- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 24 (1303) № 22.06.2023
Хĕрарăмсене мухтаса
Вăрмар районĕнчи Шăплат ялĕнче мухтавлă ентешсене Клавдия Петровăна тата Федора Гайкинăна халалланă мероприятисем иртрĕç.
Палăртнă вăхăт тĕлне В.Николаев çемйи пурăнакан çурт умне халăх йышлă пухăнчĕ — кунта Социализм Ĕçĕн Геройне, ял хуçалăх наукисен докторне, Кострома ял хуçалăх академийĕнче 50 çул ытла вăй хунă Клавдия Петрова профессора чыс-хисеп туса, сума суса унăн ячĕпе Хисеп хăми уçрĕç.
Уява ялти библиотека заведующийĕ С.Александрова уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Малтан вăл пухăннисене мухтавлă ентешĕмĕр пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен аса илтерчĕ. Çак ялтах çуралса ÿснĕ вăл, çак вырăнта ларнă вĕсен кил-çурчĕ, çак урамра иртнĕ унăн ачалăхĕ. Ытти ял ачи пекех пĕчĕкренех ĕçпе туслашнă, çул çитсен тантăшĕсемпе пĕрле Шăплатри пуçламăш, Урнарти вăтам шкулсенче вĕреннĕ. 1939 çулта Клавăсен çемйи Кострома облаçĕнчи Караваевăна куçса кайнă. Вăрçă пуçлансан ашшĕ Василий Тимофеевич тата пиччĕшĕ Кузьма фронта тухса кайнă. Пурнăç йывăрланса пынă. 15-ри Клава «Караваево» совхозра ĕçлеме пуçлать. Малтан уй-хир бригадинче, унтан выльăхчĕрлĕх фермине куçса дояркăра вăй хума тытăнать.
Çакăнтан пуçланнă Шăплат хĕрĕн йывăр та мухтавлă çулĕ. Хастар доярка ĕнесенчен сĕт суса илессине çулсерен ÿстерсе пынă, чăн-чăн паттăрлăх кăтартнă. Çавăншăн ăна 1948 çулта Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Çакă ăна татах та çине тăрса ĕçлеме хавхалантарнă. 1949 çулта 22-ри Клавдия Петровăна Социализм Ĕçĕн Геройĕн ятне панă, унпа пĕрле Ленин орденĕпе тата «Çурлапа Мăлатук» ылтăн медальпе чысланă. Клавдия Васильевна малалла вĕренме тăрăшнă. 1954 çулта Кологриври ял хуçалăх техникумĕнчен, 1959 çулта Мускаври К.А.Тимирязев ячĕллĕ академирен чи лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Унтах тепĕр виçĕ çултан диссертаци хÿтĕлесе ял хуçалăх наукисен кандидачĕ пулса тăнă. Клавдия Васильевна 8 çул Караваевăри ял хуçалăх институчĕн доценчĕ, 4 çул проректор пулнă. Докторантурăра вĕренсе диссертаци хÿтĕленĕ, ял хуçалăх наукисен докторĕн ятне тивĕçнĕ /1980 çул/. Общество хастарне темиçе хутчен те Кострома облаç депутатне суйланă, чĕрĕк ĕмĕр мире хÿтĕлекенсен облаçри комитетне ертсе пынă вăл. <...>
Галина МАТВЕЕВА
♦ ♦ ♦
Çавра çил пек вирхĕнсе кĕчĕ цифра
Тухтăрпа черетлĕ хут канашлама кайнă май медицина карттине пĕрле илетĕп — хăнăхнă. Анчах та шурă халатли ăна тытса та пăхмасть. Уншăн ăна тиркеме те, кÿренме те кирлĕ мар — тухтăршăн пĕлтерĕшлĕ информаци халĕ йăлтах компьютерта пур. Хăçан мĕнле специалист патĕнче пулнă, мĕнле анализсем, тĕпчевсем ирттернĕ, вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем — йăлт пĕр вырăнта.
Паллах, тухтăршăн çакă питĕ меллĕ. Диагноз лартас вăхăт та хăвăртланать. Тепĕр тесен, халĕ сывлăх хуралĕнче кăна мар, пур тытăмра та çапла — йăлтах компьютер урлă илме пулать информаци. Çавра çил пек хăвăртлăхпа вирхĕнсе кĕчĕ пурнăçа цифра. Паллах, йăлтах хăй тĕллĕн пулса пымасть. Цифра хăвăрт аталанса пынипе ку енĕпе ĕçлекен специалистсем ытларах та ытларах кирлĕ. Республикăра çак ыйтăва тĕллевлĕн татса пама тăрăшаççĕ. Технопарксемпе цифра пĕлĕвĕн центрĕсем ÿсекен ăрăва IT тытăмра май пур таран хăвăрт аталанма май параççĕ.
Ачалла вĕренни — чул çинче тесе ахальтен каламан ваттисем. Çамрăксем çĕнĕ технологисене питĕ хăвăрт хываççĕ ăша. Хăйсем те программăлас ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Ÿсекен ăрăва хавхалантарас тĕллевпе техника енĕпе хушма пĕлÿ илессине те йĕркеленĕ регионра.
Етĕрне округĕнчи агротехникумра 2021 çултанпа «IT-куб» ачасен цифра вĕрентĕвĕн центрĕ ĕçлет. Унта çÿрекен 5-17 çулсенчи шăпăрлансем программăлас, система администраторĕн ĕçне, робототехникăна, пысăк информацие тишкерессине хăнăхаççĕ. Чи пултаруллисем халех чăн-чăн проектсем хатĕрлеме пикеннĕ те ĕнтĕ.
Полина Неопалимская 14 çулта кăна-ха. Асăннă клубра вăл темиçе çул ĕнтĕ туптать пултарулăхне. Полина ăсталăхне аталантарнипе кăна çырлахмасть, пултаруллă ытти ачапа тупăшать, çĕршыв шайĕнчи олимпиадăсене, хакатонсене, ытти конкурса хутшăнать.
Хĕрача пĕлтĕр «Паттăрла пуç хунисене асра тытмалли мемориал. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшасси» ятарлă проектпа ĕçлеме пуçланă. Тематика çак сайчĕпе, memorial21.ru адреспа тупма пулать ăна, ыттисем те усă курма пултараççĕ. Сайт темиçе пайран тытăнса тăрать. Пĕринче Полина çар операцине хутшăнса пуç хунă ентешĕмĕрсем çинчен информаци вырнаçтарса пырать. Çавăн пекех сайтра чăваш каччисен паттăрлăхĕ çинчен вуласа пĕлме пулать. Паян çапăçу хирĕнче нацистсене хирĕç кĕрешекен ентешĕмĕрсене хавхалантарса, вĕсемпе пĕрле пулнине палăртса çырнă çырусене те йышăнать Полина. Вĕсем тата çавăн пекех ача-пăча ÿкерчĕкĕсем «Çыру» пайра вырăн тупнă. Каярахпа унта сайт авторĕ видеопĕлтерÿсем вырнаçтарма палăртать. Çакă кăмăллă, Полина IT профессионалран нимĕн чухлĕ те кая мар — сайта онлайн мелпе те хутшăнма пулать. Чи кăмăлли, çар операцине хутшăнакансем ачасене çакăнтах, онлайн мелпех, тав тума пултараççĕ. Хĕрача проекта çĕршывĕпех сарас ĕмĕчĕ пуррине палăртать. Хăйĕн ĕçĕ паттăрсене татах та хавхалантарма пултарасса шанать вăл. <...>
Маргарита ИЛЬИНА
♦ ♦ ♦
Пуçпа чун — пĕр йĕр çинче
— Шкултан киле панă ĕçсене пурнăçлама питĕ юратмастăм, — аса илет пурнăçне вĕрентÿ ĕçĕпе çыхăнтарнă Тамара Самылкина. — Хам каярахпа ирччен урока хатĕрленсе ларасси пирки, ун чухне, паллах шухăшлама та пултарайман. Алла диплом илнĕ çамрăк специалиста шкулта, хам вĕреннĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнарта, ĕçлеме пуçланă пĕрремĕш çулах ултă предмет тытса пыма шанчĕç. Улттă! План çырса шуçăм киличченех иртетчĕ çав вăхăт. Анне ыйхи тăраннипе ури çине тăратчĕ ĕнтĕ. Мана, сĕтел хушшинче пуç çĕклемесĕр çырса ларакан хĕрне, куратчĕ те шеллетчĕ вара: «Мĕн тума кайрăн шкула?» — тетчĕ. Ара, мĕнле — мĕн тума? Çав ĕçе вĕреннĕ вĕт! Ултă çул вĕреннĕ…
Кăнтăрла та, каçхине те
Унтанпа вăхăт нумай иртнĕ ĕнтĕ. Çук, шкул çулне суйласа илнĕшĕн халĕ пĕрре те ÿкĕнмест Тамара Яковлевна. Пачах тепĕр май, хăйĕн предметне — ÿкерме — ачасене тарăннăн вĕрентме тăрăшать. Унпа кăна çырлахмасть. Хăй ăçта ĕçлет — пур çĕрте те ун хыççăн тем пысăкăш кÿлепесем асăнмалăх юлаççĕ, шкул картишне унăн ĕçĕсем илем кÿреççĕ. Унсăр пуçне Наци библиотекинче ăсталăх сехечĕсем ирттерет вăл. Кăмăл турамне аталанма панăшăн, хавхалантарса пынăшăн хăй халĕ вăй хуракан 47-мĕш шкул директорне Римма Кирилловăна чунтан тав тăвать. Римма Ивановна чун вĕçевне ăнланнине, шухăша пурнăçа кĕртмешкĕн пулăшнине палăртать Тамара Яковлевна. Ахальтен мар ĕнтĕ шкул çурчĕ çинче тăрнасем «вĕçеççĕ», Çăварнине кунта пуканесем «чĕнеççĕ», тем пысăкăш кăранташсем вĕрентÿ тĕнчине «йыхравлаççĕ», картишĕнче темĕн тĕрлĕ кÿлепе «хуçаланать…» Патшалăх та тивĕçлипе хакланă унăн ĕçне — Тамара Самылкина Раççей Вĕрентÿпе наука министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕ. Çавăн пекех «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ вăл. Вĕрентÿ ĕçĕпе те çырлахмасть хĕрарăм. Кăнтăрла ачасене пĕлÿ тĕнчинче çавăтса çÿрет пулсан каçхине Шупашкар урамĕсене лăпкăлăхпа, хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме тухать: Тамара Самылкина — Халăх дружинин хастар членĕ те. Мĕнех, вулакана «Чăваш хĕрарăмĕн» паянхи хăнипе çывăхрах паллаштармашкăн та вăхăт.
Çимĕк кунĕнче
Тамара Самылкина Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Иккĕмĕш Липовкăра çуралнă. Ашшĕне Яков Захаровича хисеплесе ăна ялта Якку хĕрĕ теççĕ. Амăшне сума суса вара Тумликассисем Настя хĕрĕ тесе чĕнеççĕ — çывăх çынни Анастасия Степановна шăпах çавăнта кун çути курнă-мĕн. — Питĕ лайăх кунсем пыраççĕ халĕ, — пуçларĕ сăмахне Тамара Яковлевна. — 59 çул каялла Çимĕк çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕпе пĕр килнĕ. Шăп çав кун аттепе пичче аннене Чутай больницине илсе кайнă — пилĕк касма пуçланипе аптранă вăл. Уявран каялла таврăннă май арçынсем больницăна кĕнĕ — анне мана чÿречерен кăтартнă, çуратса ĕлкĕрнĕ иккен вăл. Мана киле илсе таврăнмашкăн атте тĕплĕн хатĕрленнĕ — кăмака хутса ăшăтнă. Çывăрма та кăмака çине манпа пĕрле выртнă вăл. Çапла, атте хĕрĕ пулса ÿснĕ эпĕ. Шел, атте çирĕм çул çук ĕнтĕ… — куçĕ шывланнипе пĕр самант калаçаймиех пулать хĕрарăм. — Самолет пек çĕклесе çÿретчĕ мана. Питĕ лайăхчĕ атте. Çиччĕмĕш класс таран унăн чĕркуççийĕ çинче ларса ÿснĕ эпĕ. Питĕ ачаш пăхатчĕ, пылак кучченеçпе хăналатчĕ… Атте выльăх фельдшерĕнче ĕçлетчĕ. Чĕлхи çĕçĕ пек касса тататчĕ, мĕн шухăшланине калатчĕ. <...>
Маргарита ИЛЬИНА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас