«Чăваш хĕрарăмĕ» 36 (1264) № 15.09.2022

15 Авăн, 2022

Ача пăхас яваплăха мансан

Нумай ачаллă çемьере икĕ пепки шкултан вĕренсе тухнă. Анчах хушма пĕлӳ илмен. Малтан, 18 çула çитиччен, тăрантаракансăр юлнăскерсене патшалăх тĕрев панă. Пенси илме пăрахсан та ĕçе вырнаçма васкаман вĕсем. Амăшĕ килте хевтесĕр пепкине пăхнă. Ку çемьере, паллах, укçа-тенкĕ çитсе пыман. Çавăнпах вĕсем управляющи компани умĕнче пысăк парăма кĕнĕ. Кун пек лару-тăрура кам пулăшма пултарать-ха?

Шупашкарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центрăн çемьепе тата ачасемпе ĕçлекен уйрăмĕн ертӳçи Алла Дмитриева йывăрлăха лекнисене тĕрев пани çинчен пĕрре мар каласа кăтартнă. Ку тĕслĕхре специалистсем хваттер хуçипе пĕрле управляющи компание çул тытнă. Ертӳçĕпе парăма пайласа тӳлеме калаçса татăлнă. Халĕ социаллă ĕçченсем укçана вăхăтра хывнине пăхса-сăнаса тăраççĕ. Аслă ачисене патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă ĕçпе тивĕçтерекен центрта шута илнĕ. Пособи тӳлеме пуçланă. Унтанпа хĕр хулари пĕр организацие ĕçе вырнаçнă ĕнтĕ. Специалистсем хĕрарăмăн тепĕр тĕпренчĕкĕ те хăйĕн вырăнне тупасса шанаççĕ.

Тепĕр çемье те управляющи компани умĕнче парăма кĕнĕ. Ыйтăва хăйсен тĕллĕн татайман вĕсем. Ку хутĕнче те кураторсен, юристсен витĕмĕпе хваттер хуçисем парăма пайласа тӳлеме ыйтнине тивĕçтернĕ. Унсăр пуçне комплекслă центрта нумай ачаллă йыша апат-çимĕçпе, япалапа пулăшнине палăртса хăвармалла.

«Çемье çыхăну центрĕ» проект йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене тĕрев паракан федераци фончĕн грант конкурсĕнче çĕнтернине аса илтерес килет. Шупашкарти Калинин районĕнче пурăнакан çынсем çулталăк çурăра 800 ытла ыйтупа комплекслă центрпа çыхăннă.

«Астăватăр-и, çул çитмен çамрăкăн çие юлнине ашшĕ-амăшĕ илтесшĕн те, пĕлесшĕн те пулманни çинчен сăмах пуçарнăччĕ. Ку çемьепе Çураçулăх служби ĕçлерĕ. Çут тĕнчене килнĕ тĕпренчĕк халĕ амăшне кăна мар, кукашшĕпе кукамăшне те савăнăç кӳрет. Пепкине пурнăç парнеленĕ хĕрарăмпа çыхăнăва татмастпăр. «Пулăшакан вăхăтра тупăнсассăн кирек хăш йывăрлăха та çĕнтерме пулать. Манăн пурнăçра — йăлтах йĕркеллĕ», — тинтерех пĕлтернĕ çамрăк амăшĕ. Çавăн евĕр хыпара вуламашкăн, ахăртнех, питĕ кăмăллă.

Алла Владимировна социаллă ĕçченсем пулăшу шыракансемпе пĕр çемьери пек туслă пурăннине ĕнентерет. Канмалли кунсенче, отпуск вăхăтĕнче, çĕрле телефонпа çыхăннине урăхла епле ăнлантарăн? «Пирĕн çемье», — ахальтен мар кĕскен çапла палăртать вăл.

«Арăм килтен хăваласа ячĕ. Ăçта каймалла манăн?» — специалистпа çĕрле çыхăннă пĕр арçын. Хăна çуртне вăхăтлăх вырнаçма май пуррине шухăшласа илеймен-ши вăл? Арăмĕпе упăшки уйрăм пурăнса пăхнă. Арçын ачисене тара илнĕ хваттере илсе кайнă. Вăхăт иртнĕçемĕн упăшкипе арăмĕ мирлешнĕ. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


Пысăк ĕмĕт — хăтлă çурт

Асăннă çăмăллăха тивĕçес текенсенчен ыйтусене çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче йышăнма пуçланă. 15 сертификат хатĕр те ĕнтĕ. Иртнĕ эрнере тăватă çемье вĕсене тивĕçрĕ. Çывăх вăхăтра ыттисем те хуçисем патне çитĕç.

Сертификата тивĕçнисен малтанхи йышĕнче — Муркаш районĕнчи Ярапайкассинче пурăнакан Суховсем. Çемье хальлĕхе пĕр пӳлĕмлĕ хваттерте пурăнать. Кил хуçисем Андрейпа Татьяна пĕрлешсен 18 çул каялла туяннă ăна. Хăйсене ятăн кĕтеслĕ пулнишĕн савăннă паллах. Пĕр пепке хыççăн тепри çуралнă май йыш хушăнсах пынă. Сак тулли ача пулса тăнă. Ултă хĕрпе ывăл çитĕнет Суховсен. Асли Андрияна 11- мĕш класра вĕренет. Кĕçĕннисем, иккĕри йĕкĕрешсем Анисийăпа Анфия, ача садне çӳреççĕ. Хваттерте тăхăр çынна тăвăр пулса тăнă паллах. Çавăнпах хăйсене ятăн çурт пирки тахçанах ĕмĕтленет çемье. Анчах çăмăл мар ку ĕç — кил-çурт çĕклесси. Ачи-пăчине ӳстерме те укçи-тенки нумай тăкакланать-çке.

Апла пулин те пурăнмалли условисене лайăхлатас ĕмĕт аслисене канăç паман. Çак тĕллевпех пĕлтĕрхи чӳк уйăхĕнче Татьяна Чăваш Ен строительство министрĕ патне йышăну пӳлĕмне кайнă. Сакăр ачаллисене кăна мар, çиччĕллисене те пулăшмашкăн май шыраса пăхма ыйтнă. Ку тĕлĕшпе хĕрарăма Республика Пуçлăхĕ патне çырупа тухма сĕннĕ. Кăçалхи пуш уйăхĕнче Татьяна çак ыйтăва çĕклесе йышăну пӳлĕмне тепĕр хутчен çул тытнă. Часах савăнăçлă хыпар та çитнĕ — республика ертӳлĕхĕ çичĕ ачаллисене пулăшмашкăн йышăну кăларнă. Паллах, Суховсем питех те савăннă. Кил хуçи арăмĕ çак йышăнăва кăларнинче хăйĕн тӳпи те пур тесе шухăшлать.

Акă ĕнтĕ çутă çăлтăра татнăпа пĕрех. Çурт лартас ĕмĕт пурнăçланиччен нумай та юлман темелле. 6,5 миллион тенкĕлĕх сертификат — алăра. Çав вăхăтрах вăраха тăсма юраман ĕç — темĕн чухлех. Чи малтанах юрăхлă çĕр лаптăкĕ кирлĕ. Çурт-йĕр хăпартма пулăшакан подряд организацине шырас ĕçе те пикенмелле. Хăйсене мĕн тери парне тивĕçнине çемьере чи кĕçĕннисем кăна ăнлансах çитереймеççĕ-тĕр. Аслисем вара кашниех шухăшра хăйсен пӳлĕмне куç умне кăларса ăна хăтлама та пикеннĕ ахăр. Ахальтен мар ашшĕпе амăшне тĕрлĕ сĕнӳ- канашпа пулăшма тăрăшаççĕ. Шухăшланине — икĕ хутлă çурта — май килнĕ таран хăвăртрах тума çеç мехел çиттĕрччĕ. Ара, строительство материалĕсем те мĕн хак тăраççĕ-çке!

— Пĕлтĕр эпир сакăр е ытларах ачаллă çемьесене сертификатсем панăччĕ. Çапла майпа тăхăр çемье пурăнмалли условисене лайăхлатма пултарчĕ. Кăçал çак программăна малалла тăсма май килчĕ. Çĕнĕ тапхăр уçрăмăр тесен те юрать. Халĕ çичĕ ачаллисене те тĕревлеме май пур, — терĕ Чăваш Республикин строительство министрĕ Павел Данилов ятарлă сертификата тивĕçнĕ çемьесене саламланă май.

Малтан пысăк кил-йыш валли юрăхлă кĕтес — тăваткал метр калăпăшĕпе тивĕçтерекенни — шыранă пулсан, халĕ ку тĕлĕшĕнчен уйрăмлăх кĕртни те меллĕ. Сертификатпа çемьесем хăйсене кирлĕ пек усă курма пултараççĕ. Калăпăр, пĕрре кăна мар, темиçе хваттер, çурт. Хăйсене мĕн кирлине, ăçта хăтлăрах пуласса çемьесем лайăхрах пĕлеççĕ-çке.

Хăйне евĕр сумлă та хаклă парнене — çурт-йĕр туянма ирĕк паракан сертификата — тивĕçмешкĕн Шупашкарта пурăнакан Васильевсем те пысăк йышпах çитнĕ.

— Икĕ пӳлĕмлĕ хваттерте тăвăр пире. 42 тăваткал метр кăна вăл. Сертификатпа усă курса кил-çурта пысăклатма май килĕ. Ачасене вĕренме те, выляма та хăтлă пулĕ унта. Уйрăмах пĕчĕккисемшĕн савăнăç ку. Паян чи кĕçĕнни Анатолий сакăр уйăх тултарнă май ку уншăн уйрăмах пысăк парне, — Раççей, республика ертӳлĕхне чунран тав тунă май палăртрĕ кил ăшшин управçи Ирина Васильева. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   ♦


Ăçта-ши вăл — чун-чĕрене кисретекен чăваш фильмĕ?

95 çул каялла «Сарпике» иккĕмĕш чăваш кинокартинине кăтартма тытăннă. Çакăн пирки «Трудовая газета» 1927 çулхи çĕртме уйăхĕнче çырса кăларнă. Ку — ун чухнехи чи ăнăçлă фильмсенчен пĕри.

Тĕрлĕрен йышăннă куракан Н.Гарин-Михайловскин «Зора» хайлавне улăштарса ӳкернĕ фильма. Пĕрисем пысăк хак панă, хăшĕ-пĕрин тиркешме сăлтав тупăннă. Картинăра чăваш ялĕсене, йăли-йĕркине кăтартнă, анчах та халăх кăмăл-сипетне, наци хăйне евĕрлĕхне уçса парайман имĕш. Критиксене Сарпикене ĕçре мар, вăйă-кулăра кăтартни килĕшмен тата вăл хăйне чăн чăваш хĕрĕ пек тытмасть тенĕ. Çапах та «Сарпикене» пирĕн çĕршывра кăна мар, ют çĕршывсенче те кăсăклансах пăхма çӳренĕ. Пысăк тупăш кӳнĕ вăл. Çавна май çĕнĕ икĕ фильм ӳкерме май тупăннă. Çапла «Сарпике» республикăри кинопроизводствăн аталанăвне ертсе пыракан Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский тĕллевне-шанăçне тӳрре кăларнă.

Унăн Чăваш Республикин Патшалăх истори архивĕнче упранакан аса илĕвĕсем тăрăх, фильма курава кăларнă хыççăн Тани Юн, илĕртӳлĕхне тата роле ĕненӳллĕ калăпланине кура, тӳрех Совет экранĕн çăлтăрĕ пулса тăнă.

Пирĕн Сарпике фотопортречĕсене Германире тата АПШра кино çăлтăрĕсем пирки çыракан журналсенче пичетлеме тытăннă.

«…Тинĕс хĕрринчи пĕр енлĕ урампа утса пыратăп. Кĕтмен çĕртен куçа темĕн пысăкăш афиша курăнса кайрĕ: ман çине чăваш хĕрĕ пăхать, кулать. «Ăçта каятăн? Кил-ха кунтарах, пăх-ха ман çине… Паллатăн-и мана?» — тет Сарпикен йăл кулакан куçĕ. Васкарах утрăм, умне пырса тăтăм. Сарпике ман çине пăхать, эпĕ — ун çине. Чăнахах эпĕ-и ку? Мĕнле телейлĕ тĕл пулу! Хам вылянă сăнарпа аякри хулара куçа-куçăн тăратăп-çке! Çав вăхăтра кинотеатртан халăх кĕпĕрленсе тухрĕ. Часах тепĕр сеанс пуçланмалла. «Сарпикене» манăн таçтан-таçтан курорта килнĕ çынсемпе пĕрле курас килсе кайрĕ. «Мĕнле йышăнаççĕ-ши вĕсем чăваш пурнăçĕ çинчен ӳкернĕ картинăна?» — шухăшлатăп ăшăмра. Касса патне пытăм — билетсене сутса пĕтернĕ. Администратор пӳлĕмне кĕтĕм.

— Администратор юлташ, пĕр пропуск памăр-ши мана? — аван мар пулин те хăюллансах ыйтрăм унран.

— Мĕншĕн ман сире пропуск памалла? — ыйтрĕ вăл пуçне çĕклесе. — Чимĕр-ха, чимĕр… Ăçта курнă эпĕ сире? — тĕлĕнчĕ çавăнтах ман çине шăтарас пек пăхса.

— Эсир мана пурнăçра курман пулĕ… Эпĕ…

Каласа пĕтерме те памарĕ администратор, сĕтел хушшинчен тухса ман паталла ыткăнчĕ.

— Каçарăр, тархасшăн, эсир Тани Юн вĕт? — хĕпĕртесех кайрĕ вăл.

Унтан мана хăех зала кĕртсе лартрĕ. Куракансем картинăна интересленсех пăхаççĕ, вырăнĕ вырăнĕпе алă çупаççĕ. Манăн чĕре сиксе тухас пек тапать. Ниçталла та пăхмастăп: палласран хăратăп. Сарпике пăлхавçă хресченсене алăк уçса парсан куракансем урисемпе тапăртатсах алă çупрĕç», — аса илсе çырать «Тăван Атăл» журналта Таня Юн Крымра пулса иртнине.

Иккĕмĕш чăваш кинокартинине Совет Союзĕнче лайăх йышăнни — республикăри кинематографи ĕçченĕсене хавхалантарнă кăна мар, укçа-тенкĕ енчен тĕрев кӳни пирки каларăм ĕнтĕ.

Тата тепĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмпа палăрса юлнă асăннă фильм. Шăпах «Сарпике» ӳкернĕ чухне «Чăвашкино» йĕркеленсе кайнă та. Тани Юн аса илĕвĕсем тăрăх, ку картинăна ӳкерме «Белгоскинопа» килĕшӳ тăваççĕ. Анчах укçа-тенкĕ енчен килĕшсе татăлаймаççĕ. «…Апла пулсан эпир пĕтĕмпех хамăр ӳкеретпĕр, — хăюллăн каларĕ пирĕн уполномоченнăй, — çырать Тани Юн Иоаким Максимов-Кошкинский пирки. — «Белгоскино» уполномоченнăйĕ СССР Тĕп комитетне те кайса пăхрĕ – усси пулмарĕ. Çапла пуçланчĕ «Чăвашкино».

Çав вăхăтри «Чăвашкинон» çитĕнĕвĕсем пирки Румынири пĕр хаçат тĕлĕнсе те çырнă: мĕнле вăл çакăн пек вак халăх çулсерен илемлĕ фильм ӳкерсе курава кăларма пултарать? Пĕтĕмĕшле илсен 1926 çултан пуçласа 7 çул хушшинче республикăра 7 илемлĕ тата 3 документлă фильм ӳкерме вăй-хал çитернĕ.

Малтанхи чăваш фильмĕсенче чăваш йăли-йĕрки нумаййине палăртнă. Çакна Иоаким Максимов-Кошкинский çитменлĕхсен шутнех кĕртет /аса илӳрен/. Паянхи куракан çĕр çула яхăн каялла терт-нушапа ӳкернĕ фильмсене ниепле те хак параймасть. Вĕсем сыхланса юлайман.

Анчах акă мĕн шухăша ярать. Çитменлĕхсен шутне кĕртнĕ çав самант паян фильм ӳкерекенсен тĕп теми пулса тăрать тесен те йăнăш пулмĕ. Тĕпчер-ха, халĕ чăваш çынни мĕнле фильмсем пăхма пултарать? Ахаль куракан интернета кĕрет чи малтан, çапла-и? Мĕн куратпăр унта? Ытларах — документлă фильмсем. Шăпах чăваш йăли-йĕрки çинчен ӳкернĕ вĕсене. Кăсăклă. Анчах пурне те мар. Пĕр фильм хыççăн теприне пăхма тытăнатăн. Тем шырать куç. Анчах… чун-чĕрене ярса илекенни ăçта-ши вăл?

Çав документлă фильмсемех — кашни хăйне майлă. Анчах темшĕн пирĕн йăла-йĕркене евĕрлесе кăтартнăнах туйăнать. Тумсем халь çĕленисем, сăмахран. Чăн чăваш çи-пуçĕнчен урăхларах ĕнтĕ. «Сарпике» ӳкернĕ чухне вара чăн чăваш тумĕсем пулнă. Çавсене курас килет — унччен мĕнле пулнине. Çав шутра — чăваш ялĕсем еплерех пурăннине. Ку – пĕрре.

Çак йăласене курса ӳсменрен пирĕн ачасене вĕсемпе кăсăклантарса яма питĕ йывăр. Вĕрентӳ пособийĕ пек ятарласа лартса кăтартмасан пăхас та çук вĕсене паянхи шкул ачи. Вĕсен кумирĕсем чăвашлăхпа çыхăнманнине çирĕплетсех калама пулать.

«Чăвашăн шухăшлавне улăштаракан хăватлă фильм кирлĕ», — тесе калани çине-çинех аса килчĕ интернетри материала шĕкĕлченĕ май. Çакă — фильмсем урлă чăваш чĕлхине тĕнчипе кĕрлеттересшĕн çунакан Алексей Енейкин сăмахĕсем. Журналист тата унăн пултарулăх ушкăнĕ ӳкернĕ «Кунта тăшман ури ан пустăр» документлă-илемлĕ фильм шăпах «Сарпике» проката тухнăранпа 95 çул çитнĕ тĕле куракансем патне çитрĕ. Çакăнта историри пĕр пеклĕх пур пек туйăнмасть-и? <...>

Надежда КУДРЯШОВА.

♦   ♦   


Шурă машинăллă, вĕри сывлăшлă…

Узбекистанпа Хива-Бухара-Самарканд маршрутпа паллашма сĕнеççĕ. Хива хулине çула тухма çапах та шиклентĕмĕр. Бухара кивĕ пайĕнче пулса курнă, юмах тĕнчинче çĕр каçнă хыççăн — чăн та, пире юмах каласа кăтартакан тупăнмарĕ, эпир эмир мар вĕт — Самарканда каякан хальхи йышши, хăвăрт çӳрекен Афросиаб пуйăса лартăмăр. Билетсене, каланăччĕ ĕнтĕ, маларах илсе хунăччĕ, унсăрăн юлмаççĕ.

Хăрушлăх çук

Самарканда хамăр тĕллĕн кăна çитрĕмĕр. Ют хула. Вокзал. Ăçталла утмалла? Вырăнтисенчен хула тăрăх экскурси ăçта туянма пулнине ыйтатпăр. Ытти çĕрте çакă вокзал çумĕнчех пулсан кунта Регистан тӳремне çитмелле-мĕн. Мĕнех, малтан инçех мар вырнаçнă пасара çаврăнма кăмăл турăмăр.

Киле таврăннă хыççăн эпир хамăр тĕллĕн кăна çӳреме мĕнле шикленменнине ыйтрĕç те, тӳрех калам — нимĕн хăрушши те асăрхамарăмăр. Сутуçăсем, чĕлхене хуçкаласа та пулин, вырăсла чиперех перкелешеççĕ. Эпир аякран килни тӳрех курăнать пулин те, чалăшшăн пăхакан никам та çук. Йĕркеллех ăнлантараççĕ.

Вокзалтан инçех мар вырнаçнă пасарта куçа тыткăнлакан тумтир пулманнипе малалла утатпăр. Инçех те мар — апат-çимĕç пасарĕ. Унта кĕрсе курмасăр епле чăтăн! Кăнтăрти çимĕçсем куçа илĕртеççĕ: персик, нектарин, инжир… Хырăм выçă… Пĕр хутаç улма-çырла тултарса фонтанлă сквера вырнаçатпăр. Пасартах çуса тухнă персике алла илетĕп. М-м-м… Çăварта хăех ирĕлсе тăрать! Нектарин та çавах. Груша та — мамăк пек. Ĕненес те килмест — Самарканд хулин скверĕнче персик чăмласа ларатпăр!

Хырăма улталанă хыççăн çапах та Регистана çитме тĕв турăмăр. Такси — кашни утăмра. Анчах та вĕсем хака темиçе хут хăпартма пултараççĕ. Пĕр çамрăк мăшăр пире кирлĕ вырăна мĕнле çитмеллине тĕплĕн ăнлантарчĕ. Общество транспорчĕ те çӳрет-мĕн.

70 градус…

Регистан… Виçĕ медресе вырнаçнă лаптăкпа паллă вăл. «Хăйăр сапнă тӳрем» тесе куçать. Тĕрĕссипе, тухăçра кирек епле тĕп тӳреме те çапла калаççĕ, анчах та Ташкентпа Бухарара сыхланса юлман вĕсем. Тӳрем темиçе гектар йышăнать. Кĕмелли вырăн шыраса утса халтан кайрăмăр. Стена, стена… Аранах пĕчĕк алăк тупса тӳреме кĕретпĕр. Тĕлĕнмелле илемлĕ архитектурăллă ансамбль. Ăна шăп Совет Союзĕ арканас умĕн йĕркене кĕртсе çитернĕ. Медресесенчен пĕрне кĕме тăнăскерсем патне хурал чупса çитрĕ. Тӳреме сăнасах тăраççĕ курăнать. Эпир хыçалти алăкпа кĕнĕ иккен. Тĕп алăк умĕнче вара касса пур. Çын пуçне — 200 тенке яхăн. Сăмах май, вырăнтисем тăватă хут сахалрах тӳлеççĕ. Каç пулса килнине кура ыран килме калаçса татăлатпăр. Вырăнти гид пире Самарканд кăтартма шантарать. Нумай калаçса-тавлашса тăнинчен усси те пулчĕ. Регистан каçхине уйрăмах хитре пулнине каларĕ хайхи — медресесем çинче тĕрлĕ çутă вылять иккен. Ăна кĕтсе илме тĕв туса çывăхри кафене апатланма кĕретпĕр.

Каçхи тăхăр сехет. Регистан йĕри-тавра мрамор сарнă. Картлашкасене шăлсах тăраççĕ. Халăх карта тавра кĕпĕрленсе тулнă, нумайăшĕ картлашка çинче ларать. Эпир те вырнаçатпăр. Çывăхрах хĕрарăм ачи- пăчипе, мăнукĕсемпе вырнаçнă. Вĕсемпе сăмах пуçаратпăр. Вăталăх хĕрĕ сиксе тăчĕ те пулеметран пенĕ пек вырăсла шăтăртаттарма пуçларĕ: «Улугбек, Шер-Дор, Тилля-Кари медресисем…» Кашнин историйĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Вăт, хайхи, гид та кирлĕ пулмарĕ. Йăл-йăл çиçсе кăна тăракан пикерен вăл çакна ăçтан пĕлнипе тата вырăсла ăçта вĕреннипе кăсăкланатăп. Харăсах икĕ енĕпе аслă пĕлӳ илет-мĕн: çĕршыв историйĕпе тата ют чĕлхесемпе. Пирĕн кашни ыйтăва хĕр ура çине сиксе тăрса экзаменри пек шатăрттарса хуравлать. Калăн, çакă ăна киленӳ кӳрет. «Атьăр сире асăнмалăх Регистан умĕ-нче сăн ӳкеретĕп», — тапăртатать кăна хайхискер пирĕн умра. Эпир ӳкерĕнсе ĕлкĕрнине пĕлсен: «Мĕн-тĕр кирлĕ тĕк тӳрех калăр», — чĕвĕлтетет кăна пике. Таджиксем иккен. Самаркандра ку халăх чылаййăн пурăнать. Хайхисен ашшĕ те, ыттисем пекех, укçа ĕçлесе илме Мускава тухса кайнă. Сăмах çинех, арçын çемйипе калаçма видеоçыхăнупа шăнкăравласа ячĕ. Машинăра. Ахăртнех, Раççей тĕп хулинче таксистра вăй хурать. <...>

Рита АРТИ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.