- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 24 (1354) № 27.06.2024
Фермертан пуçласа суд ĕçченĕ таранах
Оркестр янăраса кайрĕ те сцена çине черетпе капăр та хӳхĕм, илемлĕ те чаплă çăлтăрсем… çук-çке! Çăлтăрсем мар — пикесемпе хĕрарăмсем, акăш евĕр ярăнса тухрĕç. Ахăртнех чиперуксем хăйсене çав самантра çăлтăр пекех туйрĕç — вĕсен ячĕпе çак кун саламсем, ăшă сăмахсем, сăвăсем, юрă-кĕвĕпе фанфарăсем янăрарĕç, вĕсене парнесемпе чысласа хавхалантарчĕç. Сăмах «Эпĕ — хĕрарăм» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ пирки пырать. Çак тупăшу илемлĕхпе пултарулăх уявне çаврăнчĕ тесен те йăнăш мар. Çулсеренех унта тĕрлĕ профессире — фермертан пуçласа судья таранах — вăй хуракан хĕрсемпе хĕрарăмсем хутшăнаççĕ. Кăçал 1026 çынран 76-шĕ тĕрлĕ номинацире мала тухса призер ятне тивĕçме пултарнă. Чыслав, йăлана кĕнĕ тăрăх, Республика кунĕнче, çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртрĕ.
Конкурс хастарĕсене саламлама, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаева, ЧР Хĕрарăмсен союзĕн ертӳçи Наталья Николаева, министрсем, депутатсем çитрĕç.
— Конкурс 4-мĕш хут иртрĕ, кăçал унта регион тулашĕнче пурăнакан ентешсем те хутшăннă май тупăшу «регионсен хушшинчи» статус илчĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан чăваш хĕрарăмĕсем те заявкăсем ячĕç. Çав шутра: Ханты-Манси автономи округĕ, Севастополь хули, Оренбург тата Тюмень облаçĕсем. Тăватă çул хушшинче конкурса пурĕ 2500 хĕр-хĕрарăм хутшăнчĕ: вĕрентекенсем, культурăпа массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем, промышленноç тата ял хуçалăх тытăмĕнче тăрăшакансем, бизнесра тата патшалăх службинче вăй хуракансем, — Наталья Николаева сăмах илнĕ май конкурспа тĕплĕнрех паллаштарчĕ. Сăмах май, ăна йĕркелекенĕ — республикăри Хĕрарăмсен союзĕ тата «Пĕрле» фонд. Çитес çул конкурс пĕрремĕш юбилейне паллă тăвĕ. Çавăнпа та, Наталья Алексеевна пĕлтернĕ тăрăх, тупăшакансен йышĕ 2 пине çитмелле.
— Пирĕн конкурс хальхи вăхăтри героиньăпа тĕплĕнрех паллашма май парать. Мĕнлерех-ха вăл паянхи хĕрарăм? Никама пăхăнманскер, хăйпе кăмăллăскер, техно¬логи тĕлĕшĕнчен аталаннăскер, çĕнĕлĕхсене ăса хывса пурнăçлама пултараканскер… Кунсăр пуçне сывă пурнăç йĕркине пăхăнать, вăл — тĕрлĕ енлĕ аталаннă этем. Пирĕн илемписем, кулленлĕхри вĕткеленӳ чунри çутта сӳнтерме ан парăр», — ырă сунчĕ вăл этемлĕхĕн черчен пайне. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев вара «Эпĕ — хĕрарăм» конкурс пек тупăшу ниçта та çуккине палăртрĕ. — «Илем тĕнчене çăлать», — теççĕ. Вăл мĕн чухлĕ ытларах, тĕнче çавăн чухлĕ лайăхрах пулĕ. Эсир тĕллевĕрсене пурнăçланă, аталаннă май тавралăха та илем кӳретĕр: çемйĕре, пӳрт-çурта, ĕç вырăнне», — саламларĕ вăл. Асăннă конкурса хĕрарăмсем çеç мар, хĕрсем те хутшăнаççĕ. Чи çамрăккине — вăл 17 çулта, тата чи аслине — 93 çулта — уйрăм номинацире палăртса парнепе хавхалантарчĕç. Çавăн пекех конкурса пĕрремĕш заявка тăратнă пикене — Ольга Петровăна та чĕнсе кăларчĕç. Вăл «Пĕрремĕш чĕкеç» номинаци çĕнтерӳçи пулчĕ. Пуринчен ытла, паллах, залра пухăннисене тăхăр теçетке хыçа хăварнă Елизавета Иванова тĕлĕнтерчĕ. Ăна «Кĕмĕл ăс-хакăл» номинаципе чысларĕç. Вăл сцена çине тухсан куракансем чылайччен алă çупса саламларĕç. Чи çамрăкки вара Александра Щербакова, «Çул пуçламăшĕ» номинаци çĕнтерӳçи, пулчĕ. Вĕсем пурте РФ Патшалăх Думин депутачĕн Анатолий Аксаковăн Тав хутне тата парнене тивĕçрĕç. Çавăн пекех вăл «Аталану технологийĕсем», «Çуралу асамлăхĕ», «Завод смени», «Хĕрарăмсен канашĕнче ĕмĕтсене пурнăçла», «Пурнăç тăршшĕпе — спортпа», «Ăсталăх — культура пайĕ пек» номинацисенче мала тухнисене чысларĕ. Çĕнтерӳçĕсене саламланă май Анатолий Геннадьевич мăшăрĕпе епле паллашнине те аса илчĕ. «Эсир, хĕрарăмсем — çемье тыткăчисем, йышăну тăвакансем. Пулас мăшăрпа паллашсан кăшт вăхăт иртсен эпĕ унăн ашшĕ-амăшĕпе паллашма Чăваш Ене килтĕм. Çапла майпа кунта пурăнма куçрăм. Çакăншăн мăшăра тав тăватăп», — терĕ депутат пухăннисене телейпе юрату сунса. Ятарлă номинацисен çĕнтерӳ¬çисен тепĕр ушкăнне РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева саламларĕ. «Конкурса хутшăнса хăвăр пултарулăхăра кăтартрăр. Ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăтăр. Вĕсене хăюлăхпа вăй-хал парнелерĕр — çакна çулсеренех конкурса хутшăнакансен йышĕ ӳсни те çирĕплетет», — хавхалантарчĕ Алла Леонидовна конкурсçăсене. Унăн парнипе Тав хутне «Чунпа — эфирта» номинацире мала тухнă Чăваш наци телерадиокомпанин ĕçченĕ Екатерина Ракчеева, «Сиплемешкĕн пурăнас» /Антонина Сандыркина/, «Çĕнтерĕве шанса» /Екатерина Арбатова/ тата ытти номинацире палăрнисем тивĕçрĕç. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
«Эпĕ урамри чи пуçтах ачасенчен пĕри пулнă»
Даниэль Ахмадеев нумай çул ĕнтĕ çыннăн шалти тата тулашри тĕнчин пĕрлĕхне шайлаштарас тĕлĕшпе ĕçлет. Энерги, тимлĕх, ăстăн инструменчĕсене тĕпчесе пĕтĕмлетĕвĕсене ыттисем патне çитерет. Медитаци енĕпе тĕнчери чи малта пыракан технологисене ăса хывать. Вăл йĕркелекен чей церемонийĕсене Раççей çăлтăрĕсем те хаваспах хутшăнаççĕ.
Пуç çапма кайсан
— Мĕн туятăр? — тин пĕçернĕ, вĕри чейе наставник сĕннĕ пек сыпкăмăн-сыпкăмăн шавлăн лĕрĕплеттерсе — Китайра шăпах çапла ĕçеççĕ-мĕн сиплĕ çак шĕвеке — куркана пушатнă май куçран пăхрĕ вăл. Мĕн туятăп-ха? Черетлĕ интервью илнĕ май чунра çуралнă пăлхану таçта кайса çухалчĕ, кĕлеткере ырă та ăшă туйăм сарăлчĕ… Тути-и? Курăкран вĕретни палăрчĕ. Эпĕ, чăн та, малтан ĕç пуçарасшăнччĕ. Анчах вăл чей ĕçме сĕнчĕ. Китайра — чей культури шăпах çак çĕршывран пуçланать — техĕмлĕ шĕвеке астивмесĕр пĕр ĕç те пуçламаççĕ. Пирĕн патра «ваттисене асăннă» пек… Виçĕ курка, сăмах май, вĕсем пысăк мар, пушатнă хыççăн чунра лăпкăлăх хуçаланма тытăнчĕ, кĕлеткен кашни пайне ăшăлăх тултарчĕ. Ĕнтĕ калаçу пуçарма юрать. Даниэль Ахмадеев Хусанта çуралнă. Амăшĕ — чăваш, ашшĕ — тутар. Ача тăватă çул тултарсан çемье саланнă, амăшĕпе ывăлĕ Чăваш Ене куçса килнĕ. Вăхăт шунă, ача шкула çӳреме пуçланă. — Саккăрмĕш класс таран эпĕ ахаль шкултах вĕреннĕ, — каласа кăтартрĕ каччă. — Çак вăхăта çитсен саккăрмĕшсен параллельне, тепĕр класс «ж» хушрĕç. Чи пуçтаххисене, йĕркесĕррисене, шанăç юлманнисене пухрĕç унта. Эпĕ вара «б» класра ăс пухаттăм вĕт! Учительсем пирĕнпе мĕнле ĕçленĕ-ши? Эпĕ чăнласах картишри, урамри чи пуçтах ачасенчен пĕри пулнă. Пĕр сăлтавсăрах ыттисене кӳрентерме, кӳрентерме кăна мар, хĕнеме те пултараттăм. Иртнĕ ĕмĕрти 90- мĕш çулсемччĕ вĕт. «Чăнкă» ачасем модăраччĕ ун чухне. Телее, кама-тăр вĕлерессинчен Турă сыхласа-упраса тăнă пулĕ мана. Хĕвел çаврăнăш вĕçĕмсĕр шĕкĕлченипе, ку та модăраччĕ ун чухне, малти шăлсен хушшинче хушăк сарăлсах кайнăччĕ, каярахпа пломба лартсах саплама тиврĕ ăна… Паянхи кунчченех, халĕ вăтăр тăватă çула çитрĕм ĕнтĕ, аннене тав тăватăп. Умра нимĕнле çутă кун та пулмасса туйса вăл мана ахаль шкултан, хайхи саккăрмĕш «ж» класс хыççăн, лицея куçарчĕ. Унсăрăн эпĕ сирĕн умра мар, пачах та урăх вырăнта ларнă пулăттăм. Лицейра урăх контингент вĕренетчĕ. Вĕсен ашшĕ-амăшĕ ура çинче çирĕп тăнă, тулăх пурнăçпа пурăннă, ачисен умне мал ĕмĕтлĕ пулма, çутта тухма тĕллев лартнă. Вĕсене кура ыттисен те шухăшлав, тĕнче курăм лайăх енне улшăнма тытăнать. Унта вĕренекенсенчен нумайăшĕ, чăн та, каярахпа пысăк хуласенчи аслă шкулсен студенчĕ пулса тăратчĕ. Эпĕ те вĕсенчен юлмарăм темелле. Çав çул Шупашкара Турă амăшĕн Хусанти турăшне илсе килнĕччĕ. Ăна пуç çапма халăх чылай пуçтарăннăччĕ. Эпир те тăван мар аттепе кайрăмăр унта. Çынсемпе пĕрле черетре тăнă май шухăшларăм: мĕн те пулин ыйтмалла ахăр… Пурте ыйтаççĕ вĕт. Пĕрле вĕреннисем пурте пысăк хуласене каясшăн. «Мускава вĕренме кĕресчĕ», — мĕлтлетрĕ пуçра. Мĕнле майпа? Пĕлместĕп. Анчах та çĕршывăн тĕп хулинчи аслă шкулăн студенчĕ пулма пĕрре те хирĕç марччĕ эпĕ. Вăхăт иртрĕ. Ĕмĕтĕм çинчен манса та кайнăччĕ ĕнтĕ. Юратнă класс ертӳçин Тамара Васильевнăн шăнкăравĕ тăна кĕртрĕ. Çĕнĕ Шупашкарта Мускаври аслă шкулăн филиалĕ пур. Çав çулах вĕренме йышăнмастчĕç- ха унта, анчах та шĕкĕр хулана направлени илме май пурччĕ. «Атя, çĕклен те вĕçтер Çĕнĕ Шупашкара», — вĕрентекен сăмахĕсем çирĕп хушу евĕрех янăрарĕç. Итлерĕм. Пĕрре те кайса курман Мускава çапла майпа çул тытрăм. Д.И. Менделеев ячĕллĕ Раççей химипе технологи университетне вĕренме кĕтĕм. <...>
М.МИХАЙЛОВА.
♦ ♦ ♦
«Ашшĕ ывăлĕсем епле çитĕннине кураймарĕ»
Шăпа нихăçан та пуçран шăлман ăна, çапах вăл хуçăлса ӳкмен, çирĕпленнĕ çеç. Халĕ Лидия Михайловăн кăмăлĕ пушшех те çирĕп, мĕншĕн тесен вăл — салтак амăшĕ. Тăван тĕпренчĕкĕ неонацистсене хирĕç кĕрешнĕ вăхăтра унăн пуç усма вуçех юрамасть. Тепĕр чухне пăшăрханнăран, куляннăран, ăш вăрканăран куçа куççуль тулсан та ăна çын куриччен хăвăртрах шăлать 53-ри хĕрарăм. «Шикленĕве сирмеллех, ют тăрăхра пурнăçĕсене шеллемесĕр кĕрешекен ывăлăмăрсем пирки шухăшламалла. Эпир, ашшĕ-амăшĕ, хăрасан вĕсене кам пулăшĕха? Хальхи вăхăтра уйрăмах хамăра алăра тытмалла, çирĕп пулмалла», — терĕ çывăх вăхăтрах салтаксем валли пуçласа гуманитари пулăшăвĕ леçес тĕллевпе çула тухма хатĕрленекен Лидия Николаевна.
«Кĕтмен парне пултăр» Михайловсен аслă ывăлне Николая çар пурнăçĕ яланах илĕртнĕ темелле. Йăхри кашни çемьере çар çынни пулнăранах-тăр суйланă вăл çак çула. Шупашкарти коопераци техникумĕнче пĕлӳ илнĕ хыççăн яша хĕсмете каймашкăн повестка çитнĕ. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе тинĕс çар флотĕнче пурнăçлама питĕ ĕмĕтленнĕскерĕн ĕмĕчĕ чăна çаврăннă — моряксен ретне тăнăтăнах вăл. «Ывăлăм карап çинче служба тухрĕ, çулталăкран контракт çырса унтах юлчĕ. Çав вăхăтра унăн шăллĕ Денис çемье çавăрма хатĕрленчĕ. Туя аслă ывăлăм та килесшĕнччĕ. Анчах çул çинче унпа инкек сиксе тухнă, вăл аппендицитпа аптăранă. Коля уявра савăнас вырăнне операци сĕтелĕ çине лекнĕ. Операци вара ăнăçсăр иртнĕ, ăна тата икĕ хут тума тивнĕ. Кольăна сывлăхĕ çирĕплениччен контракта малалла тăсма ирĕк памарĕç. Анчах вăл тепĕртакран пĕрех службăна таврăнчĕ, хальхинче — тип çĕр çарĕсене. Унтанах вăл Сирири хирĕç тăрăва тухса кайнă, мана хыпарламасăрах. Эпĕ икĕ уйăхран çеç пĕлтĕм кун пирки. Икĕ хут çур çулшар пулчĕ вăл Сирире. Тав Турра, тĕрĕс-тĕкелех таврăнчĕ, лейтенант звание тивĕçнĕскерĕн наградăсем те пур, çар çапăçăвĕсен ветеранĕн ятне те пачĕç», — каласа кăтартрĕ виçĕ пăхаттир амăшĕ. Ачасем пĕчĕк чухне пĕчĕк хуйхă, пысăк чухне пысăк хуйхă теççĕ. Миçе каç куç хупман-ши амăшĕ Коля Сирире тăшмана хирĕç кĕрешнĕ чухне? Вăхăтлăха тупăннă канлĕх кăçал ака уйăхĕнче ывăлĕ ятарлă çар операцине тухса кайсан каллех татăлнă… «Кольăпа май килнĕ таран çыхăну тытатпăр, шăнкăравласа калаçмастпăр, çырăнатпăр çеç. Ăна эпĕ гуманитари пулăшăвĕ леçме пырасса каламан — кĕтмен парне пултăр. Унăн утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче çуралнă кунĕ, çак кун юнашар пулса савăнтарас килет. 34 çул тултарĕ вăл. Эпир ытти хулари волонтерсемпе çыхăну тытатпăр, вĕсем пире пулăшаççĕ. Эпĕ пурăнакан ял çыннисем, Патăрьел округĕнчи треньелсем, питĕ маттур та хастар, салтаксене нумай пулăшаççĕ, кар тăрса маскировка тетелĕсем çыхаççĕ, окоп çуртисем хатĕрлеççĕ, укçан та тĕревлеççĕ. Пирĕн ял каччисем ятарлă çар операцине йышлăн хутшăнаççĕ. Кашнине май килнĕ таран пулăшатпăр. Пĕр-пĕр ĕç тумалли чухне ял старости Тамара Соловьева мессенджерти ятарлă ушкăнра хыпарлать те çынсем наччасра пухăнаççĕ. Нумаях пулмасть черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ пухрăмăр. Унччен маскировка тетелĕсем çыхса ăсатрăмăр. Ку тĕлĕшпе пире урăх хулари волонтерĕсем те пулăшаççĕ. Тĕслĕхрен, дизель генераторĕ Чăваш Енре тупаймарăмăр, вĕсем ăна эпир куçарнă укçапа лере туянса салтаксене леçсе пачĕç. Эпĕ гуманитари пулăшăвне леçме ялти хастар волонтерпа Сергей Тарасовпа тата ывăлăмпа Дениспа кайăп. Сергей Алексеевич ку тĕллевпе унччен те çитнĕ салтаксем патне», — тăсăлчĕ малалла калаçу. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас