Чăваш хĕрарăмĕ 28 (1358) № 25.07.2024

25 Утă, 2024

«Эпĕ амăшĕ пулмах çуралнă»

Телевизорпа пĕр интервью пăхнă вăхăтра Мария çакăн пек сăмахсем илтнĕ: «Эпĕ амăшĕ пулмах çуралнă». Каларăш унăн чунне вырнаçнă. Мĕншĕн тесен çамрăк хĕрарăм хăйĕн çинчен шăпах çапла шухăшлать.

Ачалăх

Мĕнре-ши вăл хĕрарăм телейĕ? Паллах, хуравĕ кашнин тĕрлĕрен… Шупашкарта пурăнакан Мария Антоновăшăн вара — 2 ывăлĕнче. Маша Патăрьел тăрăхĕнчи Шăхач ялĕнче çуралнă. Вĕсем аппăшĕпе Женьăпа икĕ пĕртăван ӳснĕ. Анчах амăшĕ хаяр шĕвекпе туслашнăран вĕсен çемйи арканнă. Ун чухне Мария 1-мĕш класра вĕреннĕ. Хĕрĕсем ашшĕпе тăрса юлнă. 5 çул амаçури амăшĕпе пурăннă. «Пурнăç пылаках пулмарĕ», — аса илчĕ Мария. Чиперук 13 тултарсан тăван амăшĕ çĕре кĕнĕ. «Тупăкне пирĕн килтенех илсе тухрĕç. Юлашки çула ăсатма кайрăмăр. Ача чухне анне ĕçнĕшĕн вăтанаттăм, халĕ çав туйăмшăн намăсланатăп», — иртнине куç умне кăларчĕ пике. Ачаранах хура-шурне курнăскер 9-мĕш класс таран Шăхач шкулĕнче вĕреннĕ, аслă классенче Турханта ăс пухнă. Çав хушăра ашшĕ Мускава ĕçлеме çӳренĕ. «Выльăхчĕрлĕх тытнă эпир: пушмак ĕне, сурăхсем пурччĕ. Шкула кайиччен хуçалăхра ĕçлесе хăвараттăм. Уроксем хыççăн каллех киле васкаттăм. Апат пĕçерсе çиеттĕм. Аппа вăл вăхăтра качча кайнăччĕ ĕнтĕ. Начарри пĕчĕккĕн манăçăнса пырать… Анне çĕре кĕриччен пĕр класра вĕренекенсем урамра ăна тĕл пулнине пĕлтерсех тăратчĕç. «Манăн хĕре ан кӳрентерĕр», — тенĕ вăл. Аннен мана хӳтĕлес килнĕ ĕнтĕ. Уррипе ӳсĕррине ыйтса пĕлеттĕм. Йĕркеллĕ чухне ун патне кайса килеттĕм. Халĕ вара хамăн ачасем каçхине çывăрма выртсан кукамăшĕ мĕншĕн пиртен ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайнине ыйтаççĕ. Веçех пĕлес килет-çке вĕсен», — каласа кăтартрĕ Маша. Мария 16-ра Турхан шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Выльăх-чĕрлĕхе сутса янă хыççăн Шупашкарти Петровский колледжне çул тытнă. Килĕнче пĕччен пулнăран аппăшĕ патне çӳренĕ. Евгения, Тури Чакă ялне качча кайнăскер, йăмăкне хаваспах кĕтсе илнĕ. «9-мĕш класс пĕтерсенех Шăхач шкулĕн директорĕ театр енĕпе вĕренме сĕннĕччĕ. 11-мĕш класс хыççăн та çак ĕмĕт пурччĕ. Хам вара шутламан-туман çĕртен менеджера вĕренме кĕтĕм, дипломлă пултăм. Театр енĕпе халĕ те аталанас кăмăл пур. Шкулти уяв каçĕсенче сценкăсем лартма çав тери килĕшетчĕ. Сăмах май, паян кăсăклă видеосем ӳкерме юрататăп, интернета кăларатăп. Вĕренсе тухсанах 3 çул ытла флористра ĕçлерĕм. Мана чечексем питĕ килĕшеççĕ. Илемлĕскерсем килте кашни чӳрече янахĕ çинче ӳсеççĕ. Пысăккисене урайне вырнаçтарнă. «Пирĕн пӳлĕме çеç ан ларт», — систереççĕ ачасем. Манăн анне те чечексем юратнă. Вилни 20 çул çитрĕ пулин те вăл лартса хăварнисем ку таранчченех ӳсрĕç. Нумаях пулмасть çеç атте кивелнипе кăларса ывăтрĕ. Фитнес тренер Пĕррехинче аппапа пĕр касра пурăнакан каччăпа паллашрăм. Çав вăхăталла салтакран таврăннăччĕ вăл. Йыснаран номерне ыйтрăм. Пĕрремĕш хамах çырса ятăм. Вăл та мана килĕштернине пĕлтерчĕ. 2013 çулта туй кĕрлеттертĕмĕр. Кăçал авăн уйăхĕнче пĕрлешни 11 çул çитет. 5 çул ялта пурăнтăмăр. 2 ывăл, Артемпа Юра, унта кун çути курчĕç. Çине-çинех çуратнăран йывăра килчĕ малтан. Ялтан хулана ачасемшĕн куçрăмăр. Кунта аталанма май ытларах. Эрнере 5 кун ача садĕнче ĕçлеттĕм. Канмалли кунсенче театр-музейсене çӳреттĕмĕр. Афишăна сăнасах тăраттăм. Çитсе курман вырăн хăвармарăмăр та пуль. Ывăлсем халĕ те çавăн пекех çӳресшĕн талпăнаççĕ. «Пĕр йĕм вырăнне тепĕр йĕм тупса параятăн, тепĕр ача вырăнне теприне тупаймастăн», — тетчĕ пĕр пĕлĕш. Ача садĕнче яваплăх питĕ пысăк. Темиçе вырăнта та ĕçлесе пăхрăм. Халĕ клининг компанийĕнче тăрăшатăп. Мăшăрăм Денис Çĕнĕ Шупашкарти пĕр заводра ĕçлет. Ялта выльăх-чĕрлĕх пăхмалла, ачисем пĕчĕккĕ… Йывăрччĕ. Хулара вăл енчен çăмăлрах, ӳссе те çитрĕç ĕнтĕ ывăлсем. Хунямана Нина Васильевна тесе чĕнеççĕ. Ун патне те, атте патне те кайса çӳретпĕр. Юрăпа Тема тӳрех аслисене пулăшма васкаççĕ, пĕрле ĕçлеме юратаççĕ. Ачасем Шупашкарти 57-мĕш шкулта ăс пухаççĕ. Артем 3-мĕш класс пĕтерчĕ, Юра 2-мĕшĕнчен вĕренсе тухрĕ. Кĕçĕннине аслашшĕ ятне патăмăр. «Артем» ята хама килĕшнипе суйларăмăр. Асли упăшкапа пĕр кунра çуралчĕ, кĕçĕнни — мăшăрăн асламăшĕпе. Пĕрле тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр ăсталама кăмăллатпăр. Ачасем конкурссене юратаççĕ. Ӳкермелле пулсан — савăнсах хутшăнаççĕ, сăвă конкурсĕ-и — унта та хаваспах. Артем апат пĕçерме кăмăллать. Кил хуçалăхри ĕçсене пурнăçлать. Çемçе кăмăллă вăл пирĕн. Пĕррехинче эпĕ ĕçрен ывăнса таврăнтăм, киле кĕтĕм те тĕкĕр çине пăхрăм. Тем тĕксĕм курăнать пек. Манăн ывăл тирĕк-чашăк çумалли çĕтĕкпе тусан сăтăрнă, тĕкĕр тасатнă. «Атя, чей ĕç, анне, кан», — тет мана. Кирлĕ чухне сывласа илме вăхăт парать çав. Тирĕк-чашăк тирпейлеме пулăшать, кĕпе-йĕм çумалли машинăран япаласене кăларма та пĕрремĕш чупать. Шăллĕне те хăех çак ĕçсене хăнăхтарать. Вĕрентекенĕ Артем пирки: «Хĕрачасене хӳтĕлет», — тесе пĕлтерет. Ачасем валли пĕчĕк гантель туянтăм. Мăшăр турник çакса пачĕ. Хам та туртăнатăп, ачасем те юлмаççĕ. <...>

Валентина СЕЛЕНИНА.

♦   ♦   ♦


Кĕсле те çĕнсе илнĕ

Интернет уçлăхĕнче темĕн те курма пулать паян. Акă хула урамĕнче пĕр ушкăн ташша сĕвет кăна. Тимлĕрех итлесен-пăхсан кусем чăваш пулнине асăрхатăн. Тăван кĕвĕ-çемĕ чуна хускатать. Вĕсемпе пĕрле ура хуçса ташлас килет. Анчах та чим-ха, мĕншĕн çара уран вĕсем? Вăрттăнлăха Элĕк округĕнчи «Валинкке» халăх фольклор ушкăнĕн ертӳçи Светлана Соколова уçрĕ. Ансамбль Костромара иртнĕ конкурс-фестивале хутшăннă-мĕн, бурлаксен юррине кăтартнă. Лешсем çара уран ĕçленĕ вĕт. «Малтанах пире куракан ăнланмарĕ те, — терĕ Светлана Германовна. — Анчах пурне те тĕлĕнтерме, пултарулăхпа тыткăнлама пултартăмăр». Сăмах май, асăннă конкурсран Элĕксем гран-припе таврăннă.

«Пирĕн апи»

Малтанах Светлана Германовна амăшне «мама» тесе чĕннĕ. Фольклор енĕпе ĕçлеме тытăнсан Элĕкле «апи» тесе хисеплеме тытăннă. Ун хыççăн «Валинккене» çӳрекенсем те Любовь Михайловнăна, Светлана Германовнăн амăшне, çаплах чĕнме пикеннĕ. Любовь Константиновăн, вăл Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, пурнăçĕ çак ушкăнпа тачă çыхăннă. Сăмах май, ăна вăхăтĕнче вун çичĕ çултах вăрласа кĕнĕ. Çамрăк арăм çулталăкран ача çуратнă. Хыççăнах клуба ĕçлеме вырнаçнă та… текех пĕр кун сиктермесĕр тенĕ пек культура тытăмĕнче тăрăшнă. Тăван Элĕк тăрăхĕнчи сăмахлăха, юрра-ташша пухма, халăх хушшинче сарма тĕллев тытнăскер иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче фольклор ушкăнĕ йĕркеленĕ. Паян халăх юрри-ташшине пысăк тимлĕх уйăраççĕ-ха, вăл вăхăтра вара апла пулман, фольклор никамах та кăсăклантарман. Çакă иксĕлми, анчах та çухалса пыракан пуянлăх пулни пирки никам та шухăшласах кайман. Любовь Михайловна çакна ăнланнă. Тăрăшни сая кайман. Паян фольклора аталантарас тĕлĕшпе çине тăрсах ĕçлеççĕ. Элĕкри «Валинкке» ушкăн та, палăртнă çултан пĕр шит те пăрăнмасăр малалла утаканскер, 1993 çулта «халăх» статуса тивĕçнĕ. Виçĕ çултанпа «Апи мана, асăрхакан пулсан та, çемьере виççĕмĕш ача çуралнă эпĕ, мĕн пĕчĕкренех пĕрле илсе çӳренĕ. Агитбригадăсем ун чухне кашни колхоза концертпа çитетчĕç. Эпĕ, пĕчĕкскер, апи каланă тăрăх, вĕсем юрлани-ташланине шăтăр-шăтăр пăхса ларнă, — Светлана Германовнăпа пĕрле унăн ачалăхне таврăнтăмăр. — Çавăн чухнех чăваш юрриташши манăн чуна-юна çирĕп кĕрсе вырнаçнă ĕнтĕ. Унтан, садике çӳреме пуçласан, эпĕ те ачасемпе пĕрле ушкăнра юрлама тытăннă. Каярахпа пĕчĕк концертсем йĕркелеттĕмĕр. Пире, шăпăрлансене, клубра иртекен мероприятисене те хутшăнтаратчĕç. Çавăнпа та: «Культура тытăмĕнче миçе \çул ĕçлетĕн?» — тесе ыйтсан эпĕ çирĕппĕнех: «Виçĕ çултанпа», — тесе хуравлама пултаратăп». Светлана Константинова /хĕр чухнехи хушамачĕ/, ташă-юрăпа шкулта вĕреннĕ чухнех туслашнăскер, алла аттестат илсен республикăри культура училищине вĕренме кĕнĕ. Ташлама ухутаскер хореограф специальноçне суйланă. Вĕсем вара ыттисем пек Çĕрпӳре мар, Шупашкарта ăс пухнă. Музыка училищин общежитийĕн пĕрремĕш хутĕнче вĕреннĕ, виççĕмĕшĕнче пурăннă. Çавăнпа занятисем хыççăн ташлама пуçламашкăн вунă минутрах хатĕрленсе çитме пултарнă. Дипломлă çамрăк специалист Элĕкри культура çуртĕнче ĕçлеме пуçланă. Илнĕ пĕлӳпе кăна çырлахман çамрăкскер, малалла ăс пухас тĕллевпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш чĕлхипе культура факультетне вĕренме кĕнĕ. «Диплом ĕçне хамăрăн паллă ушкăнпа «Валинккепе» çыхăнтартăм. Апи калать: «Вĕсем пирки никам та çырман, мĕнпе тултарса пĕтерĕн проектна?» — тет. Анчах та аптрамарăмăр, хамăрăн сăмаха каларăмăр. Экзаменра юлашкинчен манран тахăшĕ ыйтрĕ: «Хăв юрлатăн-и-ха «Валинккере?» — тет. Паллах! Пĕрер юррине юрласа кăтартма ыйтрĕç. Мана иккĕ калама кирлĕ мар. Мĕнлерех шăрантарса ятăм! Аудитори кĕрлесе тăрать, ай-уй… «Ку таранччен ăçта пулнă эсĕ?!» — теççĕ. «Мана ку таранччен никам та юрласа кăтартма ыйтман та», — хуравлатăп эпĕ… Диплом ĕçне «пиллĕклĕх» хӳтĕлерĕм», — аса илчĕ хĕрарăм. Пурнăç саккунĕсене те «пăсман» хĕр, вăхăчĕпе «пиçсе» çитнĕ, мăшăр тупса ăшă та хăтлă йăва çавăрнă. Паян вĕсем Светлана Германовнăн кукамăшĕн çурчĕ вырăнĕнче Синер ялĕнче кермен пек çурт çĕкленĕ. Культура ĕçченĕн тăтăшах тĕрлĕ çĕре тухса çӳреме тивет, çавăнпа ĕне усрамасть çемье, кайăк-кĕшĕксĕр пурăнмаççĕ вара, чăх-чĕп, хур-кăвакал тытаççĕ. Виçĕ ачана кун çути кăтартнă хастар чунчĕреллĕ хĕрарăм. Аслисем, ывăлпа хĕр Алексейпе Мария, пурнăçăн анлă çулĕ çине хăйсем тĕллĕн тухнă ĕнтĕ, професси илнĕ, ĕçлеççĕ. «Кĕçĕннине Настьăна хĕрĕх çулта «тупрăм», — йăл кулчĕ Светлана Германовна. — Маншăн чун уççи евĕрех вăл. Яланах çумра. Пур енĕпе те пулăшать, кил-тĕрĕшре те, пахча-хуралтăра та нихăш ĕçрен те пăрăнмасть ӳркенмескер». <...>

М.МИХАЙЛОВА.

♦   ♦   


«Куçĕ тÿрленмесĕрех çар операцине кайрĕ»

Эсир ĕçе мĕнпе çӳретĕр? Автобуспа-и е машинăпа-и? Вăрнар округĕнчи Пăваялĕнче пурăнакан Надежда Курсова вара 5 çухрăма çулла скутерпа е велосипедпа парăнтарать. Хĕлле çуранах сукмак хывать. Вăл Кĕçĕн Кипек ялĕнче клуб заведующийĕнче тăрăшать. Культурăра ĕçлени кăçал 20 çул та çитнĕ. Надежда Юрьевна — Тăван çĕршыва хӳтĕлесе 24 çултах пурнăçран уйрăлма тивнĕ паттăр салтакăн амăшĕ.

Шăллĕне çавăтса çӳренĕ

«Эпĕ Кĕçĕн Кипек ялĕнче çуралса ӳснĕ. Бухгалтер профессине алла илсенех тăван ялти совхоза ĕçлеме килтĕм. Николай Курсов агроном бухгалтерие сăлтавĕ пулмасан та кĕрсе тухатчĕ. Пĕр-пĕрне пĕрре курсах килĕштертĕмĕр. Кăнтăрла ĕç вăхăтĕнче калаçма май пулман. Каçхине клуба тухаттăмăр. Клубра юрă-кĕвĕ çур çĕр иртичченех янăратчĕ. Ташă каçĕнче пĕрле пулнă хыççăн урамра уçăлса çӳреттĕмĕр. Киле таврăннă чухне автансем авăтатчĕç. Анне ĕне сума тухатчĕ. Турă çырниех пулчĕ Коля. 1990 çулта пĕр-пĕрне тĕл пулнă эпир. 1991 çулхи çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче çемье çавăртăмăр. 1992 çулта пĕрремĕш ача Олеся кун çути курчĕ. Вăл халĕ çемйипе Мускавра пурăнать. /Вулакансем ăна Олеся Яковлева юрăç ятпа пĕлеççĕ. — Авт./. Хĕрпе кĕрӳ 4 мăнук парнелерĕç. Пурте шкула çӳреççĕ. Кĕçĕнни кăçал парта хушшине пуçласа ларĕ. Пирĕн вăтамми Андрей 1994 çулта çуралчĕ. Вăл Шупашкарта хирургра тăрăшать. 1997 çулта çĕнĕ пӳрт туса кĕнĕ хыççăн Денис çуралчĕ. Турă калашле виçĕ ача ӳстертĕмĕр. Пурте Кĕçĕн Кипек шкулне сукмак такăрлатрĕç. Андрейпа Олеся шăллĕне çавăтса çӳретчĕç. Каярах шкул автобусĕ ячĕç. Пирĕн Денис шутсăр тирпейлĕ ачаччĕ. Виççĕшĕнчен чи типтерли тесен те йăнăш пулмĕ. Каçхине çывăрма выртас умĕн япалисене тирпейлĕ чĕркесе пукан çине хуратчĕ. «Атту пĕчĕк çынсем илсе каяççĕ», — тетчĕ. Çуса типĕтнĕ япаласене те шкапа хăех хуçлатса чикетчĕ. Ирхине шкула кайма пуçтарăннă вăхăтра тĕкĕр умĕнче çи-пуçĕн кашни хутламне тирпейлĕ çавăрса чикетчĕ. «Ӳссен арăмна тарăхтаракан пулмăн-ши?» — шӳтлеттĕм çакна курса. Авланма хатĕрленнĕ евĕр Ятарлă çар операцийĕнче Дениспа пĕрле пулнă салтаксем çакна каласа панăччĕ: «Пĕр кивĕ çуртра пурăнаттăмăр ун чухне. Ирхине 6-ра вăрантăмăр. Денис маларах тăнă та тĕкĕр умĕнче салтак тумтирне, бронежилетне тăхăнать. Сухалне çап-çутă хырчĕ. Пушмакне крем сĕрчĕ. «Денис, авланма хатĕрленетĕн-им? Эпир çапăçу хирне каятпăр-çке», — шӳтлесе ыйтнă унран юлташĕсем. «Вилсен те хитре выртасчĕ», — тенĕ хайхи теме сиснĕ евĕр… Çав тунтикун, 2022 çулхи çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче, пурнăçĕ татăлнă унăн… Ытларикун Вăрнара семинара кайса килтĕм. 14 сехет иртсен киле таврăнтăм, выльăх-чĕрлĕх патне тухрăм. 17 сехет çитсе пыратчĕ пулас. Хапха умне машина чарăнчĕ. Лайăх мара чĕрепе туйса илтĕм. Урама тухрăм. Виççĕн ĕсĕклесе макăрса тăраççĕ: йăмăк, ывăл Андрей тата ялти фельдшер. Сăлтавне тӳрех ăнлантăм. Малаллине урăх астумастăп. Пĕр самантлăха тăна çухатнă эпĕ. Мана пӳрте йăтса кĕнĕ. Фельдшер тăна кĕртнĕ. Кайран ахăр самана пуçланчĕ. Ывăл ĕмĕрлĕхе куç хупиччен упăшка Мускавра ĕçлетчĕ. Усал хыпара маларах пĕлтернĕ ăна, пуйăспа ларса тухнă вăл. Денисăн виллине илсе килессе 5 кун кĕтрĕмĕр. Пĕрре çак хыпара пĕлме йывăр пулчĕ, тепре çак 5 куна чăтса ирттерме… Андрейпа ялти фельдшер сывлăха тĕрĕслесех тăчĕç. Эмел ĕçсе пурăнтăм. Вырсарникун цинк тупăк çитрех… Вăл çав çул çурла уйăхĕнче авланма планланăччĕ. Çавăнпа салтак тумĕпе пытармарăмăр. Ĕмĕрех салтак пулса ан çӳретĕр терĕмĕр. Тумне хурса çеç ятăмăр. Хура костюм тăхăнтартрăмăр. Кунта авланайманнине леш тĕнчере авлантăр терĕмĕр. Чĕре çурăлса тухатчĕ. Мăшăрăм Мускавран пăрахса килчĕ вара. Йывăр хуйха выльăхчĕрлĕх усраса пусарма шухăшларăмăр. 3 ĕнерен 6 ĕне турăмăр. Чăххи-чĕппи, хурĕ-кăвакалĕ, кăркки, сысни — веçех пур халĕ пирĕн. Анчах 15 ĕне усрасан та хăв ачу пирки шухăшланине пуçран кăларса перейместĕн… Олесьăн пĕр хĕрĕ куккăшне çухатнине чĕре çывăхне илчĕ. Вилнĕ хыççăн Дениса Паттăрлăх орденĕпе Вăрнарта наградăларĕç. Мăнук çак самантра питĕ кулянса макăрчĕ. <...>

Валентина СЕЛЕНИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.