«Чăваш хĕрарăмĕ» 3 (1180) № 28.01.2021

28 Кăрлач, 2021

ЫЙТĂМ

Сухал хырманни пулăшать-и?

Кăрлачăн 25-мĕшĕ — Студентсен кунĕ. Çак кун М.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕ уçăлнă. Пурăна-киле çĕршыври мĕн пур аслă шкулта паллă тума пуçланă ăна.

Студентсем çинчен темĕн тĕрлĕ шӳт те çӳрет. Вăл хăйне евĕр çын пулнине ĕненме экзамен умĕн тĕрлĕ тĕшмĕше ăша хывни те çителĕклĕ. Мĕнле паллăсен витĕмне ĕненеççĕ е шута хураççĕ-ха паянхи тата ĕнерхи студентсем?

АЛЕКСАНДР, 19 çулта, Канаш районĕ:

— Кăткăс экзамен умĕн сухал хырмастăп. Витĕмĕ пур-и, çук-и — хама «пулăшать» тесе ĕнентерни пĕлтерĕшлĕ. Техника факультетĕнче вĕренетĕп. Ку сессире чи йывăр экзамен физикăпа пулчĕ. Хурав вĕçленнĕ хыççăн преподаватель: «Виççĕ», — терĕ çирĕппĕн. Кайран пăхатăп: «тăваттă» лартнă. Тĕлĕнтермĕш сахал мар студент пурнăçĕнче.

ТАТЬЯНА, 64 çулта, Красноармейски районĕ:

— Сессисенче тĕрĕслеве тĕплĕн хатĕрленнĕ, ямăттине шанма хăнăхман. Çав-çавах автобусра е троллейбусра «телейлĕ» билет алла лексен экзамена «пиллĕклĕх» тытасса ĕненеттĕм. Апла-и, капла-и, 5 çулта «вăтам» паллă пĕр хутчен кăна илсе курнă.

СВЕТЛАНА, 47 çулта, Шăмăршă районĕ:

— Асанне çемьере мĕнле те пулин пысăк ыйту татса памалла чухне ваттисене асăнма калатчĕ. Çапла кăткăсрах экзамен умĕн вăл сĕннине шута илеттĕм. Диплом умĕнхи тĕрĕслевччен тăван киле кайрăм. Ватă çывăх çыннăм пирĕнтен уйрăлса кайнă тăванăн чунĕ тухнă чухнехи кĕпин татăкне тыттарчĕ. Экзаменра хурава «питĕ лайăх» тесе пахаларĕ комисси. <...>

Ирина ИВАНОВА, Татьяна НАУМОВА ыйтса пĕлнĕ.

♦   ♦   ♦


СĂМАХ ПАРĂР-ХА

Иккĕмĕшле чĕр тавар усă кÿтĕр

Хĕлле тавралăх юр ытамĕнче çывăрать. Çак вăхăтра кайăксене уйрăмах йывăр. Вĕсене апат çителĕксĕрри канăç памасть. Шартлама сивве выçăлла чăтса ирттерĕн-и? Çапах тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Çакна нумай тĕслĕх çирĕплетет.

Телее, ача сачĕ, шкул ӳсĕмĕнчи тĕпренчĕксене çут çанталăк кашни çыншăн мĕнешкел хаклине ăша хывма пулăшаççĕ. Эпир, Етĕрне районĕнчи Ирçе шкулĕнче пĕлӳ илнисем, вĕрентекен сĕннипе кил картишĕнче е пахчара сырăш çакаттăмăр. Пĕчĕк пулсан та кайăк пурнăçĕшĕн хамăра яваплă туяттăмăр. Ахальтен мар сывлăшра ярăнса вĕçекенсене апатлантарнине тĕрĕслекенсем те пурччĕ пирĕн йышра. Вĕсем кашнин килне çитме тăрăшатчĕç. Сырăша мĕнле çимĕç хурса панине сăнатчĕç. Ку ĕçе алăран кайтăр тесе пурнăçлакансене асăрхаттаратчĕç.

Хулара уçăлса çӳренĕ чухне хăйне евĕрлĕ сырăшсем куç тĕлне пулаççĕ. Вĕсене, ахăртнех, тĕрлĕ ӳсĕмрисем ăсталаççĕ. Ачи-пăчипе пĕрле ашшĕ-амăшĕ те ку ĕçе пуçăнни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Пĕрлехи ĕç кил-йыша туслаштарать. Ывăл-хĕрĕ çывăх çыннисенчен ĕç майне вĕренет.

Сырăша кирек мĕнле япаларан та ăсталама пулать. Иккĕмĕшле чĕр тавара çĕнĕ пурнăç парнелеме май тупакансене пушшех ырламалла.

Çут çанталăка ырă витĕм кӳресси тавра калаçу пуçарнă май Эковики.ru портал йĕркелекен Пĕтĕм Раççейри "Кайăк управçисем" акци çине пусăм тăвас килет. Çак ĕçе хутшăнакансем усă курнă япаларан сырăш хатĕрлес тĕлĕшпе ăсталăх класĕсем ирттерме пултараççĕ. Шухăш хăвачĕ вара çĕнтерме пулăшĕ. Мала тухнисене парнепе хавхалантарĕç. Сирĕншĕн çак хыпар кăсăклă-и? Апла тăк кашниех хăйĕн пултарулăхне кăтартма пултарать. Ăсталăх класĕ йĕркелени çинчен социаллă сетьсем урлă пĕлтермелле. Видеосюжета тата сăн ӳкерчĕксене эковики хэштегпа уйăрмалла. Çакă, чи малтанах, кайăк управçисен йышне ӳстерме пулăшасси иккĕлентермест. Пĕр шухăшлисен пысăк ушкăнĕ вара темле йывăрлăха та çĕнтерме вăй çитерет.

"Кайăксем иртен-çӳрен апатлантарнине кура хĕл каçаççĕ. Шел те, тĕрĕс мар пулăшу е ку ĕçе пачах хутшăнманни çунатлă туссен йышне чакарать. Пирĕн тĕллев — çивĕч çак ыйтăва татса памашкăн ытларах халăха явăçтарасси. Çапла майпа тĕрлĕ кайăк йышне упраса хăварма тата пысăклатма пулать», — палăртать Анна Кудашева координатор.

Сăмахран, сĕткен курупкинчен, пластик савăтран сырăш хатĕрлеме ансат. Кайăксене ал айĕнчи çимĕçсемпе хăналама юрать. Орнитологсем çунатлă туссене хĕвел çаврăнăш вăрри ытларах çитерме сĕнеççĕ. Çакăнти ӳсен-тăран çăвĕ тутă тытма май парать. Кайăк организмне кальципе тивĕçтерес тĕллевпе апата çăмарта хуппи хушмалла. Кайăксем тырă, кĕрпе пĕрчисене тата улма-çырла, йывăç вăррисене кăмăлтан çиеççĕ. Салă та усăллă. Пĕçернĕ çăмартапа çĕр улмине те хаваспах сăхнине асăрханă-и? Тăварланă, пĕçернĕ, йӳçĕтнĕ çимĕçе вара вĕсен рационне кĕртме юрамасть. Чипс, тĕслĕхрен, кайăка вĕлерме те пултарать.
 

Асăрханса усă курмалла

2018 çултанпа çĕршывра антибиотик кăларасси-сутасси 5 хут ӳснĕ. Çакнашкал эмел усси-сиенĕ çинчен темĕн тĕрлĕ калаçу та сарăлнă халăхра. Бактерисене витĕм кӳрекен препаратсем иммунитета хавшатни, вĕсене пула аллерги пуçланма пултарни, пыршăлăх сиенленни, шалти органсен лăймака сийĕ пăсăлни — сиенлĕ витĕм çинчен малалла та каласа кайма пулать. Чăн та, çакнашкал эмелпе инфекци чирĕ ерсен кăна сипленме юранине чылайăшĕ пĕлет. Анчах тухтăр сĕнмесĕрех, сывалма урăх меслетпе те май пур çĕртех антибиотик хăвăртрах пулăшасса шанакан йышлă. Çакăн йышши эмелпе мĕнле усă курмаллине Çĕнĕ Шупашкар хула больницин пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕ Валентина АНДРЕЕВА каласа кăтартрĕ.

— Хальхи вăхăтра çакнашкал эмелпе сунаспа аптрасан та, вар виттие ерсен те сипленме пăхаççĕ. Чи пысăк йăнăш — антибиотикпе вируслă респираторлă чир ерсен усă курни. Хальхи вăхăтри çавăн пек компонентлă эмелсем вируса ниепле витĕм те кӳмеççĕ. Çавăнпа та унпа сипленнин пĕлтерĕшĕ те çук. Антибиотика тухтăр чирлекене микроблă инфекци чăннипех шала кайсан кăна çырса парать. Çапах та малтан ернĕ амак хăйне евĕрлĕхне тĕпчесе пĕлмелле. Ун валли юн анализĕ те пулин памалла.

Пациентсен йышĕнче антибиотикăн сиплев курсне хăйсем тĕллĕн тăсакансем те тĕл пулаççĕ. Вĕсем çавăн йышши эмелпе вăрах сипленни организма ытларах çирĕплетет тесе шухăшлаççĕ-тĕр. Йăнăшаççĕ. Антибиотик кĕлеткери органсен ĕç-хĕлне йĕркелес тĕлĕшпе витĕм кӳмест, инфекципе кăна кĕрешет. Çавăнпа та 3-4 кун сипленнĕ хыççăн этем хăйне лайăхрах туйма пуçларĕ тĕк малашне кунашкал препаратпа сипленмесен те юрать.

Антибиотика инфекци чирĕсенчен сыхланас тĕллевпе ĕçекен те пур. Хальхи вăхăтра, коронавирус сарăлнă тапхăрта, çакнашкал тĕслĕхсем çинчен уйрăмах час-час илтетпĕр. Питĕ пысăк йăнăш ку. Çавăн пек эмел организмри микроблă хутлăхпа кăна кĕрешет.

Асăннă эмел ӳт температурине пĕчĕклетмест, ыратнине ирттермест. Хырăмлăх ĕç-хĕлĕ пăсăлсан, енчен те çакă инфекци ернипе пулса иртмен тĕк, антибиотикпа сипленесси çинчен сăмах та пыма пултараймасть. Кирек мĕнле инфекцирен те ĕçмелле мар ăна. Малтан специалист патĕнче тĕрĕсленмелле.

Антибиотикпе сипленмех тивсен те... <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


ПРЕСС-КОНФЕРЕНЦИ

Вăхăт çитиччен тивĕçлĕ канăва яраççĕ-и?

Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертӳçи Роза Кондратьева пресс-конференци ирттерчĕ. Журналистсене 2021 çулхи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ.

Пенси хушăннă

«Ĕçлемен пенсионерсен страхлав пенсийĕ çулталăк пуçламăшĕнче 6,3 процент пысăкланчĕ. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ ăна кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен индексацилеççĕ. Маларах çак укçа нарăс уйăхĕнчен ӳснĕ», — калаçăва пуçларĕ Роза Алексеевна. Çавна май вăтам пенси 930,21 тенкĕ хушăнса 16309,8 тенкĕпе танлашать. Пĕтĕмĕшле илсен, çакă Чăваш Енри ĕçлемен 274677 пенсионершăн курăмлă.

Ака уйăхĕнче, 2020 çулта пурăнмалли чи пĕчĕк виçе ӳснине шута илсе, пенсие 2,6 процент индексацилеме палăртнă. Çакă социаллă пенсие тата сусăрсен, вăрçа хутшăннисен тӳлевне пысăклатма май парать. Ку йышра — республикăра пурăнакан 26 пин çын.

Ĕçлекен пенсионерсен страхлав пенсине çурла уйăхĕнче çĕнĕрен шутласа парĕç. Тивĕçлĕ канурисем 2020 çулта ĕçленине шута илĕç. Çак ушкăнра 66 пин çын пулнине палăртрĕ Роза Алексеевна.

Кĕскен калас тăк — 2021 çулта пенси тата со¬циаллă тӳлев валли 70 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă.

Кăçал 56 çулти, 4 ачаллă /8 çултан аслăрах пулмалла/ хĕрарăмсен вăхăт çитиччен тивĕçлĕ канăва тухма ирĕк пур. 2021 çулхи иккĕмĕш çур çуллăхра 56 çул та 6 уйăхри хĕрарăмсене, 61 çул та 6 уйăхри арçынсене ватлăхри страхлав пенсине шутласа парĕç. Ăна илме 12 çул страхлав стажĕ тата пенси 21 коэффициенчĕ кирлĕ.

2019 çултанпа пысăк ĕç стажĕллĕ çынсене /арçынсен 42 çул, хĕрарăмсен — 37/ вăхăт çитиччен тивĕçлĕ канурисен йышне кĕртме пултараççĕ. Вĕсен палăртнă ӳсĕмрен 2 çул маларах /çапах 60 тата 55 çултан кĕçĕнрех пулмалла мар/ ватлăх пенсине илме ирĕк пур. 2020 çулта, тĕслĕхрен, пысăк стажлă 304 ĕçчен çак çăмăллăхпа усă курнă. Кăçал, малтанхи информаци тăрăх, 278 çын çак ушкăна кĕрет.

Роза Кондратьева пенси шутласа парас ĕç çăмăллани çине пусăм турĕ. Халĕ Пенси фондне кайса çӳремесен те юрать. Электрон ыйтăва та пăхса тухаççĕ.

Стаж туянас килет-и?

Енчен те çыннăн тивĕçлĕ канăва тухма вăхăт çитнĕ, анчах унăн страхлав стажĕ е пенси коэффициенчĕ çитмесен мĕн тумалла-ха?

Сăмахран, хушма 1 çул кирлĕ тĕк страхлав тӳлевĕпе усă курма май пур. Стаж туянмашкăн çулталăкне 33770 тенкĕ куçарма лекĕ.

Ĕç укçин чи пĕчĕк виçине илекен çыннăн çулталăкне 1,048 коэффициент пухăнать. Пулас пенсие палăртаканăн, паллах, çакна пĕлмелле.

2009 çултанпа укçа хывакансен /софинансирование/ патшалăх программи ĕçлет. Çапла майпа граждансен пенсин перекет пайне пысăклатма пулать. Ку программăна республикăри 15 пин ытла çын хутшăннине палăртмалла. Вĕсен йышĕнче пенсионерсем те, ĕçлекенсем те пур. 2020 çулта çак тĕллевпе 145 миллион тенкĕ хывнă.

2012 çулта укçа пуçласа панисем кăçал юлашки хут тӳлев куçараççĕ. Вĕсемшĕн патшалăх пулăшăвĕн тапхăрĕ — 10 çул — вĕçленет. Çав вăхăтрах пенсин перекет пайне инвестици тупăшне тата ĕç паракан укçа хывнине кура малашне те пысăклатма пулать.

Электрон ĕç кĕнекине суйлаççĕ

2020 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен электрон ĕç кĕнекисем вăй илчĕç. Роза Алексеевна çак çĕнĕлĕх çинчен халăха каласа кăтартнăшăн массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансене тав турĕ. Хальлĕхе республикăри 48 пин çын (16 процент) электрон ĕç кĕнекине суйланă. Çакă çĕршыври вăтам кăтартуран пысăкрах. 2021 çулта шалу илме пуçлакан çамрăксен электрон ĕç кĕнеки кăна пулĕ.

Çĕнĕлĕх дистанци мелĕпе ĕçе вырнаçаканшăн уйрăмах меллĕ. Çапла майпа тĕрлĕ тытăмпа çыхăнма, çивĕч ыйтусене татма пулать. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


ШĂПА

Тăлăх нуши тăхăр пумăклă

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Чурашра пурăнакан Евгения Ивановăн пурнăçра хура-шурне нумай курма тивнĕ. «Тăлăх нуши тăхăр пумăклă» тесе халăхра ахальтен каламан-тăр. Евгения Георгиевна хăй те, кун-çулăн тумхахлă çулĕпе 82-мĕш çул утаканскер, нуша пĕччен çӳременнине çирĕплетет.

«Анне тупăнмарĕ»

— Анне Дария Леонтьевна Куславкка районĕнчи Энтри Пасартан качча килнĕ. Аттепе Георгий Петровичпа çулталăк çурă кăна пурăннă вĕсем. Эпĕ çуралсан 6 уйăхран аттене салтака илсе кайнă. Асанне, анне тата эпĕ кăна юлнă. 1941 çулта вăрçă тухнă. Пурнăç пушшех кансĕрленнĕ, — пуçларĕ калаçăва уçă чунлăскер.

Ĕне те тытнă, сурăх та усранă виçĕ хĕрарăмран тăракан çемье. Çăмăл мар пулин те малалла талпăннă. Анчах… инкек килсе çакланнă.

— Эпĕ 9 çулта чухне анне тăван ялне пуçтарăнсан Энĕш шывĕпе юхса каять. Ытлари кунхи пасара çул тытнă çывăх çыннăм. Ялсен хушши 9 çухрăм тухать. Çамрăклах тăлăх арăм пулса юлнăскерĕн ăшĕ те вăрканă пуль, тăванĕсене те курас килнĕ ахăр. Кукамай та пурăннă-ха ун чухне. Тĕп сăлтавĕ вара — пасарта сурăх тупса илесси. Хуралтăсем хальхилле пулман унччен, хăма карта кăначчĕ. Çурт таврашне юр хӳсе лартатчĕ. Пирĕн пĕр сурăх карта урлă каçса каять. Кӳршĕ-аршă çапса амантать ăна. Килтисем выльăх шутне чакарас темен ĕнтĕ…

Ун чухне 3-мĕш класра вĕренеттĕм. Кĕтетпĕр-кĕтетпĕр — анне çук. Паянхи пек шăнкăравлама çук вĕт. Варвари аппа, Энтри Пасартанах качча килнĕччĕ-ха вăл, тăванах лекетчĕ, хыпар пĕлме кайрĕ. Пасара çитмен иккен анне. Энĕшре юхса кайнă тесе шухăшларăмăр. Тупăнмарĕ вăл.

Пĕртăвансем пысăкки те, пĕчĕкки те çук. Асаннепе çеç юлтăмăр. Инкек çине синкек вĕт… Пирĕн тепĕр сурăх тухса кайнă та тырă çисе кӳпĕнсе вилнĕ. Йĕтем çинче юсав ĕçĕсем ирттернĕ май сарай алăкĕ уçă пулнă. Путекки кăна юлчĕ. Хĕвел ăшшине ларса ăна ыталаттăм та иксĕмĕр те аннесĕр юлнишĕн хурланса макăраттăм, — ассăн сывламасăр аса илейĕн-и кун пеккине?

Çирĕп хĕрарăм аллисĕр юлнăскерсем ĕнине усрама мехел çитереймен. Пăрушне мĕншĕн пуснине Евгения аппа хăй те ăнланмасть. Анчах выльăх ăш-чиккине сутма пасара кайни асĕнчех. Шел, пĕчĕкскер ĕçе ăнтарайман. Асламăшĕ ĕне сутнă укçапа пӳрт туса юласчĕ тесе ăшталаннă. Кивви çĕрнĕ-çке. Пура пекки туяннă. Çуртне тукаласа пĕтерме кинĕ лартнă мунчана та хута янă.
8 кило тырă…

— Асаннепе иксĕмĕре колхозран 8-шар кило тырă паратчĕç. Çумăр килет. Халăх тырă патĕнче упаленет. «Колхозăн сана пулăшмалла, санăн колхоза пулăшмалла мар-им?» — терĕ ампар хуçи. Пĕр михĕ тырă хучĕç ман çине. Йăтаймарăм ăна, татăлса анчĕ. Макăра-макăра таврăнтăм киле. «Вăл вăрçа та, салтака та кайман. Ача та ӳстермен. Çынна ăнланакансем мар вĕсем», — лăплантарчĕ тăванăм.

Мана, тăххăрти ачапчана, 5 чалăш ана виçсе пачĕ бригадир. Хушнă-ши, хамах тухнă-ши хире — ас тумастăп ĕнтĕ. Çынсем ял çывăхне илчĕç-илчĕç те пайĕсене — эпĕ таçта аякри уйрах юлтăм. Асанне пынă та мăкăрлантарать кăна: «Кунта çити килейместĕп, мĕншĕн аякра йышăнтăн?» — тет. Асат хуçнăччĕ ăна. Апла пулин те мана кăштах пулăшасшăн çуннă ĕнтĕ вăл. Макăртăм кăна, нимех те хуравлаймарăм ăна. Çĕмел те пĕчченех тăваттăм. Ун чухне хĕвелĕ вĕриччĕ. Ӳт шурă пулнăран пиçсе хăмпăлансах тухатчĕ. Пĕрех кунĕпе упаленсе ĕçленĕ. Мĕн тĕрлĕ нуша курман пуль! Çын асапа тӳсет, ырра чăтаймасть теççĕ, — шăпи çăмăлах килмен пулин те пуçне усман вăрçă ачи.
Амăшĕ çухалнă, ашшĕ çинчен пĕр хыпар та çук. Вăл вилнине çирĕплетекен хут пулманран хĕрне пĕр пус та тӳлемен.

— 8-мĕш класра чухне пĕли-пĕлми хаçата çырса ятăм. Хыпар пачĕç: тыткăна лекнĕ тĕк килес шанчăк та пур, çавăнпах укçа уйăрмаççĕ ман валли. Асаннен тепĕр ывăл, аттерен аслăрах Ваççа пичче, пулнă. Вăл вăрçăра вилни çинчен хут килнĕччĕ те асанне укçа илетчĕ. Юрать-ха çавă пулнă хăть.

8-мĕш класа куçсан çамрăк вырăс учителĕ килчĕ пирĕн шкула. Класс ертӳçине çирĕплетнĕччĕ ăна. Киле те пычĕ. Çимелли те, тăхăнмалли те çуккине курчĕ. Вăл пырса кĕнĕ чухне шăпах качака сăваттăм. Асанне кăмака çинчехчĕ-ха. Питĕ кулянса тухса кайрĕ вĕрентекен. Вăл тăрăшнипе районти вĕрентӳ пайĕнчен мана 22 тенкĕ тӳлеме пуçларĕç. Питĕ хĕпĕртерĕм паллах. Икĕ уйăхра пĕрре кайса илеттĕм ăна.

5-мĕш класра чухне укçа çукран асанне Вăрмара ача пăхма кăларса яни те асрах. Пысăк çĕрте ĕçлетчĕç-ха хуçасем. Пĕр ача пурччĕ вĕсен. Икĕ уйăх пурăнтăм унта. Качака-сурăхне пăхаттăм, юр хыраттăм. Ачи пуçтахскерччĕ вара. Вырăн пуçне çамкипе ан шаккатăр тесе сыхласах тăма тиветчĕ. Кăмака хутнине ас тăватăп-ха, апатне те пĕçернĕ-ши? Пĕлместĕп. Кăмака хыçĕнче выртса тăраттăм. Хам ая пиншака сараттăм, шаль тутăрпа витĕнеттĕм. Пĕрмай макăраттăм хам. Шкула та каяс килетчĕ, асанне пирки шухăшласан та куççуль тухатчĕ.

Ĕлĕк ĕçлеме вăрмана каякансене Вăрмара пуйăса леçетчĕç. Хамăр кӳршĕри арçын çынсене лашапа илсе пынă. Каялла таврăнма ĕлкĕреймен. Çĕр каçма хайхи çак çынсем патне кĕчĕ. Асаннене курас килет тесе киле яма ыйтрăм. Каялла таврăнма шантартăм. Хамăн шкула та каяс килет-ха. Икĕ уйăх юлнă пулсан та «пырса пăх та пырса пăх» терĕ юлташăм. Чиперех вĕренсе тухрăм. Выçăллă-тутăллă, çĕтĕк-çурăк пулсан та 10 класс çӳрерĕм, — йывăрлăхран хăрамасăр малалла талпăнма хăнăхнине çирĕплетеççĕ ку сăмахсем.

«Тинех çăкăр çиетпĕр»

— Кӳршĕ хĕрĕпе иксĕмĕре, те 9-мĕш, те 10-мĕш класра вĕренетпĕр ун чухне, бригадир хăмла пахчине хăваларĕ, пире валли йăран пуррине каларĕ. Ĕç майне чухласа ĕлкĕриччен Клавьепе тара патăмăр. Пире хайхи, иксĕмĕре те, стена хаçачĕ çине кăларнă та лартнă! Пĕтрĕмĕр! Кулаççĕ вĕт! «Ĕçлемест, юлхав» ят тивсе курман мана. Ĕç ветеранĕ эпĕ. Хăмла пахчи преми мелĕпе ĕçлетчĕ. 3-4 хĕрарăм лайăх ĕçлесе шалу та аван илеттĕмĕр. Ачасем те пулăшнă ĕнтĕ. Çавăнпах пенси укçи те пысăк тухрĕ, — тет халĕ те хастарскер. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   ♦


ÇУХАТУ

Çĕр пин тĕрĕ ăсти

Çак кунсенче Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Мария Симакова тĕрĕ ăсти пурнăçран уйрăлнă.

Мария Симакова 1934 çулта Шупашкар районĕнчи Апашра çуралнă. Пĕчĕклех амăшĕнчен тăлăха юлнă. Унăн пурнăçĕ çăмăл килмен. Ачаранах йывăр ĕçре тар тăкма тивнĕ.

Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн хĕрача «Урожай» колхозра тăрăшнă. 1951 çулта Шупашкарти стройкăсенче ĕçленĕ. 1965 çулта Шупашкар районĕнчи «Паха тĕрĕ» фабрикăра вăй хума тытăннă. Тĕрĕç, лаборантка, мастер… — пĕрне те тиркемен, тăрăшса ĕçленĕ вăл. Юнашар паллă ăстасем пулни ăна малалла аталанма пулăшнă. Куллен тĕрленĕ, ăсталăха туптанă. Кашни тĕрре чунĕпе туйса тăнă темелле. Пĕр эрешне пир çине куçарнă май каллех çĕнни çуралнă. Юратнă ĕçре вăхăт иртни те сисĕнмен. Тивĕçлĕ канăва тухсан та Мария Симакова хăйĕн ĕçне малалла тăснă, куравсенче ăсталăхĕпе ыттисене паллаштарнă, вĕрентнĕ.

Сакăр теçеткерен иртсен те ăна тăван халăхăн тĕррин шăпи кăсăклантарнă, ку ыйтупа «çавра сĕтеле» те хутшăннă. Иртнĕ çул вара Чăваш тĕррин музейĕнче унăн ятарлă курав уçăлнă. Чăваш тĕррине упраса аталантарасси ăна ватлăхра та канăç паман. Унăн шухăшĕпе, алăпа, пĕрчĕн-пĕрчĕн шутласа тĕрлесен кăна ăна сыхласа хăварма май пур. <...>

Лариса АЛЕКСЕЕВА.

www.hypar.ru

Материалсен тулли версине вулас тесен... 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.