- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чăваш хĕрарăмĕ» 26 (1203) № 08.07.2021
Сăпкарах телефон тыттараççĕ те…
Лайăх куракан тата таврари лару-тăрăва тĕрĕс хаклакан çынна мĕн ĕлĕкрен «çивĕч куçлă, ăслă-пуçлă» тесе хакланă. Шăпах çак сăмахсене час-часах аса илет Елчĕкри тĕп сыватмăшри куç тухтăрĕ Алевтина Ястребова.
Вăрнар районĕнче йышлă çемьере ӳснĕ вăл. Аппăшĕсем пĕрин хыççăн тепри учитель пулас ĕмĕтпе хулана кайнă. Аллине аттестат илсен килтисене хăй педагогика институтĕнче вĕренес кăмăллă пулнине систернĕ Алевтина. «Хĕр- упраçшăн урăх специальноç çук-им?» — ыйтуллăн пăхнă ашшĕ. «Юрĕ эппин, — килĕшнĕ шкулта пур предметпа та лайăх вĕренсе пынă хĕр, аслисенчен иртме хăнăхманскер. — Документсене хатĕрлесе çитерĕп те Чăваш патшалăх универ-ситечĕн медицина факультетне йышăнма ыйту ярса парăп».
Анчах... Шкул сакки çинче ларнă вăхăтра вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ хĕрĕн медицина факультечĕн пысăк конкурсĕнче çĕнтерме çур балл çитеймен. Апла пулин те шăпа ăна сывлăх сыхлавĕнче тăрăшма пӳрнĕ. Кил хуçи, республика больницинче сипленекенскер, сыватмăша санитарка кирлине пĕлнĕ те хĕрне вăхăтлăха унта ĕçлесе пăхма сĕннĕ. Сăмахсăрах килĕшнĕ кĕçĕнни.
— Ăста тухтăрсен хушшинче пуласси маншăн пысăк чыспа пĕрлех яваплăхчĕ. Пурте хăйсене питех те сăпайлă тытни, пĕр-пĕринпе те, чирлисемпе те «Эсир» тесе сумласа калаçни, кирек мĕнле тивĕçе те чунтан пурнăçлама хистетчĕ. Çакă маншăн çынлăха хаклама хăнăхтараканни те, медицина пĕлĕвĕ патне ытларах туртăнма хавхалантараканни те пулчĕ. Çитменнине, унта ĕçлекенсем «Эсĕ тухтăр пулма çуралнă» сăмахсем каласа медицина пĕлĕвĕ илме, университета кĕмешкĕн çине тăрсах хатĕрленме çунат хушрĕç, — аса илет хĕрарăм.
— Елчĕке епле лекнĕ эсир? — ыйтрăм унран.
— Аслă шкулта вĕреннисем кăна мар, техникум е училище дипломне илнисем те ĕç шыраса çӳремен пирĕн вăхăтра, никам та пысăк укçана хапсăнман. Ăçта янă — çавăнта çанă тавăрса ĕçе кӳлĕннĕ, — пусăмлăн палăртрĕ Алевтина Альбертовна, шухăшĕпе хăйĕн биографийĕн малалли страницине уçнă евĕр. — Елчĕке направлени парсан хама çунат хушнă пекех туйрăм. Сыватмăшра та, райĕçтăвкомра та ăшшăн йышăнчĕç. Çийĕнчех пурăнмалли вырăн уйăрса пачĕç. Района çамрăк специалист килни тĕп врача уйрăмах савăнтарчĕ пулмалла. Ара, сыватмăшра сакăр çула яхăн куç тухтăрĕ пулман та! Кун пек лару-тăрура епле йывăр килни каламасăрах паллă. <...>
АНАТОЛИЙ ТИМОФЕЕВ.
♦ ♦ ♦
Çынсене шывсăр хăварма юрамасть
Шăпах шыв пĕлтерĕшне пысăка хунипе ĕнтĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунти кун ирттернĕ канашлура халăха ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтупа тĕплĕ калаçу пулчĕ.
Олег Николаев палăртнă тăрăх, шăрăхра шыв çукки пирки граждансенчен ыйту чылай пулнă. Паллах, ку чи малтан халăх шывпа нумай усă курнипе çыхăннă. Шăрăх çанталăк тăнă май çăлсенче шыв чакни те вăрттăнлăх мар. Кирек мĕнле пулсан та çынсене шывсăр хăварма юрамасть — ку енĕпе çине тăрса ĕçлемелле.
Тепĕр ыйту — ачасене шкулсенче тӳлевсĕр апатлантарассине йĕркелесси. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем тĕлĕшпе ыйту çук, вĕрентӳ министрĕ Алла Салаева ку енĕпе Чăваш Ен чи лайăх регионсен шутне кĕнине те палăртрĕ. Нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесенчи ачасем тĕлĕшпе вара çитменлĕх чăннипех нумай.
Мерăсем йышăнмалли пирки иккĕленӳ çук. Алла Салаева палăртнă тăрăх, нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесенчи тĕрлĕ ӳсĕмри 11,8 пин ачана тӳлевсĕр вĕри апатланупа тивĕçтермелле. Çакăн валли муниципалитетсен укçа уйăрмалла. Çителĕклĕ уйăрмаççĕ, çавна май асăннă йышăн 10% кăна апатланать. Вырăнсенче чееленеççĕ, укçа çителĕксĕррине кура ашшĕ-амăшĕн комитечĕсем урлах йышăнусем тăваççĕ: ку тапхăрта ачасен пĕр ушкăнĕ апатланать, черетлĕ кварталта — тепри… Çапла вара тӳлевсĕр çиекенсен пĕтĕмĕшле шучĕ пысăк пек курăнать.
Кунашкаллипе çырлахма юрамасть. Çакна тĕпе хурса Олег Николаев кăçал валли республика бюджетĕнчен укçа уйăрассине çирĕплетрĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса асăннă йыша тӳлевсĕр апатлантарма 75 миллион тенкĕ ытларах кирлĕ. Çитес çул 170 миллион тенкĕ тăкакламалла пулĕ. Çак укçан пысăк пайне, 150 миллионне, каллех регион саплаштарĕ, 20 миллионне муниципалитетсен хăйсем çине илмелле.
Кăçал кирлĕ укçа çăл куçĕ паллă. Республика ертӳлĕхĕн 2020 çулхи ĕçĕн пысăк тухăçлăхĕшĕн Мускав 450 миллион тенкĕ грант уйăрнă, шăпах çак укçапа усă курĕç. Унсăр пуçне грант шучĕпе – 100 миллион тенкĕпе — нумай ачаллă çемьесем, тăлăхсем валли хваттерсем туянĕç. 250 миллион тенке ял хуçалăх техники туянакансен тăкакĕсен пĕр пайне саплаштармашкăн яма йышăннă. Юлашкипе вара Шупашкар ĕç паттăрлăхĕн хулин статусне илнĕ май çак ятпа тумалли стелăна çĕклеме усă курĕç. <...>
НИКОЛАЙ КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Çĕнĕ çуртра харăсах — икĕ çĕнĕ «кайăк»
Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Раççейре Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă тăваççĕ. Уяв историйĕ Çветтуй Петрпа Феврония ячĕпе çыхăннине, вĕсем пĕр-пĕрне савса, хисеплесе пурăннине мĕн пур мăшăршăн тĕслĕх шайне çĕкленине чылайăшĕ пĕлет. Республикăри нумай çемьере çавнашкал: йăва çавăрнă тăк — унăн ăшшине упрассишĕн çине тăмалла. Йĕпреç тăрăхĕнче демографи лару-тăрăвне лайăхлатассишĕн самай пысăк тӳпе хывнă Розăпа Андрей Калугинсем уяв умĕн шăпа черетлĕ парнине кĕтсе илнĕ: çемьене тӳрех икĕ «çĕнĕ кайăк» — йĕкĕреш — çитнĕ! Туслă йышшăн 2021 çул яланлăха асра юласси ырă тепĕр пулăмпа та çыхăннă. Нарăс уйăхĕнче нумай ачаллă çемьене патшалăх икĕ хутлă хăтлă, çĕнĕ çурт уççине панă.
Владиславпа Агатăна çăмăллăнах уйăраççĕ
Хушăран çын пурнăçĕшĕн минутпа çыхăннă сисĕмлĕхпе хăвăртлăх пĕлтерĕшлине асăннă çемьере çитĕннисем те, кĕçĕн ӳсĕмрисем те пĕлеççĕ.
…Çичĕ ачаллă килте черетлĕ хутчен йыш хушăнасса кĕтнĕ. Йывăрланнă Роза Ивановнăна пăхса УЗИ тĕпчевĕ ирттернĕ май тухтăр йĕкĕреш çураласса пĕлтерсен… чылайăшĕ тĕлĕннĕ. Кил хуçи Андрей Васильевич, кĕтмен хыпара илтсе шухăша путнăскер, хăйсем пурăнакан çурт умĕнчен ăнсăртран иртсех кайнине калать. Вăл икĕ хут пысăкрах яваплăх илме хатĕрленсе çитнĕ тĕле арăмĕ çуратма пикеннĕ. Хайхи йĕкĕреш çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Канаш хулинче çут тĕнчене килнĕ. Тăхăр уйăх çитичченех çуралнă ывăлпа хĕре медицина специализациленĕ пулăшăвĕ кирлĕ пулса тухнă. Вăхăта сая ямасăр Президент перинаталь центрĕнчен реанимобильпе неонатологсен бригади çула тухнă.
Ӳпкине искусственнăй майпа вĕртерсе пĕчĕкскерсене перинаталь центрĕн тин çуралнисен реанимаципе вăйлатнă терапи уйрăмне тĕрĕс-тĕкел илсе çитернĕ. Опытлă тухтăрсемпе медсестрасем тимлĕхрен вĕçертмен вĕсене. Кювезра /ятарлă камера/ пĕр эрне выртнă хыççăн сакăр уйăхра кун çути курнăскерсен сывлăхĕ йĕркене кĕме пуçланă, вĕсене патологи уйрăмне куçарнă. Пепкесене амăшĕн аллине панă.
— Йĕкĕреш варта тăхăр уйăх аталаничченех хускалма пултарни çинчен илтнĕччĕ. Çапах та хампа та çапла пулса тухасса пуçа илмерĕм. Чăн та, ялта йывăр ĕçлесрен сыхланма кансĕр. Мăшăр аякра чухне — пушшех. Вăл вара çурçĕрте газорезчикра вăй хурать. Чăннипе, çакăн чухлĕ пепкене пурнăç парнелеме упăшка шанчăклă тĕрев пулмасан май та çукчĕ-тĕр. Унăн хӳтлĕхĕнче ывăл-хĕре мĕнле тăрантарасси, ура çине тăратасси çинчен пит тарăннăн шухăшламастăп. Пĕрле 20 çул шăкăл-шăкăл пурăнатпăр. Пĕрлешнĕ чухне 9 ача амăшĕ пуласса, хам ултă ачаллă килте çитĕннĕ пулин те, куç умне кăларма пултарайман паллах, — телейне пытармасть Роза Ивановна хальхи вăхăтра тин çуралнă Владиславпа Агата тавра çемйипех вĕткеленнине палăртнă май.
Ачасенчен аслăраххисем те, пĕчĕккисем те йĕкĕрешрен хăшĕ кам пулнине уйăрма вĕреннĕ те ĕнтĕ. <...>
ИРИНА ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Йĕпе тумпа тухса чупаттăмăр»
Шупашкарти В.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ — Чăваш Енри чи аслă предприятисенчен пĕри. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те завод пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçланă. Çĕнтерĕве çывхартма хăйĕн пысăк тӳпине хывнă. Предприяти çул хыççăн çул аталаннă май кунта ăру хыççăн ăру килет. Çавна май ĕç династийĕсен сумĕ те ӳссех пырать.
Зиятдиновсен çемйи кунта 450 çул тăрăшать. Ывăлĕсем, хĕрĕсем, кинĕсем, кĕрӳшĕсем — тăвансен пысăк йышĕ кĕрет династие. Ăна пуçлаканĕ вара — Минслу Хусейновна.
Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ялĕнче çуралса ӳснĕскерĕн пиллĕкре чухне амăшĕ вилнĕ. Çурма тăлăха юлнăскер ама çурипе çитĕннĕ. 1942 çулта 17 тултарнă тутар хĕрне торф кăларнă çĕрте ĕçлеме илсе кайнă.
— Завод ĕçлеме тытăнсан аннене унта куçарнă. 7 класс вĕреннĕскер 35 çул сиенлĕ производствăра вăй хунă. Чăвашла та, тутарла та лайăх калаçатчĕ вăл. Хулана килсенех пурăнмалли вырăн пулман-ран Карачурара чăваш пĕр çемйи патĕнче хваттерте тăнă. Вĕсем пирки яланах ырăпа асăнатчĕ анне. «Мана нихăçан та апатсăр хăвармастчĕç. Эпĕ çитнĕ тĕле каçхи апат сĕтел çинче ларатчĕ», — тетчĕ. Çу та, хăйма та тивĕçнĕ заводра ĕçлекенсене. Апла пулин те çамрăк хĕр валли апат яланах уйăрнă кил-йыш. Вĕсемпе ирхине те, каçхине те сĕтел хушшине пĕрле ларнă. Пĕр-пĕриншĕн çывăх тăван пулса тăнă. Кайран та хăнана çӳретчĕç. Анне вилсен шыраса тупма тăрăшрăм вĕсене, анчах хĕрĕ те çĕре кĕнĕччĕ ĕнтĕ, — каласа кăтартрĕ Минслу Зиятдиновăн хĕрĕ Галия Абдрахманова.
— Ниме пăхмасăр туслă пурăнни халăха пĕрлештернĕ те пулĕ. Заводра чăвашсем, вырăссем, тутарсем, еврейсем — мĕнле кăна халăх ĕçлемен! Украинăран, Беларуçран куçса килнисем мĕн чухлĕн пулнă! Яланах туслă пурăннă. Хĕрарăмсем — уйрăмах. Анне 35 çул тултарнине паллă туни асра. Пĕрле ĕçлекен тусĕсем хуппипе пĕçернĕ çĕр улми, купăста йăтса килчĕç. Ытти чухне те вырăс, чăваш, тутар хĕрарăмĕсем пĕр сĕтел хушшине пуçтарăнсан кашни хăйĕн шухăшĕпе ларатчĕ, тĕрлĕ халăх юрри янăратчĕ пирĕн килте. Питĕ туслăччĕ завод хĕрĕсем. Пĕр-пĕрне яланах пулăшма хатĕрччĕ. Çакна курса çитĕннĕ эпĕ. Вĕсен тĕслĕхĕпе ӳснĕ. Чăваш-и, тутар-и вăл — пурнăç тыткăчи хĕрарăмра пулнă. Кил-çурта та пăхса тăнă, ĕç лаши пек тар тăкнă. Заводра та çăмăл килмен. Малтанхи тапхăрта пур ĕçе те алă вĕççĕн пурнăçланă. Пиротехни-ка хутăшĕсене те машина мар, çын пăтратнă. Ун чухне кун пирки калаçма юраман-ха, халĕ çеç уççăн пĕлтереççĕ. Çăмăл пулман хĕрарăмсене. Анчах чăтнă, тӳснĕ, ĕçленĕ, — калаçăва тăсрĕ хăй те заводра 35 çул ĕçленĕ хĕрарăм. <...>
ТАТЬЯНА НАУМОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас