- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чăваш хĕрарăмĕ» 35 (1263) № 08.09.2022
Тымарĕ çирĕп этем чунĕн…
«Тĕлĕнмелле ырă та ăшă кăмăллă, çутă чунлă, пурне те пулăшма хатĕрскер, драматург, артистка, пур енлĕ пултаруллă хĕрарăм, амăшĕ, асламăшĕ…» Çакăн йышши ырă сăмахсемпе хавхалантарма тăрăшрĕç «Чăваш хĕрарăмĕн» хастар авторне, вулаканне Левтина Марьене унăн çĕнĕ кĕнекине хаклама пухăннисем.
Левтина Марье чăнласах ырми- канми ĕçленине палăртмалла. Ача- пăча валли пĕчĕк пьесăсем тăтăшах хайлать вăл, çак ĕçсем шăпăрлансем патне чăваш радиопа çитеççĕ. Пирĕн вулакансем унăн шӳтлĕ монологĕсем хаçатра кун çути курасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Хушма ятне юратнă кукамăшĕпе çыхăнтарнăскер çав самантрах кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларать. Куç тулли мăнукĕсем валли те вăхăт тупать асламăшĕ. Атăл хĕрринче вырнаçнă дачăра хĕрне тулăх пахча çимĕç ӳстерме, тутлă улма-çырла пухма пулăшать. Ăçтан ĕлкĕрет пур ĕçе те? Ăçтан пĕлет пур ĕçе те? Çакна Алевтина Никитичнăран хăйĕнчен ыйтса пĕлес терĕмĕр.
«Ачасемпе мăнуксене юратни, çак туйăм хире-хирĕçле пулни хавхалантарса пырать пурнăçра. Шăпăрлансем хăйсем те çут çанталăкпа туслă. Хĕлĕпех çуркунне çитессе кăна кĕтсе тăраççĕ, дачăна кайма ĕмĕтленеççĕ. Унтан вара тухма та пĕлмеççĕ. Пулăшаççĕ те — пахча çимĕçе пĕрле шăваратпăр. Ачасем те, мăнуксем те маттур пулнăран чун-чĕререн савăнатăп», — тет тулли кăмăлне пытармасăр Левтина Марье.
«Пултарулăхĕ тата ăс-тăнĕпе тавра курăмĕ — кашни кĕнекере», — çапла çырать ун çинчен Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши. Левтина Марьене Чăваш писателĕсен союзне 2001 çулта йышăннă. Тен, çыравçăсен пĕрлĕхĕнче пулни те ăна малалла татах та тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать? Левтина Марьен нумай ĕçĕ чăваш радион «ылтăн çӳпçинче» упранать. Унăн пьесисем тăрăх республикăри нумай театрта спектакльсем хатĕрленĕ, çав шутра — Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче тата Чăваш пукане театрĕнче. Тĕрлĕ районти халăх пултарулăх ушкăнĕсем те Левтина Марье ĕçĕсене сцена çине кăлараççĕ. Республика тулашĕнче те хисепре унăн ячĕ.
Хăй искусство тĕнчине чунпа парăннăскер, ачисене те çак çулах суйлама пулăшнă вăл. Хĕрĕ Ольга Нестерова — Раççей тава тивĕçлĕ артистки, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн симфони оркестрĕн тĕп дирижерĕ. Ывăлĕ Федор Казанов Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн микрофон» конкурсра гран-прие тивĕçнĕ. Халĕ Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн солисчĕ. Мăнукĕ те çемьен пултарулăх çулĕнчен пăрăнман. Даниил Павлов — сĕрме купăсçă, Чулхулари оперăпа балет театрĕнче ĕçлет.
Левтина Марье юрлама юратать. Юрă-кĕвĕпе туслăскерĕн сăввисем хăй тĕллĕн юхса пыраççĕ. Ахальтен мар композиторсем вĕсене юрра хывма кăмăллаççĕ.
Левтина Марье — Чăваш патшалăх пукане театрĕн хисеплĕ ветеранĕ. Сăмах май, кунта авторăн çĕнĕ пьеси тăрăх Юрий Филиппов режиссер «Виçĕ хĕвел» гранд-спектакль сцена çине кăларма хатĕрлет.
Елизавета Абрамова директор хăйĕн сăмахĕнче Левтина Марье Чăваш патшалăх пукане театрĕн мăнаçлăхĕ пулнине палăртрĕ.
Нумаях пулмасть Левтина Марьен вун тăваттăмĕш кĕнеки «Благословляю и благодарю» вулакан патне çитрĕ. Шăпах ăна пахалама пухăнчĕç те çыравçăн пултару-лăхне килĕштерекенсем. Черетлĕ кĕнекере автор Тăван çĕршыва чунтан юратса юрлани сисĕнет. Унсăр пуçне кунтах сăвăсемпе поэмăсем, калавсем, шӳтлĕ монологсем, пьесăсем вырăн тупнă. Хайлавĕсенче юлташĕ-пĕлĕшне те сăмах панă. Çавăнпах хăшĕ-пĕри хăйне палласа та илчĕ кĕнекери геройсен хушшинче. <...>
Рита АРТИ.
♦ ♦ ♦
Сухалли-и е яка янахли-и?
Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕ хăйне май уявпа çыхăннă — вăл сухаллă çынсене пĕрлештерсе тăрать. Уяв Раççейре кăна мар, тĕнчипех сарăлнă.
Арçынсем, тĕрĕссипе, этемлĕх пуçланнăранпах сухал ӳстереççĕ. Цивилизаци аталаннă май, чăн та, йăла улшăнсах пынă. Е фараонсен кăна сухалпа çӳреме юранă. Тепĕр тапхăрта чухăнсен янахĕ кăна мăкланнă. Паян çак ыйтăва арçынсем хăйсем татса параççĕ. Сухал статуса ӳстерет тесе шухăшлаççĕ вĕсем. Çак мода сарăлсах пынипе календарьте ятарлă кун та уйăрнă авă сухаллисем валли. Ăна 2010 çулта авăн уйăхĕн пĕрремĕш шăмат кунĕнче паллă тума пуçланă. Çак уяв тĕрлĕ çĕршывра тĕрлĕрен иртет: тĕнчипех парад, флешмоб йĕркелеççĕ, сăн ӳкерĕнеççĕ, савăнăçлă ытти мероприяти ирттереççĕ. Ахальтен мар ку. 1698 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче, шăмат кун пулнă ку, I Петĕр сухалпа çӳрекенсене налук тӳлеттерме йышăннă. 1772 çулта кăна II Екатерина пăрахăçланă ку йĕркене. Çапах та çар çыннисен, патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсен яка янахпа çӳремелле пулнă. Çак модăна пурнăçа III Александр тавăрнă — вăл I Петĕр хыççăнхи сухаллă пĕрремĕш патша пулнă.
Сăмах май, чи вăрăм сухал ӳстерекен çынна 1927 çулта палăртнă. Шел, 5 метра яхăн ӳстерсен те рекордсен кĕнекине çакланайман вăл. Вивиан Вилер ятлă хĕрарăм вара 30 сантиметр вăрăмĕш сухалĕпех тĕнчипех палăрнă.
Раççейре 2013 çултанпа сухалпа мăйăх фестивальне ирттереççĕ. Унта ачасемпе хĕрарăмсем те хутшăнма пултарнипе савăнăçлă туйăм хуçаланать.
Вулакан ăнланчĕ пулĕ ĕнтĕ — паян шăпах сухал тавра калаçас кăмăл пур. Хĕрарăмсем мĕнле арçынсене ытларах килĕштереççĕ — сухаллисене-и е яка янахлисене-и? Арçынсем хăйсене сухалпа мăнаçлăрах туяççĕ-и е ку пачах та пĕлтерĕшлĕ мар-и?
ГЕННАДИЙ, 60 çулта, Етĕрне районĕ:
— Темиçе çул каялла канмалли кунсем хыççăн сухал хырмасăрах ĕçе тухрăм. Çакна хĕрарăмсем тӳрех асăрхарĕç, намăслантарма хăтланчĕç. Хама пăхмастăп имĕш. Эпĕ шӳтлес тесе сухал çитĕнтерме пуçлани çинчен сăмах пуçартăм. «Чăнах-и?» — хыпăнса ӳкрĕç хайхисем. Арçын хăйĕн сăмахне çилпе вĕçтерни килĕшӳллех мар. Унран та ытла, коллективри хĕрарăмсем шухăшланине пурнăçласан парне хатĕрлеме шантарчĕç. Ун чухне сухал сивĕ çанталăкра ăшăтни çинчен юрă анлă сарăлнăччĕ. Çынсем мана курсанах асра юлнă йĕркесене шăрантаратчĕç. Çитменнине, «Сухал» хушма ят çыпăçрĕ ман çума. Юлашкинчен яка янахлисене ăмсанса пăхма пуçларăм. Хĕл иртсен сухала аранах хыртăм. Коллективри хĕрарăмсем хăйсен сăмахне тытрĕç: парнепе кăмăлăма тупрĕç. Сухалпа çыхăннă ĕç-пуçа ял халăхĕ çаплипех асра тытать. <...>
Маргарита ИЛЬИНА, Марина ТУМАЛАНОВА хатĕрленĕ.
♦ ♦ ♦
Хăрушсăрлăха пăхăнасчĕ
Çын ĕмĕрĕ тĕлĕнмелле кĕске… Мĕн туса ĕлкĕрнĕ-ха пурнăç тăршшĕпе тесе хыçалалла çаврăнса пăхатăн та — утмаллине утса тухнă та иккен. Тĕрлĕ сăлтавпа ĕмĕрлĕхех куç хупнисене юлашки çула тăтăш ăсатмалла пулчĕ те, утрăмăр та утрăмăр çăва еннелле. Уйра унта та кунта курăк çунтарни курăнать. Тирпейлес теççĕ пулĕ те, анчах çунса кăмрăкланнă уй-хир пĕрре те илемлĕ курăнмасть. Илемĕ те тарама-ха, унтан та ытла çынсем пушар хăрушсăрлăхне уяманни тĕлĕнтерет. «Мĕн вара? Яланах çакăн пек çунтарнă», — хирĕçлеме пăхрĕ пĕлĕшĕмсенчен пĕри. Ирĕксĕрех пурнăçра пулса иртнĕ тĕслĕхсем патне таврăнмалла пулчĕ.
Тĕрĕссипе, кăçал республикăра, вăрмансем кăна 10 хутчен çуннă пулин те, «хĕрлĕ автан» сахалрах алхаснă. Çакна ЧР Пуçлăхĕ ирттернĕ канашлура асăннă цифрăсем çирĕплетеççĕ. Пĕлтĕр пушарнăйсем инкеке пула çулталăк пуçланнăранпа сакăр уйăхра 1146 хутчен çула тухнă, кăçал çак тапхăрта — 1052. Чи пĕлтерĕши, паллах, çын пурнăçĕ. Вут-çулăмран тухайманнипе çыхăннă инкексен шучĕ кăçал, иртнĕ çултипе танлаштарсан, пĕрре виççĕмĕш пайĕ чухлĕ сахалрах пулнă. Кăçалхи сакăр уйăхра çапла майпа 43 çын кун-çулĕ татăлнă, пĕлтĕр — 61.
Пушарнăйсем палăртнă тăрăх, инкек нумай чухне шăпах типĕ курăк хыпса илнине пула сиксе тухать. Вĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, çулăма сӳнтермесен çур ял туххăмрах кĕлленме пултарать. ЧР Пуçлăхĕ çавăнпах курăк çунтаракансен тĕлĕшпе тимлĕхе ӳстерме сĕннĕ.
Кăçал çу вĕçĕ тĕлĕнмелле шăрăх çанталăкпа тĕрĕслерĕ çынсен чăтăмлăхне. Пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăнтарса вăрмана кĕме, вут чĕртме чарнăччĕ. Паллах, ăшăра, сап-сарă хĕвеллĕ кунра никамăн та пăчă хваттерте хупăнса ларас килмест. Кун пек чухне шыв хĕррине каймалла пек те, анчах йывăçсен сулхăнĕнче канас текенсен йышĕ те пĕчĕк мар. Сигаретăн сӳнтермен тĕпĕ, шыв сапса хăварман кăвайт… Чарăва пăхмасăрах йывăçсен хушшинче каннисем çапла майпа инкек сăлтавне çаврăнчĕç. Çӳлерех палăртнăччĕ ĕнтĕ, кăçал та вăрмансем çине-çинех çунчĕç. Çакăн пек самантра йывăç-тĕм айĕнче-хушшинче хӳтлĕх тупнă айăпсăр чĕр чунсен кун-çулĕ те татăлни пирки шухăшлаççĕ-ши тирпейсĕрсем?
Тирпейсĕрлĕхпе е урăх сăлтавпа çыхăннă инкекшĕн явап тытмалли пирки те пуçа хывмаççĕ- тĕр. Анчах та саккуна пĕлменни айăпланассинчен хăтармасть. Çавăнпа та шăрпăка алла тытнă чухне асăрханулăх чи малти вырăнта пулмалла. Пушшех те, инкек калăпăшне кура ирĕклĕхсĕр хăварма, кирпĕч шутлама ăсатмашкăн та пултараççĕ. Пушар тавралăха сиенлеме, пурлăха пĕтерме кăна мар, çын пурнăçне татма та пултарать. Çакă никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çапла, курăка чĕртсе çунтарнăшăн явап тыттармалли уйрăм йĕрке çук саккунра. Анчах та администравлă е уголовлă майпа айăпламалли йĕрке çителĕклех. <...>
Маргарита ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Андриян «ывăлĕ»
«Космонавт» хăна çуртне çав кун Андриян Николаев килсе çитмеллине пĕлтернĕ дежурствăра тăракан салтака. Пĕр хушăран вăл фойере курăннă. Симĕс тумлă каччă ун çывăхнерех пырса çар билетне тăсса панă. Документăн юлашки страницинче космонавтсем чылаййăн алă пуснă ĕнтĕ. Анчах та Андриян калем тытма васкаман-ха. Çар билечĕн малтанхи страницине уçса пăхнă.
— Ентеш апла?
— Çапла, — хуравланă салтак. Чăвашла пĕр-икĕ сăмах хутшăннă май космонавт тем çухатнăн кĕсйисене хыпашланă.
— Шел, сана парне памалăх нимĕн те çук, — тенĕ вăл кăшт кулянса. — Тепĕр эрнерен вĕçсе килетĕп. Ун чухне пĕрле сăн ӳкерĕнĕпĕр, — тенĕ Андриян Григорьевич.
Салтакшăн çак эрне ĕмĕр тăсăлнăн туйăннă. Çав вăхăтрах хăпартлануллă кăмăлпа çӳренĕ вăл. Хăйне хăна çуртĕнчи дежурствăран хăтармалли пĕр сăлтав та ан пултăр тесе шухăшламасăр пĕр утăм та туман, ытлашши сăмах та хушман. Салтакшăн пĕчĕк йăнăш та пысăк айăплавпа вĕçленме пултарнине чухланă. Постран кăларсан паллă та мухтавлă ентешпе тепре курса калаçасси пĕтрĕ вара! Хăна çуртне хăш космонавт килсе çитни те вăрттăнлăх-çке. Çав вăхăтрах ентешĕмĕр шантарнине манман-ши текен шухăш та канăç паман ăна. Пушшех те, черетлĕ хутчен вĕçсе килсен Андриян сывлăх суннă та — салтак умĕнчен иртсе кайнă. Анчах та Николаев сăмахне çилпе вĕçтермен. Хăна çурчĕн тепĕр корпусĕнчен фотографпа таврăннă.
— Хатĕр-и? Сăн ӳкерĕнме кайрăмăр, — йăл кулнă космонавт. Çул çинчен, тен, ывăннă та пуль. Анчах та çакна палăртман.
Урама тухнă хайхисем. Фотограф картлашкапа анса аяла тăнă. Алă çĕклесе ӳкерме хатĕр иккенне палăртнă. Андриян икĕ картлашка аннă. Салтак — виççĕ. Андриян ун çумне тăрсан салтак каллех пĕр пусма аннă. Пурте ахăлтатса кулса янă.
— Мĕншĕн таратăн? — тĕлĕннĕ Николаев.
— Пуçсем пĕр тан пулччăр тетĕп. Пире пилĕк таран ӳкерет пуль?
— Унăн фотоаппарачĕ хальхи йышши. Çывăхран та инçете илет. Çавăнпах ура тупанĕ таранах кĕретпĕр, — ăнлантарнă асли. — Эсĕ те ман пекех иккен. Ыттисене кӳрентересрен хăратăн, — палăртнă Андриян Григорьевич.
«Байконура каятпăр!»
Вениамин Флоренцев Андриян Николаевпа тунă çак сăн ӳкерчĕке типтерлĕ упрать. Альбомра вăл тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Унпа юнашарах ытти космонавтсен сăнĕсем, ырă сунса алă пуснисем, хаваслă яшлăха аса илтерекен самантсем… Хĕсметре Байконурта пулма тӳр килнишĕн савăнать Вениамин Петрович.
— 1975 çулхи çу уйăхĕнче салтака кайма ят тухрĕ. Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренеттĕм ун чухне. Промышленноçа электрофикацилес ĕçĕн вăрттăнлăхĕсемпе хăйне евĕрлĕхне ăса хываттăм. Иккĕмĕш курса куçас чухне повестка илтĕм.
Канашри çар комиссариатĕнчен оркестрпах ăсатрĕç, анчах ăçта илсе каясса каламарĕç. Иркутск енне çул тытнине тавçăртăмăр. Китай чиккинче лăпках марччĕ ун чухне. Шухăшпа эшелонри кашни салтак шăпах унта çитрĕ пуль. Пуйăсран анса йывăр тиевлĕ машинăна вырнаçрăмăр. Сивĕ. Ĕнтĕркенĕскерсем пĕшкĕннĕ те пĕр-пĕрин çумнерех тĕршĕннĕ. Ăçтарах çул тытнине çаплипех пĕлместпĕр-ха. Пирĕн хушăра казах пурччĕ. Нумай кайрăмăр-и, сахал-и — шăпах вăл, ун-кун пăхса пыраканскер: «Байконура каятпăр!» — тесе кăшкăрчĕ. Чăн та, пуçсене çĕклесен çул хĕрринчи тĕллесе кăтартнă паллăна куртăмăр. Хамăр куçпа ĕненсен шутсăр савăнтăмăр. Присяга тытиччен пĕр уйăх киле çыру яма та хушмарĕç. Эпĕ маларах, çул çинче, Орск хулине çитсен, пуйăс чӳречинчен пĕр хĕрарăма çыру тыттарнăччĕ. Иркутск енне илсе кайнине пĕлтернĕччĕ çемьене. Куляннипе килтисем макăрнă. Эпĕ космодром таврашĕнче пулнине пĕлсен кăна лăпланнă. Кайран Андриянпа ӳкернĕ сăн ӳкерчĕке те тăхтаса тăмасăр ярса патăм вĕсене, çывăх çынсене савăнтарас килчĕ, — салтак атти тăхăннине каласа кăтартрĕ Вениамин Флоренцев. <...>
Татьяна НАУМОВА.
♦ ♦ ♦
Тăван чĕлхепе калаçни хăват хушать
Çурçĕре çити кам каять-ши?
«Шкулта тăхтав вăхăтĕнче географи карттине тишкеретпĕр. Темшĕн шăпах Мурманск хули пирĕн тăрăхран мĕнешкел аякри тавра сăмах пуçартăмăр. «Чăвашсенчен кам каять- ши унта?» — шухăшăм ыйту майлă илтĕнчĕ. Ун чухне пирĕнтен нихăшĕ те çав тăрăха куçассăн туйăнман. Тĕлĕнмелле те, шăпа мана Мурманска илсе çитерчĕ. Çавăнпах çак саманта тăтăшах куç умне кăларатăп», — калаçу пуçларĕ Мурманскри «Чăвашсен тăрăхĕ» /«Чувашский край»/ общество организацийĕн ертӳçи Зоя Габдуллова.
Çапах мĕншĕн инçе çула тухмашкăн шухăш тытнă-ха вăл? «Ун чухне, 2000 çулта, Шупашкарта хамăн вырăна тупайманран Мурманска куçма килĕшрĕм. Унта пĕлĕшсем пурăнатчĕç. Ку тăрăх çинчен вĕсем каласа кăтартрĕç», — аса илет йăхташăмăр. Сăмах май, вăл Шупашкарти техникумра строителе вĕреннĕ. Диплом илсен ăна Калуга облаçне ĕçлеме янă. Каярах, Чăваш Ене таврăнсан, хĕр строительство организацине вырнаçнă. «Çак çуртсене хăпартнă çĕрте манăн тӳпе те пур», — ахальтен мар Зоя Ивановна ачисемпе пĕрле Шупашкар урамĕсемпе уçăлса çӳренĕ май хăйне евĕрлĕ экскурси ирттерет. Малтан сăрланă, унтан маçтăрта тăрăшнă, кайран инженер тивĕçĕсене пурнăçланă вăл.
Мурманскра тĕпленсен аслă пĕлӳ илнĕ чăваш хĕрарăмĕ. Зоя Габдуллова çаплипех строительство тытăмĕнче вăй хурать.
«Кунта йăлтах лайăх: çыннисем тарават, вырăнĕ хитре. Чун вара пур пĕрех çуралнă тăрăха туртăнать. Чăваш Енри юлташсем те маншăн çывăхрах», — тăван кĕтес мĕнешкел хаклине çирĕплетет Зоя Ивановна. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
♦ ♦ ♦
Шурă машинăллă, вĕри сывлăшлă…
«Мĕншĕн — Узбекистан?» Çак ыйтупа пĕлĕшĕмсем халтан ячĕç киле таврăннă хыççăн. Ара, тухăçри юмах тĕнчи вĕт-ха ку! Чăн пурнăçра тата ăçта пулса курăн юмах тĕнчинче?! «1001 каçри» Шахерезада, кавирпе вĕçекен Аладдин хăйĕн асамлă хунарĕпе, Али-баба тата хĕрĕх хурах… Унсăр пуçне — Пурçăн çулĕ… Архитектура тата! Калăн, çĕр-çĕр çул тытăнса тăракан пĕр- пĕр мечĕт е медресе хыçĕнчен кĕç-вĕç султан, ун хыççăн калиф хăйĕн çыннисемпе вăрăммăн та çирĕппĕн яра-яра пусса утса тухаççĕ. Иртнĕ ĕмĕрсенчи патша-эмир керменĕсенче курса çӳренĕ чухне яланах çакăн пек шухăш пăралать пуçа. Хăй вăхăтĕнче кунта пирĕн пек хура халăхăн çывăха килме те, куç уçса пăхма та юраман. Халĕ эпир вĕсем çывăрнă вырăнта та ирĕклĕнех çӳретпĕр. Корона темĕн пек йывăр пулсан та ăна та, пурлăха та пĕрле илсе кайма çук çав…
Юмах тĕнчинче
Ташкентра икĕ кун пулнă хыççăн Бухарана çул тытрăмăр. Тĕрĕссипе, турист маршручĕ Хива хулинчен пуçланать. Анчах та унтан инçех мар вырнаçнă Каракалпакире çак кунсенче пăлхав çĕкленине кура теветкелленес мар терĕмĕр. Кам пĕлет, хĕç-пăшаллă çын аллине лексен узбек хĕрарăмĕ-и эсĕ е чăваш-и, пăхса тăмĕç...
Бухара… Ун çинчен юмахра кăна вуланă. Кино курнă. Илемлĕ, таса хула. Туристсене кăсăклантарма пултаракан вырăнсем ытларах пĕр вырăнта вырнаçнипе çавăнтах хăна çуртĕнче вырнаçрăмăр. Пĕлĕшĕмĕрсем бассейнлă çурт йышăннă. Пире вара çывăрмалли вырăн кăна кирлĕ. Бассейн килте çук-им? Хăна çурчĕ вара туристсен лаптăкĕнче те — кашни утăмрах. Хăть хаклине, хăть йӳннине суйла. Эпир вăтамминче вырнаçрăмăр. Кăçал вырăс турисчĕсем Узбекистанра — тинĕс пекех теççĕ те, Бухарари эпир вырнаçнă хăна çурчĕ пушăпа пĕрехчĕ. Пире суйламашкăн 10 ытла пӳлĕм кăтартрĕç. Хăтлăх енчен ытти çĕршывринчен уйрăлса тăмаççĕ — мĕн кирли йăлтах пур. Хăвăрт кăна вырнаçнă хыççăн хулапа паллашма тухатпăр. Пире ИркИн ятлă арçын кăтартса çӳрет. Вăл пирĕн пĕлĕшĕн… пĕлĕшĕ. Тахçан иккĕшĕн хушшинче юратуллă туйăмсем те хуçаланнă-мĕн.
Бухарара кашни утăмра юмах хуçаланнă пек туйăнать. Анчах тӳпе айĕнчи уçă музее çаврăнман вăл — кунта халĕ те пурнăç кĕрлет. Маларах Бухарара Пурçăн çулĕпе тухнисем чарăну тунă, халĕ — туристсем. Йăлтах курас тесессĕн 2 кунлăха чарăнмалла кунта. /Уйăх пурăнсан та, тепĕр тесен, йăлăхтармĕ те…/ Паллă вырăнсем йăлтах мечĕт, медресепе çыхăннă. Вĕсен эрешĕсене, архитектурине вырăнта курмалла. Çавăнпа ячĕсем çинче чарăнса тăмăпăр.
Туристсем çӳрекен вырăнта куç умне тӳрех Арк крепоç тухса тăрать. Бухарара вăл чи ватти пулнине палăртаççĕ. Археологсем унăн никĕсне тĕпченĕ хыççăн, крепоçе пирĕн эрăччен 4-3 ĕмĕрсенче çĕкленине çирĕплетнĕ. XX ĕмĕрччен кунта Бухара ханствин ертӳçисем пурăннă. Крепоç никама парăнмалла мар вырнаçнă — çĕртен 20 метр çӳллĕшĕнче вăл.
Хула тăрăх çӳренĕ май мăшăрланакан çамрăксене чылай асăрхарăмăр. Пĕрле сăн ӳкерĕнме ыйтсассăн кăмăллăнах килĕшеççĕ. Çывăхран пăхсан качча тухакан хĕрĕн пичĕ çинче ӳчĕ те курăнманнине асăрхатăн — çав таран вăйлă сăрланаççĕ.
Музей та нумай. Эпир Тамерланăнне кĕрсе курма тĕв турăмăр. Гид пулăшăвĕсĕр мĕн ăнланăн кунта? Вăл каласа кăтартнинчен çакă асра юлчĕ. Музейра Тамерланăн пуç купташки тăрăх ӳкернĕ пĕртен-пĕр ӳкерчĕк упранать. Ăна Питĕр ӳнерçи хатĕрленĕ. <...>
Рита АРТИ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас