупасшăн, е ĕни хускалнă, е мăйракаллă шултăра выльăха укол тăваççĕ...

Шкулта урок пуçланиччен виçĕ ĕне суса хăваратăп. Ку ĕçе аппаратпа пурнăçлани çăмăллăх кӳрет. Пĕр ĕне сăвăннă чухне сысна çурисене апат паратăн, тепрехинче — сыснине, пăрусене. Вăраннă-вăранман яшка лартса яма манмалла мар тата. Выльăх пăхнă май çĕр улмине те шуратмалла, тăварне те ямалла, тултан пушанса кĕрсен çеç апат пиçеймĕ. Çитĕнсе пынă май ачасем те пулăшаççĕ. Шкула кайиччен туса хăвармалли тивĕçĕ кашнин пур. Киле таврăнсан та ахаль лармаççĕ. Эпир килте çук чухне пĕтĕм ĕç вĕсен çине тиенет тата.

Паллах, ялта та çăмăллăн пурăнма пулать. Çывăрса выртсан, тен, хырăм та выçмасть пулĕ.

Вера ЗУБОВА, Патăрьел районĕ, повар:

— Алли иккĕ кăна-ха, ĕçĕ вара темĕн чухлех. Çуллахи вăхăтра — пушшех. Кĕрхи ĕçсем вĕçленсен ял халăхĕ кăштах пушанать пек. Анчах выльăх-чĕрлĕхе апат пама, тислĕкне тасатма та вăхăт чылай кирлĕ. Ачасем çитĕннĕ ĕнтĕ, халĕ вара мăнуксене пăхатпăр, вĕсем те тимлĕх ыйтаççĕ. Атте хамăр ялтах пурăнать, анне вилнĕренпе пĕчченех, ăна пулăшма та май тупмалла. Çав вăхăтрах ĕçе те çӳремелле. Чăнахах, лăпкă пурăнма миçе алă кирлĕ-ши пире?

Вулакансене Ирина ИВАНОВА, Татьяна НАУМОВА чăрмантарнă.


Хула хĕрачи…

Биографийĕ ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть унăн. Ача çуратмалли çуртра çут тĕнчене килнĕ. Ытти пур пепке пекех. Малалла та пур ача-пăча, çамрăк çулĕпех утнă: садик, шкул, университет, ĕç, хăйĕн пепки… «Куратăр-и: ним çырмалли те çук ман çинчен», — чунтан ахăлтатать Оксана. Унпа пĕр самант хутшăннинченех çакă паллă — пурнăçа юратаканскер, çынпа хутшăнма ухутаскер, уçă кăмăллăскер вăл. Мана вара çак çамрăк шалт тĕлĕнтерчĕ, малтанах хам мĕн илтнине те ĕненмерĕм — Шупашкарта çуралса тĕп хуларах ӳснĕскер шкулта ĕçлет, ачасене… чăваш чĕлхи вĕрентет. Çакăнтан, тĕрĕссипе, тĕлĕнме те кирлĕ мар — чăваш хĕрĕ вĕт-ха вăл. Анчах паянхи лару-тăрура, тăван чĕлхе обществăра ниепле те хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне йышăнайман чухне, çак пулăма тимлĕх уйăрасах килчĕ. Мĕнле майпа? Кам? Ăçтан сиксе тухнă çак хĕр пĕрчи — тĕлĕнтермĕш?

Çук, ятарласа вĕренмен вăл чăвашла. Шкул программине те ыттисенчен ытларах шĕкĕлчемен. Ачалăхĕ каникул вăхăтĕнче ялта, Патăрьел районĕнчи Именкассинче, иртнĕ — çавă кăна. Анчах хула ачисенчен чылайăшĕ çуллахи шăрăхран яла тарать, çапах шкулта чăвашла вĕрентмелĕхех чĕлхене юратнине илтме тӳр килменччĕ ку таранччен. Пачах тепĕр май, «хулана кайсассăн йывăр пулать» тесе паян ачи-пăчине тăван килтех вырăсла калаçтарма тăрăшать нумайăшĕ. Оксана, халĕ ĕнтĕ вăл Юрьевна, чăвашла та, вырăсла та сутса ярать. Чăн та, иккĕленӳ туйăмĕ час сирĕлмерĕ. Çавăнпа ăна калаçтарса та пăхрăм. Чиперех. Шăкăлтаттарать кăна чăвашла. Анчах вĕренӳ программи хутшăнăва кăна палăртмасть вĕт-ха, грамматикăна та лайăх пĕлмелле. Оксана Юрьевнăн ку енĕпе те йăлтах йĕркеллĕ.

Йывăрлăхсемпе вара ирех куçа- куçăн тăма лекнĕ унăн. Амăшĕ ĕçри ушкăнпа пĕрле культура мероприятине кайнă. Инкек ăçта кĕтсе тăрассине никам та пĕлмест çав. Хĕрарăма юлашки хут чĕррĕн курнине, унпа ĕмĕрлĕхех сыв пуллашма тивессине çывăх çыннисем тĕшмĕртме те пултарайман паллах ун чухне. Шел, çемье ăшшин управçине килте кĕтсе илеймен çав каç… Оксана ун чухне 18 çулта пулнă.

Çакăн хыççăн Юрий Владимировичăн икĕ хĕрĕшĕн ашшĕ те, амăшĕ те пулма тивнĕ. Телее, икĕ тивĕçе те чиперех пурнăçласа пынă арçын. Чи ырă, савăк самантсем шăпах ашшĕпе çыхăннă Оксанăн. Хĕрĕсене парксене, цирка илсе çӳренĕ вăл. «Пĕрремĕш хут шаурма та ăна пулах çисе кур-тăмăр, — кулать каллех Оксана Юрьевна. — Анчах ун чухне ăнланмарăмăр пулмалла, килĕшмерĕ пире». Арçын стройкăра прорабра ĕçленĕ май ун патĕнче тăтăшах пулнă хĕрĕ. Паллах, хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене пăхăнса пепкине ятарлă будкăран кăларман ашшĕ. Шăнкăрч чĕппи евĕр унтан кăна пăхса лармашкăн та питĕ кăсăк пулнине палăртать халĕ хĕрĕ. «Шурик /çак сăнарпа юлчĕ куракан асĕнче РСФСР халăх артисчĕ Александр Демьяненко. — Авт./ ӳкерĕннĕ фильм куç умне тухатчĕ тӳрех», — ашшĕн ĕçне кăмăлланине палăртаççĕ çак сăмахсем.

Рита АРТИ.


Мăнаçланмалли кашниннех пур

Республикăри хĕрарăмсен союзĕн ертӳçи Наталья Николаева пĕрлĕхĕн регионри уйрăмĕсене çитсе курма, лару-тăрупа вырăнта паллашма тĕллев лартнăччĕ. Наталья Алексеевна каланă тăрăх, пур районта хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăрать. Кашни уйрăмăнах каласа кăтартмалли, мăнаçланмалли пурах. Çак кунсенче Наталья Николаева Элĕк районне çитсе килчĕ, кунти маттур та ĕçчен, хастар та пултаруллă хĕрарăмсемпе çывăхрах паллашрĕ.

Элĕк тăрăхĕн алă ăстисен ырă ячĕ инçе сарăлнă. Хальхинче те тĕл пулу валли курав йĕркеленĕ. Тĕрленĕ капăрсем, хĕрарăм çи-пуçĕ, ӳкерчĕксем, чăваш тумĕллĕ теттесем, вĕтĕ шăрçаран хатĕрленĕ ӳкерчĕксем, пысăк чечексем… — мĕн кăна çук кунта. Пĕрлĕх ертӳлĕхĕ ал ăстисен япалисемпе кăмăлласах паллашрĕ.

Районти хĕрарăмсен ĕç-хĕлĕпе уйрăм ертӳçи Василиса Архипова паллаштарчĕ. Тĕп вырăнта çемье хаклăхне упрасси пулнине палăртрĕ. Хĕрарăмсем район администрацийĕпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Çакă нумай ыйтăва татса пама май парать. Çавăн пекех социаллă хӳтлĕх тата культура тытăмĕнче ĕçлекенсем, Аслă çултисен шкулĕ, Раççей пенсионерĕсен районти уйрăмĕ — пĕр çыхăнура. Ахальтен мар ĕнтĕ Элĕксем Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ ирттерекен конкурссене хутшăнса час-часах малти вырăнсене тивĕçеççĕ. Районта пурăнакансем те Элĕк чысне тĕрлĕ шайра тивĕçлĕ хӳтĕлеççĕ. Акă Çулталăк çемйи ята тивĕçнĕ Семеновсем çĕршыв шайĕнчи тупăшăва хутшăннă, «Ял тăрăхĕнчи çемье» номинацире çĕнтернĕ. Хăйсем çинчен каласа кăтартнă май Светлана Вячеславовна видеопрезентаци мелĕпе усă курчĕ. Акă нумай ачаллă çемье — çичĕ ача ăшăлăх тупнă кунта — лаша пăхать, сурăхсене сыхлама пулăшакан йытăсемпе вылять, кăмпа пухать, çăм атă йăвалать, иçĕм çырли татать, чăваш тумĕ тăхăнса юрлать-ташлать, сăвă хай-лать, унтан пурте пĕрле пухăнса чей ĕçеççĕ… Семеновсем хăйсен йăх историйĕпе те кăсăкланаççĕ — Пурнăç йывăççине хальлĕхе 11 ăру таран пухса çитернĕ вĕсем.
Пур енлĕ пултаруллă çемьене тав тунă май Наталья Николаева шăпах истори çине пусăм турĕ.

Маргарита ИЛЬИНА.


Тăван халăх еткерлĕхне упрассишн

Пĕр ăнсан ăнать — çапла калани чăнлăхпа килĕшсен епле савăнмăн? Хĕрлĕ Чутайри «Пилеш» ача садне иртнĕ эренере çине-çинех ырă хыпар çитнĕ. Республикăра «Чи лайăх ача сачĕ — 2020» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Хĕрлĕ Чутайсем çĕнтерӳçĕсен йышне кĕнĕ! «Пилеш» садике этнокультурăна аталантарас енĕпе чи лайăххи тесе палăртнă тӳресем. Анлă ăмăртăвăн пĕтĕмлетĕвĕпе паллашса ĕлкĕрнĕ кăна — Чутайсемшĕн татах хĕпĕртемелли сăлтав тупăннă. Çĕршыври шкул ӳсĕмне çитмен ачасемпе ĕçлекен педагогсен общество организацийĕ йĕркелекен «Раççей воспитателĕсем» ăмăртăвăн республикăри тапхăрĕ вĕçленнĕ. 43 ача садĕнчен хутшăннă 72 хастар йышĕнче «Чи лайăх воспитатель» ята Надежда Ладайкина тивĕçнĕ.

Юрри те, вăййи те — чăвашла

Ачасене тăван культурăна мĕн пĕчĕкрен вĕрентсе пырасси, наци йăли-йĕркипе кăсăкланас туртăма вăратасси — хальхи вăхăтра пĕтĕм тĕнчешĕн çивĕч ыйту. Халăхăмăршăн кирек хăш саманара та ламран лама куçнă ырă йăласене сыхласа хăварас, вĕсене халăхра сарас, килес ăрусене халаллас тĕллев — аталану никĕсĕ. Кулленхи пурнăçра та, ĕç-хĕлре те йĕрленет халăх мешехи, ăс-хакăл культуринче — пушшех.

— Пирĕн малашлăх çитĕнекен ăрура пулнине ăнланатпăр. Наци хăйне евĕрлĕхне çухатас мар тесен чи кĕçĕн ӳсĕмренех ачана халăх культурине ăса хывтармалла. Ача тăван чĕлхепе сăвă калать-и, юрлать-ташлать-и — вăл майĕпен кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пуянланса пырать. Çавна май темиçе çул каяллах ача садĕнчи кашни ушкăнра чăвашлăх кĕтесĕ йĕркелерĕмĕр эпир. Вĕсене çуллен пуянлатса, вăхăтпа килĕшӳллĕн улăштарса пыратпăр, — «Пилеш» ача сачĕн ертӳçи Татьяна Карпова çитĕнӳ вăрттăнлăхне уçма ыйтсан çапла каласа пама тытăнчĕ.

Хальхи вăхăтри стандартсене хута ярса пынă май шкулчченхи пĕлӳ паракан учрежденисем воспитани-вĕрентӳ ĕç-хĕлĕнче регион компоненчĕпе усă курма пултараççĕ. Çакăн валли ятарлă программа та пур. Шăпах ун çине таянса ĕçлеççĕ те ятарлă стажировка витĕр тухнă воспитательсем. Пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлĕн çуррине яхăн наци тематикипе çураçуллă майлаштарса пыраççĕ вĕсем.

— Ушкăнри кашни ĕçченĕн — повар е тирпейлӳçĕ таранах — чăваш çи-пуçĕ пур. Ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупса мĕн пур ача валли костюм янтăланă эпир. Халăх çи-пуçĕн ĕлкине воспитательсем хăйсем ăсласа кăлараççĕ — ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ вĕсем. Наци йăли-йĕркипе çыхăннă уявсене ирттернĕ чухне кашни ушкăн ывăл-хĕрĕ пĕрешкел курăнсан мĕн тери илемлĕ! Кирек мĕнле сцена çине тухма та кăмăллă вĕсемпе. Ачасене занятисенче кăтартма-вĕрентме ĕçтешсем халăх çи-пуçĕпе пукане капăрлатрĕç. Хăш-пĕри уйрăмах хастар ку енĕпе. Тĕслĕхрен, Н.Гусельщикова Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ мероприятире, вăл Муркаш районĕнче иртнĕччĕ, пукане валли тумтир çĕлессипе ăсталăх класĕ кăтартни асра, — районта, республика тĕп хулинче иртекен тĕрлĕ ĕç-пуçа хутшăннине пусăм туса калать Татьяна Александровна.

«Пилеш» ача сачĕн воспитателĕсем тата унта пĕлӳпе воспитани илекен ачасем хастаррине Чăваш наци конгресĕн пайташĕсем те палăртаççĕ. Акă общество сумлă çак организацийĕн хĕрарăмсен комитечĕн ертӳçи Юлия Мареева, маларах ЧНК Хĕрлĕ Чутай районĕнчи уйрăмне ертсе пынăскер, йăлана кĕнĕ «Урам вăййисем» фольклор фестивалĕ асăннă садик шăпăрланĕсемсĕр иртменнине палăртать.

— Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче йĕркелекен уявра тăван халăхăн вăййисене кăтартаççĕ ачасем. Ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ- асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ, ыттисем чунтан хĕпĕртеççĕ пĕчĕккисем чăвашлăха сăнланипе киленнĕ май. Воспитательсен пуçарулăхне ытти вĕренӳ, культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем те пысăка хурса хаклаççĕ, — Чутайри чылай çул каялла йĕркеленнĕ ача сачĕн ырă çитĕнĕвĕпе кăмăллă Юлия Петровна.

Конгресс йĕркеленĕ «Чăваш наци çи-пуçĕ — халăхăн культура еткерлĕхĕ» регионсен хушшинчи конкурса «Пилеш» ача садĕнче ĕçлекенсем ушкăнĕпех хутшăнни, «Йăлана кĕнĕ тумтир» номинацире çĕнтерӳçĕ ятне тивĕçни — чăвашлăха сарас йӳтĕмпе тăвакан ĕçсен ярăмĕнчи курăмлă çитĕнӳ.

Ирина ИВАНОВА


Выля-вылях… çемье çавăрнă

— Кĕçĕннине тин кăна çитерсе вырттартăм- ха. Çывăрать. Виçĕ уйăх çитрĕ вăл çурални. Аслисен хальлĕхе тăхтав. Килти ĕç пурнăçланă чухне те канма вăхăт паратăп, — палăртрĕ Ирина манпа калаçма ерçнине систернĕ май.

Патăрьел район центрĕнче пурăнаканскер çамрăк пулин те «5 ача амăшĕ» ята илтме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.

— Хальлĕхе пиллĕк. Турă парсан… тата та çуратăпăр-ха. Эпĕ халĕ 29 çулта кăна вĕт, — йăл кулса ăшшăн пуçларĕ калаçăва Ирина Иванова. — Мăшăр та пӳрт тулли ача-пăча çитĕнтерме килĕшменнине нихăçан та палăртман. Иксĕмĕр те хырăм пăрахассине хирĕç эпир. Кашни ача — кĕтни, хакли.

Арăмĕпе упăшки хăйсем те йышлă çемьере çитĕннине каламалла. Кил хуçи пилĕк ачаран кĕçĕнни пулса ӳснĕ. Мăшăрĕ те — ачашши, улттăмĕш вăл. Иккĕшĕ те Патăрьел салинчен. Иккĕшĕ те спортпа туслă. Уйрăмах волейбола кăмăллаççĕ Ивановсем. Шăпах çак вăйă туслаштарнă та вĕсене.

— 2007 çулта паллашнă эпир. Волейбол турнирĕсенчен пĕрне пуçтарăннăччĕ ун чухне. Тĕрлĕ ăмăрту час-часах иртетчĕ. Уйрăмах хастаррисене район чысне хӳтĕлеме шанатчĕç. Ун чухне эпĕ 9-мĕш класра вĕренеттĕм. Икĕ çул туслă çӳрерĕмĕр. 2009 çулта качча тухма ыйтрĕ. Çурла уйăхĕнче туй кĕрлеттертĕмĕр. Иксĕмĕр те студентчĕ-ха ун чухне. 2010 çулхи чӳк уйăхĕнче Даниил çуралчĕ. Ун хыççăн — Тимофей, унтан Василиса. Анна 2017 çулхи. Халĕ акă тата пирĕн çемьене Виктория пысăклатрĕ, — тăсăлчĕ калаçу. — Ăна аслисем питĕ кĕтрĕç. «Анне, эсĕ çуратма кайрăн-и?» — ыйтаççĕ килте чылай пулманран. Савăнчĕç. Больницăран йăмăкĕ¬пе таврăнсан киле шăппăн çеç кĕчĕç. Вĕрсе хăпартмалли хăмпăсем йăтнă хăйсем. Йыш хутшăнасса хамăрах систернĕччĕ. «Тата-и?» — ыйтнăччĕ вĕсем, — Ирина çак саманта куçĕ умне кăларчĕ курăнать. Йăл кулни сисĕнчĕ.
Туслă йышпа çитĕннĕскерсен, паллах, ывăл-хĕрне те çак ырлăха парнелес килет. Çакна та палăртмалла, Ирина амăшĕ Луиза Лисицына 6 ачине пĕчченех çитĕнтернĕ. Çар çынни пулнă кил хуçи, Александр Александрович прапорщик вилнĕ чухне кĕçĕн хĕрĕ 3 çулта кăна пулнă. Паллах, çăмăл килмен хĕрарăма. Халĕ вара Луиза Николаевна 15 мăнукĕпе савăнать.

Хулана туртăнман Ивановсем, тăван тăрăхĕнчех тĕпленнĕ.

Татьяна НАУМОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.