«Чăваш хĕрарăмĕ» 37 (1162) № 17.09.2020

17 Авăн, 2020

♦ Чăваш Енре пурăнакансем кăçал автономи йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине паллă турĕç. Кăшăллă вирус алхаснипе чылай мероприяти онлайн мелĕпе иртрĕ. «Чăваш ен сăррисем» фестиваль те çĕршыв тăрăх саланнă чăвашсене интернет уçлăхĕнче пĕрле пуçтарăнса савăнма, çамрăксене хăйсен пултарулăхне кăтартма, çывăхланма май пачĕ. Конкурса пĕтĕмлетме, унăн малашнехи тĕллевĕсене уçăмлатма йĕркелÿçĕсем Чăваш наци вулавăшне пуçтарăнчĕç.

Проект Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова пуçарнипе 2016 çулта пурнăçа кĕме тытăннă. Унăн тĕп тĕллевĕ – Раççейре пурăнакан чăвашсен ăс-хакăл культурипе чĕлхине, йăли-йĕркине сыхласа малалла аталантарасси, ăна çамрăксен хушшинче анлă сарасси, ачасен пултарулăхне ÿстересси.

Фестивале йĕркелесе пыракансен, пурнăçа кĕртекенсен шутне тĕрлĕ тытăмри учрежденисем, общество организацийĕсем кĕреççĕ: Чăваш Республикин наци библиотеки, наци музейĕ, культурăпа искусствăсен институчĕ, истори архивĕ, педагогика университечĕ, Шупашкар хулин вĕрентÿ управленийĕ, Шупашкар хулин библиотекăсен пĕрлешĕвĕ, Мускав хулин хĕвел анăç административлă округĕнчи библиотекăсен тытăмĕ, Санкт-Петербургри тата Мускаври чăвашсен культура пĕрлешĕвĕсем. Форум çулсерен вăй илсе пырать. Малтанах вăл ачасен хушшинчи ÿкерчĕксен конкурсĕнчен пуçланнă. Кăçалтанпа унăн статусĕ те ÿсрĕ, халь вăл Пĕтĕм Раççейри фестиваль шутланать. Çавна май тĕрлĕ номинаци кĕртнĕ: ÿнерпе сăн ÿкерÿ пултарулăхĕ, ташăпа вокал ăсталăхĕ, литература пултарулăхĕ, тăван енпе генеалогине тĕпчес ĕç, вĕрентÿпе культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсен професси ăсталăхĕ.

Фестивале хутшăнакансен йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Кăçал çĕршыври тĕрлĕ тăрăхри 189 ял-хуларан 9422 çын хутшăнчĕ. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Мускав, Питĕр, Пермь, Хусан хулисенчен ытларах ĕç килчĕ. Ача садне çÿрекен шăпарлансем те, шкулта вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те, регионсенче пурăнакан ентешĕмерсем те конкурсра хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ уçса пама пултарнă. А.Кокель ячĕллĕ илемлĕ пултарулăх конкурсне — 4121, Г.А. тата А.А.Костинсен ячĕллĕ фотоăсталăх конкурсне — 3581, К.Иванов ячĕллĕ литература конкурсне 562 ĕç килсе çитнĕ. Вĕсене наука, культура тата вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекен 65 эксперт хакларĕç.

Кăçал фестивале автономи йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалланă май унăн тĕп тĕллевĕ те пурнăçланчĕ темелле. Конкурсантсен ĕçĕсенче тăван çĕршыва юратни, пирĕн несĕлсем хывса хăварнă йăласене упраса хăварма тăрăшни палăрчĕ. Вĕсем чăваш халахĕн иксĕлми культури, йăли-йĕрки аталанса пынине лайăх çирĕплетеççĕ. Ачасем хăйсен пултарулăх ĕçне пурнăçланă май ашшĕ- амăшне, аслашшĕ-асламăшне явăçтарни те савăнтарать. Кунта эпир çемье йăли- йĕркине çирĕп тытса пыма тăрăшнине те куратпăр.

(Çĕршыв тăрăх саланнă чăвашсене пĕрлештерчĕ)

 

♦ Кĕрхи илемлĕ кунсем тăраççĕ: тавралăхра ăшă та, нÿрĕк те çителĕклĕ. Çак вăхăт кăмпа татма кăмăллакансемшĕн — чи юратни. Авăн уйăхĕнче пирĕн тăрăхри вăрмансенче çут çанталăк шлепкеллĕ парни туллиех. Уплюнкка, кăрăç, масла, хурăн, ăвăс кăмпи, сар кăмпа... — мĕнли кăна çитĕнмест-ши! Паянхи кун тĕнчере çут çанталăк чĕрĕ çакнашкал организмĕн 1,5 миллионран пуçласа 5 миллион тĕсĕ таран уйăраççĕ. Чылайăшĕнпе апат-çимĕçре, хуçалăхра, медицинăра усă кураççĕ.

Шел, çуллен кăмпа тапхăрĕ пуçлансан унпа наркăмăшланакан тупăнатех. Шел те, вилĕм патне çитернĕ тĕслĕхсем те пулаççĕ. Роспотребнадзор кăтартăвĕсем тăрăх, çуллен çĕршывра кăмпана пула 1000 яхăн çын шар курать, вăйлă аптранăран 30-ăшĕн пурнăçĕ татăлать. Сыхланас тесен кăмпа татакансен те, ăна туянакансен те, çăвара хыпакансен те çак çимĕçĕн усси-сиенĕ çинчен пĕлмеллех.

Пуриншĕн те паллă: çиме юракан кăмпапа пĕрлех наркăмăшли те пулать. Тата çакна асра тытмалла: лайăххисенех экологи тĕлĕшĕнчен таса мар вырăнта татсан шар курасси те часах.

Опытлă кăмпаçăсем, паллах, хамăр тăрăхра çитĕнекен, этем организмĕшĕн сиенлĕ мар кăмпасене паллаççĕ. Вĕсене ăçта татма юрани-юраманнине те аван пĕлеççĕ. «Шăп сунара» сайра хутра кăна тухакансен çут çанталăк çакнашкал парни çинчен пĕлекенсен канашĕсене ăса хывсан лайăхчĕ. Вăрмана çул тытнă май мĕнле йĕркене пăхăнмалла? Çак ыйтăва хуравлама «Чăваш вăрманĕ» наци паркне шăнкăравларăмăр. Унăн ертÿçин туризмпа экологи вĕрентĕвĕ енĕпе ĕçлекен заместителĕ Наталия Игнатьева тĕп правилăсене асăнчĕ: «Чи кирли — паллакан кăмпана кăна карçинккана хумалла. Ирхине ирех пуçтарма тăрăшмалла. Ытларах çитĕнсе кайнă кăмпаран пăрăнса иртмелле, ун пеккинче этем сывлăхĕшĕн хăрушă япаласем пухăнма пултарнă. Татнă çимĕçе çав кунах тасатса тирпейлемелле. Паллах, тĕрлĕ кăмпана хатĕрлесе çитерме тĕрлĕ вăхăт кирлĕ. Калăпăр, кăрăçпа хурăн кăрăçне /волнушки/ шывра ислетсе йÿççине кăлармалла, шывне темиçе хут улăштармалла. Кăмпаçă экологи тĕлĕшĕнчен таса вырăна кăна куç хывма тивĕç. Çÿп-çап полигонĕ, автомобиль трасси, хула çывăхĕнче вăрман çимĕçне пуçтарма кирлĕ мар: ун пек çĕрте сывлăшри, тăпрари сиенлĕ япала хитре курăнакан кăмпара пухăнма пултарнă. Пысăках мар автоçулран — 50 метртан, автомагистральтен 100-200 метртан çывăхра мар вырнаçнă вырăнсенче кăна татма юрăхлă».

Çакна та палăртса хăварар: çут çанталăк парнине шырама ăçталла çул тытмаллине пĕлсех кайманнисене Чăваш Ен кăмпаллă вырăнĕсен картти пулăшма пултарать. Вăл республика географи картти майлах. Тĕрлĕ район-ял çывăхĕнче кăмпа мĕнлерех тĕсĕ çитĕннине кăтартнă унта. Сăмах май, тĕрлĕ регионра кунашкал кăтартмăш совет тапхăрĕнчех пичетленме пуçланă. Интернет аталаннă вăхăтра вĕсемпе усă курма кирек кам та пултарать. Çийĕнчен тата çакă меллĕ: тĕнче тетелĕнче вырнаçтарнă карттăна çуллен тÿрлетÿ кĕртме май пур. Сăмахран, карттăпа пăхса Улатăр тăрăхĕнче — масла кăмпи, Йĕпреçпе Сĕнтĕрвăрри вăрманĕсенче тата Атăл леш енче хура кăрăç çитĕнни çинчен пĕлме май пур.

Ман шухăшпа, çимĕçшĕн касăхнинчен ытла çут çанталăк илемĕпе киленни — ырă пулăм. Юмахри пек кĕрхи вăрманта уçăлса çÿренĕ май хальччен курманнине асăрхатăн, пĕлменнине ăса хыватăн. Çапла тавра курăм та аталанать. Чăваш наци библиотекипе «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ авăн уйăхĕн 1-20-мĕшĕсенче «Объективра — кăмпа» фотокросс ирттереççĕ. Акци тĕллевĕ — халăх çут çанталăкпа усă курас ырă йăлана сыхласси, вăрман пуянлăхĕпе перекетлĕн усă курассине сарасси. Паллах, кăмпа çинчен ытларах пĕлни кашниншĕн усăллă. Тĕрлĕ кÿлепелли, тĕсли пулать-çке вăл. Хушăран вĕсен йышĕнче те юмахри экземпляра аса илтерекеннине те асăрхама май пур. Республика ял-хулинче пурăнакансем шăпах çавнашкаллисене конкурса тăратасса шанаççĕ те йĕркелÿçĕсем. Фотокросс валли суйласа илнĕ сăн ÿкерчĕке кирек хăш социаллă сетьре ВобъективеГрибы хештегпа вырнаçтарма е электрон çырупа ool@nbchr.ru адреспа вĕçтерме юрать. Харпăр хăй сăнланă кăмпа çинчен кăсăклă информаци çырнине, «шăп сунара» пĕччен е ушкăнпа ăнăçлă кайса килнине палăртнине, вăрман асăннă çимĕçĕнчен апат-çимĕç хатĕрлемелли рецептсемпе паллаштарнине ырласа кăна йышăнĕç.

(Пĕчĕкскер, хитрескер…)

 

♦ Спортсменăн, хăйне кирек мĕнле тĕспе пиçĕхтерекенĕн, пурнăçĕ — вĕçĕмсĕр хускану. Унсăрăн çитĕнÿ тăвасси иккĕленÿллĕ. Çĕршывра кăна мар, пĕтĕм тĕнчере марафон чупса палăрнă Светлана ЗАХАРОВА çăмăл атлет кулленхи хăнăхтарусене пĕрре йăлана кĕртнĕ те — халĕ кунсерен 10-12 çухрăма та пулин парăнтаратех. Пысăк ăмăртусене хутшăннă вăхăтра вара, куллен 30-40 çухрăма хыçа хăварнă çулсенче, тăван ялне те лăпкăн утса пырса кĕмен. «Шупашкартан Вăрмаралла тăсăлакан шоссе çинче çулсен хĕресленĕвĕнче мăшăр /вăлах тренерĕ — Николай Захаров. — Авт./ машинăран анма ыйтатчĕ. Атайкассине çитиччен — 20 çухрăм. Чупаттăм вара çуралнă тăрăхăн илемĕпе киленсе», — çирĕп ыйтнă тĕслĕхе халĕ йăл кулса аса илет Светлана Владимировна.

Çуран утса пиçĕхнĕ

Марафон... Чăн та, çав тери йывăр тĕрĕслев. Сăмах май, 2002 çулта Лондонри чупуран таврăнсан — ун чухне вăл шăпах Раççей рекордне çĕнетнĕ — спортсменка çапла каланăччĕ: «Ман шухăшпа, марафона хутшăнни, хăть виçĕ сехетре чупса тухсан та — паттăрлăх». Ун чухне ятарлă инçĕше чăваш хĕрĕ 2 сехет те 22 минут та 30 çеккунтра хыçа хăварнă. Старта пĕрле тухнă тепĕр чăваш хĕрĕ Людмила Петрова финиша тусĕнчен 1 çеккунт кăна каярах çитнĕ. Кăтартăва сасăпа каланине илтсен спорт пикисем хальччен кун пекки Раççейре пулманнине ăнкарса илнĕ те — савăннипе ыталаннă. Часах Захарова патне саламлама пыракансем черете тăнă. Паллах, чи малтан тренер упăшкин ăшă сăмахĕсене йышăннă вăл.

— Ун чухне Раççей командинче эпир пиллĕкĕн пултăмăр. Тăваттăшĕ — чăваш. Республикăран çавăн чухлĕн хутшăнтăмăр кăна мар, пурте чи лайăх чупнă теçеткене лекрĕмĕр. Тăватсăмăр та ялта çуралнă. Унта вара йывăр ĕçе хăнăхма тивнĕ. Мĕн ас тăвассах шкулта вĕреннĕ ÿсĕмре вырăн-ти «Авангард» хуçалăхра хăмла уйĕнче ĕçлеттĕмĕр. Унта чăтăмлăх питĕ кирлĕ-çке. Ахăртнех, çине тăраслăх çавăн чухне туптаннă та. Тата эпир, Атайкасси ачисем, шкула та 5 çухрăмри Энĕшпуçне çÿреттĕмĕр. Унталла-кунталла куллен 10 çухрăма кирек мĕнле çанталăкра та «çавăрса хунă» çав. Геннадий Исаев, физкультура вĕрентекенĕ, манран «пиçессе» темĕнле майпа туйнă? «Чупмалла сан, Светлана, чупмалла», — тетчĕ. Йышлă çемьере çитĕннĕ те — 10-ăн пĕртăван эпир — ятарласа хăнăхусене тухма вăхăт та пулман. Районти ăмăртăва яратчĕç — çĕнтерÿпе таврăнаттăм. 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне рсепублика шайне тухма тÿр килчĕ. Пĕр дистанцире — пĕрремĕш, тепринче иккĕмĕш вырăна тухрăм. Хам Шупашкартан киле çитиччен тĕп хулари Олимп резервĕсен училищинче тăрăшакан тренерсем пирĕн яла вĕçтерсе те çитнĕ: мана хăйсем патне вĕренме пымашкăн ÿкĕтлеççĕ. Хулана питех тухса çÿремен, çап-çамрăк — килĕшмерĕм. Вĕренÿ çулĕ вĕçленсен вара ÿкĕте кĕртрĕç-кĕртрĕçех, — пысăк çĕнтерÿсем ачалăхран пуçланнине ĕнентерет спорт тÿпинче хăйĕн çул-йĕрне хывнă пултаруллă хĕрарăм.

Тăванла ăшăлăх

Апла-и, капла-и — йывăрлăха чăтма хăнăхасси паллă марафонисткăшăн та пĕр тикĕссĕн килмен. Тăван килтен уйрăлни, çирĕп йĕрке...

— Училищĕре вĕренме тытăнтăмăр кăна — икĕ эрнерен ялтан килнĕ хĕрсем пурте пăрахса килĕсене тухса кайрĕç. Ман мĕн тăвас? Япаласене пуçтартăм та — вокзала! Пăхатăп: пирĕн еннелле каякан рейссем çине билет сутакан касса патĕнче аппа Альбина тăрать. Яла кайма тухнăскер ăна-кăна ыйтса пĕлчĕ те сумкăсене общежитие каялла леçтерчĕ. Çакăн хыççăн ĕçĕнчен тухсан ман пата пырса çÿреме тытăнчĕ. Тăванла ăшăлăха, хÿтлĕх пуррине туйтăр тенĕ ахăр. Канмалли кунсенче хăйĕн патне илсе каятчĕ. Çапла йывăрлăхсене иккĕн пайласа парăнтартăмăр, — аппăшне паян чунтан тав тăвать Светлана.

Республикăри паллă тренер Валентин Давалов Вăрмар ен хĕрĕшĕн училищĕри тĕп наставник пулса тăрать. 1989 çулта Шоссе çинче чупассипе Ужгород хулинче иртнĕ пĕтĕм тĕнчери ăмăртура спорт мастерĕн нормативне тултарнă хыççăн 1500, 3000 метр инçĕшне парăнтарассипе тĕрлĕ тупăшăва хутшăнать Светлана. Олимп резервĕсен училищинчен вĕренсе тухсан вăл И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне /халĕ — университет/ вĕренме кĕрет. Унта тренировкăсем СССР пĕрлештернĕ командинче тăнă чупуçă Николай Григорьев ертсе пынипе иртеççĕ.

— Марафон çинченех калаçтарас килет. Пĕрремĕшне хутшăнни асрах-тăр, — калаçу малалла сыпăннă майăн кăсăкланатăп.

— Аслă шкулта пĕлÿ илнĕ çулсенчех Португалие Европа чемпионатне кайнăччĕ. Ун хыçăн Голландире ăмăртрăмăр. Хам тĕллĕн чупса тăваттăмĕш вырăна тухрăм. Çавăн хыççăн мана Ни-колай Борисович марафона тухма хатĕрленме сĕнчĕ. 1994 çулта Америкăра Флоридăра пуçласа 42 километр инçĕше чупассипе ăмăртрăм. 2 сехет те 46 минут — ку кăтарту, паллах, тивĕçтермерĕ. Раççей марафонĕн лидерĕ пулма 1999 çулта май килчĕ. Ун чухне Берлинра пĕтĕм тĕнчери ăмăр-тура финиша 2 сехет те 27 минут та 8 çеккунтран çитрĕм, бронза медале тивĕçрĕм. Сиднейри Олимп вăййисене хутшăнма Лондонра хатĕрлентĕм. 2001 çулта асăннă хулара иртнĕ марафонра «кĕмĕл» çĕнсе илтĕм. Тивĕçнĕ наградăна Чарльз принц аллинчен илмешкĕн кăмăллă пулчĕ. Çул-талăк иртсен Лондонра каллех финиша иккĕмĕш çитрĕм. Пъедестал çине хăпарнă çĕнтерÿçĕсене Англи премьер- министрĕ Тони Блэр чысларĕ. Çеккунтсене, минутсене чакарса пырса кăтартăва лайăхлатма май килчĕ. 2003 çул мана «ылтăнсемпе» хавхалантарчĕ — Бостонра, Чикагора. Афинăра иртнĕ Олимп вăййисене Раççей пĕрлештернĕ командипе хутшăнтăмăр. 40-е яхăн градус, шăрăх! Пур пĕрех парăнмарăмăр, — спорт вăййисем политика ăмăртăвĕпе тачă çыхăнса тăнине пăхмасăр шав малалла талпăнни сисĕнет хастар хĕрарăм калаçăвĕнче.

Майор пакунĕпе

Хастарлăх пирки асăннă май çакна палăртам: Светлана Захаровăн сатурлăхĕ спортра кăна мар. Спорт карьерине вăл Чрезвычайлă лару-тăру ведомствин службинче тăрăшнипе ăнăçлă çыхăнтарса пынă. Çăлавçă ĕçтешĕсен йышĕнче хăйне яланах хăтлă туйнине палăртать майор званийĕпе тивĕçлĕ канăва тухнăскер.

(Пурнăç — чăн-чăн марафон)

 

♦ 1941 çул… Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ. 11 çул каялла чăмăртаннă Шуршăл колхозĕ çурхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн черетлĕ Акатуй ирттерет. Яланхиллех уяв шăп та лăп çак кун пулать. Паян та çаплах. Кăнтăрла тĕлнелле ял çумĕнчи Сысăл вăрманне халăх лăках пуçтарăнчĕ. Таврара юрă-кĕвĕ янăрать. Чăваш тумĕ тăхăннă çамрăксем, сумлă ватăсемпе вĕтĕр- шакăр та кунтах. Калаçаççĕ, шавлаççĕ, уяв шÿрпипе сăйланаççĕ, лавккасенче тавар туянаççĕ. Ара, Акатуй ячĕпе колхоз суту-илÿ тума та ирĕк панă-çке-ха.

Кĕрлет уяв, савăнать ял-йыш. Ирхине 4 сехетре пирĕн çĕршыва нимĕç çарĕсем тапăнса кĕнине, ялсемпе хуласем çине бомба тăкăннине хальлĕхе никам та пĕлмест-ха. «Эпир, çамрăксем, сцена çине «Чикан тапăрĕ» ятлă ташăпа тухма хăтĕрленеттĕмĕр. Шăп çак вăхатра Шуршăл енчен юланутçă вĕçтерсе çитрĕ те хаваслă халăха çав тери хăрушă хыпар пĕлтерчĕ: «Вăрçă пуçланнă!» /Е.П. Кудейкина аса илнинчен/.

Хăрушă вăрçăн сив хыпарĕ

Сасартăк кăнтăр тĕлĕнче

Çĕр çурасла хаяр янрарĕ

Хаваслă Сысăл таппинче.

Уяв шăпланчĕ. Хуйхă кĕчĕ

Кашни этемĕн чĕрине.

Кунтах вуншар повестка илчĕç

Каймашкăн çапăçу хирне.

Çапла пуçланчĕ юнлă вăрçă

Илемлĕ савăк Шуршăлта.

Эй, самана! Епле хăрушшăн

Пăрса эс ятăн пурнăçа…

Ку сăвă йĕркисем Шуршăлта пурăннă Н.Пироговăн «Ылханлă вăрçă çулĕсем» поэминчен. 160 киллĕ ялтан çĕршыва хÿтĕлеме 200 çын ытла тухса кайнă. Пĕр çемьерен икшерĕн, виçшерĕн кай-нисем те пур. Вĕсенчен çуррине яхăн тăван тăрăха таврăнайман. Ялта юлнисем те, çапăçури пекех, мĕн пур йывăрлăха паттăрăн чăтрĕç. Аякри тылра та чăн-чăн вăрçă пырать тейĕн. Пĕтĕмпех фронт валли! Пĕтĕмпех çĕнтерÿшĕн!

Çапла, ачсемĕр, вăрçă пынă

Кунта та, аякри тылра,

Малти ретрех эпир те тăнă

Чăваш çĕршывĕ Шуршăлта!

Манăн паянхи тĕп сăмахăм вара 1943 çулта ял çывăхĕнче пулса иртнĕ авиаинкек çинчен пулĕ. Н.Пирогов поэми патнех таврăнатăп-ха.

Пĕр каçхине, иртсен кăшт çур çĕр,

Шартлатрĕ сасă тÿпере.

Ик самолет çапнаççĕ шелсĕр,

Ÿкеççĕ иккĕш те çĕре.

«Тăрна шорне» ÿкет пĕрийĕ,

Тепри ÿкет Оплер патне!

Тăватă летчикăн чĕрийĕ

Тапма пăрахрĕç пит пÿкле.

Пытарчĕç иккĕшне хисеплĕн

Хамăр ялти çăва çинех.

Ăçтан вĕсем? Мĕнле-ши ячĕ?

Пурнатпăр халь пĕлмесĕрех…

Самолетсем çапăнни чăн пулнă. Эпĕ кун çинчен пĕчĕккĕ чухнех аттерен илтнĕ. Ÿсерехпе вара ял-йыш калаçăвĕнчен пĕлнĕ. Çимĕкре, çăва çине кайсан, летчиксен ячĕпе лартнă палăк умĕн сахал мар иртсе çÿренĕ. Кашнинчех шухăшлаттăм: «Мĕншĕн палăк çинче ним çырни те çук? Хăçан, мĕнле сăлтавпа çапăннă самолетсем? Летчиксен ячĕсем мĕнле-ши? Ăçтан вĕсем?» — çĕр тĕслĕ ыйту, хуравĕ — çук.

Ларнă та ларать палăк çулран çул юхăнса, манăçа тухса. 2017 çулхи çу уйăхĕнче пирĕн яла «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакцийĕнчен Татьяна Наумова корреспондент килсе çитмен тĕк хăçанччен çапла пулĕччĕ-ши унăн кун- çулĕ? Эпĕ ун чухне çак хаçатпа çыхăну тытаттăм. Шăпах Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Татьяна шăнкăравларĕ. Пирĕн ялти ашшĕсĕр ÿснĕ вăрçă ачисен шăпипе кăсă-кланчĕ. Кĕçех Тамара Алексеева, Валентина Мусохранова, эпĕ тата Татьяна тĕл пултăмăр. Калаçу пынă май паллă мар летчиксене те аса илтĕмĕр. Корреспондент çав палăка çитсе курма кăмăл турĕ. Суймастăп: сасартăк сехĕрленсе ÿкрĕм, мĕншĕн тесен ун чухне унта питех те хитре мар ÿкерчĕкчĕ.

Кĕçех хаçатра Шуршăлта пулни çинчен статья пичетленчĕ. Манăн кинемейсен сăн ÿкерчĕкĕсĕр пуçне юхăннă палăк та пулчĕ унта. Халĕ шухăшлатăп та, мĕн тери пысăк ĕç пуçарса хăварчĕ çав çул Татьяна Наумова, мĕншĕн тесен статья пурне те ура çине тăратрĕ. Палăк çинчен тÿрех аса илчĕç, кăшт-кашт сăрларĕç ăна, çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче шкул ачисем ун умне чечек кăшăлĕ те кайса хучĕç. Эпир, «Çутă çăл» ушкăна çÿрекенсем, хамăртан укçа-тенкĕ пухса палăк çине пысăках мар асăну хăми çакрăмăр.

Хам вара пикенсех летчиксен ячĕсене шырас ĕçе пуçăнтăм. Анчах Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнчи Толик-Хораски ялĕнче вырнаçнă 14-мĕш аэрошкулсăр пуçне инкек çинчен калакан нимĕнле урăх документ та тупаймарăм. Пĕррехинче мана Л.Афанасьева – Шуршăл çинчен çырнă историллĕ кĕнеке авторĕ – республикăри шырав центрĕн ертÿçипе Евгений Шумиловпа калаçма сĕнчĕ. Çапла турăм та. Евгений Георгиевич хапăл тусах пулăшма пулчĕ. Чуна савăнтаракан хыпар вара ман патăма тепĕр икĕ çултан, 2019 çулхи раштав уйăхĕнче, çитрĕ. Васкасах Шумилов юлташ патне çул тытрăм, ăна чĕререн тав турăм. Вăл каланă тăрăх, унăн Подольск хулинчи тĕп çар архивне темиçе хутчен те çитме тивнĕ иккен. Çине тăрсах шыранă вăл, тĕпченĕ, юлашкинчен кирлĕ документсене тупнă-тупнах.

Халĕ ĕнтĕ Шуршăлсене çав тери пысăк тивĕç кĕтрĕ: палăка тĕпрен юсаса çĕнетмелле, вил тăпри йĕри-тавра тирпейлесе илем кĕртмелле, салтаксен ячĕсене çырнă мемориал хăми хатĕрлемелле тата ытти те. Ку, паллах, укçа-тенкĕсĕр пулмась. Ял-йышран та пулăшу ыйтма тиврĕ. Нумайăшĕ сăваплă ĕçе хастар хутшăнчĕ. Тавах Турра, асăннă ĕçсене йĕркеллех туса ирттертĕмĕр. Кĕтнĕ самант çитрĕ: 2020 çулхи çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнă тĕле палăк çине мрамортан тунă асăну хăми çакрăмăр. Шăп 77 çултан ку таранччен паллă мар шутланнă çамрăк летчик курсантсен ячĕсем уçăмланчĕç. Шуршăлти масарта Виталий Рябов /1923 çулта Иркутск облаçĕнче çуралнă/, Михаил Коноплев /1920 çулта Смоленск облаçĕнче çуралнă/, Дмитрий Беленко /1920 çулта Харьков облаçĕнче çуралнă/ тата Андрей Баженов /ăçта тата хăçан çурални паллă мар/ хăйсен ĕмĕрлĕх вырăнне тупрĕç. Ку пирĕншĕн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Епле савăнмăн-ха çакăншăн? Вĕсен умĕнче пуçа мĕнле таймăн? Ара, çамрăксем çĕршыва хÿтĕлес ĕçе вĕреннĕ-çке. Тепĕр икĕ-виçĕ кунран вĕсен штурвал умне ларса тăшманпа çапăçма тухса каймалла пулнă. Анчах шăпа пачах урăхла килсе тухнă. 1943 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче çур çĕр кăшт иртсен черетлĕ вĕрентÿ вĕçевĕнче 4 курсантăн пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă.

Усал вируса пула тĕлĕнмелле пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие халăхпа ирттереймерĕмер. Апла пулин те ял-йыш ăна тивĕçлĕн йышăнчĕ: çынсем палăк умне пырса летчиксене пуç таяççĕ, асăнса апат-çимĕç хураççĕ.

(Шуршăл витĕр тухнă вăрçă)

 

♦ Шупашкарта пурăнакан 9 ача амăшĕпе Надежда Дзекуновăпа суйлавра паллашрăмăр. Вăл икĕ хĕрĕпе килнĕччĕ.

«Эпĕ, ыттисем пекех, хамăн тивĕçе пурнăçларăм. Çак кун маншăн уяв пекех. Ача чухне анне хăйĕнпе пĕрле суйлав участокне илсе каятчĕ. Пылак çимĕç, кĕнеке илсе паратчĕ. Халĕ хам та ачасене тĕслĕх кăтартатăп. Эпĕ пĕр суйлавран та юлман.

Пирĕн йăхри 6 сыпăкри тăвансем ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр ачасене хăйсен çунатти айне илнĕ. Ырă çак йăлана эпир тăсатпăр. Пирĕн 9 ачаран 2-шĕ — тăван, ыттисем — опекăна илнисем. Вĕсем пурте Раççее, Чăваш Ене, Шупашкара юратнине, ырă пуласлăхшăн яваплă пулнине курас килет», — чуна уçса калаçрĕ хĕрарăм.

Çак çемьен кун-çулĕпе вулакансене паллаштарас шухăшпа çунатлантăм. Телее, Надежда Игоревна кăмăлтан хăнана чĕнчĕ. Сăмах май, вăл сăвă шăрçалама та, кун кĕнеки çырма та май тупать.

100 мăшăр алсиш-нуски çыхнă

Надежда Дзекунова каланă тăрăх, унăн мăн кукамăшĕ тăлăха юлнă. Ăна Чулхула облаçĕнчен илсе килнĕ. Пĕчĕкренпех чăваш ялĕнче пурăннă вырăс хĕрачи тăван чĕлхипе пĕр сăмах та пĕлмен. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче кÿршĕ ачисене хăйĕн çунатти айне илнĕ. Çав тĕпренчĕксен çывăх çыннисем çапăçу хирĕнчен таврăнайман. Каярах çак йышри Лизăпа Татьянăна Надежда Дзекуновăн кукамăшĕ Екатерина Андреевна çитĕнтерме пулăшнă. Вĕсем никамшăн та чун ăшшине шеллемен.

Унтан Татьянăпа Игорь Дзекуновсем /Надеждăн ашшĕпе амăшĕ/ республикăра малтисен йышĕнче çемье ача çурчĕ уçнă. «Эпир тĕрлĕ конкурс валли сăвă, юрă çыраттăмăр. Пысăк та туслă çемьере кашниех хăйне хăтлă туятчĕ. Ун чухнех нумай ача амăшĕ пулма ĕмĕтленеттĕм», — аса илĕвĕнче шухă та шухăшсăр вăхăта таврăнать хĕрарăм. Çемье ача çурчĕ ыр кăмăллăх акцийĕсене хутшăннă. Пĕрре Канашри интернатра пурăнакансем валли 100 мăшăр нуски çыхнă. Хăшĕ-пĕри, шел те, парнене çийĕнчех çухатнă. Çавăнпах тепĕр çул ал ăстисем 100 мăшăр алсиша резинкăпа çыхăнтарма ÿркенмен. Шала канфет хунă. Пултаруллă йыш çемье ансамблĕ йĕркеленĕ. Концертпа тĕрлĕ яла çитнĕ.

Вун виççĕн çитĕннĕ

Çапах çемье ача çурчĕн историйĕ çырăнма пуçланă тапхăра уйрăммăн палăртмалла. Пĕр вăхăт «Салют» культура керменĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă, каярах «Аккорд» фирма йĕркеленĕ Игорь Дзекунов çĕршыв шайĕнчи артистсене Игорь Николаева, Наташа Королевăна, Ж е н я Б е л о у с о в а . . . Ш у п а ш к а р а йыхравланă. Администратора вырнаçнă хĕрĕ Надежда хаклă хăнасене кĕтсе илнĕ. Пĕррехинче Игорь Алексеевич ыр кăмăллăх организацийĕсен тĕслĕхĕпе ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасене укçа куçарса парасси тавра сăмах пуçарнă. «Эпир пĕртăвансем — Андрейпа иксĕмĕр — йăмăк е шăллăм кирли тавра калаçаттăмăр. Çакна аннепе пĕрре мар сÿтсе явнă. Йыш хушăнсан кулленхи ĕçсене — савăт- сапа çăвасси, хваттерте тирпейлесси — хамах пурнăçлама палăртнине хут çине çырса панăччĕ. Ăна анне паспортпа пĕрле чылайччен чиксе çÿрерĕ. Ыр кăмăллăхпа çыхăнтарса аттене хамăрăн шухăш-тĕллевпе паллаштартăмăр. Вăл килĕшрĕ», — тăсăлать калаçу. Дзекуновсем икĕ ача — ывăлпа хĕр — опекăна илме палăртнă. Çапах кĕске вăхăтрах шухăшне улăштарнă. Пысăк чĕреллĕскерсем иккĕ мар, пилĕк пепкене хăйсен хÿттине илнĕ. Каярах вĕсен çемйине тепĕр тĕпренчĕк хушăннă.

Унсăр пуçне Татьяна Васильевна нушаллă пурăнакан ачасене шеллесе килте апат çитернĕ. Андрейпа пĕр класра вĕренекен Юрăн, тĕслĕхрен, амăшĕ çĕре кĕнĕ. Ют хĕрарăмсене киле илсе пыракан ашшĕ ачисене пăхман. Вăл хăйĕн пÿлĕмне çăрапах питĕрсе илнĕ. Çавна май Юрăпа унăн шăллĕ Вова Дзекуновсен килĕнче хăтлăх тупнă. Опекăна илнĕ Аньăн пиччĕшĕ çемьерех çитĕннĕ. Анчах ялтан хулана вĕренме килнĕ çамрăк çинчен опекун маннă тесен те юрать. Ăна та Дзекуновсем кăмăлтан йышăннă. Каярах йывăр шăпаллă арçын ачашăн — Димăшăн — йышлă çемьен хваттерĕ тăван киле çаврăннă. Çапла майпа, çемьере официаллисене тата официаллă маррисене шутласан, вун виçĕ тĕпренчĕке çитнĕ.

Çул çинче çаратнă

Мăшăрĕпе Андрей Анатольевичпа Надежда Игоревна пысăк та хăйне евĕрлĕ çемье çавăрнă. Сăмах май, аслă хĕрĕ Катя хăй — виçĕ ача амăшĕ. Иккĕмĕш тĕпренчĕкĕ Татьяна Питĕрте пурăнать. Надежда Дзекунова ачисем çитĕннĕ вăхăтра хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ, лавккасем уçнă. «Пĕчĕк хĕрĕмсемпе çителĕклĕ таран киленеймерĕм. Çакăншăн хама ÿпкелеттĕм. Вăхăт иртнĕçемĕн ачасене опекăна илес шухăш çирĕпленсе пычĕ. Тăлăх ачасемпе паллаштаракан федераци базине тишкересси чун киленĕçне çаврăнчĕ», — тет хĕрарăм.

Малтанах Ростов облаçĕнчи пĕртăвансене — Анечкăна, Светăна, Максима — пăхса хунă вăл. Тĕплĕ шухăшланă вăхăтра вĕсене урăх çемьене илсе кайнă. Çав ачасен сăн ÿкерчĕкне çаплипех упрать Надежда Игоревна.

Унтан Ставрополь крайĕнчи Ача çуртĕнчи Аленкăпа, Викăпа, Дианăпа паллашма çула тухнă вăл. Çыхăну тытмашкăн аслă хĕрĕсене телефон парнеленĕ. Пулас опекуна ăшшăн кĕтсе илнĕ. Хĕрачасем ăна амăшĕ вырăнне йышăннă. Анчах... шухăшлани пурнăçланайман: Надежда Игоревна хĕрачасене опекăна илеймен. Ача çурчĕн пуçлăхĕ 11-мĕш класра пĕлÿ илекен Аленкăна парса яма килĕшмен. Надежда Дзекунова сăлтавне кайран тин ăнланнă: виççĕшĕ те çемье ăшшине тупсан Ача çуртĕнче тăххăрăн кăна юлаççĕ. Апла тăк, йыш сахаллине пула, ăна хупма пултараççĕ. Ачасемпе сыв пуллашмасăрах тухса килме тивнĕ унăн. Хĕрарăм пĕр чăматан канфета та парса хăварайман. Киле таврăнсан вара талăкĕпе йĕнĕ.

Çур çĕр иртни 2 сехетре федераци базинчи пĕр пепкен шăпипе кăсăкланса Приморски крайĕнчи Ача çуртне шăнкăравланă вăл. Тăваттăри Лизăна пĕртăванĕсемпе Дашăпа Димăпа пĕрле опекăна илнĕ, анчах икĕ хутĕнче те каялла тавăрнă-мĕн. Надежда Игоревна каллех çула пуçтарăннă. Дальнереченска çитиччен инкеке лекнĕ: унăн укçине кăларса илнĕ. Пĕр пуссăр юлнă пулин те шанăçне çухатман хĕрарăм. Шел те, ку хутĕнче те Шупашкара ачасемсĕр килнĕ, мĕншĕн тесен асли Даша инçе çула тухма килĕшмен. Темле пулсан та Надежда Дзекунова хăйĕн шухăшĕнчен пăрăнман. Тепрехинче виçĕ пĕртăвана хăнана чĕннĕ. Вĕсене илме Дальнереченска тухса кайнă. Ку хутĕнче ачасем Чăваш Республикине яланлăхах килме кăмăл тунă. Çав вăхăтра шăпăрлансем усал сăмахсемпе калаçнине аса илет вăл. 5 кун пуйăспа килнĕ май Лизăна сас паллисем кăтартнă, вулама хăнăхтарнă.

Надежда Дзекунова çул çÿреме юратать. Вăл 42 çĕршыва çитнĕ. «Укçа перекетлеме лекнĕрен пурне те чикĕ леш енне илсе каяймастăп. Çавăнпах черетпе çула тухма тивет», — ăнлантарнă амăшĕ опекăна илнĕ ачисене. Малтан Дашăпа, унтан Лизăпа ют çĕршыва кайса килнĕ. Виççĕмĕш çулхине Димăна тĕнче кăтартма вăхăт çитнĕ. Арçын ача вара Приморьери хăйĕн юлташĕпе курнăçма ĕмĕтленнĕ. Унран та ытла, ăна Шупашкара илсе килме ыйтнă. Чикĕ леш енне тата Приморьене кайма укçа çитмен. Дима хăй Надежда Игоревнăна юлташĕ патне кайма ÿкĕтленĕ. Перекетленĕ пĕтĕм укçана кăларса тыттарнă.

Хĕрарăм Лерăпа Андрюшăна илсе таврăннă. Халĕ Дашăпа Лера, Димăпа Андрюша — чи çывăх юлташсем.

Ачасене 59-мĕш вăтам шкул директорĕ Ольга Курмаева, вĕрентекенсем ăшшăн кĕтсе илнĕ. Вĕренекенсем уроксене тĕплĕ хатĕрленме тăрăшаççĕ.

Çуртсăр юлнă

Надежда Дзекунова Даша, Дима, Лиза патне кайсассăн тепĕр хĕрачапа Таньăпа туслашнă. «Вăл, ачашланса курманскер, чĕтрекен аллипе мана тĕкĕнетчĕ те тÿрех пăрăнатчĕ», — пулни-иртнине куç умне кăларать хĕрарăм. Таньăн амăшĕ тĕрмере ывăл çуратнă. Çав тĕпренчĕк, тĕлĕнмелле те, Димăпа тăван пулса тухнă. Кĕскен калас тăк — иккĕшĕ те пĕр ашшĕнчен çуралнă. Ирĕке тухнă амăшĕ тĕпренчĕкĕсене пăхманран Надежда Игоревна Таньăпа Ромăна та çунат айне илнĕ. Ачисене пурнăç парнеленĕ хĕрарăмпа та çыхăну тытать вăл. Сăмах май, халĕ Таньăпа Ромăн тăван амăшĕ Шупашкара килме хатĕрленет.

Дзекуновсене хăй вăхăтĕнче çемье ача çурчĕ уçма пилĕк пÿлĕмлĕ хваттер панă, çурт илме 5 миллион тенкĕ уйăрнă. Андрей Анатольевичпа Надежда Игоревнăн опекăна илнĕ ачисем шăпах пысăк хваттерте пурăнаççĕ. Ун чухне патшалăх укçипе Шупашкар районĕнчи Мăналта çурт туяннă. Анчах çĕре харпăрлăха куçарман. Çитменнине, пурăнмалли çав вырăнăн тепĕр хуçа тупăннă. Йышлă çемье ватă хĕрарăма хăваламан. Чылай çул иртсен Дзекуновсем çав çуртпа дача вырăнне усă курнă. Катя качча тухсан кивĕ пÿрт вырăнне çĕннине хăпартма тĕв тунă. Кайса пăхнă та — çуртран нимĕн те юлман. Çĕрпе вара урăх çын хуçаланнă. Çак лаптăка суд урлă та каялла тавăрайман вĕсем. «Ачасемпе яла çÿресчĕ, çут çанталăк ытамĕнче пуласчĕ», — ĕмĕтленет Надежда Дзекунова.

Сывлăш пек кирлĕ

«Ачасем — манăн тĕнче, пурнăç, тĕрев. Вĕсем сывлăш пекех хаклă. Мĕн пытармалли, хăш чухне хытă ывăнтарать, вĕчĕрхенмелли те тупăнать. Çав вăхăтрах ывăл-хĕрĕн кулли чи пысăк парне вырăнĕнче маншăн. Ан тив, ÿксе чĕр куççине суранлаччăр, куççуль кăларччăр, йăнăшчăр — эпĕ яланах юнашар пулăп, йывăр чух ал парăп, пулăшăп, мĕншĕн тесен пурне те хытă юрататăп», — кашни сăмаха виçсе калать Надежда Игоревна.

ӳтлěх туртăмě йăхран куçать)

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.