«Чăваш хĕрарăмĕ» 39 (1164) № 01.10.2020

1 Юпа, 2020

Шупашкар тăрăхĕнчи Самоккассине сакăр теçетке урлă каçнă Николайпа Елизавета Ивановсем пĕр сукмакпа 55 çул утаççĕ. Вĕсем çак ÿсĕмре пулнине каламасан тавçăрас та çук. Шÿтлемесĕр, пĕр-пĕрне каччăпа хĕр чухнехилле вăрçтарса илмесĕр кун та иртмест вĕсен. Ватлăх çинчен шухăшлама-и кун пек чух? Кăçал картари икĕ ĕнине хулара пурăнакан ачисем çине тăнипе сутса янă та — аптăранă килти юр-варсăр. «Юрать пăру пур, ăна чуптартăмăр-ха. Пахча çимĕç ăнса пулчĕ — ăçта хурас? Сывлăх пултăр та — хамăрăн ĕне сĕт-турăхĕпех ăша кантарасчĕ», — теççĕ куллен пилĕк авма хăнăхнăскерсем. Кĕлеткине вара хăйсем тăрăшнипе пĕкĕрĕлме памаççĕ: Шорккари аслă çултисем валли йĕркеленĕ «Ылтăн ÿсĕм» клуба куллен тенĕ пекех васкаççĕ. Тăватă çухрăмри яла кайса килсе ывăнмалăх пур, анчах çынсемпе хутшăннăран вăй кĕнине палăртаççĕ хастарскерсем.

Пакунĕ кăмака купалама чармасть

— Ыран кĕтÿ черечĕ-ха. Ĕне усракан ялта сахал, сурăх-качака пур пăртак, — чăпăрккине хатĕрлет Николай Иванович, выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк аван илĕхекен хуçалăх пуçĕ.

Толикассире 8 ачаллă çемьере çитĕннĕскер ял кĕтĕвне пăхма 6 çултанах пуçăннă вăл. 70-80 пуç таран шултăра мăйракаллă выльăха виççĕн çитерсе çÿренĕ. Кĕтĕве ирхине тăваттăрах хăваланă, тавралăх тĕттĕмленме пуçланнă чух тин яла кĕртнĕ. Канăçсăр ĕçе ача-пăча тутă пулассишĕнех кĕрĕшнĕ ун чухне.

— Выçăллă-тутăллă кăна пурăннă-ха та, çемьере пĕри хăй тăранса пурăнни те атте-аннешĕн самай пулнă-тăр. Питĕ йывăр чухне крахмал пуçтараттăмăр. Пĕррехинче эпĕ, пĕчĕкскер, шăннă çĕр çийĕн утса ĕнтĕркенĕ, çывăрса кайнă. Юрать-ха çынсем ăçталла танкăлтатнине курнă, — сумлă ÿсĕмри кил хуçин çăмăл мар ачалăхĕ паян та куç умĕнчех.

Аслă классенче Иккасси шкулне çуранах çÿренине каласа кăтартать ватă. Кÿршĕ яла утаканни 34 ача пулнине те ас тăвать. Хĕллехи кунсенче тул çутăличченех çула тухма тивнĕрен кĕлте чĕртсе унăн çутипе сукмак такăрлатнине епле манăн? Уйра кашкăрсем сиксе тухни те куçĕ умĕнчех. Çунакан кĕлте çутинчен хăраса кăна пăрăнса утнă-мĕн хăрушă чĕр чун.

Вăтам пĕлÿ çинчен аттестат алла илсен Николай Иванов Чăваш-вырăс театрне пырса тухать. Сцена ĕçченĕнче вăй хумашкăн йĕкĕте куккăшĕ Василий Куприянов сĕннĕ. Пушă чухне Коля çыхăну тытăмĕнче тăрăшакан тăванĕпе пĕрле те ĕçленĕ.

— Питĕ лайăх ас тăватăп: ун чухне, 1958 çулта, хулипе 968 телефон абонеменчĕччĕ. Вырăнтан вырăна çÿреме велосипед паратчĕç. Линисене тĕрĕс-тĕкел ĕçлеттерессишĕн яваплăччĕ эпир. Театрта вара декорацисемпе, сценăна спектакль валли хатĕрлессипе тăрмашаттăмăр. Ăна çаврăнакан турăмăр. Артистсем /ун чухнехисенчен паянччен ĕçлекенскерсене Валерипе Нина Яковлевсене кăна ас тăватăп/ гастроле тухса кайсан пирĕн техникăпа ĕçлемеллеччĕ, декорацисене пуçтарса тирпейлемеллеччĕ. Склад пысăках марччĕ — йăлтах шăнăçтарма тиветчĕ, — республикăн культура вучахĕ еплерех аталаннине никам сăмахĕнчен мар, хăй те çав тытăмра тăрмашнăран пĕлет çулланнă арçын.

Хăйĕн тÿрĕлĕхĕпе, ĕçе тĕплĕ пурнăçланипе Николай Ивановича яваплă вырăнсене çирĕплетнĕ. Салтак ячĕ тухсан Свердловскра /халĕ — Екатеринбург/ кĕçĕн командирсен шкулĕнче пĕлÿ илнĕ, çар 46- мĕш базинче — вăрттăн чаçра — отделени командирĕнче хĕсметре тăнă. Тăван яла таврăнсан колхозра техникăпа ĕçлеме пикеннĕ. Часах çамрăка çар комиссариачĕ чĕнтернĕ.

— Шупашкарти резина-техника япалисен заводĕнче пушар сыхлавĕн кĕçĕн инспекторĕнче тăрăшма пуçларăм. Каярах Чрезвычайлă лару-тăру министерствин тĕп управленийĕнче ертÿлĕхре вăй хума тÿр килчĕ. Майор званийĕпе тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕç каçалăкĕнчен кайман: Вырăс драма театрĕнче сыхлав пуçлăхне çирĕплетрĕç, — пурнăç сукмакĕн йĕрĕпе паллаштарчĕ тăтăшах халăх хушшинче пулнă сумлă ватă.

Хăйне кирек миçе çăлтăрлă пакун чыс кÿрсен те мăн кăмăллăх сырăнман ун çумне. Çакна вăл хура ĕçрен нихăçан та ютшăнманни çирĕплетет. Çамрăк чухне кăмака тума хăех хăнăхнă. Ку таранччен çак ĕçпе хăш-хăш тăрăха кăна çитмен-ши? Пĕлĕш-тăван урлă унăн алă çыпăçулăхĕ çинчен ăçта илтеççĕ — çавăнта йыхравлаççĕ. Халĕ ак Сарапакасси ял тăрăхĕнче пĕччен пурăнакан пĕр сусăра янтăласа парасшăн вăл ăна. Ăста палăртнă тăрăх, газ тахçанах кĕртнĕ кил-сенче пурăнакансем те вырăс кăмакишĕн тунсăхлаççĕ, ăна хăтлама Николай Ивановича ыйтаççĕ. Газ тенĕрен, Самоккассисем çут çанталăк кунашкал ырлăхĕпе усă курма пуçланăшăн хастар çак арçыннах пуç тайма тивĕç. Самай чупкаланă вăл хăйсен тăрăхне газпа тивĕçтерессишĕн. Пĕр вăхăт староста тивĕçне те пурнăçласа пурăннă хастарскер.

— Эпĕ завода вырнаçнă вăхăтра пичче мастерскойра ĕçлетчĕ. Атă-пушмак, сунчăк юсатчĕç, алса-перчетке çĕлетчĕç. «Вĕренес килет тĕк пыма пултаратăн», — терĕ мана тăванăм. Ĕçрен пушă чухне — канмалли кунсенче — каяттăм. Çапла хăнăхкаласа пытăм, хушма тупăш вара пурнăçа йĕркелеме чухахчĕ, — çак ĕçсенчен халĕ те писменскерĕн çĕвĕ машини ялан сĕтел çинче.

Николай Иванович кĕмĕл волонтерсен йышне кĕнĕренпе вара вăл çĕленĕ алса тулĕ районĕпех саланнă-тăр. Çывхаракан Ватăсен кунĕнче парнелеме кăна сакăр-тăхăр мăшăр хатĕрленĕ ÿркенменскер.

— Мăшăрăм чăнах ылтăн алăллă. Эпĕ хушпу-ама ăсталама ларсан мана пулăшмасăр та чăтаймасть. Пулас хушпу «калпакне» пиртен касса çĕлет. Çурăм хыçне пулакан хăйăва та майлаштарать. Çакнашкал ĕçе эпĕ ун пекех хăвăрт тăваймастăп та. Манăн вара тенкĕ-шăрçа çĕлемелли кăна юлать, — хăйсем чăннипех çÿпçипе хупăлчи пулнине ĕнентерет Елизавета Филипповна.

Арча тулли капăрлăх

Кил хуçи мăшăрĕ янтăланă хĕрарăм капăрлăхĕ — арча тулли. Хĕр чухне инкĕшĕн туприне курнă хыççăн Лисукăн кĕмĕл-пăхăр тенкĕсенчен хăйĕн те тухья-хушпу хатĕрлессипе аппаланса пăхас килнĕ. Шупашкара ĕçе вырнаçсан суту-илÿ тĕрлĕ вырăнĕнче хăйне кирлĕ хатĕр-хĕтĕре курсан туянма енчĕкри юлашки укçине те шеллемен. Заводра ĕçлекен тăванĕсен йышĕнче пăхăр укçа çутатса паракан тăванĕ те тупăннă. Çапла наци тумĕн эрешлĕ япалисене пĕрин хыççăн теприне ăсталанă. Çаврăнăçулăхĕ ÿссе пынă май хăйсене те çĕлесе пама ыйтакан йышланнă. Кама — парнен, кама укçалла панă алă ăсти.

— Пурăна киле туй арăмĕсем, пултарулăх ушкăнĕсем, шкул ачисем валли янтăлама тÿр килчĕ. Хамăр тăрăхри клуба юрлама çÿрекенсене кăна мар, Çĕрпÿ районĕнчи пĕр ушкăн валли те пĕр пек 10 хушпу çĕлени асрах, — палăртать Елизавета Филипповна.

Сарпак ялĕнче çуралнăскер шкулта çичĕ класс вĕреннĕ хыççăн малалла пĕлÿ илеймен вăл — колхозра ĕçе пуçăннă. Ашшĕне, вăрçăран сусăрланса таврăннă салтака, бригадира çирĕплетнĕ те — хĕрĕ тăтăш килĕрен çынсене чĕнме çÿренĕ, аслисемпе пĕрле хире васканă.

— Кÿлнĕ лашапа çÿреттĕм. Улăм та, тислĕк те пайтах турттарнă. Килте икĕ шăллăма пăхасси ман çинчеччĕ. Çапла ялан ĕç тиенĕренех ялтан хуланалла тартăм, кайран ав мăшăрпа каллех ялалла килтĕмĕр, — шÿтлесе те чăнласа калать Лисук аппа. — Хулара манăн тивĕç строительство машинисене ĕçлеттересси пулса тăчĕ. Ытти хĕр-хĕрарăм хушшинче правурлăхпа уйрăлса тăнăран-ши — ялан яваплă çĕре çирĕплететчĕç. Шофера вĕренме ярасшăнччĕ те — каймарăм. Ĕç каçалăкĕ вăй хумалли вырăнтах — стройкăра — иртрĕ, — хăйĕнче ялан арçынла харсăрлăх тапнин вăрттăнлăхне уçать кĕмĕл çÿçлĕ çамрăк мар хĕрарăм.

Ивановсен пурнăçри хастарлăхĕ вĕсен пахчинче те курăнать. Мĕн тĕрлĕ пахча çимĕç, улма-çырла çитĕнтермеççĕ-ши — çамрăк та вăй питти ÿсĕмрисемшĕн те — тĕслĕх.

— Манăн кăмăл çавнашкал: куçа уçсанах пахчана тухатăп. Эп лартнă калча чĕрĕлнĕ-и, чечек çеçке çурнă-и, çырла пиçнĕ-и — пурте кăсăклă маншăн. Çу каçипех ана çинче кĕшĕлтетсе вăхăт иртет. Чăннипех киленÿ кÿрет çĕр ĕçĕ, — ремонтантлă çĕр çырли хĕп-хĕрлĕ çимĕçпе хăналасшăн хыпаланать ватă.

Ивановсем икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Вĕсем — Александрпа Игорь — ашшĕ çулĕпех кайнă. Шалти ĕçсен министерствин ĕçченĕсем пенсие тухнă пулин те ĕçрен кайма васкамаççĕ-ха. Ачисене тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕшĕн Николай Ивановичпа Елизавета Филипповна «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» медале тивĕçнĕ.

(Сакăр теçетке — чикĕ мар)


Ир тăрса куçа уçса ĕлкĕриччен телефон пăнк! та пăнк! тума пуçланинченех ăнланатăп — татах темĕнле уяв паян. Интернет хыпарĕсене шĕкĕлчесех тăракансем татах хыпар хыççăн хыпар, салам хыççăн салам яраççĕ. Тĕнчере темĕн те пулса иртет, пурне те сăнаса ĕлкĕрме çук. Е ытама илмелле пурне те, е Хĕр, Ывăл кунĕ, асанне, асатте уявĕ… Лайăх пуль-ха вăл — уяв тени, анчах та кашни кун мĕне е кама та пулин халалланипе унăн пĕлтерĕшĕ те, сĕмĕ те çухалать пулас вăхăт анинче.

Паян вара ирех Вера, Надежда, Любовь кунĕпе саламсем йышăнма пуçларăм. Мĕн тумалла-ха кун пек чух? Хамăрăн хăнăхнă уявсенче ир тăрсан тÿрех чуста лартма чупатпăр — ара, чи кирли, çатма шăрши кăлармалла. Паянхи куна вара мĕнле уявламалла? Çак кун историйĕ пĕрре те савăнас кăмăл çуратмасть. Вера, Надежда, Любовь тата вĕсен амăшĕ София… вилнĕ çак кунсенче. Иисус Христос ячĕпе. Тăлăх арăм София виçĕ хĕрĕпе Миланран Рима куçнă. Çемье христиан тĕнĕпе пурăннине пĕлсен хаяр Адриан вĕсене хăй патне илсе пыма, тĕне улăштарма хушнă. Парăнманнине кура асаплантарма пуçланă. 12, 10, 9 çулсенчи хĕр пĕрчисене амăшĕ умĕнчех вĕлернĕ, ачисене пытарма хĕрарăма хăйне хушнă. Пепкисен вил тăприйĕсен умĕнче икĕ кун ларнă хыççăн хĕрарăмăн хăйĕн те чунĕ тухнă…

Çак кун хĕр-хĕрарăма ирех… макăрма сĕнеççĕ, çапла майпа чун тасалать иккен, асап çухалать. Халăхра çак кун çавăн пекех чиркĕве çитме калаççĕ — çурта çутса кĕлĕ вуланă май ачасем, çемье валли сывлăх, ăнăçу, тăвансен хушшинче канăçлăх, çураçу ыйтмалла. Хĕрарăм чирĕсенчен хăтăлма та меллĕрех-мĕн.

Унсăр пуçне халăх сăнавĕсемпе те çыхăннă ку уяв: ăнăçсăр, телейсĕр кун, çавăнпа ĕç пуçлама та, çемье çавăрма та юрамасть. Савăнни вырăнсăр. Харкашма, хирĕçме, усал кăмăла ирĕке яма чарнă. Арçынсем, тимлĕ пулăр — Вера, Надежда, Любовь кунĕнче арăма кÿрентерме юрмасть, унсăрăн упăшкана каярахпа япăх пулма пултарать имĕш…

Тĕрлĕрен пулать уяв тени. Кĕçех акă Анне кунĕ çитет. Çутă, вышкайсăр пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв. Ăна паллă тумасăр, чи çывăх çыннăмăра ăшă сăмах каламасăр никам та айккинчен юлмасть пулĕ тетĕп. 1998 çулта официаллă майпа уявлама пуçларĕç ăна. Сăмах май, Анне кунне, Хĕрарăмсен пĕтĕм тĕнчери уявĕ пекех, нумай çĕршывра паллă тăваççĕ. Анчах та чÿк уйăхĕнче пур хĕрарăма та мар, шăпах аннесене тата ача кĕтекен чиперуксене уявпа саламласси йăлана кĕнĕ.

Аннесене тепĕр уяв çинчен аса илтерес килет. Пирĕн килсене интернетран çитсе кĕнĕскерне кам паллă тăвать пуль, кам вара ун çинчен пĕлмест те. Çăкăр-тăвар хире-хирĕçле теççĕ. Анне кунĕпе чунтан тухакан ăшă сăмахсене, саламсене йышăннă хыççăн пепкĕрсене çавăн майлах ăшă уяв йĕркелесе пама ан манăр. Мĕнле уяв-и? Ара, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Хĕрсен кунне паллă тăваççĕ. Пĕлтерĕшĕ те кăсăклă. Ĕлĕк хĕр пĕрчисене çĕр те паман вĕт. Çавна асра тытнă-ши унăн йĕркелÿçисем? Апла-и, капла-и, уяв пĕлтерĕшне шăпах çакăнпа çыхăнтараççĕ — хĕрачасем те çынсемех, каччăсенчен нимĕнпе те начар мар вĕсем. Сăмах май, ака уйăхĕн 25-мĕшĕ кăçал харăсах нумай-нумай уявпа çыхăнчĕ: Кăчкă праçникĕ, Хĕрачасен, чечен чĕлхин, ДНК /халăхсен хушшинчи уяв/, Верона епископĕн Зинон, Португали ирĕклĕхĕн, Италие фашизмран хăтарнин, çветтуй Василий /вăрман/, тăванлашнă хуласен, пингвин /пĕтĕм тĕнчери/, хутран тунă самолетсен, Эльба хĕрринчи тĕл пулу, хĕрлĕ шĕлепкесен обществин, малярипе кĕрешмелли /пĕтĕм тĕнчери/, финанс ирĕклĕхĕ, сантехник /Америка/, Казахстан футболĕ, «Хĕрсемпе ывăлсене ĕçе илĕр-ха» акци /Америка/, Ашшĕ-амăшĕн сивĕлĕхĕпе кĕрешмелли, Австралипе Çĕнĕ Зеланди хÿтĕлевçисен, Германире йывăç лартакансен, Цукинипе пĕçернĕ çăкăр /Америка/, Корея халăх çарĕн, Эсватини ялавĕн /Свазиленд/, Синая ирĕке кăларни /Египет/, Фарер утравĕсен ялавĕн /Дани/ кунĕсем… Миçе уяв пулчĕ пурĕ? Чи кирли — вĕсене пурне те ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллă тăваççĕ!

Ашшĕ-амăшне тата тепĕр уяв çинчен аса илтерес килет сăмахăма вĕçличчен. Хĕрĕрсене уявпа саламларăр тăк ывăлăрсене те тимлĕхсĕр ан хăварăр. Вĕсенчен «этемлĕхĕн вăйлă çуррине» ÿстерме хатĕрленетпĕр-ха та, анчах та ăшă сăмах, ачашлăх никамшăн та ытлашши мар. Ывăлсенне, сăмах май, Амăшĕн кунĕ умĕн кăшт маларах кăна паллă тăваççĕ — чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче.

Сăмахăм шÿтлĕрех пулчĕ-тĕр те, хăш-пĕр уява çапах та çынсем нихăçан та асран кăлармасси пĕрре те иккĕлентермест. Вĕсен шутĕнче чи малти ретре — куççульпе çăвăннă, ыратупа çуннă, савăнăçпа тулнă Çĕнтерÿ кунĕ.

(Çĕнĕ кун çĕнĕ шанăç парнелет)


Элĕк тăрăхĕнчи Тури Вылара çуралнă Севастиан Архипов. Çирĕммĕш ĕмĕрĕн çирĕммĕш çулĕсенче халăха хутла вĕрентес, пурнăçа çĕнĕлле йĕркелес ĕçе хутшăннă. Чăваш ялĕсенче те шкулсем уçăлма тытăнаççĕ. Элĕк ен ачисем те алла кĕнеке тытаççĕ. Çеççим те чăваш алфавитне вĕренсе сăмахсене çыхăнтарса вулама, пуплевне сасăпа йĕркелеме хăнăхса çитет. Кĕçех кĕнеке патне туртăнакан ача ялти вулав çуртне çÿреме тытăнать.

Шăпах çав вăхăтра вун виççĕри çамрăк пурнăçĕнче калама çук паллă пулăм çиçĕм пек çиçсе илет: вулав çуртĕнче Элĕк тăрăхне ĕçпе килнĕ çыравçăпа, «Сунтал» журнал редакторĕпе Николай Шупуççыннипе, тĕл пулать вăл. Николай Васильевич Чĕмпĕрти Иван Яковлев уçнă шкулта Константин Ивановпа, Федор Павловпа, Тайăр Тимккипе вĕренни çинчен пĕлет. Шупуççынни чăваш ялĕсенче Севастиан пек тăнлă ачасем пурринчен тĕлĕнет, арçын ачана ял çыннисене çырма-вулама хăнăхтарас енĕпе ĕçлеме сĕнет.

Штанашри шкулта çичĕ класс вĕренсен Етĕрнери педагогика училищинче ятарлă пĕлÿ илнĕ Элĕк ен ачи. Çара кайма ят тухиччен Çĕмĕрле районĕнчи Юманай ялĕнчи тулли мар вăтам шкулта пуçламăш классен вĕрентекенĕнче ĕçленĕ.

1939 çулта, çар ретне тăрсан, Киев çар округĕн 460-мĕш артиллери полкне лекет Севастиан. Пĕлÿ илнĕ салтака кĕçĕн командир пулма вĕрентеççĕ. 1941 çулта полка çĕрлехи тревогăпа Хĕвел анăç чиккине илсе каяççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Владимир-Волынск хули патĕнче кĕтсе илет вăл. Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче нимĕç самолечĕсем Совет Союзĕн чикки урлă пысăк йышпа каçаççĕ, хуласемпе ялсене аркатма-çунтарма пуçлаççĕ. Киев çар округне вăйлă хатĕрленине пăхмасăр тăшмана çийĕнчех чарма май килмест. Ирĕксĕрех чакма тивет. Чернигов тăрăхĕнчи Нежин-Лубно хули çывăхĕнче çапăçура Архипов сержант аманать. Суранланнăскер тыткăна лекес мар тесе юхан шыва чăмать. Хамăрăн салтак шăчă тыттарсан путассинчен хăтăлать чăваш каччи. Çакăн хыççăн ăна таркăн мар-и тесе хытă тĕрĕслеме тытăнаççĕ. Пĕрешкел шăпаллисемпе пĕрле çĕнĕ чаçре — миномет 127-мĕш ятарлă дивизионĕнче — тăшмана хирĕç кĕрешет вăл. 1942 çулта ушкăн тăшман ункине çакланать. Хăтăлма пултарнисем Воронеж облаçĕн Репьевка райцентрне çитеççĕ. Каллех — тĕрĕслев, тĕпчев. Каллех — çĕнĕ полк: хальхинче 993-мĕш.

1943 çулта чаç Курск пĕккинчи çапăçусене хутшăнать. Белгород хулине ирĕке кăларнă çĕрте палăрнă салтаксен ретĕнче — Севастиан Архипов та.

Переяславль-хмельницкий хулишĕн пынă çапăçура Архипов сержант снаряд ванчăкĕ пырса тивнипе йывăр суранланать. Госпитальте уйăх ытла сипленнĕ хыççăн Глухов дивизийĕн 203-мĕш полкне лекет. Винница хулине хÿтĕленĕ чухне полк фашист танкĕсен ушкăнне çавăрса илнĕ. Паттăрлăхшăн нумай салтакпа офицер наградăна тивĕçет. Взвод командирне Архипова Хĕрлĕ çăлтăр орденĕпе наградăлаççĕ. Шел, Элĕк йĕкĕчĕ каллех йывăр аманать. «Кăштах са-майлансан мана аманнисен чир историйĕн копине çыракана çирĕплетрĕç. Хутсене Мускава ярса параттăм. Киев ирĕке тухсан Н.Хрущев пынăччĕ. Вăл халăх умĕнче калаçни асра», — аса илнĕ Севастиан Михайлович.

1944 çулта, тăшмана хамăрăн çĕршыв чиккинчен кăларсан, лайăх пĕлÿллĕ офицерсемпе сержантсене ирĕке кăларнă хуласенче комендант пулма уйăраççĕ. Пирĕн ентеш те шăпах çавнашкал яваплăха йышăнать. Севастиан Архипов Польшăри Нове- Скальмежице, Острув хулисен комендатурисенче тăрăшать. Вырăнти халăхпа куллен калаçса вĕсен чĕлхине те чиперех вĕренет. Çавăншăн поляксем ăна уйрăмах хисепленĕ. Пĕр хулара ăна «Пан Себастиан» тесе чĕннĕ, хăйсен уявĕсенчен хăварман.

1946 çулта ырă ятпа таврăнать тăван Тури Выла ялне çĕнтерÿçĕ салтак. Тăван тăрăх ăна, шел, синкерлĕ хыпарпа кĕтсе илнĕ: вĕсен килĕ пĕр урамри тăхăр çуртпа пĕрле тĕппипех çунса кайнă. Кил-йышĕ çырма хĕрринчи хура мунчара пурăннă. Амăшĕ, Тарье аппа, инкек хыççăн тепĕр кунхинех вилнĕ. Севастиан пиччĕшĕ, Курск пĕкки патĕнчи çапăçăва хутшăннă офицер, 1943 çулта çапăçура пуç хунă. Каярахпа вăй пухса çĕнĕ çурт лартнă Севастиан.

(Тури Выла мăнаçлă ывăлĕ, Юманай юманĕ)


Ираида Яковлева 1934 çулта Павелпа Васса Ивановсен çемйинче çуралнă. Павел Иванович — Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкасси шкул директорĕнче, Васса Михайловна учительте тăрăшнă. Вĕсем улттăн — виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр — çитĕннĕ.

Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Çавна май амăшĕ тĕпренчĕкĕсене пĕчченех ура çине тăратнă. Ывăл-хĕрĕ çут тĕнче парнеленĕ çынсен çулне суйланă, пурте аслă пĕлÿ илнĕ.

Ираида Павловна ĕçри çитĕнÿсемшĕн «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. Сăмах май, мăшăрĕ Николай Яковлевич «Красный фронтовик» колхозра вăй хунă. Шел, упăшки те, хĕрĕ те чире пула пурнăçран уйрăлнă. Халĕ хĕрарăм кĕрÿшĕпе тата мăнукĕпе пурăнать.

(Ашшĕ-амăшĕн ĕçне тăсакансем)


Темиçе ĕмĕр каялла Атăл тăрăхĕнчи халăхсем тÿленĕ хырçă-куланай таврашне «ясак» тенĕ. Вăл вара хаклă йышши тирпе çыхăннă, ытларах чухне ясака тÿрех кăш /соболь/ фермине ăсатнă. Анчах ăçта чăваш çĕрĕ, ăçта — кăш? Мĕнле майпа кăш тирĕ пуçтарма пултарнă пирĕн тăрăхра? Çак чĕр чун ытларах кедр мăйăрĕпе тăранса пурăннине шута илсен Атăл тăрăхĕнче хăй вăхăтĕнче чăтлăх пулни куç кĕрет. Историрен çакă та паллă — чăваш хутлăхĕнчи çирĕп йывăçсене касса карапсем тума турттарнă. Ахăртнех, юманпа пĕрле унта кедр та çакланнă. Пĕр вăхăт çак йывăç пирĕн тăрăхра пачах çухалнă курăнать – ун çинчен калаçакан та юлман. Халĕ вăл уйрăм пахчара кăшт-кашт курăнкалать. «Пирĕн патра ÿсет-и вара вăл?» — тесе тĕлĕнекен те пур. Кашни япалан-пулăмăн — хăйĕн вăхăчĕ. Паян кедр ятне-сумне чăвашра çĕклекенсем пур. Вĕсем — Красноармейски салинче пурăнакан Мефодьевсем. Сăмах май, ку тăрăхра кедр вăрманĕ кашлать паян, иртен-çÿрене мăйăрĕпе савăнтарать. Мал ĕмĕтлĕ мăшăр вара хăйсен ячĕпе кедр ĕрчетме тĕв тунă. Светлана Матвеевнăпа Валерий Геннадьевич Красноармейскине кĕнĕ çĕрте ятарлă парк хăтланă. Унта лăсăллă çав йывăç хунавĕсене лартнисĕр пуçне тавралăха хăтлăх кĕртнĕ. Халĕ район хăнисене тĕрлĕ кÿлепе кĕтсе илет. Кунта пулса курманнисем малтанах вĕсене чĕрĕ тесе те шухăшлаççĕ-мĕн. Кайран кăна пуçра мĕлтлетет шухăш: ара, Трак тăрăхĕнче хăçантанпа жираф чупса çÿреме пуçланă? Кедр çинчен вара мăшăр сехечĕ-сехечĕпе каласа кăтартма пултарать. Сăмахран, кăш ами мĕн таран ăслă пулнине пĕлетĕр-и-ха эсир? Калăпăр, пĕр-пĕр çул мăйăр сахал пулассине вăл самай малтанах сисет. Апла, вĕсене выçă çул кĕтет. Çурасене вара мĕн çитермелле-ха? Тен, кăçал çăвăрламасан аванрах? Ĕненетĕр-и, ĕненместĕр-и, анчах та выçă çул умĕн кăш ами аçине çывăха ямасть…

Çак мăшăр чăвашлăхшăн, халăхăмăрăн ырă йăли-йĕркине упраса хăварса аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшать. Чăвашлăх патне шăпах кедр урлă таврăннă тейĕн çемье. Несĕлĕмĕрсен ыр хăвачĕ пулăшнипе…

— Çук, малтан, пĕр çирĕм çул каялла, шăпах чăвашлăх идейипе «чирлесе» кайрăм, — каласа кăтартать Светлана Матвеевна. — Ун чухне газ предприятийĕн профсоюз комитетне ертсе пыраттăм. Тĕрлĕ конкурса хутшăнса палăраттăмăр. Чăваш юрлакан халăх вĕт. Ку енĕпе яланах тенĕ пек малти вырăна тухаттă-мăр. Унтан алă ĕçĕсен куравĕсене хутшăнма тытăнтăмăр. Пĕлÿ çитменни палăрчĕ. Çав вăхăтра социаллă педагога вĕренеттĕм. Тĕрĕ енĕпе те ятарлă курссене çÿреме тытăнтăм — вĕсене 2000 çулта Республикăри халăх пултарулăхĕн çурчĕ йĕркеленĕччĕ, РФ тава тивĕçлĕ художникĕ Мария Симакова патĕнче ăсталăха туптарăм. Унтан çак алă ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене «шĕкĕлчеме» ЧР халăх промыслисен маçтăрĕ Евгения Жачева пулăшрĕ. Хам пирки унăн вĕренекенĕ тесех калама пултаратăп. Шел, çак кунсенче пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ вăл. Эпир унăн ĕçне малалла тăсăпăр.

Шăпах çакна, Светлана Матвеевнăн хăйне евĕр почеркне, асăрхаса Наталья Захарова-Кульева Шупашкарти Чăваш тĕррин музейĕнче ал ĕçĕсен куравне йĕркелеме сĕннĕ. «Тĕрĕ-эреш — кил илемĕ» курав кунта авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче уçăлнă. Ăна Красноармейски районĕнче пурăнакан икĕ хĕрарăмăн ĕçĕсенчен йĕркеленĕ: ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Жанна Михайловăн тата чăваш йăли-йĕркине упрас, аталантарас енĕпе тăрăшакан хастарăн Светлана Мефодьевăн чун пуянлăхĕпе паллашма пулать кунта. Куравра эпир куллен усă куракан япаласем çумĕнчех — манăçма пуçланисем те. Вырăн, сĕтел, минтер çиттисем, чÿрече каррисем, алшăллисем, сармасем — йăлт тĕрĕ ăшĕнче. Ал ăстисен килĕнче те çаплах — чăваш тĕррин тĕнчинче пурăнаççĕ вĕсем.

— Виçĕ хĕвеле питĕ юрататăп, — каласа кăтартать Светлана Матвеевна. — Çавăнпах Красноармейскинчи парка та çак ятах патăмăр. Тĕрĕ тĕнчипе вара çывăх çыннăмсем те кăсăкланаççĕ. Акă управçă сармана кине тĕрлесе парнелерĕм. Унта йăлтах сăнланнă — арçын та, хĕрарăм та, ача та, чĕр чун та, ÿсен-тăран та… Çут çанталăкпа пĕр тĕвĕре пурăнмаллине кăтартакан сарма /салфетка/ телей кÿрет.

Мăшăрне те тĕрĕллĕ кĕпе парнеленĕ хĕрарăм.

— Качча тухнă чух тĕрĕпе аппаланман та, çакăн пек парне кÿреймерĕм. Халĕ акă тинех ăна тĕрĕллĕ кĕпе тăхăнтартрăм.

Çапла, халĕ хăй тĕрленипе кăна çырлахмасть хастар хĕрарăм, ыттисене те çак ăсталăха алла илме пулăшать. Вĕренес текенсем вара çамрăксен хушшинче те пур. Чи кирли, ăста алли витĕр тухнă илем ырă куна кĕтсе арча тĕпĕнче упранмасть, йăлтах килте хăйĕн вырăнне тупнă. Çут çанталăка, тăван тавралăха, унăн илемне юратасси вара шăпах тĕрĕ урлă пулса пырать. Кедр патне те тĕрĕ урлах çитнĕ Светлана Матвеевна.

Хăйсем пурăнакан тăрăха тата хитререх курас тĕллевпех йĕркеленĕ çÿлерех асăннă парка. Ĕçре мăшăрĕпе ывăлĕсем пулăшса пыраççĕ. Малтан çак вырăн никама та кăсăклантарман. Çемье унта йăлт тасатнă, тирпей-илем кĕртнĕ. Йăлт — хăйсен вăйĕпе. Малтанах паркра «Хĕрлĕ парăс» карап çуралнă. Унтан — «Телейлĕ çемье» композици. Каярахпа чĕр чунсем хушăннă. Парк пуянлансах пырать: халĕ унта пушă вăхăтра чуччупа ярăнма, 30 тĕрлĕ ÿсен-тăранпа киленме пулать. Чунран юратса пурнăçланă ĕç пурне те савăнăç кÿрет.

(Каш! кашлатăр кедр вăрманĕ)


«Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕн Варнавăн ĕçне кам тăсасси массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансене те кăсăклантарчĕ. Ку ыйту татăлчĕ. Паян унăн вĕренекенĕ Савватий Владыка митрополин малашнехи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартĕ», — сăмах пуçарчĕ Зинаида Паршагина пресс- секретарь журналистсемпе йĕркеленĕ тĕл пулура.

Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Савватий паянхи пурнăç уттипе тан пыма тĕллев тытнине, социаллă проектсемпе ĕçлеме май шыранине палăртрĕ. Çакна, чи малтанах, йывăрлăха лекнисене пулăшма ăнтăлнипе çыхăнтарчĕ.

Савватий Владыка массăллă информаци хатĕрĕсем урлă халăхпа çыхăну йĕркеленине палăртмалла. 1989 çултанпа «Турă пирĕнпе» радиокăларăм пуçарса йĕркелесе пынă вăл. Бурят Республикине куçсан та çак ĕçе пăрахăçламан: тĕн тавра пуçланă калаçăва аталантарнă. Çавна май митрополит кăларăмсене малтанхи пекех хутшăнмашкăн кăмăл тунине палăртрĕ.

Унпа социаллă сетьсенче те туслашма пулать. Çав вăхăтрах тĕн çыннисенчен хăшĕ-пĕри телевизор та пăхмасть, интернетпа та усă курмасть. Хальхи технологисем Турра ĕненекенĕн ăс-тăнне усал витĕм кÿмеççĕ-и? «Телекурава та, социаллă сетьсене те ырă тата усал ăнлавсемпе палăртма çук. Акă, тĕслĕхрен, çĕççех илер. Унпа алла суранлама та, çынна вĕлерме те пулать. Çав вăхăтрах çĕçĕпе çăкăр касаççĕ. Ку, паллах, хатĕрпе мĕнле тĕллевпе усă курнинчен килет», — калаçăва тăсрĕ Савватий Владыка социаллă сетьсем сиен кÿнине те, тавра курăма аталантарма пулăшнине те тĕслĕхпе çирĕплетнĕ май.

Интернет уçлăхĕнче пачăшкăсем çинчен каласа кăтартма май пуррине те палăртрĕ митрополи ертÿçи. Тĕнпе çыхăннисем ахаль çынсем пекех Атăл хĕрринче йытăпа уçăлса çÿреççĕ, футболла выляççĕ... Вăл палăртнă тăрăх, Мускав тата пĕтĕм Раççей Патриархĕ Кирилл та çакна ырлать. Пĕтĕмĕшле илсен, çыннăн лайăххине курма-сарма пĕлмелле. Çавна май тĕнче те ырăрах пулĕ.

Савватий митрополит пулăшу шыраса пыракансене чиркÿре апатлантарнине ырăпа палăртрĕ. Çак тĕслĕхе республикипех сармаллине каларĕ.

Малтанхи ĕç вырăнĕнче те — Бурят Республикинче — социаллă столовăй пулнине аса илчĕ вăл. Унта 200-300-шер çынна апат çитернĕ. Çак йышра килсĕр-çуртсăррисем кăна мар, тивĕçлĕ канурисем те пулнă. Вĕсем чиркÿ тутлă апатне килĕштернĕ.

Йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене, сăмахран, ачаллă хĕрарăма, хÿтлĕх кирли тавра та сăмах пуçарчĕ Савватий Владыка. Вăхăт иртнĕçемĕн Турă пулăшнипе вĕсене вăхăтлăх хÿтлĕхпе тивĕçтересшĕн.

Тĕн çынни аборт ыйтăвне те çĕклерĕ. Улан-Удэри «Радость материнства» ыр кăмăллăх фончĕпе пĕрле пине яхăн ачана пурнăç парнелеме пулăшнине каларĕ. «Енчен те тăванĕсем, юлташĕсемпе пĕлĕшĕсем усал витĕм кÿреççĕ пулсан ача кĕтекен хĕрарăма пирĕн тĕрĕс çул кăтартмалла», — пĕтĕмлетрĕ вăл. Çав вăхăтрах хăй никама та ÿпкелеменнине палăртрĕ.

Унпа журналистсем чăваш чĕлхипе калаçакансен йышĕ сахалланса пыни тавра та сăмах пуçарчĕç. «Эпĕ епархи ертÿçи пек мар, çак тăрăхра çуралса çитĕннĕ çын вырăнĕнче хуравлама пултаратăп: хăйĕн чĕлхине пĕлмен халăх культура тĕшшине ăнланаймасть. Эпĕ Шупашкарта ÿснĕ пулсан та чăвашла вĕреннĕ. Мана халăх тăван чĕлхерен вăтанни тĕлĕнтерет. Пĕррехинче, совет вăхăтĕнче, Мускаври Хусан вокзалĕнче çакнашкал ÿкерчĕк куç тĕлне пулнăччĕ: икĕ хĕр вырăсла калаçма хăтланса тăраççĕ. Ахăртнех, хăйсем халь кăна чăваш ялĕнчен килнĕ. Çакна сăмахсене хуçса сыпăнтарнинченех ăнлантăм. Хамăрăн пуянлăхпа — чĕлхепе, историпе, культурăпа — мăнаçланмалла», — хăйĕн шухăшне палăртрĕ Савватий Владыка. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх, чиркÿре халăха тĕрлĕ нацие уйăрмаççĕ. Çак йышра пурте — Турă çыннисем. Чиркÿ тытăмĕнче ĕçлекенсен вара Пÿлĕхçĕ сăмахне халăх патне ăнланмалла чĕлхепе çитермелле.

Хальхи вăхăтра малтан чăвашла кĕлĕ ирттернĕ чиркÿсенче вырăсла калаçакан пачăшкăсем ĕçлеме килеççĕ. Çакă, паллах, тĕн çыннисен йышĕнче чăвашла пĕлекеннисем сахаллипе çыхăннă. Ку ыйту Варнава Владыкăна та пăшăрхантарнă. «Введени соборĕнче чăвашла кĕлĕ ирттерме пуçласшăн. Анчах хорта юрлакансенчен чылайăшĕ вырăсла калаçать. Вĕсене чăвашла юрлаттарма йывăртарах пулĕ. Çапах вĕрентес, май шырас пулать», — хушса калать Савватий митрополит. Çакă та çĕнĕ ертÿçĕ чăвашлăха аталантарас туртăмлине çирĕплетет.

«Бурят Республикинче ĕçлеме пуçласанах чиркĕве çÿрекенсен йышĕнче ватăсем 90 процент, çамрăксем 10 процент пулнине каласа хăвармалла. Кайран çак ÿкерчĕк улшăнчĕ: çамрăксенчен ытларахăшĕ кĕлле килме пуçларĕ. Вăй питтисен йышĕ 90 процента çитрĕ. Пирĕн республикăра чиркÿсем хупăнман, çавăнпах çынсем Турă çуртне çÿреме пăрахман. Бурятире, сăмахран, совет вăхăтĕнче пĕр чиркÿ кăна ĕçленĕ.

Коронавирус сарăлнă тапхăрта халăхăн чиркĕве çÿреме май пулмарĕ. Халĕ, мухтав Турра, унăн алăкĕсем уçă. Чиркĕве килекенсем тăванĕсене чиртен сыватма тархасласа, ĕç тупăнасса шанса Пÿлĕхçĕрен пулăшу ыйтаççĕ», — тăсăлать калаçу.

Тĕл пулура тĕн кĕнекисене çĕнĕрен кăларасси тавра та сăмах пулчĕ. Вĕсене республика çыннисем кăна мар, йăхташăмăрсем те илсе вуласшăн-мĕн. Апла тăк вĕсен ыйтăвне те тивĕçтермелле.

«Çынсен пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе, ăнланса пурăнмалла. Тĕн çулĕ çине тăрасси çакăнтан пуçланать», — терĕ Савватий Владыка.

Вăл журналистсен ыйтăвĕсене вырăсла та, чăвашла та хуравларĕ. Тăван тăрăха таврăннăранпа тĕлĕк те чăвашла курăнма пуçланине пытармарĕ.

(Ачаллă хĕрарăма та хӳтлĕх парасшăн)

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.