Чăвашла верси
Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 35 (1415) № 25.09.2025
«Кашни ачана алă çинче йăтса çÿрес килет»
— Пĕчĕкренех хамран кĕçĕнрех ачасене тимлеме килĕшетчĕ. Воспитательте ĕçлеме пуçлани ăнсăртран пулса тухрĕ темелле. Алла диплом илсен РФ суд приставĕсен федераци службин Чăваш Енри управленийĕн пресс-секретарĕн пулăшуçине вырнаçрăм. Радиона та, издательствăна та чĕннĕччĕ. Çав вăхăтрах ача садĕнче те ваканси пуррине пĕлтĕм. Кайса пăхрăм — йышăнчĕç. «Ачасемпе ĕçлеме йывăр», — терĕç пĕлĕшсем. Эпĕ ĕçе çулла пуçăнтăм. Ун чухне воспитательсем отпускра пулнăран сменăпа мар, кун каçипех тăрăшмалла. Приставсемпе пĕрле ĕçленĕ хыççăн нимĕн те шиклентерместчĕ, иртен пуçласа каçчен тăрăшасси — пушшех те, мĕншĕн тесен унта канмалли кун та, отпускра та, çур çĕрччен те ĕçлеме пултарнă, — пуçарчĕ сăмахне Шупашкарти 130-мĕш ача садĕнче вăй хуракан Анастасия Семенова.
— Садика вырнаçсанах чи кĕçĕннисемпе ĕçлеме шанчĕç. Вĕсем садикра кунĕпех мар, вăхăтлăх кăна пулатчĕç. Ача нумай марччĕ. Вĕсене пысăк опытлă тепĕр воспитатель тимлетчĕ. Манăн кашни шăпăрлана алă çинче йăтса çÿрес, ыталас, çупăрлас килетчĕ. Пĕчĕкскерсене йĕмĕсем йĕпенсен улăштарнă, çăвăнтарнă, кашăкпа апат çиме вĕрентнĕ… Каярах аслăраххисемпе ĕçлеме пуçларăм. Ачасем патне чун туртать, вĕсене питĕ юрататăп.
Пĕрле вăй хуракансен йышĕнче Анастасия Евгеньевна хăйне хăтлă туйнă, ĕçе хавхаланса çÿренĕ. Ача садĕнче 2016 çултанпа тăрăшать вăл.
— Кашни ĕç кунĕ кăсăклă иртет. Шăпăрлансем тăтăшах йăл кулă парнелеççĕ. Манăн ята пĕчĕкскерсем тĕрлĕрен калани те интереслĕ: Тасия Гения, Атасия Геневна, Сигения… пурне те астуса юлма тăрăшаттăм. Çитĕннисене суйма, вĕсемпе йăпăлтатса калаçма пулать, ачасемпе вара ун пек хăтланаймăн. Вĕсем йăлтах туяççĕ, сисеççĕ. Пĕчĕкскерсен тÿрĕ кăмăллăхĕ чунра ăшăлăх çуратать. Уйрăмах — вĕсем мана пырса ыталанă чухне. Ку вăй-хал парать. Ачасем — пурнăç çеçкисем, воспитательсем вара «пахчаçăсем». Кашни чечеке уйрăммăн тимлеççĕ, ăнланаççĕ. Çакна та каламалла: чăтăмлăх çук тăк садикра ĕçлеме пултараймастăн. Воспитателе пысăк шалу илессишĕн е канассишĕн вырнаçмаççĕ. Шăпăрлансене юратни — чи пĕлтерĕшли, — калаçрĕ вăл. — Тĕрĕссипе, садикра пултарулăхпа ăсталăх тĕрлĕ енлĕн аталанаççĕ: воспитателĕн артист та, платник та, вĕрентекен те, ташăçă та, юрăçă та пулмалла. Ачасемпе кăна мар, ашшĕамăшĕпе те пĕр чĕлхе тупмалла, вĕсен шанăçне çĕнсе илмелле. Ашшĕ-амăшĕ тенĕрен, çап- çамрăк та çÿллĕ мар, черчен кĕлеткеллĕ Анастасия Евгеньевна çине хăшĕ-пĕри шанмасăртарах пăхнă. «Хăй те ача пекех-çке, пирĕн тĕпренчĕксене мĕнле тимлĕ-ши?» — шухăшланă, ахăртнех, вĕсем. Кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ывăлĕхĕрне опытлă воспитателе шанса парасшăн-çке-ха. Кунта воспитателĕн ача пуррипе çукки те витĕм кÿрет-мĕн. Анастасия ун чухне амăшĕн ятне илтме ĕлкĕрейменха. Пĕррехинче ашшĕпе амăшĕ ывăлне илсе килнĕ. Лешĕ, çаврăнăçуллăскер, пĕр вырăнта тăрайман, тÿрех чупма тапратнă. Ачан ашшĕ тăпăл-тăпăл Анастасия Евгеньевнăна сăнанă та: «Ачасене пăхайĕ-ши ку? Лешсем çÿллĕшпе кĕçех хăйне çитеççĕ», — тенĕ. — Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкне садикра хăварсан урамра чÿречерен, йывăç хыçĕнчен пăхма хăтланатчĕ: эпĕ хама еплерех тыткаланине, йăлтах йĕркеллĕ пулнине курса ĕненес тенĕ ĕнтĕ. Вĕсене ăнланатăп — тăван пепкине, пĕчĕкскерне, ют çынпа хăвараççĕ- çке. Вăхăт иртнĕ май ашшĕ-амăшĕ лăпланчĕ, вĕсен иккĕленĕвне сирме пултартăм. Ачасен пĕр ушкăнне 5 çул ертсе пытăм, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе пĕр çемьери пек туслăччĕ. Çакскерсем манăн туйра та кĕтмен парнепе савăнтарчĕç. Хăшĕ-пĕринпе халĕ те, ачисем садикран тухса кайнă пулин те, çыхăну тытатпăр. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри тепĕр пепке çуратнă, ăна та эпĕ ертсе пыракан ушкăна ярасшăн. Анастасия Евгеньевна хăйĕн ĕçне чунпа парăнни куçкĕрет. Вăл ăна пултарулăх тĕлĕшĕнчен уçăлма та пулăшнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕскер садик ĕçĕхĕлĕ пирки «Тантăш» хаçата заметкăсем çырнă. Ачасене «Тетте» журналпа та туслаштарнă. Кунсăр пуçне ача сачĕн социаллă сетьри ушкăнĕсене тытса пынă, унта хыпарсем вырнаçтарнă. Анастасия Евгеньевна — çамрăк çыравçă та. Унăн хайлавĕсем Чăваш кĕнеке издательствин кăларăмĕсенче кун çути кураççĕ. Ачасемпе çамрăксен библиотеки йĕркелекен «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурсра те палăрать вăл. Тутарстанра тата Турцире иртнĕ тĕрĕк тĕнчин çамрăк çыравçисен форумĕсене те хутшăннă. Кăçал республикăри ачасемпе çамрăксен хушшинче ирттернĕ «Сăмах вăйĕ» конкурсра çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ, унăн калавĕ тупăшупа пĕр ятлă кĕнекере кун çути курнă. Юратнă ĕç Анастасия Евгеньевнăна пултарулăхра та çитĕнÿ тума хавхалантарать. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
Мăшăрĕ çĕре кĕрсен хавхалану сÿннĕ
Лев Медведев вĕрентÿ тытăмĕнче çур ĕмĕре яхăн — 45 çул — тăрăшнă, ачасене математикăпа физика тĕнчипе паллаштарнă. Çав вăхăтрах çыравçă тата поэт пек те палăрнă.
— Ялта ĕçлесе пурăнма май паракан профессие суйларăм — шкулпа сыв пуллашсан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕтĕм. Хулара тĕпленмешкĕн шухăш пачах пулман, — каласа кăтартрĕ Лев Васильевич. — Эпĕ — çемьери пĕртен-пĕр ача. Мана аннепе асанне воспитани парса ÿстерчĕç, атте эпĕ çут тĕнчене килсенех çĕре кĕнĕ. Паллах, пĕччен çитĕнме кичемччĕ. Урамра кăна юлташсемпе вăхăт ирттерме пултараттăм. Халĕ тантăш туссем ку тĕнчере çук ĕнтĕ, эпĕ кăна пурăнатăп. Пединститутран вĕренсе тухсан яш салтак аттине тăхăннă, аслă пĕлÿллĕскер çулталăк Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă. Çуралнă тăрăха таврăнсан тÿрех ялти, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тури Çĕрпÿкасси шкулне, ĕçе вырнаçнă. Унтах тин çеç педучилищĕрен тухнă физкультура вĕрентекенĕ Галина та тăрăшнă. Икĕ çамрăк часах пĕрпĕринпе пĕр чĕлхе тупнă. Вăхăт иртнĕ май туслăх юратăва куçнă, вĕсем мăшăрланнă. Сăмах май, Галина Егоровна та çемьере пĕччен çитĕннĕ. Вăл — Совет Союзĕн Геройĕн Алексей Логиновăн мăнукĕ. — Пĕрлешнĕ хыççăн малтанхи вăхăтра асаннепе тата аннепе пурăнтăмăр. Анне вăрăм ĕмĕрлĕ пулчĕ, 80 çултан иртсен çĕре кĕчĕ. Унăн шăпи пачах çăмăл мар пулин те. 11 çулта чухне ăна кулак хĕрĕ тесе айăпласа Анат Тагилти тĕрмене ăсатнă… — сăмахне малалла тăсрĕ арçын. — Пурăна киле мăшăрпа уйрăм çурт лартрăмăр, пилĕк ачана пурнăç парнелесе ура çине тăратрăмăр. Ачасем пĕр-пĕрне пулăшса, вĕрентсе пыччăр терĕмĕр. Виçĕ ывăл пирĕн: асли Василий офицер, ФСБ тытăмĕнче ĕçлерĕ, иккĕмĕшĕ Сергей Шалти ĕçсен министерствинче вăй хурать, виççĕмĕш ывăл Андрей Мускаври тĕн академийĕнчен вĕренсе тухрĕ. Вăл — профессионал художник, турăшсем ÿкерет. Пурте авланнă, çемьеллĕ. Хĕрĕмĕр Марина — Элĕкре васкавлă медпулăшура, Татьяна воспитательте тăрăшаççĕ. Мăшăрпа пурнăç сукмакĕпе 49 çул алла-аллăн утрăмăр. Анчах ăна чир хавшатрĕ. 2019 çулта операци сĕтелĕ çине выртма тиврĕ унăн. Шел, ун хыççăн ура çине тăраймарĕ Галя, пурнăçран уйрăлчĕ. Çухатăва йывăррăн чăтса ирттертĕм, хама тăватă стена хушшинче ларнă чухне читлĕхри чĕр чун пекех туйрăм, — чунне уçрĕ Лев Васильевич. — Мăшăр пурăннă чухне алла хутпа ручка тăтăшах тытаттăм, çĕнĕрен çĕнĕ хайлавсем шăрçалаттăм. Пĕччен юлсан хавхалану сÿнчĕ. Çырма ларсан та кирлĕ сăмахсем пуçа килмеççĕ, аса илÿсем çеç чуна ыраттараççĕ. Çăмăл мар пулин те Лев Васильевич хуçалăх тытать, çуркунне пахча çимĕç лартать, çăвĕпех çĕр çинче тăрмашать. Сад та пур унăн, вăл çулсеренех улма-çырлапа савăнтарать. Выльăх-чĕрлĕхрен темиçе чăх çеç картишре. Кушак вара кил хуçишĕн юлташ вырăнĕнче темелле. Хĕлле, кĕркунне уйрăмах тунсăхлă çыравçа. Вăхăта хаçатжурналпа кĕнеке вуласа, телевизор умĕнче ирттерет. — Ачасем хăйсем патне пурăнма чĕннĕччĕ, анчах мăшăрпа çавăрнă хуçалăха пăрахса каяс килмест. Пÿрте шыв та, газ та кĕртнĕ. Мунча та пур. Ялта хама ирĕклĕрех туятăп, — калаçрĕ тивĕçлĕ канурискер. — Шкултан кайсан тавра пĕлÿ енĕпе ĕçлеме пуçларăм. Хамăр ял историне тĕпчесе кĕнеке те пичетлесе кăлартăм. Пĕрремĕшĕ «Çĕрпÿрен — хурăн айне» ятлăскер. Каярахпа ăна материалсемпе пуянлатса вырăсла хатĕрлерĕм. Вăл 2017 çулта пичетленсе тухрĕ, — терĕ чылай çул шкулта тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн «Ĕç ветеранĕн» ятне тивĕçнĕскер. Сăмах май, асăннă кăларăма пухса хатĕрленĕшĕн Лев Васильевича «Чăваш Республикин этнокультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятпа чысланă. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
«Выçса вилесрен ĕне çăлса хăварчĕ»
— Аттепе аннене лайăх астăватăп. Атте мана питĕ юрататчĕ. Хĕлле ĕçрен ывăнса таврăннăскер кăмака çине хăпарса выртатчĕ, эпĕ те ун çумне тĕршĕнеттĕм. Вара атте мана вулама, хутлав таблицине вĕрентетчĕ. 1-мĕш класа кайнă чухне эпĕ вулама та, шутлама та пĕлеттĕм. Эпир Горький облаçĕнчи Митрополье ятлă салара пурăнаттăмăр. Вăл çеçен хирлĕ вырăнта ларнăран вутă тĕлĕшĕнчен лару-тăру йывăрччĕ. Çак сăлтавпах-ши эпир Пăрачкав тăрăхĕнчи Пустынь ятлă пĕчĕк яла куçса килтĕмĕр. Вăл Кудеиха салинчен виçĕ километрта вырнаçнăччĕ. Çурт сахалччĕ унта. Тавралăх вара питĕ илемлĕччĕ: вăрмансем, уй-хир, Киря юхан шывĕ. Эпĕ шкула çÿрерĕм. Пушă вăхăтра аннене хуçалăхра пулăшаттăм, йăмăка тимлеттĕм. 1941 çулхи пуш уйăхĕнче пирĕн алăкран инкек шаккарĕ — аннен чĕри тапма чарăнчĕ. Эпĕ, 16 çултискер, кил хуçи вырăнне юлтăм — апат хатĕрлерĕм, кĕпе-йĕм çурăм, йăмăка Клавăна тимлерĕм, аттепе колхоза ĕçлеме çÿрерĕм. Йăлтах анне вĕрентнĕ пек пурнăçлама тăрăшаттăм. Вăхăт нумаях та иртмерĕ тепĕр инкек тухрĕ — вăрçă пуçланчĕ, — иртнине куç умне кăларать хура-шурне чылай тÿссе ирттернĕ Вера Дементьева.
Икĕ хĕр пĕрчин пĕртен-пĕр çыннине, ашшĕне, фронта илсе кайнă. Вера вĕренÿ пирки манмалли пирки ăнланнă: ĕçлемелле пулнă. Уй-хирте, фермăра ватăсемпе хĕрарăмсем тата ачасем кăна пилĕк авма пуçланă. Лашасене фронта ăсатнăран нумай ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă. Лавсене вара ватă утсемпе е вăкăр кÿлсе турттарнă. Председатель тивĕçĕсене те хĕрарăмăн пурнăçлама тивнĕ, унччен çак ĕçре тăрăшнă арçын та çапăçу хирне тухса кайнă. — Вăрçă пуçланнă çулхи пĕрремĕш хĕлле уйрăмах йывăр килчĕ: Сăр хÿтĕлев чиккисене тунă çĕре ĕçлеме ячĕç. Эпĕ, тин çеç 17 тултарнăскер, çитĕннисемпе тан тар тăкрăм. Шартлама сивĕ ÿт-пĕве витĕр шăнтатчĕ, алă та шăнса хытатчĕ, кăвайт умĕнче ăшăннă хушăра алсиш типсе ĕлкĕрейместчĕ. Шăннă çĕре лумпа таккаттăмăр, дзотсене тăпрапа хуплаттăмăр. Вăйсăртарах ватăсем апат пĕçеретчĕç. Пире кунне пĕрре çеç çитернĕ. Вĕсемех кăвайт сÿнесрен вутă пăрахса тăратчĕç. Ĕçе ир-ирех тăрса каяттăм, 10-12 километр çуран утса 8 сехет валли çитмеллеччĕ. Киле таврăнсан та канма май пулман — кăмака хутмалла, ыран валли апат пĕçермелле, тумтире типĕтмелле. Юрать, кăмака пурччĕ. Унта пахча çимĕç пĕçереттĕм, кун каçах çитетчĕ. Эпĕ ĕçре чухне йăмăка тата выльăхсене ватă кÿршĕ хĕрарăмĕ пăхатчĕ, — аса илет вăрçă тапхăрĕнчи пурнăçа Вера Дементьева. Колхозра пĕве кĕнĕ хĕрсене ĕç нормине çитĕннисемпе тан уйăрса панă. Çу кунĕсенче ял урамĕсенче çын пачах курăнман. Пĕчĕк ачасене тимлекен карчăксем кăна килте ларнă. Ыттисем хирте пилĕк авнă. Малтан акана, унтан утă çулма, хыççăн вырмана тухнă. — Йăлтах ĕлкĕрме шутсăр йывăрччĕ — килте ĕне, сурăх тытаттăмăр. Йăмăка та пăхмалла-çке-ха. Пĕрех нăйкăшман никам умĕнче те, ун чухне кама çăмăл пулнăши? Шуçăмпа пĕрле ĕçе тухнă, киле çутă уйăх вăрман хыçне пытансан çитнĕ. Йывăр пулсан та туслă, пĕрле ĕçленĕ. Çулла çаранра çавасем йăлтăртататчĕç çеç. Хĕрсемпе хĕрарăмсем саплăклă кĕписемпе сараппанĕсен аркисене пĕтĕретчĕç те, тутăрĕсене хĕвел пĕçертесрен куçĕ çине антарса лартатчĕç те хĕрÿ ĕçе пуçăнатчĕç. Арçын ачасем кĕлтесем çыхатчĕç. Ачисене никампа хăварайман амăшĕсем пĕчĕккисене пĕрле хире илсе тухатчĕç. Лешсем, татăксемпе чĕркенĕскерсем, курăк çинчех çывăратчĕç. Халĕ ачасем апат-çимĕçе те тиркеççĕ, канфет-печение те пурне те çимеççĕ. Эпир вара пĕтĕмпех чăмланă. Çĕр улми пуçтарса кĕртсен кайран шăннă çимĕçсене пуçтараттăмăр. Ăна тупнишĕн те тем пек хĕпĕртенĕ. Типĕтнĕ çăка çулçине тĕпретсе пашалу пекки пĕçереттĕмĕр. Пире ĕне выçă вилме памарĕ. Сĕте патшалăха панă пулин те хамăр валли те кăштах юлатчĕ. Фронта пулăшаттăмăр — туссемпе пухăнса алсиш, нуски çыхаттăмăр. Укçатенкĕ те параттăмăр. Пурин те çĕнтерĕве хăвăртрах çывхартас килетчĕ. Çĕнтерĕве кĕтсе илтĕмĕр. Анчах аттепе текех тĕл пулаймарăмăр, вăл вăрçăра пуç хунă. Çапах çĕнтерÿшĕн савăнтăмăр. Тем вăхăтран фронтран арçынсемпе каччăсем таврăнма пуçларĕç… — сÿтĕлет сăмах çăмхи. Верăна ордена тивĕçнĕ çамрăк танкист Николай Дренин килĕштернĕ. Çамрăксем пĕрлешнĕ. Вера ашшĕне асра тытса качча кайсан та хушаматне улăштарман. Çемьеллĕ пурнăç пуçланнă çеç — ялта пушар тухнă, хĕрлĕ автан чылай çурта тĕп тунă ун чухне. Инкек хыççăн Верăпа Николай Кудеиха салине куçнă. Майĕпен çурт та лартнă, ача-пăча çуратса çитĕнтернĕ. Мăшăр «Засурский» совхозра фермăра вăй хунă, яланах малта пынă. Вера Ивановна нихăçан та пурнăçне ÿпкелемен. Мăшăрĕпе 25 çул пĕрле пурăннă, 5 ачана ура çине тăратнă. Тăрăшуллă хĕрарăма Ача амăшĕн медалĕпе те чысланă. <...>
Светлана ИВАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас