- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чăваш хĕрарăмĕ» 27 (1204) № 15.07.2021
Самана ăсĕ, чысĕ
1987 çулта, республикăри паллă фотожурналистăн Вячеслав Романовăн сăн ӳкерчĕксен куравне çитсе курсан, «Çамрăк коммунист» хаçатра т ă р ă ш а к а н С е р гей Журавлев фот о к о р р е с п о н д е н тăн ĕмĕт çуралнă. Хаçатрах вăй хурсан 60 çул тултарнă тĕле ĕçĕсен куравне йĕркелеме хăйне сăмах панă. Çавна май «Хыпар» Издательство çуртĕнче вăй хураканскер çак эрнере Чăваш Ен фотокорреспонденчĕсен музейĕнче, сăмах май, ăна та вăл йĕркеленĕ, «Курсам: епле хитре тĕнче» курав уçăлчĕ.
Ку кăна та мар, республикăри фотокорреспондентсен пурнăç çулĕпе паллаштаракан кĕнеке те хатĕрленĕ маттур та пултаруллă ар. Хăнасем Сергей Журавлевăн черетлĕ ĕçне пысăк хак пачĕç.
— 1825 çулта Францири Джозеф Ньепс пĕрремĕш хут сăн ӳкернĕ, 1826 çулта пичетленĕ ăна. Унтанпа 195 çул иртсен фотожурналистсен пурнăçĕпе паллаштаракан кĕнекене пахалама пухăнтăмăр. Кунашкал кăларăм ытти регионта çук. Пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕç туса ирттернĕ тусăм, — терĕ кĕнекене кĕнĕ Анатолий Абрамов фотожурналистика енĕпе Чăваш Ен ытти регионтан малта пынине палăртнă май.
Сăн ӳкерчĕксен хаçачĕ тухни те, интернет кăларăм пурри те, хăйне евĕр музей йĕркелени те çирĕплетет çакна. Вячес лав Романов, Борис Иванов, Сергей Васильев, Семен Игнатьев, Валентин Ше-маров пек ăстасен ĕçĕсем Совет союзĕн хаçачĕсенче пичетленни те çакнах çирĕплетет.
— Çĕр чăмăрĕ хăйне хăй çаврăнмасть, чунне парса ĕçлекенсем пуррипе çапла пулса пырать. Самана ăсĕ, чысĕ, этеплĕхĕ — фотожурналистсем, — палăртрĕ Чăваш халăх художникĕ Николай Карачарсков кĕнекене пысăк тиражпа кăлармаллине палăртса.
Валентин Шемаровпа Геннадий Андреевăн мăшăрĕсем Алевтина Михайловнăпа Таисия Владимировна та упăшкисене асра тытнишĕн, хисепленишĕн, ĕçне сума суса хакланишĕн тав турĕç. <...>
Татьяна НАУМОВА.
♦ ♦ ♦
Питĕрти музейре 200 кĕрÿ тутăрĕ упранать
Георгий МАТВЕЕВ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕ:
— Тăван ялти, Канаш районĕнчи Анат Сурăмри, шкулта вĕреннĕ чухнех истори предмечĕ питĕ килĕшетчĕ. Педучилище хыççăн салтак атти тăхăнсан та аваллăх çинчен кĕнекесем шĕкĕлчеттĕм. Аслă шкултан вĕренсе тухсан Василий Дими-триев тĕпчев институтне /халĕ — ЧПГĂИ/ чĕнсе илчĕ. Этнографи пайĕнче вырăн пуррине пĕлтерчĕ, çавăнта ĕçлеме сĕнчĕ. Савăнсах килĕшрĕм.
Пирĕн институт хамăрăн тăрăхра пурăнакан тăватă тĕп халăха — чăвашсене, вырăссене, ирçесене, тутарсене — тĕрлĕ енчен тĕпчет. Çуллен экспедицисене çӳреттĕмĕр, халĕ вырăна кăшт сайрарах тухатпăр. Культура министерствин саккасĕпе «Чăваш Ен этнографи паспортне» йĕркелеттĕмĕр. Комплекслă тĕпчевсенче тĕп вырăнта, паллах — культура. Çакнашкал анлă ĕçе юлашкинчен 2007-2009 çулсенче пурнăçланă. Асра юлнă тĕпчев — тутар туйĕ çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе ыйтса пĕлни. «Кун кунларăмăр санпа», — тетчĕç каласа памашкăн хутшăннă аслă ӳсĕмри çынсем хăйсен пулăшăвĕ маншăн мĕнешкел хаклине пуçа илмесĕр.
Татьяна ВОЛКОВА, Чăваш наци музейĕн директорĕн заместителĕ:
— Пирĕн музейре упранакан экспонатсен пысăк пайĕ — 10 пин ытла япала — этнографипе çыхăннă. Республика лаптăкĕнче тĕпленнĕ халăхсен хăйне евĕрлĕхне çутатакан япала фондра пуянлансах пырать. 6 çул каялла аваллăх управĕн уйрăм çурчĕ — Чăваш тĕррин музейĕ — уçăлчĕ. Унăн курав залĕнче вырнаçнă тĕрĕ-эрешлĕ чăваш çи-пуçĕ тата капăрлăхĕ — этнографи чăн- чăн мулĕ. Халăх пултарулăхĕн асăннă енне — тĕрлессине — алла илекен ăстасем паян та йышлă. Вăл халăх культурине упрассишĕн тăрăшакан нумаййинех палăртать.
Çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш наци музейĕ Санкт-Петербургри Раççей этнорафи музейĕпе килĕштерсе ĕçлессине алă пусса çирĕплетрĕ. Асăннă музейре чăваш культурипе çыхăннă япаласен республика тулашĕнчи чи пысăк пухмачĕ упранать. Сăмахран, кĕрӳ тутăрĕ кăна — 200 таран. Хăй вăхăтĕнче управ ĕçченĕ Татьяна Крюкова çĕршывăн тĕрлĕ хутлăхĕнче экспедицире пулнă май Чăваш Ене те çитнĕ, çавăн чухне пуçтарнă та паха экспонатсене. Икĕ музей çывăх вăхăтра пурнăçлама палăртнă пархатарлă тĕллев — чăвашсемпе çыхăннă япаласен электрон каталогне йĕркелесси. <...>
Ирина ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Ĕçсĕрлĕх чакать
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунти кун ирттернĕ канашлура ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев коронавирусран сыхланмалли вакцинаци пĕлтерĕшĕ çинчен черетлĕ хут аса илтерчĕ: прививка тăвасси чи малтан пурнăçламалли ĕçсен шутĕнче пулмалла.
Вакцинацие мĕнле йĕркелени тĕлĕшпе кăмăлсăрлăх пуррине шута илсе О л е г Н и к о л а е в шăмат кун Çĕмĕрлере пулнă, ĕç-пуçпа паллашнă. Çитменлĕхсене хăйĕн куçĕпе курнă, вĕсем, унăн шухăшĕпе, кашни муниципалитетшăн кăтартуллă. Çĕмĕрлере прививка тумалли стационар пур, тухса çӳрекен ушкăн та ĕçлет. Юлашки вăхăтра вĕсем куллен 160-170-шер çынна прививка тунă. Чăннипе вара 350-400 çынна вакцинацилеме пултараççĕ — уйрăмлăхĕ, куратпăр, пысăк: «Пĕр çынна укол ту-машкăн кирлинчен виçĕ хут ытларах вăхăт çухатаççĕ…»
Çавна май Олег Алексеевич Сывлăх сыхлавĕн министерствине вырăнсенчи ĕçе йĕркелемешкĕн ятарлă методика кăтартăвĕсем хатĕрлеме хушрĕ. Районсемпе хуласенче вырăнсенчи пухусен депутачĕсене, хастар йыша ĕçе явăçтармалла — хальлĕхе вĕсем айккинче юлаççĕ. Укол тутармашкăн çынсен темиçешер сехет черет тăмалла мар. Тухса çӳрекен бригада пĕр-пĕр яла е предприятие прививка тума каять тĕк — çынсене кун пирки маларахах пĕлтерсе хумалла, кирлĕ тĕк вĕсене унта транспортпа илсе пырассине, кайран каялла леçессине йĕркелемелле. Çак тата ытти саманта шута илсен кăна вакцинаци чăннипех анлă пулĕ, чир сарăласран шанчăклăн сыхланма пултарăпăр.
Канашлура çĕкленĕ тепĕр тема — иртнĕ эрнере РФ Промышленноç министерствипе Шупашкарта пĕчĕк хă-ватлă тракторсен производствине йĕркелемелли тăватă енлĕ килĕшĕве алă пусни. Олег Николаев çакна çулталăк тăршшĕпе тунă ĕç кăтартăвĕ тесе хакларĕ. Сăмах май, утă уйăхĕн виççĕмĕш вунă кунлăхĕнче республикăна Раççей промышленноç министрĕ Денис Мантуров килмелле. Олег Алексеевич çак визита тĕплĕ хатĕрленмеллине палăртрĕ. Çийĕнчен çав кунсенчех республикăра итальянсем те /хайхи пĕчĕк хăватлă тракторсен производствине вĕсемпе пĕрле йĕркелемелле/ пулĕç — яваплăх пушшех пысăк. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Ĕçе пуçăниччен пил илнĕ
К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ «Эп сӳннĕ чух — эс çун...» çĕнĕ спектакль сцена çине кăларчĕ. Унăн авторĕ Михаил Сунтал «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра ĕçленĕ. Икĕ пайлă драма Китай халăхĕн чĕлхине, культурине, историне тĕпченĕ Иакинф Бичурин ăсчах пурăннă вăхăта илсе çитерет. Унăн кун-çулне йĕрлеме май парать.
Тĕнче шайĕнче ят-сум çĕнсе илнĕскер халĕ Шупашкар районне кĕрекен Шемшерте çуралнă. Унăн ашшĕ те, аслашшĕ те чиркӳре ĕçленĕ. Спектакльте савнă хĕрĕн Айпин /Елена Васильева/ пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă хыççăн Никита Бичурин /Евгений Урдюков/ Турă çулĕпе кайма шухăш тытать. Архимандрита çитет. Çăлăнăç шыраса улпут килĕнчен тухса тарнă Натальйăна /Светлана Лукиянова/ пулăшнăшăн шар курать вăл. Хĕр мăнастирте арçын ачалла тумланса çӳрет. Анчах чăнлăха ыттисенчен пытарăн-и? Уйрăм йĕркене пăхăнманшăн Иакинф Бичурина Тобольска ссылкăна яраççĕ. Виçĕ çултан унăн Пекин миссийĕн ертӳçи пул чăваш халăхĕн йăх тымарне тупма палăртать вăл. Çакăнта Иакинф Бичурин наука ĕçĕсем çырать.
Çапах миссионерсем çирĕп йĕркепе çырлахасшăн пулман. Вĕсем ертӳçĕ тĕлĕшпе Синода суя сăмах çитереççĕ. Иакинф Бичурин хĕрарăмсемпе явăçса, чиркӳ япалисене сутса, эрех ĕçсе пурăнать имĕш. Çакăншăн ăна Валаам мăнастирне куçараççĕ. Санкт-Петербургра Иакинф атте П.Шиллингпа /РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Владимир Семенов/, З.Волконскаяпа /ЧР тава тивĕçлĕ артистки Надежда Воюцкая/, А.Пушкинпа /Алексей Герасимов/, А.Оленинпа /ЧР тава тивĕçлĕ ар исчĕ Николай Сергеев/ тата паллă ытти çынпа паллашать.
Драмăра ватă Бичурина /ЧР халăх артисчĕ Геннадий Медведев/ кăтартни вырăнлă. Чăваш ывăлне вылякансем сцена çине умлă-хыçлă тухни шухăша вăйлатма, ĕç-пуçа витĕмлĕрех сăнлама май парать.
Спектакльте ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Светлана Асаматăн тата Чăваш халăх поэчĕн Геннадий Айхин сăввисемпе усă курнă. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
♦ ♦ ♦
Тÿшек сарасчĕ те — ĕлкĕрме çук
Ачасем, çул çитмен çамрăксем çуллахи тапхăрта час-часах инкеке лекеççĕ. Çавна май республикăра çитĕнекен ăрăвăн хăрушсăрлăх ыйтăвĕ çулталăкăн чи ăшă та илемлĕ вăхăтĕнче чылай çивĕчленет. Юлашки вăхăтра кĕçĕн ӳсĕмрисем чӳречерен ӳкнĕ, шăрăх çанталăкра шыва путнă тĕслĕх нумайланни пăшăрхантарать. 2021 çул пуçланнăранпа çӳллĕ вырăнтан ӳксе 25 ача инкек тӳснĕ. Иккĕшĕ — вилмеллех аманнă. 3 ача пурнăçĕ шывра татăлнă.
Утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче çакнашкал синкерлĕ тĕслĕхсене сирес енĕпе профилактика ĕçĕсем йĕркелекен ĕç ушкăнĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Республикин Ача прависене хӳтĕлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова ертсе пычĕ.
Ятарлă концепци йышăннă
— Çуллахи тата хĕллехи вăхăтра Раççей мĕн пур субъектĕнче «Хăрушлăхсăр ачалăх» акци иртет. Вĕренӳрен ирĕклĕ тапхăрта çул çитмен ӳсĕмрисем аслисен тимлĕхĕсĕр юлаççĕ, сывлăхшăн сиенлĕ, теветкеллĕ лару-тăрăва лекеççĕ. Кун пек чухне яваплă тĕрлĕ тытăм ĕçченĕсем кĕçĕн çултисем ытларах пухăнакан хутлăха тĕплĕ сăнаса тăни вырăнлă. Ача-пăча лапамĕсенче, нумай хутлă çуртсен тăррисемпе ытти лаптăкĕнче, шыв-шур таврашĕнче, çул-йĕр çинче ывăл-хĕр тĕрлĕ пăтăрмаха лекме пултарать. Çĕр айĕнчи коммуникацисем патне çул тупмалли люк уçă тăрать-и, нумай хутлă çурт путвалне кĕмешкĕн чару çук-и… — йĕри-тавралла тинкерсе пăхсанах инкек кăларса тăратакан çăл куç самай. Çавăнпа та асăннă акци вăхăтĕнче сыхлăх рейчĕ сем ирттермелле, — канашлăва пухăннисем темиçе ушкăна пайланса çула тухас умĕн палăртрĕ Алевтина Николаевна.
Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикинче «Ача-пăча пур енлĕ хăрушсăрлăхĕн концепцине» йышăннă. Кунашкал программăна çĕршыври 6 регион хатĕрленĕ. Çав шутра улттăмĕшĕ шăпах — Чăваш Ен. Мĕнлерех документ, мĕнле тĕллевсем лартнă-ха унта? Ача-пăча прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй ăнлантарнă тăрăх, çул çитменнисен сывлăхне, пурнăçне упрас тĕллевпе мĕнлерех ĕçсем пурнăçлассине кашни енĕпе уйрăммăн планланă. Концепци никĕсĕнче — усалпа вĕçленекен ĕç-пуçран сыхланасси.
— Ашшĕ-амăшĕн тимсĕрлĕхне пула синкер сиксе тухни вăрттăнлăх мар. Шкулсен, муниципалитет органĕсен сайчĕсене тĕплĕн тишкертĕмĕр: асăрхаттару майлă информаци тăкăнса тăрать. Хăрушсăрлăх ыйтăвне халалланă уйрăм баннер та пайтах. Синкерлĕ тĕслĕхсенчен сыхланасси çемьере пуçланмаллине ашшĕ-амăшĕн чунне витерес килет. Хушăран чун çав тери ыратать: МИХсенче çине-çинех асăрхаттарса çырнă-кăтартнă çĕртех инкек килсе çапать. Харпăр хăйĕн сыхлăх культурине вăйлатмаллах пирĕн, — пусăм турĕ ача-пăча прависен хӳтĕлевçи. <...>
Ирина ИВАНОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас