Чăваш хĕрарăмĕ 37 (1316) № 21.09.2023

21 Авăн, 2023

Мускавра — чăвашла

Çĕршывăн тĕп куравĕн сцени çинче пĕрремĕш хут чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе килĕшÿллĕн туй иртет.

Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче Мускавра «Раççей» Халăхсен хушшинчи куравфорум уçăлать. Форумра ВДНХ сцени çинче асра юлмалла илемлĕ, чаплă чăваш туйĕ ирттерме хатĕрленеççĕ. Çавна май чăваш йăли-йĕркипе килĕшÿллĕн çемье çавăрас текенсене йыхравлаççĕ. Халăхăн мĕн авалтан сыхланса юлнă туй йĕркине йăлтах пăхăнма палăртнă: хĕр йĕрри, çураçу, пĕркенчĕк, пил пани… Мĕнле туй — савăнăçлă юрăкĕвĕсĕр? Ку та йăлтах халăхăн пулĕ. Хĕрпе каччă наци тумне тăхăнĕç. Чăн чăвашла — çĕршывăн тĕп хулинче — мăшăрланас текенсем /88352/56-51-18 номерпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултараççĕ. Форумра Регион кунĕнче чăваш культурипе, апат-çимĕçĕпе паллашма пулать. <...>

М.МИХАЙЛОВА

♦   ♦   


Олег Николаев: «Çынсем çитменлĕхсене курма пулăшни паха»

Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев черетлĕ хутчен «тÿрĕ линие» тухрĕ. Республикăра пурăнакансенчен пĕтĕмĕшле 500 яхăн ыйту çитнĕ. Эфирта 2 сехет ытла пулнă май Олег Алексеевич 35-шне хуравлама ĕлкĕрчĕ. Çак тапхăрта, паллах, çынсене пăшăрхантаракан кашни самантпа паллашса ĕлкĕрме çук. Анчах пĕр ыйту та тимлĕхсĕр юлмасть — çакна Олег Алексеевич çирĕплетсех каларĕ. Сăмах май, маларах çитме пуçланисене тивĕçлĕ органсем тÿрех хуравлама тытăннă, «тÿрĕ лини» пуçланасса кĕтмен.

Регион ертÿçи халăхпа çакнашкал майпа хутшăнни çынсен чун ыратăвне татса пама май панине пытармарĕ — куллен тĕрлĕ ыйтăва тишкернĕ май пуçлăхсем тепĕр чухне пайăр çынна пырса тивекеннисене асăрхамасан та пултараççĕ вĕт. «Тÿри линие» килекен ыйтусем вара вĕсене тимлĕх уйăрма пулăшаççĕ. Общество патшалăх пурнăçне хастар хутшăннине палăртать çакă. Чăваш диаспоринчен те ыйту самаях çитнĕ май Олег Алексеевич республикăра мĕн пулса иртнипе кунта пурăнакансем кăна мар, аякра тĕпленнисем те кăсăкланни савăнтарнине пытармарĕ. Мессенджерсем паян хыпар пĕлме кăна мар, правительствăпа тÿрремĕн çыхăнма май панине те палăртмалла. Региона ертсе пыракан центр пĕлтернĕ тăрăх, социаллă сетьсенче кăçал кăна 28 пине яхăн ыйту çитнĕ. Ку хутĕнчи тÿрĕ лини çĕнĕлĕхĕ — нейросеть технологийĕсемпе усă курни. Шăпах вăл ыйтусене тĕрлĕ ушкăна пайлама пулăшнă. «Пурнăçри çĕнĕлĕхсене тĕрлĕрен хаклама пулать. Чи малтан çак аталанăва йышăнмалла. Унпа паллашмалла. «Нейросете» эпĕ инструмент пек йышăнатăп. Унпа усă курма кăна пĕлмелле. Халăхран килекен ыйтусене çынсене явăçтармасăрах тишкерме май пур акă. Ку тĕлĕшрен меллĕ паллах. Çак ĕçе пĕр çын кăна пурнăçласа ĕлкĕреймĕччĕ, вăхăт та нумай иртĕччĕ», — искусствăлла ăс-хакăл вăйне палăртрĕ Олег Николаев. <...>

Татьяна НАУМОВА

♦   ♦   


 

Тĕллев лартнă пулсан — ăнтăлмаллах

Ачасене пĕлÿ парассипе, ывăлхĕрĕн ăс-хакăлне аталантарассипе çыхăннă кирек мĕнле ĕç те яваплă. Кулленхи пурнăç ыттисенчен уйрăлса тăракансемпе çыхăннă чухне — пушшех. Авăн уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче — кăçал вăл 24-мĕшпе пĕр килет — Илтменнисен пĕтĕм тĕнчери кунне паллă тăваççĕ. Çавна май паян эпир шăпах çакнашкал ачасемпе ĕçлекен вĕрентекенпе паллаштарма шухăш тытрăмăр. «Чăваш хĕрарăмĕн» паянхи хăни — Шупашкарти сывлăх тĕлĕшĕнчен уйрăлса тăракан ачасен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 3-мĕш шкулĕн дефектологĕ Антонина Рахимова.

Тĕслĕх вырăнĕнче — амăшĕ

Антонина Ивановна Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Шкултан вĕренсе тухсан пурнăçне акăлчан чĕлхипе çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ вăл. Мускаври патшалăх университетне кайма тĕллев тытнă. Анчах те чĕнсе янă хут кая юлса çитнĕрен çухалса кайнă — экзамена кирлĕ пек тытайман. Амăшĕ Евлалия Спиридоновна ун чухне хăлха илтмен шăпăрлансен хулари 11-мĕш ача садĕнче воспитательте вăй хунă. Хĕрĕн çулталăк ăçта та пулин ĕçлемеллине шута илсе ăна хăйсем патне нянечкăна вырнаçтарнă. «Ĕçлесе пăхатăн та акă, сурдопедагога вĕренме каятăн», — тетчĕç пурте. Хирĕçлеттĕм. Килĕшместĕм. Ачасене çав тери шеллеттĕм. Халĕ те хĕрхенетĕп-ха вĕсене, анчах ун чухне çамрăк хĕр чĕринче пачах урăх шайри туйăмччĕ çакă. «Çук- çук, пултараймастăп», — теттĕм. Çулталăк ĕçлесе ачасемпе çывăхлантăм курăнать. Мускаври патшалăх педагогика институтĕнче дифектологи факультетĕнче сурдопедагог профессине алла илтĕм. Анне ятарлă пĕлÿ илмен пулин те çакнашкал ачасемпе нумай çул ĕçлерĕ. Ача садĕнче кăна мар, Çĕрпÿри хăлха илтменнисен интернатĕнче те нумай çул вăй хучĕ. Ятарласа вĕренмен пулин те ăнăçтарса ĕçлетчĕ, ку тĕлĕшпе паха та пысăк опыт пухнăччĕ вăл. Çавăнпах манăн камран тĕслĕх илмелли те, кам хыççăн туртăнмалли те пулнă, — тет паян ĕнтĕ хăй те пысăк опытлă специалист.

Пĕрремĕш утăмсем

Институтра Антонина Ивановна пулас мăшăрĕпе паллашнă. Пушкăрт йĕкĕчĕ ăс-тăн енчен аталанайман ачасемпе ĕçлеме вĕреннĕ. Диплом илсен çамрăксене направленипе Пушкăрт Республикине янă. Çемье пуçĕ специальноçпа вăй хунă. Мăшăрне логопед тивĕçне шанса панă. Çапла виçĕ çул иртнĕ. Профессипе çулталăк ĕçленĕ хыççăн 1987 çулта Антонина Ивановна Чăваш Ене таврăннă. «Мана ăнчĕ темелле. Шăп çав çулхине илтмен тата япăх илтекен ачасене массăллă шкулсенчен ятарлă пĕлÿ çуртне куçарчĕç. 1 класс ачисене вĕрентме учитель кирлĕччĕ. Ку тивĕçе шанчĕç те мана. Хăрама пĕлнĕ-ши? Хальччен класпа ĕçлесе курман-çке. Çамрăкла çĕнĕ ĕçе пуçăнма чылай ансатрах, çăмăлрах. Вĕсем хăраса тăмасăр кĕрсе кайма пултараççĕ. Паллах, шиклентерет. Класс шанса параççĕ-çке. Ачасемпе мĕн тумалла-ха? Малтанхи вăхăтра программăсем те, хатĕрсем та çукчĕ. Йăлтах ыйтса илме тиветчĕ. Ку тĕлĕшпе аттепе анне нумай пулăшрĕç. Ĕçлеме пуçланă чухне хăранă пулсан та манăçнă ĕнтĕ çакă. Хăть те мĕнле пулсан та — малалла. Хăвăн ĕçне тумаллах. Тĕллев лартнă пулсан — ун патне ăнтăлмаллах. Тÿрĕ çулпа май килмесен тĕрлĕ меслетпе, тĕрлĕ майпа усă курмалла. <...>

Татьяна НАУМОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.