- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чăваш хĕрарăмĕ» 4 (1181) № 04.02.2021
«Пысăк çурт ачасем пĕчĕк чух кирлĕрехчĕ те…»
Сĕнтĕрвăрринче пурăнакан Коньковсем 6 ача ÿстереççĕ. Хастар та пултаруллă хĕрарăма, Вера Константиновнăна, 2020 çулта Чăваш Республикин «Анне» мухтав паллипе сумланă. Ачисене тĕрĕс воспитани панăшăн тивĕçнĕ ăна хĕр хыççăн хĕр çуратнăскер.
— Ачасем маттур, спорт мероприятийĕсене те хастар хутшăнаççĕ. Аслисем иккĕшĕ йĕлтĕрпе чупма кăмăллаççĕ. Виççĕмĕшĕ мини-футбол вылять. Награда та чылай вĕсен, — пĕлтерет пепкисен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнса амăшĕ.
Коньковсен аслă хĕрĕ, 1995 çулта çуралнăскер, Чĕмпĕрте тĕпленнĕ. Кунтах фармацевта вĕреннĕскер çак хуларах ĕçлет. Мăшăрлă та пулнă ĕнтĕ. Асли хыççăн иккĕмĕшĕ те медицина енне туртăннă. «Сиплев ĕçне» алла илнĕскер — шурă халатлисен йышĕнче. Вăл та Чĕмпĕре кăмăлланă. Виççĕмĕшĕ Çĕнĕ Шупашкарта парикмахер-стилиста вĕренет. Иккĕшĕ шкул сукмакне такăрлатаççĕ, ашшĕ- амăшне «пиллĕксемпе» савăнтараççĕ. Кĕçĕнни ача садне çÿрет.
— Ачасем пурте тăрăшуллă, хастар. Кил-тĕрĕшре те пулăшаççĕ. Эпĕ хам та çемьере вуннăмĕш ача пулса çитĕннĕ. Пирĕн аннен Галина Ивановнăн /Вăрнар районĕнчен. — Авт./ «Ача амăшĕ героиня» орден пурччĕ. Кун çути парнеленĕ тăванăм халĕ çук ĕнтĕ, унăн наградисем кĕçĕнни тесе ман патăмра упранаççĕ, — тет Вера Константиновна амăшĕпе мăнаçланнине палăртса.
Хăй те сумлă наградăна тивĕçнĕскер «Анне» палла куллен ĕçе çакса çÿренине калать.
— Ăна сунтăхра вырттарма паман вĕт. Мĕншĕн çакас мар? — тет почта тытăмĕнче ĕçлекенскер.
Пăхма – илĕртÿллĕ
Кил-çурт тулли ача-пăча сасси янăрани аван паллах. Амăшне хисеп тунине те ырламалла кăна. Çав вăхăтрах нумай ачаллă çемьен кăткăслăх та сахал мар. Коньковсене пурăнмалли кĕтес ыйтăвĕ темрен ытла канăçсăрлантарать.
Çурт-йĕр черетне çемье 2012 çултах тăнă. Ун чухне вĕсен 5 ача пулнă. 2016-мĕшĕнче улттăмĕш пепке кун çути курнă. Хваттерпе вара 2019 çулта тивĕçтернĕ. Çемьешĕн 97 тăваткал метр та çителĕклĕ пулнă-ха, анчах вĕсене 150,5 лаптăк йышăнаканнине сĕннĕ. Ăна туянмашкăн 2,8 миллион тенкĕ тăкакланă Атăлçи ял тăрăхĕн администрацийĕ. Хваттере пăхса çаврăннă çемье: пысăк. Ялта 27 тăваткал метрта хĕсĕнсе пурăнма вĕреннĕскерсене ирĕклĕх илĕртнĕ ахăртнех. Тепĕр тесен, кашни кăлтăка пĕрре пăхнипех асăрхайăн-и? Пушшех те, кунта çынсем пурăннă вĕт — эппин, вĕсем те хÿтлĕх тупма кирлĕ. Юсав çуккине те, чÿрече рамисем тахçанах сăрă курманнине те, лаптăкĕ пысăк пулин те пÿлĕмсем мелсĕр вырнаçнине те асăрхаман мар-ха Коньковсем. Анчах çакă кăмăлĕсене хуçман темелле. Кил-çуртри хăтлăхпа тирпей хăйсенчен килнине ăнланнă.
Шкула кайма вăхăт çитиччен ачисем çĕнĕ вырăна хăнăхма ĕлкĕрччĕр тесе 2019 çулхи утă уйăхĕн вĕçĕнче ялти пĕчĕк çуртран хулари пысăк хваттере куçнă. Савăнса кăна пурăнмалла. Икĕ хутлă хваттер, чăн та, пĕчĕк мар. Пысăк пÿлĕмĕсемпе тыткăнлать. Ялти çурт пек уйрăм алăкран кĕрсе-тухмалли те аван. Çав вăхăтрах пĕрремĕш хут вырнаçнă лаптăк путвал пулмалла пек. Нумай хваттерлĕ çурт тикĕс мар вырăнта ларнăран унăн хăрах айкки виçĕ хутлă çурт майлах пулса тухнă. Чăн та, пÿлĕмсене пурăнма юрăхлă тесе тахçанах палăртнă. Анчах пĕрремĕш хутри стена тепĕр енче — çурт путвалĕ. Мĕн пур хваттертен килекен каяшсен пăрăхĕсем те Коньковсен урайĕ айĕпе иртеççĕ. Çакна пулах пĕр тумхах хыççăн тепри тупăннă. Çулталăк хушшинче пăрăхри каяш шывĕ 7 хутчен тапса тухнă! «Шыв юхтараканни те, çÿп-çап пăрахаканни те хăвăр — тасатăр», — пулнă ТСЖ ĕçченĕсен хуравĕ. Çакна кура ку ыйтăва кил хуçи хăех татса панă-ха, каяш пăрăхне алă айĕнчи хатĕ-рсемпе тасаткаланă.
Саккунпа килĕшÿллĕн каяш пăрăхĕсем маччара, стенара е урайĕнче пулмалла мар. Çакă çынсене чăрмав кÿрет тĕк — пушшех. Асăннă лару-тăрăва шута илсе ЧР прокуратури ял администрацийĕ нумай ачаллă çемьене пурăнма юрăхсăр çурт- йĕрпе тивĕçтернине çирĕплетнĕ. Вырăнти ертÿлĕх яваплăхне тишкермешкĕн ĕçе следстви комитетне ярса панă.
Шыв сассипе вăрансан…
Пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнче вара чăн инкек сиксе тухнă. Шыв юхнă сасăпа вăранса кайнă кил хуçи арăмĕ.
— Хваттере каяш шывĕ хăпарать — эпĕ вара нимĕн те тăваймастăп. Тăрă шыв та мар-çке! Çакăнран хăрушши мĕн пур-ши? Пĕр пуçлăх патне шăнкăравлатăп — хăйĕн ĕçĕпе кайнă, тепри ку ыйтăва хамăра татса пама хушать, — ним тума пĕлменрен интернетра тĕрлĕ ведомство номерĕсене шырама пикеннĕ хĕрарăм. Çурт-йĕр инспекцийĕ çывăх вăхăтра çитме шантарнă. Раççей МЧС ĕçченĕсемпе телефонпа çыхăнсан çеç шыва пырса чарнă. Талăкран.
— Юрать-ха ун чухне кĕçĕннисем килте çукчĕ. Аппăшĕ патне хăнана кайнăччĕ. Ял тăрăхĕн администрацине ыйту çыртăм, прокуратурăна та çитрĕм. Тепĕр кунхине килсе акт çырчĕç. Юсав ĕçĕсем ирттерме урай хăйпăтмалла тесе палăртрĕç. Пăрăхсем кивелни, çÿп-çаппа тулса ларни палăрчĕ. Паллах, бетон айĕнче те шыв кÿлленсе тăратчĕ. Кивĕ пăрăха çĕннипе улăштарчĕç. Анчах çак ĕçсем пĕр эрнере пулман вĕт, уйăхĕ-уйăхĕпе тăсăлчĕç. Шăтăка вăхăтра хупламанран килте йĕке хÿресем те чупма тытăнчĕç. Хамăр çинчен çине-çинех аса илтерме тиврĕ... — палăртать Вера Константиновна.
Чи пысăк çитменлĕхе сирнĕ темелле — пăрăха улăштарнă. Килес 20 çулта нимĕнле ыйту та пулмалла мар тесе шантараççĕ. Çапах пур ĕçе те вĕçне çитернĕ теме çук-ха. Урайне линолеум халĕ те сарман.
Ыйту сиксе тухнăранпа вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те, ТСЖ председателĕ те улшăннă. Çĕнĕ ертÿлĕх ыйтăва çывăх кунсенче татса пама шантарать.
— Нимĕнле чăрмав та çук. Хваттере юсама 2021 çулхи бюджета укçа хывса хăварнă. Хальхи вăхăтра ĕçсене кам пурнăçласса палăртас тĕлĕшпе конкурс пырать. Вăл вĕçленсенех линолеум сарăпăр, плинтуссем вырнаçтарăпăр, — пĕлтерчĕ Атăлçи ял тăрăхĕн тивĕçне нумаях пулмасть кăна пурнăçлама тытăннă Эдуард Чернов.
Социаллă мелпе тара панă хваттере хăтлас тĕлĕшпе Коньковсем хăйсем те сахал мар тăрăшаççĕ. Урайне пĕр шит таран шыв тулнăран исленсе юрăхсăра тухнă обоя улăштарнă. Сĕтел-пукана нÿрĕк шăрши çапиччен илсе тухма васканă. Çав вăхăтрах кантăксем кивĕ. Балкон алăкĕсем те ăшă тытмаççĕ. <...>
Татьяна НАУМОВА.
♦ ♦ ♦
Кашкăра та парăнман
Ватăлнăçемĕн тăван ен ытларах та ытларах аса килет. Етĕрне районĕнчи Кăкшăм ялĕнче иртнĕ ачалăхăм, шкул çулĕсем, çамрăклăх куç умне тухаççĕ. Аслатиллĕ çумăр хыççăн урамра юхакан шыв тăрăх çарран чупнисем, çуллахи шăрăх çанталăкра кунĕпе пĕве хĕрринче чăмпăлтатни, çитĕнерехпе бригада халăхĕпе лавсем çине ларса Бараниха патĕнчи улăхра утă пуçтарни, кунти Выл юхан шывĕнче рехетленни ĕмĕрлĕхех асра юлнă. Те çанталăк вăл вăхăтра ăшăрахчĕ, те хамăр çамрăк пулнăран шывра пĕртте сивĕ марччĕ.
Халăх та вăл вăхăтра урăхларахчĕ çав. Килти кăвакалсене кÿлĕ хĕррине пĕр хутчен хăваласа каяттăмăр та — вĕсем унта кĕркуннечченех пурăнатчĕç. Халĕ çапла хăтлансан тепĕр ирччен пĕр кăвакалсăр тăрса юлăн.
Тăвансем пĕр-пĕринпе темиçе сыпăк таран хутшăннă, хăнана çÿренĕ. Мамак, маçак, кукам, кукаç, инке, кимек /Етĕрнесем килеме çапла калаççĕ/, аки, кукка, пичче, мучук, мăнак - кашнин хăйĕн ячĕ те, ачаран аслисене çав сăмахсемпе калама вĕрентнĕ. Ку е вăл çын пирĕн ратнери тăван пулни тÿрех паллă капла.
Пирĕн анне нумай ачаллă çемьере ÿснĕ, кукам Ирина Максимова 9 ача çуратнă. Виççĕшĕ чирлесе пĕчĕклех вилнĕ, тепĕр иккĕшĕ — хĕрпе каччă пулсан. Кукамăн аслă хĕрĕ, пирĕн мăнак, ĕç ветеранĕ Пелагея Анисимова 1918 çулта çуралнă. Вăрçăччен вăл хамăр урамрах пурăнакан, хăйĕнчен виçĕ çул аслăрах йĕкĕте Павел Живаева качча тухнă. Павăла çара 1938 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче илсе кайнă, вăрçă хирне вăл 1941 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче лекнĕ. «Память народа» сайтра Павел Живаев сержант 1941 çулхи юпа уйăхĕнче хыпарсăр çухалнине палăртнă. Мăнакăн ячĕ те пур унта.
Мăнак пирĕнтен икĕ кил урлă пурăнатчĕ, пирĕн пата кулленех килсе çÿретчĕ, хамăр та вĕсем патĕнчен тухма пĕлмен. Пахчинчи Мичурин сорт чие çырли ирех пулса çитетчĕ, хамăрăннисем пиçсе çитиччен вĕсенне çиме каяттăмăр. Мăнак качакасем усратчĕ, вĕсене çитерме кашни кунах çырманалла хăваласа каятчĕ. Сĕчĕпе пире те час-часах хăналатчĕ, вăл сывлăхшăн усăллине калатчĕ.
Çуркунне тăванăм пире Сарьял айккипе юхса выртакан Выл юхан шывĕ хĕррине ыхрути пуçтарма, çулла вара çавăнтах хура хурлăхан пухма илсе каятчĕ. Çула май Сарьялта пурăнакан тăвансем патне кĕрсе хă-наланни асра юлнă. Мăнакăн амăшĕ, пирĕн кукам Ирина Ивановна, Сарьял хĕрĕ пулнă. Илле кукка, Укахви аки патĕнче хăналаннине ас тăватăп.
Пелагея Анисимовнăн вăрçă нушисене тÿссе ирттерме тивнĕ. Вăл та Сăр хĕррине окоп чавнă çĕре хутшăннă: унта ĕçлекенсем патне апат турттарнă. ЯМОЗ айне, Кăкшăм витĕр, унтан Палтайпа Йĕкĕт ялĕсем урлă — кашни кун.
— Çил-тăман çавăрттарать-и, пит-куçа тăм тивет-и, шанса панă лашам йывăр çула хĕнпе парăнтарать-и, кĕртсем урлă аран ашса пырать-и — ниме пăхмасăр çитес çĕре çитмеллине, ĕçлекенсене манран та йывăртараххине ăнланса хама-хам лăплантараттăм, — каласа паратчĕ вăл куççуль витĕр. — Лашам Салават ятлăччĕ. Урапа çине хăмасенчен ещĕк пекки майлаштарнăччĕ, унта апат-çимĕç тиеттĕмĕр: çăкăр, шăнса хытнă пĕçернĕ çĕр улми, ытти-хытти… Шăн çимĕçе окоп чавакансем кăвайт чĕртсе ăшăтса çиетчĕç.
Çитес çул самаях вăрăмччĕ. Пĕррехинче Салават тăрук чарăнчĕ те хартлатма пуçларĕ. Лашана итлеттерейместĕп. Тинкеререх пăхрăм та — лаша умĕнче те кашкăр, те пысăк йытă тăрать. Мĕн тăвас? Мĕнле хăтăлас? Кăшкăрас — сассăм çĕтсе ларчĕ, пур пĕрех никам та илтсе пулăшас çукчĕ. Нимĕн тума аптранипе чĕтрекен аллăма ещĕке чиксе темиçе çĕр улми туртса кăлартăм. «Санăн çиес килет пулĕ-ха, çи, анчах пире ан тĕкĕн», — тесе пахча çимĕçе çул айккине пăрахса патăм. Хайхискер апат хыççăн сикрĕ, пуçне чиксе кăшлама пуçларĕ. Салават карт! туртăнса малалла тапса сикрĕ, — мăнак каланă май çурăм тăрăх сивĕ чупрĕ. — Окоп чавакансем бараксенче пурăнатчĕç. Тăхăннă çи-пуçа ниçта типĕтмелли те пулман, хăш-пĕр чухне вĕсен йĕпе тумтирне яла тиесе килеттĕм, тепре кайнă чухне тăванĕсенчен типĕ япала илсе кайса параттăм.
Кăкшăм хĕрĕ Анна Максимова /Кузьмина/ аса илнĕ тăрăх, окоп чавакансене ятарлă тум — мамăклă хулăн шăлавар — панă. Анчах чăваш хĕрĕсем арçын йĕмне тăхăнма вăтаннă, пиртен çĕленипех çÿренĕ. Сивĕпе шăнса ура пĕççисем çур-каланнă, юнланса тăнă. Хĕрсен хăйсен нушаллă кунĕсем те пулаççĕ-çке, хăшĕ-пĕри çав вăхăтра хытах канăçсăрланать. Теприсен çав тапхăр чылая тăсăлать, ниме пăхмасăр çаплипех ĕçлеме, нормăна тултарма тивнĕ.
Хăш-пĕр чухне ĕçлекенсене çи-пуç типĕтме е улăштарма, апат-çимĕç илме киле янă. Атликасси хĕрĕ Мария Яргутова та пĕрре çапла юлташĕпе киле таврăнать. Нушаллă пурнăç пирки каласа панă хыççăн килтисем хĕре шеллеççĕ, ăна урăхран окоп чавма ярас мар теççĕ, мачча тăррине пытараççĕ. Пĕчĕк шăллĕне аппăшĕ пытаннине никама та калама хушмаççĕ. Часах ял канашĕнчен хĕре шыраса килеççĕ. Тупаймаççĕ, арçын ачаран аппăшĕ пирки ыйтаççĕ. «Вăл мачча тăррине пытанса ларнине никама та калама хушман», — хуравлать пĕчĕкскер. Марьене каллех окоп чавма, тăшман çулне хуплама илсе каяççĕ. <...>
Галина ЗОТОВА, Хĕрлĕ Чутай районĕ.
♦ ♦ ♦
Чиртен сыхланма прививка тумалла
Тĕрĕс апатлантарнипе пĕрлех сысна çурине чир-чĕртен вăхăтра сиплени пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене килти хуçалăхри ытти чĕр чунпа пĕрле тытмасан та тĕрлĕ амак çулăхма пултарать. Çавăнпа та прививка тусан аван.
Аш-какай валли усракан выльăха çуралсанах укол тумалла. Унсăрăн, ялта пĕр сысна анчах аптрасан та, ăна тытакан хуçа инçе пурăнать пулсан та чир çакланас хăрушлăх пур.
Прививка тăвиччен сысна ăратне лайăх тĕпчесе пĕлмелле. Чăн та, хальхи вăхăтра питех аптра-маннисем те пур. Сăмахран, Венгри Мангалици ăрат чирлесех каймасть.
Сысна çăвăрласанах темиçе кун çурасене нимĕнле укол та тумалла мар. Пĕр 3 кун иртсен вара ĕçе пуçăнма юрать. Ыйтăва татса пама ветеринара чĕнсен аван — вăл çура хăйне мĕнле туйнине лайăхрах ăнланать.
Чи малтан юн сахаллинчен /анемирен/ прививка тăваççĕ, йĕппе хăлха хыçĕнчен тиреççĕ. Асăннă чиртен вакцинăна виçĕ кун пĕр сиктерми ирхине тăваççĕ.
Шăмă япăх аталанасран /рахитран/ сыхланмалли ĕçе малтанхи прививка хыççăн 10 кунран сахал мар иртсен пурнăçлама юрать. Вакцинацисĕр пуçне выльăха апата вĕтетнĕ пурă, шапа хуранĕ, пулă çăвĕ хушса парсан аван.
Сальмонеллезран сыхланасси — чи пĕлтерĕшли. Сальмонелла сывă сыснаран та ерме пултарать. Асăннă амакпа выльăх вилмеллех аптрамасть, анчах чир йывăррăн иртет, организма хавшатса хăварма пултарать. Прививкăна 2 тапхăрпа тăваççĕ. Пĕрремĕш хут — çура 20 куна çитсен, иккĕмĕшне — малтанхи хыççăн пĕр эрне иртсен. <...>
♦ ♦ ♦
«Тух-ха, Ванюк, урама...»
Вырăсла калаçса çитĕнекен ачасене чăваш чĕлхине вăйă урлă вĕрентме пулать. Ача садĕнче тăрăшакан воспитательсем шăпах çакна шута илеççĕ.
Вăйă, чи малтанах, пĕчĕкскерсен тавра курăмне аталантарать. Çĕнĕ сăмахсене ăша хывма пулăшать. Вылянă чухне ачасем япала ячĕсене, тĕсĕсене, паллисене чăвашла калаççĕ.
Эпĕ тĕпренчĕксем чăваш чĕлхине вĕренччĕр тесе тĕрлĕ мелпе усă куратăп. Сăмахран, «Тяп-тяп тяп тума...», «Автан тус», «Путене», «Мулкач юрри», «Ки-ки-ри-ки сар автан...» юрă çаврăмĕсене тăпăрт- тăпăрт ташласа, тĕрлĕ хускану туса шăрантаратпăр. Пĕчĕкскерсене «Пÿрнесем», «Кашни йытăн ячĕ пур», «Çемье» пÿрне вăййисем те килĕшеççĕ. «Акă пирĕн кушак тус», «Çерем ватса вир акрăм», «Тух-ха, Ванюк, урама...», «Хурчка», «Ят пĕлмелле», «Мулкач ларать» вăйăсем вăхăтĕнче вара вырăнтан тăрса чупма пулать. <...>
Светлана ТУКТИНА, Шупашкарти 178-мĕш ача сачĕн воспитателĕ.
♦ ♦ ♦
«Эпĕ пур та, пулăп та»
«Эпĕ пур та, пулăп та», — пурнăçра кирек камăн та шăпах çакнашкал чĕнÿпе пурăнмалла-тăр. Курнăçланни те, харсăрланни те, мăнаçланни те, мăн кăмăлланни те çук ку сăмахсенче. Ниме пăхмасăр, йывăрлăхран хăрамасăр, чăрмавсене парăнтарса малалла талпăннине ырламалла кăна. Йывăр чирпе асаплансан та пуç усма юрамасть. Ырра шанни, çутă пуласлăха ĕненни пурăнма вăй-хал хушать. Утăм хыççăн утăм тума нимрен ытла шăпах çакă кирлĕ те.
Чир-чĕрĕ вара… Темли те çулăхать. «Усал шыçă» тенине час-часах илтме тивет. Аслисене те, кĕçĕннисене те хĕрхенмест вăл. Ку амак аталансах пырать. Паян, нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче, пĕтĕм тĕнчипех усал шыçăпа кĕрешмелли куна паллă тăваççĕ. Асăрхарăр-и — «кĕрешмелли» тет. Эппин, усала парăнтарма та, унран сыхланма та пулать. Ахальтен мар 2016-18 çулсенче асăннă куна «Эпир пултаратпăр. Эпĕ пултаратăп» чĕнÿпе ирттернĕ. 2019 çулта вара çÿлерех асăннă сăмахсене суйланă.
Усал шыçă организмăн кирех хăш пайне те хавшатма хатĕр. Ку амак çакланни пысăк инкек паллах. Çав вăхăтрах специалистсем чир мĕнле сăлтавсене пула аталаннине уçăмлатнăран çĕнĕ тĕслĕхсен 1/3 пайне сирме май пур. Шыçă аталанма пуçланине малтан-хи тапхăртах палăртни сиплев витĕмлĕ те тухăçлă пуласса шантарать. Кăна пурте пĕлетпĕр. Тĕрĕссипе, хăть те хăш чире ирттересси те çак ăнлав çинче никĕсленет: маларах асăрхаса мĕн чухлĕ хăвăртрах сиплеме пуçлатăн — витĕмĕ çавăн чухлĕ курăмлăрах.
Ÿпкене, вар-хырăма, пĕвере, хулăн пырша тата сĕт парĕсене ытларах суйлать ку чир. Пытармăпăр, усал шыççа пула пурнăçран уйрăлакансен шучĕ те сахал мар. Инкеклĕ вĕçленекен тĕслĕхсен виççĕмĕш пайĕ арçын е хĕрарăм апатланăвĕпе, пурнăç йĕркипе тÿрремĕнех çыхăннă. Кĕлетке виçи пысăк пулни, пахча çимĕçпе улма-çырла сахал çини, хускану çитменни, тĕтĕм-сĕрĕмпе чыхăнни, эрех-сăрапа иртĕхни — çаксем организма пысăк сиен кÿреççĕ. Кун пек чухне, паллах, профилактика çинчен аса илес килет. Анчах та чылай чухне унăн витĕмне ĕненсех пĕтерейместпĕр-ши?..
Раççейре онкологи чирĕсемпе кĕрешес тĕлĕшпе тĕрлĕ ĕç пурнăçланать. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ те усал шыççа пула çын вилнĕ тĕслĕхсен йышне чакарма май парать. Медицина пĕр вырăнта тăмасть паян: чир-чĕрпе кĕрешмелли мелсем те çулран çул çĕнелсех, вăй илсех пыраççĕ.
Республикăра та ку ыйтăва пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Наци проекчĕ пурнăçланнă май кăçал онкочирсемпе кĕрешме 1 млрд тенкĕ яхăн тăкаклама палăртнă. 2024 çулччен Республикăри онкологи диспансерĕ валли тĕрлĕ хатĕр туянмашкăн 1,05 млрд тенкĕ уйăрмалла.
Онкодиспансер çумне çĕнĕ корпус та çĕклесшĕн. Кун пирки ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев «Ростех» ПК гендиректорĕпе Сергей Чемезовпа килĕшĕве алă пуснă. Çĕнĕ объект хута ярас ыйтăва шăпах патшалăх корпорацийĕ тимлĕ. 8 пин тăваткал метр лапамра радио-изотоп препарачĕсем туса кăлармалли условисем йĕркелесшĕн, реабилитаци комплексĕсем хатĕрлесшĕн.
Усал шыçăпа кĕрешмелли çĕнĕ майсем туни лайăх паллах. Ку тĕлĕшпе республикăри лару-тăрăва халĕ те япăх тесе хакламалла мар. Клиника онкологи диспансерĕнче «Сывлăх шкулĕсем» те аван ĕçлеççĕ. Профилактика ирттерес, чире малтанхи тапхăртах тупса палăртас тĕлĕшпе ырă канаш нихăçан та пăсăк пулас çук. Йывăр лару-тăрăва лексен, паллах, ăшă сăмахпа хавхалантаракан кирлĕ. Специалистсем çакна та шута илнĕ. Диспансер çумĕнчи «Пурнăçшăн» психологи центрĕн витĕмĕ пысăк. Кунта чирлисемпе, вĕсен тăванĕсемпе курса калаçаççĕ. <...>
Татьяна НАУМОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас