- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чăваш хĕрарăмĕ» 34 (1262) № 01.09.2022
Ларса ĕçлемелли вырăн шыранă та…
Сăран пушмака кăларса ывăтма шелленипе Шупашкарти пĕр пасарти юсав мастерскойне илсе кайнăччĕ. «Кăна йĕркене кĕртейместĕп, эпĕ ансатраххисемпе кăна ĕçлетĕп, атьăр тепĕр «точкăна» каятпăр», — терĕ манăн пушмака ун пек те, кун пек те çавăркаланă хыççăн маçтăр. Пĕр сăмах та чĕнмесĕр ун хыççăн утатăп. Кирлĕ çĕре çитсен пире хирĕç шурă сухаллă, вăрăм çӳçлĕ, шкап пек кĕрнеклĕ арçын тухрĕ. «Ай-уй, пачăшкă ĕçлет-им кунта?» — аптраса ӳкрĕм малтанах. Хайхискер эпĕ çухалса кайнине асăрхарĕ пулас, сывлăх сунса йăл кулчĕ. Кун пеккине, çынсем ăна курсан тĕлĕннине, хăнăхнă пулас вăл. Çавăнпах-тăр нимех те палăртмарĕ, пушмака пĕрре пăхсах юсама йышăнчĕ, мĕскер тăвассине ăнлантарчĕ.
Маçтăр
Вăхăт çитсен хайхи юсавлă япалана илме тесе кайрăм. Типтерлĕ, нимĕн те калаймăн. Калаçса кайрăмăр. Маçтăр чей ĕçме сĕнчĕ. Мĕншĕн тутанса пăхас мар? Уй, ĕçме çук йӳçĕ, мĕн япали ку? Ĕнтĕ алла тытнăскерне каялла лартма та аван мар. Ахаль йышши чей ĕçмест иккен арçын, усăллă тĕрлĕ курăкран пĕçерет. Унпа калаçнă май хайхискерĕн тавра курăмĕ анлă пулни, вăл темĕнпе те кăсăкланни уçăмланчĕ. Тĕрлĕ чиртен ятарлă курăк пуххи сĕнчĕ вăл. Мĕнле атăçă пулчĕ ку? Çак ĕçпе аппаланакансем нумай чухне урăлса курманнипе палăрса тăраççĕ. Ку вара пур стереотипа пăсать. Сергей Павловпа, маçтăра çапла чĕнеççĕ, каярахпа ятарласа тĕл пулма калаçса татăлса сыв пуллашрăмăр. Тĕрĕссипе, хаçатра материал хатĕрлемешкĕн сĕнме те иккĕлентĕм малтанах. Ахăртнех, тахăш регионтан килнĕ вĕсем, çемйи пирки калаçуран ăнлантăм, Шупашкара. Чĕлхе пĕлменскерĕн чăваш хаçатĕнче хăйĕн пирки çыртарма кăмăлĕ те пулмĕ. Анчах маçтăр каллех мана тĕлĕнтерсе хирĕçлесе пĕр сăмах та каламарĕ, тӳрех килĕшрĕ.
Эпĕ ку арçын тĕлĕшпе тĕлĕнсе çитертĕм пулĕ тенĕччĕ, анчах та кĕтменлĕхсем мана умра татах та кĕтнĕ- мĕн. «Шупашкартанах эпĕ, — терĕ вăл. — Çĕрпӳ районĕнчи Туçи ялĕнче çуралнă». Çавăнтах чăвашла калаçса кăтартрĕ хайхискер.
«Хальлĕхе эпĕ — Сергей Николаевич. Кĕçех ятăма паспортра та улăштарăп — тĕрĕссипе, мана тахçанах Богумил тесе чĕнеççĕ. Паспорта улăштарсан улшăнусене пур документа та, калăпăр, водитель удостоверенине, кĕртмеллипе кăна тытăнса тăратăп. Мăшăрăм та ятне улăштарнă. Ку таранччен вăл Татьянăччĕ, малашне Стазара пулĕ. Вун виçĕ çулти хĕрĕм, çуралсанах Василиса ятпа çӳреме пуçланăскер, халĕ — Святослава. Çук, авалхи тĕне пĕлтермест ку. Пирĕн тĕнче курăмĕ, энергетикăпа çыхăннăскер, çапларах. Çут çанталăк вăйне пăхăнатпăр эпир».
Нумай чухне çын турă патне чунне кисретнĕ пĕр-пĕр пулăм хыççăн çул тупать. Инкек е пысăк савăнăç хыççăн ĕненӳ вăйланать. Сергей Николаевич ун пекки-кун пеккине шарламарĕ, хăй 20 çулта чухнех Тухăç философийĕпе кăсăкланма пуçланине кăна каларĕ.
Çын мĕнле тĕллевпе килет çĕр çине? Кам вăл? Çакăн йышши ыйту хуравне тинех ăнланма пуçланине палăртрĕ вăл.
Пурнăçа ăнланма пуçланине те çакăнпах çыхăнтарать вăл. Чи кирли — мăшăрĕпе иккĕшĕ те пĕр куçпа пăхаççĕ тĕнче çине. Ку вара çемьере кăна мар, пур енлĕн хутшăну йĕркелеме пулăшать. <...>
Рита АРТИ.
♦ ♦ ♦
Чăваш туйĕ çĕнтернĕ
Раççей телекуравĕсенче мĕнле кăна кăларăм, епле кăна шоу çук! Пĕри тепринчен кăсăклăрах. Сенкер экран çинче ентешсене кăтартнă чухне ку е вăл вăйă, тупăшу епле вĕçленессе, кам çĕнтерессе пушшех пĕлес килет.
Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Пятница» телеканалпа кăтартакан «Тăватă туй» ток-шоуна пăхакансем те ытти чухнехинчен ытларах пăлханчĕç-тĕр. Шупашкар çамрăкĕсем те хутшăнчĕç вĕт унта. Суйлав кăтартăвĕсемпе Викторийăпа Спартак çĕнтерӳçĕ пулса тăчĕç.
Шоу качча кайма хатĕрленнĕ тăватă хĕр пĕр-пĕрин туйне çитсе курнипе çыхăннă. Уява епле илемлетнине, хĕр кĕпине, апат-çимĕçе, хăнасене мĕнлерех хавхалантарса савăнтарнине хаклаççĕ пикесем. Викторийăн Омск хулинчи Снежанăпа, Санкт-Петербургра пурăнакан Машăпа тата Краснодар тăрăхĕнчи Машăпа тупăшма тиврĕ. Çĕнтерӳçĕ ятне тивĕçни вара çамрăк мăшăра питех те хавхалантарчĕ.
Викторийăпа Спартак 2016 çулта интернетра паллашнă. Пĕрремĕш хутчен кафере тĕл пулсан мĕн пирки калаçмаллине те пĕлмен апăршасем, именнĕ тесен те юрать. Анчах пĕр-пĕрне килĕштернине кашниех чунпа туйса илнĕ. Социаллă сеть урлă çыру çӳретнĕ. Хĕрпе пĕр-икĕ хутчен тĕл пулнă хыççăн каччă патне салтака каймашкăн повестка килнĕ. Викторийăна пĕлтернĕ вăл кун пирки. Чиперук тӳрех ĕненмен- ха, çакна шӳт вырăнне йышăннă. Анчах та чăнлăх пулнă ку. Хутшăну халь-халь кăна аталанма пуçланă тапхăрта савнийĕнчен уйрăлас та килмен пулĕ те… Анчах та Спартака салтакран кĕтме шантарнă Шупашкар пики. Сăмахне çилпе вĕçтермен.
Кăçалхи нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕрлешнĕ вĕсем. Туй кунне палăртнă чухне проекта хутшăнасси шухăшра та пулман. Ун пирки пач ăнсăртран пĕлнĕ тени те йăнăш мар. Кунашкал шоу пурри пирки пĕлтерӳ курнă хыççăн кашни каç çак кăларăма пăхма тытăннă. Туйччен пĕр уйăх юлсан Виктория анкета çырса пăхма шухăш тытнă. Çырма çырнă- ха ăна, анчах та хурав илессе пачах кĕтмен. Тĕлĕнмелле те, хирĕç çыру ирхине çитнĕ те. Проекта хутшăнма кăмăлĕ пуррине çакăн чухне пĕлтернĕ те пулас мăшăрне. Спартак юратнă çыннине хирĕçлемен кăна мар, хавхалантарса пынă. Шăпах унăн пулас арăмĕ çĕнтересси пирки пĕрре те иккĕленменнине пĕлтернĕ. Кастинг-продюсер çамрăксемпе видеоçыхăну мелĕпе калаçнă хыççăн проекта хутшăнасса систернĕ.
Тăванĕсене вара туя «Пятница» канал валли те ӳкерессе темиçе кун маларах çеç систернĕ. Вĕсем те савăнса йышăннă ку хыпара. Пур енчен те камера ӳкерни туйра савăнмашкăн хумхантарман та, хăратман та вĕсене. Кăларăм эфира тухасса та тăванĕсемпе çывăх çыннисем чăтăмсăррăн кĕтнĕ.
— Сенкер экран леш енне кĕрсе курас, ӳкерӳ епле иртнине, камерăпа мĕнле ĕçлемеллине туйса курас килчĕ. Кăсăклă çысемпе хутшăнса çĕнĕ юлташсемпе паллашас килни те пурччĕ ку утăмра, — тет Виктория.
Çав вăхăтра ку çынсене савăнтармалли-хаваслантармалли шоу-программа пулнине палăртать. Кашни тăватă туй хăйсен йĕркипе пулса иртнине, унта режиссерсем пачах хутшăнманнине çирĕплетет. Туй епле иртессе те, унта кам-кам хутшăнасса та çамрăксем малтанах палăртса хунă- çке. Пушшех те, проекта заявка тăратнă чухне туй «хатĕр» пулмалла. Вăл мĕн хака ларасса та, мĕнле стильпе иртессе те, программа та, хăнасене кам савăнтарасса та палăртмалла. Çавăнпах проекта хутшăнма мар, чăн-чăн туя хатĕрленнĕ çамрăксемпе тăванĕсем. Чăваш юрри-ташшипе савăнтарнă «Уяв» ансамбльпе ытти юрăçа та малтанах чĕннĕ. Çавăнпах проенктра туй наци сĕмĕллĕ иртессе палăртнă. <...>
Татьяна НИКОЛАЕВА.
♦ ♦ ♦
Шалупа илĕртмелле
Ĕçлев тытăмĕнче улшăнусем пулсах пыраççĕ. Организаци-предприятие те, ĕç шыракансене те пырса тивеççĕ вĕсем. Сывлăх тĕлĕшĕнчен ыттисенчен раснараххисен йышне кĕрекеннисемпе çыхăннă нормăсем те хушăран-хушă çĕнелеççĕ. Шăпах çак улшăнусем тавра пулчĕ те ЧР Ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министерствинче йĕркеленĕ пресс-конференцире пуçарнă калаçу.
Сусăрсен тĕлĕшпе йышăннă йĕркере улшăнусем пĕлтĕрхи пуш уйăхĕнче пулчĕç. Пурнăçа тапхăрăн-тапхăрăн кĕрсе пыраççĕ вĕсем. Кăçалхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен, сăмахран, организацисем сусăрсем валли вырăн уйăрнипе кăна çырлахма пăрахнăччĕ, тӳрремĕнех ĕçе илмелли йĕркене пурнăçа кĕртнĕччĕ. Ку таранччен сывлăх тĕлĕшĕнчен ыттисенчен уйрăлса тăракансем валли вырăн пуррине пĕлтерни те квотăна пурнăçланипе танахчĕ.
Ку е вăл организацире миçе сусăр тăрăшасси предприятири пĕтĕмĕшле йыш пысăкăшĕнчен килет паллах. Калăпăр, 30-100 çын тăрăшакан çĕрте сусăрсем валли ĕç вырăнĕсен 2 процентне уйăрмалла. 100 çын ытла вăй хуракан предприятисенче коллективăн 3 процентне сывлăх тĕлĕшĕнчен уйрăлса тăракансем йышăнмалла.
Паянхи куна çĕнĕ йĕрке туллин пурнăçланмасть-ха, ĕçлев министрĕ Алена Елизарова çакна пытармарĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вара сусăрсене ĕçе илес тĕлĕшпе тепĕр çĕнĕлĕх вăя кĕрет. Çӳлерех асăннă ыйтăва татса пама пулăшĕ вăл. Пĕр организаци квотăпа уйăрмалли вырăнсене малашне тепĕр организацире йĕркелеме пултарать-çке. Çакă саккун ыйтнине пурнăçлас тĕлĕшпе çăмăллăх кӳрет паллах. Мĕнле ăнланмалла-ха çĕнĕлĕхе? Калăпăр, Иван Ивановичăн сусăра ĕçе илме май çук, анчах саккун ыйтнине пурнăçламаллах унăн. Петр Петрович ертсе пыракан организацире вара сывлăх тĕлĕшĕнчен уйрăлса тăраканскерсем валли те ĕç тупăнать. Вăл хăйне уй-ăрса панă квотăна кăна мар, Иван Иванович валли палăртнине те пурнăçлать — килĕшĕве алă пусса тусĕшĕн те сусăра ĕçе илет. Анчах та ĕçчен шалăвне Иван Иванович хăй тӳлет. Петр Петрович организацийĕнче сусăр валли ятарлă ĕç вырăнĕ хатĕрлесси те — Иван Иванович тивĕçĕ.
— Чăваш Республикинче паян темиçе реестр пур. Унта сусăрсене ĕçе вырнаçтарма килĕшекенсене хăйсене палăртаççĕ. Ку тивĕçе вĕсем вырăнне тума ыйтакансене уйрăммăн шута илеççĕ. Ĕç шыракансен те хăйсен ятарлă реестрĕ пур. Предприятисем кирлисене, тивĕçтерекеннисене шăпах вĕсен йышĕнчен суйласа илме пултараççĕ те, — палăртрĕ Алена Геннадьевна.
Ют предприятишĕн сусăра ĕçе илме хатĕр организацисем чылай нумайрах иккен.
— Тавçăруллисем, инçе курăмлисем çак ыйтăва вăраха тăсмасăр, вăхăтлă татса пама тăрăшаççĕ паллах. Квотăна хăйсем тĕллĕн пурнăçлама май çук тăк тепĕр организаципе килĕшĕве алă пусас енĕпе ĕçлеççĕ, — хушнине вăраха тăсма юраманнине палăртрĕ ĕçлев министрĕ. <...>
Татьяна НАУМОВА.
♦ ♦ ♦
Шурă машинăллă, вĕри сывлăшлă...
Малтанах Ташкентра чарăнтăмăр. Тӳрех калам, туристсене илĕртекенни нимех те çук кунта. Çĕршывăн тĕп хули пулсан та. 1960-мĕш çулсенче çĕр вăйлă чĕтреннĕ, йăлт арканнă, хула феникс кайăк пек çĕнĕрен çĕкленнĕ темелле. Çавăнпах çуртсем, палăксем — йăлт паянхисем. Ташкент-сити — халăх туртăнакан вырăн. Каç еннелле кунта ярмăрккăри пек утаççĕ çынсем. Хулипех тапса тухнă тейĕн. Скверта нумаях пулмасть хурăнсем лартнине асăрхарăм. Шăрăх çĕрте ӳсет-ши вара Раççей символĕ? Кам пĕлет, тен, шăварсан хăрмĕ те. Çапах та ӳсен-тăранран ытларах лăсăллисене лартнă.
Виçĕ курка…
Хулан кивĕ пайĕнчен мĕн те пулин сыхланса юлнах тесе урам тăрăх çуранах утрăмăр. Узбекистанра — иккĕмĕш кун. Шăрăх!!! 42 градус. Çуртсен сулхăнĕнчен — фонтан патне, шыв сирпĕнекен вырăнтан йывăçсем еннелле чупатпăр. Пур пĕр ураран ура иртми пулчĕ. Кĕçех пĕтĕрĕнсе анасса сиссе кондиционер ĕçлекен ресторана кĕтĕмĕр. Статусне тытать заведени: 3 курка компотшăн тата пĕр турилкке кăшман яшкишĕн 2000 тенке яхăн тӳлесе тухрăмăр. Юрать, укçа мĕнле çăмăллăн каять, çавăн пекех çăмăллăн килтĕр. Чи кирли — ура утакан пулчĕ.
Хулан кивĕ пайĕ тени — ячĕ кăна. Те шăрăх пусарнипе, минарет-медресе илемĕпе киленсе тăма хал çитмерĕ, Ташкент варрине курма васкарăмăр. Çынсемпе сăмах хускатма, чăн та, вăтанмалла мар. Хаваспах йăлтах ăнлантараççĕ. Сквер хыçĕнчи нумай хваттерлĕ чаплă çуртра авă узбек «çăлтăрĕсем» пурăнаççĕ. Çакна кăна ăнланмарăм — пуянсем уйрăм çуртра тĕпленнĕ терĕç те…
Мускав майлă
Ташкент-сити Мускава аса илтерет: «ВДНХ» та, «Кремль» те пур кунта. Тĕрлĕ çĕршыв символĕсене те курма пулать: Лондонри «Биг Бен», Парижри «Эйфель башни»… «Диснейлендра» ача-пăча хĕвĕшет. Юрлакан фонтан çынсене хăй патне пуçтарать.
Урамра асăрханса çӳремелле — машинăсем правилăсене пăхăнмаççĕ, кам мĕнле пĕлет — çапла пăркалать руле. Ятарласа паллă тунă вырăнта çуран çӳрекенсен нимĕнле приоритет та çук: каçса ĕлкĕртĕн — лайăх… Çавăнпа та çул çине ура ярса пусиччен лайăх пăхмалла. Машинăсем хĕрлĕ çутăпа та вирхĕнме пултараççĕ, çывăхрах инспекторсем тăраççĕ пулсассăн та нимĕнле реакци те çук — çакна хамăр курса ĕнентĕмĕр.
Мĕн сутаççĕ пасарта?
Ташкентра туристсене чи илĕртекенни, ахăр, Чорсу пасар. Кунта темĕн те тупса илме пулать. Каярахпа, ытти хулара пулнă хыççăн, хаксене танлаштартăмăр та — Ташкентра улма-çырла виçĕ хут йӳнĕрех. Сăлтавĕ ытти хулара туристсем нумайрах пулнипе çыхăннă. Кирек хăш çĕршывра та çавăн пек — туристсем çӳрекен лаптăкра яланах питĕ хаклă, ют çын ури пусман çĕрте, вырăнтисем валли, пачах урăх хак. Узбекистанран ытларах кавир, пурçăн, савăт-сапа илсе таврăнаççĕ. Апат-çимĕçрен — мăйăр, техĕмлĕхсем, чей… Улма-çырла вăрăм çула чăтаймĕ. Çавăнпа ăна ытларах çиме тăрăшрăмăр. Персик, нектарин, слива, пан улми, груша… Хĕвелпе шăранса пиçнĕскерсем çăварта ирĕлсе тăраççĕ. Арпуса сивĕтмĕше хурса шыв ĕçес вырăнне çиеççĕ. Сивĕ арпус çавăн пек тутлă пуласса тĕлленмен те. Пире кучченеçлĕх курт туянма сĕнчĕç — Раççейре ăна тупса илме çук-мĕн. Йӳçĕтнĕ сĕтрен хатĕрленĕ сырпа тăвар хутăшне Вăтам Азире кăна мар, Кавказ тăрăхĕнче те юратаççĕ иккен. Технологие пăхăнса хатĕрлесен сакăр /!/ уйăх упранма пултарать çак çимĕç. Шăрăхран та, сивĕрен те хăрамасть. Ĕлĕкрех курт çынсене выçлăхран хăтарнă, вăрăм çула тухакансем ăна яланах пĕрле илнĕ. Чăваш тăпăрчĕ евĕрскер, ахăр, шухăшларăм малтанах. Çыртса пăхрăм та… сурса кăларассинчен аран тытса чартăм хама. <...>
Рита АРТИ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас