«Чăваш хĕрарăмĕ» 32 (1209) № 19.08.2021

19 Çурла, 2021

Фильмра ÿкерĕнеççĕ, шкула хатĕрленме пулăшаççĕ

Çĕрпӳ районĕнче республикăри Хĕрарăмсен союзĕн вырăнти уйрăмĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Рынкă салинчи культура çурчĕн «Сударушки» ансамблĕн артисчĕсем хăнасене юрăпа кĕтсе илчĕç.

Çĕрпӳ район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Беккер хастар хĕрарăмсене пĕр-пĕринчен тĕслĕх илме сунчĕ. Ял тăрăхĕн, предприятисен ертӳçисен йышĕнче этемлĕхĕн черчен çурри пуçарулăхпа, çаврăнăçулăхпа палăрнине, ĕçре арçынсенчен те ирттернине каларĕ.

Çĕрпӳ район пуçлăхĕ Татьяна Баранова Хĕрарăмсен союзĕн вырăнти уйрăмĕн хастарĕсем со-циаллă пурнăç аталанăвне хăйсен тӳпине хывнине палăртрĕ, общество ĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тав турĕ.

«ИТ — Чăваш Республикин кластерĕ» информаци технологийĕсене аталантарма пулăшакан ассоциаци ертӳçи Владимир Лидерман сăмах илчĕ. «Пирĕнтен кашниех ачасем çитĕнӳ çулĕпе утнине курасшăн. Кашни ашшĕ-амăшĕшĕнех тĕпренчĕксене аталантарасси малти вырăнта. Хулара тĕрлĕ кружок ĕçленине кура ывăл-хĕрĕн чун киленĕçне тупма çăмăлрах. Ялта çитĕнекен тĕпренчĕксене те хушма пĕлӳ илмешкĕн тивĕçлĕ условисем туса парас килет. Çавăнпах эпир, компьютерщиксем, пĕр тытăма пĕрлешрĕмĕр. Ĕмĕте пурнăçа кĕртес тĕллевпе Çĕрпӳ тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи вĕренӳ учрежденийĕсенче, ача сачĕсенче çитес вăхăтрах 60 компьютер вырнаçтарасшăн. Хальхи йышши техника ăсталăха туптама пулăшĕ. Малашне кашни ача садĕнче робототехника кружокĕ уçасшăн. Кăçал шкултан вĕренсе тухнисемпе профориентаци енĕпе 2 килĕшĕве алă пусрăмăр. Çитес çулсенче вун-вун, çĕр-çĕр килĕшӳ хатĕрлесшĕн. Пултаруллă ачасене хамăр тăрăхра хăварас туртăмпа çыхăннă çакă. Пĕрле ĕçлесен кирек хăш ĕмĕте те пурнăçлама май килĕ», — терĕ Владимир Викторович.

Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн Çĕрпӳ районĕнчи уйрăмĕн ертӳçи Наталия Ильина кулленхи ĕç çинчен каласа кăтартрĕ. Хастарсем тĕл пулусем йĕркелеççĕ, ял-йыша кружоксене явăçтараççĕ, пултарулăх коллективĕсене ертсе пыраççĕ. Ялта клуб çуккине пула вырăнти артистсемпе килте ре-петици ирттерекен те пур. «Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăнакансен ячĕсене историре хăварас тĕллевпе нумай ĕçлерĕмĕр. «Идти на окопы» документ фильмра ӳкерĕнтĕмĕр. Халĕ çак ĕç пысăк экран çине тухасса кĕтетпĕр», — палăртрĕ Наталия Михайловна. Ватă çынсене, ветерансене, нумай ачаллă çемьесене тĕрев панине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Вĕсене киле пырса пулăшаççĕ, парнесемпе хавхалантараççĕ. Халĕ хĕрарăмсем сахал тупăшлă çемьери ачасене шкула хатĕрлес ĕçе хутшăнаççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, укçа хывакансем пепкепе пĕрле лавккана каяççĕ. Пĕлӳ илме кирлĕ хатĕрсене туянаççĕ.

Эрех ĕçекенсемпе уйрăммăн калаçни те сиенлĕ йăларан хăпма пулăшасси куç кĕрет. Ку ĕçе психологсене явăçтараççĕ. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   


Усламçă çулĕ теветкеллĕ те…

Тĕнче, çĕршыв, республика кирек мĕнле тапхăра чăтса ирттертĕр — услам ĕçĕ яланах пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Предприниматель çулĕ çине тăрасси теветкеллĕ, анчах тупăш илес тĕллеве мала хуракан çын сисчĕвлентерекен ыйтусене сирме çав-çавах май тупать. Куç хăрать те алă тăвать тени бизнес хутлăхĕнче çине тăрса тăрăшаканшăн тӳрре тухатех.

Харпăр хăйĕн ĕçне пуçлас шухăш пур, анчах темĕн хăратать — кун пек тĕслĕх талккишпех. Мĕнрен тытăнмалла? Бизнес-плана мĕнле йĕркелемелле? Тăкаксемпе тупăш кăтартăвĕсене шутлама-виçме камран вĕренмелле? Ĕç кăтартăвĕсем малтан шухăшланă пек пулмасан шурлăхран мĕнле тапаланса тухмалла?.. Ыйтусен вăчăри тата та тăсăлма пултарать. Çавсенчен хăтăлма пулăшаканни вара, тинкерсе пăхсан, сахал мар. Чи малтанах пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна патшалăх тĕревленине аса илер. Харпăр ĕçне йĕркелекенсемшĕн тĕрлĕ грант, субсиди çирĕплетнĕ. Сăмахран, пĕчĕк пред-принимательлĕхре тăрăшма пуçлакана 300 пин тенкĕ таран грант пама пултараççĕ. Çĕнĕ йышши пысăк мар ушкăн йĕркелекенĕн документсемпе çирĕплетнĕ тăкаксен 70 процентне /çав вăхăтрах 500 пин тенкĕрен ытла мар/ саплаштарма май пур. Халăх пултарулăхĕн пĕр-пĕр ĕçĕпе кăсăкланакан та, бизнес-проект çырнăскер, патшалăх пулăшăвне тивĕçме пултарать. Ăстасене, тăкаксен калăпăшне кура, 290 пин тенкĕ таран параççĕ.

Чăваш Енре пурăнакан çамрăк предпринимательсене ал-ура çавăрса ямашкăн, услама аталантармашкăн ятарлă центр — «Манăн бизнес» — уçнă. Унта харпăр хăйĕн ĕçне йĕркелеме ĕмĕтленекенсене те пулăшаççĕ. Предприниматель çулĕ çинче старт илме вĕрентекен тӳлевсĕр тренингсем йĕркелеççĕ. Ун витĕр тухнисен йышĕнче хăйсен проекчĕсене пурнăçа кĕртме пуçланисем чылайăн. Пĕри — сыр тума, тепри çынсене парикмахер пулăшăвне сĕнме тытăннă. Шупашкарта пурăнакан Оксана Шумилова, тĕслĕхрен, ателье уçнă. Çамрăк хĕрарăмшăн çывăрмалли кĕпе-йĕм тĕрлĕ ĕлкепе çĕлесси чун киленĕçĕ шайĕнче пулнă. Каярах вăл çакăн пек ĕçпе услам йĕркелеме ĕмĕтленнĕ, анчах темĕн шиклентернĕ. «Манăн бизнесра» «Услам азбуки» проектпа вĕренни ăна тахçанах çуралнă шухăшне пурнăçа кĕртме май панă. Пĕчĕк пӳлĕм тара илнĕ, çĕвĕ машинсем туяннă та… ĕçе пуçăннă. Çĕлеме саккас паракана илĕртме япаласене ре-кламăлас, çакăн валли фотосесси ирттерес ĕçе те предпринимательсене тĕревлекен асăнннă центр йĕркелеме пулăшнине палăртать вăл. Çапла хăйсем валли хăтлă çи-пуç янтăлама та, кĕпе-йĕм парнелĕх майлаштарма та ыйтакан йышлансах пынă. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Çитĕнÿ никĕсĕнче — мăшăр хавхалантарни

Маттур та хастар çын сахал мар Чăвашра. Çамрăксем те, аслă ӳсĕмрисем те пултаруллă. Ентешĕмĕрсем Раççей, тĕнче шайĕнче палăрма пултарсан вĕсемшĕн савăнатпăр. 72 çулти Виктор Семенов хăвăрт утас енĕпе тĕнче рекордне çĕнетнĕ хыпара илтсен те чун хĕпĕртерĕ. Нумаях пулмасть Беларуçре ветерансен хушшинче иртнĕ чемпионатра чăваш спортсменĕ 5000 метр дистанцие 26,27 минутра парăнтарса аслă ӳсĕмрисен хушшинче палăрнă.

Чăваш Енре хăвăрт утас енĕпе çыхăннă спорт дисциплинин никĕсне хывнă, аталантарнă пĕртăвансем пирки манман паллах. Анчах шăпах çак çитĕнӳпе Виктор Семенович хăй пирки тепре аса илтерчĕ. Хастар та правур арçынна хаçат тĕпелне хăнана чĕнес кăмăл, пытармăпăр, шăпах ырă хыпар илтнĕ хыççăн çуралчĕ. Спортсменăн, тренерăн ĕçĕ сахал мар. Тĕл пулмашкăн палăртнă кун редакцие хăнана çитеймерĕ вăл. Физкультурниксен кунĕ умĕн «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри хастар спортсменсемпе курнăçма палăртнă. Виктор Семенович та — ку мероприяти хăни. Шăпах унта тĕл пулма калаçса татăлтăмăр та унпа. Пăр кермен алăкне уçса кĕрсенех хăй-не евĕр парне кĕтрĕ ăна. Маттур хĕрсемпе тĕл пулнишĕн çав тери хĕпĕртерĕ арçын.

— Елена Николаева манăн вĕренекен пулнă. 1990 çулта пĕрле ĕçлеме пуçларăмăр унта. 1992 çулта Олимп вăййине кайрăмăр, медаль çĕнсе илтĕмĕр. Валя Егорова ун чухне Олимп чемпионĕ пулса тăчĕ. Алина Иванова 1991 çулта Токиоран пĕтĕм тĕнче чемпионĕ ята тивĕçсе таврăнчĕ. Çак хĕрсемпе тĕл пулмашкăн çав тери хавас. Яланах май килмест паллах. Пур пĕр темле пулсассăн та хушăран курнăçма май тупатпăр.

— Çак кунсенче эсир 5 çухрăм утса тĕнче рекордне çĕнетнĕ. Çитĕнӳ йывăр килчĕ-и? Мĕнле пĕлтерĕшлĕ вăл сирĕншĕн?

— 1963 çулта, шкулта вĕреннĕ чухнех, хутшăнма пуçларăм ăмăртусене. Алла аттестат илсен Шупашкарти педагогика институтне вĕренме кĕтĕм. Аслă пичче Василий Семенович хăвăрт утас енĕпе кăсăклантарса ячĕ. Вăл тата вăталăх пичче Геннадий кăтартса пынипе эпĕ техникăна вĕренсе çитрĕм. Ăна мĕн ачаран тĕрĕс лартнă темелле. Çавăнпах мана халĕ тренировка кăна кирлĕ. Юратнă ĕçе вара темле йывăр пулсан та пурнăçламашкăн çăмăл. Кăмăла каймасан ансат тивĕçе те кал-кал пурнăçлама çук. Хăвăрт утасси манăн ăшра. Юрататăп ку ĕçе. Спорт ĕмĕрĕпех манпа юнашар. Çавăнпах тĕрлĕ йывăрлăха парăнтарасси шăл çемми вырăнĕнче. Хальхи çитĕнĕве те ĕмĕр тăршшĕпе ĕçленин кăтар-тăвĕ пек хаклатăп.

— Шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслă пулнине каларăр. Ачалăха аса илер-ха. Тĕрлĕ вăйă урлă килнĕ-и çак туртăм?

— Анне 8 ача çуратнă. Анчах çак йышран пиллĕкĕн кăна пурăнтăмăр. Икĕ пиччепе икĕ аппа пур, кĕçĕнни пулса ӳсрĕм. Пĕчĕкренех йăрă çитĕннĕ эпĕ. Лара-тăра пĕлмен. Пĕрмаях вăрçăлла вы-ляттăмăр. Хĕлле юр питĕ вăйлă хӳсе лартатчĕ. Сăртсем тăрăх пĕç тĕп таран ашса чупаттăмăр. Çулла мечĕк хăвалаттăмăр. Анчах лавккара çукчĕ вăл. Пусма таврашĕнчен хамăр тăваттăмăр ăна. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   ♦


Ача куçĕ савăнăçпа тулсан…

«Чи малтанах халиччен пулман проекта — «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса — палăртас килет, — пурнăçланă ĕçсем çинчен хавхалансах каласа кăтартрĕ Хĕрарăмсен союзĕн ертӳçин çумĕ Нина Глотова. — Эпир пурне те вырăнтан хускатма пултартăмăр — çакă чи пахи. Тĕрлĕ професси çынни хутшăнчĕ конкурса. Кил хуçи мăшăрĕсем таранах. Вĕсем хăйсен сăн ӳкерчĕкĕсене социаллă сетьсенче вырнаçтарчĕç, мĕншĕн тесессĕн сасăлав уççăн пычĕ, çĕнтерӳçĕсене халăхпа пĕрле палăртрăмăр».

Асăннă пĕрлĕхĕн районти уйрăмĕсен çумĕнче «Çамрăк çемье клубĕ» ĕçлеме пуçлани вара шăпах çӳлерех асăннă сăлтавпа çыхăннă.

Виççĕмĕш проекта та асăрхамасăр иртме çук. «Çемье — пĕрле» ятпа Раççей шайĕпе иртекенскерне Чăваш Енрен чи нумай ĕç тăратнă.

«Шупашкар пирки каламăп — хулара çапах та çын ытларах пурăнать, — малалла паллаштарать пĕрлĕх ĕç-хĕлĕпе Нина Михайловна. — Районсенчен вара чи хастарри Патăрьел районĕ пулчĕ. Сăн ӳкерчĕксене курасчĕ сирĕн! Унта ашшĕ-амăшĕпе ачисем кăна мар — пур ратни-хурăнташĕ пĕрле пухăнса ӳкерĕннĕ ахăр! Çулталăкри пепкерен пуçласа пĕр ĕмĕре çитнисем таранах. Вăт ку — çемье!»

Хĕрарăмсен союзне Наталья Алексеевна ертсе пыма пуçласан çĕнĕлĕх чи малтанах Сăр хĕрринче хӳтĕлев чикки хатĕрлеме хутшăннă хастарсемпе çыхăнчĕ. Документсемпе, хĕрарăмсен шăписемпе паллашнă майăн проект пĕлтерĕшĕ вышкайсăр пысăкки уçăмланчĕ. «Сăр чикки — манăн çемьере» пултарулăх конкурсĕ пĕтĕм чăваша пĕрлештернĕ проекта малалла тăсрĕ. Ăна утă уйăхĕнче пĕтĕмлетнĕ, финала тухнă 24 ĕçĕн авторне чысланă.
Тĕрĕссипе, хĕрарăм кирек хăш тапхăрта та, хăть те ăçта ĕçлесессĕн те яланах республика ятне çӳле çĕклет. Пĕрлĕх йĕркеленĕ кашни конкурс-проект çакна çирĕплетет.

Нина Михайловна «Çамрăк çемье клубĕ» пирки уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче «çула тухнă» вăл. Çапла, паян тин кăна пурнăç çулĕпе пĕрле утма пуçланă арçынпа хĕрарăма пулăшу сĕнекен нумай. Çав шутра — психологи енчен те. Анчах канаш пама çăмăл. Пурнăçăн вара — хăйĕн йĕрки-курки. Хĕрарăмсем урăхларах çул-йĕр суйланă. Вĕсем канаш панипе кăна çырлахмаççĕ, çемье çирĕплĕхне пĕрлехи ĕç урлă çирĕплетме тăрăшаççĕ. Унсăр пуçне Клубсем çумне аслă çултисене çирĕплетнĕ — пуян пурнăç опычĕ пухнăскерсен тĕслĕхĕ ытлашши пулас çук. Унсăр пуçне экспертсен йышне Олег Волков профессора кĕртнĕ. Çамрăк çемьесен ассоциацийĕ мăшăрсене хӳтте илĕ. «Епле пулсан та çамрăксен ыйтăвĕсемпе çамрăксенех ĕçлемелле, — тет Нина Михайловна. — Эпир вара эксперт шайĕнче пулăпăр. Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче ЧР Пукане театрĕнче Çамрăк çемьесен фестивальне ирттерме палăртнă. Шăпах çак вăхăтра унта «Театра — çемьепе» чĕнӳпе Халăхсен хушшинчи фестиваль иртет. Çамрăк мăшăрсене унта чĕнетпĕр. Кунта каллех пĕчĕк вăрттăнлăх пур. Спектакль пăхнă май ачин куçĕ савăнăçпа çиçнине асăрхани, тен, уйрăлмах патне çитнĕ амăшĕпе ашшĕн чунĕ тĕпне пытарăнса юлнă хĕлĕхе хускатма пултарĕ?»

Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен союзĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартнă май унăн ертӳçин пултарулăхне асăнмасăр иртеймĕн. Наталья Алексеевна пур çĕнĕлĕхе те ырласа йышăнать, нимĕнле шухăша та, проекта та айккинелле сирме васкамасть. Кашнинех хăйĕн вăйне тĕрĕслесе пăхма ирĕк парать. Çав вăхăтрах сĕнӳ-канашпа пулăшма та манмасть. Çавăнпах ăнăçлă пулса тухаççĕ те хĕрарăмсен ĕçĕсем.

Кулленхи ыйтăва сӳтсе явнă май малашлăх пирки те сăмах хускалчĕ. Республика кашни çулталăках паллă пулăма халаллама хăнăхнă. «Чăваш хĕрарăмĕн» вулаканĕсем çитес çул чаршавне ыттисенчен маларах сирсе пăхма пултараççĕ. Республикăн мухтавлă çыннисемпе çыхăнĕ, тен, вăл. Ахальтен мар ку. Китай чĕлхине тĕпчесе тĕнчипех чапа тухнă ентешĕмĕр Никита Бичурин 245 çул каялла çут тĕнчене килнине паллă тăвăпăр. Граждан вăрçинче хастарлăхĕпе, хăюлăхĕпе палăрнă ентешĕмĕр Василий Чапаев çуралнăранпа 135 çул çитет. Куç тухтăрĕ Святослав Федоров пурăннă пулсан 95-мĕш çуралнă кунне паллă тăвĕччĕ… <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Хĕрарăм —вĕçсĕр тинĕс…

Амăшĕ

…Хĕрĕн пурнăçĕ куç умĕнчех сӳнсе пынă. Çакна мĕнле амăшĕ лăпкăн сăнама пултарĕ? Хăй кун- çул кăтартнă, вăрăм ĕмĕр пилленĕ, çирĕп сывлăх суннă пепки кĕçех ĕмĕрлĕхех çухалĕ. Хĕрарăм вара çулсем иртнĕ майăн кукамай пулма, мăнуксене алла илсе утьăкка сиктерме ĕмĕтленет вĕт. Çакна пĕлсе тăни амăшĕн чĕрине, паллах, мăка çĕçĕпе каснă пек ыраттарнă. Текех чăтса çитереймен амăшĕн чунĕ. Ура çине тăма та вăй-халĕ юлман хĕрне вăл тухтăрсем патне урапапа тĕксе пынă: «Хăть те мĕн тăвăр — ирĕк паратăп. Анчах та сиплев мĕнле меслечĕ пур — йăлтах усă курăр! Çав шутра — эксперимент шайĕнчипе те. Çăлăр кăна. Нимĕн те тăваймасан, нимĕнпе те пулăшаймасан — айăпламăп. Тухтăрсем патне нимĕнле ӳпкев те пулмĕ. Çакна малтанах, халех алă пусса çирĕплететĕп». Çак сăмахсене калама, ахăртнех, пĕтĕм чун-хавалне пухнă хĕрарăм. Теветкеллĕ утăм тума çăмăл мар. Ĕç-пуç иккĕлле вĕçленесси каламасăрах паллă. Больницăран тухаймасса та пултарать пепки. Анчах çак утăма тумасан ăна яланлăхах çухатасси — куç кĕрет. Капла хăть, епле пулсан та, шанăç пур.

Телее, шăпа инкеке парăнтарма, чире çĕнтерме пӳрнĕ. Çĕнтерме, тени, тен, тĕрĕсех мар-тăр. Усал шыçă йĕр хăвармасăр иртмест, инкеке тата хăш енчен кĕтмеллине тепĕр чухне пĕлмелли те çук. Çапах чун кăтартнă пепке больницăран йăл илсе тухни амăшĕшĕн хăех — телей.

Тĕлĕнтермĕш спортсменка

«Кăкăр парĕн усал шыççи» диагноза 2015 çулта лартрĕç. Хыççăнах операци турĕç», — сунас ерни çинчен калаçнăн ним пулман пек каласа кăтартать Раççейри онкочирсемпе кĕрешекен «Пурнăç планĕсем» общество организацийĕн ертӳçи Ольга Ушакова. Нивушлĕ пĕрисем «рак» тенине илтсенех чун çурăлса каясла хăраса ӳкнĕ чух теприсем ăна яланхи пĕлтерĕшсĕр чир пек кăна йышăнаççĕ? Апла пулсан — хăрушă та мар-им вăл? «Çук, паллах, — кулать хĕрарăм. — Диагноза пĕрремĕш хут илтсессĕнех… ним илтми, ним курми, ним туйми пулса лартăм. «Пĕтрĕм!» тесе шухăшлама та пĕлместĕп вĕт. Аран-аран тăна кĕтĕм. Пурнăç пĕлтерĕшне шырама пуçларăм. Кашни вак-тĕвекрен, хăть улăм пĕрчинчен, çакланма хăтланаттăм. Пурăнас килет… Паян та ăнланмастăп — мĕнле майпа, мĕн сăлтавпа спортпа туслашрăм? Эпĕ спортпа нихăçан та аппаланман! Операци хыççăн мана тухтăрсем алла упрама каларĕç — унта лимфа тĕвви нумай-мĕн. Çавăнпах йывăр çĕклеме юрамасть — икĕ килограмран ытла мар. Эпĕ, те пăлханнипе, çакăн çинчен йăлтах манса кайнă. Спортăн йывăр тĕсне суйласа илтĕм — штанга /!/ çĕклеме пуçларăм. 285 килограма çитертĕм. Раççей, Европа чемпионĕн ячĕсене тивĕçрĕм. Спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçларăм. Ман пата çынсем туртăнма пуçларĕç. Çакăн чухне ăнланса илтĕм — эпĕ кирлĕ ыттисене. Хамăн опытпа социаллă сетьсем урлă паллаштарма пуçларăм. Çапла çуралчĕ проект — «Пирĕн туйăмсем» /тĕплĕнрех — кăшт каярах. — М.И./. 2017 çулта анне пурнăçран уйрăлчĕ, вăл та çак чирпех асапланатчĕ. Çакăн хыççăн эпĕ, самайланма пуçланăскер, тепĕр хут аптраса ӳкрĕм. Хамăн ĕçе пăрахса — бизнес тытса пыраттăм — общество пĕрлĕхне йĕркелерĕм. Халĕ пирĕн йышра çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче пурăнакансем пур». <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.